Хресчен сасси 13 (3053) № 09.04.2025

9 Апр, 2025

«Туристсем халăх кун-çулĕпе, историллĕ вырăнсемпе интересленеççĕ»

Татьяна Миронова — сăвăç, куçаруçă, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ, литература премийĕсен лауреачĕ, тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçи, темиçе кĕнеке авторĕ. Юлашки вăхăтра вăл экскурсисем йĕркелес енĕпе палăрчĕ. Татьяна Юрьевнăпа туризм ыйтăвĕ тавра калаçрăмăр.

Ку отрасльте вăй хума икĕ çул каялла «Содействие занятости» программа пулăшнипе туризм енĕпе ĕçлекен специалиста вĕренсе тухнă хыççăн пуçланă. Çавăн пекех вăл Мускавра экскурсоводсен шкулĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Çак кĕске тапхăрта Татьяна Мироновăна туризм енĕпе лайăх çитĕнӳсем тунăшăн Тав хучĕсемпе чысланă. 2024 çулта вăл «Чăваш Республикин чи лайăх экскурсовочĕ» ята тивĕçнĕ.

— Эпир çемьепе çул çӳреме юрататпăр. Чылай çĕрте пулса куртăмăр: Мари Эл, Чулхула, Тутарстан, Ульяновск, Мускав, Дивеево т.ыт. Хамăр çĕршыврах курмалли сахал мар. Пирĕн халăх историне пĕлмелле. Акă Чулхулари урамсенче тимĕр-тăмăртан хитре япаласем, арт-обћектсем туса лартнă. Унти Кремлĕн мăнаçлă стенисем те тыткăнлаççĕ. Сĕве çинчи утравхулапа та кăмăллă юлтăмăр. Крымра темиçе хут пултăмăр. Сочире тинĕс, ăшă çанталăк, уçă сывлăш илĕртет, анчах унта çын питĕ нумай. Хамăр республикăри илемлĕ хуласемпе, паллă вырăнсемпе паллашрăмăр. Куславккара аван, çапах тумалли пур-ха, пляжа йĕркене кĕртмелле. Мăкăр кĕперĕ илĕртет. Сĕнтĕрвăрринче императорсем пурăннă вăхăта таврăннăн туйăнать. Тăвайри Эль кӳлли çывăхĕнчи тавралăх уйрăмах хитре. Округ центрĕнче икĕ музей ĕçлет, Яковлев уçнă шкул çурчĕ ларать. Шупашкар та куллен лайăхланса пырать. Çывăх вăхăтра Улатăра, Йĕпреçе çитсе килесшĕн. Хамăр Вăрмар тăрăхĕнче чылай ялта интереслĕ обћектсем пур. Акă Хуруй ялĕнчи илемлĕ вырăнта çил арманĕ ларать, анчах вăл кивелсе пырать. Шел те, ăна культурăн уйрăмах сыхламалли обћекчĕсен шутне кĕртмен. Унта Акатуйсем кĕрлемелле, халăх юрри-кĕвви янăраса тăмалла. Туристсене çакă кирлĕ те. Ытларах эпĕ тăван ялта — Арапуçĕнче — экскурсисем йĕркелетĕп. Хăнасене чăваш юррисемпе савăнтаратпăр, вăйăсем ирттеретпĕр, халапсемпе тыткăнлатпăр, тĕрĕллĕ япаласемпе паллаштаратпăр. Çавăн пекех техĕмлĕ чей вĕретес енĕпе ăсталăх класĕсем йĕркелетпĕр, чейпе хăналатпăр. Сиплĕ курăксем /пĕтнĕк, чĕре курăкĕ…/ пахчарах ӳсеççĕ. Пирĕн ял юлашки çулсенче самай хитреленчĕ. Акă вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксене çĕнетрĕç. Чăваш тĕррипе капăрлатнă пысăк А сас палли аякран курăнса ларать. Ял çыннисем тăрăшнипе çăлкуçсене тирпейленĕ. Унта часавай та тăвасшăн. Арапуçне тĕрлĕ хуларан килеççĕ. Пĕр кун 40 çын пуçтарăннăччĕ. «Гастрономи турĕ» проект вăхăтĕнче туристсем Донецкран, Мускавран, Чулхуларан килнĕччĕ. Сĕтел-пукан фабрики Вăрмар поселокĕн историйĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл хупăннă пулин те /фабрика çурчĕсенче лавккасем уçнă, производствăсем йĕркеленĕ/ унта экскурсисем ирттерме пулать. Фабрика ĕçченĕсем валли тунă çуртсем халĕ те лараççĕ. Вырăнти музее Курбатовăн сĕтел-пуканне курма кĕреççĕ. Вăрмар станцийĕнче çăмарта упрамалли холодильниксем пулнă. Шел те, шыв башнине çухатрăмăр. Унăн копине туса лартас шухăш пур. Вăрмарта Бауман универмагĕ те пулнă. Çак обћектсемпе паллаштаракан табличкăсемпе стендсем кирлĕ. Паллă çынсене халалланă палăксем лартсан та аван пулĕччĕ. Поселокра туристсем валли хăна çурчĕ тумалла. Шел те, пирĕн тăрăхра хăнасене çĕр каçмалли вырăнсем çук. Поселокра автоçулсен пахалăхĕ те шухăшлаттарать. Ку енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле. Округ администрацийĕн ертӳçисен шухăш-тĕллевĕ пысăк. Паллă та хитре вырăнсене хăтлăлатасшăн. Тĕслĕхрен, поселокри ача-пăча паркне çĕнетесшĕн. Унти хĕрлĕ армеецсен палăкне юсасшăн, вăйă лапамĕсем, тротуарсем, пĕве тăвасшăн. Больница çывăхĕнчи парка хăтлăлатнă хыççăн уçăлса çӳреме кăмăллă. Унти Анне палăкĕ те туристсемшĕн кăсăклă пулма тивĕç. Ăна йăла-йĕркепе çыхăнтармалла: ача çуралсан ватăсем пепкене çĕклесе кăтартнă. Шел те, эпир хамăр пурăнакан вырăн историне те пĕлместпĕр.

Кавал шкулне культура обћекчĕсен йышне кĕртрĕç. Вăл та историллĕ çурт: ăна ГерманиАвстри çыннисем тунă, унта Никита Зарубин летчик вĕреннĕ. Арапуç çывăхĕнче Лашман кӳлли пур. Мелиораци мелĕпе тунăскере çынсем пулă тытма çӳреççĕ. Ăна лашмансен юхăмĕпе çыхăнтарма пулать. Атнаш ялĕ патĕнчи юхан шыв хĕрринче пулăç çуртне тăвассине пĕлтернĕччĕ. Православи енĕпе те экскурси йĕркелеме пулать. Мăнçырмари чиркӳре акă Турă Амăшĕн икĕ турăшĕ пур. Выçлăх çулĕсенче вилĕмрен çăлнă теççĕ. Сĕнтĕрти, Пăртасри чиркӳсем те тахçанхисемех. Шăпах историллĕ вырăнсене аталантармалла, туристсем халăх кун-çулĕпе, культурипе интересленеççĕ. Вăрмарти элеватор та ĕлĕкхиех. Унта квест ирттерме меллĕ. Сăмах май, вăрçă çулĕсенче манăн кукамай ĕçленĕ. 17-ри хĕр темиçе пăтлă михĕсене йăтнине аса илетчĕ. Кĕтеснерти Алентей паркне кайса курма сĕнесшĕн, паллă писателĕн вил тăпри çине те çитсе килме пулать. Тикаш ялĕнче юмах çурчĕ пур. Унта блогерсем те килсе кайнă, анчах ăна еткерçĕсем сутасшăн. Ăна та туризм обћектне çавăрма пулать. Çулла яла килсе пурăнас текен сахал мар теççĕ. Туристсем хăмла плантацийĕсемпе те интересленеççĕ. Вăрмар тăрăхĕ — ял туризмне аталантармалли лайăх вырăн. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Йăх-несĕле пĕлекен хăйне вăйлăрах туять

«Йăх-несĕле тĕпчени тăванлăх туйăмĕсене вăйлатать, асатте-асаннесен пурнăçне лайăхрах пĕлме май парать», — çапла палăртать Шупашкар округĕнчи Апашра пурăнакан Петр Корняков. Генеалогире пысăк çитĕнӳсем тунăскер çак ĕçе 2012 çулта пуçăннă.

Çамрăксем те кăсăкланаççĕ

Петр Васильевич Стамбула кайсан хăйĕн йăх-несĕлне япăх пĕлнине ăнланса илнĕ. Унтан таврăнсан шырав ĕçне пуçланă, архива çӳреме тытăннă. Малтан мăшăрĕн йăхтымарне тĕпченĕ, кăштахран Корняковсен йăх йывăçне тума пикеннĕ. Йăх-несĕле тĕпчеме пуçласан 56-ри Петр Корняков И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн истори уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче çуралса ӳснĕскер çамрăк чухне аслă пĕлӳ илмен. Вăл 1974 çулта Чăваш Ене куçса килнĕ, слесарьте нумай çул ĕçленĕ. Генеалогипе кăсăкланаканскер темиçе çул каялла архива ĕçе вырнаçнă. Вăл йăх-несĕле тĕпчесе 14 метрлă плакат хатĕрленĕ, унта 500-600 ят кĕнĕ. Çамрăк генеалог Андрей Михайлов вара 1500 ятлă несĕл йывăççи тунă-мĕн. Шăпах унпа Петр Васильевич килĕштерсе ĕçлет. Вĕсем шкул ачисемпе тĕл пулаççĕ. Нумаях пулмасть Апаш шкулĕн вĕренекенĕсене генеалоги пĕлтерĕшĕ çинчен каласа кăтартнă. — Шырав ĕçне çамрăксене явăçтарас килет. 10 çул каялла архивра писательсемпе ăсчахсем ытларахчĕ, халĕ çамрăк нумай. Ку мана питĕ савăнтарать. Шкулсенче ятарлă кружок пулсан аванччĕ. Яшсемпе хĕрсене илĕртес тесе архивсенче тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Ачасене йăх-несĕле тĕпчеме хавхалантаракан конкурссем йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксем валли семинарсем пулаççĕ. Наци библиотекинче «Истоки» клуб ĕçлет. Унта генеалогсем çынсене йăх-несĕле тĕпчемелли вăрттăнлăхсене уçса параççĕ, — терĕ Петр Васильевич. Петр Корняков Мускаври генеалоги форумĕнче пулнă, Хусанти форума та çитнĕ. Ăна Чăваш Енре те ирттерме шухăшлаççĕ-мĕн. Апаш çынни ыттисене йăх-несĕл йывăçĕ тума пулăшать. Ку ыйтупа ун патне ентешсем кăна мар, тĕрлĕ регионта пурăнакансем те пыраççĕ. Юлашки вăхăтра акă Мускав тата Хабаровск крайĕн çыннисем пулăшу ыйтнă. — «Йăх-несĕле пĕлсен хăвна вăйлăрах туятăн», — тетчĕ пĕр ăсчах. Эпĕ хамăнне 11 сыпăк таран тĕпчерĕм. Çĕрле вăратсан та пĕтĕмпех каласа тухма пултаратăп. Хусанти пĕр çын йăх-тымарне тĕпченĕ хыççăн Тăванлăх кунне ирттернĕ, унта аякри йăхташĕсене пухнă. Эпир те çывăх тăвансене пуçтарнăччĕ. Çимĕке кайсан ял çыннисемпе ялан йăх-несĕл пирки сăмах хускататăп. Анчах ялсенче 4-5 çын кăна çак ĕçпе аппаланма хăюлăх çитерет. Йăх-несĕле тĕпчесси питĕ кăткăс ĕç. Архивăн вулав залĕнче темиçе сехет ларас тесен чăтăмлă пулмалла. «Мĕн тума кирлĕ?» — текен те сахал мар. Ку ĕçре йывăрлăхсем те çук мар. Тĕслĕхрен, çыруçă почеркне тĕрĕс вуласси. Хăнăхман çыншăн пĕрре те çăмăл мар. Паллах, ку ĕç те интереслĕ: ăс-хакăл аталанать, тавра курăм анлăланать. Сăмахран, ĕлĕк тăвансене 7 сыпăк таран пĕлнĕ. Мăшăрланнă чухне те çак йĕркене çирĕп пăхăннă. Çапах сайра хутра 4 е 5 сыпăкри хĕрпе каччă пĕрлешнĕ тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Тăвансен хушшинче çыхăну татăлнипе çапла пулса тухнă, — калаçăва малалла тăсрĕ Петр Васильевич. Архивсенче шырамалла Йăх-несĕле тĕпчеме мĕнрен тытăнмалла-ха? Петр Корняков çапла сĕнет: чи малтан тăвансенчен, ватăсенчен ыйтса пĕлмелле. Килти документсене /çуралнине, вилнине, мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельствăсем, тĕрлĕ список, кун кĕнекисем…/ тишкермелле. Вĕсенче кирлине чылай тупма пулать. Унтан хуçалăх кĕнекисене пăхса тухмалла. Нумайăшĕ район архивĕсенче упранать, хăшĕ-пĕрин — Чăваш патшалăх истори архивĕнче. Вĕсене колхозсем йĕркеленсен çырма тытăннă. Хуçалăх кĕнекине çемье списокĕсене кĕртнĕ. Кил кĕнекисем те тĕл пулаççĕ, анчах Чăваш Енри архивсенче вĕсем питĕ сахал. Муркаш, Красноармейски архивĕсенче курнăччĕ. Вĕсене революциччен çырса пынă. Астăвăм кĕнекисемпе те паллашмалла. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксен списокĕсенче тăвансене шыраса тупаятăн. Çавăн пекех çарпа, вăрçăпа çыхăннă документсене Мускаври çар историйĕн архивĕнче шырамалла. Унта хăш-пĕр япалана тупма май пур. «Пĕрремĕш тĕнче вăрçин паттăрĕсем» сайт та пулăшу кӳрет. ЗАГСран справка ыйтса илме пулать. Унта документсем /çурални, мăшăрланни, вилни, ят улăштарни…/ 1925 çултан пуçласа упранаççĕ, маларахрисене архивра шырамалла. Справкăна тăван пулнине ĕнентерекен хутсем пулсан кăна параççĕ. ЗАГСра атте-аннен, асатте-асаннен çуралнине, мăшăрланнине, вилнине ĕнентерекен свидетельствăсене илеетĕн. 2-3-мĕш сыпăкри тăвансем çинчен даннăйсем илме йывăртарах. Вулăс правленийĕсен фондĕнче те кирли нумай. Ăна Чăваш патшалăх истори архивĕнче ыйтмалла. Вулăс докуменчĕсенче 1865 çултан пуçласа тĕрлĕ документ тĕл пулать: çурални, вилни, мăшăрланни, опекăна илни çинчен, выльăх-чĕрлĕх йышĕ, çĕрпе çыхăннă хутсем, призывниксен списокĕсем тата ытти. Шырав ĕçĕнче тĕн ведомоçĕсем нумай пулăшаççĕ. Вĕсене чиркӳре ĕçлекенсем çырса пынă. Çав ведомоçсем çемье списокĕсемпе пуян. Метрика кĕнекисем архиври чи пысăк фонд шутланать. Вĕсенче çуралнине, вилнине, мăшăрланнине çирĕплетекен даннăйсем тупатăн. Метрика кĕнекисене чиркӳ ĕçченĕсем йĕркелесе пынă. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ документ — ревизи /перепиç/ кĕнекисем. Перепиçе Петĕр патша хушнипе 1719 çулта ирттерме пуçланă. Пĕтĕмпе 10 ревизи пулнă. Юлашки — 1858 çулта. 1-3-мĕш ревизи кĕнекисем Раççей патшалăх авалхи актсен архивĕнче /Мускав/ упранаççĕ, 4-10-мĕш ревизи хучĕсем — регионти архивсенче. Вĕсене Чăваш Енре /хăшĕ-пĕрне Тутарстанра, Ульяновскра, Мари Элта/ шырамалла. Хăш-пĕр ялăн, шел те, 4-5-мĕш ревизи кĕнекисем çухалнă. Пĕлтĕр чăваш архивĕн докуменчĕсен пĕр пайне Яндекс-архива кĕртрĕç. Çавăнпа генеалогсен ĕçĕ кăштах çăмăлланчĕ. Интернет уçлăхне малтан кивĕ пулнипе çынсене алла тыттарман документсене вырнаçтараççĕ. Вĕсемпе вулав залĕнче те электронлă майпа паллашма пулать. Чăваш Енри ял-хулапа çыхăннă хăш-пĕр документ Ульяновск, Мари Эл, Тутарстан архивĕсенче упранать. Калăпăр, Чикме уесне кĕнĕ ялсен хучĕсене Йошкар-Ола архивне панă, Пăва уесĕнчисене — Чĕмпĕрти архива. «Авалхи карттăсене тĕпчени те усăллă, вĕсенче ялсене шыраса тупма пулать. Çавăн пекех «Селения Казанского ханства» справочникпа паллашма сĕнетĕп. Кунта çакна каласа хăварас килет: авал хăш-пĕр ялăн уйрăм ят та пулман. Çĕрсене виçнĕ чухне ялсене пĕр-пĕринчен уйăрас тесе çĕнĕ ятсем çырнă. Хăш-пĕр тавра пĕлӳçĕ ял епле пулса кайнине халап тăрăх ĕнентересшĕн. Калăпăр, вăкăр картишрен тухса кайса таçта пырса тухнă та, çынсем çав ырă вырăна куçса ларнă. Çапла ăнлантарни, ман шухăшпа, тĕрĕсех мар», — терĕ Петр Васильевич. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.