- Чăвашла верси
- Русская версия
Паянхи Тимурпа унăн команди
Кĕçнерни кун Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче çула çитмен çамрăксен ĕç бригадисен фестивалĕ иртрĕ. Кунта республикăри 15 районтан тата 4 хуларан чи хастар та пултаруллă 19 ушкăн хутшăнчĕ. Вĕсем пурте районта çĕнтерÿпе палăрса мала тухнисем. Çуллахи кунсенче мĕн ĕçлени пирки ыттисене паллаштарас тĕллевпе кашни бригада пуян курав, стенд йĕркеленĕ. Иртен пуçласа каçченех çумăр лÿшкени пирки урамра тĕксĕм çанталăк хуçаланчĕ пулсан уява килнĕ ачасен сăн-питĕнчен кунĕпех йăл кулă татăлмарĕ. Çамрăк пулăшуçăсем станцисем тăрăх йĕркеленĕ кăткăс, çав вăхăтрах калама çук хаваслă вăйăсенче ăмăртса савăнчĕç, хăйсен тавра курăмне тĕрĕслерĕç, пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашрĕç.
Çула çитмен çамрăксен ĕç бригадисем пирĕн республикăра вунă çул каяллах йĕркеленнĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче уйрăмах вăйлă аталанма тытăннă. Ку ушкăна вун тăватă çула çитнĕ çамрăксене тата çак ÿсĕмрен каçнисене илеççĕ. Çак йышра ытларах - тулли мар тата сахал тупăшлă çемьери ачасем, тăлăхсем. Шупашкар районĕнчи Ишлей вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те бригада йĕркеленĕ. Вĕсем кăçал «Эпĕ - Раççей гражданинĕ» ятпа Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă.
Чăн-чăн çăлавçăсем
Ятне те хăйсемех шухăшласа тупнă: «Çăлавçăсене» халь тăван тăрăхра кăна мар, районта, çавăн пекех республикăра та аван пĕлеççĕ. «Эпир яланах кирлĕ çĕрте» девизпа кашни кун малтан мала талпăнаççĕ вĕсем. Ятарлă эмблема та пур. Хĕрлĕрех сарă тĕслĕ футболкăпа çÿрекенсене Ишлейсем аякранах уйăрса илеççĕ. Виçĕ уйăхра пĕр хутчен, çавăн пекех уявсем умĕн «Шкул çĕр-шывĕ» ятпа хаçат кăларса тăраççĕ, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ. «Çамрăксен ашшĕ-амăшĕ уйрăмах кăмăллă. Вĕсен ачисем кашни кунах ырă та усăллă ĕç тăваççĕ, çав вăхăтрах укçа ĕçлесе илеççĕ, ăна перекетлĕ тăкаклама вĕренеççĕ», - тет Алина Смирнова социаллă педагог.
Пĕр ĕçрен те хăрамаççĕ
Ĕç тупасси йывăрлăх мар вĕсемшĕн. Предприятисемпе организацисене çитсе ертÿçĕсемпе калаçма та именсе тăмаççĕ хастарсем. Паллах, ку енĕпе Алина Анатольевна та нумай пулăшать. Ачасене ĕçпе тивĕçтерекенпе килĕшÿ те тумалла-çке. Укçа-тенке ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă перекет кĕнеки çине куçарса параççĕ. Хастар та ÿркенменскерсем валли тăван тăрăхра темĕн тĕрлĕ ĕç те пур. Райпопа тачă çыхăну тытаççĕ. Унсăр пуçне кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пуçтараççĕ. Çăвĕпех сиплĕ курăк пухаççĕ, йывăç-тĕм лартаççĕ, тавралăха çÿп-çапран тасатса илемлетеççĕ. Иртнĕ çул Ишлей райповне ама хупаххи, çул курăкĕ нумай пухса панă. Кăçал вара шăлан çырли чылай пуçтарнă. Çапла майпа пĕр уйăхра алла 5-6 пин тенкĕ илни те пулнă. Нухрата мĕн тĕллевпе тăкакланине те пытармарĕç шкул ачисем: Интернетшăн, телефоншăн тÿлеме, хут-кăранташ, кĕнеке туянма... Тус-тантăшне çуралнă кунпа парне памалла е учителе уявпа саламламалла чухне те ашшĕ-амăшне йăлăнмаççĕ.
Шкул çумĕнчи лагерьте
Ишлей вăтам шкулĕ çумĕнчи çуллахи лагерьте кăçал 261 ача каннă. Бригадăна çÿрекен çамрăксем кунтан çăвĕпех татăлман. Воспитатель пулăшуçинче, вожатăйра тăрăшнă чылайăшĕ. Пĕчĕккисене пачах та тунсăхлама паман. Вĕсене халĕ кашни шăпăрлан паллать. Тĕрлĕ мероприяти, вăйăсемпе уяв каçĕсем ирттернĕ хастарсем. Лагерь таврашне тирпей-илем кÿме пулăшнă. Çăвĕпех пахчара ĕçленĕ: калча лартнă, шăварнă, çумланă, ăнса пулнă çимĕçе пуçтарнă.
Çĕнĕ саманари «Тимурпа унăн команди»
«Ваттисене пăхасси», «Пĕчĕккисене куллупа савăнтар», «Таса пĕвесем», «Сывă пурнăç йĕркишĕн», «Таса Ишлей» акцисене хастар хутшăннăшăн уйрăмах ырламалла «Çăлавçăсене». Урамра кичем те ăмăр çанталăк хуçаланнă чухне çынсен пусăрăнчăк кăмăлне кăшт та пулин уçас тесе тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем хăпартса урама васкаççĕ вĕсем. Ачасене, ваттисене ырă сунса çырнă открыткăсем валеçеççĕ. Вĕсене хăйсен аллипе хатĕрлеççĕ. Паллах, кун пек чухне кирек камăн та кăмăл-туйăмĕ çĕкленет.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче ку таврари мĕн пур ватă кăмăллă юлнă. Çамрăксем пурне те саламлама тăрăшнă. Кĕркунне пахчара хитре чечек нумаййине кура пĕр кĕтмен çĕртен кашнинех астра çыххисемпе, открыткăсемпе савăнтарнă. Ан тив, пĕчĕк парне çеç, çапах та кăмăллă.
Çĕнĕ проект
Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Дина Мускаринова, Алина Смирнова социаллă педагог тата бригадăна çÿрекен ачасем «Çула çитмен çамрăксен укçа епле ĕçлесе илмелле?» проект хатĕрленĕ. Ăна кăçал Мускавра хÿтĕленĕ. Раççей Федерацийĕнчен 32 ушкăн хутшăннă унта. Ишлейсем çак конкурсра 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çамрăксене инçе çула тухма Шупашкар район администрацийĕ пулăшнă. Евгений Матросов /бригада ертÿçи/, Дарина Степанова, Татьяна Рязанова Мускавран татах та хавхаланса таврăннă. Ыттисен ăсталăхĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллашма май килнишĕн кăмăллă юлнă.
Ишлей «Çăлавçисен» ĕмĕчĕсем çунатлă. Раççей тĕп хулинчен нумай çĕннине вĕренсе килнĕ ачасем. Вĕсен умĕнче - çĕнĕ ĕçсемпе проектсем.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать