"Кашни ĕçе лайăх пĕлмелле"

22 Окт, 2014

"Ертÿçĕн кашни ĕçе лайăх пĕлмелле, унсăрăн малалла каяймăн", - тет Елчĕк районĕнчи "Победа" ООО директорĕ Николай Головин, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çак районти Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕскер яланах халăхпа пĕрле вăй хунă, çавна май унăн нуши-тертне те, чылайăшĕн ĕмĕт-тĕллевне те витĕр курса-туйса тăрать. Хуçалăхри кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарать.

"Ку енĕпе мана хăй вăхăтĕнче ахаль рабочирен ĕçлеме пуçлани те нумай пулăшса пырать", - чунне уçать Николай Александрович. Çамрăклăха аса илес тĕк вăл малтан Шупашкарти пĕр заводра сварщикра тăрăшнă, иккĕмĕш çулхинех предприятин чи лайăх ĕçченĕсен йышне лекнĕ. Унтан ашшĕ-амăшĕ чĕннипе тăван тăрăха таврăннă, "Победа" колхоза сварщика вырнаçнă. Хуçалăхра та, Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта физкультура урокĕсене ертсе пынă вăхăтра та хăйĕн тивĕçĕсене таса чунпа пурнăçланă мал ĕмĕтлĕскер. Зоотехника вĕренсе тухнăскере кĕçех каялла колхоза куçарнă, ĕне фермине ертсе пыма шаннă. 8 çул хушшинче коллектив ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра тăтăшах малтисен шутĕнче пулнă.

Самана улшăнăвĕсене пула Чăваш Енри чи пысăк колхозсенчен пĕри саланса кайсан Николай Александрович предприниматель ĕçне пуçăннă. Аслă Пăла Тимеш, Исемпел ялĕсенчи халăх тар юхтарса тунă пурлăх саланма пуçласан вырăнти çынсем тата ертÿçĕсем ыйтнипе вăл юхăнма тытăннă кооператива ертсе пыма килĕшнĕ, ЯХПК парăмĕсем 4 млн тенкĕ пулни те умри тĕллевĕнчен пăрайман ăна. "Чунăм тăван колхозах туртрĕ çав", - вăрттăнлăха уçать Николай Александрович. Вăл сĕннипех хуçалăхăн малтанхи ятне - "Победа" - каялла тавăрнă. Н.Головин парăмсене татнă çеç мар, тулли мар яваплă обществăна районта чи вăйлă аталанаканнисен шутне кĕртме пултарнă. Унсăр пуçне "Победа" ООО сĕт суса илес енĕпе республикăра та малтисен йышĕнче. Нимĕнле йывăрлăхран та хăраманскер ку хуçалăха 9 çул ĕнтĕ ăнăçлă ертсе пырать.

Николай Головин хăй ферма заведующийĕнче ĕçленĕ тапхăрти опытпа паянхи кун та усă курнине палăртать, "Выльăхсене питĕ юрататăп эпĕ, вĕсемшĕн темĕн тума та хатĕр", - тет. "Победăна" ертсе пыма пуçланă чухне кунта мăйракаллă шултра выльăх 100 пуç пулнă, паянхи кун вара - 875 пуç, çав шутра 250 сăвăнакан ĕне. Вĕсен шутне 1 пине çитересшĕн. Кĕтĕве çĕнетсех тăраççĕ. Вĕсене лайăх пăхас-усрас тĕллевпе условисене аванлатсах пыраççĕ. Витесене пурне те тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, выльăх самăртмалли витере реконструкци ĕçĕсем ирттернĕ. Унта малтан пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн çеç пурнăçлама май килнĕ, халĕ вара йăлтах автомат мелĕ çине куçарнă: апата ятарлă хатĕр валеçет, тислĕке трактор хырса кăларать... Пĕтĕмпе 200 пуç выльăх вырнаçать унта. Общество вăкăрсене 4 центнертан ирттерсе аш-какая ăсатать.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант - выльăх апачĕ. Ăна хатĕрленĕ чухне пахалăха тĕпе хураççĕ, ятарлă технологие пăхăнаççĕ. "Сенажран çăкăр шăрши килет, тути те аван, çавăнпах выльăхсем ăна пĕр хăварми çисе яраççĕ", - савăнăçне пытармасть "Победа" ООО директорĕ. Тыр-пула сутлăха валли мар, выльăха çитермелĕх тата халăха памалăх çитĕнтереççĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ аван: пĕр гектартан 30 центнера яхăн. Вырма ĕçĕсене общество çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕçленĕ: республикăра чи малтан. Выльăх хăйне юратнине туятех. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăхра кашни ĕнерен кунне 18 литртан кая мар сĕт суса илеççĕ. Пысăк пахалăхлăскере лайăх хакпа ăсатаççĕ.

Ертÿçĕ пурăна-киле 400 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ вите тăвас ĕмĕчĕ пуррине пытармарĕ. Ĕç хăвăртлăхне ÿстерес тĕллевпех техникăна та çĕнетсех пыраççĕ. Кăçал "Агрос" комбайн, "К 700" трактор, комплекслă сеялка, 18 метрлă сÿре туяннă. Çапла, обществăра вăй хуракансен ĕç условийĕсем лайăхлансах, çăмăллансах пыраççĕ. Çынсене шалу яланах вăхăтра тÿлеççĕ. Вăтам ĕç укçи - 17 пин тенкĕ /пĕлтĕр 15 пин тенкĕ пулнă/, ку вăл - районти ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче чи пысăк кăтарту. Кăçал фермăра ĕçлекенсене хавхалантару мелĕ сĕннĕ: вĕсем пăхакан выльăх палăртнă чухлĕ ÿт хушсан, çын тирпейлĕн тата дисциплинăна пăхăнса вăй хурать тĕк ăна шалу çумне 50% преми хушса параççĕ. Çакă, паллах, кирек кама та тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Пĕри 10 пин тенкĕ вырăнне 15 пин тенкĕ илчĕ тĕк теприн те унран юлас килмест-çке. Хуçалăхра вăй хуракансене тата çакăнтан тивĕçлĕ канăва кайнисене тырăпа, утă-улăмпа тивĕçтереççĕ. Ыттисем пулăшу ыйтсан та хирĕçлемеççĕ. "Халăха лайăх пăхмалла", - калаçăва тăсать Николай Александрович.

Вăл хăй сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Районти сывлăх ушкăнĕнче пулнă май "Улăп" ФОКа эрнере икĕ хут каять: ыттисемпе пĕрле бассейнра ишет, волейболла вылять... Çакă хăйне ĕçлеме вăй хушса пынине палăртать. Халăхăн та спортпа туслашма май пултăр тесе Николай Головин тахçан пухусем ирттернĕ акт залĕнчен спортзал тутарнă. Унта ял çамрăкĕсем çÿреççĕ, шкул ачисен физкультура урокĕсем те унтах иртеççĕ. "Победа" команди хăй те тăтăшах районти тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать.

Çукран пур тума пĕлнĕрен, юхăнма пуçланă хуçалăха ура çине тăратса вăйлисен шутне кĕртме пултарнăран Николай Александровича ялти ватăсем: "Эсир Социализм Ĕç Геройĕ Василий Васильевич Зайцев пекех маттур та тăрăшуллă" теççĕ. Вĕсен, чăваш çĕрĕн легендине кĕрсе юлнă çын ертсе пынă колхозра ĕçлесе курнăскерсен, танлаштармалăх та, аса илмелĕх те пур. "Малашне те йĕркеллех ĕçлесе пырасчĕ", - терĕ сыв пуллашнă май Н.Головин. Çапла пултăрччĕ!

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.