Чăвашла верси
Русская версия
Тантăш 24 (4941) № 05.06.2025
Асамлă вăйă-кулă картинче
Ачалăх — чи çутă та хаваслă самантпа пуян вăхăт. Çак асамлă тапхăра аса илетĕн те, куç умне тӳрех унпа çыхăннă пĕр-пĕр интереслĕ пулăм тухса тăрать, чун тепĕр хутчен çак вăхăта таврăннăн туйăнать. Ачасем — пурнăç илемĕ. Вĕсем пире кашни кунпа савăнма, тĕрлĕ ырă ĕç тума хавхалантараççĕ, çунат хушса хаваслă кăмăл-туйăм парнелеççĕ. Шăпăрлансен савăнăçлă сăн-пичĕ, илемлĕ куллипе сасси тĕнчене тата хитререх тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕртмен 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна паллă тăваççĕ. Ăна халалласа пирĕн республикăра та тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.
«ЫРĂ ĔÇСЕНЧЕ ПĔРРЕМĔШ ПУЛĂР!»
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче кашни шкул вĕренекенĕн чи хаваслă вăхăчĕ — çуллахи каникул — пуçланчĕ. Ахăртнех, кашни ача çакна чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Виçĕ уйăха пыракан канăва вĕсем интереслĕ, савăнăçлă ирттерме тăрăшаççĕ: лагере каяççĕ, аслашшĕ-асламăшĕ е кукашшĕ-кукамăшĕ патне хăнана васкаççĕ, çемьепе çул çӳреве тухаççĕ тата ытти те. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун Шупашкарти «Дорисс паркра» чăн-чăн уяв кĕрлерĕ! «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» йĕркеленĕ ача-пăча тата çамрăксен фестивалĕ чылай ачана пĕр чăмăра пухрĕ. Çуллан пĕрремĕш кунĕнче ир-ирех урамра шăрăх, хĕвеллĕ çанталăк хуçаланчĕ. Мероприятире ачасемпе çамрăксем, шăпăрлансем валли вăхăта усăллă ирттерме лапамсем хатĕрленĕ. Уява пухăннисем хăйсене тĕрлĕ трекра тĕрĕслерĕç: ăс-тăн, ăсталăх, спорт, экологи, ыр кăмăллăх, лидер тата управçă. «Пĕрремĕшсем. Туслăх. Чăваш Ен» ятпа квест евĕр ирттернĕ вăйăра аслăраххисем те хастарлăх кăтартрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак фестивалĕн хăни пулчĕ. — «Пĕрремĕшсен юхăмĕнче» тăракан ачасем паян общество ĕçне хутшăнаç çĕ, хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ, çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсем пулса тăраççĕ. Малалла сирĕн çĕнĕ çитĕнӳсем! Ырă ĕçсенче пĕрремĕш пулăр! — çапла сунчĕ Олег Алексеевич ачасене уявпа саламланă май. ТĔП ДОКУМЕНТА АЛЛА ИЛЧĔÇ 14 çула çитсен кашни шкул ачи алла пĕрремĕш паспорт илет. Çакă уншăн чи хумхануллă самант. «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» йĕркеленĕ фестиваль республикăри шкулсенче ăс пухакан пилĕк хастаршăн та чылайлăха асра юлĕ. «Эпир — Раççей гражданинĕсем» проектпа килĕшӳллĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕсене савăнăçлă лару-тăрура пĕрремĕш паспорта пачĕ. Халĕ ачасем Раççей гражданинĕн ятне чи çӳллĕ шайра тытса пырĕç.
ТУСЛĂХ ВĂЙЙИ ПУРНЕ ТЕ ПĔРЛЕШТЕРЧĔ
Фестиваль тата тепĕр ырă пулăмпа пуянланчĕ. «Раççей ăмăрт кайăкĕсем» ушкăнпа сыв пуллашакан 350 ача «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» ретне кĕчĕç, асăнмалăх парнеллĕ пулчĕç. Аса илмелле: «Раççей ăмăрт кайăкĕсем» проект Чăваш Енре 2022 çултанпа пурнăçланать. Уява пуçтарăннисем «Туслăх вăййине» те тухрĕç. Вăл ачасемпе аслăраххисене, тĕрлĕ наци тата культура çыннисене пĕрлештерчĕ. Пĕрлĕхе тата туслăха палăртса пурте алла-аллăн тытăнса Татьяна Куртукова шăрантаракан «Матушка» юрăпа вăйă картинче савăнчĕç. <...>
Татьяна ФИЛИМОНОВА.
♦ ♦ ♦
«Нихăçан та манмăпăр»
Çу уйăхĕнче Муркаш округĕнчи Нискасси шкулĕнчи учительсем вĕренекен- семпе ятарласа Паттăрлăх урокĕ ирттернĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕлтерĕшлĕ саманчĕсене тата Шупашкар хули çĕнтерĕве пысăк тӳпе хывнине ха- лалланă.
Çак ылханлă вăрçă аякка-аякка тăрса юлать пулин те ăна пирĕн нихăçан та манма юрамасть. Вăл 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче пĕр кĕтмен çĕртен кашнин алăкĕнчен пырса шакканă. Совет çыннисем питĕ пысăк çухату тӳссе ирттернĕ. Чăваш Енре çуралса ӳснĕ 200 пин ытла çын вăрçă фрончĕсенче тăшмана хирĕç хастаррăн çапăçса Аслă Çĕнтерĕве çывхарма тӳ пе хывнă. Вĕсен шутĕнче — 66 Совет Союзĕн Геройĕ тата Мухтав орденĕн 11 тулли кавалерĕ. Шел те, 106 пине яхăн ентеш каялла таврăнайман — çапăçу хирĕнче пуç хунă тата сурансене пула госпитальсенче пурнăçран уйрăлнă. Пуриншĕн те усăллă, историрен пуян урока шкулĕпех хутшăннă. Кунта ачасем вăрçă вăхăтĕнче Шупашкарти предприятисем кунĕн-çĕрĕн ĕçлени, фронта кирлĕ хатĕрпе тивĕçтерсе тăни пирки пĕлнĕ. Эвакуаципе килнĕ халăха чи çывăх çынсем вырăнне хурса йышăнни пирки каласа кăтартнă шкулти учительсем. Йывăр условире ĕçлесе тыл ĕçченĕсем фронта епле пулăшу панине тĕплĕнрех пĕлнĕ. Тăван çĕршыва хӳтĕлеме хутшăннă çар çыннисемпе мирлĕ çынсен паттăрлăхĕ çинче чарăнса тăнă. Тăшмана çĕнтерме пысăк тӳпе хывнă Чăваш Ен çыннисем пирки пĕлнĕ ачасем. Çак истори вĕренекенсене хавхалантарнă, йывăрлăхри пĕрлĕх тата паттăрлăх епле пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланма пулăшнă. Урокра çавăн пекех 2021 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раç çей Президенчĕн йышăнăвĕпе Шупашкар «Ĕç мухтавĕн хули» хисеплĕ ята тивĕçни пирки те каласа кăтартнă. Шкул ачисем Чăваш Енре пурăнакансем Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклеме кăна мар, пĕтĕм тĕнчене хӳтĕлес ĕçе пысăк тӳпе хывнине те ăша хывнă. — Аслă Çĕнтерӳ кунĕ — халăхăн виçесĕр паттăрлăхĕпе хастарлăхне, пысăк хăюлăхĕпе çирĕп чун хавалне, Тăван çĕршыва хĕрӳллĕн юратнине, витĕмлĕн сăнарлакан çутăран та çутă уяв. Пирĕн ялтан та çак вăрçа чылаййăн тухса кайнă. Вĕсен паттăрлăхне нихăçан та манмăпăр. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче эпир парада тухатпăр, «Вилĕмсĕр полка» хутшăнатпăр. Пирĕн шкулта Паттăрлăх урокĕсем час-часах иртеççĕ, анчах та Çĕнтерӳ кунĕ умĕнхи уйрăмах асра юлĕ. Вăл хăйне евĕрччĕ, ун хыççăн пĕр класрисемпе киле хавхаланупа утрăмăр. Пирĕн чунра патриот туйăмĕ вăранчĕ. Хальлĕхе эпир пĕчĕкрех-ха, çапах та Тăван çĕршывшăн ырă та усăллă ĕç ытларах та ытларах тăвас килет, — çапла каларĕ 5-мĕш класс вĕренекенĕ, «Зарница», «Орленок» вăййисен хастарĕ Егор Дмитриев. <...>
Лена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Асра юлнă тĕлпулу
Чăваш Енри общество палатин пайташĕ, ятарлă çар операцине хутшăннă Руслан Валиуллин подполковник кăçал Патăрьел округĕнчи Тури Туçа шкулне çитнĕ. Çак тĕлпулу ачасен асĕнче чылайлăха юлĕ.
Асăннă шкулта ятарлă çар операцийĕнче пулнисене халалласа стенд уçнă. Кунта Руслан Равилович ятарласа килнĕ. «Çакнашкал пуçарусем çамрăк ăрăва патриотлăх тата паттăрлăх пĕлтерĕшĕсене, унăн вăйне лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ, Тăван çĕршыва тата та ытларах юратма хистеççĕ», — тенĕ вăл. Стенд уçнă хыççăн Руслан Валиуллин шкул ачисемпе паттăрлăх урокĕ ирттернĕ, вĕренекенсен ыйтăвĕсене хуравланă. Подполковник хăйĕнпе пĕрле çапăçура пулнă юлташĕсене аса илнĕ, йывăр самантра пĕр-пĕрне епле пулăшу кӳни, çар çыннисене гуманитари пулăшăвĕ панин пĕлтерĕшĕ çинчен каласа кăтартнă. Шкулти вĕренекенсемпе педагогсене хастарлăхшăн, тăрăшулăхшăн тав сăмахĕ каланă. «Ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕ ăсатни ыр кăмăллăх кăна мар, пĕтĕмĕшле ĕçе пысăк тӳпе хывни те», — палăртса каланă вăл. Тĕлпулу вĕçĕнче подполковник çамрăксене яланах тăван çĕршывăн патриочĕ пулма, общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартма, кашни кунах ырă ĕç тума чĕнсе каланă. «Шкула килсе ырă тĕслĕх кăтартса хăварчĕ Руслан Равилович. Унăн пакунĕсем çинчен куçа илеймерĕмĕр урокра. Çапăçу вăхăтĕнчи самантсене интересленсех итлерĕмĕр. Çакăн хыççăн ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене тата та ытларах пулăшас, аслисемпе пĕрле тетел çыхма хутшăнас, çырусемпе хавхалантарас килет. Пиччесем тăшмана хăвăртрах çĕнтерсе тăван тăрăха таса та сывă таврăнасса кĕтетпĕр», — терĕç Тури Туçа шкулĕнчи улттăмĕш классем. <...>
Лена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать