Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 17 (1397) № 15.05.2025
Уяв çĕр-çĕр çынна пĕрлештерчĕ, ăрусене çыхăнтарчĕ
Çĕнтерӳ кунĕ — чи сумлă уявсенчен пĕри. Кăçал ăна 80-мĕш хут кĕтсе илтĕмĕр. Çак кун эпир паттăр салтаксемпе офицерсене, тыл ĕçченĕсене аса илетпĕр, вĕсене пире мирлĕ тӳпе тата ырă пурнăç парнеленĕшĕн тав тăватпăр.
Парадра — ретромашинăсем
Яланхи пекех çак кун Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пуç хунă паттăрсене асăнса Нихçан сӳнми çулăм умне чечек кăшăлĕ хунинчен пуçланчĕ. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприяти — çар парачĕ. Унта 700 ытла салтакпа офицер, 75 техника хутшăнчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев совет çыннисен паттăрлăхĕпе мăнаçланнине, вĕсен чăтăмлăхĕпе хăюлăхĕ çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ. Çар техникисĕр пуçне парада ретроавтомобильсем те хутшăнчĕç. Совет тапхăрĕнче туса кăларнă «Жигули», «Москвич», «Волга» тата ытти машина уява илем кӳчĕç. 1986 çулхи «Запорожец» та вĕсен йышне тăнă. Ун хуçи — 37-ри Евгений Блинов. «Ку автомобиле 2018 çулта туянтăм, ăна юсаса çĕнетрĕм. Реставраци туса 500 пин тенкĕ тăкакларăм. Вăл гаражра ларакан машина мар. Унпа эпир çемьепе канмалли кунсенче çула тухатпăр, яла кайса килетпĕр, автопохода çӳресси йăлана кĕчĕ. Тольяттире, Хусанта, Ульяновскра, Йошкар-Олара, Шупашкарта иртнĕ ретромашинăсен фестивалĕсене хутшăнтăмăр. Фотосесси валли усă кураççĕ. Парада хутшăнни маншăн питĕ сумлă. Асатте-кукаçин ятне асра тытасси — пирĕн тивĕç», — терĕ автосалонра ĕçлекен арçын. Мĕн ачаран автомашинăсене юратаканскер техникумра, институтра ку енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕ. Алăра — аслашшĕкукашшĕн портречĕсем Кăçал «Вилĕмсĕр полк» акци те иртрĕ. Ачисемпе мăнукĕсем — 30 пин çын — ашшĕ-аслашшĕн, амăшĕасламăшĕн портречĕсене йăтса Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утрĕç. Акă Вячеслав Яранцевăн аллинче — виçĕ сăн ӳкерчĕк. Пĕри — ашшĕ Александр Филиппович. Вăл вăрçă çулĕсенче разведчик пулнă. Александр Яранцев 1924 çулта Киров облаçĕнче çуралнă, Шупашкара 1964 çулта килнĕ. Чăлхапа трикотаж фабрикинче столярта вăй хунă. Тепĕр аллинче — Василий Долгушевăн портречĕ. «Василий Николаевич — ман пичче. Танк командирĕ. Польша çĕрĕ çинче çапăçнă, Берлина çитнĕ. Виçĕ хут аманнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Киров облаçĕнче кун çути курнăскер Мари Элти вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ, кайран Шупашкара куçса килнĕ. Василий Николаевичăн ывăлĕ Литвара çамрăкранпах пурăнать, вăл мана ашшĕпе пиччĕшĕн портречĕсене йăтса çак акцие хутшăнма ыйтрĕ. Василий Долгушевăн пиччĕшĕ Порфирий Николаевич отделени командирĕ пулнă, Днепропетровск çывăхĕнчи çапăçура пуç хунă. Çак паттăрсене ялан асра тытатăп. Вĕсем пире пăхса ӳстернĕ, çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Вĕсемшĕн çынлăх, чунлăх малти вырăнта пулнă. Нихăçан та ӳркенсе ларман, ялан ĕçленĕ. Эпир те вĕсем пек тăрăшуллă пулма ăнтăлнă», — палăртрĕ Вячеслав Александрович. 78-ти Геннадий Семеновăн ашшĕ те куç умĕнче. Герман Семенович, 1912 çулта çуралнăскер, вăрçа 1942 çулта лекнĕ. «Вăл Брянск фронтĕнче службăра тăнă, çыхăнуçă пулнă, лашапа вăрттăн пакетсем илсе çӳренĕ. Бомба айне лексе лаши вилнине каланăччĕ. Тăшмана хăваласа Таллина çитнĕ. Вăрçă хыççăн яппун самурайĕсемпе кĕрешме янă, киле 1946 çулта таврăннă», — пĕлтерчĕ Геннадий Германович. Вăрçă хыççăн Тăвай районĕнчи Йăнтăрчă çынни тăван колхозра бригадирта ĕçленĕ, куккурус ӳстерсе пысăк тухăç илнĕскер ВДНХ куравĕсене хутшăннă, тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Сăмах май, Геннадий Семенов Лапсарти кайăк-кĕшĕк фабрикинче нумай çул ĕçленĕ, директор тивĕçĕсене пурнăçланă. «Вилĕмсĕр полк» темиçе ăрăва çыхăнтарать. Акă Шупашкарти 37-мĕш шкулта виççĕмĕш класра вĕренекен Дмитрий Ямсков мăн аслашшĕн портречĕпе тухнă. Максим Ямсков Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Каркçырми ялĕн çынни пулнă. Вăл вăрçă хирĕнче хăюллăн çапăçса йывăр аманнă, сусăрскер тăван ене таврăнсан колхозра тăрăшнă, хуçалăх председателĕ те пулнă. «Çĕнтерӳçĕсене пирĕн манмалла мар. Çĕнтерӳ кунне халалласа шкулта парад иртрĕ. Эпир класпа стройпа утса тухрăмăр, çар юррисене шăрантартăмăр», — терĕ кадет. «Çĕнтерӳ уйăхĕ» Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар хули Совет Союзĕ вăхăтĕнчи кунсене аса илтерчĕ. Урамра хĕрлĕ плакат вĕлкĕшрĕ, радиопа Юрий Левитан сассине итлерĕмĕр, репродукторпа вăрçă юррисем янăрарĕç, совет тапхăрĕнчи буфетсем ĕçлерĕç, урампа ретроавтомобильсем çӳрерĕç. Çар тумĕллĕ яштака каччăсемпе хăюпа илемлетнĕ çивĕтлĕ хĕрсенчен куç илеймĕн. Ачасем Çĕнтерӳ пулнине хыпарлакан хаçат валеçрĕç. Çеçпĕл скверĕ Патриотсен паркне çаврăннă. Унта салтаксемпе офицерсем пăшал салатса пуçтарас тата ытти енĕпе ăсталăх сехечĕсем ирттерчĕç, çар техники çинчен каласа кăтартрĕç. Иван Яковлев скверĕнче литературăллă кафе йĕркеленĕ. Унта поэтфронтовиксен сăввисене вуларĕç. Шупашкарти завод-фабрикăн вăрçă çулĕсенчи ĕçĕ-хĕлĕпе тата продукцийĕсемпе паллашма май килчĕ. «Çĕнтерӳ историйĕ» кураври сăн ӳкерчĕксенче иртнĕ самана сăнланнă. «Ĕç мухтавĕн хули» стела умĕнче уй почти ĕçлерĕ. Унта çынсем килекен ăру валли çырусем шăрçаларĕç. Вĕсене тепĕр 20 çултан — Аслă Çĕнтерĕвĕн 100 çулхи юбилейĕнче — уçса вулама палăртнă. Республика тӳремĕнче «Çĕнтерӳ моди» дефиле иртрĕ. 40-50-мĕш çулсенчи тумсемпе паллаштарчĕç. Унтах вальс ташларĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа мăшăрĕ Наталья Алексеевна та ташша тухрĕç. — Эпĕ 60-мĕш çулсенче çуралнă. Ача чухне аслисем вальс çаврăннине çăвар карса пăхаттăм. Темле асамлă пек туйăнатчĕ. Çамрăк чухне хамăр та ташă каçне сахал мар çӳренĕ, пирĕн предприятире ташă ушкăнĕ те пурччĕ. Эпĕ çав йышраччĕ. Шупашкарта «Çĕнтерӳ вальсĕ» акци ирттерессине пĕлсен репетицие çӳреме тытăнтăм. Совет тапхăрне тепĕр хут таврăнма май килнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕм, — савăннине пытармарĕ Çĕнтерӳ вальсне хутшăннă Елена Семенова. Хĕрлĕ тӳремре каçченех илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Çапларах кĕтсе илчĕ Чăваш Ен Çĕнтерӳ кунне. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çав çулсен çухалмĕ чапĕ…
Муркаш тăрăхĕнчи Оринин территори пайне кĕрекен ялсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 698 çын хутшăннă. Вĕсенчен 384-шĕ Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илеймен, тăшмана хирĕç кĕрешсе пуç хунă.
«Эпир çĕнтеретпĕрех!»
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Оринин ялĕнче Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Çак кун вырăнти Ветерансен канашĕн тата территори пайĕн представителĕсем Лантăш, Атапай, Пăсăрман, Мулкачкасси ялĕсене çитрĕç. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă обелисксемпе палăк тата стела умне чĕрĕ чечексем хучĕç, паттăрсене чыс туса пĕр минут шăп тăчĕç. Шкул ачисем Çĕнтерӳ кунне халалласа анлă программа — литмонтаж — хатĕрленĕ. Вĕсем сăвă-юрă парнелерĕç, палăк умĕнче хисеплĕ хуралта та тăчĕç. Орининти палăк умĕнче те таврари ялсенчен халăх йышлăн пухăнчĕ: шкул ачисем те, аслисем те. Хаяр вăрçăра пуç хунă ентешĕсен ячĕсене çамрăк ăрурисем те асра тытнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Ветерансен канашĕн ертӳçи Валерий Вязов мероприятие уçнă май пурне те Çĕнтерӳ кунĕпе саламларĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 80 çул çитрĕ. Анчах та пирĕн çĕршывăмăра гитлеровецсен хӳрешкисемпе бандеровецсем каллех нимĕç танкĕсемпе тата хĕвел анăçăн хĕç-пăшалĕпе хăратма пăхаççĕ. Раççее аркатассипе юнаççĕ. Тăван çĕршыв шăпишĕн пирĕн ентешсем те неонацистсене хирĕç паттăррăн çапăçаççĕ. Тăшмана хирĕç тăма яланах хатĕр пулмалла. Çакна палăртрĕç те Валерий Ивановичпа территори пайĕн пуçлăхĕ Валентина Пушкова тата Оринин шкул директорĕ Николай Щукин сăмах илсен. Çавăн пекех пухăннисене Муркаш округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертӳçипе Татьяна Павловăпа округ Пухăвĕн депутачĕ Павел Вязов тата ыттисем Çĕнтерӳ кунĕпе саламларĕç. Мероприятие Сентимĕр ялĕнчи Эдуард Музыков та килсе çитрĕ. 44 çултискер чун хистенипе 2022 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа ятарлă çар операцине хутшăнать. Ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ ар йывăрлăхсенчен хăрамасть, командирсен хушăвĕсене яваплăн пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ паттăр разведчик Жуков тата ятарлă çар операцине хутшăннăшăн медальсене тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл отпускра. Кану вĕçленсен каллех ятарлă çар операцине кайĕ Эдуард Евгениевич. Вăл уява пухăннисене Аслă Çĕнтерӳ 80 çул тултарнă ятпа саламларĕ, çирĕп сывлăх, мирлĕ тӳпе, пурнăçра ăнăçу сунчĕ. «Совет халăхĕпе Хĕрлĕ çар пĕрле пулнипе ирсĕр тăшмана çапса аркатнă. Хальхинче те эпир çĕнтеретпĕрех!» — терĕ вăл. Муркашри чиркӳ настоятелĕ Михаил атте /Фомин/ иерей вăрçăра вилнисене асăнса панихида ирттерчĕ. Икĕ ывăлĕ те СВОна кайнă Çĕнтерӳ кунне халалланă уяв программи анлă пулчĕ. Орининти Культура çуртĕнче халăх театрĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. В.Ежов çырнă «Шăпчăк юрланă каç» драмăн кĕске сыпăкне лартрĕç. Орининти вăтам шкулти тата Çветтуй Троица чиркӳри вырсарни шкулне çӳрекен ачасем, Атапай клубĕ çумĕнчи «Сурпан» пултарулăх ушкăнĕпе «Орин ен» ветерансен хорĕ мероприятие юрă-ташăпа пуянлатрĕç. Уява пухăннисем В.Васильев, А.