Çамрăксен хаçачĕ 21 (6572) № 19.06.2025

19 Июн, 2025

Спортшăн чăрмав çук

ЧĂВАШ ЕН ПĔРРЕМĔШ ХУТ КУÇ КУРМАННИСЕН ХУШШИНЧЕ САМБО ЕНĔПЕ РАÇÇЕЙ КУБОКНЕ ЙЫШĂНЧĔ. ĂМĂРТУ ШУПАШКАРТИ А.И.ТРОФИМОВ ЯЧĔЛЛĔ ОЛИМП РЕЗЕРВĔСЕН 10-МĔШ СПОРТ ШКУЛĔН БАЗИНЧЕ ИРТРĔ. ВĂЛ ÇĔРШЫВРИ 17 РЕГИОНТАН ЧИ ВĂЙЛĂ 80 СПОРТСМЕНА ПĔРЛЕШТЕРЧĔ.

«Çак ăмăртусене пуçласа йышăнма пирĕншĕн питĕ хисеплĕ тата яваплă. Чăваш Енре самбо вăй илсе пырать. Вăл — пирĕн культура пайĕ. Спорта аталантаратпăр, тренерсемпе спортсменсем валли условисем туса паратпăр. «Zа самбо!» тата «Самбо в школу» проектсем пулăшнипе арçын ачасемпе хĕрачасем çак спорт вăййине ытларах суйлаççĕ, дисциплинăна вĕренеççĕ. Кавир çинче çеç мар, пурнăçра та çитĕнӳсем тăваççĕ. Кун пек ăмăртусем спортăн адаптивлă тĕсĕсене çĕнĕ вăй параççĕ. Паллах, эпир пурин валли те пĕр тан майсем йĕркелетпĕр. Çавăнпа сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах çынсен спорт об±екчĕсемпе усă курма пултарассине тивĕçтермелле, çав шутра тренировкăсем ирттерме, ăсталăха туптама тата спортра çитĕнӳсем тума майсем туса памалла», — палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев, Чăваш Ен Пуçлăхĕ. <...>

Ульяна ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Тӳпере – дронсем. Кайăксем те ун чухлĕ вĕçмеççĕ…

— 2000-мĕш çулсенче çуралнă каччăсем хăçан та пулин вăрçа лекетпĕр тесе нихăшĕ те шухăшламан пулĕ. Эпĕ те çаплах. Анчах та урамра арçын ачасемпе вăрçă вăййисем выляса ӳсрĕмĕр. Йывăç хăмаран пăшалсем тунине те астăватăп-ха, — тет Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралса ӳснĕ Филипп Бельдеков.

Вăрçа лекетпĕр тесе шухăшламан пулсан та тăхлан вутĕнче Филипп тăваттăмĕш çул çӳрет. 2016 çулхине Тури Туçари вăтам шкулăн 9 класĕнчен вĕренсе тухнă каччă Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумне пĕлӳ илме кайнă. Вăл хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Вĕсен тăрăхĕнче нумайăшĕ севок сухан çитĕнтереççĕ, кишĕр туса илеççĕ. Вĕренсе тухсан ялти предпринимательсем пекех çĕр ĕçĕпе ĕçлес кăмăл пулнă унăн. Килтисем те унăн шухăшĕпе килĕшнĕ. Ара, çемьери пĕртен-пĕр ывăл яла юлсан çăмăлрах пулĕ тенĕ. Çапла 2020 çулхине техникум хыççăн каччă яла таврăннă, районти «Исток» хуçалăхра хăй мĕн вĕреннине çирĕплетнĕ. Çапах та салтака кайса килмесĕр хăйĕн ĕçне пуçарасшăн пулман вăл. Анчах нумай чухне эпир тăвас тенипе пулмасть çав. 2020 çулхи кĕркунне салтака илсе кайнă ăна. Шăпах салтакра чухне хăйĕн шухăшне улăштарнă та каччă. Виçĕ уйăхранах çарта юлма контракт çырнă. Мускав облаçĕнчи Кантемир ячĕллĕ 4-мĕш танк дивизине лекнĕ. Вăл радиоэлектроникăпа кĕрешекен чаçе лекнĕ. Çакă унăн ачаран пыракан ĕмĕтне улăштарма пулăшнă та. Ятарлă çар операцийĕ пуçланас умĕн унăн чаçне Воронежа куçарнă. Пĕр уйăха яхăн вĕренӳре пулнă хыççăн вĕсене Украина чиккине илсе кайнă. Шăпах çакăнта пĕрремĕш çапăçусене кĕтсе илнĕ те вĕсем. – Малтанах питех те хăрушăччĕ. Хальччен эпир кун пеккине киносенче кăна курнă-çке. Афганпа Чечен вăрçинче пулнисем калакаласа паратчĕç. Анчах пурпĕрех ăна хамăр куçпа курман. Кунта кашни кун çапăçу тактики улшăнса пырать. Тăшман вăйсăр тесе шухăшламалла мар. Темиçе патшалăх пĕр чарăнми пулăшса пыракан çĕршыв ăçтан вăйсăр пултăр? Эпĕ малтанхи кунран пуçласах радиоэлектроникăпа кĕрешекен чаçре службăра тăратăп. Малтанхи вăхăтра механик-водительте те ĕçленĕ. 2022 çулхи нарăс вĕçĕнче пирĕн чаçе Украина çĕрне илсе кĕчĕç. Эпир артиллеристсене пулăшса пыраттăмăр. Çыхăну пулман, мĕншĕн тесен вĕсене ятарласа чаратчĕç. Кирлĕ вăхăтра хамăрăннисем калаçнине çеç мар, ют чĕлхепе пупленине те итлеме пулатчĕ. Пирĕн хушăра Харьковра çуралса ӳснĕ, халĕ Раççей енче çапăçакан салтак пурччĕ. Вăл украинсем калаçнине йăлтах ăнланатчĕ. Пĕррехинче çакскер станци /эпир хамăрăн аппаратурăсене çапла калатпăр/ умĕнче ларать. «Ачасем, украинсем пирĕн координатсене параççĕ. Часах артиллери ĕçлеме тытăнать», — терĕ çакскер. Эпир çийĕнчех командира пĕлтертĕмĕр. Çав вăхăтрах пуçтарăнтăмăр та урăх çĕре тухса кайрăмăр. Тĕрĕс мар кайнă иккен. Каялла таврăннă чух пăхатпăр та – пирĕн вырăнтан нимĕн те юлман, вăрман та çунать. Çапла ăнсăртран илтнĕ пĕр сăмах та нумай çын пурнăçне çăлса хăварма пултарать. Халĕ дронсен вăрçи пулнине пурте çирĕплетеççĕ. Тӳпере кайăксем те ун чухлĕ курăнмаççĕ. Кашни кун вĕçекен «кайăксене» таçтанах уйăрса илме хăнăхса çитнĕ. Малтанхи вăхăтри дронсемпе паянхисен хушшинче питĕ пысăк уйрăмлăх. Вĕсене тăшмансем çĕнетсех тăраççĕ. Эпир, паллах, ăнланатпăр, Украина вĕсене ют çĕршыв пулăшмасăр тăваймасть. Хамăр хушăра та ку енĕпе ĕçлекен çав тери маттур ăстасем пур. Пирĕн чаçре ытларах çав енĕпе ĕçленĕрен çакна çирĕппĕнех калама пулать — виçĕ çулта ку енĕпе пысăк çитĕнӳ тунă. Чаçре ятарлă операцин малтанхи кунĕнчен тенĕ пекех тивĕçлĕ канăва тухнă подполковник службăра тăрать. Вăл мĕн тĕрлĕ улшăну кăна кĕртмерĕ пулĕ ку енĕпе. Пайсенчен пухса вĕçекен «кайăк» ăсталать, кашнине çĕнетет. Енчен те задание унпа пĕрле кайсан пурте шанчăклă, пурте йĕркеллĕ пулать. Тăшманăн нимĕнле «кайăкĕ» те пире шыраса тупаймасть. Çăмăл мар кунта. Анчах та никам та, нихçан та нăйкăшнине курман. Малта яланах ним пĕлменлĕх, кĕтменлĕх. Вăхăтвăхăт штурм ушкăнĕпе малти линие те каятпăр. Унта вара икĕ эрнерен пуçласа çур çул таранччен тăни те пулнă. Пысăк çапăçусем хыççăн полкри салтаксем чылай чакаççĕ. Вĕсем е аманаççĕ, е вилеççĕ. Çапăçу пурпĕрех чарăнмасть-çке. Чи кирли – ĕçмелли. Шыв çуккипе çири тарлă кĕпене те хывса пăрса ĕçме хатĕр пулатăн... Пĕррехинче тăватă кун пĕр чарăнми малалла кайрăмăр. Ун пек чухне кун шутне те, вăхăта та манса каятăн. Çавăн чухне чи кирли – ĕçмелли. Шыв çуккипе çири тарлă кĕпене те хывса пăрса ĕçме хатĕр пулатăн вĕт. Çапла çавăн пек малалла кайса çапăçăва кĕнĕ хыççăн пĕр вăрмана çитсе тухса машинăсене вырнаçтартăмăр. Эпир вĕсене юнашар лартмастпăр. Ман юлташ калать: «Мана темĕскер ман машина ларакан вырăн килĕшмест. Урăх çĕре куçарса лартам-ха», — тет. Çапла машинине урăх вырăна куçарса çеç лартрĕ – техника малтан ларнă вырăна снаряд вĕçсе те çитрĕ, тем пысăкăш шăтăк пулса юлчĕ. Эпир ытларах пехотăна штурм вăхăтĕнче дронсенчен пулăшса пыратпăр. Сватово патĕнче пĕрремĕш штурма кĕтĕмĕр. Пирĕн пĕр çухату та пулмарĕ, украинсен 5 салтакĕ парăнчĕ, пирĕн енне каçрĕ, ыттисем тарчĕç. Кăштах канса илнĕ хыççăн каллех задание кайрăмăр. 7-8 çухрăма çуран утса кĕмелле пулчĕ. Салтак тумĕ миçе килограмм тайнине пурте пĕлетĕр пулĕ. Çав тумпах çапăçăва кĕрес пулсан тата! Çавăнти пек хăрушă çапăçу эпĕ урăх курман та. Кунта вара сывлăшран та, çĕр çинчен те, пирĕн енчен те, тăшман енчен те хăрушă тытăçусем пулчĕç. Полкран питĕ сахаллăн каялла тухрĕç. Нумайăшĕ аманчĕ. Çавăн чухне снаряд ванчăкĕ мана та ураран лекрĕ. Аманнă хыççăн икĕ талăк çапăçу хирĕнчен тухаймасăр выртрăмăр. Хаяр çапăçусем пыракан вырăнтан тухма та май çук. Хамăр çыхкаласа янă суран шыçса кайрĕ. Командира та йывăр амантрĕç. Икĕ талăкран çеç аманнисене хирти госпитале илсе çитерме пултарчĕç. Унта сурана тирпейлесе янă хыççăн Белгорода куçарчĕç. Çав пĕр пĕчĕк ванчăк мана самаях нушалантарчĕ. Белгородри госпитальте сипленсен çеç каялла хамăрăн чаçе таврăнма пултартăм, — тет Филипп. Филипп Бельдековпа, вăрçăра «Шаман» позывнойпа çӳрекенскерпе, яла отпуска килсен курса калаçма пултартăм. Шăпах унăн çемйинче «çĕнĕ кайăк» хушăннă. Филипп кăçал хĕлле отпуска килсен çемье çавăрчĕ. Тепре канма килнĕ салтака мăшăрĕ Диана пĕчĕк тĕпренчĕкĕпе кĕтсе илчĕ. Чăн таса Виç ипостаçлă Турра асăннă кун вĕсем ачана тĕне кĕртсе ĕмĕр пăхса усракан ангелне тупса пачĕç. «Пирĕштисем пире пăхса, упраса тăмасан питех те йывăр пулĕччĕ. Салтаксене — уйрăмах. Çавăнпа священниксем час-часах пырса çӳреççĕ. Хальччен православи тĕнне йышăнман салтаксене тĕне те, пая та кĕртеççĕ. Мана хама пĕчĕккĕллех тĕне кĕртнĕ. Асатте ячĕпе Филипп ят панă. Манăн асатте Филипп Илларионович Бельдеков та вăрçăра пулнă. 1941 çулта тухса кайнă та 1945 çулхине таврăннă. Ахаль салтак пулсан та вăрçă нушине çителĕклех курнă асатте. 1942 çулхине йывăр çапăçусенче вăл вилни çинчен çемьене хут та килнĕ. Ăна Смоленск облаçĕнчи Пушкари ялĕ патĕнчи тăванла масарта пытарни çинчен пĕлтернĕ. Анчах та хушаматне Бельдяков тесе çырнă. Çуралнă çулĕсемпе вырăнне Чăваш АССРне кăтартнă. Хушаматĕнче сас палли улшăннипе килтисем иккĕленсе те пăхнă. Тăван çынни ыррăн-сыввăн вăрçăран таврăнасса пурпĕрех шанма пăрахман. Виçĕ хĕр те икĕ ывăл ашшĕ таврăнасса куç пек кĕтнĕ. Асатте çав çапăçура чĕрĕ юлнă. Вăл йывăр аманса госпитале лекнĕ. Тăватă уйăх сипленсе каялла чаçне таврăннă. 1945 çулхине вăрçă пĕтсен килне çитнĕ. Фуфайка тăхăннă асатте ним систермесĕр килсе кĕрсен пурте чĕлхесĕр пулса ларнине ачисем ялан аса илетчĕç. Вилнĕ çын чĕрĕлсе тăнăнах туйăннă пулĕ вĕсене. Асатте 1965 çулччен пурăннă. Тата пурăнатчĕ пулĕ те, анчах ял çыннипе тавлашса кайсан лешĕ ăна вилмеллех амантнă. Çапла 56 çултах çĕре кĕнĕ вăл. Асатте çамрăкранах колхозра конюх пулнă, вăрçăран таврăнсан та хăйĕн юратнă ĕçне пăрахман, мĕн виличченех лашасемпе ĕçленĕ. Тăвансем аса илсен ун пирки лаша чĕлхине те ăнланатчĕ теççĕ. Асатте вилсен те пирĕн çемьере нумай çул лаша усрарĕç. Асаттепе пĕртăвансем те, мăн кукаçи те, унпа пĕртăвансем те пирĕн пурте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Вĕсене асăнса кашни çул вилĕмсĕр полкра аппасемпе вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене йăтса тухаттăмăр. Мĕн тери мăнаçланман-ши эпир вĕсемпе! Пирĕн ĕмĕрте синкер пулмастех пулĕ теттĕмĕр. Анчах авă епле пулса тухрĕ», — калаçăва тăсать Филипп. Ятарлă çар операцине хутшăнакан миçе салтакпа курса калаçман-ши эпĕ! Пĕри те хăйсен паттăр ĕçĕсемпе мухтаннине илтмен. Филипп кăкăрĕ çинче те «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», Жуков, «Ятарлă çар операцине хутшăннăшăн», ытти ведомство медалĕсем. Çитес вăхăтра Георгий хĕресне параççĕ иккен ăна. «Манăн тивĕç кăна мар кунта, ушкăнри юлташсен те», — терĕ салтак сăпайлăн. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Чи йывăрри — юлташпа хире-хирĕç тăрса кĕрешесси»

Елчĕк округĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Женя Абрамов ачаранах спортпа туслă. Ирĕклĕ кĕрешӳпе вăл 2-мĕш класра туслашнă. Росгвардире ĕçлекенскер ăмăртусенче пĕрре кăна мар така выляса илнĕ.

Çемйипех туслă

Малтанах Женя, 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне, пиччĕшĕсем ирĕклĕ кĕрешĕве мĕнле хатĕрленнине сăнанă. Унтан хавхаланса кайсан хăй те пĕрле çӳреме кăмăл тунă. — Тетесем шкул вăхăтĕнче кăна кĕрешнĕ. Эпĕ вĕренсе тухсассăн та малалла ăмăртусене хутшăнтăм. Спорта мана кукаçи Федор Никандрович илсе килнĕ тесен те йăнăш пулмасть. Вăл мăнукĕсен кашни ăмăртăвне çӳреме тăрăшатчĕ, пирĕн çитĕнӳсемпе савăнатчĕ. Çĕнтерсен кукаçи патне чупса пыраттăмччĕ те вăл мана хăй çумне чăмăртаса пуçран шăлатчĕ, ыталаса чуптăватчĕ. Кукаçипе кукамайăн 13 мăнук, вĕсенчен 2-шĕ кăна хĕр. Арçын ачасенчен тăххăрăшĕ ирĕклĕ кĕрешӳпе кăсăкланаççĕ. Хăй вăхăтĕнче кукаçи те ял праç- никĕсенче кĕрешӳпе ăмăртусене хутшăннă. Унăн ывăлĕсем те ку спорта юратнă, — пуçларĕ калаçăва спортсмен. Владимирпа Маргарита Абрамовсем 3 ачана кун çути парнеленĕ. Женя — ывăлсенчен чи кĕçĕнни. Асли Саша ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлет. Коля çул-йĕр патшалăх инспекцийĕнче вăй хурать. Спортри пĕрремĕш утăмсем Спортра çитĕнӳсем тума Женьăна Сергей Александров тренер хавхалантарса пырать. Вăл спортсмена ăсталăха вĕрентет, ăмăртусене хатĕрлет. — Хамăр ялта СССР пĕрлештернĕ командин членĕ Владимир Филимонов спорт мастерĕ ячĕпе турнир иртнĕччĕ. Ун чухне 3-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Хампа пĕрле тренировкăсене çӳренĕ иккĕмĕш сыпăкри тетепе, çавăн пекех хамăр ялти Геннадий Кукурузовпа хире-хирĕç тупăшрăм. Вĕсем манран 2 çул аслă, эпир пĕр виçе категорийĕнче кĕрешрĕмĕр. Генăна тренировкăсенче яланах çĕнтереттĕмччĕ, анчах темшĕн ăмăртусенче выляса яраттăмччĕ. Кун хыççăн 3-мĕш вырăн кăна мар, 1-мĕшпе 2-мĕш картлашкасене те парăнтарма кăмăл çуралчĕ. Çапла Елчĕк тăрăхĕнчи ытти ăмăртăва хутшăнма тытăнтăм, — спортри пĕрремĕш утăмсене аса илчĕ Женя. 11 класс хыççăн Женя Сĕнтĕрвăрринчи технологи техникумĕнче автомеханик специальноçне алла илнĕ. Унта çулталăк вĕреннĕ хыççăн салтак тумне тăхăннă. Çар тивĕçне вăл тетĕшĕпе Кольăпа пĕр вăхăтра пурнăçланă. — Коля Мускавра, эпĕ Чĕмпĕрте çыхăну çарĕсенче служба ирттертĕм. Çур çултан пирĕн чаçе Мускав облаçĕнчи Чехов хулине куçарчĕç. Дембель вăхăчĕ çитсе пычĕ. Коля манран пĕр кун маларах салтак аттине хыврĕ. Тепĕр кунхине мана чаç умĕнче кĕтсе илчĕ. Мускав курса çӳрерĕмĕр, унтан пуйăса ларса тăван киле килтĕмĕр. Каннă хыççăн пĕр вăхăт Хусанта стройкăра вăй хутăм. Каярах иккĕмĕш сыпăкри тете сĕннипе Росгвардие ĕçлеме килтĕм. Халĕ кунта 2 çул тăрăшатăп. Ĕç спорта чăрмав кӳмест. Эпĕ пĕр талăк йĕркелĕх хуралĕнче те 2 е 3 кун канатăп. Командирсем спортпа юлташлă пулнине ăнланаççĕ. Ăмăртăва хутшăнмалла чухне графика улăштарма май параççĕ, — савăнăçлăн калаçрĕ Женя. Йĕрке пăсакан йĕрĕ çине ӳкнĕ Раççей гвардийĕнче тăрăшакансен ĕç кунĕсем пĕр евĕрлĕ мар, яланах мĕнпе те пулин уйрăлса тăраççĕ. Анчах ĕçĕ питĕ те яваплă. Ку тытăмра вăй хуракансем йĕркелĕхе, общество хăрушсăрлăхне тивĕçтерсе тăраççĕ, терроризмпа тата экстремизмпа кĕрешеççĕ, хĕç-пăшал çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунсене пурнăçланине тĕрĕслеççĕ, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ об±ектсене сыхлаççĕ. — Лавккара, кафере, сигнализаци лартнă хваттерсенче хăрушлăх кнопки янăраса кайсан 3-4 минутранах çитсе тăратпăр. Вырăнта йĕрке пăсакансене тытса чаратпăр та унтан полици уйрăмне илсе килетпĕр. Пĕррехинче хамăр ĕçсене туса пĕтерсен киле кайма тухрăмăр. «Шупашкар» универмаг патне çитсен светофор умĕнче пирĕнпе пĕр машина танлашрĕ. Симĕс çутă çутăлсан хайхискер пире хĕссе сулахаялла пăрăнса малалла вĕçтерчĕ. Водитель хăйне ытла сĕмсĕр тытнине курсан ăна чарма шухăшларăмăр. Мигалкăна çутрăмăр та ун хыççăн хăвалама тытăнтăмăр. Умра светофор çинче хĕрлĕ çутă çутăлчĕ, машина чарăнса тăчĕ. Йĕрке пăсакан патне çумне пырса тăрсан унпа калаçма хăтлантăмăр. Водитель пире итлемерĕ, газ педальне пусрĕ те малалла вирхĕнчĕ. ПАИне машинăн маркине, номерĕсене, эпир ăçта пынине шăнкăравласа пĕлтертĕмĕр. Хамăр унăн йĕрĕ çине ӳкрĕмĕр. Пирĕнтен тарас тесе хайхискер çулăн хирĕç килекен пайĕ çине тухса малта пыракан машинăран иртсе кайрĕ, унтан картишелле пăрăнса кĕрсе çухалчĕ. Эпир — ун хыççăн. Чарăнсан машинăн хыçалти ларкăчĕнчен 3 çын тухса чупрĕ. Водитель машинăна хупрĕ те ним пулман пек майĕпен утрĕ. Манпа пĕрле ларса пыракан юлташ ăна тытса чарма кайрĕ, эпĕ те ун хыççăнах машинăран тухрăм. Хампа пĕрле видеокамера илменнине аса илсен каялла таврăнтăм. Çаврăнса пăхатăп — арçын тарма тытăннă. Ун чухне хĕллеччĕ. Манăн юлташ Денис ваткăллă йĕмпе — чупаймасть. Ăна хăваласа çитрĕм, камерăна тыттартăм та арçынна хам тытса чарма чупрăм. Ман телее, çӳллĕ мар картаран такăнса ӳкрĕ хайхи. «Халех тытса чаратăп», — ун хыççăнах карта урлă сиксе каçрăм çеç — çул пăрлак пулнипе хам та шуса ӳкрĕм. Арçын çакăнпа усă курса манран тарма тытăнчĕ. Сиксе тăтăм та хыççăн чупрăм, хăваласа çитрĕм те куртка çухинчен ярса тытрăм. Вăл хăлаçланма тытăнчĕ, урипе юлташăн кăкăрĕ çинче çакăнса тăракан видеокамерăна тапса вирхĕнтерчĕ. Кĕрешӳ мелĕпе усă курса арçынна хам урлă ывăтса çĕр çине ӳкертĕм. Кăштахран ДПС машини килсе тăчĕ. Арçынна йĕрке хуралĕн базинче тĕрĕсленĕ хыççăн вăл наркотикпа усă курнăшăн айăпланни паллă пулчĕ, — ĕçри пĕр саманта куç умне кăларчĕ спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕскер. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Халăх пĕрлĕхĕ – юрă-ташăра

Чăваш чĕлхине килĕштерекен Марокко каччине тата тăван еншĕн тунсăхлакан Колумби хĕрне мĕн пĕрлештерет? Раççее юратни, Шупашкарта аслă пĕлӳ илни… Унсăр пуçне вĕсен пĕрле шăрантармалли испан юрри пур — ăна вĕсем Раççей кунĕ умĕн Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртнĕ «Туслăх асамачĕ» наци культурисен фестивалĕнче юрларĕç. Вĕсем çеç те мар, ытти халăх юррипе ташши те куракансене тыткăнларĕ.

Наци культурисен уявĕ кăçал 8-мĕш хутчен иртрĕ. Ăна Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентстви пулăшнипе «Патшалăх наци политикине пурнăçласси» патшалăх программипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» социаллă проектăн календарьне кĕртнĕ. Мероприятие Раççей кунне халаллани те ахальтен мар. Чăваш Енре 128 наци çынни килĕштерсе пурăнать, çĕршывĕпе илсен вара тата ытларах – 190 ытла. Эппин, эпир пурте — çĕршывăмăр мăнаçлăхĕ. Фестивале хутшăнакансемшĕн ку чăннипех те пысăк уяв пулса тăчĕ. Куракансен умне муниципалитет округĕсен, наципе культура ушкăнĕсен, Шупашкарта аслă пĕлӳ илекен ют çыршыв студенчĕсен пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа тухрĕç. Мероприятие пухăннисене культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский саламларĕ. «Тĕрлĕ халăх пĕр-пĕрин наци культурипе паллашни пире пуянлатать, ыттисене ăнланма пулăшать. Пирĕн нумай нациллĕ республикăра эпир тăван чĕлхепе мăнаçлăн калаçатпăр, наци тумне тăхăнатпăр, культура еткерлĕхне тата йăли-йĕркине тытса пыратпăр. Çакă пире пĕрлештерет те», — терĕ Георгий Леонидович. Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Токмаков палăртнă тăрăх, фестивалĕн гала-концертне чи лайăх коллективсем çеç хутшăннă, малтан вĕсем муниципалитет шайĕнче суйлав тухнă. «Пирĕн халăхсен туслăхне çирĕплетмелле. Çакна эпир шăпах культура урлă пурнăçа кĕртетпĕр», — терĕ Юрий Алексеевич. Фестиваль яланхиллех тĕрлĕ халăх юрă-ташă ăстисем вăйă картине тăнинчен пуçланчĕ. Чăваш та, вырăс та, тутар та, Кавказ халăхĕсем те, чикĕ леш енчен килнĕ çамрăксем те пулчĕç унта. Августа Уляндинăн юррипе тунă хусканусем кашни халăх çыннишĕн килĕшӳллĕ пулса тухрĕç. Çакнашкал фестивальсенче Муркаш округĕнчи Москакасси культура çурчĕн «Калинка» халăх ташшин тĕслĕхлĕ ансамбльне час-часах курма пулать. Унăн ертӳçисем амăшĕпе хĕрĕ — Ирина тата Мария Петровăсем. Çак ялта 1954 çулта клуб уçăлсан юрă-ташă ушкăнĕ чăмăртанма тытăннă. Паллах, унăн ертӳçисем те, йышĕ те улшăнсах тăнă. Анчах арканман вăл, авă паянхи кун та аталанать. Ансамбль тĕрлĕ региона çитсе чăваш юрри-ташшипе тĕлĕнтерет. Репертуарта — чăваш тата вырăс халăх ташшисем çеç мар. Пултаруллă ушкăн тутарла та, марилле те, даргинла та ташлать. «Туслăх асамачĕ» фестивале пухăннисем те маттурскерсене курса тĕлĕнчĕç, савăнчĕç. Шупашкарта пурăнакан Петр Николаев пултарулăх номерĕ хыççăн йĕпеннĕ куçне шăлкаласа çамрăк артистсем патне йăл кулăпа çитсе тăчĕ. «Чăнах та, сире курса мăнаçлантăм. Мĕнле ăста ташларăр вĕт-ха!» — терĕ вăл. Марокко тата Колумби çамрăкĕсем çинчен маларах асăнтăм ĕнтĕ. Эльмехди Мулим тата Корредор Риаскос Николле И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренеççĕ. Колумби хĕрĕ Николле малтанах Тюмень хулинчи аслă шкулта виçĕ çул ăс пухнă. Çулталăк каялла ăна направленипе Шупашкара янă. Халĕ Николле медицина факультетĕнче вĕренет. Ăшă кулăллă пике Чăваш Енре пурăнма питĕ килĕшнине пĕлтерчĕ. «Кунта илемлĕ вырăн нумай, çыннисем çав тери ырă. Шупашкар — лăпкă хула», — терĕ вăл. Çапах та тăван еншĕн тунсăхланине те пытармарĕ Николле. Ара, Колумби кунтан питĕ аякра-çке, кайса килме çăмăл мар. Çавăнпа çывăх çыннисемпе вăл видеоçыхăну урлă тăтăшах калаçать. Мулим Эльмехди Марокко хулинчен килнĕ. «Мана чăваш халăхĕн культури, йăли-йĕрки, чĕлхи килĕшет», — палăртрĕ вăл. Мĕн те пулин чăвашла калама ыйтсан вара: «Салам», — терĕ те йăл кулчĕ. Шупашкарта йĕркеленнĕ «Дети гор» ансамбле тĕрлĕ мероприятире час-часах курма пулать. Унăн ертӳçи Висраил Хаманаев ташăçăсенчен çирĕп ыйтать, çавăнпах пулĕ вĕсем лартакан кашни номер пăхса ытармалла мар. Пултарулăх ушкăнĕнче тĕпрен илсен — Шупашкарта пурăнакан Кавказ çамрăкĕсем. Пĕрисем кунта тĕпленме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, теприсем кунтах çуралнă, виççĕмĕшĕсем вара аслă шкула вĕренме килнĕ. Тăван çĕртен аякра чухне те халăх юрри-ташши пĕр тĕвве пуçтарма пултарни телей мар-и? Тамара Халатяншăн Чăваш Республики — çуралнă ен. Шупашкарта кун çути курнăскер тăван ене питĕ юратать. «Кунта çут çанталăк та лайăх, çынсем те кăмăллă», — терĕ вăл. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Ĕмĕрĕпех йытă хӳрине пĕтĕрсе çӳретĕн-им?» —

çапла каланă Мария Зверевăна амăшĕ кинолог ĕçне пăрахма ӳкĕтлесе

Мария Зверева — хăйĕн ĕçне чунпа парăннă çын. Специальноçĕпе вăл апат-çимĕç промышленноçĕн инженер-технологĕнче ĕçлеме пултарнă. Анчах шăпа ăна йытăсемпе çывăхланма пӳрнĕ. Паян вăл Чăваш Енри ШĔМĕн кинологи службин центрĕнче вăй хурать.

Пĕрремĕш йытă — Веста

Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă Мария Зверева ача чухне йытă çинчен ĕмĕтленнĕ. Анчах ашшĕ-амăшне вăл темле ӳкĕтлесен те килте ку чĕр чуна усрама май килмен. Йышлă çемье пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте пурăннă. «Ӳссен хăвна валли кирлĕ чухлĕ йытă усрама пултаратăн», — тенĕ амăшĕ Марийăна. Ĕмĕте вăхăтлăха манма тивнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Мария Хусанти химипе технологи университетне пĕлӳ илме кайнă. Анчах та Турă çырнипех пулса пынă. 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне хĕр тусĕ Марийăна кинолог службин ĕçченĕсемпе паллаштарнă. Ку шăпа палли пулнă-тăр. Çав кунранпа Мария университетри занятисем вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ, ун хыççăн тӳрех центра васканă. Кинологсем йытăсемпе тренировкăсем ирттернине карта тепĕр енчен сăнанă. Хăйĕн пурнăçне çак ĕçпе çыхăнтарма шухăшланăскер тата та вăйлăрах хавхаланса кайнă. Пĕррехинче центр дежурнăйĕ Марийăна çак чĕр чун килĕшнине пĕлсен шӳтлесе ертӳçĕрен хăй валли йытă ыйтма сĕннĕ. Хĕр çапла тунă та. Хайдар Мухаметгалиев опытлă кинолог çамрăкскере тӳрех хирĕçлеме васкаман, унăн çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ. «Пире çын виллине шыраса тупакан йытă кирлĕ, ĕçе пуçăнатăн-и?» — тесе ыйтнă оперативлă шырав чаçĕн ертӳçи. Çапла Мария Веста ятлă нимĕç овчаркипе ĕçлеме тытăннă. Вăл каç пуличченех кинологсемпе пĕрле тренировкăсем ирттернĕ. Стажер пек хăйĕн йыттипе чăн-чăн заданисене пĕр-икĕ хутчен те кайса килнĕ. Унтан общежитие чупнă: экзаменсемпе зачетсене хатĕрленнĕ. Университета хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерсен нумай пысăк предприяти ăна хăйсем патне чĕннĕ, анчах Мария ăна кинолог ĕçĕ çывăхрах пулнине ăнланнă. «Мĕн, ĕмĕрĕпех йытă хӳрине пĕтĕрсе çӳретĕн-им?» — çапла майпа амăшĕ унăн шухăшне улăштарма ӳкĕтлесе те пăхнă. Анчах Мария иккĕмĕш хутĕнче хăйĕн телейне вĕçертес темен. Каярахпа амăшĕ, хĕре хăйĕн ĕçĕ килĕшнине кура, кун тавра урăх калаçăва пуçарман. Марийăна йытăсемпе ĕçлеме опытлă кинологсем вĕрентсе пынă, хăй те тавра курăма аталантарма кĕнекесем вуланă. Диплом илнĕ тĕле Мария хăйĕн валли йытă вĕрентсе хатĕрленĕ. Ĕçленĕ вăхăтра ăна центрта Юта ятлă кокер-спаниель кĕтнĕ. Тăватă ураллă тусне Мария икĕ енпе — наркăмăш хатĕрĕсене тата çынна шыраса тупма — хатĕрленĕ. Професиллĕ кинолог пуличченех Мария унпа Тутарстанри республика ăмăртăвне хутшăнса пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Ун чухне Юта çулталăк та тултарман! Ку тепĕр паллă: Мария тĕрĕс çулпа пынă. Ăмăртусенче вăл шăпах Чăваш Енри кинологсемпе паллашнă. Вĕсем ăна Шупашкара ĕçлеме чĕннĕ. Тăван тăрăха таврăнсан Мария кинологсен службине вырнаçнă. Кунта 2000 çулта ĕçлеме килнĕскер карьера картлашкипе хăпарнă: кĕçĕн инспектор-кинологран служба организацийĕн аслă инспекторне \çитнĕ. Чулхулана пуçламăш хатĕрленӳ курсне тухма вăл икĕ служба йыттипе — Ютăпа тата Челсипе — пĕрле кайнă. Каялла виçĕ сертификатпа таврăннă. Наркотик шыраса тупнă Юта — виçĕ сас паллинчен пĕрлештернĕ йытă ячĕ. Вăл Марийăн иккĕмĕш йытти. Шанчăклă тусне çапла ят панин хăйĕн историйĕ те пур. — Пĕрремĕш сас палли — унăн хуçин ячĕ. Ютăна мана Хусанта Юрий ятлă кинолог парнелерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш сас паллисене йыттăн ашшĕпе амăшĕн Теддипе Арма ячĕсемпе панă, — пĕлтерчĕ полици капитанĕ. Пĕрре Юта питĕ ăста пытарса хунă наркотика шыраса тупнă. Полицейскисем чарнă автомашинăн багажникне тĕрĕслеме Марийăпа унăн пулăшуçине чĕнсе илнĕ. Саппас кустăрма айĕнче Юта тем пуррине сиссен хăйĕн хуçине паллă панă. Водитель йытă мĕн тупнине хăй ирĕкĕпе кăларса пама васкаман. Полицейскисем багажника тĕплĕн тĕрĕслесе тухнă хыççăн унта симĕс тĕслĕ порошоклă хутаçа асăрханă. Водитель ку япала наркотик мар, яшкана техĕмлĕ тутă кĕртмелли хутăш пулнине ĕнентерме тăнă. Анчах экспертсем каярахпа йытăн сăмси улталаманнине палăртнă. Тăватă ураллă туссем саккуна пăснă çынсен йĕрĕ çине ӳкнисĕр пуçне сирпĕнекен хатĕрсене, наркотик, çын виллисемпе юлашкисене те тупаççĕ. Йытăпа ĕçлекенĕн, паллах, пултаруллă пулмалла. Тăватă ураллă тусĕ итлетĕр, мĕн шаннине пурнăçлатăр тесен тĕрлĕ майпа усă курма тивет. Йытта йăпатма-илĕртме пĕлмелле, çав вăхăтрах унпа пĕр чĕлхе тупмалла. — Малтан шырамалли япалан шăршипе йытта паллаштаратпăр. Кун хыççăн чĕр чуна пире интереслентерекен япалана тупсан мĕнле паллă памаллине вĕрентетпĕр. Йытă çĕре чĕрнисемпе чавма пултарать е сасă парса систерет. Унтан япалана тĕрлĕ вырăна пытарса хурса шыраса тупма вĕрентетпĕр. Задание лайăх пурнăçласан тăватă ураллă туса тутлă çимĕçпе сăйлатпăр е теттепе хавхалантаратпăр, — ĕçри самантсемпе паллаштарчĕ полици капитанĕ. Кашни йыттăн хăйĕн кăмăлĕ Кашни йыттăн хăйĕн кăмăлĕ, темпераменчĕ. Çавна кура ĕçченсем хăш задание кама ярассине палăртаççĕ. Кашни йытта тĕрлĕ енпе хатĕрлеççĕ. Пĕрне взрывчатка, теприне наркотик, виççĕмĕшне çын виллисемпе юлашкисене тупассипе вĕрентеççĕ. — Взрывчатка шыранă чухне лăпкă йытăсене суйласа илме тăрăшатпăр. Ытлашши вăр-вар пулнипе, хыпаланнипе чĕр чун урипе е сăмсипе пралука хăрушлăх кăларакан ытти япалана перĕнчĕ пулсан вăл сирпĕнсе кайса чĕр чуна сиенлетме пултарать. Ку теветкеллĕ. Йытă взрывчаткăна е хĕ- ç-пăшала шăршăпа уйăрса илет. Унтан пĕр хускалмасăр çав вырăнта тăрать. Çапла майпа кинолог йытă интереслентерекен япалана шыраса тупнине палăртать, — малалла калаçрĕ полици капитанĕ. Кинолог пулас тесен малтанах йытăпа ĕçлес туртăм пулмаллине палăртать Мария. — Центра ĕçлеме вырнаçас тесен Шалти ĕçсен министерствин кадрсен пайне хăвăрăн кăмăл çинчен пĕлтермелле. Çын çак службăра вăй хума юрăхлă пулсан вĕренме яраççĕ. Кинологсене виçĕ вĕрентӳ заведенийĕнче хатĕрлеççĕ. Ку енпе Ростовра, Ĕпхӳре тата Егорьевскра филиалсем ĕçлеççĕ, — пĕлтерчĕ Мария Валерьевна. <...>

Юлия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.