Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 34 (1414) № 18.09.2025
Ленин ашшĕ уçнă шкулта вĕреннĕ
Хальхинче хаçат тĕпелне чылай çул ачасене пĕлӳ тĕнчипе паллаштарнă, Иран çĕршывĕнче ĕçлесе курнă Тамара Афанасьевăна йыхравларăмăр. Педагог çеç мар вăл, поэт та, журналист та. Хăйĕн сăмахне Тамара Анатольевна çемйи пирки каласа кăтартнинчен пуçларĕ.
Туйра генерал та савăннă
— Пĕр вăхăт эпир çемьепе Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Вăрманкасра пурăннă. Атте РОНОра ĕçлетчĕ, пĕрмаях шкулсем тăрăх çӳренĕ. Вăл Элĕк тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнăскер питĕ хастарччĕ. Сахал мар наградăна тивĕçнĕ. Вăл «Максим» пулеметпа ĕçленĕ, çивĕч куçлăскер яланах тĕл пенĕ. Чылай тăшман танкне аркатнă. Пĕр çапăçура фашистсен танкĕсем йышлăн килнине кура пирĕн салтаксем васкавлăн чавнă окопсене пытаннă. Атте валли хӳтлĕх тупăнман, анчах аптăраман вăл — тунката айĕнчи шăтăка кĕрсе выртнă. Йывăр техника шăтăк çийĕнех иртсе кайнă, хулăн йывăç тымарĕсене пула çеç атте чĕрĕ юлма пултарнă. Йывăр аманнă. Аяк пĕрчисем хуçăлнă, пуçĕ хытă ыратнă. Ăна санитарсем тупса Оренбург хулинче госпитале ăсатнă. Темиçе кун тăнсăр выртнă аттене, юрать, вилнисемпе пĕрле кăларса пăрахман. Унта атте тăватă уйăх сипленнĕ. Калаçайман та, утайман та вăл. Хăй тĕллĕн çыру та çырайман, чĕлхи уçăлсан кăна вăл тăван тăрăха хыпар вĕçтерме ыйтнă. Унтан ăна Çĕмĕрлери госпитале илсе килнĕ. Аттене çывăх çыннисем кĕтсе илнĕ. Çав кунхинех тухтăра вĕренсе тухнă хурăнташĕн мăшăрĕ Клавдия Харлампьева Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ врачĕ чупса çитет. «Эпир сана сывататпăрах!» — тенĕ çирĕппĕн те хавхаланса. Аттене Элĕк районĕнчи Ураскилт больницине вырнаçтараççĕ. Тĕплĕн тимленипе, Клавдия Степановна тăрăшнипе ăна сыватнах. Атте хăй урипех утса тăван килне, Мăн Тукташ ялне, таврăннă. 1946 çулхи утă уйăхĕнче атте пĕр ялти Татьяна ятлă хĕрпе, манăн аннепе, çемье çавăрнă. Аннен куккăшĕ генерал пулнă. Кукамай та аттене килĕштернĕ. Аттепе анне туйĕнче генерал та кĕрекере савăннă. Анне профессипе — пуçламăш класс вĕрентекенĕ. Епле паллашнă-ха вĕсем? Пĕррехинче анне шкултан киле таврăннă. Ăна атте тĕл пулнă та: «Хĕрачи, эсĕ ăçта каятăн?» — кăсăкланнă. «Эпĕ шкул ачи мар, вĕрентекен», — хуравланă анне. Çапла калаçса кайнă вĕсем. «Аннӳ акăш пекех ярăнса утатчĕ», — тетчĕ аннене пĕрре курсах юратнă атте. Çав тапхăрта Мăн Тукташ тăрăхĕнче вăрман пулманпа пĕрех. Хунавсем каярах кăна лартнă. Аттепе анне Çĕмĕрле тăрăхне пурăнма куçсан вĕсен çывăх çыннисем питĕ хĕпĕртенĕ — кунта вăрманлă вырăн. Вутă çителĕклех, пӳрте лайăх хутса ăшăтма май пурришĕн савăннă. Астăватăп: Элĕк тăрăхĕнче мамак /асанне. Ред./ кăмакана кăнтăрла иртсен кăна хутатчĕ. Вутă çителĕксĕррипе унпа питĕ перекетлĕ усă курнă. Пӳрт ăшшине ытларах упрас тесе çĕр каçа кантăксене йывăç хупкăчсемпе хупатчĕç. Çĕмĕрлере вара эпир тепĕр чухне чӳрече те уçаттăмăр. Атте пилĕк ачаллă çемьере çитĕннĕ. Тăваттăшĕ вĕрентекен профессине алла илнĕ. Аттен тусĕсенчен, чи пысăкки темелле ĕнтĕ, Илле Тукташ поэт пулнă. Иккĕшĕ тăтăшах тĕл пулнă, чей ĕçнĕ. Кайран асанне çапла калатчĕ: «Тус-тăванпа тĕл пулнă, ĕçкĕ-çикĕ тунă, нихăçан та сĕтел çине эрех кăларман. Ăçтан тупăнчĕ-ха ку сăмакун?» Унччен килте вĕретнĕ сăрапа кăна хăналаннă. Яланах хастарсен йышĕнче Аттепе анне ĕмĕрне шкулта тăрăшсах ирттерчĕç. Кунсăр пуçне халăхпа нумай ĕçлетчĕç. Атте кулак тесе айăпланă çынсен çемйисене тимлетчĕ. Вĕсене чылай вăхăт ытти çынран уйăрса пурăннă. Çапла майпа кулаксен ачисен те тивĕçлĕ пĕлӳ илме май килнĕ. Аттесĕр ялти пĕр пуху та иртмен, питĕ пултаруллă çынччĕ вăл. Ĕмĕрĕпех наукăпа, техникăпа çыхăннă журналсем çырăнса вулатчĕ, унтан çамрăксемпе çак темăсемпе калаçусем ирттеретчĕ. Кунсăр пуçне вăл — вун-вун сăвă авторĕ, çыравçă. Вăрманкас ялĕнчи шкултан 8-мĕш класран вĕренсе тухсан атте хулара пĕлӳ илме сĕнсе пăхрĕ. Килĕшмерĕм. «Эпĕ Илья Николаевич Ульянов уçнă Хутарти шкулта вĕренесшĕн. Шыраса пăхха — пур-и хулара Владимир Ленин уçнă шкул?» — хуравларăм эпĕ. Çапла вара Хутарти пĕлӳ çуртĕнче ăс пухма пуçларăм. Ытти шкулпа танлаштарсан, кунта ачасем ятарлă тумпа çӳретчĕç, шăрçа-брошка таврашĕ çакма, ытлашши капăр тăхăнма юраман. Эпĕ тӳрех хастарсен йышне кĕтĕм. Класс старостин, комсомол секретарĕн тивĕçĕсене шанчĕç. Уроксем хыççăн киле таврăннă чухне тантăшсем: «Ну, Тамара, аçун ятне ан ӳкер», — терĕç шӳтлесе. Çул тăршшĕпе шкул пурнăçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сӳтсе яваттăмăр, унта мĕнле ĕçсем пурнăçласси пирки калаçаттăмăр. Комсомол хастарĕсен шкулĕнче те вĕрентĕм. Пирĕн шкул спорт, юрăташă тупăшăвĕсенче яланах малта пынă. Пирĕн хортан пысăкраххи районĕпе те çукчĕ. Сăвă-калав çырас ăсталăха алла илмешкĕн ятарлă кружок ĕçлетчĕ. Эпĕ те унта çӳреттĕм. Кружока тĕрлĕ пултаруллă çынсене хăнана чĕнеттĕмĕр. Хутарта çуралса ӳснĕ Юрий Кудаков композитор, педагог та килсе çӳретчĕ. Ун чухне вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн аспиранчĕччĕ. Пирĕншĕн вăл çывăх çынччĕ. Ашшĕн ячĕпе — асăну хăми Шкул хыççăн асăннă пединститута вĕренме кĕтĕм. Пĕр ушкăнра çитмĕл пиллĕкĕн вĕрентĕмĕр. Историпе филологи факультечĕн студенчĕсем пулса тăтăмăр. Кĕнекесем çитместчĕç. Пуррисем те питĕ кивĕччĕ. Каярахпа çĕннисене валеçрĕç. Вĕренӳсĕр пуçне юрăташă ушкăнне йĕркелерĕмĕр. Эпĕ те кĕтĕм унта. Кунсăр пуçне Студентсен строительство отрячĕн ретне тăтăмăр. Каникулта Астрахань хулине кайрăмăр, апат-çимĕç комбинатĕнче ĕçлерĕмĕр. Пĕрремĕш курс хыççăн пире И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне куçарчĕç. Çĕнĕ вĕренӳ çулне унта пуçларăмăр. Эпĕ çаплах хастарсен йышĕнчеччĕ, комсомол ĕçĕпе те тăрăшаттăм. Çав вăхăтрах заметкăсем, хайлавсем çырас ăсталăха аталантарма та манман. 1967 çулта пухура эпир журналистика уйрăмне йĕркелеме ыйтрăмăр. Çапла вара журналистика енĕпе те вĕрентĕмĕр. Юлашки курсра эпĕ хамăр университетра пĕлӳ илекен Леонид Назаровпа çемье çавăртăм. Алла диплом илсен иксĕмĕре те направленипе Липецк хулине ячĕç. Хваттер туянтăмăр, ывăлпа хĕр çуралчĕç. Липецк — металлургсен хули. Унта ĕçлекен хăш-пĕр специалиста ют çĕршывсене ĕçлĕ командировкăсене те янă. Эпир те çав йыша лекрĕмĕр. Çапла майпа Иран çĕршывне кайрăмăр. Унта мăсăльмансем ытларахчĕ. Çак çĕршыва кайиччен çур çул лекцисене хутшăнтăм — Иранра хамăра мĕнле тытмаллине, мĕн тăхăнмаллине каласа кăтартатчĕç. Эпир уйрăм поселокра пурăнтăмăр, ăна полици ĕçченĕсем питĕ тĕплĕ хураллатчĕç. Хамăр тĕллĕн тухса çӳреме юрамастчĕ. Пурăнмалли условисем аванччĕ. Пысăк балконсем çинчех иçĕм ӳсетчĕ, çулла çиеттĕмĕр. Эпĕ вĕрентекенре ĕçлерĕм. Çак поселока Совет союзĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ специалистсен ачисене вĕрентрĕм. Тăватă çул ĕçлесе пурăнтăмăр унта. Пире экскурсисене те илсе çӳретчĕç. Çăмăлттайланма, уçă тумпа çӳреме, хĕрарăмсен арçынран маларах утма юрамасть. Хулана тухсан пирĕн хăш-пĕр лавккана кăна кĕме ирĕк пурччĕ. Пире ятарлă çын илсе çӳретчĕ. Пĕррехинче апат-çимĕç туянма кайрăмăр. Пĕр лавкка патне çитрĕмĕр, пире ертсе çӳрекен çын чарăнма хушрĕ. Хăй лавккана хуçипе калаçма кĕчĕ. Ун хыççăн тин пире шала кĕме ирĕк пачĕç. Тепĕр самант пирки те каламасăр май çук: Ирана çитсенех пире консульствăна илсе кайрĕç. «Чăваш Енпе çыхăннă япала пур-и кунта?» — кăсăклантăм унта ĕçлекенсенчен. Хам Чăвашран пулнине каларăм. «Авă санăн йăмру çитĕнет кунта», — терĕç йăл кулса. Чăннипех, Исфахан хулинчи Совет консульстви территорийĕнче чăвашран илсе килнĕ йăмра ӳсетчĕ. 1983 çулта эпир Шупашкара куçса килтĕмĕр. Кунта çине тăрса çыру ĕçне пуçăнтăм, сăвă-калав хайларăм. Шкулта та, техника информацийĕн центрĕнче редакторта та тăрăшрăм. Юхма Мишшипе, Денис Гордеевпа, Раиса Сарпипе çыхăнса ĕçлерĕм. Эпĕ поэмăсем, сăвăсем çыратăп. Çирĕм кĕнеке яхăн пичетлесе кăлартăм, виççĕшĕ — юрăсен пуххи. Халĕ тата виçĕ сборник хатĕрлерĕм. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Унăн ячĕпе ялав та çĕкленĕ
Елчĕк тăрăхĕнчи Шăмалак ялĕнче ĕçчен, пултаруллă, ырă кăмăллă çын чылай. Вĕсенчен пĕри — Елизавета Казначеева.
Елизавета Диомидовна ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать. Нихăçан никама та пĕр сивĕ сăмах каласа курман вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче. Лиза аппа — çав тери пуян чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Вăл Патăрьел районне кĕрекен Шăнкăртам ялĕнче çуралнă. Ун чухне ашшĕ Диомид Казначеев çар ĕç комиссарĕнче пулса ĕçленĕ. «Эпир йышлăн пурăннă, — аса илет иртнине Лиза аппа. — Аттепе аннен пилĕк ача пулнă, вĕсем пире юратса çитĕнтернĕ. Анчах пурнăç кăлтăксăр иртмест: эпĕ 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне анне питĕ хытă чирлерĕ. Ун чухне аслисем çитĕнсе килтен тухса кайнăччĕ ĕнтĕ. Çавна май манăн малалла вĕренме каяс ĕмĕт сӳнчĕ. Анне йывăр чире çĕнтереймесĕрех çĕре кĕчĕ. Çапла, хуйхă-суйхă пирĕн кил алăкĕнчен шаккарĕ. Атте ун чухне колхозра тĕп бухгалтерта ĕçлетчĕ. Мана, çамрăк хĕре, сурăх фермине вырнаçтарчĕ. Анчах икĕ çултан çак фермăна Пикшике куçарчĕç. Эпĕ вара дояркăра тăрăшма пуçларăм. Малтанах йывăр пекчĕ. Хăнăхнă май вара унран лайăх ĕç те çук пек туйăнатчĕ. Тăрăшнине кура колхозра манăн ятпа яланах ялав çĕклетчĕç. Çакă ĕçлеме хавхалантаратчĕ. Эпĕ çитĕннĕ çĕре Петя тете те авланчĕ. Вĕсен çемйинче пилĕк ача кун çути курчĕ. Кĕçĕн йăмăксемпе шăллăмсем мана питĕ юрататчĕç, ĕçрен таврăнсан хапăлласа кĕтсе илетчĕç. Эпĕ те вĕсене кăмăллаттăм, пĕрле ĕçлеттĕмĕр яланах. Шел те, инкен ĕмĕрĕ те анненни евĕр кĕске пулчĕ. Кĕçĕн ывăлĕ çичĕ çулта чухне вăл пурнăçран уйрăлчĕ. Эпĕ ун чухне çирĕмреччĕ. Манăн килте те ĕçлеме тиветчĕ, тетен ачисене те пăхмаллаччĕ. Юратнă каччă пурччĕ. Унпа пĕрлешме шăпа пӳрмерĕ. Çапла, тетене ачисене çитĕнтерме пулăшрăм, хамăн та икĕ ывăл ӳсрĕ. Çав вăхăтрах республика, район шайĕнче «Чи лайăх доярка» ятне çĕнсе илме пултартăм. Ĕç мухтавĕн орденне те тивĕçрĕм. Йывăр пулсан та хуçăлмарăм, малаллах талпăнтăм. Паянхи кун та пурнăç илемне туйса, савăнса пурăнатăп. Кĕçĕн йăмăксемпе шăллăмсенчен, хамăн ывăлсенчен ырă сăмахсем çеç илтетĕп. Пĕчĕкрен пире ĕçе юратма вĕрентнĕшĕн аттепе аннене тав тăватăп. Ĕçе хисеплекен çын пурнăçа та юратать. Ун пек çынна Турă пил парать. Эпĕ çакна хамăн пурнăçри тĕслĕхпе çирĕплетесшĕн. Ватăсем пил парса хăварнă çуртра ывăлпа, кинпе 30 çул ытла савăнса пурăнатăп. Кĕçĕн ывăл яла юлас кăмăлпах Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Нумай çул — «Слава», каярахпа «Свобода» колхозра зоотехникра ĕçлерĕ. Кин те хуçалăхра тĕп бухгалтерта вăй хучĕ. Хăй суйласа илнĕ профессипех халĕ «Яманчурино» пĕрлешӳре тăрăшать. Ял хуçалăхĕнче вăй хунă май кине те, ывăла та район, республика шайĕнче чылай хутчен Хисеп хучĕпе чысланă. Ырă çак пулăмсемпе хавхаланса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнатпăр. Кил-тĕрĕшре выльăх-чĕрлĕх усратпăр, пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр. Килен-каян хăнана яланах хавас эпир, ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса яратпăр. Мăнуксемпе мăнаçланатăп. Сăмахран, кĕçĕн ывăлăн ачисем иккĕшĕ те хăйсем килĕштернĕ профессисене алла илчĕç. Олеся И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрĕ. Халĕ республикăри онкологи диспансерĕнче тухтăрта тăрăшать. Денис Санкт-Петербургри çарпа космос академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Вăл халĕ Архангельск облаçĕнче службăра тăрать. Эпĕ мăнуксемпе пуян: вун тăхăр аслă мăнук, вун иккĕ — кĕçĕнни. Хамăр тăрăхра пурăнакансене пил парассăм килет. Пурне те юратупа килĕшӳ, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп». «Ватă çын пилĕ çитет», — теççĕ халăхра. Эппин, Лиза аппан ырă сăмахĕ кашни çыншăн ылтăн вырăнне пултăр. <...>
Венера УСАНОВА. Елчĕк тăрăхĕ.
♦ ♦ ♦
Вăл ăсталанă çăм атăсене тĕнчипех тăхăнаççĕ
— Алă ĕçĕпе аппаланмашкăн, тĕрĕ вăрттăнлăхне ăса хывма мана ача чухнех вĕрентнĕ. Пĕррехинче хамăн çăм атта тĕрĕпе илемлетрĕм, сăн ӳкерсе социаллă сете вырнаçтартăм. Кăштахран манпа Мускавра пурăнакан хĕрарăм çыхăнчĕ те хăй валли çăм атă капăрлатма ыйтрĕ. Хирĕçлемерĕм. Вăл вара тӳрех виçĕ мăшăр саккас пачĕ, — каласа кăтартать çăмран тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталакан тата тĕрĕпе, тĕрлĕ эрешпе илемлетекен Оксана Владимирова.
Хăйне евĕр çак ĕçе ăста алăллă хĕрарăм 2015 çулта пуçăннă. Вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнса та палăрать. Çăмран атă-пушмак ăсталамашкăн ятарлă станоксемпе те усă курать Оксана Владимирова. Унăн çăматтисене илме тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ. Чили çĕршывĕнчен те! Чи кăсăкли — çемçе пушмак туянакансем ăна чăваш наци эрешĕсемпе капăрлатма ыйтни. — Саккассем нумайланса çитсен эпир ялта ятарлă мастерской лартрăмăр. Тĕрлĕ çăмпа усă куратпăр – вырăнтипе те, ют çĕршыврипе те. Вĕсем уйрăлса тăмаççĕ. Япăхраххи унта та, кунта та лекме пултарать. Çавăнпах хамăр таврари ялсем тăрăх çӳресе паха çăм суйлатпăр. Кĕрхи аван, унпа ĕçлеме çăмăл. Çăм атăсем юмахри евĕр ăсталанаççĕ, — калаçрĕ Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Вăрманкас Чурачăкра кун кунлакан хĕрарăм. Киров тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ çăм атă ăсти хăйне Чăваш Енри ялта тупнă. Юратнă ĕçре ăна мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ пулăшаççĕ – никам та алă усса лармасть. Ял çыннисем те пулăшаççĕ. Ĕç вара яланах çителĕклĕ. Çемье çăмран атă-пушмак çеç мар, сумка, калпак тата ытти япала та йăвалать. Кунсăр пуçне кил ăшши управçи шарф, алсиш çыхса фелтинг /çăмран тĕрлĕ кӳлепе, ӳкерчĕк ăсталани/ мелĕпе капăрлатать. Вăл хатĕрленĕ кашни япала – искусство произведенийĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментировать