Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 20 (3060) № 28.05.2025
«Кашни килте хăмла çитĕнтернĕ»
«Шăчă тăрăх авкалантăм, çулçăн-çулçăн саркалантăм, сар курланкăн чăмăртантăм. Пур манра сĕм-сĕм аваллăх, халăх чунĕнчи хаваллăх. Хамăрла хăмла ман ятăм, çич эмеллĕх пур хăватăм. Эп кашни килтех ӳсетĕп, ял тĕсне илем кӳретĕп», — çырнă Валем Ахун сăвăç хăмлана мухтаса. Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Юрьев хăмла туса илес енĕпе ĕçлекен наукăпа тĕпчев институтĕнче 30 çул тăрăшнă. Шăпах çак ыйтăва хускатрăмăр сумлă ăсчахпа.
— Виталий Иванович, хăмла производствинче миçе çул ĕçлерĕр?
— Чăваш çĕрĕ çинче хăмлана 100 çул каяллах ĕрчетме пуçланă. Çĕрпӳ тăрăхĕнче те хăмла çитĕнтернĕ. Колхоз-совхозра хăмла плантанцийĕсем йышлă пулнă. «Рассвет» хуçалăхра та «симĕс ылтăн» ӳстеретчĕç. Çав ĕçе йĕркелеме мана шаннăччĕ. Совхоз директорне çирĕплетсен те хăмла производствине аталантартăмăр. Пирĕн хуçалăхра «симĕс ылтăн» лаптăкĕ 69 гектарччĕ.
— Эсир инженер-механик пулнă май хăмла производстви валли машинăсем те туса кăларнă...
— Çапла. Хăмла туса илесси çăмăл ĕç мар. Ытларах алă вĕççĕн тумалла. Совет тапхăрĕнче техника питĕ сахалччĕ. Наукăпа тĕпчев институтĕнче 22 машина хатĕрлерĕмĕр, вĕсенчен 11-шне пĕчченех проектласа мастерскойра ăсталарăм, Самарта тĕрĕслев ирттертĕмĕр, заводра туса кăларчĕç. Çак йышра хăмла комбайнĕ те пур.
— Чăваш Енре 2030 çулччен хăмла плантацийĕсен калăпăшне 2000 гектара çитерме палăртнă. Çак ĕçе тума чылай укçа уйăрнă. Сирĕн шухăшăрпа, çак проекта пилĕк çулта пурнăçа кĕртме пулать-ши?
— Паллах, çăмăл мар. Çак ĕçе тăвас тесен çанă тавăрса ĕçлемелле. Ĕлĕк хăмла плантацийĕсем ялсем çумĕнчех пулнă. Ун чухне экологи пирки питех шухăша кайман. Хими япалисемпе усă кураççĕ, вĕсем çын сывлăхне сиен кӳме пултараççĕ. Çавăнпа ялтан аяккарах лартмалла. Çĕр лаптăкĕ валли лайăх вырăн суйламалла, шăвармалли мелсене те шута илмелле. Плантацисем валли шпалер, юпа чылай кирлĕ, анчах ăна туса паракан предприятисем пур-и? Хальхи вăхăтра комплекслă механизаци йĕркелемелле, ятарлă машинăсемпе комбайнсем ытларах пулмалла. 2000 гектар валли пĕр миллиард сапан кирлĕ. Çĕнĕ сортсем пулмалла. «Фаворит», «Факир», «Флагман», «Фараон», «Феодал» хăмла сорчĕсем аван шутланаççĕ. Пĕр гектартан 41 центнер туса илме пулать. Хăмла сапанне ӳстермелли питомниксем кирлĕ. Ăна тымартан е хунавран хатĕрлеççĕ. Кленка айĕнче шурлăхлă çĕрте тытмалла. Вегетаци тапхăрĕ — 21 кун. Ку ĕçе çуркунне тумалла. Кĕркунне йăран çине лартмалла. Кивĕ лаптăксене çĕнетмелле, çав йăрансене удобренипе апатлантармалла, тислĕк те хывмалла. Рабочисем те кирлĕ. Специалистсен резервĕ хальхи вăхăтра пысăк мар. Тĕслĕхрен, 20 гектар çинче 20 çынран кая мар пулмалла. Хăмлаçă бригадирсемпе агрономсене вĕрентсе хатĕрлемелле. Хăмла ани çинче ĕç сахал мар. Кашни ĕçе вăхăтра тумалла, кая хăварма юрамасть. Сезон вĕçленни ĕç пĕтнине пĕлтермест, тепĕр çул валли хатĕрленме пуçламалла.
— Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра хăмла плантацийĕсем миçе гектар-ши?
— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Çĕрпӳ тăрăхĕнче — 11, Етĕрне округĕнче — 40, Вăрмарта — 52, Вăрнарта 50 гектар хăмла ӳстереççĕ. Ĕлĕк Куславкка районĕнче колхоз-совхозра кăна мар, кашни килте хăмла çитĕнтернĕ, мĕншĕн тесен вăл пысăк тупăш панă. Вĕсем продукцие Октябрьскинчи хăмла фабрикине ăсатнă. Унăн ертӳçи Петр Миронов 1000 тонна туса илме ĕмĕтленетчĕ, анчах самана улшăнчĕ — шухăшлани пурнăçа кĕмерĕ. Сĕнтĕрвăррисем те, Çĕрпӳсем те ютшăнман хăмла ĕçĕнчен. Ахальтен-им Çĕрпӳ хулинче хăмла институчĕ уçăлнă. Ун чухне НПППче кунашкал учреждени ниçта та пулман. Унта 64 çын ĕçлетчĕ. Шел те, хăмла анисене тĕп тума пуçласан 2010 çулта ăна хупрĕç. Хăмла енĕпе ĕçлекен специалист сахал марччĕ. Вĕсенчен пĕри — ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Юрий Александров. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх аграри университечĕн доценчĕ Анатолий Коротков ку ыйтусемпе ĕçлет. Вăл та пирĕн институтра тăрăшнă.
— Хăмлапа ăçта усă кураççĕ?
— Унран 77 тĕрлĕ продукци тăваççĕ. Вăл космонавтикăра та кирлĕ. Сăра, эмел, çĕпре, сăрă тунă çĕрте усă кураççĕ. Сиплевре те питĕ усăллă. Тĕслĕхрен, хăмла анинче çӳресен пуç ыратни иртсе каять. Хăмла минтерĕсем те пулăшаççĕ. Ыйхă килмесен вĕсем çинче çывăрмалла. — Чикĕ леш енчи хăш çĕршывра çитĕнтереççĕ? — Чехире хăмла производстви вăйлă аталанать. Унта туса кăларнă ЛЧХ2, ЧХ-4 машинăсемпе пирĕн патра та усă кураççĕ. Эп унта кайса курнăччĕ. Словакинчи пĕр хуçалăхра 600 гектар ӳстеретчĕç. Германи те хăмла туса илекен çĕршыв шутланать. Унта та хăмла производстви валли машинакомбайн кăлараççĕ. Пулас агроном хăмлаçăсене /10-15 çынна/ Германие практикăна яратчĕç. Украинăпа Беларуç Республикинче те хăмла çитĕнтеретчĕç. Раççейре Чăваш Ен «симĕс ылтăнпа» ĕçлекен тĕп регионсенчен пĕри шутланнă. — Эсир ялта сад та хута янă... — 1972 çулта Кĕлейкассинче пӳрт туса пĕтерсен сад ĕрчетме пуçларăм. Ăна 20 соткăна çитертĕм, унта 56 улмуççи /«Гала», «Грушовка», «Лобо», «Айдаред», «Штрейфлинг».../, 24 тĕрлĕ груша, 5 слива йывăçĕ тата ытти... <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Икĕ вăрçă витĕр тухнă
Илпек Микулайĕ 1915-1981 — прозаик, Чăваш халăх писателĕ, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ, СССР Писательсен союзĕн членĕ.
Вăл Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Шăмăршăри вăтам шкул хыççăн Патăрьелти педагогика училищинче вĕреннĕ. 1932 çулта çамрăк каччă Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ пулса тăнă. Вăл чĕлхепе литература факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Шăпах унта литература çулĕ çине тăнă. Çак тапхăрта «Вăхăт», «Ĕмĕтсем», «Командир арăмĕ», «Ăсату» калавсем çырнă. Диплом илсен çамрăк специалиста тăван районти Васан шкулне ĕçлеме янă. 1934 çулта Николай Ильбеков Шупашкара килнĕ. Пĕр вăхăт «Çамрăк коммунист» хаçатра ĕçленĕ, унтан Чăвашрадио редакцине куçнă. 1937 çулта ăна çара илнĕ. Вăл Совет-финн вăрçине хутшăннă. Салтакран таврăнсан унчченхи ĕçрех тăрăшнă. 1941 çулта ăна Чăваш кĕнеке издательствин аслă редакторне çирĕплетнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Николай Филиппович алла пăшал тытнă. Стрелоксен полкĕнче çар тивĕçне пурнăçланă, ахаль салтакран майора çитнĕ. Мускав, Харьков, Сталинград, Одесса çĕрĕсем çинче паттăррăн кĕрешнĕ. Вăл «На разгром врага» çар хаçачĕн редакторĕ те пулнă. Маттур офицера Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Мускава хӳтĕленĕшĕн», «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» тата ытти медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Николай Ильбеков каллех ĕçе кӳлĕннĕ, кĕнеке кăларас енĕпе вунă çул тăрăшнă. 1958 çулта ăна Чăваш Енри çыравçăсен союзĕн яваплă секретарьне çирĕплетнĕ, кайран литература консультанчĕ пулма шаннă. Вăл литературăра прозаик пек палăрнă. Чылай калав, повеç, роман çырнă. 20 ытла кĕнеки кун çути курнă: «Вăрçăпа Çĕнтерӳ», «Суйласа илнисем», «Эпир – совет салтакĕсем», «Вăрçă калавĕсем», «Сурпан» т.ыт. Чăваш писателĕсем çинчен нумай статья калăпланă, вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Унăн чылай произведенийĕ чăваш литературин ылтăн фондне кĕнĕ. Чи паллă хайлавĕ — «Хура çăкăр» роман. Ăна вăл 42-ре çырнă. Ку романа тĕрлĕ чĕлхене куçарнă. Ун тăрăх Чăваш драма театрĕ валли инсценировка хатĕрленĕ. Спектакль сцена çинчен чылай çул кайман. «Тимĕр» романа Владимир Бараев сăвăçа халалланă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать