Тантăш 24 (4945) № 10.07.2025

10 Июл, 2025

«Çывăх çыннăм çывăрман та иккен»

«Вăрçă ачисем — Çĕнтерӳ ачисем» социаллă проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Патăрьел округĕнчи Пăлапуç Пашьел шкулĕ Ишлĕ Шетмĕ ялĕн библиотекипе пĕрле ку тăрăхра пурăнакан Зинаида Григорьева ветеранпа тĕлпулу ирттернĕ.

Зинаида Харитоновна — вăрçă ачи. Паллах, çулĕсем те пур, вăл 90 çула çывхарса пырать. Пурнăçра хура-шурне нумай курнă кинемей. Зинаида Григорьевăн ашшĕ те, унăн шăллĕпе пиччĕшĕ те 1941 çулта вăрçă хирне тухса кайнă. Амăшĕ пилĕк ачапа тата çут тĕнчене килме ĕлкĕреймен хырăмри пепкепе тăрса юлнă. Зинаида ун чухне пилĕк çулта кăна пулнă. Ашшĕне лайăх астумасть те вăл. «Аннене çĕвĕ машини пулăшрĕ. Унсăрăн пире çитĕнтерме йывăр пулатчĕ. Çав машина халĕ те упранать, унпа эпĕ те нумай çĕленĕ. Курăкне те çирĕмĕр, нушине пайтах куртăмăр. Тетрадь те, кĕнеке те пулман пирĕн. Çапах çичĕ класс вĕрентĕмĕр», — хăйĕн ачалăхне аса илсе куççульленчĕ Зинаида Харитоновна. Вăл шкул çумĕнчи «Радуга» лагере çӳрекенсене шăпах хăйĕн вăрçă вăхăтĕнчи ачалăхĕ, вĕренӳ çулĕсем тата тылри пурнăçĕ пирки каласа кăтартнă. «Паттăрлăх урокне мана çуркунне те чĕннĕччĕ, ун чухне шкула çитеймерĕм. Хальхинче ачасемпе тĕлпулăва хаваспах кайрăм. Çамрăк ăрăвăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки пĕлмеллех, ун пирки шкулта та лайăх вĕрентмелле. Эпир, пĕчĕкскерсем, Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тӳпе хывайман пулин те, 7-8 çулсенче ахаль ларман. Хире çумлама çӳренĕ, алса-чăлха çыхнă… Анне вăрçă вăхăтĕнче калама çук йывăр пулнăран килти чылай япалана сутрĕ, анчах та çĕвĕ машинине упраса хăварчĕ. Çĕрле вăранаканччĕ те — анне çĕлет. <...>

Лена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Тăван çĕршыва юратма хистеççĕ

Çĕртмен 22-мĕшĕ — Асăнупа хурлану кунĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи совет çыннисен кашнин алăкĕнчен пырса шакканă. Çак куна манăçа кăларма çук. 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче нацистла Германи СССРа тапăннине çамрăк ăрăвăн та асра тытмаллах. Çавна май Шупашкарти Çĕнтерӳ паркĕнче «Наследие» издательство çурчĕ тата хула администрацийĕ пулăшнипе «Достояние Республики» общество ор- ганизацийĕ тăваттăмĕш çул паттăрлăх урокĕсем ирттерет.

Çĕртмен 22-мĕшĕнче Çар Мухтавĕн монуменчĕ умне шкул ачисем, кадетсем, педагогсем, общество деятелĕсем тата çапăçусен ветеранĕсем пухăнчĕç. Раççей Геройĕ Николай Гаврилов, ятарлă подразделенисен тата общество деятелĕсен ветеранĕсем сăмах илчĕç. Николай Федорович Асăнупа хурлану кунĕнче ачасем нумай пулнине шута илсе патриотлăх ыйтăвне уйрăмах тимлерĕ. Генераллейтенант паянхи ятарлă çар операцийĕнчи çĕршывăн сăваплă тивĕçне палăртрĕ, хăйĕн ачалăхне, çарти вăхăтне аса илчĕ, хальхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ. Уншăн пĕчĕк чухне Василий Чапаев начдив, Андриян Николаев космонавт тĕслĕх пулнă. «Çар çынна пур енлĕн тĕрĕслет. Кирек мĕнле ларутăрура та чыса çухатмалла мар. Çакă чи пĕлтерĕшли. Чăвашсем ĕмĕрех çарта хăюлăхпа палăрнă, кăткăс самантсенче паттăрлăх кăтартнă. Тата вĕсем шанчăклă, йывăрлăхра пăрахманнипе уйрăлса, палăрса тăраççĕ», — терĕ РФ тава тивĕçлĕ летчикĕ. Николай Федорович тĕлпулура ачасен асĕнче юлмалли нумай ăслă шухăш каларĕ, вĕсем çинче чарăначарăна тăчĕ. Пурнăçра чи малтан чăн-чăн çын пулма чĕнсе каларĕ. Шăплăх минучĕ, Сӳнми çу¬лăм умне чечексем хуни, Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсемпе курса калаçни — йăлана кĕни кăна мар, астăвăма упраса хăвармаллин пĕр пысăк пайĕ. Çĕнтерӳ паркĕ тăрăх экскурси те иртрĕ. Мероприяти хыççăн хастарсене мороженăйпа хăналарĕç. Паттăрлăх урокне Шупашкарти Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ 22-мĕш шкул, Канаш округĕнчи Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕ, Комсомольски округĕнчи 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсем, Комсомольски округĕнчи Хирти Явăш шкулĕ, Шупашкарти 6-мĕш, 37-мĕш, 40-мĕш, 47-мĕш шкулсем, Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш шкул, Совет Союзĕн Геройĕ М.М. Кузнецов ячĕллĕ Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕ, Чăваш Республикин спорт аэробикин федерацийĕ хутшăнчĕç. Çак кун ачасен асĕнче яланлăха юлĕ. «Паттăрлăх урокĕсем пире вĕренӳре те пулăшса пыраççĕ, Тăван çĕршыва тата та вăйлăрах юратма хистеççĕ. Раççей Геройĕн Николай Гавриловăн сăмахĕсемпе килĕшетпĕр, пурнăçра чи малтан чăн-чăн çын пулмалла», — терĕç Канаш округĕнчи Янкăлч шкулĕн кадечĕсем. <...>

Лена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.