Çамрăксен хаçачĕ 37 (6588) № 09.10.2025

9 Окт, 2025

Юратнă ĕçе пурнăç тĕллевне çавăрнă

МУСКАВРИ ХИМИПЕ ТЕХНОЛОГИ УНИВЕРСИТЕТĔНЧЕН ВĔРЕНСЕ ТУХСАН КАНАШРА ÇУРАЛСА ӲСНĔ СВЕТЛАНА ЕЛИСЕЕВА (ЯКОВЛЕВА) СПЕЦИАЛЬНОÇПАХ ĔÇЛЕНĔ. ТЕМИÇЕ ÇУЛ КАЯЛЛА ВАРА СĂН ӲКЕРЧĔК ӲНЕРĔПЕ КĂСĂКЛАНМА ПУÇЛАНĂ.

Малтанах Светлана хĕрне, тус-юлташне сăн ӳкернĕ. Каярах унăн кадрне урăх çынсем те лекме тытăннă. 29 çулти хĕрĕн сăн ӳкерчĕкĕсем Мускаври пĕр паллă хаçатăн журналисчĕсене те тыткăнланă: вĕсене кăларăмăн пĕрремĕш страницинчех пичетленĕ. Пултаруллă фотографа редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.

«Çĕннине пĕлме ӳркенмелле мар»

— Света, ача чухне эсĕ кам пулма ĕмĕтленнĕ?

— Ача чухне эпĕ те, чылай çын пекех, тĕрлĕ професси çинчен ĕмĕтленеттĕм. Пĕр вăхăт юрăç пулас килетчĕ. Шкул çулĕсенче фортепиано, гитара, саксофон каламашкăн вĕренме музыка шкулне çӳрерĕм. «Çăлтăрсен фабрики», «Евровидени» пăхма юрататтăм. Йăмăкпа пĕрле аттепе анне валли килте концертсем йĕркелеттĕмĕр. Хама сцена çинче кураттăм. Артистсен премине тивĕçсен каламалли сăмахсене те хатĕрлесе хунăччĕ /кулать/. Каярах анне пек воспитатель, атте пек полицейски пулас килетчĕ. Учитель профессийĕ те килĕшетчĕ. Уйрăмах пуçламăш классен вĕрентекенĕн урокĕсене кăмăллаттăм. Халĕ çапла шухăшлатăп: пĕр профессие ĕмĕрлĕх суйламалла мар. Вăй-хал, вăхăт тата кăмăл пулсан аталанма, çĕннине пĕлме ӳркенмелле мар. Юратнă ĕçе пĕтĕм пурнăç тĕллевне çавăрма пулать.

— Шкул хыççăн мĕншĕн химика вĕренме кайрăн? Мĕнпе илĕртрĕ çак професси?

— Шкул хыççăн Мускава çул тытрăм. Д.И.Менделеев ячĕллĕ химипе технологи университетне вĕренме кĕтĕм. Унта çĕршыври допингпа наркотĕрĕслев экспертизин кафедри ĕçлетчĕ. Вăл мана хими урокĕсене юратнипе тата аттенни пек службăна çывăх пулнипе илĕртрĕ. Çемьере химиксем çук пулин те шкулта çак предмета çăмăллăнах шĕкĕлчеттĕм. Шкул олимпиадисене хутшăнса çĕнтертĕм, Пĕтĕм Раççейри тупăшу витĕр те тухрăм.

— Фотограф пулма мĕн хавхалантарчĕ?

— Декрет отпускĕнче чылай амăшĕ пекех хĕрĕме сăн ӳкерме юрататтăм. Малтан — хăйне пĕччен, кайран — ашшĕпе пĕрле. Вăхăт иртнĕçемĕн чылай пухăнчĕç. Çав вăхăтрах манăн çемьепе пĕрле асăнмалăх сăн ӳкерчĕксем тăвас килчĕ. Фотографа шырама пуçларăм. Çав вăхăтра хамăн та ытти çемье валли çакăн пек самантсене асра хăварас кăмăл çуралчĕ. — Сăн ӳкерес енĕпе пĕлĕве ӳстеретĕн-и? — Çемьесене сăн ӳкерес енĕпе вĕренӳ курсне шăпах çав фотограф патĕнче тухрăм. Кайран тĕссемпе ĕçлеме тата сăн ӳкерчĕке илемлетмелли ытти хатĕрпе ĕçлеме вĕрентĕм. Унтан фотографсен шкулне темиçе уйăх çӳрерĕм. Халĕ те хам тĕллĕн кăсăкланатăп, ĕçтешсемпе хутшăнатăп, ыттисен опычĕпе паллашатăп.

«Шанчăклă юлташ»

— Мĕнле техникăпа сăн ӳкеретĕн?

— «Canon» фотокамерăпа усă куратăп. Вăл — манăн «шанчăклă юлташ». Ăна мăшăр парнелерĕ. Вăл манăн чун киленĕçе ырларĕ, халĕ те хавхалантарса пырать. Юлашки вăхăтра фототехника манăн ыйтусене туллин тивĕçтерменнине туйма тытăнтăм: çутă вăйĕ, хăвăртлăх çитмест. Çĕнĕ камера туянма шухăшлатăп. Çынсен пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ самантсене тата лайăхрах кăтартас килет.

— Фотокамерăна алла тытса ӳкерме мĕн хистет?

— Ку ĕç мана çав тери килĕшет. Телейлĕ çынсем, вĕсен туйăмĕсем, юрату историйĕ, çемье йăли-йĕрки хавхалантарать. Маншăн çĕнĕ çемьесемпе паллашма, вĕсене итлеме, вĕсемшĕн мĕн пĕлтерĕшлине ăнланма интереслĕ. Çак ӳкерчĕксем çемье альбомĕсенче мĕнле упраннине час-часах куç умне кăларатăп. Çулсем иртсен тăванĕсем хăнана пухăнсан чей ĕçнĕ вăхăтра вĕсене уçкаласа пăхĕç. Тен, хăйсем асăрхаман самантсене аса илĕç. «Мăшăрăм ман çине çапла çепĕççĕн пăхнине эпĕ нихăçан та асăрхаман… Сирĕн сăн ӳкерчĕкĕрсенче вара çакă лайăх курăнать», — тенĕччĕ пĕр хĕрарăм. Ку маншăн — чи лайăх хаклав.

— Хăш фотосесси ытларах чуна витерчĕ?

— Кашни фотосессие астăватăп. Кашнин — хăйĕн историйĕ. Пĕррехинче икĕ пĕчĕк ачапа сăн ӳкерĕнме килчĕç. Арçын ача йывăç çине хăпарса чĕркуççине суранлатрĕ. Пурте кăмăлсăрланчĕç, фотосессие урăх куна куçарасси пирки те калаçрĕç. Эпĕ çакна аякран шăппăн сăнаса тăтăм. Чăн-чăн, чĕрĕ кадрсем тытрăм: йăмăкĕ пиччĕшĕн суранне вĕрнине, ашшĕ-амăшĕ ывăлне ачашшăн çупăрланине. Кайран, паллах, палăртнă сăнсем те турăмăр. Анчах чи паха кадрсем — хăй тĕллĕн çуралнисем. Шăпах вĕсем чĕрене кĕрсе вырнаçаççĕ.

— Ăнăçлă сăн ӳкерчĕк валли мĕн кирлĕ?

— Хăвăн пек пулни. Чи лайăх кадрсем — чăн-чăн кăмăл-туйăма кăтартни.

— Çынсем сирĕн сăн ӳкерчĕкĕрсене мĕнле хаклаççĕ?

— Ăшăлăх, хăтлăх тата шанăçлăх пурри çинчен пĕлтереççĕ. Кадрсенче хăйсем çине вĕçĕмсĕр пăхас килнине палăртаççĕ. Чылайăшĕ вĕсене çемье альбомĕнче упрама пичетлесе кăларать.

Çемьесене ӳкерет

— Сăн ӳкерĕннĕ чухне хăшĕ-пĕри вăтанма тытăнать, хускалми пулса ларать. Кун пек чухне мĕнле меслетсемпе усă куратăн?

— Пĕрремĕш хут сăн ӳкерĕнме килекенсене час-часах курма тивет. Вĕсем малтанах вăтанаççĕ, хăйсене аван мар туяççĕ. Ку йăлтах йĕркеллĕ. Эпĕ вĕсене лăплантарма тăрăшатăп. Пĕр-пĕрин çумнерех, хăйсене мĕнле меллĕ, çавăн пек тăма калатăп. Çак вăхăтра еплерех кадр тусан аванрах пулнине сăнаса вĕсене кăшт тӳрлететĕп. Унтан калаçма, шӳтлеме тытăнатăп... Малалла — кирлĕ самант тупатăп та сăн ӳкеретĕп.

— Сана ытларах пĕччен çынна, çемьене е çут çанталăка сăн ӳкерме килĕшет?

— Уйрăмах çемьесене. Вĕсем сана чи хаклине: хăйсен историйĕн пĕр пайне, туйăмĕсене, хутшăнăвĕсене шанаççĕ. Ку — питĕ пысăк чыс.

— Хăв сăн ӳкерĕнме юрататăн-и? Çак ĕçе урăх çынна шанма пултаратăн-и?

— Пуринчен ытла эпĕ ыттисене сăн ӳкерме кăмăллатăп. Хам та, паллах, кадра лекетĕп. Çапла майпа çынна камера умĕнче хăтлă туйма мĕнле пулăшмаллине лайăхрах ăнланатăп. Хамшăн çывăх фотограф тупăнсан ăна пĕтĕмпех шанатăп: ĕç-пуçа хутшăнмастăп, самантпа киленетĕп çеç.

— Тĕслĕ е хура-шурă сăн ӳкерчĕк — хăшне кăмăллатăн тата мĕншĕн?

— Ытларах эпĕ тĕспе ĕçлетĕп. Вăл тавралăха, кăмăл-туйăма, вак-тĕвеке лайăх кăтартать. Çапах кашни самантрах хура-шурă кадрсем пурах. Çак тĕспе туйăмлă самантсем чухне усă кураççĕ. Куççуль, кулă, пĕр-пĕрне ыталани... хура-шурă тĕспе вĕсем уйрăмах вăйлăн «янăраççĕ». <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


Тĕрлĕ çĕршыв кĕрешӳçисем вăй виçеççĕ

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери наци кĕрешĕвĕсен вăййисем пуçланчĕç. Спорт уявĕ Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕн керменĕнче уçăлчĕ.

— Пĕтĕм тĕнчери вăйăсем тĕрлĕ çĕршыв спортсменĕсене пĕрлештереççĕ, спорт политика тулашĕнче пулнине кăтартаççĕ. Пирĕн республика пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт пулăмĕн тĕп вырăнĕ пулнипе мăнаçланатпăр. Вĕсем нумай нациллĕ Раççейри халăхсен туслăхне çирĕплетме, спорт тĕсĕсене аталантарма пулăшаççĕ, — терĕ спорт уявне уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Тăватă сăмах — çирĕплĕх, шанчăклăх, хăюлăх тата чыс — ăмăртăвăн тĕп чĕнĕвĕ пулса тăнă. Ăмăртусем Шупашкарти «Атăл» стадионта тата Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче иртеççĕ. Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, тупăшусем валли 17 лапам хатĕрленĕ. Пирĕн республикăна 38 çĕршывран 3000 спортсмен килнĕ. Атлетсем спортăн 17 енĕпе тупăшаççĕ: айкидо, кĕрешӳ, кикбоксинг, каратэ, т.ыт. Раççейри çар искусствисен союзĕ пуçарнипе иртекен спорт мероприятийĕн тĕп судья тивĕçĕсене Пĕтĕм Раççейри каратэ федерацийĕн ертӳçи Рамиль Габбасов пурнăçлать. Вăл ăмăртусем палăртнă йĕркепе иртнине пĕлтернĕ, 2023 çулта Пĕтĕм тĕнчери вăйăсене пысăк шайра йĕркеленине аса илнĕ. Сăмах май, икĕ çул каялла унта 25 çĕршывран килнĕ 2000 ытла спортсменпа тренер хутшăннă. Пушă вăхăтра спортсменсемпе тренерсем валли экскурсисем йĕркелеççĕ. Хăнасем пирĕн республикăпа, халăх йăли-йĕркипе тата культурипе паллашаççĕ, паллă вырăнсене çитсе кураççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чечексем чĕрĕ чунсем пекех

Шупашкар округĕнчи Вăрманкас ялĕнче пурăнакан Марина Егорова — чечексене чунтан юратакан çын. Унăн пахчинче ӳсен-тăран нумай, вĕсен йышĕнче 3 метр çӳллĕш ӳсекен салтак тӳми ромашка те пур.

— Пахчаçăсем е ыттисем кураççĕ те тĕлĕнеççĕ: «Мĕнле çапла шултра чечексем ӳстеретĕн? Вăрттăнлăхне кала-ха», — теççĕ. Кунта вара нимĕнле вăрттăнлăх та çук, ӳсен-тăрана чун-чĕререн юратмалла. Ирхине вăранатăп та пахчана тухса чечекĕмсене сывлăх сунатăп, пурне те чуптуса тухатăп, «эпĕ сире юрататăп, хитрескерсем» тетĕп, — хĕпĕртенине пытармарĕ Марина Константиновна. Хĕрарăм пахчинче вун-вун чечек ешерет. Тĕрлĕ тĕслĕскерсем кăмăла çĕклеççĕ, тавралăха ырă шăршă сапалаççĕ. «Флоксăсем те хамран çӳллĕ, георгинăсем те икĕ метра яхăн ӳсеççĕ. Пĕвере нимфейăсем çитĕнеççĕ, хĕп-хĕрлĕ кĕл чечек стена тăрăх явăнать. Ĕçре те сад пахчи ĕрчететĕп, унти петунисем те саркаланса лараççĕ», — терĕ пахчаçă. Вăл «Строитель» сад юлташлăхĕн правленийĕн председателĕ. 2 метр та 80 сантиметрлă салтак тӳмисем пахчана илемлĕрех сăн кĕртеççĕ. «Çак чечексем ытлашши тиркевлĕ мар. Вĕсене тĕмпе лартмалла, пĕчченшерĕн ӳсмеççĕ. Вĕсен валли çутă та пысăк вырăн кирлĕ, ытти ӳсен-тăран ан чăрмантартăр. Кăткăсемпе çапла майпа кĕрешетĕп: кĕпе-йĕм чӳхенĕ е япала çумалли порошоклă шывпа сапатăп. Чечеке сиен кӳмест ку. Ăна тăрă шывпа сапмалла мар. Çак чечеке кӳршĕрен илнĕччĕ. Нумай тĕле лартса пăхрăм, чуччу патĕнче вара ешерсе кайрĕ», — калаçăва тăсрĕ Марина Егорова. — Çĕре кĕркунне тĕкĕнмелле мар. Ӳсен-тăран тымарĕсене амантать, тăпран чи паха сийне те илсе ывăтать. Пахчана çуркунне тасатмалла. Кукамай çулçăсене пуçтарттармастчĕ, çĕре ытлашши тĕкĕнме хушмастчĕ. Кĕркунне чечексене çулса унтах купаласа хуратăп, çунтармастăп. Вĕсем çĕре ăшăтаççĕ, витаминпа пуянлатаççĕ. «Сирĕн шăпа çапларах, тепĕр çул татах тĕл пулатпăр», — тетĕп вĕсене каснă чухне. Хĕлле пӳлĕмри чечексемпе киленсе пурăнатăп», — сăмах çăмхине сӳтрĕ Марина Константиновна. «Эпĕ ӳсен-тăран чĕлхине, кашни чечеке еплерех пăхмаллине пĕлетĕп. Вĕсене çынна савнă пек юратмалла. Чиперккесене кунĕпех музыка итлеттеретĕп, пĕрле ташлатăп, юрлатăп», — терĕ хĕрарăм. Марина Егорова шкулта биологи урокĕсене кăмăлланă, ӳсен-тăранпа паллаштаракан темăсене уйрăмах савăнса шĕкĕлченĕ. «Пĕрре хуйхă пулчĕ манăн. Çав кун пӳрт умне лартăм та макăрма тытăнтăм. Çумра ӳсекен шăнкăрав курăкĕ авăнчĕ те питрен ачашларĕ, йăпатрĕ. Çак самантра кăмăл-туйăм лайăхланчĕ. Ку лару-тăру хыççăн чечексем чĕрĕ чунсем пек туйăнма тытăнчĕç», — аса илчĕ пахчаçă. Марина Константиновна чечекĕсене кӳршĕ-арша, юлташĕсене парнелет, вĕсене ӳстермелли мелсем çинчен каласа кăтартать. «Нумай çул ӳсекен чечексене яланах иртсе тăмалла, çапла вăйлăрах сарăлаççĕ. Çут çанталăк парни пурин валли те çитет. Улма-çырлана татса çинĕ пекех чечек те çынсен кăмăлне çĕклет. Çав вăхăтрах шăварма, кăпкалатма, çум курăкран тасатма манмалла мар. Енчен те ӳсен-тăрана тирпейлĕ пăхмасан нимĕн те ăнмасть», — чунне уçрĕ чечекçĕ. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Кил ăшшине кукăль ăшне хурса хăваратпăр»

Кĕрхи уявсенчен пĕри – Пукрав. Турă Амăшне асăнса ирттерекен праçнике кашни çулах юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал вăл ытларикуна лекет. Ăна Турă Амăшĕ пурăннă чухне уявламан, çавăнпа чиркĕвĕн 12 аслă праçникĕ шутне кĕмест. Çапах чиркӳ ăна хисеплесе кĕлĕ ирттерет. Çак уяв çинчен Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпари чиркӳ настоятельне Силуан [Козлов] иероманаха каласа пама ыйтрăмăр.

— Пукрава 10-мĕш ĕмĕрте Константинополь хулинчи Андрее (Юродивый) Турă Амăшĕ курăннипе çыхăнтараççĕ. Чиркӳ календарĕнче çак уяв — Турă Амăшĕ Таса Хĕр Мария пире хӳтлĕхе илнине уяни. Ун чухне Византи империйĕ кӳршĕсем тапăннипе пысăк инкек тӳснĕ. Çавăнпа халăх хулари Турă Амăшĕн тумĕ упранакан Влахерн чиркĕвне пуçтарăнса кĕлĕ ирттернĕ. Унта Андрей Юродивый хăйĕн вĕренекенĕпе Епифанипе Турăран тăшмана çĕнтерме çăмăллăх ыйтнă. Сасартăк Андрей Турă Амăшĕ Иоанн Предтечăпа тата Иоанн Богословпа пĕрле чиркӳ çийĕн пынине курнă. Вĕсемпе пĕрле шурă тумлă пирĕштисемпе çветтуйсем пынă, херувимсен юррине юрланă. Кĕлĕ вĕçленнĕ хыççăн Турă Амăшĕ пуçри çи виттине илсе чиркӳри халăх çине витсе янă. Чиркӳре темиçе пин çын пулин те çакна икĕ çын, Андрейпа Епифаний, çеç курнă. Раççейре çак уява 12-мĕш ĕмĕрте уявлама тытăннă. Андрей Боголюбский Андрей Юродивый çветтуйăн пурнăçне тĕпченĕ хыççăн çак пулăм çинчен пĕлнĕ, ăна асăнса чиркӳре праçник ирттерме тытăннă. Халăх та çак уява хапăлласа йышăннă. Пукравра кĕлле каймалла. Май пулсан пая кĕме тăрăшмалла. Çак кун ытларах ырă ĕçсем тумалла, çынпа вăрçăнассинчен аякра тăмалла, — каласа пачĕ Силуан. Пукрава чăвашсем те Христос тĕнне йышăнсанах уявлама тытăннă. Вĕсем çак кун кĕркуннепе хĕл тĕл пулаççĕ тенĕ. Ирхине — кĕр, кăнтăрла хыççăн — хĕл. Çĕр çине пĕрремĕш тăм ӳкессе кĕтнĕ. Çак вăхăт тĕлне пур пахча çимĕçе те пуçтарса кĕртме тăрăшнă. Пукравччен нумай ĕç тунă: хĕл валли вут-шанкă хатĕрленĕ, хуралтăсенчи шăтăк-çурăка питĕрнĕ, чӳречен иккĕмĕш хутне лартнă, кăмака юсанă, пӳрт ăш-чиккине çуса тасатнă, тирпей-илем кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕхе утă-улăм çитерме пуçланă. Пукрав кунĕнче улмуççи çинчех типнĕ пан улмисене типĕ туратсемпе пĕрле çунтарса янă. Çапла тусан хĕл каçичченех кил-çуртра ăшă тăрать тенĕ. Ача-пăчана хапха умĕнче ала витĕр сивĕ шыв янă, ун пек тусан хĕлле чир-чĕр ермест тенĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ кавăнран, купăстаран кукăль пĕçернĕ, кил ăшшине кукăль ăшне хурса хăваратпăр тенĕ. Çапла тусан хĕлĕпех кил-çуртра ăшă упранать тесе шухăшланă. Кукăльпе кӳршĕ-арша, тăван-пĕтене сăйланă е пĕр-пĕринпе ылмаштарнă. Камшăн хĕле лайăх кĕтсе илмелле, камшăн çемье çавăрмалла. Пукрав вăхăчĕ туй-çуйран пуян пулнă. Кĕр мăнтăрĕпе туйсем кĕрленĕ. Турă Амăшĕн çи виттине хĕр пĕркенчĕкĕпе танлаштарнă. Пукрав кунĕнче чиркĕве кайса тивĕçлĕ мăшăр тупса пама Турра кĕлĕ тунă. Кам маларах çурта çутать, çавна ăнать тенĕ. Пукрав кунĕнче хĕрсем пĕччен пурăнакан старик е карчăк пӳртĕнче улах ларма тытăннă. Вĕсене «хваттере» янăшăн пахчинчи çĕр улмине кăларса панă, вутă касса çурнă, урăх ĕçсем тунă, пӳртне е мунчине çуса тасатнă. Улах лариччен çамрăксем çăвăнса тирпейленнĕ, капăр çи-пуç тăхăннă, илемлĕ\тутăр çыхнă та палăртнă çурта пуçтарăнса автан авăтма пуçличченех тĕрлĕ алă ĕçĕ тунă: хĕрсем çăм е çип арланă, алса-чăлха, чĕнтĕр çыхнă, каччăсем çăпата тунă, сапланă. Ĕçленĕ чухнех юрланă, юмах-халап ăстисене итленĕ, тĕрлĕ вăйă вылянă, шӳтленĕ, купăс каласа ташланă. Кӳршĕ урамри улаха курма кайнă е хăйсем патне пыракансене кĕтсе илнĕ. Хĕрсем патне салтака каякан йĕкĕтсем тутăр вĕçтерсе, салтак юрри шăрантарса пырса кĕнĕ. Ура хуçса ташланă. Вĕсене савнă хĕрĕсем тĕрĕллĕ ал шăлли парнеленĕ. Çак улахсенчех каччăсемпе хĕрсем паллашнă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Çулла пĕве хĕрринче хĕртĕнеççĕ

2020 çултанпа «Пуçаруллă бюджет» [халĕ — «Ниме – Халăх бюджечĕ»] программа пулăшнипе Чăваш Республикинче 6,5 пине яхăн проекта пурнăçа кĕртнĕ. Пĕр-пĕр ĕçе тума укçан пĕр пайне халăх саплаштарать, ыттине патшалăх пулăшать. Çак программăпа чылай ял-хулара туллин усă курма тăрăшаççĕ. Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕнчи Тралькасси тăрăхĕнче пурăнакансем те нумай ĕç тунă. «Малтан ялти урамсене çутăпа тивĕçтертĕмĕр. Унта энергие перекетлекен лампочкăсем вырнаçтарнă», — калаçăва пуçларĕ Шукакасси ялĕн старости Светлана Горланова.

Светлана Александровна Шукакассинчех çуралнă. 1983 çулта Тралькассинчи вăтам шкул хыççăн ытти çамрăк пекех Шупашкара çул тытнă. Коопераци училищинче повара вĕреннĕ. Унтан çавăнтах ĕçленĕ. Кайран Саранскри коопераци техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. Ял каччипе Юрий Горлановпа çемье çавăрса виçĕ ача çитĕнтернĕ. Ачаранах хастар пулма вĕреннĕ хĕр шкулта та, училищĕре те, ĕçре те спорт мероприятийĕсене хутшăннă. Унсăр пуçне 90-мĕш çулсенче Шупашкарта иртнĕ кондитерсен конкурсĕнче хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ, торт пĕçерсе пĕрремĕш вырăна тухнă. Кайран Чăваш Республикин чысне Краснодарта хӳтĕленĕ. Унта 75 конкурсант йышĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Хулара пурăннă вăхăтра та тăван тăрăхпа тачă çыхăну тытнă. Пур мероприятие те хутшăнма тăрăшнă. Шукакасси пысăк ял мар. Вăл Каркçырмипе пĕрлешсех ларнă. Çырма кăна уйăрса тăрать вĕсене. Çапах яла пĕтме памаççĕ Шукакассисем. Пĕтĕмпех тирпейлеме тăрăшаççĕ. Горлановсем 2020 çулта яла куçса килнĕ. Çав тапхăртанпа Светлана Горланова ял старостин тивĕçĕсене пурнăçлать. Анчах мăшăрĕ Юрий Александрович коронавируса пула пурнăçран уйрăлнă. Çапах Светлана пуçа усмасть, ялшăн ырă ĕçсем тăвать. — Тралькасси тăрăхне 7 ял кĕрет: Шукакасси, Тралькасси, Каркçырми, Мăн Хăмăркка, Мучикасси, Турхан, Кивĕ Ирчемес. Шел те, ял ватăлса пырать. Малтан колхозниксем тирпей-илем кĕртсе тăнă тăк юлашки вăхăтра ку ĕç халăх çине тиенчĕ. Программăсем пурри çинчен пĕлсенех унпа усă курас терĕмĕр. Чи малтанах хамăр тăрăхри урамсенчи электрохатĕрсене улăштартăмăр. Унтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса икĕ ялпа /Шукакассипе Каркçырми/ асăну палăкĕ уçрăмăр. Тралькасси, Каркçырми тата Шукакасси çывăхĕнчи пĕвене тасатса йĕркене кĕртрĕмĕр. Ялта инкек-синкек пулсан шыв уçласа илме май пур. Тĕрĕссипе, унта халĕ çынсем шыва кĕреççĕ, канаççĕ. Чи пысăк ĕç вăл — тăватă тăрăхра /Тралькассинче, Турханта, Шукакассинче, Кивĕ Ирчемесре/ килсерен шыв кĕртни. Ял варрине чавнă пусăран шыв уçлать. Шукакассинчи насуса хам пăхса тăратăп. Çăл куçри шыв питĕ тутлă та çемçе. Ăна лабораторире тĕрĕслерĕç. Ял çыннисем таса шыв киле кĕнĕшĕн çав тери савăнаççĕ. Паллах, ялти çынсен пĕр ĕмĕт-тĕллев пулмасан пĕр проект та пурнăçа кĕреймĕччĕ. Тăван ен хитреленсе пынăшăн пурте савăнаççĕ. «Пуçаруллă бюджет» программăпах çăва патĕнчи çула вак чул сарчĕç. Çулсене ытти ялта та тирпейлерĕмĕр. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче Каркçырминче шăпăрлансем валли вăйă лапамĕ йĕркелерĕç. Питĕ илемлĕ вырăн пулса тăчĕ. Халĕ унта кунсерен ашшĕ-амăшĕпе ачисем уçăлма тухаççĕ. Пирĕн ял пĕчĕк пулин та хавалĕ пысăк. Мĕн тума шухăшлатпăр, çавна пурнăçа кĕртетпĕр. Çулталăкра икĕ хутчен масар çинче субботник ирттеретпĕр. 