Чăваш хĕрарăмĕ 32 (1412) № 14.08.2025

4 Сен, 2025

Ют тăрăхра та çухалса кайман

Çеçпĕл Мишшин «Чăваш хĕрарăмне» сăввинче çапларах йĕркесем пур: «Хĕрарăмăн çӳçĕ вăрăм, ăсĕ кĕске тетчĕç. Уншăн çут тĕнче курмашкăн мĕне кирлĕ тетчĕç». Вĕсем паянхи кун кивелчĕç. Халĕ чăваш хĕрарăмĕ ăçта кăна пулмасть? Мĕн кăна ĕçлемест? Акă тантăшăм Валентина Федотова та Чечен Республикинче ачасене биологи тата хими предмечĕсене вĕрентет.

Тăван чĕлхине юратаççĕ

Ножай Юрт район центрĕнчи шкулта виççĕмĕш çул ĕçлет вăл. Кĕске вăхăтрах ачасем ăна хисеплеме тытăннине, хăй те вĕсене хăнăхнине калать Валентина Петровна. «Унта вĕрентекенсене ашшĕ ячĕпе чĕнмеççĕ. Çапла вара эпĕ те вĕсемшĕн Валентина шутланатăп. Паллах, ача ачах ĕнтĕ. Пĕррехинче вĕренекенсем урокра шавласа кайрĕç. Хăйсен чĕлхипе темĕн калаçаççĕ — ăнланмастăп. Эпĕ те нумай шухăшласа тăмарăм: хайхискерсене чăвашла вăрçма тытăнтăм. Пурте шăпланчĕç. «Мĕнле чĕлхепе калаçатăр эсир?» — теççĕ тĕлĕнсе. «Чăвашла», — терĕм. Çакăн хыççăн чăвашла вĕрентме ыйтрĕç. Чăн та, пĕр хĕрача кашни ирех чăвашла сывлăх сунма тытăнчĕ.

Вĕсем вырăсла таса калаçаймаççĕ, мĕншĕн тесен пĕр-пĕрин хушшинче яланах хăйсен чĕлхипе пуплеççĕ. Сăмах май, чечен чĕлхине шкул программинче пĕр сехет те чакарман. 5-7-мĕш классенче халĕ 5 урок /3 сехет чĕлхе, 2 сехет литература/, 8-11-мĕш классенче 4 урок. Хăйсен чĕлхине юратаççĕ, хисеплеççĕ вĕсем. Ахальтен мар Чечен Республикин Пуçлăхĕ Рамзан Кадыров тăван чĕлхе вĕрентекенĕсене пурне те иртнĕ вĕренӳ çулĕнче 100 пин тенкĕ укçа парса хавхалантарчĕ. Анне чĕлхине хисеплесси «çӳлтен» пуçланмалла та.

Эпĕ сăнанă тăрăх, арçын ачасем тавçăруллăрах. Вĕсем пĕрпĕр ыйтăва хуравлас тесе çунса тăраççĕ. Хĕрачасем вара юлхаврах. Учительсем çитменни те вĕренӳре чăрмав кӳрет. Предметсене специалистсем вĕрентмеççĕ. Сăмахран, биологи, хими учителĕсем çитмеççĕ.

Шкул форми пуриншĕн те пĕр пек. Ăна çирĕп пăхăнса тăраççĕ. Хĕрачасем шурă блузкăпа, вăрăм юбкăпа çӳреççĕ. Пуçа тутăр çыхаççĕ. Арçын ачасен шурă кĕпе, хура шăлавар тăхăнмалла, галстук çыхмалла. Ăна çыхма мантăн пулсан — килелле чупатăн. Вĕрентекенсем те — тутăрпа, вăрăм юбкăпа. Хам та çак тумтире хăнăхрăм халĕ. Сăмахран, тутăр çыхмасан темĕн çитмест пек туйăнать. Çакă сăпайлăрах пулма та хистет. Хăйсем пек тăхăнма хушмаççĕ вĕсем. Анчах та манăн ытти вĕрентекенрен уйрăлса тăрас килмест. Çавна пулах мана чылайăшĕ чечен хĕрарăмĕ вырăнне хурать. Урамра та, лавккара та манпа чеченла калаçаççĕ. Эпĕ вара ăнланманнине пĕлтеретĕп. Унтан вырăсла калаçма тытăнаççĕ. Пĕррехинче Грозный хулинче юбка туянма лавккана кĕтĕм. Сутуçă манпа чеченла калаçма тытăнчĕ. «Ăнланмастăп», — терĕм эпĕ. «Эсир ăçтан?» — ыйтрĕ вырăсла. Чăваш Республикинчен пулнине пĕлтертĕм. «Мĕн тери аван! Тинех пирĕн пата Раççейрен вĕрентекенсем килме пуçларĕç, — хавхаланчĕ хайхискер. — Мĕнле предмет вĕрентетĕр?» Биологи, хими вĕрентнине пĕлсен: «Манăн пичче — шкул директорĕ. Ăна сирĕн пек специалист питĕ кирлĕ, тахçантанпах нушаланать вăл», — терĕ.

Тумтире кура транспортра та чеченла калаçаççĕ манпа. Çамрăксем аслă çулти çынсене вырăн параççĕ. Хĕрсем те, каччăсем те çак енĕпе маттур. Хĕрсем питех сăрланманни, сăпайлă тăхăнса çӳрени килĕшет мана. Никам та унта çӳç-пуç сапаласа, тӳме вĕçертсе çӳремест. Урамра пирус туртакана, сăра-эрех ĕçекене те курман эпĕ», — кăмăллăн калаçрĕ тантăшăм.

Тĕн ыйтăвĕ çирĕп

Эрех тенĕрен туйсем «типĕлле» иртеççĕ иккен. Уява 300-400 çынна чĕнеççĕ. Сĕтел çинче ытларах — наци апат-çимĕçĕ. Сăра-эрех вырăнне слива сĕткенĕ ĕçеççĕ. «Эпĕ икĕ туйра пулса куртăм. Пĕринче вĕрентекенĕн ывăлĕ авланчĕ, тепринче ĕçтеш качча кайрĕ. Кил- çурчĕсем тĕлĕнсе каймалла пуян. Хуçисем кăмăллă, тараватлă. Туйра кам мĕн чухлĕ укçа панине çырса пыракан ятарлă çын та пур. «Мĕншĕн апла тăваççĕ?» — тĕлĕнтĕм эпĕ. «Кайран çав укçана тавăрса памашкăн», — терĕç йăла-йĕркепе паллаштарнă май. Хĕр тупри вара 5-6 пысăк чăматанран тăрать. Вĕсене пĕрпĕрин çине купаласа хунă. Туйсем лăпкă, хирĕçӳ-çапăçусăр иртни те кăмăла кайрĕ», — терĕ Валентина Петровна.

«Рамадан уявĕнче пĕчĕк ачасем таранах типĕ тытаççĕ, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Пĕррехинче 6-мĕш класра урок ирттертĕм. Ачасем темшĕн тимсĕр пулнине асăрхарăм. Кун пирки хăйсене те пĕлтертĕм. «Эсир типĕ тытатăр-и? — кăсăкланчĕ пĕр хĕрача. — Ирхине 3 сехетре тăрса кĕлĕ турăмăр». Тĕн йăли-йĕрки питĕ çирĕп вĕсен. Кашни эрнекун 7-11-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем 2-3-мĕш урок хыççăн мечĕте кĕлĕ вулама каяççĕ. Шкулта та намаз пӳлĕмĕсем пур: арçын ачасемпе хĕрачасен уйрăм. Çавăн пекех — вĕрентекенсен те. Тăхтав вăхăтĕнче унта кĕлĕ тума каяççĕ. Рамадан Мăнкун пек пысăк уяв. Ун чухне пĕр-пĕрне кучченеç, парне валеçеççĕ вĕсем, салют параççĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе хăнасене сăйлаççĕ. Мана та йыхравларĕç. Чĕннĕ çĕре каймасан çилленеççĕ. Хĕрарăмсем ытларах кил-тĕрĕшре ĕçлеççĕ, ачисене пăхаççĕ. Мăшăрĕсем лавкка тытаççĕ е Грозный, Гудермес, Орел хулисене ĕçлеме çӳреççĕ, е Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Çемьесем пурте тенĕ пекех нумай ачаллă шутланаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытса пурнăçа саплаштаракансем те пур. Вăрманта аçтăрхан мăйăрĕ, хăмла çырли, хура хăмла çырли, шăлан, кизил пуçтарса сутакан та тупăнать. Ашкакайран мĕн тери тутлă, сĕтеклĕ кăлпасси хатĕрлеççĕ тата!»

Çапла, кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки, культури, апат-çимĕçĕ. Çапах пĕр-пĕринчен вĕренмелли те тупăнатех.

Валентина Федотова, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ӳснĕскер, асăннă тăрăхра нумаях пурăнмасть пулсан та çитĕнӳсем тума та ĕлкĕрнĕ. Унăн вĕренекенĕ Артур Шарифуллин иртнĕ çулхи вĕренӳ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадине хутшăнса регион тапхăрĕнче биологипе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухнă май Раççейри пĕр аслă шкулти медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Çавăн пекех Валентина Петровна иртнĕ вĕренӳ çулĕнче «Земство учителĕ» программăна хутшăнса 1 миллион тенке тивĕçнĕ. Эппин, ют тăрăхра та чăваш ятне çӳлте тытать пултаруллă, маттур, ĕçчен хĕрарăм.

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.