Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 15 (3055) № 23.04.2025
Историпе кĕнеке тăрăх мар: куçа-куçăн паллашар
Аслă ăрăва пирĕн мухтавлă та хăватлă, тарăн тымарлă историпе паллаштарас тĕллевпе 35 çул каялла «Чун çӳрев» проект çуралнă. Хастар йыш Пăлхарта, Пӳлерте, Сăварта, Ошельте тата паллă ытти вырăнта пулнă. Мухтавлă çыннăмăрсен — Митта Ваçлейĕн, Геннадий Айхин, Андриян Николаевăн, Карл Фуксăн, Николай Ашмаринăн, Николай Никольскин — вил тăприсем çине çитсе пуç тайнă, чечек кăшăлĕ хунă, вăй-хал ыйтнă. Çулсерен утă уйăхĕнче чăвашлăхпа кăсăкланакансем черетлĕ чун çӳреве тухаççĕ. Проект пирки каласа пама унăн ертӳçинчен Олег Цыпленковран ыйтрăмăр.
— «Чун çӳрев» проект халăх хисеплекен, сума сăвакан, хавхалантаракан, вăй паракан вырăнсене çитсе курма май парать, — терĕ Олег Михайлович. — Сăваплă вырăнта пулнисĕр пуçне чылай ырă та таса ĕç тăватпăр: хамăр çинчен каласа паратпăр, чăваш ятне йышăнатпăр, чăваш культурин кунĕсене ирттеретпĕр, шӳрпе пĕçерсе, юпа лартса аслисене асăнатпăр. Юпа лартни çĕрпе пĕлĕтĕн хăйне евĕр хутшăнăвне палăртать. Эпир çĕр çинче пурăнатпăр, чунсем вара пĕлĕтелле ăнтăлаççĕ. Проекта хăй вăхăтĕнче çамрăксен координаци центрĕн хастарĕсем пуçарнă. Вăл чăвашлăхпа кăсăкланакан яшкĕрĕмпе хĕр-упраçа пĕрлештернĕ. Çамрăксене чăвашлăхпа çывăхлатмалли, мăнаçлантармалли, чăваш пулнишĕн хавхалантармалли проект пулса тăнă. «Пĕрремĕш хут Пăлхарта пултăмăр. Кашни чула ыталаса йĕни, михĕпе чулсем пуçтарни халĕ те асăмра. Хыççăн — ытти хулара. Ун чухне çулне те лайăх пĕлместпĕр, навигатор та пулман», — аса илчĕ Олег Цыпленков. Çулсерен чун çӳрев географийĕ анлăланса пынă. 1993 çулта пĕрремĕш хут Чĕмпĕрте, Сăварта пулнă. 1994 çулта Федор Мадуров пуçласа юпа каснă. — Акă, сăмахран, драматург тата журналист Арсений Тарасов сĕннипе чăвашла ят йышăнтăм. Ультияр — ушкăн ертӳçи тенине пĕлтерет. Çакна йăла-йĕрке туса, хĕвел хапхи урлă тухса, кăвайт урлă сиксе йĕркелерĕмĕр. Ыттисем те чăвашла ят йышăнма пуçларĕç. Янăравлă, хитре илтĕнет-çке! Малалла та пĕр-пĕрне чăвашла çеç чĕнме тытăнтăмăр. «Чун çӳрев» проекта ят парасси пирки нумай шухăшларăмăр. Сăмаха апла та, капла та çавăрттаратпăр. Ку ята Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат тупса пачĕ: «Чун çӳрев темелле!» Хутшăнакансене чунташ терĕмĕр. Эпир унта палаткăсенче пурăнатпăр, кăвайт çинче апат пĕçеретпĕр. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче пирĕн хуласем пулнă вырăнсене çитсе юпасем лартнă. Çулсерен 35-40 çын çула тухать. 2010 çулта Дагестана икĕ автобуспа 100 яхăн çын кайнă, туслăх каçне ирттернĕ. Алтайра икĕ çулта пĕрре йĕркелекен «Эл-Ойын» наци уявне хутшăннă, Сăпка ятлă вырăнта юпа лартнă. Çул çӳрев 4 пин ытла километр йышăннă. Çĕнĕлĕхсем те тупнă. Калăпăр, совет киноактерĕ, кинорежиссерĕ, сценарист тата çыравçă Василий Шукшин Алтай крайĕнчи Сростки салинче çуралнă. Вăл темиçе яла пĕрлештерет. Василий Макарович ялĕ Учук ятлă. Çыравçа асăнса унта çуллен Шукшин вулавĕсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ те иртет. Азербайджанра Сабир поселокĕ пур. Унта та çитсе курма тӳр килнĕ. Икĕ чикĕ урлă каçсан Сабир поселокĕ азербайджан поэчĕн ятне халалланине пĕлсен куляннă. Хăнасене Азербайджанпа Иран чиккинче вырнаçнă Биля Сувар хулапа паллаштарнă. Халиччен карттă çинче ку хула Пушкино ятпа пулнă. Хыççăн вырăнти халăх унăн малтанхи ятне тавăрас тенĕ. Гейдар Аллиев центрĕнче чăваш юпине лартма ирĕк панă. Палăртмалла: «Чун çӳревре» юрăсем те çуралнă. Сăмахран, 1998 çулта Туркменистанри тĕрĕк çамрăкĕсен пухăвне хутшăннă май «Шупашкара кил» юрă шăрçаланнă. Шупашкарта 1999 çулта çамрăксен пухăвне ирттермелли йыхрав пулса тăнă. «Мĕн вăл сирĕншĕн «Чун çӳрев» проект?» Хуравланă май Олег Цыпленков шухăша кайрĕ: «Кашни çул çӳрев ача евĕр, кашни расна, тĕрлĕ. Çул çинче тата тем те пулса тухма пултарать. Ку шутра — тĕлĕнтермĕш те. Çур уйăх шăрăх тăрать. Пӳлере çитрĕмĕр, така пусса шӳрпе пĕçертĕмĕр. Аслисене асăнмалла. Мăчавар пулса: «Мĕн ыйтмалла?» — тетĕп. «Çумăр ыйт!» — теççĕ пурте. Каланине пурнăçларăм, тепĕр самантран пат-пат çумăр тумлама пуçларĕ, çĕрĕпе, кăнтăрлаччен çăвать те çăвать. Каç кӳлĕм Пăлхара сăваплă вырăна çитрĕмĕр. «Халĕ хĕвел ыйт», — теççĕ. Тăхлан пек пĕлĕтсем пуç тăрри çийĕн çӳреççĕ. Ăçта унта хĕвел пăхасси! Палли те çук. Ĕненетĕр-и, çук-и — çур сехетрен такам пĕлĕтсене сирчĕ тейĕн, хĕвел пăхса та ячĕ. Пурте шак! хытса тăтăмăр. Инçе çула тухма çăмăл мар. Транспорт, пурăнмалли тата апатлану вырăнне нимелле татса паратпăр. Палаткăсенче пурăнатпăр, хуранпа апат пĕçеретпĕр. Республикăра е унăн тулашĕнче чун çӳревçĕсене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Çул çӳреве тĕрлĕ ӳсĕмрисем, тĕрлĕ професси çыннисем хутшăнма пултараççĕ. Аслă ӳсĕмрисем те, çамрăксем те пур. Унта вăй илетĕн, черетлĕ хут çула тухассине кĕтсе тăратăн, чĕре кăтăклама пуçлать. Чăваш фильмĕсене кăтартассине те йăлана кĕртрĕмĕр. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр «Страна чувашская», «Наследие» фильмсем кăтартрăмăр. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
Пулас тухăç вăрлăхран килет
Сад-пахча ăстисемшĕн хĕрӳ тапхăр пуçланать. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçин çумĕпе Олег Исаевпа çуркунне сад-пахчара мĕнле ĕçсем туса ирттермелли пирки калаçрăмăр.
— Чи малтанах йывăç çинче типнĕ, чирлĕ туратсене касмалла. Хурлăхан тата крыжовник тĕмĕсем çинче 10-12 турат хăвармалла. Çырла тĕмĕсене те кивĕ çулçăран тасатмалла. Хыççăн апатлантарас, чир-чĕрпе тата сиенлĕ хурткăпшанкăпа кĕрешесси çинчен шухăшламалла. Çуркунне йывăç- тĕмпе ӳсен-тăрана азот им-çамĕ кирлĕ. Йывăçсем папка кăлариччен кăмпа чирĕнчен хӳтĕлемелле. Пăхăр тата тимĕр купоросĕпе усă курмалла. Шута илĕр, енчен те папка уçăлнă пулсан 3% раствор сиенлĕ пулма пултарать, йывăçа çунтарса илет. Сăтăрçăсенчен хими препарачĕпе усă курмалла. Калăпăр, вĕлле хурчĕ тытакансен «БорейНеопа» питех усă курмалла мар. Йывăç-тĕме çул хĕрринчен туянмалла мар. Йывăç тымарне, сыпнă вырăна сăнамалла. Тымарсем уçă, типĕ ан пулччăр. Питомникран туяннă йывăç самай шанчăклăрах. Кашни хунавăн пахалăх сертификачĕ пулмалла. Маркировка тата этикетка çинчи информаципе те паллашма манмалла мар. Пĕлнĕ, тĕрĕсленĕ вырăнтан кăна туянмалла. Сăмахран, питомникран. Кăнтăртан килнĕ хунавсем сивве чăтаймасăр шăнса каяççĕ. Туяннă чухне йывăç мĕнле ӳснине сăнамалла: папкапа папка хушши пĕчĕк, тураттисем вăрăм пулсассăн — кусем кăнтăр тăрăхĕнче ӳсекеннисем. Пирĕннисен турачĕсем кĕскерех. Юлашки вăхăтра карлик тата çурма карлик сортсем анлă сарăлнă. Карликсем шăнма, ӳсмессе пултараççĕ. Лайăх енĕсем те пур: вĕсем çимĕçне 2-3 çултан параççĕ. Пирĕн тăрăхра карлик груша тата слива çук. Вĕсем кăнтăр тăрăхĕнчи кăна. Йывăçсене лартма çĕр ăшăнса çитессе кĕтмелле. Йывăçсене çуркунне тата кĕркунне лартма юрать. Чӳлмекпе сутакан йывăçсен тымарĕ хупă пулнăран вĕсене çăвĕпех лартаççĕ. Уçă тымарлисене вара çулçă сарăлма пуçличчен çĕр ăшне чавса чикмелле. Йывăç лартнă чухне папкисене сăнамалла: симĕс пулсан — йывăç чĕрĕ. Сыпнă вырăн çĕр айĕнче пулмалла мар. Йывăçăн çӳлти пайне кĕскетсе танлаштармалла. Шăтăк тарăнăшĕ çĕр çемçе е хытă пулнинчен килет. Йывăçа лартнă хыççăн хулăн шалча çумне çыхмалла. Çакă çил, юр хуçасран сыхлать. Йĕри-таврари çĕре лайăх таптамалла. Шăварасси пирки те манмалла мар. Хунав чĕрĕлтĕр тата часрах тымар ятăр тесен «Корневин» препаратпа усă курăр. Пĕр чĕркеме 10 литр шывпа ирĕлтермелле те шĕвек туса сапмалла. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА хатĕрленĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать