Çамрăксен хаçачĕ 20 (6571) № 05.06.2025

5 Июн, 2025

Çамрăксенче — ял пуласлăхĕ

ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА ÇУРАЛСА ӲСНĔ КИРИЛЛ ПЕТРОВ ТĂВАТĂ ÇУЛ КАЯЛЛА ВĂТАМ ШКУЛТАН ВĔРЕНСЕ ТУХСАН ЯЛА ПУРĂНМА КУÇНĂ. ЕЛЧĔК ТĂРĂХĔНЧИ «КОМБАЙН» ХУÇАЛĂХРА ÇУЛТАЛĂК ЫТЛА ВЕТЕРИНАРИ ФЕЛЬДШЕРĔНЧЕ ĔÇЛЕНĔ ХЫÇÇĂН ЙĔКĔТ КУЛЬТУРА ÇУРТĔНЧЕ ВĂЙ ХУМА ТЫТĂННĂ.

«Ялта лайăх…»

4 уйăх каялла ăна яваплă ĕç шаннă, халĕ Кирилл клуб директорĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. «Çумра ăнланакан коллектив пулсан ĕçлеме те çăмăл», — тет вăл. 2023 çулхи раштав уйăхĕнче Кирилл ялти ача-пăчана пухса «Тарават» фольклор ушкăнне /сăн ӳкерчĕкре/ йĕркелесе янă. «Хуçалăхра тимленĕ çулсенче ĕç хыççăн Кивĕ Эйпеç клубне «Хĕлхем» ушкăна çӳреттĕм. Унта Татьяна Сусметова ертӳçĕре вăй хурать. Вăл пулăшнипе тата хавхалантарнипе Елчĕкри культура çуртне ĕçлеме килтĕм. Çурла уйăхĕнче ĕçе вырнаçрăм, раштав уйăхĕнче вара «Тарават» ушкăн йĕркелесе ятăм», — пĕлтерчĕ Кирилл. Елчĕк тăрăхĕнчи Питтĕпел ялĕнче унăн кукамăшĕ пурăнать. Вăл картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Мăнукĕ кукамăшĕ патне каникулсенче, канмалли кунсенче кайса çӳренĕ. Хулара çуралса çитĕннĕскере ял пурнăçĕ хăй патне илĕртнĕ-илĕртнех. — Ялта лайăх. Уçă сывлăш, çутçанталăкĕ те илемлĕ. Хулари хваттерте тăватă кĕтесре пурăнни мар: кӳршĕ хваттерте çын утса çӳренине, тавлашнине илтместĕн. Ялта хăвăн çуртра пурăнатăн, никам та чăрмантарса çӳремест, — чунне уçрĕ 22-ри яш. Яла пурăнма куçсанах Кирилл çурт туяннă, выльăх-чĕрлĕх усрама тытăннă. Халĕ кил картишĕнче унăн мăйракаллă шултра выльăх, сурăх, чăх-чĕп, кăвакал чылай. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та иртнĕ канмалли кунсенче Тăвай округĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче тăваттăмĕш хут иртнĕ çамрăксен агрослетĕнче Кирилла лайăх енчен асăнчĕ. — Агрослетра эпир пурне те ял тăрăхĕ мĕнле улшăннине кăсăклă проектсем пурнăçа кĕртнине кăтартатпăр. Елчĕк тăрăхĕнче çурт илсе выльăх-чĕрлĕх тытакан çамрăк пур. Ман шутпа, кун йышши тĕслĕхсене курса, вĕсене çынсене, уйрăмах çамрăксене, каласа парсан, хавхалантарсан пирĕн малашне те улшăнусем пулĕç, — терĕ республика Пуçлăхĕ. Агрослетра Кирилл пĕр хут çеç пулман. Пĕлтĕр вăл кунта ĕç- тешсемпе пĕрле хутшăнма килнĕ. Кăçал вара хăйĕн коллективĕпе пултарулăх номерне кăтартрĕ. Çамрăксенче — ял пуласлăхĕ 1 стр. АГРОСЛЕТ Анлă программа хатĕрленĕ Кăçал агрослета пĕрремĕш хут федерацин Атăлçи округĕнчи мĕн пур регионĕ хутшăнчĕ. Ялти условисене лайăхлатасси, туризма аталантарасси тата патриотла воспитани парасси унăн тĕп темисем пулчĕç. Слета хутшăнакансене çавра сĕтелсем, пултарулăх конкурсĕсем тата ăмăртусем кĕтрĕç. Пĕр лаптăкра тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен 1600 хастар пуçтарăнчĕ. Вăл йышра — влаç органĕнче ĕçлекенсем, вĕрентекенсем, тухтăрсем, культурăпа ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем. Кăçал слета Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалларĕç. Çакна тĕпе хурса кашни муниципалитет курав йĕркеленĕ. Экспозицисенче вăрçă вăхăтĕнчи ĕç-хĕл тата Çĕнтерӳ сăнланнă. Паян вара пирĕн тăнăçлăха ятарлă çар операцине хутшăнакансем сыхлаççĕ. Слетра хисеплĕ хăнасен йышĕнче кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕ салтаксем те пулчĕç. Йĕркелӳçĕсем хăнасем валли анлă программа хатĕрленĕ. Спортсменсем тĕрлĕ енпе вăй виçрĕç: кире пуканĕ йăтрĕç, квадроциклсемпе тупăшрĕç, волейболла вылярĕç. Ытти çулти пекех слетра пулă шӳрпи пĕçерекенсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ку енпе Муркаш тăрăхне çитекенни пулмарĕ. Ял çамрăкĕсен спартакиадинче Тăвай округĕн команди мала тухрĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕнче хутшăнакансем Аслă Çĕнтерĕве халалланă юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç, ташă кăтартрĕç, сăвă вуларĕç. Пĕрремĕш вырăна Çĕмĕрле командин артисчĕсем тивĕçрĕç. Агрослета Олег Николаевпа пĕрле сумлă хăнасем — РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Машковцев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алла Салаевăпа Юлия Оглоблина, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, Раççейри ял çамрăкĕсен канашĕн председателĕ Дмитрий Пекуровский, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов хутшăнчĕç. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Гвинея çамрăкĕсемпе тĕл пулчĕç

Тĕнчери халăхсен чĕлхи расна пулсан та вĕсене пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх çыхăнтарса тăрать. Çакна нумаях пулмасть Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче иртнĕ мероприяти те çирĕплетрĕ.

Тавра пĕлӳпе наци литературин уйрăмĕн ертӳçи Эвелина Малеева И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ют çĕршыв студенчĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулăва Шупашкарти 57-мĕш шкулăн çиччĕмĕш класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Гвинея-Бисау Республикинчен Чăваш Ене ăс пухма килнĕ Жудита, Био, Сильвия, Патрисия, Камала тата Мбеу аслă шкулăн медицина, экономика факультечĕсенче, хатĕрленӳ курсĕнче вĕренеççĕ.

Асăннă шкул ачисем библиотекăна час-часах çӳреççĕ. Вĕсене тĕрлĕ литература кăсăклантарать. Чикĕ леш енчи çĕршывсем çинчен те интересленсех вулаççĕ. Шăпах чĕрĕ тĕлпулусем вĕсене ытларах тыткăнлаççĕ. ЧПУ студенчĕсем шкул ачисене хăйсен патшалăхĕн историйĕ, культури çинчен презентаци кăтартса паллаштарчĕç. Гвинея-Бисау Хĕвел анăç Африкăра вырнаç- нă. Унта 2 миллион ытла çын пурăнать. Республика лаптăкĕ 36125 тăваткал метр йышăнать. Студентсем каласа кăтартнă тăрăх, вĕсен португал чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать. Унсăр пуçне республикăра 40-е яхăн диалект сарăлнă. «Эпир вара креол чĕлхипе калаçатпăр. Ку Раççейри чăваш чĕлхи пекех», – танлаштарчĕç ют çĕршыв студенчĕсем. Вĕсем хăйсемпе пĕрле тĕлпулăва наци тумне те илсе килнĕ. Ун çинчен каласа кăтартнă май шкул ачисене тумтире тăхăнса пăхма сĕнчĕç. Сăмах май, студентсем хăйсем те наци тумĕпе çитнĕ. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ. Шкул ачисенчен хăшĕ-пĕри хăнасен наци тумне хаваспах тăхăнчĕ. Ăна хывма васкамарĕç-ха, кăсăкли малалла пулчĕ, ун çинчен каярах калăпăр. Пире кирек мĕнле наци кухни тата ытти те кăсăклантарать. Гвинея-Бисау çамрăкĕсен презентацийĕпе паллашнă май мероприятие ертсе пыракан Эвелина Николаевна студентсене тĕрлĕ ыйту пачĕ. Вĕсен çĕршывĕнче ытларах рисран тата пулăран хатĕрленĕ апатпа сăйланаççĕ. Тĕслĕхрен, пулла хăярпа, риспа, тĕрлĕ техĕмлĕхпе пĕçереççĕ. Унта хĕрлĕ çу та хатĕрлеççĕ, ăна апата хушаççĕ. Е какайпа мăйăра пĕрле янтăлаççĕ. Нумай çĕнни пĕлчĕç ачасем: пирĕн укçа «тенкĕ» пулсан, вĕсен – франк КФА, тĕн енчен илсен – католиксем шутланаççĕ, христиансемпе мăсăльмансем те пур. Вĕсем каласа кăтартнă тăрăх, ялта пурăнакансен йăли-йĕркипе килĕшӳллĕн, çын вилсен ăна килĕнчех чавса пытараççĕ. Тепĕр кăсăклă самант та пур: çемье çавăрас тесен хĕрĕн пулас упăшки валли малтан улăмпа тăмран пӳрт тумалла, унтан йĕкĕте качча илме ыйтмалла. Хăнасем хăйсен çĕршывĕн ялавĕпе те паллаштарчĕç. Хĕрлĕ, сарă тата симĕс тĕслĕ ялав çинче хура çăлтăр пур. Хĕрлĕ – ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсен юнне, сарă – республика аталанăвне, симĕс вара çутçанталăка, телейлĕ пуласлăха, ырă шанчăка ăнлантарать. Хура çăлтăр çак республикăра хура ӳтлĕ çынсем пурăннине пĕлтерет. Африкăри чылай республикăн ялавĕнче хура çăлтăр пуррине те палăртрĕç вĕсем. Гвинейăра ытларах рис çитĕнтереççĕ. Кешью, арахис мăйăрĕ те ӳстереççĕ. Паянхи саманара пирĕнтен кешью мăйăра çисе курман çын çукпа пĕрех пуль. Ăна Раççее шăпах Гвинейăран кӳрсе килеççĕ. Палăртса хăвармалла: кешью çулталăкĕпех симĕс ларакан, 15 метр таран çитĕнме пултаракан йывăç çимĕçĕ шутланать. Тĕрĕссипе, вăл хăйне евĕрлĕ пан улми çумĕнче çитĕнет. Кешью пан улмийĕ пăхма груша е пылак пăрăç пек. «Сирĕнни пекех пирĕн патра та кăрлачăн пĕрремĕшĕнче Çĕнĕ çул уявлаççĕ. Çак уйăхрах 20-мĕшĕнче наци паттăрĕсен, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекенсен кунне паллă тăваççĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ пирĕн те – ĕç çыннисен уявĕ. Пысăк уявсен шутне карнавал кĕрет. Ăна çулсерен нарăс уйăхĕнче çĕршывăн тĕп хулинче Бисаура ирттереççĕ. Темиçе куна тăсăлакан уявра хамăрăн культурăна, йăла-йĕркене кăтартаççĕ. Унта хутшăнакансем ятарласа тĕрлĕ тĕслĕ тумтир, маска тăхăнса юрлаççĕ, ташлаççĕ. Наци ташшисем – батуку, гумбе. Çак уявра наци апачĕсем хатĕрлеççĕ. Вĕсем ытларах пулăран, мĕншĕн тесен Гвинея-Бисау Атлантика тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă», – шкул ачисене кăсăклантарсах каласа кăтартрĕç ЧПУ студенчĕсем. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


