Тĕлĕнтермĕш коми

23 Окт, 2014

"Атăлпа Урал хушшинче" проект Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пĕрре çеç мар пулса курнă, пурнăç тути-масине самаях тÿссе ирттернĕ Шурсухал хăйĕн мăнукĕн ачисемпе, Темтепĕ-лейкинпа тата Тăрăшарпа, çул çÿреве малалла тăсас терĕ. Ку таран таçта та çитрĕç вĕсем. Чăваш Республикин тĕп хулинчен Шупашкартан пуçланнă çул çÿрев «хуçисем» Мари çĕр-шывĕн тĕп хулипе Йошкар-Олапа кăна мар, çак республикăн нумай ялĕпе поселокне çитсе килчĕç. Çармăссен культурипе, йăли-йĕркипе паллашрĕç. Тус-юлташ та самаях тупрĕç. «Хура ылтăнран» пуян çĕр-шывра, Тутарстанра, нефть уçланине те курса тĕлĕнчĕç çул çÿревçĕсем. Тутарсемпе тата ытти халăхпа мĕн авалтан туслă пурăнакан ентешсемпе чунтан-кăмăлтан курса калаçрĕç. Пăва, Çĕпрел, Аксу, Нурлат тата ытти хăш-пĕр районта йышлăн тĕпленнĕ чăвашсемпе курнăçнине чăннипех те телей вырăнне хурса йышăнчĕç.

Тăван халăхăмăра вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăпа ытти ахах-мерченрен те хаклă произведенисем парнеленĕ Константин Василь-евич Иванов тата нумай чĕлхене куçарнă сăвă-поэмăсен авторĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнă Слакпуç ялне çитмесĕр епле-ха?! Пушкăртстан тарават кĕтсе илчĕ ушкăна. Сăртлă-туллă вырăнсемпе, тăрна куçĕ пек тăрă кÿлĕсемпе, шавласа юхакан шывсемпе паллашнине нихăçан та манас çук вĕсем.

Удмурт Республикинче пурăнакан тарават халăхăн çав тери пуян йăли-йĕрки те вĕсен асĕнчех. Тĕнчипе палăрнă «Бурановск кинемейĕсен» юррисене итлесе савăннине, вĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнине тата епле манăн-ха?! Урал тăрăхĕнче пурăнакансен апат-çимĕçĕпе сăйланни çул çÿрев кĕнекине пушшех те пуянлатнă.

Вăрăм çула ушкăн автобуспа та, поездпа та, çулла пăрахутпа та кĕскетсе пычĕ. Хальхинче вара вĕсем Шупашкартан Коми Республикине çитес терĕç. «Унта çанталăк та пирĕн патăртинчен чылай сивĕрех. Ăшă тум тăхăнма ан манăр», - асăрхаттарчĕ малтан шăпăрлансене Шурсухал.

«Эпир аслисене итлеме яланах хатĕр!» – терĕç те Темтепĕлейкинпа Тăрăшар кутамккисене алсиш чикрĕç. Çăм калпак та хăйĕн вырăнне тупрĕ.

«Асатте, итле-ха, асатте, унта пирĕн тăрăхрипе танлаштарсан юрĕ те нумайрах пуль вара? Эпир, хăвах пĕлетĕн, спортпа питĕ туслă. Тен хамăрпа пĕрле коньки е йĕлтĕр илмелле? – хăйĕн вырăнне ниепле те тупаймарĕ Темтепĕлейкин. – Вĕсемпе ярăнса киленĕпĕр. Ух, мĕн тери аван пулмалла та...»

«Ах, ытла та чăтăмсăр-çке эсир, – хуравларĕ аслашшĕ кĕçĕннисене. – Паллах илетпĕр. Çул çÿревре йĕлтĕр кирлех!.. Çитменнине эпир çурçĕр тăрăхне кайăпăр».

Ĕмĕтпе çунатланнăскерсем тутлă ыйха татса ирех вăранчĕç. Кĕçех вăрăм çула та тухрĕç. Автобус Атăл урлă хывнă кĕпер урлă каçса, çармăс вăрманĕсем витĕр выр-такан яка та вăрăм çулпа малалла вирхĕнет. Йĕри-тавра вăрман кашлать. Пижма, Ярань, Молома юхан шывсем хыçа юлчĕç. Котельнич хулинчи Вятка палеонтологи музейĕ пирки те, Кироври Васнецовсем ячĕллĕ ÿнер музейĕ, Трифонов мăнастирĕн архитектура илемĕ çинчен те каласа пачĕ Шурсухал шăпăрлансене. Питех те тимлĕн итлерĕç аслине. Вăрăм çул та кĕскелни сисĕнмерĕ. «Хĕвел те хамăр тăрăхринчен урăхла çутатать кунта!» – тĕлĕнсе пăхса пычĕç ачасем автобус чÿречисенчен. Юр çунă чухне те, çил-тăман алхаснă вăхăтра та вăл чăннипех те урăхла çутатнăн туйăнать.

Сыктывкар кашни хăнана хапăл туса йышăннине тÿрех асăрхатăн. Çул çÿревçĕсем те Коми Республикин тĕп хулине хаваслă кăмăлпа çитрĕç. Телее, вокзалтах хулапа паллашма çула тухма хатĕрленекенсен ушкăнне пухаççĕ. Шурсухалпа Темтепĕлейкин тата Тăрăшар çак ушкăна пĕрлешсе тепĕр хăйне евĕр экскурсие тухрĕç.

Коми Республики Тюмень облаçĕпе, Ханты-Манси автономиллĕ округпа, Свердловск, Киров, Архангельск облаçĕсемпе, Пермь крайĕпе чикĕленет. Мĕн тери пысăк лаптăк йышăнать вăл! Печора тата Вычегда юхан шывсен тăрăхĕнче вырнаçнă Коми хăçан пуçланса кайнине никамах та пĕлмест. Çул-йĕр аталанманнине кура çак енре çынсем те сахал пурăннă. Суту-илÿ тăвакансем Комирен инçете мамăк тир сутма илсе кайнă. Вун улттăмĕш ĕмĕрте Ухта юхан шыв хĕрринче пурăнакансем шыв çийĕнченех нефть пухма пултарнине çырса хăварнисем пур. Тĕлĕнмелле те, çав пурлăха 1597 çулта Мускава пуçласа илсе кайнă. Минераллă чул тăпра шыракан Г.И.Черепанов 1745 çулта юхан шыв тĕпĕнчен тапса тăракан нефть çăл куçĕ тупать. Каярах ытти пуянсем çак ĕçе малалла аталантараççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче çĕр кăмрăкĕ нумай пуррине тупса палăртаççĕ.

Коми Республики вăрмантан пуян. Рес-публика лаптăкĕн çитмĕл проценчĕ çинче вăрман çитĕнет. Шурлăх та чылай. Воркута, Инта, Усинск Çурçĕр хĕрринчи районсене кĕрекен хуласем шутланаççĕ. «Пирĕн рес-публикăра миçе кÿлĕ пулнине пĕлетĕр-и?» – ыйтрĕ çул çÿревçĕсенчен экскурсовод. Автобусра ларса пыракансем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те татăклă хурав параймарĕç. «Çитмĕл сакăр пин кÿлĕ пур пирĕн», – терĕ вăл. Вăт ку тĕлĕнтермĕш. Тĕлĕнтермĕш вара татах та чылай. «Раççейĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ» ята илме тивĕçнисем: «Богатырь-Щелье» чул ту – геологи палăкĕ, Маньпупунер ту хырçи. Кунта манссем хăйсен авалхи йăли-йĕркине туса ирттереççĕ. Тата ыттисене те палăртрĕ гид.

Ÿсен-тăран тĕнчи те хăйне май интереслĕ. Тундрăсенче пĕчĕк йывăçсем, мăк кăна çитĕ-нет. Шурлăхсене типĕтнĕ вырăнсенче пахча çимĕç, çĕр улми, курăк çитĕнтереççĕ. Торф кăларма усă кураççĕ.

Чĕр чунсенчен ку тăрăхра вăрман патши пăши хуçаланать. Унсăр пуçне çурçĕр пăланĕ, Европа хир качаки, пакша, кăш, ондатра тĕл пулаççĕ.

«Пирĕн тăрăхри халăхсен сăмахлăхĕ пуян. Юмахсемпе халапсем, юрă, такмак анлă сарăлнă. Чи юратнă жанрсенчен пĕри – юмах, – сăмаха малалла тăсрĕ экскурсовод. – Вĕсем ытларах чухне чĕр чун пурнăçĕ- пе çыхăннă. Тĕп сăнарсенчен пĕри – Федор Кирон. Вăл çиçĕмпе, аслатипе кĕрешекен сăнар. Раççей çĕрне кăна мар, çак тăрăхра вăрмана саккунсăр касакансемпе кĕрешекен те шутланать. Вăл вăрмантах пурăнать, çак вырăнсене юратать. Тĕрлĕ тăрăхра пурăнаканăн хăйĕн юмахĕсенче тĕп сăнар пур. Çынсем вĕсемпе мухтанаççĕ, геройсен паттăрлăхĕпе савăнаççĕ».

Çулçÿревçĕсене экскурсовод коми литературин никĕслевçи И.А.Куратов пирки те интереслĕ каларĕ. Поэт коми чĕлхине Пушкин, Лермонтов, Кольцов, Крылов произведенийĕсене те куçарнă. Хĕвеланăç Европа поэчĕсен ĕçĕсене те вулакан патне çитерме тăрăшнă. Паян та вăл куçарнă Гейне, Беранже, Шиллер ĕçĕсене Комире юратса вулаççĕ. Г.С.Лыткин чĕлхеçĕ коми чĕлхин грамматикипе словарьне туса хатĕр-ленĕ. Юптарусене чи малтан çыраканĕ тата опереттăсен либреттине хатĕрлекенĕ М.Н.Лебедев пулнă. Унăн пĕрремĕш оперетти – «Мича ныв» («Хитре хĕр»). Наци драматургине 1919 çулта В.А.Савин пуçарса янă. Вăл «Шонди пети гон дзоридз косьмис» («Хĕвел тухнă чух шаннă чечек») пьеса çырнă. Республикăн хăйĕн театр пур. Куракансем юратса та хаваспах çÿреççĕ хăйсен тăван театрне. 1939 çулта йĕркеленнĕ юрăпа ташă ансамблĕ паян та куракансене савăнтарать, зал тулли халăх пухать...

Автобусра ларакан халăх шыв сыпнă пек итлесе пычĕ. Ыйтусем те пачĕç. Экскурсовод кĕтмен çĕртен Темтепĕлейкина: «Эсир хăш тăрăхран килнĕ пирĕн пата? Санăн чи юратнă апат мĕн-ши вăл?» – тесе ыйтрĕ. Ниçта та çухалса кайман арçын ача мăнаçлăн кăна: «Эпĕ Чăваш Республикинчен! Хуран кукли – чăвашсен чи юратнă апачĕ», – тесе хуравларĕ. «Маттур! Апла пулсан санра пуласлăх пурах. Эсĕ тăван халăхăн кухнине те пĕлетĕн... Маттур!» – ырларĕ ăна гид. Çул çÿревçĕсене кунти халăхăн апат-çимĕçĕн ячĕсене те палăртрĕ. Ыроша кушман (кваспа хутăштарнă йÿçĕ кăшман), шома капуста (йÿçĕтнĕ купăста), кома шыд (йÿçĕ яшка), пражитом чери (комилле хатĕрленĕ пулă), пражитом коряй (çĕр улмипе пăшăхлантарнă пăлан какайĕ), йола кукань яй (сĕт ăшĕнчи пăру какайĕ)... Наци апат-çимĕçне хулари апатлану çурчĕсенче тутанса пăхма та сĕнчĕ. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр.

Коми – Çурçĕрти пуян та илемлĕ кĕтес-сенчен пĕри. Авалхи Урал тăвĕсем, сăртлă тундрăсем, вĕçсĕр-хĕрсĕр вăрман, тăрă шывсемпе кÿлĕсем, çĕр айĕнчи пуянлăх, илемлĕ ялсемпе хуласем кама кăна илĕртмĕç! Кунта ĕçчен те кăмăллă халăх пурăнать. Вĕсем мĕн сĕм авалтан юлнă ăс-хакăла çамрăк ăрăва параççĕ, йăла-йĕркене пăхăнса пурăнаççĕ.

«Тантăш» хаçатăн хаклă вулаканĕсем! Эпир сире паян хамăрăн кĕске те интереслĕ çулçÿревпе паллаштартăмăр. Килĕшрĕ-и вăл сире? Шухăшăра пĕлесчĕ. Кĕçех Мордва Республикине çитĕпĕр. Ăнăçу пурне те!

ШУРСУХАЛ, ТЕМТЕПĔЛЕЙКИНПА ТĂРĂШАР.

Шупашкар – Сыктывкар.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.