Чăвашла верси
Русская версия
Тантăш 41 (4962) № 06.11.2025
Янкăлч ачисем — Мускавра
Канаш тăрăхĕнчи Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕн пултаруллă та маттур вĕренекенĕсем пирки эпир хамăр хаçатра чылай çырса кăтартнă. Çак кунсенче РФ сенаторĕ Николай Владимиров асăннă пĕлӳ çуртĕнчи «Эпир астăватпăр» шырав отрячĕсене Раççей Федерацийĕн Федераци Канашне чĕннĕ. Вĕсем — шыравçăсем, çавăн пекех олимпиадăсен, пултарулăх конкурсĕсен, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçисем, вĕренӳ отличникĕсем, патриот акцийĕсене хастар хутшăннисем.
«ФЕДЕРАЦИ КАНАШНЕ ÇИТМЕ МАЙ ПУР-И?
Шкул ачисем чи малтан Федераци Канашĕн ларăвне хутшăннă. Унта вĕсене сенаторсем тата РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко ăшшăн кĕтсе илнĕ. Кунтах ачасем Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президентне Николай Федорова (халĕ Раççей Федерацийĕн сенаторĕ) тĕл пулнă. Николай Васильевич та çамрăк шыравçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă. «Время СВОих» республика программине хутшăннă Иван Ярусов та вĕсемпе пĕрле пулнă. Çамрăк шыравçăсене кунта регионсен мĕн пур ялавĕ пирки каласа кăтартнă. Çапах та мĕншĕн Янкăлч шкулĕн вĕренекенĕсене Мускава йыхравланăха? Çакă кăсăклă. Регионта ĕçленĕ чухне Николай Владимиров сенатор асăннă çĕнĕ шкула çитнĕ, коллективпа тĕл пулнă. Шăпах шкул ачисем ун чухне: «Федераци Канашне пырса курма май пур-и?» — тесе ыйтнă. «Юрать паллах», — хурав панă сенатор. Ачасен çутă ĕмĕтне кĕске хушăрах пурнăçланă та. Шкул ачисем Федераци Канашĕнче Николай Владимиров тата Николай Федоров сенаторсене вĕренӳри ăнăçусем, малашнехи ĕçсем пирки каласа кăтартнă, сенатор ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлнĕ. Мускава пушă алăпа кайман вĕсем. Николай Федорова асăнмалăх парне панă (Шупашкарта, Атăл кӳлмекĕнче Николай Федоров, Николай Гаврилов тата Леонид Якубович пĕрле ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕк).
— Федераци Канашĕнчи тĕл пулу ĕмĕрлĕхе асра юлĕ. Вĕсенче патриотлăх туйăмĕ тата та вăйланĕ. Ачасен умĕнче — пуян та интереслĕ экскурсисем. Çак çул çӳрев çамрăк шыравçăсене хавхалантарасса шанатăп, вун пĕрмĕшсем пулас професси пирки те тĕплĕн шухăшлĕç», — палăртнă Николай Владимиров.
«ЭПИР АСТĂВАТПĂР» ШЫРАВ ОТРЯЧĔ
Мускава пурĕ 17 ача кайнă: пиллĕкмĕш тата вун пĕрмĕш классем. Вĕсем пурте «Эпир астăватпăр» шырав отрядĕнчен (ертӳçи — Ирина Иванова). «Мускавра ăçта кăна çитмерĕмĕр-ши? Хĕрлĕ тӳремре караул улшăннине пăхрăмăр. Çĕнтерӳ музейне çитрĕмĕр. Çавăн пекех ВДНХра «Космос» павильонпа паллашрăмăр. Иртнĕ çул уçăлнă Паттăрлăх музейне те кĕрсе куртăмăр. Каçхине Никулин циркне çитрĕмĕр. Ачасем «Çĕнтерӳ кĕввине» халалланă афишăсемпе, çутă баннерсемпе хаваспах паллашрĕç. Ку мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă. Ачасем Раççейĕн тĕп хулинчен питĕ хавхаланса таврăнчĕç», — каласа кăтартрĕ Ирина Валерьевна. Вун пĕрмĕш классем кăçал çулла Карели, Калуга тăрăхĕсенче шыравра пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр пуç хунă салтаксен шăмшакне тупнă. «Карелире 11 кун, Калуга облаçĕнче 16 кун экспедицире пултăмăр. Карелире тупнă салтакăн медальонĕ те пурччĕ. Унăн аякри тăванĕ те пирĕнпе пĕрлехчĕ. Вăл Ульяновск облаçĕнчи шырав отрядĕнчен. Кăçал çапла майпа вăрçăра хыпарсăр çухалнă 200-е яхăн салтака шыраса тупма май килнĕ. Ачасем шыравра ывăннине туймарĕç, унтан тата та вăйланса, çирĕпленсе таврăнчĕç», — калаçăва малалла тăсрĕ отряд ертӳçи. <...>
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментировать