- Чăвашла верси
- Русская версия
Хăтлă çуртра ачасене савăк
Тĕпренчĕксене ача садне вырнаçтарас ыйту хальлĕхе хулара та, ялта та татăлмасть-ха. Етĕрне районĕнчи Урпаш ял тăрăхĕнче пурăнакансем вара пуçне ватмаççех-тĕр. Ара, Вăтам Ирçе ялĕнчи ача сачĕ ăнăçлă ĕçлет.
«Вăрманти юмах» пĕчĕккисене 2006 çултанпа йышăнать. Паян унта çулталăк çурăран пуçласа ултă çулчченхи 33 ача çÿрет. Ăшă та илемлĕ çуртра ачасене лайăх та савăк.
Марина Соколова шăпăрлансене тутлă апат пĕçерсе çитерет, Римма Мишуркина вырăн таврашĕсемпе япалисене тасалăхра тытать. Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарас, вĕрентес тесе Марина Якимова воспитатель вăй хурать. Ăна ку ĕçре Светлана Иванова пулăшать. Вĕсенчен те ытла ачасен хăтлăхĕшĕн Елена Данилова заведующи тăрăшать. Ертÿçĕ килĕнче те, ĕçре те маттуррине палăртаççĕ ĕçтешĕсем: вăл кирлĕ пулсан кунта платник те, маляр та, повар та иккен. Çав вăхăтрах спортпа та туслă.
- Елена Станиславовна тарават та пултаруллине кура ыттисем те ун хыççăн туртăнаççĕ. Çавăнпах коллектив туслă. Вăл ырă кăмăллă пулнăранах мана çĕнĕ вырăнта хăнăхма йывăр пулмарĕ, - пытармасть нумаях пулмасть ĕçлеме пикеннĕ Мария Витальевна.
Владимир Якимов вара ачасене музыка тĕнчипе паллаштарать. Илемлĕ юрăсем вĕрентет. Вăтам тата аслă ушкăна çÿрекенсемпе час-часах концертсем йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ уяв ирттереççĕ.
Çурт таврашне тĕрлĕ чечек лартса илемлетнĕ. Кунтах район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Кузьминăн парни те вырăн тупнă. Ярăнчăка ачасем питех те килĕштереççĕ курăнать - черет тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăсталанă пысăк карап та шăпăрлансене хăйĕн патне туртать. Кунта йĕпе-сапара - хÿтлĕх, шăрăхра сулхăн тупма пулать.
Ача сачĕ вырнаçнă çуртра малтан пуçламăш шкул пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче хăпартнăскерне кăçал Етĕрне район хыснинчен уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.
Кунта ачасем Ирçерен çеç мар, кÿршĕ ытти ялтан та килеççĕ. Тенĕм, Вăтам, Антат тата Тури Ирçе, Урпаш, Пушкăрт, Çатра, Тепте, Пăрнаш шăпăрланĕ пуçтарăнать ача садне.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать