Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 41 (1421) № 06.11.2025
«Асăрханулăха самантлăха та çухатма юрамасть»
Ятарлă çар операцине 2022 çултанпа хутшăнакан «Волга» позывнойлă Станислав Пахомов тăван тăрăха отпуска темиçе те килсе кайнă. Унпа шăпах черетлĕ хут кĕске канура чухне тĕл пултăм.
27 çулти каччă Патăрьел тăрăхĕнчи Алманчăра кун çути курнă. Шкулта ăс пухнă вăхăтра спорт енне туртăннăскер йывăр атлетика секцийĕнче хул-çурăмне тĕреклентернĕ. Ăмăртăва хутшăнмасăр та юлман. Пĕррехинче патварскере Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин тренерĕ çак пĕлӳ çуртне кĕме сĕннĕ. Станислав хирĕçлемен, ашшĕпе амăшĕ те ырланă унăн йышăнăвне. — Ачасене нимĕн те хистесе тутарман. Пурнăç çулне хăйсем тĕллĕн суйлаççĕ. Çавăнпа хулана вĕренме кайма кăмăл тусан та, служба тухмашкăн контракт çырсан та хурламан, тиркемен, — терĕ салтак амăшĕ Ирина Борисовна. — Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан эпĕ Мускавра ĕçлеттĕм. Стас мана вĕсен подразделенине унта хутшăнтарманнине ĕнентерчĕ. Кăштах лăплантăм. Çу уйăхĕнче отпуска килмеллеччĕ унăн, вăл шăнкăравларĕ те ятарлă çар операцине каясси пирки пĕлтерчĕ. Манăн шок пулчĕ паллах. Куççуль тапса тухрĕ… — Хамăн вырăна тупнă эпĕ, пурнăçа çара халалланăшăн ним чухлĕ те ӳкĕнместĕп. 8-мĕш класс хыççăн хулана вĕренме тухса кайрăм. Малтан Çĕнĕ Шупашкарта, унтан тĕп хулари Олимп резервĕсен техникумĕнче ăс пухрăм. Профессипе эпĕ — физкультура вĕрентекенĕ. Çав тапхăртах çар комиссариатне кайса контрактпа служба тухас кăмăл пуррине пĕлтертĕм. Унта малтан вĕренсе пĕтерме сĕнчĕç. Диплом илсен 2017 çулта РФ Хӳтĕлев министерствипе контракт алă пусрăм. Çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ манăн çар пурнăçĕ. Икĕ çул Иваново хулинче Сывлăш-десант çарĕсенче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм. Сирири хирĕç тăрăва та хутшăнса куртăм — унтан çар çапăçăвĕсен ветеранĕн ятне пачĕç. 2020 çулхи çĕртме уйăхĕнче Мурманскри Çурçĕр флотне кайрăм. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан унта хутшăнма пуçларăм. Малтан Харьков енче тăшмана хирĕç кĕрешрĕмĕр, хыççăн — Херсон тăрăхĕнче. Эпĕ чаçре водитель тивĕçĕсене пурнăçланăран Харьков тăрăхне бензовозпа кайрăм. Вырăна çитрĕмĕр. Пенĕ сасăсем, снарядсем кĕрĕслетнине пуçласа илтсен шикленӳ туйăмĕ чуна сăрхăнса кĕчĕ. Куç хупман каçсем те пулчĕç. Вăхăт иртнĕ май çав ларутăрăва хăнăхрăм темелле-ши? Рейссене лăпкăн пурнăçлатăп. Унта снаряд çурăлать-и, кунта-и — чи кирли машина чупать, хам чĕрĕ. Ума лартнă хушусем пурнăçланаççĕ. Ытти пĕлтерĕшлĕ мар. Паян та эпĕ руль умĕнче. Унччен «Уралпа» çӳренĕ тĕк, халĕ «КамАЗпа» çула тухатăп. Малтанхи вăхăтра кирлĕ çĕре çар техники валли топливо илсе çитереттĕм. Халĕ кузовра кирек мĕнле тиев те пулма пултарать. Позицире тăракан салтаксем патне кирлĕ япаласене хăвăртрах илсе çитерни паха. Çавна май ирхи 3-4 сехетсенчех руль умне ларатăп. Ытларах чухне çĕрле пулса иртет ку. Тепĕр чухне малти линие те кайма тивет. Çула тухма кирек хăш самантра хушу килме пултарать. Малтанхи вăхăтра вăрманта палаткăсенче выртса тăраттăмăр, эпĕ машинăрах çĕр каçаттăм. Халĕ тăшмансен дронĕсем йышлăнрах вĕçме пуçланăран вăрманта çĕр пӳртре пурăнатпăр. Техникăна маскировка тетелĕпе витсе пытаратпăр. Асăрханулăха самантлăха та çухатма юрамасть, пĕрмай тавралăха сăнамалла. Çăвăнса тасалмашкăн мунча пур: ăна хамăрах турăмăр. Стройматериалсенчен нумайăшĕ — гуманитари грузĕ. Унта çулла çанталăк шăрăх, çĕр айĕнче те сулхăн мар. Çавăнпа хамăр укçапа пĕчĕк кондиционер вырнаçтартăмăр. Эпĕ водитель пулнăран çулла мана ытларах килĕшет, мĕншĕн тесен хĕлле унта пирĕн çĕршыври пек мар. Çĕр витĕр шăнмасть, тĕпĕнчи хытать. Хĕвел тухсан вара çиелти тăпра ирĕлет те лачакана çаврăнать. Ăна пула машина путать. Çумăр çумасан аванрах, — каласа кăтартрĕ паттăр ентеш. «Волга» чаçре пĕртен-пĕр чăваш мар. Унпа юнашарах иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Дима Тăван çĕршыва хӳтĕлет. Çапах та тăван тăрăхри лăпкăлăхшăн, çывăх çынсемшĕн тунсăхлать Станислав. Отпуска килнĕ чухне ăна амăшĕпе йăмăкĕсем, çамрăк мăшăрĕ кĕтсе илеççĕ. Çапла, яш çемьеленме те ĕлкĕрнĕ. — Иваново хулинчи службăна вĕçлесен киле таврăннăччĕ эпĕ. Çав тапхăрта пулас мăшăрпа Энжепе паллашрăм. Эпĕ çуралнă куна паллă тумашкăн туссене вăрманта пухрăм. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче уявлатăп ăна. Пĕр класра вĕреннĕ хĕр, унăн икĕ юлташĕ те çитрĕç. Вĕсенчен пĕри шăпах тутар пики Энже пулчĕ. Калаçкаланă май иксĕмĕрĕн те çуралнă кун пĕр кунра пулни уçăмланчĕ. Тĕлĕнтĕмĕр. Кайран, тем вăхăт иртсен, пĕр-пĕрне социаллă сетьре шыраса тупса çырăнма пуçларăмăр. Пĕлтĕр вара эпĕ отпуска килсен раштав уйăхĕнче мăшăрлантăмăр, — сăмахне малалла тăсрĕ Станислав. Хĕр мăсăльмансен çемйинче çитĕнни те, тĕнсем тĕрлĕрен пулни те çамрăксемшĕн чăрмав мар. Чи пĕлтерĕшли — пĕр-пĕрин хушшинчи ăнланупа юрату. — Мăшăрăм ятарлă çар операцине кайсан куççуле тытса чараймарăм. Кунсеренех интернетра лару-тăрупа çыхăннă хыпарсене тишкереттĕм, пăшăрханаттăм. Дронсем пур çĕрте те вĕçни сехĕрлентерет. Кашнинче Стас телефонне тытмасан чĕре вырăнта мар, ăш вăркама пуçлать. Вăл мана яланах лăплантарма тăрăшать, — калаçăва хутшăнчĕ Энже. — Икĕ эрнелĕх отпуск питĕ хăвăрт иртет. Сиссе те юлаймастпăр. Кашнинче ăна чуна хытарса ăсататпăр. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











Комментировать