80 çын унта хутшăнчĕ. Пушă çуртсем пур. Вĕсен умне яланах çулса-тирпейлесе тăратпăр. Ял юхăнса ан кайтăрччĕ тетпĕр. Ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ пулсан та саманапа тан утма тăрăшатпăр. Пирĕн клуб та, лавкка та, фельдшер пункчĕ те çук. Ялтан пĕр çухрăмра Тралькасси вырнаçнă. Пирĕншĕн тĕп центр вăл. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан пур çĕрте те хӳтĕлев тетелĕ çыхма тытăнчĕç. Пирĕн халăх та çак ĕçе хаваспах хутшăнать. Шкул ачисем те пур, анчах сахал. Вĕсене шкула автобуспа илсе каяççĕ. Унччен икĕ ял хушшинче фельдшер пункчĕ вырнаçнăччĕ. Ăна хупрĕç. Çĕннине хута ярасшăн. Пирĕн халăх çав тери хастар. Кашни уява паллă тума тăрăшатпăр. Çимĕк — пирĕн ял уявĕ. Ун чухне хулара пурăнакансем килеççĕ. Çĕнтерӳ кунĕнче палăк патне пуçтарăнатпăр. Шкул ачисем те уявран юлмаççĕ. Пирĕн тăрăхра «Хăнатар» фольклор ушкăнĕ лайăх ĕçлет. Ăна манăн килĕнтеш Ираида Горланова вунă çула яхăн ертсе пырать. Мана та хăйсен ушкăнне илчĕç. Йышпа пулни хуйха сирме пулăшрĕ. Унта вунă çынна яхăн çӳрет. Куракансене пирĕн тăрăхра сыхланса юлнă йăла-йĕркепе паллаштаратпăр. Ĕçпе çеç мар, канăва та тивĕçлипе йĕркелеме тăрăшатпăр. Мана ял пурнăçĕ питĕ килĕшет. Унта — аваллăх, хальхи, пуласлăх та. Пуррине упраса хăвармалла, килес ăрăвăн ял, хăйĕн йăх историне пĕлмеллех. Иртнине пĕлмесĕр малашлăх çук. Килте аваллăх музейне уçма шухăшларăм. Çуртне те хамах купаларăм. Халĕ экспонатсем пухатăп. Пир станокне тупрăм. Ку ĕçре мана ыттисем те пулăшаççĕ. Апла тăк музей пулатех, — каласа кăтартрĕ Светлана Александровна. Унпа пĕр шухăшлисем Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче чылай. Пирĕн калаçăва Тралькассинчи вулавăшра ĕçлекен Вера Романова та хутшăнчĕ. «Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи çынсем пурте хастар та пултаруллă. Паллах, ертӳçĕсенчен те нумай килет. Хăть те мĕнле ĕçе те пуçараканни кирлĕ. Кăçал пирĕн округра республика агрослечĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ конкурс пулчĕ, выставка йĕркелерĕç. Светлана музей валли пухнă япалисене унта илсе кайрĕ. Вĕсене упраса хăварнăшăн нумайăшĕ тĕлĕнчĕ. Светлана Александровна пуçарнă ĕç тивлетлĕ пултăрах», — терĕ вăл. Ял хавалĕ, ĕçе йĕркелесе пыраканĕ çук тăк темле хăватлă ĕç те сая кайма пултарать. Хĕрлĕ Чутайсем ку енĕпе маттур. Вĕсен сăваплă та пархатарлă ĕçĕ ыттисене вăй-хăват парса тăтăр. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Полкри хорта юрланă

Елчĕкре пурăнакан Роберт Бобылев — тыл ĕçченĕ, вăрçă ачи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Вăл 1928 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Элпуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ.

Амăшĕ Мария Яковлевна пурнăçа юратакан уçă та ырă кăмăллă хĕрарăм пулнипе палăрнă. Ашшĕ Иван Васильевич виçĕ вăрçă витĕр тухнă. Тĕнчен пĕрремĕш вăрçинче сылтăм алли сусăрланнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Ржев хули патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Сывлăхĕ хавшанине пула госпитале лекнĕ, унта сипленнĕ хыççăн 1944 çулта яла таврăннă. 1930 çулта çемье колхоза кĕрсен Иван Васильевич хастар йĕркелӳçĕсенчен пĕри пулнă. Бобылевсем тăхăр ачана пурнăç парнеленĕ, вĕсенчен 7 ачи тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ. Кашнинех тивĕçлĕ воспитани парса, вĕрентсе ура çине тăратнă ашшĕпе амăшĕ. Ачисем учитель, музыкант, инженер, пичет ĕçченĕн профессийĕсене суйланă. Роберт Бобылев ачаллах ĕç çумне çыпăç- нă. Аслисемпе пĕрле «Социализм» колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă. Шкулта хастар пионер, комсомолец пулнипе палăрнă. — Комсомола 1944 çулта кĕтĕм. Эпĕ ун чухне Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕренеттĕм. Пире Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ А.П.Павлов чысларĕ. Ун чухне вăрçă пыратчĕ. Пирĕн чи пирвайхи тĕллевсенчен пĕри — аслисемпе пĕрле фронта пулăшассиччĕ, — иртнине аса илчĕ Роберт Иванович. — Пирĕн çемье те ăшă япаласем пуçтарса, нуски-алсиш çыхса фронта посылкăсем ăсататчĕ. Аппасем Анна, Анфиса, Александра Сăр тăрăхĕнче окоп чавма хутшăннă. Çăмăл мар вăхăтсенче йышлă çемьене выçлăхран тата чир-чĕр çапса хуçасран ĕне тытни, çĕр улми çитĕнтерни упраса хăварнине пĕлтерчĕ ватă. Вăрçă хыççăн юхăннă хуçалăха ура çине тăратма та çăмăлах пулман. Роберт ачаранах харсăр пулнипе палăрнă. Юрлама кăмăлланă, драмкружока çӳренĕ, спортпа туслă пулнă. Çирĕклĕ Шăхаль, Çĕнĕ Пăва шкулĕсене çуран утни, йĕлтĕрпе çӳрени сывлăхлă та тĕреклĕ тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп пулма пулăшнă. – Совет литератури пире пурăнма вĕрентрĕ. Октябренокран пуçласа парти ретне кĕричченех тӳрĕ те тивĕçлĕ çулпа утмалла, яланах ырă тĕслĕх кăтартмалла пулнă. Вырăс чĕлхипе литературине Варвара Вишневская /вăл — вырăсчĕ, республикăн тĕп хулинче пурăннă/ вĕрентетчĕ. Уроксем питĕ хăйне евĕрлĕ, кăсăклă иртетчĕç, паттăрсем пирки сăнарлăн каласа кăтартма пĕлетчĕ педагог. Вырăс писателĕсен произведенийĕсем урлă ырăпа усала уйăрма, патриот пулма вĕрентнĕ. «Анна Каренина», «Вăрçă тата мир» тата ытти хайлава интересленсе вулаттăмăр, — каласа кăтартрĕ Роберт Иванович. Йĕкĕт 1947-1952 çулсенче совет çарĕнче службăра тăнă. Ĕнел ялĕнчи В.А.Кузьминпа, Тӳскелти Н.Ф.Яковлевпа пĕрле салтак ретне тăнă. Кĕçех вĕсем Хусанти авиатехника училищин курсанчĕсем пулса тăнă. Вĕренсе тухсан Р.Бобылева Инçет хĕвел тухăçне янă. Салтак çулĕсем Амур облаçĕнчи Серышево районĕнче вырнаçнă авиаци полкĕнче иртнĕ. Йĕлтĕрпе чупакансен ăмăртăвĕсене пĕрре мар хутшăннă. Çав вăхăтрах полкри хорта юрланă. 1950 çулта Корея вăрçи пуçлансан вĕсене Приморск тăрăхне илсе кайнă, унта каччă ТУ-4 самолет механикĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1953 çулта киле таврăнсан «Колхоз ялавĕ» хаçатăн типографине ĕçлеме вырнаçнă, унта 2 çул тăрăшнă. 1955-1962 çулсенче Елчĕк райкомĕнче тĕрлĕ должноçра вăй хунă, 1966 çулта ăна пай заведующийĕн ĕçне шаннă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк çав çулах Чулхулари партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1979 çулта Роберт Иванович каллех районти «Колхоз ялавĕн» редакцине таврăннă. Унта 2 çул литература сотрудникĕнче ĕçленĕ хыççăн малаллахи пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнă. 1971-1994 çулсенче Елчĕк шкулĕнче истори тата общество пĕлĕвĕ вĕрентнĕ. Р.Бобылев çамрăксене те сывă пурнăç йĕркине явăçтарма тăрăшнă. Сĕтелçи теннисла вылякансен кружокне уçнă. Йĕлтĕрçĕсен турнирĕсене хутшăнаканскер вĕренекенсене те спортăн çак тĕсне юратма хăнăхтарнă. Ĕç ветеранĕн награда питĕ нумай. Çарпа патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. 1985 çулта РСФСР Çут ĕç министерстви ăна «Аслă учитель» ятпа чысланă. Вăл общество ĕçĕнчен те айккинче юлман. Çырав ирттерме пысăк тӳпе хывнă. 1982-1985 çулсенче районти çут ĕç ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕнче тăрăшнă, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне нумай çул ертсе пынă. Роберт Иванович мăшăрĕпе Зинаида Петровнăпа /шел те, вăл пурнăçран уйрăлса кайнă/ 3 ача çитĕнтернĕ. Геннадий — токарь, Людмила — психолог, Владимир слесарь профессийĕсене алла илнĕ. Зинаида Бобылева, Улатăр районĕнче çуралса ӳснĕскер, училищĕре медсестрана вĕреннĕ хыççăн Елчĕке ĕçлеме килнĕ: районти санэпидемстанцинче, тĕп больницăра тăрăшнă. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.