- Чăвашла верси
- Русская версия
Чун туртнă ĕçшĕн грант илессе шанман
Чăваш Енĕн пултаруллă ар-хĕрĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен конкурсне хастар хутшăннă. Пĕлтĕрхипе иккĕмĕш хут иртнĕскере хутшăнма 12500 çын ыйту çырнă. Ĕçсене çамрăксен политикин анлă сарăлнă енĕсемпе - «Çĕнĕлĕхсем», «Сывлăх», «Ертсе пырасси», «Медиа», «Пултарулăх», «Пурăнмалли коммуналлă хуçалăх тата çурт-йĕр хăпартасси» - хатĕрлесе тăратнă. Пĕтĕмпе 1350 çĕнтерÿçе палăртнă. Вĕсен хушшинче пирĕн республикăн 8 çамрăкĕ пур. Чи-чи вăйлисен йышне кĕнисене хавхалантарма уйăрнă нухрат виçи - 120 миллион тенкĕ. Чи пысăк гранта - 300 пин тенке - Екатерина Устинова та тивĕçнĕ. Вăл хăйĕн ĕçне «Ман хыççăн чуп, Чăваш Ен!» проектпа килĕшÿллĕн чупу клубĕсене йĕркелессипе çыхăнтарнă.
- Пирĕн республикăра «Ман хыççăн чуп!» проект ĕçленĕ май сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ тата та пысăкланни савăнтарать. Вĕсем тренировкăсем, тĕрĕс апатланасси çинчен тарăнрах пĕлеççĕ, - кăмăлне пытармарĕ Екатерина. - Чупу клубĕсен проекчĕ çур çул ытла ĕçлет. Конкурса тăратнă ĕçре хамăр мĕн-мĕн пурнăçланине, еплерех улшăнусем пулнине кăтартрăмăр.
Иртнĕ çул проект штабĕсене Етĕрне тата Çĕмĕрле хулисенче, Тăвайра йĕркеленĕ. Унти ар-хĕр те эрнере пĕрре ушкăнпа чупу ирттерет. Вĕсем хăйсен тăрăхĕнче пурăнакансене тĕслĕх кăтартаççĕ.
Катьăн вăл суйланă çулпа утакан тус-юлташ нумай. Спортпа туслăскерсем грант çĕнсе илнĕ хĕр уçă кăмăллине, яланах яваплăха туйнине, пуçаруллă пулнине палăртрĕç. Хастарскер пĕлтĕр тата виçĕм çул Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Селигер» вĕренÿ форумне хутшăннă. Нутрициологи енĕпе ирттернĕ практика курсĕ витĕр тухнă, фитнес теорийĕ çинчен лекци итленĕ, кулинарсен ăсталăх класĕсенче пулнă.
Тĕрлĕ ташăпа та кăсăкланакан Катя Шупашкарти кÿлмек хĕррипе чупмашкăн çамрăксене кашни эрнере йыхравлать. Вăл ертсе пынипех проект хастарĕсем спорт мероприятийĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Вĕсем Шупашкар хулин Мускав районĕ йĕркеленнĕренпе 40 çул çитнине халалланă велоквестра ушкăнсен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче Раççей «çăлтăрĕ» ирттернĕ массăллă зарядкăна хутшăннă. Шупашкар хулин кунĕнче «Пултарулăх Бульварĕнче» «Ман хыççăн чуп!» проект лапамне 200 ытла çын çитнĕ.
Катя волонтерсене епле явăçтарать-ха? Пике пĕлтернĕ тăрăх - кашни мероприяти иртнĕ хыççăн волонтерсен хисепĕ хушăнать. Уншăн чи лайăх меслет - хастарсем кирли çинчен Интернетра хыпар вырнаçтарни. Çавăн хыççăн çамрăксем Катя патне тÿрех шăнкăравлаççĕ, çыраççĕ, кирлĕ вырăна çитеççĕ. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче «Ман хыççăн чуп!» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри чупăва 300 ытла çамрăк тухнă. Волонтерсене шăпах çÿлерех асăннă меслетпе усă курса тупнă.
Пĕлтĕрхи раштавăн 21-мĕшĕнче проектпа килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри Хĕл Мучисен чупăвне ирттернĕ. Унта республикăри 400 ытла çамрăк çын хутшăннă.
- Пирĕн проект ЧР Вĕренÿ министерстви, Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе пурнăçланать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче «Ман хыççăн чуп!» проект пирки асăнни те пирĕн мероприятисем çÿллĕ шайра иртнине çирĕплетеççĕ, - хавхаланса калаçрĕ Катя. - «Ман хыççăн чуп!» проектпа ĕçленĕрен вăй-халăм чакмасть. Пачах урăхла. Спортпа туслашни яланах çынна хаваслăх кÿрет, çирĕплетет. Эпĕ грант илесси пирки шухăшламанччĕ, çавăнпа вăл маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Паллах, нухратпа Чăваш Енри проектăн чупу клубĕсене аталантарма тата çĕнĕ мероприятисем йĕркелеме усă курăпăр, - калаçăва вĕçлерĕ Екатерина Устинова.
Унран тĕслĕх илмелли, чăнах та, нумай. Вĕренÿре те, общество ĕçĕнче те хастар вăл. Шупашкарти 1-мĕш лицейрен кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнăскер, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн строительство факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскер сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать. Катя ирсерен гимнастика тăвать, чупать, велосипедпа, сноубордпа ярăнма, йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. Шашка-шахматла, сĕтелçи теннисла выляма та, бассейна çÿреме те вăхăт тупать. Пике кухньăра та хаваспах тăрмашать, тутлă та усăллă апат-çимĕç янтăлать.
Елена ТРОФИМОВА.
Комментировать