Çемьесем патшалăх тĕревне ытларах туйма пуçлĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе тунтикун ирттернĕ канашлура пăхса тухнă ыйтусен тухăçлăхĕн кăтартăвĕ — пурнăç пахалăхне лайăхлатни.

Çак тĕллеве тĕпе хурса республикăра ачаллă çемьесене пулăшас енĕпе тĕрлĕ мера çирĕплетеççĕ. Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Алена Елизарова юлашки вăхăтра ача çуратакансен йышне ӳстерессипе çыхăннă мероприятисем пирки каласа кăтартрĕ: «Хĕрарăмсен консультацийĕсенче ача кĕтекенсем валли ятарлă пунктсем йĕркеленĕ. Мăшăрсем ЭКО программин хатĕрленӳ тапхăрне тӳлевсĕр хутшăнма пултараççĕ. Нумай ачаллă çемьесен пĕр ачине вĕрентнĕшĕн тăкаксен 50 процентне патшалăх саплаштарать. Амăшĕ пулма хатĕрленекен студентсене 100 пин тенкĕрен кая мар тӳлев параççĕ. Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисенче виçĕ çула çитмен ачасене кĕске вăхăтлăха йышăнакан уйрăмсем йĕркеленĕ, куллен кирлĕ япаласене проката паракан пунктсем уçнă». Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, хушма çак мерăсемпе çулталăкра 5 пин ытла çемье усă курма пултарĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 2025-2027 çулсенче 780 миллион тенкĕ уйăрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче каланине пурнăçа кĕртсе муниципалитетсенче ачасен япалисене проката паракан пунктсем тата пĕчĕккисене кĕске вăхăтлăха хăвармалли ушкăнсем уçма пуçланă. Кăçал вунă организацире çакăн евĕрлĕ 11 ушкăн тата пункт пулĕ. Килес çул 3 ушкăн тата 11 пункт йĕркелĕç. Вĕсен пулăшăвĕпе студентсен, нумай ачаллă, сахал тупăшлă, сусăр ача ӳстерекен, тăлăхсене хӳтте илнĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакан çемьесем усă курма пултарĕç. Республика Пуç- лăхĕ сĕннипе çăмăллăхлă категорисен шутне çавăн пекех аспирантсен тата ăслăлăх ĕçченĕсен çемйисене кĕртнĕ. «Япаласене проката ултă уйăхлăха тӳлевсĕр параççĕ. Пĕтĕмпе списокра — пĕчĕк ачасене куллен пăхма кирлĕ 19 тĕрлĕ япала. Ашшĕ-амăшĕ вăл е ку ыйтупа каймалли тупăнсан садика çӳремен ачисене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен учрежденисенче виçĕ сехетлĕхе хăварма пултараççĕ. Ушкăнра çичĕ ача таран пулĕ. Воспитани ĕçне ăста специалистсем пурнăçлĕç», — пĕлтерчĕ Алена Елизарова. Олег Николаев патшалăх тивĕç- терекен çак пулăшу мерисем Раççей Президенчĕ хушнипе шайлашса тăнине палăртрĕ. «Пирĕн малашнехи тĕллев — çынсем ыйтнине вăхăтра тата тивĕçлĕ пурнăçласси», — терĕ вăл. Чăваш Ене килекен туристсен йышне тата республикăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерес тĕллевпе хатĕрлекен «Наци туризмĕн маршручĕ» проект та — Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырури тĕп ыйтусенчен пĕри. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лариса Рафикова пĕлтернĕ тăрăх, мега-проекта вунă территори — Шупашкар хули, Улатăр, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Йĕпреç, Çĕрпӳ округĕсене — кĕртнĕ. Кашни муниципалитетра туристсене илĕртме пултаракан вырăнсене палăртнă. Шупашкарта, тĕслĕхрен, Раççейĕн тĕрленĕ карттин, Чăваш наци, Трактор историйĕн музейĕсем, Хĕрлĕ тӳрем хăнасемшĕн кăсăклă пулĕç. Красноармейски тăрăхĕнчи илĕртӳллĕ вырăнсен шутне Яманакри шыв арманне, «Виçĕ хĕвел» этнопарка, «Чăваш хресченĕн XIX ĕмĕрти картишĕ» кану базине кĕртнĕ. Муркаш округне пыракансем арçынсен Александр Невский мăнастирĕпе, чи ватă юманпа, тури чăвашсен музейĕпе кăсăклансах паллашĕç. Наци туризмĕн маршрутне кĕртнĕ ытти муниципалитетра та интересли нумай. «Проекта ĕçе кĕртни туризм тата унпа шайлашуллă сферăра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсене аталанма май парĕ. Çавăн пекех 2,6 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. 600 инвестици тата 70 инфратытăм проектне пурнăçа кĕртме пултарăпăр. Тĕп кăтарту, паллах, Чăваш Енри çынсен пурнăç пахалăхĕ тата шайĕ ӳсни», — терĕ Лариса Рафикова. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


«Нумай ача çинчен ĕмĕтленме те пултарайман»

Шупашкарта пурăнакан Беловсен çемйинче ашшĕ-амăшĕн те, ачисен те ячĕсем «м» сас паллинчен пуçланаççĕ. Мĕншĕн-ха? «Пĕрремĕшне Мария ят патăмăр. Çавăнтан пуçланса кайрĕ те. Иккĕмĕшĕ валли ятарласа çак сас паллипе ят шырарăмăр. Çапла иккĕмĕш Маргарита çуралчĕ. Виççĕмĕшĕ валли ят — Микаэла — мăшăр тупрĕ. Пурте кĕтнĕ ачасем», — çапла ыйтăва уçăмлатрĕ кил хуçи арăмĕ Марина Белова.

Юратнă ĕç

Мăшăрĕпе Максим Валериановичпа Марина Сергеевна пĕр-пĕрне шкултах пĕлнĕ. Вĕсем 10-11-мĕш классенче пĕрле вĕреннĕ. Çавăн чухне пĕр-пĕрне килĕштернĕ: калаçнă, çӳренĕ — чĕресенче юрату хĕлхемĕ ялкăшнă. Туйăмсене тĕрĕсленĕ хыççăн вара çемье çавăрнă. Кăçал мăшăр пĕрлешнĕренпе 13 çитнине паллă тăвать. Марина Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче вăй хурать. Вăл ятарласа ку енĕпе курсран вĕренсе тухнă. Амăшĕ Надежда Кошкина та ку учрежденирех кухньăра тăрăшать. Марина Сергеевна ĕçе юратсах çӳрет. Хăйĕн профессине вăл çынсене пулăшма пултарнишĕн килĕштернине палăртать. — Ăнăçсăр çемьесене, вĕсенче çитĕнекен çул çитмен ачасене, опекăри шăпăрлансене кашни уйăхрах тĕрĕслесе тăратпăр. Ашшĕ-амăшĕ ĕç тупнă-и е тупман-и, пурăнмалли условисемпе, ачасем пушă вăхăта епле ирттернипе кăсăкланатпăр. Пур енчен те пулăшма тăрăшатпăр. Ачасене кану лагерĕсене вырнаçтаратпăр. Сахал тупăшлă, нумай ачаллă, сусăр пепке çитĕнекен çемьесем центрта тĕрлĕ пулăшу илеççĕ. Сăмахран, сахал тупăшлă çемьере çитĕнекенсем тата ытти ушкăна кĕрекенсем путевкăн пĕтĕмĕшле хакĕнчен 5% кăна тӳлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн темиçе сехетлĕхе тухтăр патне е тата ăçта та пулин кайса килмелле чухне, 4 çулчченхи пепкене никампа та хăварма пултараймасан, пирĕн специалистсене пăхма парса хăварма юрать. Центрта психологран, юристран тата логопедран консультаци илме те май пур. Ĕçре йывăрлăхсемсĕр те май çук. Хăш чухне пĕрре курсанах ашшĕ-амăшĕ пире шанмасть, хăйсене сĕмсĕр тытать. Апла пулин те пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшатпăр. Социаллă хăрушă лару-тăрура пурăнакан çемьесене çитетпĕр. Çул çитмен ачасем йĕрке пăсаççĕ е ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламаççĕ. Чи анлă сарăлнă тĕслĕх — ашшĕ-амăшĕ эрехпе иртĕхет, ачисене пăхмасть, килте вара нимĕн çимелли те çук. Кӳршисем çакна асăрхасан полицие шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Ачасене кун пек çемьерен туртса илеççĕ, пепкесем пирĕн пата стационарта пурăнаççĕ. Комиссие темиçе хут чĕнсе илнĕ ашшĕ-амăшĕпе ачисене учета илетпĕр. Хăйсен йăнăшне ăнланакан, тĕрĕс çул çине тăракансем те пур. Кашни çемьепе телефонпа çыхăну тытатăп. Вĕсем хăйсен ыйтăвĕсемпе кирек хăш вăхăтра та шăнкăравлама пултараççĕ, — ĕçри самантсемпе паллаштарчĕ Марина Сергеевна. Амăшĕ пекех пултаруллă Çемье пуçĕ Максим темиçе вырăнта ĕçлет. Автомашинăсем валли саппас пайсем сутать. Ку ĕçре ăна ашшĕ-амăшĕ — Валериан Петровичпа Надежда Алексеевна — пулăшса пыраççĕ. Çулталăк каялла Максим халăх дружинине кĕнĕ. Вăлах Раççейри пĕрремĕш полици клубĕн хастарĕ те. Ашшĕпе амăшĕ ачисене яланах хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ. Хăйсен пĕтĕм вăй-халне, чунне ачасене пур енлĕн аталантарас ĕçе хываççĕ. Вĕсен чун киленĕ- çне ырлаççĕ. Хĕр пĕрчисенчен кашниех пултарулăхра çитĕнӳсем тăвать. Сăмахран, асли Мария ӳкерме юратать. Тĕп хуламăрти ача-пăча ӳнер шкулĕнче ăсталăха туптать. Вăтамми Маргарита «Отражение» студире ташлать. Кĕçĕнни Микаэла 4 çулта çеç-ха, ача садне çӳрет. Хĕрĕсем вĕренӳре те лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Ашшĕпе амăшне «4» тата «5» паллăсемпе савăнтараççĕ. — Ача чухне эпĕ те пултарулăх енне туртăннă: ӳкерме юратнă, çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă. «Зарница», «Орленок» спортпа çар вăййисене хутшăннă, — аса илчĕ 3 ача амăшĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Служба пысăк витĕм кӳчĕ…»

Алексей Иванов иккĕмĕш Чечня вăрçине хутшăннă. Çыранçи Чаллă хулинче çуралнăскер Чăваш Енре 9 çул пурăнать. Вăл уншăн иккĕмĕш кил пулса тăнă. Кунта вăл хăйĕн юратнă ĕçне тупнă, çемье çавăрнă. Хăй вăхăтĕнче Алексейăн ашшĕпе амăшĕ КамАЗ автозаводне тума Свердловск облаçĕнчен Тутар Республикине пурăнма куçса килнĕ. Николай Михайлович тимĕрçĕре ĕçленĕ, амăшĕ Галина Федоровна унтах фельдшерта вăй хунă.

Аслашшĕ пек çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ Алексей ача чухнех спортпа туслашнă. 5 çулта ашшĕ-амăшĕ ăна конькипе илемлĕ ярăнма вĕренме секцие çавăтса килнĕ. Спортăн ытти тĕсĕпе те — хоккейпа, дзюдопа, каратэпе — кăсăкланнă вăл. Вĕсенче те çитĕнӳсем тунă. Шкул хыççăн Алексей Камскри автомеханика техникумĕнче ăс пухнă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухса 3-мĕш разрядри техник-электрик специальноçне алла илнĕ. Аслашшĕ Федор Васильевич уншăн тĕслĕх пулнă. Вăл çар училищи хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, артиллерист пулнă. 1-мĕш Беларуç, Хĕвел анăç фрончĕсенче паттăррăн çапăçнă. Берлина çитнĕ, аманнă. Алексей Александр Невский орденне, «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн» медальсене, Хĕрлĕ Çăлтăр тата Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ аслашшĕ пек çар çынни пулма ĕмĕтленнĕскер 1996 çулта Самарти командăпа инженерин строительство çар училищине вĕренме кĕме документсем кайса панă. Анчах та 1992 çултан пуçласа Раççейре çар вĕрентӳ заведенийĕсене пĕрин хыççăн теприне хупма тытăннă. Питĕ пысăк конкурс пулнă май /пĕр вырăна 25 çын/ Алексей вĕренме кĕрейменнипе тăван тăрăха таврăннă. Часах çар хĕсметĕнче тăма вăхăт çитнĕ. Салтак пурнăçĕ 1997- 1999 çулсенче Çурçĕр Кавказра иртнĕ. Вĕрентӳ центрĕнче 6 уйăх служба ирттерсен Алексея пехотăн çар машинин командирне лартнă. БМП-2 оператор наводчик специальноçе илнĕскере Çурçĕр Кавказ çар округĕн 58-мĕш пĕтĕмĕшле çарне палăртнă. Вĕсен чаçĕ Владикавказра вырнаçнă. Пĕрремĕш çапăçу Служба вĕçленсе пынă май 1999 çулта Раççейре террористла актсен хумĕ вăй илнĕ: Мускавра Кашира шоссинчи нумай хваттерлĕ çуртра, Владикавказри тĕп пасарта, пурăнмалли çурт-йĕрте взрывсем кĕрленĕ. Кун хыççăн тĕп командующи Чечня Республикинче контртеррористла операци пуçласси çинчен йышăну тунă. Пирĕн çарсене Чечняна кĕртсе яни çинчен тăванĕсем телевизорпа каçхи хыпар пăхсан пĕлнĕ. Нумайăшĕн ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсем пирки мĕн те пулин пĕлес тесе çар чаçĕпе çыхăннă. Анчах та дежурнăй вĕсене салтаксем уй-хирте вĕренӳре пулнине, вĕсемпе çыхăнма май çуккине каланипе кăна лăплантарма пултарнă. — Çапăçăвăн малтанхи кунĕсем пурнăç условийĕсен йывăрлăхĕпе асра юлчĕç: окопсем, блиндажсем чавнă, сăртлăхра ĕçмелли шыв тупма, вĕри апатпа сăйланма майсем çителĕксĕрччĕ. Типĕ паексемпе тăранса пурăннă. Владимир Шаманова командира лартсан лару-тăру улшăнчĕ. Çар подразделенийĕ вырнаçнă çĕре çитсен вăл хистенипе тăшман курман вырăнта салтаксем валли уй-хир кухни, çăвăнса тасалмалли тата çапăçури условисенче кирлĕ ытти майпа тивĕçтерме пуçларĕç. Çакă салтаксемпе офицерсен кăмăл-туйăмне çĕклеме пулăшрĕ. Пĕрремĕш çапăçу хыççăн Владимир Анатольевич салтаксемпе кашнинпех калаçрĕ, ту-вăрманлă вырăнсенчи, хуласенчи çапăçу тактикине еплерех ирттермеллине ăнлантарчĕ. Пирĕн командир сывлăшпа десант çарĕсенче тăнă, Рязаньти сывлăшпа десант училищине вĕренсе пĕтернĕ. Шаманов ВДВ подразделенисене кăна мар, мотострелоксен полкĕсене те ертсе пыратчĕ. Хăйĕн подразделенийĕнче тăракан хирĕç тăрăва хутшăнакансем хăш çар ретĕнче тăнине пăхмасăр сенкер тельняшкăсемпе çӳреме ирĕк паратчĕ. Ту-сăртлă вырăнсене штурмлама меллĕ пултăр тесе кирза атă вырăнне кроссовкăсем тăхăнма хирĕçлеместчĕ. Çапла туни çар операцийĕсене ирттернĕ чухне пĕр вырăнтан тепĕр çĕре хăвăртрах куçма, йывăр боеприпассене илсе çитерме пулăшнă, нумайăшĕн пурнăçне çăлса хăварма май панă. Тăшманшăн эпир йывăр мишень пулса тăнă, — аса илсе каласа пачĕ гвардин аслă сержанчĕ. Юлташсене çухатни Чĕринче тарăн суран хăварнă самантсем те пулнă. Ку вăл — юлташсене çухатни. 1999 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕ унăн асăнче тарăн йĕр хăварнă. Çав кун Раççей салтакĕсене Бамут сали çывăхĕнчи боевиксене тĕп тума хушнă. Çакăн чухне çар çыннисен пĕр подразделенийĕ засадăна лекнĕ. Хамăрăннисене пулăшма 5 салтакпа пĕрле танк янă, вĕсен йышĕнче Алексейпа пĕр полкра тăнă, инженерипе сапер ротин командирĕ Евгений Борисов та пулнă. Анчах боевиксем те тĕлĕрмен. Вĕсем Раççей салтакĕсен танкне гранатометпа персе сиенлетнĕ. Евгений Борисов экипажа хӳтĕленĕ, салтаксене тапăран тухма пулăшма пĕтĕм яваплăха хăйĕн çине илнĕ. Евгений Борисовпа Урал тăрăхĕнчи юлташĕ Юра танкран тухма пултарнă. Çакăн хыççăн çамрăксемшĕн вилĕмпе пурнăç хушшинчи чăн-чăн хĕрӳ çапăçусем пуçланнă. Туссен пĕрре мар боевиксемпе çапăçăва кĕме тивнĕ. Евгение сылтăм аллинчен персе амантнă, тепринче вара граната ванчăкĕ сулахай урине суранлатнă. Сăмах май, çак çапăçу хыççăн вăл Раççей Геройĕ пулса тăнă.

— Эпир пурте Евгений вилнĕ тесе шухăшланă. Каярах тăшман хăех çыхăнăва тухрĕ, ишĕлсе аннă çуртсенче пытаннă боеца илсе кайма ыйтрĕ, Евгений пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса ăна тĕп тума тăнă боевиксене автоматран тĕллесе персе тăнă. «Хăвăрпа пĕрле мĕн чухлĕ хĕç-пăшал илсе кайма пултарнă таран илĕр», — тетчĕ пире Шаманов командир. Çакă нумайăшĕн пурнăçне çăлса хăварма май панă, — каласа пачĕ Алексей. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


Иван Иванович Ивановăн пурнăç алфавичĕ

Çичĕ теçеткене ярса пусать кăçал Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов. М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренсе пĕтернĕскер, 1983 çултанпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче вылять вăл. Артист пулмах çуралнă-тăр. Пур енĕпе те… Çавна май хăйне евĕр пурнăç алфавичĕ хатĕрлеме шухăшларăмăр эпир уншăн паллă çулталăкра. Акă еплерех аса илет хăйĕн кун-çулне Иван Иванович…

Анне пире пурсăмăра та сăпка юрри юрласа çитĕнтернĕ пулĕ, çавăнпа эпир, ачисем, пурте юрлама хавас. Манăн та сассăм хитреччĕ те, салтакра утнă чухне кăшкăрса юрланипе хытрĕ, пĕр вăхăтра пач калаçайми те пулнăччĕ. Ăс-тăн тени атте-аннеренех ĕнтĕ. Иккĕшĕ те ĕмĕрĕсене ялтах ĕмĕрленĕ. Атте Иван, анне Альтиç /Евдокия/. 6 ача çуратса\ӳстернĕ вĕсем. Чăн чăваш чунĕллĕскерсем, пире те чăваш чуннех парнелерĕç. Атте-анне пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă, урай çума, вутă çурма, ĕне сума, пăчкă-пуртă тытма... Тавах вĕсене пуриншĕн те. Виçĕ ĕçрен — артист, режиссер, çемье пуçĕ — хăшĕ çывăхрах тетĕр. Пурнăçра кашни çын артист. Кашни çын хăй пурнăçне йĕркелесе пырать. Çак профессисене Мускавра алла илнĕ вăхăтрах тепĕр «професси» йышăнтăм — упăшка, унтан атте пулса тăтăм. Паллах, маншăн «çемье пуçĕ» тени çывăхрах. Паян, «çемье» ăнлав хакĕ йӳнелсе пынă тапхăрта, çапла пулмалла та. Грузин, узбек, тутар, мари... — чылай халăх ывăлĕпе пултăм эпĕ салтакра. Тĕрĕсрех, 73 наци çынниччĕ. Хăшĕ-пĕри «чăваш» сăмаха нихăçан та илтмен, тетчĕ. Вĕсен командирĕ пулса чăваш мĕнле халăх иккенне кăтартса-вĕрентсе хăварма /лайăхпа паллах/ пултартăм. Халĕ те çыру çыраççĕ. Эпĕ те хуравлатăп. Çавăнтанпах пырать чăвашсемшĕн, чăвашлăхшăн тăрасси. Долларсем çинчен калаçма йывăртарах та пирĕн Чăвашра, ман алла пин-пин доллар лекес пулсан чи малтан пулла çӳреме пăр шăтаракан пăра туянăттăм, салтакра пулнă вырăнсене кайса килĕттĕм тата... кайăксем валли хĕвел çаврăнăш илĕттĕм. Енчен те рольсене пĕтĕмĕшле хак парас пулсан, пурте çывăх, хаклă вĕсем. Пысăккисем, пĕчĕккисем, çамрăккисем, ватăсем, пуçтахсем, сăпайлисем... «Нарспи» спектакльте çемйипех выляттăмăр: эпĕ – Тăхтаман, арăм /Чăваш халăх артистки Валентина Иванова/ — Нарспи, ывăлăм Дима — Сентти. Ачасем валли лартнă юмахсенче савăнсах вылятăп. Кашни çул Хĕл Мучи те эпĕ. Ĕç тума вăй кирлех. Ыттисенчен уйрăларах тăрасси ачаранах пулнă. Мĕнрен килет? Калама та йывăр. Шкулта спорт енĕпе малтаччĕ, вĕренӳре те кайра пулман. Çемьери 4 ывăл пурте старшинасем пулса таврăнтăмăр салтакран. Иртет вăхăт. Мускав хыççăнах хамăр театрта эпĕ режиссер пулса «А зори здесь тихие» спектакль лартнăччĕ. Театр планне кĕртсе мар, пушă вăхăтра. Çамрăксен театрĕн сцени çинче 3 спектакль кăтартрăм — «Ан хуçăл, чунăм», «Йерма», «Шурăмпуçĕ лăпкăччĕ»... Йĕртет те, култарать те паянхи самана. Театрти пекех. Тĕлĕнмелли кашни кун тупăнать. Ирпе акă кăвакарчăнсем ман алă çинчех хĕвел çаврăнăш çирĕç. Каç енне намăссăр сăмахсемпе перкелешсе пыракан хĕрсене тĕл пултăм... Хам пурнăçра урăсывă пуçпах икĕ хутчен Турă сăнĕ ума тухрĕ — йăлăнса ыйтнине илтрĕ-тĕр. Театрти юлташсен пултарулăхĕ тĕлĕнтерет. Сăвăçсем, юрăçсем, ӳнерçĕсем тата! Кăткăс ĕç вăл халăха, çĕршыва тытса пырасси. Эпĕ тĕпĕйĕрĕпе пĕлмен, ăнланман ĕçе хутшăнмастăп, çавăнпах паянхи пăтрашуллă саманара республикăна, çĕршыва ертсе пыракансене ăмсанмастăп кăна мар, шеллетĕп те. Манран та тăтăшах: «Таçта та çитетĕр, такампа та калаçатăр, ăçтан вăй çитеретĕр?» – тесе ыйтаççĕ. Чупасси, ĕлкĕресси вăл нихăçан та вĕçленмест. Ĕçлес кăмăл кирлĕ. Лайăх кăна пуçа ватса шухăшласан... Мускавра вĕреннĕ чухне КПСС ретне кĕнĕ эпĕ. Ĕненнĕ, шаннă, тăрăшнă, тейĕпĕр. Те чунпа туйса илсе, те кутăнлăха пула, коммунистсен партине салатса яриччен пĕр çул маларах хам ирĕкпех тухрăм унтан. «Хуçа пур-и сирĕн?» – тетĕр те, хама хам хуçа эп. Хуçа пуласси те, хуçана пăхăнса пурăнасси те çăмăл мар паллах. Сăмахран, спектакле хатĕрленĕ чухне режиссер хуçа, спектаклĕ сцена çине тухсан — артист хуçа. Начар мар вăл пурнăçра тĕллев пулни. Тĕллев çукки вара тĕлли-паллисĕр унталла-кунталла сулланнипе тан. Артист ĕçĕ — куç умĕнче. Куракансем — акă пирĕн чăн-чăн хаклавçăсем. Тутă çын выççине ăнланмасть теççĕи-ха? Мĕн пытармалли ĕнтĕ, укçа пуç пулса тăрать паян. «Арçын пуçпа театрта лапăртататăн. Кай ав Мускава», – текен те пур. Анчах ман чун театрта… О-хо-хо... Эпĕ те 70 çулалла пыратăп. Тĕлĕнмелле хăвăрт иртет-çке çамрăклăх! Пурнăçра «тăшмансене шута илнĕ «хура список» пур-и, тетĕр. Кăткăс самант, пытармăп, сахал мар килсе тухать. «Мир вăрçа çĕнтерет», – тетчĕ манăн хуняма. Çак ăслă сăмахсене пуçрах тытатăп. Тăшмана тус тума пĕлмелле. Çавăнпа нимĕнле тăшман та çук манăн. Республикăри халăх театрĕсене тăтăшах тухса çӳретĕп эпĕ, вĕсен пултарулăхне тĕпчетĕп. Мĕншĕн? Театрта ĕçленисĕр пуçне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче «Халăх театрĕн режиссури» специализацие вĕрентрĕм. Лайăх вĕрентекен-ши эпĕ? Студентсем мана килĕштернĕ пек туйăнать. <...>

Лидия ФИЛИППОВА калаçнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.