Тантăш 22 (4939) № 22.05.2025

22 Мая, 2025

Слетра 100-е яхăн ача савăнчĕ

Çамрăк корреспондентсен слечĕ — «Тантăш» хаçат тусĕсем кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтекен уяв. Кăçал ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалларăмăр. Вăл çиччĕмĕш хут иртрĕ. Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче пирĕн пата хăнана республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кăçал 100-е яхăн ача килсе çитрĕ. «Тантăш» лауреачĕшĕн, конкурссен çĕнтерӳçисемпе хастар юнкор- семшĕн, хăнасемшĕн вăл хаваслă кулăпа, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа, ырă тĕслĕхсемпе асра юлчĕ.

ЮМАХРИ СĂНАРСЕМ

Ачасем яланхиллех мероприяти пуçланиччен чылай маларах пуçтарăнма тытăнчĕç. Пуринчен малтан Патăрьел округĕнчи Аслă Чемен шкулĕн вĕренекенĕсем çитрĕç. Урамра ăшă çу уйăхĕ хуçаланнăран-и — кăçал та слета йышлăн килчĕç. «Тантăшпа» «Теттене» шкул ачисем чунтан кăмăллани çакăнтан та палăрать. Çырас ăсталăха аталантарма пулăшакан, яланах хавхалантаракан, кашни номертех Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене, çывăх çынсене юратма хистекен пичет кăларăмне ачасем малти вырăна хуни хамăра та савăнтарать. Хăнасене юмахри сăнарсем — чее Тилĕ, Незнайкăсем, Тухатмăш карчăкĕ — кĕтсе илчĕç. Кашниех вĕсемпе асăнмалăх сăн ӳкерĕнме тăрăшрĕ. Илĕртӳллĕ те ырă сăнарсемпе ачасем пĕрле вылярĕç те, ташларĕç те.

ЧИ МАТТУРРИСЕМПЕ ХАСТАРРИСЕНЕ ЧЫСЛАРĔÇ

Слет яланхи пекех «Асамат тĕнчи» (ушкăн ертӳçи Людмила Кинер) «Тантăш» гимнне шăрантарнипе пуçланчĕ. Палăртса хăварасшăн, çак илемлĕ юрра Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи çырнă, кĕвĕлекенĕ — Людмила Кинер. Слета Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Çамрăксен политикин управленийĕн ертӳçи Кирилл Лукин уçрĕ. Вăл «Тантăш» хаçатăн хастар корреспонденчĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕ, ăнăçу сунчĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Виктория Вышинская «Тантăш» ачасене журналистика çулĕ çине тăма пулăшнине, хăй те ача чухне çак хаçата заметкăсем вĕçтернине палăртрĕ. Слета килнисене малашне те хаçатпа тачă çыхăну тытма, кăларăмсемпе туслă тата яланах маттур пулма чĕнсе каларĕ. Çамрăк корреспондентсен уявĕнче лауреатсене, хастар авторсене, редакци ирттернĕ конкурссен çĕнтерӳçисене чысласси йăлара. «Тантăшăн» кăçалхи лауреачĕ — Шупашкарти 3-мĕш лицейре вĕренекен Александра Федорова. Хĕрача чăннипех те питĕ хастар та пултаруллă. Иртнĕ çул та, кăçал та унăн материалĕсем хаçатра тăтăш пичетленнĕ. Вăл шкул пурнăçне, çитĕнĕвĕсене анлăн çутатса тăрать. Александра «Хыпар» Издательство çурчĕн Хисеп хутне, «Тантăш» парнисене тивĕçрĕ. Пирĕн кăларăмăн кăçалхи лауреатне малашне те маттур та хастар пулма сунатпăр! Ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ кашни çулах тĕрлĕ конкурс ирттерет. Çулталăк вĕçĕнче чи илемлĕ хайлавсен çĕнтерӳçисене палăртасси йăлана кĕчĕ. «Чăвашла, вырăсла çырнă чи интереслĕ заметка», «Чăвашла, вырăсла çырнă чи лайăх сăвă», «Чăвашла, вырăсла çырнă чи лайăх калав», «Тантăш» хаçатăн чи хастар юнкорĕ» номинацисен çĕнтерӳçисем кăçал та пулчĕç. Уява килнĕ ачасене çавăн пекех Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин саламларĕ. Вăл уява пушă алăпа килмен. Юрий Александрович «Хыпар» Издательство çуртне Хисеп хучĕпе, ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн редакторне Лена Атамановăна, «Тантăш» хаçатăн корреспондентне Татьяна Филимоновăна Тав хучĕсемпе чысларĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн журналистика кафедрин ертӳçи Анатолий Данилов та «Тантăш» юнкорĕсене Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕ, çак слет тăван чĕлхене юратма, аталантарма май панине каларĕ. Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова ача чухне хăйсем те «Тантăш» ª«Пионер сасси»º хаçатпа туслă пулнине пĕлтерчĕç, слета килнисене пурнăçра яланах тăрăшуллă та ĕçчен пулма, çутă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме сунчĕç. <...>

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.