Хресчен сасси 39 (3079) № 15.10.2025

15 Окт, 2025

Хамăр продукцие кăтартнă

Юпа уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче Мускаври «Тимирязев Центрта» Раççей агропромышленноçĕн «Ылтăн кĕркунне-2025» XXVII куравĕ иртрĕ.

«Цифрăласси — агропромышленноç комплексĕн тухăçĕпе продуктивлăхне ӳстерме май туса паракан пĕлтерĕшлĕ фактор» ыйту куравăн тĕп теми пулчĕ. «Регионта хатĕрленĕ мĕн пур продуктăн 14,6% — республика агропромышленноçĕн тӳпи, пирĕн кашни виççĕмĕш çын ял хуçалăхĕнче тăрăшать. Куравра Чăваш патшалăх аграри университечĕн тĕпчевçисем хатĕрленĕ ДНК-паспортран тытăнса çĕр ĕçĕн чи малти тĕрĕс тытăмĕсемпе апат- çимĕçĕн промышленноç шайĕнчи производство тĕслĕхĕсем таран кăтартрăмăр. АПКна цифрăланăран 7500 ытла ĕç вырăнĕ турăмăр, промышленноçăн 15 роботне ĕçе кĕртрĕмĕр. Курава çуллен хутшăнса çĕршывăн аграри рынокĕнчи хамăр вырăна çирĕплететпĕр», — терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Ял хуçалăхне цифра технологине кĕртсе пырас енĕпе Чăваш Ен регионсен хушшинче 4-мĕш вырăна йышăннă. «Республикăн АПКна цифрăлас енĕпе тунă çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатпăр. Цифрăлани производство тухăçне ӳстерме, тăкака пĕчĕклетме, культурăсен тухăçне ӳстерме пулăшрĕ. Чăваш Ен куравра нумай тĕрлĕ продукци çеç мар, ку чухнехи технологисене те кăтартрĕ», — терĕ вице-премьер-ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев. АПКна малалла цифровизацилеме, экспорта сарма, хăмла производствине ӳстерме, ял хуçалăхне аталантарма республика килĕшӳсем çирĕплетнĕ. Чăваш Ен ячĕпе вĕсене Правительство Председателĕ Сергей Артамонов алă пуснă. Уйрăммăн илсен Вăрман тата ял хуçалăхĕсен аналитика центрĕпе АПКна цифрăласси çинчен килĕшӳ тунă. Федерацин АПК продукцине экспорта ярассине вăйлатас тĕлĕшпе ĕçлекен центрпа пирĕн аграрисен тата чикĕ леш енчи компанисен çыхăнăвне çирĕплетесси çинчен те килĕшӳ çирĕплетнĕ. Республика Правительстви тата «КРОПЭКС» общество ӳсен-тăрана сăтăрçăсенчен хӳтĕлемелли препаратсемпе хуçалăхсене тивĕçтересси çинчен килĕшӳ тунă. Хăмла туса илес ĕçе цифрăлас тĕллевпе Чăваш Ен лапамĕнче «Балтика-Агро» общество тата АПК валли программăсемпе цифра сервисĕсем хатĕрлекен «ГК «Геомир» компани те пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлесси çинчен килĕшӳ çирĕплетнĕ. Сăмах май, «Балтика» компани республикăра хăмла хунавĕ тата 60 га лартса хăварма палăртнă. Республикăри «Халăх фермерĕ» ассоциаци тата ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» предприятийĕ, «Чувашхлебопродукт» АО тата Подольскри оборудованисен завочĕ те пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме калаçса татăлнă. Курава нумай çул хутшăнса аталантарма тӳпе хывнăшăн Чăваш Ен — Гран-прие тата Диплома, республикăри предприятисем куравăн 80 ытла медальне тивĕçнĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Вăрмар фабрикине çĕршывĕпех пĕлнĕ

«Хресчен сассин» кăçалхи 36-38-мĕш №-че вулакансем йывăçран продукци туса сутассипе çыхăннă ыйтăва сӳтсе яврĕç.

Улатăр округĕнче пеллет (вĕтĕ шакмак) хатĕрлекен завод хута яма палăртнă. Унăн проекчĕшĕн икĕ алăпа сасăлатăп. Çемçе йывăç республикăра халĕ ÕÕ ĕмĕртинчен кая мар, тен, ытларах та. 1924 çулта Чăваш АССРĕнче вăрман промышленноçĕн 25 предприятине шута илнĕ: Шупашкарпа Вăрмарта — сĕтел-пукан фабрики, Çĕмĕрле хулинче — «Большевик» завод тата вăрман комбиначĕ, Куславккара — строительство деталĕсен завочĕ. Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикин продукцийĕ çĕршывра чапа тухнă. Ăна 1903-1904 çулсенче тунă. 1907 çулта вăл Брюссель выставкинче — ылтăн медале, 1908 çулта Парижра — «Гран-прие», 1909 çулта Флоренцире — Хисеп кубокне, Хусанта ылтăн медале тивĕçнĕ. 1910 çулта фабрикăра 200-е яхăн çын ĕçленĕ, 1917 çулта 50 ытла тĕрлĕ продукци 130 пин тенкĕлĕх туса кăларнă, ку укçапа йывăр туртакан 787 лаша туянма пултарнă. 1914 çулта — 138-ăн, 1917 çулта 85-ĕн вăй хунă, йывăçа Вăрмар, Арапуç, Патти, Чупай вăрманĕсенчен турттарнă. Я.Зайцев тавра пĕлӳçĕ «Урмарская мебельная фабрика» кĕнекинче çырнă тăрăх, 1918 çулта Çĕрпӳ Совечĕн ĕçтăвкомĕ фабрикăна халăх харпăрлăхне пама йышăннă, 1924 çулта 176-ăн тăрăшнă. 1926- 1927 çулсенче ăна реконструкциленĕ хыççăн хыçлă пукан 32 пин, тăватă çул маларахринчен 1,5 хут ытларах, тунă. 1934 çулта кунта 340- ĕн вăй хунă, бильярд сĕтелĕ — 4000, «Коммунар» набор — 1350, «Домино» продукци — 9345, чушкă патакки — 16109, çуна — 15925, ачасем валли йĕлтĕр — 9000, буфет — 1395, шкап — 1375, манеж — 3310, сĕтел — 2440, хыçлă пукан — 5620, кравать 3300 тума тĕллев лартнă. Продукци калăпăшне 1936 çулта 4 çул маларахринчен — 3,5 хут, 1933-1937 çулсенче 2,2 хут ӳстернĕ, виççĕмĕш пилĕк çуллăхра ĕçлекенсен йышне 575-е çитернĕ. Аслă вăрçă çулĕсенче 212-144 рабочи ĕçленĕ, Хĕрлĕ çар валли продукци хатĕрленĕ. 1941 çулта юр çинче çӳремелли хатĕр — 20 пин мăшăр, кашни талăкра 200-е яхăн мăшăр йĕлтĕр янтăланă. Фабрикăран снаряд хумалли йывăç ещĕк 1942-1943 çулсенче кăна — 18110, танка сирпĕтсе ямалли мина ещĕкĕ — 52500, «МД-5» снаряд зарядне хумалли ещĕк — 39000, йĕлтĕр 17729 мăшăр ăсатнă. 1959-1965 çулсенче ытларах тумтирпе кĕнеке шкапĕсем, пĕр тата икĕ тумбăллă сĕтелсем туса кăларнă, продукцие нумай регионта сутнă. Плана çуллен тултарнăшăн фабрикăна Чăваш АССРĕн Ĕç мухтавĕн кĕнекине кĕртнĕ. 1967 çулта коллектив цехсенчен сĕтел — 6000, «Юбилейная» тумтир шкапĕ 5000 туса кăларнă. <...>

Анатолий ПЕТРОВ. Вăрмар округĕ.

♦   ♦   ♦


Асăмрах юратнă ялăм

Кăçал Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 105 çул çитрĕ. XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче ЧАО тата Чăваш АССРĕ умне пысăк йывăрлăхсем тухса тăнă.

Трахомăна патша влаçĕ çĕнтереймен, республика влаçĕ ертсе пынипе пĕтернĕ. Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинче 1939 çулта трахоматоза пункчĕ ĕçлеме тытăннă, юнашар ялсенчи пациентсене те сипленĕ. Ĕçе мĕнле йĕркеленине, 1920-1930 çулсенче çĕнĕлле пурăнма тытăннине пĕлекен ватăсем пурнăçран кайрĕç ĕнтĕ. 1929 çулта ялта «Красный фронтовик» колхоз йĕркеленĕ, 1931 çулта çĕре сухалама яла пĕрремĕш трактор («Фордзон-Путиловец», Йĕпреç машина-трактор станцийĕн) çитнĕ. Ялта унăн пĕр бригади вырнаçнă. 1933 çулта район Акатуйĕ иртнĕ, ял Совечĕпе колхоз правленийĕ парад тата митинг йĕркеленĕ. Коммунистсен партийĕпе Совет влаçĕн йăнăшĕсенчен пĕри — 1920-1991 çулсенче православи тĕнне ĕненекенсене хĕсни. 1934 çулта ял чиркĕвне хупнă, унта колхоз тырă хума тытăннă. 1936 çулта пĕрремĕш автомашина илсе килнĕ, 1930 çулсенче Йĕпреçри çу завочĕн сĕтрен хăймине уйăракан пунктне уçнă. 1936 çулта тунă 150 вырăнлăх клубра вулавăш ĕçленĕ, ун валли кĕнекесем туяннă, хаçатжурнал илсе тăнă, вĕрентекенсем ертсе пынипе юрă-ташă ушкăнĕ йĕркеленĕ. 1937 çулта чиркӳре 7 класлă шкул ĕçне йĕркелесе янă. Партипе совет влаçĕн тепĕр йăнăшĕ — тар тăкса ĕçлекен хресченсене репрессилени. 1931 çулта Тĕп ĕçтăвкомпа Халăх Комиссарĕсен Совечĕн «Кулаксем уйрăм класс пулнă май тĕппипех пĕтересси» тата чухăнсемпе колхозниксен пухăвĕн йышăнăвĕсемпе килĕшӳллĕн П.Иванова, И.Ермолаева, М.Ермолаева, С.Тимофеева, М.Архипова тата вĕсен çемйисене Свердловск облаçне ирĕксĕрлесе пурăнма янă. Чăваш АССР Шалти ĕçсен Халăх Комиссариачĕ çумĕнчи «тройка» 1937 çулта «революцие хирĕçле аркатакан ĕçе çине тăрсах тунăшăн, советсене хирĕçле шухăш сарнăшăн» К.Афиногенова ĕçлеттерсе юсамалли лагере 10 çула хупнă, Улатăр тĕрминче Кĕлĕмкассинчи И.Евграфова, А.Макарова, В.Орлова персе вĕлернĕ. М.Савельева малтан — 3, каярахпа 10 çула лагере хупнă. 1940 çулта Кĕлĕмкасси шкулĕнче 235 ача вĕреннĕ. 1941 çулта вĕрентекенсен драма ушкăнĕ Ф.Павловăн «Ялта» пьесине лартса республика конкурсĕнче çĕнтернĕ. 1940 çулта ялта — ача çуратмалли çурт, 1946 çулта А.Кириллов колхозник килĕнче фельдшер пункчĕ, çулталăкран уйрăм пӳртре библиотека уçнă. 1950 çулта «Красный фронтовик» колхоза «Оборона», «Красный металлист», «Красная звезда», Мичурин ячĕллĕ колхозсене кĕртнĕ. <...>

Алексей ЕРМОЛАЕВ.

Йĕпреç округĕ.

♦   ♦   ♦


Сутăнчăксене каçарман

1941 çул. Халăх Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кар! çĕкленнĕ. Анчах тăшман енне куçнисем те пулнă.

Федерацин Хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ нумаях пулмасть «Вăрттăн» грифлисен йышĕнчен кăларнă уголовлă ĕç хăраса, лайăх пурăнас тесе е Гитлер енне куçса тĕрĕс турăм тесех çĕршыва çеç мар, çапăçăва пĕрле кĕнĕ юлташĕсене те сутнине лайăх çирĕплетет. Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тупа тунă çак çынсем тăшманăн çар тумтирне хăйсен ирĕкĕпех мĕнле тăхăннă? Вăрçă çулĕсенче нимĕçсем СССРа пĕтерме вырăнти çынсене явăçтарас тĕллевпе туртса илнĕ ял-хулара Атăлçи халăхĕсен хĕç- пăшаллă организацийĕсене те йĕркеленĕ, вĕсен представителĕсенчен Атăл-тутар, Туркестан, Крым тутарĕсен, ыттисен «наци легионĕсене» йĕркеленĕ. Чăваш Енре çуралса ӳснĕ Никонор Михатайкинăн тата Иван Пудаковăн уголовлă ĕçĕсенчи документсем вĕсем Тăван çĕршыва сутнине, тăшмана пулăшнине çирĕплетеççĕ. Иккĕшне те 1947 çулта арестленĕ. Михатайкин 1917 çулта çуралнă, вăрçăччен шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1939 çулта ăна Хĕрлĕ çара илнĕ, службăра 3 уйăх та пулайман — медкомисси йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн çар учетĕнчен кăларнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче ăна фронта мобилизациленĕ, çулла Калуга облаçĕнчи Жиздра патĕнче контузи пулнă, тыткăна лекнĕ. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче хăйĕн ирĕкĕпе фашистсен Туркестан рабочи бригадине çырăннă, Гитлера парăнса хушусене пурнăçлама, хут çине алă пусса СССРа хирĕç кĕрешме сăмах панă. Малтан çыруçă, Львоври разведчиксен шкулне пĕтернĕ хыççăн куçаруçă тата пропагандист пулнă. «Нимĕçсем эпĕ вĕреннине пĕлнĕ. Вăтам шкул хыççăн институтăн икĕ курсĕнче пĕлӳ илнĕччĕ», — тенĕ вăл следователе. Бригада ертӳçисем мĕн пур пропагандиста нимĕç патшалăхĕн историне вĕрентнĕ, «коммунизм тума ĕмĕт тытнă Совет патшалăхне çапса салататпăрах, Советсем пĕтеççĕ, пĕтĕм пурлăх каллех уйрăм çынсен пулать, çĕр хресченсен харпăрлăхне куçать» текен шухăша кашни легионер пуçне чышса кĕртнĕ. «Тăван çĕршыва сутма выçлăх тата нимĕçсен çирĕп йĕрки хистерĕç, — каласа панă Михатайкин. — Хĕрлĕ çар пĕр хулана, тепĕрне парса чакнине эпĕ пĕлнĕ. Çакă Совет влаçне пĕтме вăхăт нумай кирлĕ мар текен шухăша пуçра çирĕплетрĕ, çавăнпа вырăс халăхĕн тăшманĕсен ретне хăюллăнах тăтăм. Çапла майпа пурнăçа вилĕмрен çăлса хăварма тăрăшрăм». Вăрçă хыççăн Михатайкин хăйне явап тыттарасран хăраса республикăна ахаль çын тумне тăхăнса таврăннă, нимĕн те пулман пек регистрациленнĕ, легионта фашистсене майлă ĕçленине пĕлтермен. Чăваш Енре çуралнă Иван Пудаков хăйĕн ирĕкĕпе нимĕçсен енне 1941 çулхи утă уйăхĕнче Украинăри Тернополь хули патĕнче каçса тыткăна лекнĕ. Нимĕçсен Польшăри вербовка пунктĕнче вырăсларан нимĕçле куçарнă, каярахпа хăйĕн ирĕкĕпе Туркестан бригадине çырăннă, Гитлер тĕллевĕсене пурнăçлама фашистсен умĕнче тупа тунă. Абверăн Львоври шкулĕнче ªМихатайкинпа пĕрлеº, нимĕç офицерĕсен Польшăри Крушина разведка шкулĕнче абвер шпионĕн, диверси тĕллевĕсене пурнăçлама, советсен тылĕнче суя документсем хатĕрлеме вĕреннĕ. Пудакова Атăл-тутар легионне взвода ертсе пыма янă, унта 50 легионер пулнă, унтер-офицер вĕсене çапăçма вĕрентнĕ. Германие хирĕçле калаçнисене, вĕсен шутĕнче нимĕç офицерĕсене вĕлерме хатĕрленнĕ Канапова, палăртнă, вĕсем çинчен легион ертӳçисене пĕлтернĕ. Пудаков хăйĕн взвочĕпе пĕрле «СС» çарĕн йышĕнче Борнау хули патĕнче Чехословаки партизанĕсене пĕтерме хутшăннă, 50 çынна вĕлернĕ, 4 партизана тыткăна илнĕ. Хăйĕн аллипе 2-шне персе пăрахнă. Пудакова Чехословакире Хĕрлĕ çар чаçĕсем вăрçă вĕçĕнче тыткăна илнĕ. Ăна тата Михатайкина Çĕнтерӳ хыççăн Чăваш АССР Патшалăх хăрушсăрлăхĕн министерствин сотрудникĕсем тăрă шыв çине кăларнă. 1948 çулхи ака уйăхĕнче Атăлçи çар округĕн çар трибуналĕ Тăван çĕршыва сутнăшăн иккĕшне те ĕçлеттерсе юсамалли лагере 25 çуллăха яма, совет çыннин прависене туртса илме, пурлăхне конфискацилеме приговор кăларнă. 1990 çулсенче реабилитаци ыйтăвĕ тухса тăрсан Раççей Çар прокуратури вĕсем таса ята тавăрма палăртнисен списокне кĕме тивĕçлĕ мар тесе пĕтĕмлетнĕ. <...>

Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн материалĕпе усă курса хатĕрленĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.