Темле ĕç те тума пултаракан хресчен хĕрĕ

10 Янв, 2014

«Эпĕ хресчен хĕрĕ», - тет Ева Лисина çыравçă. Капла калама сăлтавĕ пурах. Вăл ÿснĕ Патăрьел районĕнчи Çĕньялти урама та Хиртикас теççĕ. Хушамачĕ те унăн таврари чаплă пахчаçăн, аслашшĕн, хушамачĕ пулнă. Виççĕшне те, виçĕ пĕр тăвана, Айхи Геннадийĕ, Айхи Луизи, Айхи Еви тесе чĕннĕ.

Ăçтан тухнă-ха ку хушамат? Аслашшĕ пĕррехинче «хайхи» теес чухне «айхи» тенĕ иккен. Çавăнтан вара ăна Айхи Энтри тесе калама пуçланă. Ку ялти хушамат пулнă-ха. Ĕçлĕ хутсенчи вара - Лисин.

Ашшĕ, Николай Андреевич, вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивнĕрен, хăй ятран çурт лартман. Шкул хваттерĕнче пурăннă. Ачисем тĕрлĕ ялта çуралнă: Геннадий - Çĕньялта, Луиза - Нăрваш Шăхальте, Ева - Именкассинче.

Ашшĕ вăрçăра вилсен, амăшĕ хăраххăн çурт ларт-нă. Улăм витнĕ çурт.

 

Шăнкăртам урамĕ тем тăршшĕ?...

Колхоза кĕнĕ. Амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Ачисем пĕрлех тăрмашнă.

Колхоза кĕменнисене йывăра килнĕ. Çав йышри тăватă ачаллă пĕр хĕрарăм уйрăмах нуша курнă. Упăшки ир вилнĕ, хÿтлĕх çук. Евăсен амăшĕ ăна шелленĕ, пулăшнă.

Кĕçĕнни ачаш ÿсекен. Кунта апла мар.

Геннадий Патăрьелти педагогика училищинче вĕренет. Шăмат кун. Ева ун валли апат-çимĕç леçме каять. Çуран. Çулĕ вăрăм. Шăнкăртам урамĕ тем тăршшĕ. Чăвашла тăхăннăскере тутар ачисем тĕлĕнсе сăнаççĕ. Пăхчăрин! Пуçра пĕр шухăш кăна - хăвăртрах çитесчĕ.

Чирлĕ аппăшне больницăра инвалид шутне кĕртекен хут паччăр тесе унăнах тăрăшма тивнĕ. Çакна «Çăкăр чĕлли» калавра аван çырса кăтартнă.

Луизăсăр пуçне тата тепĕр аппăшĕ те пулнă. Клара ятлăскер. Пĕр аçаран вĕсем, ама расна. Кларăн амăшĕ - Мария Харитоновна. Евăна амăшĕ: «Клара аппу кĕпе лайăх çĕлет, кайса çĕлеттер», - тенĕ. Çĕлесе панă. Кăмăлтан. Аппăшĕ хăй те вĕсем патне пырса çÿ- ренĕ. Клара учительте ĕçленĕ. Качча кайсан çемйипех Çĕпĕре куçса кайнă. Мария Харитоновна ялтах юлнă.

 

Кĕр! кĕрлерĕ трактор

Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕн пĕрремĕш курсĕнче сивĕ пуçлансан та вĕренме пиншакпах çÿренĕ. «Сивĕ вĕт, хĕрĕм», - пăшăрханнă Ленин ячĕллĕ библиотекăн вахтерĕ. «Эпĕ Çĕпĕр çынни, сивве хăнăхнă», - тавăрнă чăваш хĕрĕ.

Геннадий хăй те пиншакпа çеç çÿрет те-ха. Пырĕ-çке, аптрамĕ. Йăмăкĕ кăна ан шăнтăрччĕ. Гонорар илсенех ăна пальто туянса пачĕ.

Биолога вĕренсе тухасси те тетĕшĕнченех килнĕ. Вăл çапла хушнă.

Тетĕшĕ пĕррехинче Борис Пастернакăн вулама чарнă «Доктор Живаго» кĕнекине икĕ кунлăха пачĕ. Хĕрсе кайсах вуларĕ. Ыран «Сысна ĕрчетесси» йывăр предметпа экзамен памалли те хăратмарĕ. Вуласа тухрĕ-тухрех. Экзамен та чиперех тытрĕ.

Саратов облаçне практикăна янă. Акма тухса кайнă та тыр-пул пуçтарса кĕртмесĕр те таврăнман.

Ева, пĕрремĕш категориллĕ тракторист-дизелист, ДТ-54 гусеницăллă тракторпа сухаланă, культиваци тунă. Вырмара комбайнпа ĕçленĕ, тусанпа хылчăк вĕçнине пăхмасăр тырра улăмран уйăрнă.

Ай, турах, хăш чухне тата шофер çуккипе практикант студентсене кÿршĕ ялтан грузовикпе вăлах кÿ-ретчĕ. Академирен уй-хир ученăй агрономне вĕренсе тухнă. Хĕвел çаврăнăш пирки диплом ĕçĕ хÿтĕленĕ.

 

Рудоминопа та, Косыгинăпа та ĕçлесе курчĕ

Унтан хăй тĕллĕн турккă чĕлхине вĕреннĕ. Турккă чĕлхипе экзамен тытса Ют чĕлхе литературин Пĕтĕм Союзри патшалăх библиотекинче биолог-куçаруçăра ĕçлеме пуçланă.

Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă биологи журналĕ-сенчи статьясене вырăсла куçарса аннотацисем тунă. Çакна вара вулакансем валли библиотека картотекине вырнаçтарса тăнă.

Библиотекăна тĕнчипе паллă Маргарита Рудомино йĕркелесе уçнă, нумай-нумай çул хушши директорта ĕçленĕ. Халь çав библиотека Маргарита Рудомино ячĕпе хисепленет.

Маргарита Ивановна хыççăн директорта çĕр-шыв ертÿçин Алексей Косыгинăн хĕрĕ Людмила Гвишиани (Косыгина) ĕçленĕ.

Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать. Улшăнусем пуçланнă.

Естественнăй наукăсен пайне (Ева Николаевна унта ĕçленĕ) пĕтернĕ. Биологсене ĕçрен кăларнă. Ку йыша Ева Лисина та лекме пултарнă. Хăюллă чăваш хĕрĕ директор патне каять. Мĕн каламаллине тÿрех калать:

- Людмила Алексеевна, эпĕ ку библиотекăна питĕ юрататăп. Мана кунтан тухса кайма питĕ йывăр. Эпĕ сиртен хама çакăнтах хăварма ыйтатăп.

- Хăвăр шутăрпа эсир кунта мĕн тума пултарăр?

- Эпĕ литературăна юратакан çын. Библиотекăра курав уйрăмĕ пур. Эпĕ унта кĕнеке куравĕсем йĕркелеме пултарнă пулăттăм.

- Апла çапла пултăр, - тенĕ директор.

Хастарлăхне, пултарулăхне кура кĕçех ăна ют çĕр-шывсене илсе каймалли кĕнеке куравĕсем йĕркелеме хушаççĕ. Çав куравсене вăл Польшăра, Чехословакире кăтартнă. Германие икĕ хутчен те кайса килнĕ.

Курав кĕнекесенчен кăна мар, сăн ÿкерчĕксенчен те тăнă. Этикеткăсем, халăхпа ĕçлекен ушкăн валли экскурси текстне çырса хатĕрленĕ. Ют çĕр-шыва çитсен тухса калаçнă, экскурси ирттернĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Ева Лисина - çул уçаканĕ. Ун хыççăн ытти сотрудниксем çав куравпах ют çĕрсене хутланă.

«Михаил Шолохов хайлавĕсем тĕнчери пур чĕлхепе те янăраççĕ» курав уйрăмах асра юлнă. Людмила Гвишиани (Косыгина) директор Михаил Шолохова аван пĕлнĕ. Дон-çи-Ростоври музейре пĕр эрне тĕпченĕ. Сăн ÿкерчĕксем ÿкерсе илнĕ.

Ун чухне Шолохов çинчен кăна калаçнă. «Евăн пĕр тема кăна - Шолохов», - шÿтленĕ тетĕшĕ.

Библиотекăра шăп та лăп 20 çул ĕçленĕ: 5 çул - биолог-куçаруçăра, 15 çул - курав ушкăнĕнче. Тавра курăм самаях ÿснĕ. Малтанхи ĕçре кашни çул е икĕ çултан ют чĕлхесемпе экзамен панă. Комиссире виçĕ çын, унсăр пуçне Маргарита Рудомино директор та кунтах ларнă. Иккĕмĕш ĕçре уйрăмах нумай тĕпчесе пĕлнĕ.

 

Йыхăрать çĕнĕ ĕç

Библиотекăра ĕçлеме пуçлани çирĕм çул çитсен тепĕр куннех, малашне литературăпа çеç ĕçлес тесе, унтан кайнă.

1991 çулта «Нимĕç хумĕ» радиостанци (ФРГ) Совет Союзĕнче пурăнакан авторсен калавĕсен конкурсне ирттернĕ. Çав конкурса пурĕ 1683 калав хутшăннă. Конкурсра Ева Лисинăн «Çăкăр чĕлли» калавĕ çĕнтернĕ.

Калавпа радиоспектакль те лартнă нимĕçсем. Ăна «Нимĕç хумĕ» радиостанципе панă. Вăл вăтăр минут пырать. Хушăран-хушăран вăл халĕ те эфирта янăрать.

Пултарулăхне пирĕн çĕр-шывра та асăрханă. Ачасем валли çырнă чи лайăх кĕнекесен Пĕтĕм Союзри конкурсĕнче (1987 çул) унăн «Хупах хăлха Илюк» повеçĕ çĕнтернĕ. Шупашкарта Пукане театрĕнче çав хайлавпа спектакль те лартнă. Ăна тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕр-шывра кăтартнă. Вăл çырнисене ача-пăча питĕ кăмăллать. Ахальтен мар ĕнтĕ конкурсра «Улăхпи», «Вĕçекен кÿлĕ» ачасен чи юратнă кĕнекисем пулнине палăртнă.

Библие чăвашла куçарса кăларас ĕçре 20 çул тăрăшрĕ. Мĕн тери пысăк чăтăмлăх!

 

Таçта та тÿсĕмлĕх çитерет

Вăл Синай тăвĕ (е урăхла Хорив тăвĕ) çине хăпарнă. Синай тăвĕ Египетра, пуш хирте вырнаçнă. Икĕ пин метра яхăн çÿле хăпармалла. Мĕнрен паллă-ха ку ту? Моисее Турă Синай тăвĕ çине чĕнсе илет. 40 кун та 40 каç пулать унта Моисей. Турă ăна 10 заповедь (ÿкĕт) парать. Синай тăвĕ çине хăпарма питĕ йывăр. Аялта утмăл градус шăрăх. Çавăнпа çĕрле çеç хăпарма тивет. Пуçтарăнасса Çветтуй Екатерина мăнастирĕнче пуçтарăнаççĕ.

Хăпарнăçем сивĕтсе те сивĕтсе пырать. Кофта, куртка тăхăнса яратăн. Аннăçемĕн вара майĕпен салтăнма пикенетĕн, мăнастире çитиччен ăшă япаласене хывса пăрахатăн.

Çÿлте - чиркÿ. Унта çылăх каçарттарса сыпатăн. Ирхине Синай тăвĕ çинчен хĕвел тухнине куратăн. Хĕвел тухать вут пек, тÿпе хĕп-хĕрлĕ, вут хĕвел хăвăн çине килнĕнех туйăнать.

Çÿле хăпарнă, аяла аннă чухне Ева Николаевна тĕве çине ларман. Укçа тăвас текенсем ун хыççăн тĕвепе пынă, ывăнсан ку хĕрарăм тĕве çине ларатех тесе ĕмĕтленнĕ пулĕ. Çук, вĕсем шухăшланă пек пулман. Уншăн çак ту çине хăпарни питĕ кирлĕ те пĕлте- рĕшлĕ пулнă, çавăнпа вăл темле йывăр пулсан та хăйĕн вăйĕпех хăпарма тăрăшнă.

 

«Тăванăм, ах, анне пекех вĕт-ха эс»

Йăмăкĕн ăшă кăмăлне ытараймасăр çапла каланă тетĕшĕ, тĕнчипе паллă Геннадий Айхи сăвăç.

Шупашкара пурăнма куçнă йăмăкне питĕ тунсăхланă вăл, Мускаврах юлнăскер. Ăмсаннă та - Шупашкарта тăван чĕлхе куллен янăрать. Илтме те, калаçма та пулать.

Ева Николаевна та тетĕшĕ Шупашкара килессе тек-текех кĕтнĕ. Пĕр тăванпа шăкăл-шăкăл калаçса ларнине мĕн çитейĕ? Пиччĕшĕн чи юратнă апачĕ мĕн иккенне аван чухланă. Салма яшки - акă мĕн. Килмессерен салма яшкипе сăйланă. Геннадий Айхишĕн пулсан, ытти апат айккинче тăтăр!

Тетĕшĕ вилнĕренпе Ева Николаевна унăн еткерлĕх-не типтерлĕн упрать. Пĕлтĕр çăвĕпех Тверь облаçĕнчи Тинĕс Тăвайкки (Денисова Горка) ялĕнче ирттерчĕ. Иккĕшĕн те дачисем унта. Пахча çимĕç туса илнипе пĕрлех тетĕшĕн чăвашла сăввисене вырăсла куçарчĕ. Швецири Микаэль Нюдаль издатель вĕсене шведла куçарса кăларасшăн.

Пуçне килнĕ хăйĕн хайлавĕсем те канăç памаççĕ. Епле те пулин çавсене çырма хал çитересшĕн вăл.

Галина ЕЛИВАНОВА,

К.В. Иванов ячĕллĕ Литература

музейĕн наука аслă сотрудникĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Ева Лисина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.