Аппетита чакарма

10 Янв, 2014
  • Апат çийиччен шыв ĕçмелле. Апатланиччен 20-30 минут маларах хырăма тултарма пĕрер стакан шыв, сĕткен е чей ĕçмелле. Кун пек чухне сахалтарах çиетĕн. Апачĕ те лайăхрах ирĕлет.
  • Пăрăçлă та тăварлă çимĕç çиесрен асăрханмалла. Техĕмлĕх кĕртекен çимĕçсем хырăмлăх сĕткенне кăларма, апла пулсан аппетита ÿстерме пултараççĕ.
  • Сĕтел çинче яланах улма-çырла пултăр. Питĕ çиес килнĕ чухне хăвăра асаплантарма кирлĕ мар, пĕрер пан улми, апельсин, груша, абрикос, е виноград çимелле. Улма-çырлана тăтăшах чăмласан та самăрăлмастăр.
  • Кĕвелĕк, турăх е йогурт ĕçмелле. Йÿçĕ сĕт продукчĕ хырăмлăха тултарнипе пĕрлех тутă тытма та пулăшĕ.
  • Час-часах, анчах сахалшар çимелле. Çак йĕркене пăхăнсан яланах тутă пулатăр, организм вара хăйне кирлинчен те сахалрах калори илет.
  • Апатланиччен маларах пĕр татăк йÿçĕ шăккăлат çимелле. 2-3 татăк шăккăлат çини тем пек хытă çиес килнине те ирттерĕ. Анчах ăна тÿрех хыпса яма ан васкăр, киленсе ĕмнине нимĕн те çитмĕ. Ун пек чухне пылак çини, калори çителĕклĕ пулни тÿрех пуç мимине çитет.
  • Кофе вырăнне чей ĕçĕр. Кофе аппетита ÿстерет. Чей вара хырăмлăха тултарма пулăшать, апат валли вырăн сахал юлĕ. Сăмах май, чей çине лимон касăкĕпе çур чей кашăкĕ пыл хушсан хырăм выççи пĕр-ик сехетлĕхе манăçĕ.
  • Пахча çимĕç салатне пăрçа е фасоль хушмалла. Кăнтăрлахи апата пăрçа е фасоль хушнă салатран пуçласан ыттине çурри таран çинипех тăранатăр.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.