Чи хастаррисене — Раççей МЧСĕн наградисем

7 Мая, 2025

Пушар вăрă-хурахран хăрушăрах тесе ĕлĕкех каланă. Кил-çурта çаратсан унта пĕрех мĕн те пулин юлать, çулăм алхассан вара тĕппипех пĕтерет. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр çак хăрушлăхпа кĕрешме яланах сыхă тăраççĕ, инкеке лекнисене çулăм ытамĕнчен хăтарма васкаççĕ. Раççейре çак тытăма пуçарса янăранпа кăçал 376 çул çитрĕ. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче пушар хуралĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç.

Ачаранпах ĕмĕтленнĕ

Пĕлтерĕшлĕ куна халалласа йĕркеленĕ савăнăçлă пуху Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп уйрăмĕнче иртрĕ. Унта пушар хуралĕн ветеранĕсем, çăлавçăсемпе офицерсем, çак темăпа ĕçлекен журналистсем пухăнчĕç.

— Çулăмпа кĕрешекен пин çурă ытла çын ир те каç службăра тăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çеç 508 пушар сӳнтернĕ, 32 çынна çăлнă, — 2025 çулăн малтанхи тăватă уйăхне пĕтĕмлетрĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳçи, шалти службăн генерал-майорĕ Валерий Зеленин.

Вячеслав Белоруссов совхоз çумĕнче пушар хуралĕ пулнă чухнех çак тивĕçе пурнăçланă, халĕ вара — МЧС тытăмĕнче. Ку ĕçĕн пĕтĕмĕшле стажĕ унăн – 30 çул.

— Эпĕ çынсене пулăшма хăнăхнă, ача чухнех пушар тухсан сӳнтерме хутшăнаттăм, çавăнпа çак профессие суйласа илтĕм, — терĕ Куславкка муниципалитет округĕнчи пушарпа çăлав чаçĕн 30-мĕш уйрăм посчĕн ертӳçи Вячеслав Белоруссов.

Уявра ăна «Çăлав ĕçĕшĕн туслă çыхăну йĕркеленĕшĕн» /«За содружество во имя спасения»/ медальпе чысларĕç. Çак наградăнах Шупашкарти ятарлă пушар чаçĕн водителĕ Максим Алексеев та тивĕçрĕ. Ку чаçре вăл 5 çул ĕçлет ĕнтĕ. Пурнăçне çăлав ĕçĕпе çыхăнтарма Максим Алексеев ачаранпах ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та шкултан вĕренсе тухсанах пушар хуралне вырнаçнă. Халĕ вăл ĕçленĕ вăхăтрах Иваново хулинчи пушарпа çăлав академийĕнче пĕлӳ илет.

Юратнă ĕçе кăмăлпа çӳремелле

Савăнăçлă мероприяти вăхăтĕнче çулăмпа кĕрешекенсен ĕçне хаçат-журналта, телекуравпа çутатакансене те чысларĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Юлия Иванова «Çăлав ĕçне пропагандăланăшăн» медале тивĕçрĕ. Çак наградăна ăна Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳçи Валерий Зеленин пачĕ. Сăмах май, çав кун Юльăн çуралнă кунĕччĕ те. Кун пек парне çинчен ĕмĕтленме те пултарайман-ха ĕнтĕ вăл. — МЧС ведомство наградине тивĕçни маншăн пысăк чыс пулчĕ. Çак куна эпĕ нумайлăха астуса юлăп. Манăн ĕçе çӳллĕ шайра хакланăшăн питĕ хĕпĕртетĕп, — терĕ пултаруллă журналист кăмăл-туйăмĕпе паллаштарнă май. Юлия Иванова журналистикăра – 2019 çултанпа. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкар округĕн пурнăçне çутатакан «Тăван Ен» хаçатра ĕçлеме пуçланă. Унта пилĕк çул вăй хунă хыççăн «Çамрăксен хаçатне» куçнă. — Малтанхи материалсем мĕн çинчен пулнине астумастăп та халĕ. Ытларах тĕрлĕ професси çынни çинчен çырма юрататăп. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчи вăрттăнлăхсене пĕлме питĕ кăсăклă. Çăлавçăсем çинчен «Тăван Ен» хаçатра ĕçленĕ чухнех çыраттăм. МЧС тытăмĕнче хăюллă, пысăк чун-чĕреллĕ, чăн-чăн паттăрсем вăй хураççĕ. Çакна вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма май пулнипе çирĕплетсе калама пултаратăп. Çăлавçăсем ахаль кунсенче те, уявсенче те ĕçлеççĕ. Вут-çулăм ăшне хăрамасăр кĕреççĕ, çынсен пурнăçне çăлаççĕ, — терĕ Юлия. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче çĕршывра пушар хăрушсăрлăхне аса илтермелли асăрхаттарусене тĕрлĕ халăх чĕлхине куçарса хатĕрлерĕç. Паллах, Чăваш Ен те айккинче юлмарĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн прессслужбин ертӳçи, шалти службăн полковникĕ Ольга Нягина çак ĕçе шăпах пирĕн журналиста Юлия Ивановăна явăçтарчĕ. — Ку ĕçе кĕске вăхăтра туса ĕлкĕрмелле пулнăран малтанах пултараймастăп тесе шухăшларăм. Çав вăхăтрах хамăн вăя тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Куçарса хатĕрлемелли информаци маншăн та усăллă пулчĕ — пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентĕм. 58 страницăран тăракан памяткăна кĕске вăхăтрах куçарса пĕтертĕм, — аса илчĕ корреспондент. Журналист ĕçĕн лайăх енĕсенчен пĕри — тĕрлĕ çынпа тĕл пулса мĕн те пулин хăвна кирлине тупма май пурри. Ăçта кăна çитместĕн, кампа кăна калаçмастăн-çке. Хăвна канăç паман ыйтусен хуравĕсем те ĕç вăхăтĕнчех тупăнаççĕ. Кашни çынах ĕçлеме пултарать-ши ку тытăмра? Çук пулĕ, унта та Турă пани тата çыннăн шалти туртăм пулни кирлĕ. Ячĕшĕн ĕçлесен мар, вулаканшăн кăсăклă материалсем хатĕрлес тетĕн пулсан паллах. «Савни темиçе те пулма пултарать, юратнă ĕç вара ĕмĕрлĕхе, ăна чун ыйтнипе суйласа илмелле. Юратнă ĕçе ирĕксĕр мар, кăмăлпа çӳремелле пултăр», — тенĕ Юльăна университета вĕренме кĕмешкĕн документсем панă чухне йышăну комиссийĕнче ĕçленĕ Маргарита Данилова. Паян та çак сăмахсене асра тытса пурăнать Юля. — Çапла, чун ыйтнипе эпĕ хамăн пурнăçа журналист профессийĕпе çыхăнтартăм. Çак ĕçре хамăн чун туртăмне тупма пултартăм, — терĕ пултаруллă хĕр.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.