Тантăш 12 (4933) № 03.04.2025

3 Апр, 2025

«Поэзи баттлĕ» пĕр чăмăра пухрĕ

Астăватăр-и: «Çамрăксен хаçачĕ» пилĕк çул каялла «Поэзи баттлĕ» пуçарса янăччĕ. Ăна ирттересси халĕ ырă йăлана кĕчĕ. Хăйне евĕрлĕ конкурсра аслăраххисем кăна мар, шкулта вĕренекенсем те хастарлăх кăтартнине палăртма кăмăллă. Сăмах май, çак йышра пирĕн юнкорсем те пур. Вĕсем статья-заметка е калав шăрçалаççĕ кăна мар, сцена çинче чăн-чăн артист пекех тытма пĕлеççĕ. Хăйсем çырнă сăввисене вуланă чухне кураканăн чунне тыткăнлама та пултарчĕç маттурсем.

ТĂРĂШСАХ ЧĂВАШЛА ВĔРЕНЕТ

Сăвва илемлĕ пăхмасăр вуласси — хăйне евĕрлĕ пултарулăх. Кунта артист ăсталăхĕ те, туйăмлăхĕ те, сăмахсенче пусăм тĕрĕс лартни те палăрать. Черетлĕ «Поэзи баттлне» хутшăнакансене сумлă жюри пайташĕсем — Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Юрату, Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Василий Иванов тата «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн çумĕ Алина Паймулкина — хакларĕç. Пуринчен те хăюллăрах пулса сцена çине чи малтан Шупашкарти 55-мĕш шкулта иккĕмĕш класра ăс пухакан Богдан Артемкин тухрĕ. Сăмах май, Артемкинсен çемье пуçĕ вырăс пулнăран ытларах вырăсла пуплеççĕ. Анчах сакăр çулти Богдан чăвашла тăрăшсах вĕренет. Арçын ача пĕлтернĕ тăрăх, сăвă вулассипе ку унăн пĕрремĕш ăмăрту мар. «Класс ертӳçи Светлана Большова тата чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Галина Трофимова пулăшнипе эпĕ пĕлтĕр те, кăçал та ку енĕпе тупăшусене хутшăннă. Вĕсем мана Çеçпĕл Мишшин «Хурçă шанчăк», «Чăваш ачине», Валерий Туркайăн «Тăшман асăрхан, умăнта Коновалов» хайлавсене интонаципе вулама хăнăхтарнă. Шăпах çак сăвăсене суйласа илтĕмĕр те. «Поэзи баттлне» хутшăнас тесен пиллĕкрен кая мар пĕлмеллеччĕ. Çавна май тата анне ача чухне шăрçаланă икĕ хайлава пăхмасăр калама вĕрентĕм. Кашни хутшăнакана итлеме кăмăллăччĕ. Баттл мана килĕшрĕ. Манăн унта çитес çул та хутшăнас килет», — пытармарĕ кăмăлтуйăмне Богдан. «ТАНТĂШ»

ХАÇАТПА ТУСЛĂ, ХĂЙ ТЕ СĂВĂСЕМ ШĂРÇАЛАТЬ

Патăрьел округĕнчи Аслă Чемен шкулĕнче вуннăмĕш класра вĕренекен Ангелина Макарова мĕн пĕчĕкренех сăвва пăхмасăр вулама юратать, хăй те шăрçалать. Хĕрача «Тантăш» хаçатпа та туслă. Çак кăларăмра унăн ĕçĕсем час-часах пичетленеççĕ. «Çак баттла эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Ун пирки Шăхачри вулавăш ĕçченĕнчен Светлана Убаськинăран пĕлтĕм. Вăл мана конкурса хутшăнма сĕнсен килĕшрĕм. «Поэзи баттлĕ» валли чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕпе Эльвира Ильиничнăпа пилĕк сăвă суйласа илтĕмĕр. Вĕсен йышĕнче хам çырни те пурччĕ. Ăна эпĕ ятарлă çар операцийĕнче хутшăнса паттăрла пуç хунă иккĕмĕш сыпăкри пиччене халалланăччĕ. Вуланă чухне хумхантарчĕ. Пĕрремĕш тапхăрта тухса ӳкрĕм пулин те пăшăрханмарăм, тăхтавсенче хам суйланă сăвăсене вулаттарчĕç. «Поэзи баттлне» тепĕр çул та хутшăнас кăмăлăм пур», — тет Ангелина. ÇĔНТЕРЕС

КĂМĂЛПАХ КИЛНĔ

Аня Красильникова Комсомольски округĕнчен килнĕ. Вăл Шурут шкулĕнче çиччĕмĕш класра ăс пухать. «Аня, паянхи баттла мĕнлерех кăмăлпа çитрĕн?» — тесе ыйтсан вăл çухалса каймарĕ, «Çĕнтерес кăмăлпа!» — терĕ хăюллăн. Шупашкарта пурăнакан Айдар Иванов çак конкурса пĕлтĕр те килнĕччĕ, кăçал та хутшăнма кăмăл тунă. Ăна чăн-чăн чипер ача Сентти темеллех пулĕ. Вăл «Нарспи» поэмăн сыпăкне вуланипех куракансен асĕнче юлчĕ. Пилĕк çулти арçын ача пултарулăхра утăм хыççăн утăм тăвать. Сăмах май, çак конкурса кăçал унăн кукамăшĕ те хутшăнчĕ. Ева Григорович Шупашкар округĕнчи Л.В. Пучков ячĕллĕ Чăрăшкасси шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренет. Вĕсен çемйи Чăваш Ене урăх регионтан куçса килнĕрен чăвашла калаçма хĕрачана йывăртарах. Çавна май баттла хутшăнма çăмăлрах хайлавсене суйланă. «Чăвашлăхпа кăсăклантарас тесе ачасене тĕрлĕ конкурса хутшăнтаратăп, сăвăсем пăхмасăр вулаттаратăп. Ева вырăсла калаçнăран ăна малтан çăмăлах килмерĕ. Чăвашла пилĕк сăвă вĕренни пысăк çитĕнӳ пулчĕ. Пăхмасăр вуланă чухне ăна чунпа туймаллине, кăмăл-туйăма кăтартма тăрăшмаллине вĕрентрĕм. Ева — яваплăха туякан хĕрача. Унпа виçĕ эрне ытла хатĕрлентĕмĕр. Уроксем хыççăн та, тăхтавра та репетици ирттертĕмĕр. Сăмах май, хĕрачан ашшĕ те манăн вĕренекен пулнă», — каласа кăтартрĕ асăннă шкулти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Алина Николаева. <...>

Татьяна ФИЛИМОНОВА.

♦   ♦   


Девочка с большим сердцем

Традиция писать письма солдатам берет свое начало еще с Великой Отечественной войны. Тогда письма придавали сил солдатам. А сейчас послания, написанные ребятами, становятся для участников специальной военной операции доброй весточкой из дома. Для школьников же собственноручно написанные письма – это благодарность за мирное небо, которое бойцы защищают. Написать письмо солдату для ученицы 1-й Кугесьской школы Чебоксарского округа Миланы Алексеевой является очень важным и ответственным делом. Девочка надеется, что посланный ею огонек доброты и теплые слова согреют наших солдат и поднимут им боевой дух.

ВАЖНОСТЬ ПИСЕМ В ТРУДНЫЕ ВРЕМЕНА

Во время летних каникул Милана ходила в клуб вязать маскировочные сети. И тогда у нее появилось желание писать письма солдатам, которые находятся на службе в горячих точках. Она считает, что такие маленькие знаки внимания важны для тех, кто защищает нашу страну. – Я считаю, что каждому из нас в трудную минуту нужны слова поддержки. Нужны они и нашим бойцам, выполняющим трудную военную задачу, – говорит школьница. Девочка никогда не выбирает, кому написать. Милана за раз пишет два письма и аккуратно складывает их в маскировочные сетки или передает через волонтеров, которые приходят к ним в местный клуб.

ЭМОЦИИ НА СТРАНИЦАХ

За прошлый год наша героиня написала одиннадцать писем, а в этом году вместе с поздравительными открытками – четыре. Девочка всегда старается отправлять их по праздникам. А солдаты неоднократно записывают ей видео, как они читают ее письма. – Когда получаю слова благодарности, мне еще больше хочется писать. Я хочу, чтобы солдаты знали, что их труд ценится, и что мы о них вспоминаем. Иногда слезы могут появляться, когда пишу. Я знаю, что это способ выразить все то, что я не могу сказать в лицо, и это делает каждое письмо особенным, – делится Милана.

ПИСЬМА, ПОЛНЫЕ НАДЕЖДЫ

Когда у Миланы появляется свободное время, она сразу садится писать письма. Она рассказывает солдатам о своей жизни – школе, друзьях, увлечениях и даже своих мечтах. Девочка рисует яркие картинки и прикрепляет их к письмам, ведь ее цель – не только поделиться новостями, но и поднять настроение. – Мои работы читают и «серебряные» волонтеры из деревень Клычево и Моштауши Чебоксарского округа. Они меня всегда поддерживают. Я хочу, чтобы все мои друзья делали важные, добрые дела, потому что они согревают и придают сил солдатам, – рассказывает девочка. Она уверена, что такие письма помогают солдатам чувствовать себя ближе к дому и поддерживают их моральный дух. Каждое письмо, написанное Миланой – это проявление заботы и любви. Она стремится показать, что поддержка важна даже в самые трудные времена. Девочка верит, что ее письма способны сделать каждый день солдата хоть немного светлее. <...>

Кристина ПАВЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.