Халăх шанни хавхалантарса пырать

25 Окт, 2014

20 çул... Ял хуçалăх кооперативĕшĕн ку тапхăр нумай-и е сахал-и. Кирек мĕнле пулсан та çак 20 çул предприяти историне яланлăхах кĕрсе юлать. Акă паян, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Елчĕк районĕнчи "Комбайн" ЯХПК йĕркеленнĕренпе 20 çул çитет. 1994 çулта "Победа” колхоз уполномоченнăйĕсен пухăвĕнче Кавал, Кивĕ Эйпеç тата Питтĕпел ялĕсенче пурăнакансем асăннă колхозран уйрăлса тухса çĕнĕ хуçалăх тума йышăннă. Инженер-строительте ĕçлекен Гурий Федорова председателе суйланă. Гурий Иванович çавăнтанпа хуçалăха пĕр улшăнми ăнăçлăн ертсе пырать.

Пуçламăш утăмсене тунă чухне тĕл пулнă йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма мĕн пулăшнă вĕсене. Халĕ мĕн хавхалантарса тăрать. Хуçалăх кашни çулах Чăваш Енри чи лайăх 100 хуçалăх йышне лектĕр тесен мĕнле ĕçлемелле. РФ тата ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Гурий ФЕДОРОВПА "Комбайн" ЯХПК историне аса илнĕ май çак ыйтусем тавра та калаçрăмăр.

- Гурий Иванович, 20 çул каяллахине куç умне кăларар-ха. Мĕншĕн шăпах виçĕ ял халăхĕ çĕнĕ колхоз йĕркелеме йышăннă тата мĕншĕн "Комбайн" ята суйласа илнĕ?

- Кавал, Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел ялĕсенче пурăнакансем пĕрле ĕçленин опычĕ малтан та пулнă. 1953 çулта "Комбайн" /Кавалти пĕрлешÿллĕ хуçалăх/, "Красный партизан" /Кивĕ Эйпеçри/ тата Пушкин ячĕллĕ /Питтĕпел/ колхозсем пĕр хуçалăха пĕрлешнĕ, ăна Пушкин ятне панă. 1959 çулта ăна "Победа” колхозпа пĕрлештернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче виçĕ ял халăхĕ уйрăммăн ĕçлеме шухăш тытрĕ. Пуху ирттерчĕç, мана председателе суйларĕç. Хуçалăх ятне палăртас тенĕ чухне темĕн тĕрлине те сĕнчĕç. Аслăрах çулти çынсем малтанхи ятах тавăрас терĕç. Историрен çакă паллă, "Комбайн" колхоз Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçичченех районта çеç мар, республикăра та чи вăйлă аталаннă хуçалăхсенчен пĕри пулнă. Çакна 1935 çулта Кавалта республикăри Акатуя ирттерни, унта ВКП/б/ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ С.П.Петров тата сумлă ытти хăна килни те çирĕплетет. Комбайн - хресчен машини, тырă выраканни, çăкăр çитерекенни, çавăнпа халăх та хирĕçлемерĕ. Каярахпа тĕп специалистсене çирĕплетрĕмĕр, правлени членĕсене, ревизи комиссийĕн йышне суйларăмăр.

- Малтанхи утăмсене тумашкăн çăмăлах марри каламасăрах паллă. Сире çав вăхăтра мĕн пулăшса пычĕ?

- Халăх шанни. Эпĕ Кавалта хресчен çемйинче çĕр ĕçĕпе паллашса ÿснĕ. Анне пире, 5 ачине, пĕчченех çитĕнтерчĕ. Вырăнти халăха пĕлни, вĕсем ĕçлеме пултарнине туйни, аслисен шанăçне тÿрре кăларас тени хавхалантарчĕ. Уйрăлса тухнă 3 ял территорийĕнче "Победа” колхозран мĕн юлнине шутларăмăр, вĕсемпе мĕнле усă курмаллине тата малашне хăш çулпа каймаллине палăртрăмăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене ас тăватăр ĕнтĕ, шалу тата пенси укçи паман вăхăт, бартер, ал ылмаш мелĕпе ĕçленĕ тапхăр. "Чĕрĕ" укçа кĕтĕр тесе тупăш паракан культурăсемпе ытларах ĕçлерĕмĕр, севок, сухан, сахăр кăшманĕ, кишĕр, çĕр улми тата ыттине çитĕнтертĕмĕр. Ун чухне пахча çимĕçе таçтан та килсе илетчĕç. Сахăр кăшманне завода кайса параттăмăр, укçа е песук илсе килеттĕмĕр /лавкка сентрисем пушăрахчĕ вăл вăхăтра/. Хуçалăх садĕнчи /пĕтĕмпе 6 га/ пан улмие тупăшлă вырнаçтарас тесе Смоленска çити ăсатни те пулнă. Çав хушăрах пĕрчĕллĕ культурăсемпе те ĕçлерĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетрĕмĕр. Çапла майпа йывăрлăхсене чăтса ирттертĕмĕр.

- Эсир хăвăрăн тĕп пуянлăх çĕр тата çынсем пулнине палăртатăр. Усă куракан çĕр лаптăкне ÿстерсех пыратăр. Унта халĕ мĕнле культурăсем акса-лартса ÿстеретĕр?

- Эпир халĕ хамăрăн 2146 га çĕр лаптăкĕпе усă курнисĕр пуçне Сăрьелти 500 га яхăн, Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи 220 га тата Кĕçĕн Таяпа ял хутлăхĕнчи 200 га çĕр çинче ял хуçалăх культурисем çитĕнтеретпĕр. Кăçал акă кĕрхи культурăсене 650 га акса хăвартăмăр. Агротехника ыйтнине çирĕп пăхăнсан тухăç лайăх пулать. Кăçал пирĕн тăрăхра çумăр çумарĕ, çапах коллектив çине тăрса ĕçленĕрен, удобрени çителĕклĕ сапнăран, ытти ĕçе вăхăтра пурнăçланăран 35 пин ытла центнер тырă туса илтĕмĕр. Çакна та палăртса хăварас килет, "Комбайн" ЯХПК - лицензиллĕ хуçалăх, çавна май эпир паллă институтсенчен пысăк репродукциллĕ вăрлăх илсе килсе хамăр патра ÿстеретпĕр, унпа ытти хуçалăха тивĕçтеретпĕр. Çĕнĕ сортсене - сăмах май, вĕсем питĕ хаклă - тĕрĕсленĕ чухне хушăран çухатусем те тÿсетпĕр, мĕншĕн тесен пĕри шăрăха чăтаймасть, тепри начар хĕл каçать. Çапах хуçалăхсем пирĕнтен туянакан вăрлăхпа кăмăллă. Тырăпа хамăр патра ĕçлекен халăха та тивĕçтеретпĕр, çĕр пайĕсемшĕн те паратпăр.

- Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе мĕнлерех çитĕнÿсем?

- Пирĕн тĕп тĕллевсенчен тепри вăл - выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатса продукци нумайрах туса илесси, тупăша ÿстересси. Юлашки вăхăтра выльăх шутне чылай ÿстертĕмĕр. Халĕ пирĕн 1 пине яхăн мăйракаллă шултра выльăх, 1,5 пин сысна, 25 пуç лаша. Хурт-хăмăр та тытатпăр. Малтан 210 пуç ĕне сăваттăмăрччĕ, паян - 320 пуç. Пĕлтĕр эпир 9 уйăхра пĕр ĕнерен 4989 кг сĕт суса илнĕ, кăçал çак тапхăртах - 5072 кг. Сĕт сутасси те, унăн пахалăхĕ те япăх мар. "Комбайн" 2008 çултанпа Раççей шайĕнче мăйракаллă шултра выльăх - ăратли - ĕрчетекен репродуктор-предприяти шутланать, çавăнпа кĕтĕве çĕнетессипе те ĕçлетпĕр. Фермăсене тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр, паянхи технологисене пăхăнса ĕçлемелли условисем туса хутăмăр, хальхи йышши оборудовани вырнаçтартăмăр. Апат панă çĕрте те техника çеç ĕçлет. Çапах тумалли тата нумай-ха.

- Гурий Иванович, эсир тĕп инженер-строительте 11 çул тăрăшнă, халĕ те стройка енĕпе нумай ĕçлетĕр. Юлашки вăхăтра мĕн çĕнни тума май килчĕ?

- Выльăх апачĕ упрамалли çĕнĕ траншейăсем, тĕш тырă алласа вăрлăх хатĕрлемелли пунктсем турăмăр. Техникăна кĕртсе лартмалли ăшă парк-мастерскоя хута ятăмăр. Унта машина-трактора çулталăкĕпех юсама май килет. Сăмах май, техникăна çĕнетсех пыратпăр эпир. Ăна хамăр укçапа та туянатпăр, кредит та илетпĕр. Кăçал акă "Палессе" комбайн, утă преслакан хатĕр, сеялка тата ыттине туянтăмăр. Халĕ ют çĕр-шывра кăларнă пĕр техника малтанхи виçĕ единицăна улăштараять, çавăнпа пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тума пулать. Çĕнĕ техникăна опытлă механизаторсене паратпăр.

- "Комбайнра" паян миçе çын ĕçлет? Вĕсене мĕнле хавхалантаратăр?

- Пĕтĕмпе 117 çын ĕçлет. Шалу яланах вăхăтра тÿлетпĕр, ăна çулсеренех ÿстеретпĕр. Вăтам ĕç укçи - 15 пин ытла тенкĕ. Хавхалантару мелĕсене анлăлатсах пыма тăрăшатпăр. Ĕçре палăрнисене Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче, ытти уявра преми парса чыслатпăр. Пĕлтĕр чи тăрăшуллă 3 çынна санаторие 2 эрнелĕхе канма-сипленме ятăмăр. Кăçал та çакнашкал 3 путевка парăпăр. Куратăр-и, пирĕн мĕн чухлĕ Диплом, Хисеп хучĕ. Вĕсене пирĕн хуçалăх производствăна ăнăçлă йĕркеленĕшĕн, республикăри конкурссенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, техникăна хĕл каçарма хатĕрлес тата ытти енĕпе малти вырăнсене йышăннăшăн панă. Халăх хăйĕн ĕçне çапла хакланăшăн савăнать. Çитĕнÿ тăвасси пуçлăхран çеç килмест-çке. Пирĕн ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем те пур. Вĕсем те, тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçлекен çынсем те - ыттисемшĕн, уйрăмах çамрăксемшĕн, ырă тĕслĕх.

- Гурий Иванович, эсир ял пуласлăхĕшĕн нумай тăрăшатăр. Çав хушăрах çамрăк ăрăва ĕçе явăçтарма та манмастăр...

- Хуçалăх территорийĕнче пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулни хамăршăнах лайăх. Хуçалăх экономики ял аталанăвĕпе тачă çыхăннă. Çавăнпах виçĕ ялти урамсене эпир тасатса, шыв пăрăхĕсене те хамăрах пăхса тăратпăр. Ку ыйтусене ял тăрăхĕпе пĕрле татса пама ăнтăлатпăр. Темиçе çул каялла Кавалти культура çурчĕ çумĕнче уçнă спорт залне çамрăксем хаваспах çÿреççĕ. Унта йĕркеленнĕ "Олимп" футбол командине республика шайĕнче те пĕлме пуçларĕç. Кавал ялĕн икĕ пăхаттирĕ - кире пуканĕ йăтакан Александр Павловпа Сергей Соловьев - шăпах çак спорт залне тренировкăсене çÿренĕ. Халĕ вĕсем - РФ спорт мастерĕсем, Чăваш Ен, Раççей шайĕсенчи ăмăртусенче çĕнтереççĕ. Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекенсемпе садра пĕлтĕр 600, кăçал 550 улмуççи лартрăмăр, шăвартăмăр. Тепĕр 3-4 çултан çимĕç пама пуçлĕç вĕсем. Çакă йăлтах - ялсен пуласлăхĕшĕн.

Меллĕ самантпа усă курса эпĕ хуçалăхра тăрăшакансене тата кунта вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисене пурне те тав тăвасшăн, хама шаннăшăн тата пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пынăшăн. Малашне те çаплах пултăрччĕ. Пурне те уяв ячĕпе!

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.