Терентьев çырнă «Баллада о матери» сăвва чĕре çывăхне илчĕç, чуна тивекен сăмахсем куççульлентерчĕç. Пирĕн ентешсем Украинăри ятарлă çар операцине йышлăн хутшăнни çинчен маларах асăнтăм ĕнтĕ. Хирĕç тăру нихăçан та çухатусăр пулмасть. Патаккассинчи Юрий Александровичпа Алевтина Григорьевна Ивановсем икĕ ывăлне СВОна ăсатнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлӳ илнĕ, çемьеллĕ. Евгенин виçĕ ача, Алексейăн — улттă. Иккĕшĕ те 2022 çулта ятарлă çар операцине тухса кайнă. Питĕ шел, Евгений Юрьевич 2024 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Вилнĕ хыççăн Раççей Президенчĕ Владимир Путин ăна орденпа наградăламалли çинчен калакан Указа алă пуснă. Евгений Иванов 1977 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Алексей Юрьевич вара çар тивĕçне малалла тăсать. Ивановсене халалласа виççĕмĕш класра вĕренекен Елена Пушковăпа Мария Котельникова «Плач матери» сăвва кашнин чунне пырса тивмелле вуларĕç, пухăннисем чылайччен алă çупса тав турĕç. Хайлав авторĕ, вĕрентекенре тăрăшакан Светлана Вязова, чăннипех тарăн шухăша тĕпе хурса çырнă сăвва. <...>
Александр ШАРИКОВ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.
♦ ♦ ♦
«Тăван йăха манмалла мар»
Иртнĕ çулхи утă уйăхĕнче Краснодар тăрăхĕнчи Темрюк районĕнчи Кучугуры поселокĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Русская гармонь на Азовском море» фестиваль иртнĕ. Унта артистсем 17 регионтан пуçтарăннă, çав шутрах Чăваш Енрен те чылай ушкăн кайнă. Кăçал çак мероприяти утă уйăхĕн 7-13-мĕшĕсенче Алуштăра «Русская гармонь в Крыму» ятпа йĕркеленĕ.
Проект ертӳçи — Александр Ганичев. Фестиваль йĕркелӳçи вара «Русская гармонь» продюсер центрĕ. Ăна Александр Ганичев ертсе пырать. Унăн мăшăрĕ Светлана Калачева /Ефремова/ юрăç, композитор Красноармейски районĕнчи Кӳлхĕрри ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл — «Русская гармонь» продюсер центрĕн тĕп директорĕн çумĕ. Светлана ачаранах, 4-мĕш класра вĕреннĕ чухнех, колхоз уй-хирĕнче, фермăра ĕçленĕ, ашшĕ-амăшне пулăшнă. Лаша кӳлме, ĕне сума, утă çулма вĕреннĕ. «Атте-анне пире пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарни пурнăçра кирлĕ пулчĕ», — тет вăл. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Светлана Михайловна Вологда облаçне пиччĕшĕсем патне кайнă, çавăнтах юлнă. Кадуй районĕнчи Никольски ялĕнче пурăнма тытăннă. Унта комсомол бригадине хутшăннă. Каярахпа качча кайнă, çемьере ывăлпа хĕр çитĕннĕ. Унтан Светланăна культура сферине ĕçлеме чĕннĕ: ансамбльте юрланă, ташланă вăл — 20 çул ĕçленĕ. Педагог-йĕркелӳçĕ иккĕмĕш пĕлӳ илнĕ май фольклорпа, халăх искусствипе кăсăкланма тытăннă. Светлана Заварина преподаватель чылай ыррине, кирлине вĕрентнĕ ăна. Вĕсем патне «Русская гармонь» продюсер центрĕ пырсан чăваш хĕрĕн шăпи улшăннă. Александр Ганичев ăна хăйсем патне ĕçлеме чĕннĕ. 2014 çултанпа Светлана çак центрта юрлать. Çавăн пекех юрă кĕвĕлет. Чылай сăвва вара Александр Ганичев хăй çырать. Светлана Михайловна Чăваш Ене часчасах килсе çӳренине палăртать. Хăй чăваш пулнипе мăнаçланать. Тăван чĕлхепе юрă та хаваспах шăрантарать. «Раççейри чылай регионта концерт кăтартатпăр. Чăваш юррисене юратса итлеççĕ. Концерт хыççăн ентешсем пырса калаçаççĕ, чăваш юрри-кĕввишĕн тунсăхланине пĕлтереççĕ. Тăван чĕлхепе калаçма пĕлмесен те чунпа-юнпа вĕсем чăвашсем. Хамăрăн йăха пирĕн манмалла мар: атте-аннене, асатте-асаннене, кукаçикукамая… Çакă пирĕн пуянлăх, пуласлăх», — тет вăл. Унăн репертуарĕнче чăваш юрри пайтах — вĕсене кашни концертрах шăрантарать ентешĕмĕр. «Русская гармонь на Азовском море» фестивале Шупашкар округĕнчи Чăрăшкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Токаш» фольклор ушкăнĕпе «Топотушки» ташă, Шăнкасри культура çурчĕ çумĕнчи «Шурă акăш» вокал ансамблĕсем те хутшăннă, тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ. Вăрнар округĕнчи Кушар Юнтапа ялĕнчи арçынсен «Алтăр çăлтăр» ушкăнĕ гран-прие çĕнсе илнĕ. Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Иккĕмĕш Вăрманкасси ялĕнчи Владимир Парфенов вара «Раççей гармонисчĕ» медале тивĕçнĕ. Чăвашсем кăçал «Русская гармонь в Крыму» фестивале те хутшăнас кăмăллă. «Фестиваль-конкурс питĕ килĕшрĕ, — пулни-иртнине куç умне кăларчĕ Чăрăшкассинчи культура çурчĕн ертӳçи Галина Королькова. — Мероприяти йĕркелӳçисем Светлана Калачевăпа Александр Ганичев чăвашсем патне темиçе хутчен те пырса калаçрĕç. Вĕсем çав тери уçă кăмăллă, шӳтлеме юратаççĕ. «Миçе килограмм таякан капăрлăх çакса çӳретĕр хăвăр çинче?» — кăсăкланчĕ Александр Ганичев пирĕн эрешсене ытараймасăр. Чăн та, чăваш çи-пуçĕ чылайăшне илĕртрĕ. Эпир инçе çула кучченеçпе тухрăмăр. Хамăр тăрăхри сиплĕ курăксене пухса, типĕтсе фиточейсем хатĕрлерĕмĕр. Вĕсене ятарлă хутаçсене тултарса «Чăваш Енрен — юратупа» тесе çыртăмăр. Светлана Михайловнăна кучченеç питĕ килĕшрĕ. Тăван тăрăхран илсе кайнăскере хаваспах йышăнчĕ. Чăваш Енре, ашшĕ-амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă пулсан та, тăванĕсем пурăнаççĕ. Эппин, чун туртатех тăван çĕре. Киле хавхаланса таврăнтăмăр. <...>
Валентина МАКСИМОВА.
♦ ♦ ♦
Сăмахпа та сиплет
Вера Порфирьева сăн ӳкерчĕкре хĕрĕпе Маринăпа Шупашкар районĕн тĕп больницинче фельдшер-лаборанткăра 49 çул ĕçлет. Медицинăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн — 52 çул.
«Аттепе мăнаçланатăп»
«Эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сĕнтĕкçырми ялĕнче çуралса ӳснĕ, — калаçăва пуçларĕ Вера Васильевна. — Анне Агафия Ванюшкина, «Халăх çут ĕç отличникĕ» палла илнĕскер, пуçламăш класс ачисене вĕрентетчĕ. Атте Василий Ванюшкин ФАП ертӳçинче вăй хунă. Вăл — Чăваш АССРĕн сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Атте Çĕрпӳри медицина техникумĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех «5» паллăсемпе вĕренсе тухнă. Малалла пĕлӳ илес шухăш та пулнă унăн, анчах май пулман. Пур-çук укçипе çăкăр-тăвар иличчен медицина энциклопедийĕ туяннă вăл. Астăватăп: вăл килти шкапра упранатчĕ. Атте унпа час-часах усă куратчĕ. Вăл пур енлĕ аталаннă çынччĕ. Малтанах Хĕрлĕ Чутайра ĕçленĕ, унтан — кӳршĕ ялсенче, каярахпа вара — хамăр ялта. 1963 çулта атте Сĕнтĕкçырминче хăй тĕллĕн ФАП тунă. Унта терапевт, акушер, стоматолог тивĕçĕсене пурнăçланă. Хăйĕн ĕçне питĕ юрататчĕ вăл. Çакăншăн ăна çынсем те кăмăллатчĕç. Унсăр пуçне атте пахчаçă, строитель, хурт-хăмăрçă ĕçĕсене те юратса пурнăçлатчĕ. Хĕрарăм, арçын ĕçĕсене тиркесе тăман вăл — тытнă та тунă. Ĕне те сунă, çăкăр та пĕçернĕ… Вăл хатĕрленĕ апат питĕ тутлăччĕ. Аттепе халĕ те мăнаçланатăп эпĕ. Ахальтен мар ăна юратнипех медицина профессине суйласа илтĕм. Çав вăхăтрах юрлама та кăмăллаттăм. Паллах, ун чухне юрăçсене питех чыс-хисеп пулман. Тен, ăна та шута илтĕм-тĕр. Шкул хыççăн Шупашкарти медицина училищинчи фельдшерпа лаборант уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Анчах юрă-кĕвĕрен ниепле те уйрăлаймарăм. Вăл чуна уçатчĕ, ăш-чике тасатнăн туяттăм. Медицина училищинче вĕреннĕ вăхăтрах К.В.Иванов ячĕллĕ музыкăпа драма театрне юрлама çӳреттĕм. Унта эпĕ пысăк конкурс витĕр тухнă май лекрĕм. Çапах та медицинăна суйласа илнишĕн нихăçан та пăшăрханман. Мĕншĕн тесен ку професси яланах çăкăр çитернине эпĕ лайăх ăнланнă. Кирек ăçта кайсан та — ĕç тупăнать. Эппин, укçа-тенкĕ те пур. Юрă-кĕвĕ те чăрмантарман мана, кăмăл-туйăма уçма çеç пулăшнă. 1973 çулта Ирландире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери фестивале хутшăнма пултартăмăр юлташсемпе, куракансене чăваш юрри-кĕввипе тĕлĕнтертĕмĕр. Ун чухне ют çĕршыва кайма майсем çукрахчĕ. Апла пулин те тепĕр çул Венгрие çул тытрăмăр. Эпĕ «Нарспи» ансамбле çӳреттĕм ун чухне. Пĕччен юрласа конкурс-фестивальсенче лауреат ятне те пĕрре мар тивĕçнĕ. Училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн республика больницинчи биохими лабораторийĕнче виçĕ çул вăй хутăм. Мана унта профсоюз комитетне, халăх контрольне суйларĕç. Тĕрлĕ мероприятие хутшăнма та кăмăллаттăм. Каярахпа вара хамăр район каччипе Станислав Порфирьевпа çемье çавăртăмăр, Кӳкеç поселокне пурăнма куçрăмăр». Хор йĕркеленĕ Шупашкар районĕн тĕп больници уншăн иккĕмĕш кил пекех. Вера Васильевна — аслă категориллĕ фельдшер-лаборантка. Анализ валли юн илнĕ çĕрте тăрăшать. «Эпĕ çынпа калаçма кăмăллатăп, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Ачасемпе те сăмах тупатăп, шӳтлетĕп. Çавна май вĕсем юн илнĕ чухне хăрамаççĕ. Анализа каярахпа микроскоп витĕр тишкеретпĕр. Çакăнта питĕ тимлĕ пулмалла. Чир-чĕре куçран вĕçертмелле мар. Ăна тупса палăртсан тухтăрсем чирлисене малалла республикăри больницăсене тепĕр хут тĕрĕсленме яраççĕ. Коронавирус вăхăтĕнче малтанхи тапхăрта чылай çыннăн юнĕнче лейкоз чирне тупса палăртрăмăр. Çавăнпа та питĕ тĕплĕ ĕçлемелле. Чирлисемпе асăрханса калаçмаллине те ăнланатпăр, унăн кăмăл-туйăмне уçма тăрăшатпăр». Çапла, «шурă халатлисем» эмелпе çеç мар, сăмахпа та сиплеççĕ» тени тĕрĕсех. Вера Васильевна юрлама кăна мар, калаçма та ăста. Унăн çепĕç чĕлхи хăть камăн чунне те ăшăтать. Ĕçри хастарлăхшăн чылай Хисеп хучĕпе парнене тивĕçнĕ вăл. Çемьере юратнă мăшăр, анне, асанне-кукамай Вера Васильевна. Станислав Григорьевичпа икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Хĕрĕ Марина амăшĕ пекех медицина профессине суйланă, Вера Васильевнăпа пĕр коллективрах тăрăшать. Вăл Шупашкар районĕн тĕп больницинчи ультрасасă диагностикин уйрăмне ертсе пырать. Сăмах май, Марина Станиславовна кăçал медиксен династийĕн конкурсне хутшăннă. Ванюшкинсен-Порфирьевсен-Яковлевсен династийĕ 150 çула яхăн тăсăлать. Порфирьевсен ывăлĕсем те çемьеллĕ, ĕçлĕ, çуртйĕрлĕ. Паян ултă мăнукĕ вĕсен йăхне малалла тăсать. Вера Васильевна, çичĕ теçеткерен иртнĕскер, халĕ те сцена çинче — куракана хăйĕн сассипе савăнтарать. РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» ансамбле 25 çул çӳрет вăл. Çак хушăра асăннă ушкăнпа тĕрлĕ çĕршыва, хулана çитсе килнĕ. Тĕрĕссипе, çитмен вырăн хăварман. «Турцире, Венгрире, Беларуçра темиçе хут та пулнă. Чăваш юрри-кĕввине пур çĕрте те кăмăлласа йышăнаççĕ. Ăсталăх класĕсем кăтартма ыйтаççĕ. Унсăр пуçне аякра пурăнакан тантăшсене, тăвансене хамăрăн юрăсене ярса паратăп. Вĕсем видео ыйтаççĕ. Тăван юрă-кĕвĕсĕр, чăваш сăмахĕсĕр тунсăхлаççĕ. Акă Америкăра пурăнакан тăванпа часчасах çыхăнатăп телефонпа. Вăл чăвашла таса калаçни чуна пырса тивет. Хам чăваш пулнишĕн те савăнатăп, Турра тав тăватăп. Кам мĕнпе пуян паянхи пурнăçра? Эпĕ чăвашла юрласа чуна уçма пултарнишĕн, çынна савăнтарнишĕн хĕпĕртетĕп. Эппин, эпĕ — телейлĕ». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Кашни ача хăйне евĕр пултаруллă»
«Ачана çуратнипе кăна мар, çитĕнтермелле», — тет «Телей» фольклор ушкăнĕн ертӳçи Наталия Арсентьева. Мăшăрĕпе Валерий Ильичпа вĕсем икĕ хĕрпе икĕ ывăл ӳстереççĕ. Ачисем пурте юрлама юратаççĕ, тĕрлĕ музыка инструменчĕ калаççĕ.
Çемйипех музыкăна юратаççĕ
«Эпир çемьере улттăн ӳснĕ, — пуçларĕ калаçăва Наталия Витальевна. — Те ялта пурăннăран, те самана урăх пулнăран эпир пачах урăхла çитĕннĕ. Хальхи ачасем пĕрре каланине ăнланмаççĕ, вĕсене темиçе хутчен аса илтермелле, вĕрентмелле. Чи кирли — воспитани. Ашшĕ-амăшĕн малашлăхĕ вара ачана еплерех çитĕнтернинчен килет». Сăмах май, Наталия Арсентьева Тăвай районĕнчи Вăтаяльта çуралса ӳснĕ. Тăрăшуллăскер хут купăс та хăй тĕллĕнех калама вĕреннĕ. Каярахпа Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, унтан — И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи музыкăпа педагогика факультетĕнчен. Студент вăхăтĕнче вăл Зинаида Козлова ертсе пыракан «Юрай», «Уяв» пултарулăх ушкăнĕсене çӳренĕ. Çакăнта туптанă ăсталăх ăна каярах фольклор ушкăнĕ йĕркелеме пулăшнă та. Çапла, «Телей» ансамбле пуçарнăранпа кăçал 21 çул çитет. Наталия Витальевна кунсăр пуçне Шупашкарти куç курман ачасен шкулĕнче тата 37-мĕш вăтам шкулта ачасене музыка предметне вĕрентет. Хăй те кĕвве-çемме юратнăран тĕпренчĕкĕсем те çак енĕпе пултаруллă. Ара, ăсталăх юнпа куçать тени те тĕрĕсех пулĕ. Аслă хĕрĕсем Таисия тата Амелия тĕп хулари Ф.Лукин ячĕллĕ 5-мĕш музыка шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Иккĕшĕ те фортепиано калаççĕ, юрлаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем 9 тата 7-мĕш классенче вĕренеççĕ. Кĕçĕн ывăлĕсем Арсенипе Тихон та аппăшĕсенчен юласшăн мар. Арçын ачасем тĕп хулари шкула çӳренисĕр пуçне асăннă музыка шкулĕнче пĕлӳ илеççĕ. Арсений — балалайка, Тихон баян калать. «Аслă ывăла та баян класне ярасшăнччĕ, анчах вăл балалайка суйларĕ. Манăн ĕçе ачасем малалла тăсчăр тесе тăрăшатăп. Çавăнпах Тихона баян калама хăнăхтарас терĕм. Унсăр пуçне вĕсем пурте ӳкерме юратаççĕ. Хăй вăхăтĕнче хĕрсем ӳнер шкулне те çӳрерĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула вĕренĕве пăрахма тиврĕ. Кашни ача хăйне евĕр пултаруллă. Çав ăсталăха пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, курма пĕлмелле, пулăшса пымалла, хавхалантармалла. Ачасем музыкант пулччăр тесе тĕллев лартман эпĕ. Пурнăç çулйĕрне хăйсем суйласа илеççĕ. Çав вăхăтрах музыкăна ăнланни, нота пĕлни, пĕр-пĕр инструмент калани пĕрре те чăрмав кӳмест вĕсене. Юрăкĕвĕ çынна яланах хавхалантарать. Вăл — пурнăç илемĕ», — малалла сӳтĕлчĕ сăмах çăмхи. Ашшĕ-амăшĕ те, çывăх тăванĕсем те кĕвве-çемме юратакансем пулнине пĕлтерчĕ Наталия Витальевна. Акă ашшĕ тата пиччĕшĕ Гена — хут купăс, амăшĕ — домра, аслашшĕ — баянпа хут купăс, асламăшĕ гитара каланă. Çапла пултарулăх йăхран йăха куçнă. Виçĕ ĕçре вăй хурать Ачисем пĕр-пĕрне пулăшса, туслă çитĕнччĕр тесе тăрăшать ашшĕамăшĕ. Пĕртăвансен хушшинчи татулăха упрамалли çинчен яланах аса илтерет тĕпренчĕкĕсене Наталия Витальевна. Ахальтен мар çемье девизĕ çакнашкал: «Пĕр-пĕрне пулăшмалла, туслă пулмалла». Çавăнпахтăр пĕрле çул çӳреме юратаççĕ. Акă пĕлтĕр Çĕнĕ çул умĕн çемье Мускавра экскурсире пулнă. Маларах вара Сочие, Абхазие çитсе килнĕ. «Çул çӳреме укçа-тенкĕ те чылай кирлĕ- çке. Еплерех саплаштаратăр?» — кăсăклантăм эпĕ. «Юрать, çав кредит картти пур, унпа усă куратпăр. Халĕ вара кивçене тавăрса парас тесе виçĕ ĕçре вăй хуратăп. Эпĕ ĕçрен хăрамастăп, мĕншĕн тесен пире ачаран хăнăхтарнă. Пилĕк ĕçре тăрăшни те пулнă манăн. Сывлăх çеç пултăр. Унта-кунта тухса çӳрени ачасен тавра курăмне аталантарать. Çавăнпа малашне те тухса çӳресчĕ. Хамăр республикăра та курмалли чылай», — терĕ Наталия Арсентьева. Ачисемпе пĕрле уçăлса çӳреме, театра кайма юратнине те палăртрĕ вăл: «Вĕсене пĕчĕкренех театра юратма вĕрентнĕ эпĕ. Чăваш патшалăх пукане театрне пирвайхи хут кайнă чухне Таисия 1,5 çултаччĕ, Амелия вара çулталăк та тултарайманччĕ-ха. Йĕрсе тарăхтармарĕç вĕсем, спектакле кăсăклансах пăхса ларчĕç. Театр ĕçченĕсем: «Çакăн пек ӳсĕмрех театрпа туслаштармалла ачасене», — терĕç пире ырă сунса. Халĕ те спектакль курма кăмăллаççĕ тĕпренчĕкĕмсем. Эпĕ театра нихăçан та пĕччен каймастăп. «Хăшĕ манпа пырать?» — тетĕп те хаваспах килĕшеççĕ. Театр та çынна хăйне евĕр воспитани пама пулăшать». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать