Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 40 (6591) № 30.10.2025
Тимĕр вăййи вăйлисем валли
ЮПА УЙĂХĔН 24-26-МĔШĔСЕНЧЕ ТИМĔР ВĂЙЙИНЕ ЮРАТАКАНСЕМ «ХЫПАР» ПАРНИСЕНЕ ÇĔНСЕ ИЛЕССИШĔН ТУПĂШРĔÇ. ПĔТĔМ РАÇÇЕЙРИ 40-МĔШ ТУРНИР ЯЛАНХИ ПЕКЕХ ШУПАШКАРТА В.ЯРДЫ ЯЧĔЛЛĔ ОЛИМП РЕЗЕРВĔСЕН 7-МĔШ СПОРТ ШКУЛĔНЧЕ ИРТРĔ. УНТА 24 РЕГИОНТАН КИЛНĔ 180 ЫТЛА СПОРТСМЕН ХУТШĂНЧĔ.
Пуçаруçăсем асрах
Ку ăмăртăвăн кун-çулĕ 1984 çултах çырăнма пуçланă. Пĕрремĕшне спортпа пичет ветеранĕ Петр Сидоров сĕннипе «Урожай» спорт обществи /ертӳçи — Василий Шоркин/ тата «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕ /тĕп редакторĕ — Демьян Семенов/ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Çав тапхăртанпа унăн сумĕ çултан-çул ӳссех пынă, Пĕтĕм Раççейри турнир шайне çĕкленнĕ, 2015 çултанпа унта хутшăнакансем спорт мастерĕн ятне тивĕçеççĕ. Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Сергей Кириллов пĕлтернĕ тăрăх, тепĕр çул Шупашкара Беларуç тата Кăркăсстан спортсменĕсене чĕнесшĕн. Сăмах май, Сергей Александрович хăй те «Хыпар» турнирĕнче пĕрремĕш çитĕнӳсем тунă, ăна çĕршыв тата тĕнче шайне тухма çул уçса панă. Спорт уявĕ яланхи пекех сумлă хăнасене пуçтарчĕ. Чăваш Республикин спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов кире спорчĕ вăйлисемпе хăюллисен спорчĕ пулнине, йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхтарнине палăртрĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Виктория Вышинская турнир çĕршыври кире спорчĕпе туслисен хушшинче пысăк вырăн йышăннине, вун-вун чемпиона çитĕнтернине, ăмăртăва пуçарса яракансене асра тытнине палăртрĕ. Кире спорчĕн республикăри уйрăмĕн председателĕ Юрий Карпов çак турнирăн помосчĕ çинче 30 çула яхăн вăй виçнĕ. Вăлах — ăмăрту йĕркелӳçисенчен пĕри. Юрий Михайлович тĕп судья тивĕçĕсене те темиçе хут пурнăçланă. Кăçал та ăна çак яваплă ĕçе шанса пачĕç. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне «Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн хисеплĕ мастерĕ» ятпа чысларĕç. Çамрăксем — маттур Яланхи пекех помост çине чи малтан 18 çула çитмен яшсемпе хĕрсем тухрĕç. Çамрăксен ушкăнĕнче Куславкка хĕрĕсем икĕ кире пуканне тĕртрĕç. Ку таранччен чăваш пикисем ку енĕпе палăрманччĕ. Екатерина Шалашова та спорт хатĕрĕсене икĕ алла тытрĕ. Çăмăл атлетика секцине çӳренĕскер çулталăк каялла кире спорчĕпе кăсăкланма пуçланă. Вăл шкул хыççăн çар академине е училищине вĕренме кĕресшĕн». Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн Иван Красновăн вĕренекенĕсем турнирта 7 медаль çĕнсе илчĕç. Акă хулари 3-мĕш вăтам шкулта пĕлӳ илекен Максим Осипов тутар спортсменне парăнтарса пĕрремĕш пулчĕ. «Кăтартусене лайăхлатса пыни, медальсем çĕнсе илни тренировка тума хавхалантарать, тупăшусем те кăмăл-туйăма çĕклеççĕ», — терĕ 15-ри яш. Иван Николаевичăн тепĕр вĕренекенĕ Максим Егоров та турнирăн пьедесталĕ çине хăпарчĕ. Çавăн пекех 16- ри каччă кире спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пĕтĕмлетĕвĕпе «2025 çулхи чи лайăх спортсмен» ята тивĕçрĕ, унăн вĕрентекенĕ Иван Краснов — «Чи лайăх тренер». Елчĕкри спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Тарас Пупиншăн ку турнир çĕршыв шайĕнчи пĕрремĕш ăмăрту шутланать. Вăл ку таранччен республика турнирĕсене кăна хутшăннă. 16-ри яш 63 килограмлисен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, анчах вăл хăйĕн кăтартăвĕпе кăмăллах юлман, лайăхрах пуласса шаннă. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров тренер пулăшнипе спортра пĕрремĕш утăмсем тăвать. Олег Николаевичăн вĕренекенĕсем «Хыпар» турнирĕнчен пĕр çул та юлмаççĕ. Акă Кавал хĕрĕ София Соловьева 58 килограмлă хĕрсен ушкăнĕнче пĕрремĕш пулчĕ. Улатăр хулин хисеплĕ гражданинĕн Валерий Притуленкăн вĕренекенĕсем те кашни çулах «Хыпар» турнирĕнче пухмача тĕрлĕ наградăпа пуянлатаççĕ. 17-ри Иван Павелкин кăçал 32 килограмлă икĕ кире пуканне тĕртсе хăйĕн виçинче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Малтан йывăр атлетикăпа кăсăкланнăскер тăватă çул каялла кире спортне куçнă. «Юлташсемпе пĕрле тренажер залĕнче ӳт-пĕве тĕреклетме пуçларăмăр. Унтах штанга йăтма хăнăхрăмăр, Евгений Сетяминпа тата Валерий Ивановичпа паллашсан кире пуканне алла тытрăмăр», — терĕ тĕрлĕ ăмăрту призерĕ. Чăваш кухни килĕшнĕ Санкт-Петербург спортсменĕсем пирĕн çĕршывра чи вăйлă командăсенчен пĕри. Тĕнче, Ази ăмăртăвĕсенче вĕсене çитекенни çукпа пĕрех. Чăваш Ене килсен те Питĕрсем тĕлĕнтереççĕ. Кăçал Нева шывĕ хĕрринчи хула чысне 6 спортсмен хӳтĕлерĕ. Акă Владимир Гусевпа Григорий Кобякова ку турнирта уйрăмах ăнчĕ, вĕсем спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Григоришĕн уйрăмах питĕ пысăк çитĕнӳ. Вăл пĕлтĕр кăна кире пуканне алла тытнă. Унччен йĕлтĕрçĕ пултарулăхне аталантарнă. «Йĕлтĕр спортĕнче кăтартусем лайăхах марччĕ. Питĕр хулине вĕренме килсен кире спортне суйласа илтĕм», — терĕ Тĕнче кубокĕн призерĕ. 21-ри яш юлташĕсемпе пĕрле Шупашкарта уçăлса çӳренĕ, Атăл хĕррине çитсе килнĕ. Çамрăксем наци кухнине те тутанса курнă, вĕсене вĕт кукăль уйрăмах кăмăла кайнă. Тутар Республикин пăхаттирĕ Кирилл Ляукин хăйĕн кăтартăвне лайăхлатса спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Вăл 32 килограмлă икĕ кире пуканне 83 хут тĕртрĕ. Кăçал Тутарстан чăвашĕ Санкт-Петербургра иртнĕ çĕршыв кубокĕнче те палăрнă. Шупашкара Челябинск çĕрĕнчен 20 спортсмен çитрĕ. Чи сумли — РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тĕнче чемпионачĕн 14 хут çĕнтерӳçи Иван Денисов. «Паллах, эпĕ 5 çул каяллахи Иван мар. Хальхи вăхăтра тренер ĕçĕнче ытларах тăрăшатăп. Çапах помост çине тухса тупăшас кăмăл сӳнмен-ха. Ăмăртусемпе тренировкăсем хăвна çирĕп алăра тытма пулăшаççĕ», — терĕ Иван Николаевич. «Хыпар» турнирĕнче 43 çулти пăхаттир чи йывăр виçере абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех çак сумлă ята Йошкар-Олари Радиф Алексеев, Тутарстанри Анастасия Пузанковăпа Кирилл Ляукин, Питĕрти Джанита Щербина тивĕçрĕç. Чи маттуррисене Николай Владимиров сенаторăн ятарлă парнисемпе чысларĕç. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Сцена çинче — патша майри те, тухатмăш та
Чăваш халăх артистки Ирина Архипова 55 çулхи юбилейне тăван сцена çинче — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче — паллă турĕ.
Театр. Пурнăç. Юрату. Виçĕ çак сăмах Ирина Архиповăн кун-çулне, кăмăл-туйăмне туллин уçса парать. Вĕсенче Чăваш халăх артисткин ăнăçу патне хывнă çул-йĕрĕ те, пурнăç таппинче тĕл пулнă йывăрлăхсем те, хавхалану саманчĕсем те, малалла талпăнма хистенĕ пулăмсем те пытаннă. Ирина Александровна пĕчĕкрен артистка пулма ĕмĕтленнĕ. 1993 çулта Мускаври М.Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищине пĕтернĕ хыççăн Çамрăксен театрĕнче ĕçлеме пуçланă. Вăтăр икĕ çулта вăл сцена çине 100 яхăн сăнарпа тухнă: Нина /«Аслă ывăл»/, Клавье /«Тăххăрмĕш хутри Асамат кайăкĕ»/, Кураж анне /«Кураж анне тата унăн ачисем»/… Юбилей каçĕнче те вăл куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ: чунне çывăх сăнарсене тепĕр хут чĕртсе тăратрĕ. Пултаруллă артисткăна сумлă юбилейпа Чăваш Республикин культура министрĕн заместителĕ Георгий Богуславский саламларĕ, театр искусствин аталанăвне пысăк тӳпе хывнине палăртса «Культурăри çитĕнӳсемшĕн» паллăпа чысларĕ. Пуринпе те тимлĕ пуласси, ăшă кăмăлпа калаçасси — Ирина Архиповăн тĕп паллисем. Вăл общество ĕçне те хастар хутшăнать. Кирек кама та пулăшма хатĕр. Тăван çĕре юратать. Чăваш чĕлхине хисеплет, ăна çитес ăрусем валли упраса хăварассишĕн тăрăшать. Кун пирки Чăваш Енри театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Сергей Павлов тата Чăваш Республикинчи культура ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ Светлана Демидова каласа кăтартрĕç. Ирина Александровнăна саламлама тăван тăрăхĕнчен — Канаш округĕнчи Кăшнаруй ялĕнчен — килсе çитрĕç. Артисткăна культурăри тата искусствăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Канаш округĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Кăшнаруйĕнчи «Хĕлхем» вокал ансамблĕ юрă парнелерĕ. Уява Ирина Архиповăн ĕç- тешĕсем, юлташĕсем, пĕлĕшĕсем, пултарулăхĕпе киленекенсем йышлăн хутшăнчĕç. Артисткăна юратни, ыр сунни тата хисеплени хăнасен кашни сăмахĕнче палăрса тăчĕ. «Театр маншăн ĕç кăна мар. Вăл манăн кил, пурнăç, çемье», — çак сăмахсене Ирина Александровна час-часах калать. Унăн пултарулăхне хисепленĕшĕн тав тунă май хальхинче те ку каларăша аса илчĕ. Çавăн пекех вăл халăх юратни ăна пултарулăхра çитĕнӳсем тума пулăшнине палăртрĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Пушă вăхăтра мотоцикла «утланать»
Илья Григорьев общество ĕçĕнче хастар. Вăл — Чăваш Республикин ШĔМĕн ПАИ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марат Михайлов ертсе пыракан «Опричники» мотоклубăн членĕ. Мото-опричниксем çамрăксемпе тĕл пулусем ирттереççĕ, соцсетьсенче пабликсем тытса пыраççĕ, çапла майпа çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма хистеççĕ.
Салтаксене пулăшать
Тăрăшуллă та ĕçчен Илья Григорьев – предпринимательсен йăхĕнчен. Ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕ-асламăшĕпе кукашшĕ-кукамăшĕ те, çывăх тăванĕсем те – усламçăсем. Кукашшĕ Илья Теплов чылай çул «Елчĕк крахмалĕ» агрофирма ертӳçи пулнă. Каярах унăн ĕçне Ильян амăшĕ Эльвира Ильинична малалла тăснă. Кукамăшне Татьяна Николаевна пайтаçăна та Елчĕк тăрăхĕнче те, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан аслашшĕ Леонид Григорьев хăйĕн бизнесне 2001 çулта йĕркеленĕ. Вăл ертсе пыракан коллектив çут тĕнчерен кайнă çынсене тирпейлесе пытармашкăн кирлĕ япаласемпе тивĕçтерет, вил тăприсем çине мрамортан, гранитран палăксем лартать, вĕсен тавра эрешлĕ карта тытать, фотокерамикăпа ĕçлет тата ытти. Илья Григорьев 1996 çулта çут тĕнчене килнĕ. 9 класс хыççăн Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кĕнĕ, кайран И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлӳ илнĕ, ШĔМĕн Чулхулари академийĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ. «Службăна юрататтăм, ĕçшĕн халь те кăшт тунсăхлатăп», — аса илет Илья Алексеевич. Вăхăт иртнĕ май лимонад производствине аталантарма пуçланă. Тавар туянакана пысăк пахалăхлă продукцин анлă ассортиментне сĕнет: лимонадсем, газлă шĕвексем тата ĕçмелли таса шыв. Елчĕк лимонадне Чăваш Енре кăна мар, Тутар Республикинче те лайăх пĕлеççĕ. Сăмах май, вăл çамрăк чухне кунашкал производствăра ĕçленĕ. 2022 çулта Илья ятарлă конкурсра алкогольсĕр шĕвексем кăларас енĕпе бизнес-проект хатĕрлесе 500 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак укçа-тенкĕ ăна тепĕр пысăк утăм тума май панă: газировка кĕленчисене вĕрсе кăлармалли 125 пин полимер хатĕрĕ туяннă. Савăтсене те, шĕвеке те цехрах туса кăлараççĕ. Илья Алексеевич газировкăсăр пуçне таса шыв хатĕрлессипе те ĕçлет. Тĕрлĕ округра шыв илмелли точкăсем пур. «Манăн бизнес» центр пулăшнипе Елчĕкре тата Патăрьелте таса шыв сутмалли вендинг аппарачĕсем вырнаçтарнă. Цехра пур ĕçе те йĕркеленĕ, унта тăрăшакансем хăйсен тивĕçне тӳрĕ чунпа пурнăçлаççĕ. Куллен сахал мар савăт лимонад кăлараççĕ. Патшалăхран пулăшу илнĕ çамрăк ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патне апат-çимĕç, пылак шĕвек тата таса шыв час-час ăсатать. Сăмах май, Илья Чăваш Енрен СВОрисене чи малтан пулăшма тытăннисенчен пĕри. Продукцие «Z» паллăпа кăларнă, этикетка çине «Zа Победу, Zа Правду, Zа Героев» сăмахсем çырнă. Вĕсем тăван вырăнсенчен аякра чухне кил вучахĕн ăшшине туйма пулăшаççĕ. Пылак шыв чуна ăшăтнине палăртаççĕ вĕсем. Чăн та, тăван тăрăхран килнĕ кашни япала пĕлтерĕшлĕ ентешсемшĕн. «Эпĕ Хура тинĕс флотĕнче службăра тăнă, тăванлăх туйăмне лайăх ăнланатăп. Казармăна пĕрремĕш хут килсен простыньсем çинче «Шупашкар трикотажĕ» тенине курсан чуна ырă туйăм çавăрса илчĕ. Ют вырăнта чухне юнашарах тăван тăрăхри япала пурри тем пек хаклă», — каласа парать Илья Алексеевич. Салтаксене май пур таран пулăшма тăрăшать. Шывсăр пуçне ытти çимĕçпе, тĕрлĕ япалапа тивĕçтерет. Тĕслĕхрен, квадрокоптерсем ярса панă. «Салтаксен кашни саманчĕ хăрушлăхпа çыхăннă, кирек хăш вăхăтра та вилĕм аллине лекме пултараççĕ. Вĕсем куллен сивĕ те нӳрĕ окопра. Çумра тăван ене аса илтерекенни пулсан хавхалану кӳретех», — терĕ Илья. Çамрăк предприниматель пулăшу ыйтакана хирĕçлемест, çынсене инкекре пăрахмасть. Интернет уçлăхĕнче сарăлнă Сергей Лекеровпа Данила Зайцев юрăçсен «Елчĕк — Патăрьел» клипне кăларма та тӳпе хывнă вăл. «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн кире спорчĕн Пĕтĕм Раççейри турнирне ирттерме те пулăшрĕ. Илья Алексеевич ку çитĕнӳсем çинче çеç чарăнса тăрасшăн мар. Пылак шывсем туса кăларас ĕçе анлăлатас шухăшлă. Предприниматель палăртнă тăрăх, онлайн суту-илӳ рынокĕ хăвăрт аталаннă май паянхи самана ыйтакан технологисен мĕн пур майĕпе усă курмалла. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Снаряд хумĕ юлташа таçта çити ывăтса ячĕ»
— Атте — çар çынни, çавăнпа ачаранах салтак пурнăçĕ çинчен ĕмĕтленнĕ. Вăл Сывлăш-десант çарĕнче службăра тăнă. Çар тумĕ тăхăннă атте паттăр пек туйăнатчĕ. Икĕ шăллăм та ун пек пулма тăрăшнă. Çавна пулах эпир шăллăмпа Андрейпа çарта пулнă, кĕçĕнни Станислав 9-мĕш класра вĕренет, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне ятарлă çар операцийĕн çамрăк офицерĕ Виктор Туктанов.
Викторпа ăнсăртран паллашрăм. Вăл, йывăр аманнă хыççăн реабилитаци тухаканскер, кукамăшĕ патне килсен Тури Туçари чиркĕве кĕрсе тухрĕ. Виктор Туктанов Чĕмпĕр облаçĕнчи Чердакла районне кĕрекен Пятисотенный поселокĕнче çуралнă чăваш. Çак поселок вырăнĕнче вăрçă вăхăтĕнче тыткăна лекнĕ нимĕçсен лагерĕ пулнă иккен. Унта 500 çын пурăннă имĕш. Викторăн ашшĕпе амăшĕ те, çывăх тăванĕсем те Патăрьел тăрăхĕнчен. Пĕр вăхăт чăваш ялĕнчи çамрăксем çемйи-çемйипе Чĕмпĕр облаçне ĕçлеме тухса кайнă. Туктановсем те çавсен йышĕнче пулнă. Виктор 2000 çулта кун çути курнă. Поселокри вăтам шкулăн пĕрремĕш класне çӳренĕ. Çуллахи каникула Патăрьел тăрăхĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче ирттернĕ. 6-7-мĕш классене вăл çак ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун чухне кукамăшĕ пĕччен тăрса юлнă. Виктора ватă çынна пăхма янă. Çав вăхăтсене ырăпа аса илчĕ çамрăк. — Кукаçин «Урал» мотоцикл пурччĕ. Тимĕр урхамахпа пĕрремĕш хут хам тĕллĕн ярăнма тытăннăччĕ. Кукаçи тимлĕн пăхса тăратчĕ. Яшшăн «тимĕр ут» паха пулнă. Пирĕн аннен пĕртăван нумай. Вĕсен ачисем кукамайпа кукаçи патне пуçтарăнатчĕç. Шел, кукаçи ир çĕре кĕчĕ. Мана вăхăтлăха кукамай патне ячĕç. Хула ачине ялтисемпе вĕренме пĕрре те йывăр марччĕ. Малтанхи вăхăтра чăвашла ăнланма кăткăсрахчĕ, ял ачисем вырăсла лайăхах калаçатчĕç. Каярах атте-анне чĕлхине вĕрентĕм. Çулталăк ытла унта пурăнсан поселока таврăнтăм. 9-мĕш класс хыççăн авиаци колледжĕнче пĕлӳ илтĕм. Салтак ретне тăрсан хамăн ĕмĕте пурнăçлама май пуррине пĕлеттĕм. 2019 çулта Камчаткăра çар тивĕçне пурнăçларăм. Каярах контрактпа юлтăм. Килтисем хирĕçлемерĕç. Анне Чĕмпĕртен çитнĕччĕ. Мĕн тери пысăк парне пулнăччĕ. 2021 çулта служба вăхăчĕ вĕçленсен Чĕмпĕре таврăнтăм. СВО пуçлансан каллех çар ретне тăтăм. Мана Рязаньри çар училищине вĕренме ячĕç. Унта лейтенант ятне илсен ятарлă çар операцине лекрĕм. Херсон тăрăхĕнче тăшманпа çапăçрăм. Эпĕ разведвзвод командирĕччĕ. Паллах, унта çăмăл мар. Задание кайсан шыв çитменни нушалантарать. Пире шыва сиенсĕрлетмелли таблеткăсем параççĕ. Кӳлленчĕкри шыва ĕçес умĕн яланах унпа усă куратпăр.\ Малтанхи вăхăтра ялсенче, урамсенче çын нумайччĕ. Халĕ 2-3 çынна кăна куратăн. Вĕсене питĕ шеллеттĕм. Темиçе кун çименни çинчен калатчĕç, апат парса хăвараттăмăр. Эпир заданире хамăрпа пĕрле ытларах типĕ апат илетпĕр. Паллах, вĕсен хушшинче те тĕрлĕ çынна тĕл пулатăн. Икĕ питлисем те пур. Юлташсене çухатни çав тери пысăк инкек. Амансан сывалма пулать, вилсен ку тĕнчерен ĕмĕрлĕх каятăн. Çапла пĕррехинче çапăçу вăхăтĕнче путвалта ларатпăр. Снаряд çурăлсан хум юлташа таçта çити ывăтса ячĕ. Юрать, чĕрĕ юлчĕ. Эпĕ темиçе хут та амантăм. Пĕчĕк суран сахал мар. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен хавхаланăвĕ çухалманни вăй кӳрет. Сывлăш-десант çарĕсен кунĕнче пуçлăхсем пырса кайсан хĕпĕртенĕччĕ. Чылайăшĕ сипленнĕ хыççăн строя тăрать. Хама та темиçе хутчен контузи пулчĕ. 2024 çул вĕçĕнче йывăр амантăм. Кашни кун дрон вĕçет. Пĕрисем сирпĕнеççĕ, теприсем разведкăна килеççĕ. Шăхăрса килекен снарядсене те куратăн. Шăпах дрон мана сиен турĕ. Пĕрремĕш снарячĕ юлташа инкек кăтартрĕ. Ăна илсе тухнă чухне тепри ман умра сирпĕнчĕ. Хальхинче чылай вăхăт сиплентĕм. Çарти госпитальте те, Крымри сыватмăшра та. Урари снаряд ванчăкĕсене кăларчĕç, алăрине тивмерĕç. Çавăнпа алă тытаймасть. Реабилитаци тухсан отпуска килтĕм. «Инкек пĕччен çӳремест», — теççĕ. Çул çинче çемьепе аварие лекрĕмĕр, çурăм шăммине хуçрăм. Çур çул нушаланатăп. Врачсем шанăç параççĕ. Кӳмепе çӳретĕп пулсан та ура çине тăма пуçларăм. Манăн хăвăртрах сывалса çарти юлташсем патне каяс килет, — терĕ Виктор. Пирĕн калаçăва Викторăн амăшĕ Надежда Геннадьевна хутшăнчĕ. «Пурте çар çыннисем пулнипе мана çăмăлах мар, хальхи вăхăтра пушшех те. Ашшĕ Владимир Ильич Чĕмпĕрти 104-мĕш дивизире службăра тăнă. Ывăлсем ачаранпах ашшĕ патне туртăнаççĕ, ун пек пулма тăрăшрĕç. Çар ретне тăрсан пĕрре те тĕлĕнмерĕм. Аслисем Викторпа Андрей контракт çырса çартах юлчĕç. Виктор патне Камчаткăна кайсан хамăр ял çыннине Сергей Карягина тĕл пултăм. Эпĕ ăна пĕрре курсах палласа илтĕм. Унпа чăвашла калаçрăм. Вăл малтанлăха çухалса кайрĕ. Тĕнче хĕсĕк тесе ахальтен каламаççĕ. Ятарлă çар операцийĕ умĕн Виктор киле таврăннăччĕ. Андрей салтакраччĕ. СВО пуçлансан алла пăшал тытрĕç. Викторăн малтанхи кунсенчех тухса каяс шухăш пурччĕ, анчах тăхтаса тăма ыйтаттăм. Çар тумĕпе çӳреме тытăнсан ăнлантăм: ку каятех. Çапла пулчĕ те. Эпĕ ывăлсемпе мăнаçланатăп. Çĕршыв йывăрлăхра чухне пытанса лармаççĕ. Ачаранах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Ĕçлеме те хăнăхнă вĕсем. Апат пĕçермелле е выльăх-чĕрлĕх пăхмалла – нихăçан та ĕçе уйăрса тăман. Кил-çурта тирпейлессинчен те ютшăнмастчĕç. Спортпа туслăччĕ. Чирлесе выртман вĕсем. Виктор ачаранах техникăна юрататчĕ. Ялти миçе çыннăн «тимĕр утне» юсаман-ши? Вăл яла пырасса кĕтетчĕç. Кĕçĕнни Станислав та тетĕшĕсенчен юласшăн мар. 9-мĕш класра вĕренекенскер аслисенчен тĕслĕх илет. Икĕ ывăлăм вăрçă нушине çителĕклех курчĕç. Унти лару-тăру çинчен каласа парасшăн мар. Пурпĕрех анне чĕри лăпкă мар. Хăçан вĕçленĕ-ши? Çавна çеç кĕтетпĕр», — терĕ хĕрарăм. Викторпа пĕрле çар тумĕ тăхăннă каччă пурччĕ. Вăл Туктановсен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Игорь Болонин пулчĕ. Вăл та Виктор пекех хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине тухса кайнă. Отпуск вăхăтĕнче шăллĕсене курма çитнĕ. Пĕр шухăш-ĕмĕтпе пурăнакан тăвансен калаçмалли те, ыйтса пĕлмелли те çителĕклех. Çар тумĕллĕ салтаксене курсан чиркӳри хĕрарăмсем те куççульленчĕç. Вĕсем те салтаксемшĕн кашни кун кĕлĕ вулаççĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Мускаврисем те пулăшаççĕ
— Çĕр ĕçĕ йывăр. Тен, çавăнпах ял çыннисем те çак ĕçрен пăрăнса пыраççĕ. Пирĕн тăрăхра мĕн авалтанах çĕр çинче вăй хунă. Колхозсем вăхăтĕнчех пирĕн ялта севок сухан лартса туса илетчĕç. Хăй вăхăтĕнче «Гвардеец» колхоз Ленин орденне те тивĕçнĕ. Çав çимĕçе гектарĕ-гектарĕпе лартатчĕç. Хĕрарăмсем, ман анне те çав йышра пулнă, çум çумланă, кăларнă, пуçтарнă, тирпейлесе кĕртнĕ. Эпир те ачаранах çĕр çинче ĕçлесе ӳснĕ. Çуллахи каникул ана çинчех иртетчĕ. Ӳссе çитсен хам та çав ĕçе пуçăнăп тесе шухăшламан, — терĕ Леонид Зайцев.
Шăпах хирти ĕç-пуçа тирпейленĕ вăхăтра тĕл пултăм унпа. Кил хуçине сĕм çĕрлеччен те килте тытаймастăн. Зайцевсем Патăрьел тăрăхĕнчи Анат Туçа ялĕнче пурăнаççĕ. Леонид çак ялтах çуралса ӳснĕ. Ачаран ӳкерме юратнă. Шкулта стена хаçачĕ кăларма хутшăннă. Хăмана хĕртсе тĕрлĕ ӳкерчĕк тунă. 1990 çулта вăтам шкул хыççăн каччă салтак ретне тăнă. Малтан — Польшăри, унтан Ленинград облаçĕнчи çар чаçĕсенче служба иртнĕ. Çыхăнуçă тивĕçне пурнăçланă вăл. Салтакран таврăнсан районти милици уйрăмне ĕçе вырнаçнă. Унăн ашшĕ Семен Николаевич вăрçă ветеранĕ пулнă. Ашшĕ çав йывăр тапхăра аса илме юратман. «Тыткăна лекес мар тесе эрне типĕ пусăра ларнине каланăччĕ. Вăрçă пĕтичченех йывăр аманса киле таврăннă. Çавна пулах нумай пурăнаймарĕ», — терĕ Леонид Семенович. Леонидăн 9 пĕртăван — сакăр ывăлпа пĕр хĕр — пулнă. Вăл — чи кĕçĕнни, тĕп кил управçи. Ял хĕрĕпех Надежда Астраханцевăпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ — медик. Вĕсем ывăлпа хĕр /Димăпа Диана/ çитĕнтернĕ. Шалти ĕçсен органĕнче 20 çул ĕçленĕ хыççăн Леонид Зайцев тивĕçлĕ канăва тухнă. Çавăн хыççăн малаллахи пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнă. Маларах та çемье севок сухан туса илнĕ. 2015 çултан пуçласа çĕр тара илсех пахча çимĕç туса илессипе ĕçлеме тытăннă. Ку шухăша мăшăрĕн шăллĕ Александр Астраханцев та ырланă. Хăй те пĕрле ĕçлеме кăмăл тунă. — Лайăх, пахча çимĕç тухăçлă пултăр тесен кĕркуннех ĕçе тытăнмалла. Çĕре лайăх хатĕрлесе хăвармасан лайăх тухăç çинчен манмалла. Юрать, кăçал çанталăкĕ лайăх тăчĕ. Пахча çимĕçе вăхăтра типĕтсе кĕртрĕмĕр. Çĕре сухаласа хăвартăмăр. Çĕр нӳрлĕ юлсан тепĕр çул тухăçĕ те аван пулать. Кăçал кĕркунне пирĕн тăрăхра çумăр сахал пулчĕ. Çавăнпа тепĕр çул ӳсен-тăрана йывăр килĕ. Халĕ шăвармалли хатĕрсем пур. Çуркунне çĕре тепĕр хут кăпкалатмалла, унтан акана тухатпăр. Вăхăтра акса хăварнинчен те тухăç пуласси нумай килет. Çавăнпа çĕрпе пĕлсе усă курмалла. Малтанхи вăхăтра севок вăрлăхне укçалла илеттĕмĕр. Юлашки вăхăтра хамăр тăватпăр. Çак тарана çитсе эпир çынсене тара тытса ĕçлеттерсе курман. Хамăр çемьесемпе тăрăшатпăр. Мăшăрăн шăллĕ çемйипе хулара пурăнать пулин те çу çитсен ялта вăй хурать. Мăшăрăн Мускавра пурăнакан йăмăкĕ те севок пуçтарнă вăхăтра çемйипех килет. Паллах, ĕçе çăмăллатма техника туяннă. Çĕр çинче ĕçлеме нумай кирлĕ. Çĕр лаптăкне 20 гектара çити пысăклатрăмăр. Пирĕн тăрăхра 50 гектар пахча çимĕç лартакансем те пур. Продукцие туянни савăнтарать. Çимĕçе хамăр çĕршывра кăна мар, Беларуç, Монголи, Болгари таран ăсатнă. 2024 çулта Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви «Агростартап» грант пама пуçларĕ. Эпир те çак конкурса хутшăнтăмăр. 4 миллион тенкĕ илтĕмĕр. Ку пирĕн хуçалăхшăн пысăк пулăшу пулчĕ. Техникăна çĕнетрĕмĕр: трактор, плуг, сирпĕтмелли хатĕр тата ытти те, — каласа кăтартрĕ Леонид Зайцев. Паллах, çыннăн канма та пĕлмелле. «Йывăр ĕç çынна ывăнтарать, хутлатса лартма та пултарать. Çавăнпа та кашни çулах ĕç вĕçленсен канма каятпăр. Санаторире сипленетпĕр. Тепĕр çул валли вăй-хал пухмалла вĕт. Леньăпа пĕрлешнĕренпех çак ĕçсене туса пынă. Малтанхи вăхăтра килте ваттисем пурччĕ. Анчах вĕсем пурнăçран уйрăлчĕç. 2000 çулсенче укçа-тенкĕ енчен йывăртарахчĕ. Çав тапхăрта пахча çимĕç ытларах çитĕнтертĕмĕр. Алла укçа кĕме пуçласан çын тата хавхаланарах ĕçлеме тăрăшать. Ачасем те ӳссе пычĕç. Вĕсене те ура çине тăратмалла. Çавăнпа эпир çак ĕçпе аппаланма тытăннăшăн ӳпкелешмен. Сывлăх кăна пултăр, самани лăпкă тăтăр — вара çын ĕçлет», — терĕ мăшăрĕ Надежда. Çын тума пĕлмен ĕç çук. Хавхаланса ĕçлесен çитĕнĕвĕ пулатех. Зайцевсемпе Астраханцевсем пек çамрăксем пур тăк ял пĕтмест. Вĕсене пулăшмалли мелсем пур. Тĕрлĕ конкурс, грантсем çамрăксен ĕçлес туртăмне вăйлатать. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА хатĕрленĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментировать