Тантăш 29 (4950) № 14.08.2025

14 Авг, 2025

Юнра вылякан юрă хĕлхемĕ

Сасси унăн çемçе те çепĕç, хитре те уçă. Юрă шăрантарнă чухне шыв юххи тейĕн. Шалтан тапса тăракан ырăлăх, черченлĕх çак хĕрачара. Хăйĕн Турă панă илемлĕ сассипе пурне те тыткăна илсе çынсен кăмăлтуйăмне уçма, япăххи пирки мантарса хĕвре хĕвел чĕртме пултараканскер. Вăл — Çĕмĕрлери 6-мĕш шкулта, саккăрмĕш класра пĕлӳ пухакан Даша Абдуллина. Кăçал хĕрача республикăра çулсерен иртекен «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» фестиваль-конкурс çĕнтерӳçи пулса тăчĕ.

Ашшĕне хывнă

Хĕрача пĕчĕкренех, ача садĕнче чухнех юрлама тытăннă. Килте-и, урамра-и — пĕрмай юрă шăрантарнă. Унсăрăн садикра пĕр уяв та иртмен пулĕ. Хăйĕн пĕчĕк тусĕсене ун чухнех ырă тĕслĕх кăтартма пултарнă хĕрача. Дашăн ашшĕ те илемлĕ юрлать, юрăсем кĕвĕлет. Ренат Вафовича нумайăшĕ паллаççĕ, вăл вырăнти «Центр» ушкăнра гитара калать, илемлĕ юрлать. Апла юнра вылякан юрă хĕлхемĕ Дашăра. Пултарулăхне кура Дашăна ашшĕпе амăшĕ пĕрремĕш класра чухне Çĕмĕрлери 1-мĕш ӳнер шкулне илсе çӳреме тытăннă. Унăн музыка ертӳçи — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Ирина Сутягина. «Çуллахи каникулта та ахаль лармасть Даша. Пире хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те савăнтарать. Халь кăна Мускав тăрăхĕнчен таврăнчĕ, унта вăл практика сессийĕ иртрĕ. Ăна культура енĕпе пуçарнă Президент фончĕн Пĕтĕм Раççейри «Ача-пăча çĕнĕ юрăсен оркестрĕ» проектра çĕнтернĕ ятпа чĕнсе илнĕ. Даша Мускавран тата та хавхаланса таврăнчĕ. Унăн — сопрано, лирикăллă сасă, питĕ ăшă та тасаскер», — хăйĕн тăрăшуллă вĕренекенĕ пирки ырă сăмахсем каларĕ Ирина Викторовна. ĂÇта кăна Çĕнтермен-ши Даша? Пĕчĕкренех Çĕмĕрлери 1-мĕш ӳнер шкулĕнче аталанаканскере хулара та лайăх пĕлеççĕ. Даша «Улыбка» ачапăча хорĕнче тата «Лира» хор ансамблĕнче юрлать. Вĕсем темиçе хут та Пĕтĕм тĕнчери тата Пĕтĕм Раççейри пултарулăх конкурсĕсенче призерсем пулнă. Эстрада юрăçи те Даша. Ӳнер шкулне çӳрени ăна вĕренӳре пачах та чăрмав кӳмест, тата та тăрăшса вĕренме, маттуртарах пулма кăна хистет. Вăл «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Даша халĕ электрогитарăна хăнăхать. Шкулти «Лира» ансамбльте хăйĕн чун вĕçевĕпе, шалти илемлĕ вăй-хăвачĕпе ыттисене те çунатлантарать. Чĕрĕ те пултаруллă вăл. Сăмах май, пĕлӳ çуртĕнчи пĕр уяв та, пĕр мероприяти те унсăрăн иртмест. Çĕнĕ çул, Пушăн 8-мĕшĕ, Çĕнтерӳ кунĕ çывхарать-и е тата ытти уяв-и — Даша пур çĕре те хаваспах хутшăнать. Вăл тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсенче, концерт мероприятийĕсенче хастар. Даша юрă-кĕвĕ тĕнчине тарăн пĕлнĕренех çӳллĕ шайра иртеççĕ уявсем. Ăçта кăна çĕнтермен-ши Даша? Республика, Пĕтĕм тĕнчери тата Раççей пултарулăх конкурсĕсенче темиçе хут та мала тухнă. Тĕслĕхрен, «Чувашия — 2023» пултаруллă ачасем» 8-мĕш республика форумĕ, «Чăваш Ен ахахмерченĕсем» республика шайĕнчи фестиваль-конкурс, Пĕтĕм тĕнчери «Калейдоскоп талантов» фестиваль-конкурс, Пĕтĕм Раççейри «Проспект детства» 12-мĕш фестивальконкурс тата ыттисем те. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Даша тата чылай проект çĕнтерӳçи: «Юрий Энтинăн интерактивлă ача-пăча музыка театрĕ» тата Мускаври «Ача-пăча çĕнĕ юрăсен оркестрĕ». «Çĕмĕрлери ӳнер шкулĕ ăна аталанма, чăваш йăли-йĕркине упрама, тăван чĕлхене юратма, сцена çинче, çынсен хушшинче хăйне ирĕклĕ тытма хăнăхтарать. Ирина Викторовна çĕр-çĕр ачана илемлĕ юрлама вĕрентет, хăй мĕн пултарнине пĕтĕмпех ачасене парать, тĕрлĕ хулари, тĕрлĕ шайри конкурссемпе фестивальсене хутшăнма, малти вырăнсем çĕнсе илме пулăшать», — палăртса каларĕç Дашăн ашшĕ-амăшĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.