"Эпир - пĕрремĕшсем!"

23 Окт, 2014

Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ хулара пурăнакан çар çыннисем, Мускаври «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» организаци членĕсем тăтăшах тăван тăрăха килсе шкулсенче тĕл пулусем ирттерни пирки пĕрре мар çырнă эпир. Ку хутĕнче те, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Шупашкарта пулса паттăрлăх урокĕсем ирттерчĕç офицерсем.

Хыççăн Ача-пăча пултарулăх керменĕнче хĕрÿ тупăшу пуçланчĕ. Çамрăксем салтаксем евĕр пĕр харăссăн утса, çĕк- ленÿллĕ юрласа, пĕтĕм кăмăлтан бал ташши ташласа, хăвăрттăн çеç пăшал салатса та пуçтарса, истори ыйтăвĕсене тĕрĕс хурав парса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кадетсенчен чи-чи хастаррисем вара Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕн çамрăкĕсем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Канаш районĕнчи Раççей Геройĕ Николай Федорович Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч тата Шупашкарти 14-мĕш кадет шкулĕсем пайларĕç.

- Эпир - пĕрремĕш! Çав тери телейлĕ! Пирĕн савăнăç виçесĕр! Тунмастпăр, ăшра çĕнтерÿ пирки ĕмĕтленнĕ. Вăл пурнăçа кĕчĕ. Унчченхи кадетсен умĕнче пите хĕретме тивмерĕ, - мăнаçланчĕ Калинино шкулĕн хастар вĕренекенĕ, кадет ушкăнĕн командирĕ Катя Судова.

Хастар пике ку сăмахсене ахальтен каламарĕ. Ара, кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне хăйсен шкулĕн-чи аслă ушкăнри кадетсем тĕрлĕ ăмăртура пысăк çитĕнÿ тунине час-часах линейкăра пĕлетчĕ вăл. Шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова вара:

- Ачасем, сирĕн пурин те хастарсенчен тĕслĕх илмелле, вĕсем пек пулма тăрăшмалла, - тетчĕ.

Педагог сăмахĕсем çунатлантарнă хĕр ачана. Унăн та вĕсем пекех кадет тумĕ тăхăнса хастарлăхĕ-пе палăрас килнĕ. Вăхăт çитсен спецназ, моряк, пограничник, космонавт класне те суйламан вăл, тÿрех кадетсен йышне тăма васканă.

Ун чухне, 2012 çулхине, Катя улттăмĕшĕнче пĕлÿ илнĕ. Авăн уйăхĕнче вара, вуннăмĕш класс кадечĕ- сем Улатăр районĕнче «Тăван-çĕр-шыв» ывăлĕ- сем ирттернĕ смотр-конкурсра малти вырăна тухнă. «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 67 çул тата 1812 çулхи Тăван çĕр-шыв вăрçинчи çĕнтерĕве 200 çул çитнине халалланă «Стройпа юрă. Çĕнтерÿçĕсен маршĕ» 4-мĕш хут иртекен Пĕтĕм Раççей ăмăртăвне кайма тивĕç пулнă. Мускавран та вĕсем çĕнтерÿпе таврăнни пушшех хавхалантарнă Катьăна. «Чи лайăх командир» номинацире Дина Павлова çĕнтерни те хăпартлантарнă. «Эпир те сирĕнтен тĕслĕх илетпĕрех. Сирĕн пекех шкул чысне çÿлте тытăпăр. Дина евĕр хастар командир пулатăпах. Мĕншĕн тесен çитĕнÿ вăл чылай чухне ертÿçĕрен килет. Апла пулсан хамăн та тимлĕ пулмалла. Пире тĕрĕс воспитани парас тесе ырми-канми тăрăшакан педагогсен Лев Николаевичпа Татьяна Павловна Ефимовсен ăса вĕрентсе каланă сăмахĕсене яланах асра тытмалла», - тенĕ хăпартланса.

 

Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕн педагогĕсене Лев Николаевичпа Татьяна Павловна Ефимовсене кадет юхăмне пуçарас ĕмĕт канăç паман. «Ача вăйăра шухăшлавне аталантарма пултарать. Вĕренÿрен малта воспитани пулмалла, унсăрăн ниçта та çитĕнÿ тăваймăн», - шухăшланă пĕр вĕçĕмсĕр Ефимовсем.

Ĕмĕт пурнăçа кĕрсен...

Çине тăрса, малашлăхра ăнăçу тума тĕллев лартса 2007 çулта «Патриот» ушкăн йĕркелесе янă вĕсем. Ачасенчен пултаруллă кадетсем тăвас тесе ырми-канми тăрăшнă. Вăй хуни, ĕмĕтленни ахаль пулман - кирек ăçти ăмăртура та Калинино çамрăкĕсем чи хастаррисем пулса тăнă. Мускаври смотр-конкурсран та çĕнтерÿпех таврăннă. Ĕнтĕ «Патриотсем» паян шкулта вĕренмеççĕ. Кашниех тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлĕвне ÿстерет. Ĕнерхи кадетсенчен Александр Воробьевпа Юрий Николаев хăйсен пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. Димитрий Леонтьев та акă çав ĕмĕтсемпех кун-кунлать. Хастар командир Дина Павлова Шупашкарта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Паян вăл медицина факультечĕн хастар студенткисенчен пĕри.

- Кунтан вĕренсе тухнă кирек хăш ачашăн та пит хĕрелмессе туйсах тăратпăр. Ара, эпир вĕсене мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕр-шыва, атте-аннене юратма, хисеп-леме вĕрентетпĕр. Чăваш ывăл-хĕрĕ кирек ăçта та пултарулăхĕпе палăртăр тесе тăрăшатпăр. Çынна ырă туса савăнтарччăр, çут çанталăка упрас тĕллеве те пăрахăçа ан кăларччăр вĕсем. Туятăп, эпир ăс парса хавхалантарни пустуй мар. Пирĕн шкул ачисем çав тери ырă кăмăллă. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, - çирĕплетрĕ Татьяна Павловна.

Акă нумай пулмасть Вăрнар районĕн-чи Мачамăш ялĕнчен Кира Григорьевна Иванова пенсионерка пĕлÿ çуртне çыру янă. «Хисеплĕ Татьяна Павловна, сирĕн шкулта пултаруллă ачасем вĕреннине илтнĕччĕ-ха. Акă халĕ хам куçпа хам курса ĕнентĕм. Вун пĕрмĕш космонавт класĕнче ăс пухакан Миша Павлова, тархасшăн, ман ятран тав тусамăр. Ĕçрен хăраманскер ватăсене ялан пулăшса хавхалантарни чуна савăнтарать, çемçетет. Эсир ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстерни куç умĕнчех. Кунта, паллах, вĕрентекенсен тÿпи çав тери пысăк, - тесе вĕçленĕ ватă хăйĕн кĕске çырăвне.

Линейкăра, пĕтĕм шкул умĕнче, ырă кăмăллă Мишăна Грамотăпа хавхалантарнă. Ун пек чунлă ачасем пайтах шкулта. Пĕлтĕр авă космонавт класĕнчисемех çырма-çатрана тем чухлĕ йывăç хунавĕ лартнă. Хăрнă чăрăшлăхпа хырлăха каснă, авă çĕннисем ешереççĕ халĕ. Çитес çуркунне çăка лартас тĕллевллине те систерчĕç вĕсем. Е тата çăл куç таврашĕн-чи илеме пурте асăрхаççĕ. Пыран-каян тавралăха тинкерсе:

- Хитре-е-е! - тет пĕтĕм кăмăлтан.

Çак илемлĕхе парнелекенсем каллех Калинино шкул ачисем! Унта сирень, палан, пилеш, çĕмĕрт, жасмин йывăçĕсем йĕркипе лартса тухнă. Çуркуннесерен вĕсем çулçă кăларса тавралăха ырăлăх парнелеççĕ.

Килсĕр-çуртсăр кушак çурисене те хĕрхенеççĕ çамрăксем. Акă кĕр кунне тупăннă темиçе кушак çури валли вĕсем хăмаран йăва туса панă. «Çĕнĕ пÿрте» кĕрсе тухма çăмăл пултăр тесе пусмине те ăсталанă. Апатлантарассине те хăйсем çинех илнĕ. Кам мĕн панă: кăлпасси, какай, пĕремĕк-печени... Анчах сивĕ кунсем пуçлансан пĕчĕкскерсем чĕтреме тытăннă. Ăшă апат çитерни те, тăхтавсенче самантăлха хĕве чиксе çÿ- рени те ăшăнма пулăшайман хайхисене.

- Капла чирлесе кайĕç, - тесе пĕри те тепри пĕчĕкскерсене пĕрле киле илнĕ.

Йăви вара халĕ пушă ларать.

- Капла лайăх та. Ним айăпсăрскерсем куçран пăхса макăрнине курсан чун ыратать, тÿсмелле мар, - теççĕ вĕренекенсем.

Шкулăн тата хăйсен йытти пур. Барби. Тăххăрмĕш çул пурăнать вăл унта. Ачасем ăна çав тери юратаççĕ. Ун валли килтен кам мĕн чиксе килет. Барбишĕн ним те шеллемеççĕ вĕсем. Лешĕ вара мĕн панине тирпейлĕн çиет. Саппас апат пултăр тесе хăшне-пĕрне йăвине пытарать.

Çитес кунсенче йывăçсем çине кайăксем валли сырăшсем çакас тĕллевлĕ Калинино шкулĕн вĕренекенĕсем.

Пĕри - полковник, тепри - тухтăр...

Математика вĕрентекенĕ Анатолий Мануилович Павлов та вĕренекенсен пултарулăхĕпе хĕпĕртет.

- Пĕлетĕр-и, урокра кирек хăш ача çине пăхса малашлăхра вăл кам пулнине витĕр куратăп. Пĕри – полковник, тепри - тухтăр, виççĕмĕшĕ - инженер... Юратнă профессие алла илме вара пирĕн, педагогсен, пулăшмаллах. Чунпа туятăп, ачасем çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнеççех, - тет Анатолий Мануилович хăпартланса.

Çапла, хĕр упраçпа яш-кĕрĕмрен юрăхлă çынсем тăвассишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ Калинино шкулĕнче вăй хуракан педагогсем.

- «Тантăш» хаçатпа çав тери туслă эпир. Уйрăмах пире «Паттăрлăх» рубрика килĕшет. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастарлăхпа палăрнă ачасен шăписемпе паллашатпăр. Çав страницăсене пухса пыратпăр. Акă вара нумай пулмасть хамăр районти паттăр ачасем пирки, Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнчи пĕр тăван Олегпа Максим Федоровсем çинчен вуласа пĕлтĕмĕр. Хăйсенчен чылай аслă çынна вилĕмрен хăтарнă мĕн вĕсем. Мăнаçлантăмăр. Уроксенче çавнашкал материалсене тишкерсе хак паратпăр, - тет Татьяна Павловна.

Директор шухăшĕпе, шкул вăл - уроксене вĕрентни çеç мар, ачасемпе ĕçлени, вĕсемпе тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнса çĕнтерни, таçта та тухса çÿрени, пушă вăхăтсенче ушкăнпа çут çанталăк ытамĕнче пулни.

- Ан тив, кайран темиçе çул иртсен вĕсем парта хушшинче ларнине çеç мар, ытти пулăма та савăк кăмăлпа аса илсе мăнаçланччăр. Пĕрле пуçтарăнсан: «Ас тăватăр-и, епле хаваслăччĕ шкул пурнăçĕ», - тесе калаччăр. Çавăнпа пирĕн пур енĕпе те тăрăшса вăй хумалла. Хальхи вăхăтра Украинăри пулăма пирĕн ачасем сивлеççĕ, куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă ним айăпсăр çынсене хĕрхенеççĕ. Вĕсем чунсăр мар çав, çĕр-шывра, тĕнчере пулса иртнĕ пăтăрмахсемшĕн кулянаççĕ, - паллаштарчĕ хăй шухăшĕ-пе Татьяна Павловна.

«Пирĕн те савăнăç виçесĕр!»

Иккĕмĕш вырăна тухнă Канаш районĕнчи Янкăлч шкулĕн кадечĕсем те хаваслă.

- Кăмăллă. Çапах та Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар кадечĕсене хыçа хăварса эпир, ял ачисем, çĕнтерÿ картлашки çине улăхрăмăр-çке. Стройпа утса юрлассинче, бал ташшинче пире çитекен пулмарĕ. Çакă пире пушшех хăпартлантарчĕ, - терĕç вĕсем.

Вĕренÿ отличникĕ Катя Егорова çеç кăшт пусăрăнчăк кăмăллăччĕ.

- Пĕрле вĕренекенсемпе ăмăртаймарăм. Шупашкара киличчен маларах физкультура урокĕнче урана мăкăлтрăм. Выртакан мечĕке тапас терĕм те, темле хăват самантрах урайне çавăрса çапрĕ. Инкек ура айĕнчен сиксе тухать тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Чăнах çапла. Уксахлатăп пулин те туссенчен юлмарăм. Кадет тумĕ тăхăнса пĕрлех килтĕм хулана. Ытти конкурса хутшăнаймарăм, çапах истори ыйтăвĕсене хуравлама пултартăмах. Унта ура ыратнине туймарăм, - шÿтлесе калаçрĕ хĕр ача.

- Катьăшăн хам та питĕ кулянтăм. Кадетсемпе юнашар шурă акăш пек уксахласа çÿрерĕ. Кайран, хамăр çĕнтерÿçĕ-сен йышне лекнине пĕлсен унăн та тути йăл кулчĕ, - терĕ шкул директорĕ Светлана Станиславовна Васильева.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Шупашкар.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕсенче: Александр Орловпа Геннадий Викторов офицерсем- çамрăксен çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă* «Тен, пулăп-и-ха эпĕ те çар çынни», - тет Кадя Судова* «Асăнмалăх, савăнмалăх пур халĕ манăн сăн ÿкер- чĕк», хăпартланать Катя Егорова.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.