Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 17 (3057) № 07.05.2025
Салтаксен паттăрлăхĕ çамрăк ăрăва çитĕнÿ тума хавхалантарнă
Аслă Çĕнтерӳ — пин-пин çынна пĕрлештерекен чи сумлă уяв, совет салтакĕсемпе тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕпе мухтавлăхне çирĕплетекен пулăм. Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕ çак сумлă уява Куславкка округĕнче кĕтсе илчĕ.
Малтан Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалланă асăну комплексĕнче митинг иртрĕ. Ăна АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин уçрĕ. Вăл Çĕнтерӳ кунĕ темиçе ăрăва çывăхлатакан уяв пулнине палăртрĕ. Митинг хыççăн ветерансем Куснар шкулне çул тытрĕç, пĕлӳ çуртĕнчи музейпе кăсăкланса паллашрĕç. 2021 çулта уçăлнă музейре вун-вун экспонат вырăн тупнă. Вăрçă салтакĕсене, ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене, тыл ĕçченĕсене, хӳтĕлев чиккине тăвакансене халалланă стендсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Унтан шкулти акт залĕнче савăнăçлă пуху иртрĕ. Чи малтан общество организацийĕн хисеплĕ председательне Василий Шадрикова сăмах пачĕç. — Çĕнтерӳ парнеленĕ салтаксем ялан асра. Вĕсем пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăнă, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла туртăнма хавхалантарнă. Тыл ĕçченĕсем те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Вăрçă çулĕсенче пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасемпе çамрăксем çине тиеннĕ. Вĕсем фабрика-заводра ĕçленĕ, çулсем тунă, вăрман каснă тата ытти. Чăваш Ене 27 фабрикăпа завода эвакуациленĕ, 97 промышленноç объектне хута янă. Вĕсенче çар валли пин-пин продукци туса кăларнă. Чăвашсем тĕрлĕ хуларан куçса килнĕ çынсене хӳтте илнĕ. Вăрçă хыççăн та фронтовиксем ял хуçалăхне ура çине тăратассишĕн чуна парса вăй хунă. Чылайăшне колхоз ертӳçин тилхепине тытса пыма шаннă: Сергей Коротков, Михаил Долгов, Евтихий Андреев тата ыттисем хăйсен хуçалăхĕсене малти рете кăларнă, — каласа кăтартрĕ Василий Яковлевич. Улатăрти вăрçă ачи Юрий Хренов йывăр вăхăта аса илчĕ: — Атте вăрçăраччĕ, 1941 çулта фронта кайиччен пӳрт туса хăварчĕ. Хĕлсем сивĕччĕ. Тăхăнмалли те, çимелли те çукчĕ. Çуркунне уя шыв илетчĕ, типсен унта кĕпçе тата ытти курăк татса çиеттĕмĕр. Çăкăра сайра хутра алла тытнă. Кĕркунне йĕкел, мăйăр пуçтараттăмăр. Анне вĕсене типĕтсе çăнăх тăватчĕ, пашалу пĕçеретчĕ. Вăрçă чарăнни çинчен хыпар илтсен пурте урама тухнăччĕ. «Çĕнтерӳ! Çĕнтертĕмĕр!» — тесе кăшкăрчĕç çынсем, питĕ вăйлă савăннăччĕ, — куççульне шăлчĕ Юрий Иванович. Хĕрлĕ Чутайри Юрий Николаевăн та ачалăхĕ çăмăл килмен. «5-рех кăмака хутнă, ĕне пăхнă, шăллăма та мана шанса хăварнă. Анне вăрмана вутă хатĕрлеме каятчĕ. Çăпатапа çӳренĕ, ăна хам хуçса тунă. Çĕтĕлсе каятчĕ те юсаттăм. 10-мĕш класра атте ботинка туянса панăччĕ. Лашапа суха тунă, акнă. Иртен пуçласа каçчен ĕçлеттĕмĕр. Пĕрремĕш шалу илсен шăлавар туяннăччĕ. Унччен анне тĕртсе тунă пир йĕмпе çӳреттĕм», — терĕ Юрий Александрович. Тăвайри ĕç ветеранĕ Михаил Яковлев Куславкка округĕнчи астăвăм комплексне килсе курма ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ: «Питĕ асаплăн тунă хӳтĕлев чиккисене. Унта ман атте те тар тăкнă. Вăл сусăр пулнипе вăрçа лекеймен. Ĕçĕ питĕ тертлĕ пулнине калатчĕ. Шартлама сивĕсем тăнă. Алăран лум, кĕреçе татăлман. Эпир те нушине чылай куртăмăр: чиркӳре вĕренеттĕмĕр, унта сивĕччĕ. Кăмака хутма вут-шанки те çитсе пыман», — терĕ Михаил Яковлевич. АПК ветеранĕсен союзĕн Куславкка округĕнчи уйрăмĕн ертӳçи Нина Иванова та ку тăрăхри вăрçă паттăрĕсене мухтарĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Шăн тăпрана катнипе алла кашăк та тытайман
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче паттăр салтаксемпе офицерсем тăшманпа фронтра кĕрешнĕ вăхăтра тылра та хĕрӳ ĕç вĕресе тăнă. Çак тапхăрта хĕрарăмсемпе хĕрсемсĕр пуçне ачасемпе çамрăксем те, кинемейсемпе мучисем те ĕç станокĕ умне тăнă.
Фронт валли — самолетсемпе танксем
«Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерӳ валли» чĕнӳпе хавхаланса ĕçленĕ. Тыл ĕçченĕсем салтаксене тыр-пулпа, пахча çимĕçпе, тумтирпе, куллен кирлĕ ытти япалапа тивĕçтернĕ. Алсиш-нуски çыхса, кĕпе-йĕм çĕлесе фронта ăсатнă. Хăйсем выçăллăтутăллă пурăннă пулин те нимĕн те шеллемен. Çур акипе вырма ĕçĕсене пурнăçламашкăн колхозсенче техника тавраш пулман, лашасем те çитмен, вĕсем вырăнне мăйракаллă шултра выльăха кӳлнĕ. Çапах ял çыннисем патшалăх палăртнă плана туллин пурнăçланă. Вăрçă çулĕсенче чылай ĕç хĕрсемпе хĕрарăмсем çине /тылра тăрăшнă халăхăн 70 проценчĕ/ тиеннĕ. Вĕсем суха пуç тытнă, лаша утланнă, трактора парăнтартнă, çурт-хуралтă çĕкленĕ, шахтăра ĕçленĕ, госпитальсенче тăрăшнă. Çав вăхăтрах вĕсем ачи-пăчине те пăхнă, кил-çуртне те тирпейлесе тăнă, ятарлă курссенче вĕренсе çĕнĕ специальноçсене алла илнĕ. Калăпăр, ун чухне заводсенче хĕрарăм токарь йышлă пулнă, хĕрарăм столяр нумайланнă. Вĕсем колхоз председателĕн тилхепине те тытса пынă. Тĕслĕхрен, вăрçă çулĕсенче Т.Иванова Комсомольски районĕнчи «Трактор» хуçалăха малтисен ретне кăларма пултарнă. Чăваш Ен колхозникĕсем фронт валли самолетсемпе танксем тумашкăн хăйсен шалăвĕн пĕр пайне куçара-куçара панă. Ку акцие Вăрнар, Патăрьел, Шупашкар, Улатăр, Пăрачкав, Елчĕк районĕсенчи колхозниксем уйрăмах хастар хутшăннă. Чăваш çыннисем пухнă укçа-тенкĕпе /калăпăр, 1942 çулта 24 миллион тенкĕ пуçтарнă/ «Чăваш Ен колхозникĕ», «Чăваш Ен тракторисчĕ» ятлă танк колоннисем, «Чăваш Ен комсомолĕ» бронь пуйăс тунă. 1943 çулта «Чăваш Ен комсомолецĕ» ятлă самолетсем тăвассинче шкул ачисемпе çамрăксен тӳпи те пур. Акă Çĕмĕрлепе Вăрнар районĕсенчи шкул ачисем каникул вăхăтĕнче колхозра ĕçлесе пухнă укçана «Чăваш Ен пионерĕ» танк колонни тумашкăн ярса панă. Тĕрлĕ хуларан куçарса килнĕ заводсемпе фабрикăсенче фронт валли оборудованипе çар хатĕрĕсем кăларнă. Унта Чăваш Ен çыннисем те ырми-канми вăй хунă. Заводра ĕçленĕ 12-15 çулсенчи ачасем çитĕннисен нормине тултарнă тĕслĕх те сахал мар. Калăпăр, 1944 çулта рабочисемпе инженерсем производство планне 102 процент пурнăçланă. Çак тапхăрта пирĕн республика промышленноçĕ икĕ хут ӳснĕ, заводсемпе фабрикăсем пилĕк хут ытларах продукци кăларнă. Окоп чавнă, вăрман каснă Чи пысăк ĕç вăл — 1941-1942 çулсенче Сăр хĕрринче хӳтĕлев чиккисене туни. Чăваш Республикин патшалăх хальхи истори архивĕ пĕлтернĕ тăрăх, унта пирĕн республикăра пурăнакан 171450 çын хутшăннă, çак ĕçе 13660 лашана явăçтарнă. Пирĕн патра вăл 380 çухрăма тăсăлнă. Паянхи кун тĕлне упранса юлнă окопсемпе шыв хĕрринчи сооруженисем вăрçă вăхăтĕнчи йывăр тапхăра аса илтереççĕ. Çĕрне-кунне, хĕлне-çăвне пĕлмесĕр ĕçлесе таврăннисем кайран тĕрлĕ чир-чĕрпе аптăранă, хăшĕ-пĕри пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Шупашкар районĕнчи Çĕньялта пурăнакан Елизавета Ильина вăрçă пуçланнă чухне 16 çулта пулнă. Вĕсене ытти хĕрпе пĕрле торф кăларма илсе кайнă. «Çĕр пӳртре пурăнаттăмăр. Хăшĕ-пĕри хăмасенчен çапса тунă хуралтăсенче çĕр каçатчĕ. Пурин валли вырăн тавраш та çитместчĕ, çĕр çинчех выртса тăраттăмăр. Ывăннипе ăшша-сивве пăхмасăрах çывăрса каяттăмăр. Сивĕ пулнипе ал-ура ним туймастчĕ. Нумайăшне чир-чĕр аптăрататчĕ, ĕçленĕ вăхăтрах вилсе выртнă тĕслĕхсем те пулнă. Йывăрлăха чăтайманнипе ĕçрен тарса çӳрекен те тупăнкалатчĕ. Нумайăшĕ, паллах, чир-чĕре пăхмасăрах вăй хунă, шăл çыртса чăтнă. Хамăршăн, вăрçă хирĕнче тăшманпа çапăçакан атте-пиччешĕн, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă-çке», — каласа панă тăхăр теçетке çул урлă каçнă Лисук аппа. Манăн асанне те çывăхри вăрмана хĕлле окоп чавма çӳренине каласа кăтартатчĕ. «Шăн тăпрана ката-ката алă ыратакан пулнăччĕ, апата ларсан кашăк та тытаймастăмăр», — куççуль кăларса аса илетчĕ вăл. Икĕ пĕчĕк ачине пăрахса хăварма тивнĕ унăн. Паллах, хĕрарăмăн чун тĕпренчĕкĕсемшĕн чĕри çуннă, ирĕк ыйтса киле васканă. Çав тапхăрта ялти хĕрсемпе хĕрарăмсене пурне те е торф кăларма, е окоп чавма, е вăрман касма илсе кайнă. Акă пĕлĕшĕмĕн кукамăшĕ виçĕ çул ытла чукун çул çинче ĕçленĕ. «Вăл чукун çулсене юсанă. Вĕсене салатса пуçтарма мĕн тери тертлĕ пулнине калатчĕ. Имшеркке хĕрсем темиçе килограмм таякан рельсăсене те йăтнă. Продукци тиесе ăсатнă вакунсен шучĕ те çук. Эвакуаципе килнĕ çынсем те нумай пулнине аса илетчĕ», — тенĕ вăл. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать