Чăваш хĕрарăмĕ 12 (1392) № 03.04.2025

3 Апр, 2025

Салтаксен чунĕсене те, урисене те ăшăтаççĕ

«Юрласа çыхакансем» волонтерсен ушкăнĕ паттăрсем валли пин-пин мăшăр нуски хатĕрлет

Нина Бирюкова çĕрле ăнсăртран вăрансан та ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем пирки шухăшлать: «Салтаксем çывăраççĕ-ши халь? Апат çинĕ-ши?» — çавнашкал шухăшсем канăç памаççĕ ăна. Ăшĕ вăрканăран ыйхи вĕçет те алă ĕçĕ тытать ырă чĕреллĕскер: тăшмана хирĕç кĕрешекен паттăрсем валли ăшă нуски çыхать…

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан

«Ятарлă çар операцийĕ пуçланасси пирки телевизорпа хыпар курсанах хыпăнса ӳкрĕм. Мĕнпе пулăшайăп-ши салтаксене? Килте ларса мĕн тума пултарăп? Вĕсен чунне, урине ăшăтасчĕ. Чуна ăшăтмашкăн çырусем кирлĕ, урисем шăнасран вара нуски çыхма пуçламалла. Анчах кампа ĕçлемелле-ха? Тӳрех çакăн пек шухăшсем çуралчĕç. Виçĕ кун телефонран хăпмасăр кирлĕ çынсене шырарăм, пĕринпе калаçрăм, тепринпе… Юлашкинчен округри çар комиссариатне вĕçтертĕм. Анчах ыйтăва уçăмлатма май килмерĕ. Хампа пĕр шухăшлисене тупрăм-тупрăмах. Вĕсенчен пĕри — округ администраци пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Андреева. Çĕвĕ цехне те çитрĕмĕр. Унта салтаксем валли наçилккасем, ытти япала çĕлеме пуçланăччĕ. Цехпа çыхăнса ĕçлесси пирки те шухăшларăм. Манăн, амбулатори пунктĕнче ĕçленĕскерĕн, туянса хунă шинăсем, тата тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр пурччĕ. Вĕсене ятарлă çар операцине ăсатмашкăн хатĕрлерĕм. Япаласене машинăна тиесе округ центрне çула тухрăм, — пуçарчĕ калаçăва Муркаш округĕнчи Хачăк ялĕнче кун кунлакан пысăк чĕреллĕ Нина Васильевна. — Ун чухне шăпах аслă ывăл Женя яла килнĕччĕ те унран пулăшу ыйтрăм — тен, вăл мана кирлĕ çынсемпе çыхăнтарĕ? Темиçе ыр кăмăллăх фончĕсен социаллă сетьри тата мессенджерти ушкăнĕсен ссылкисене пачĕ. «Эпĕ санра иккĕленместĕп, анне», — терĕ сыв пуллашнă май. Хайхи ушкăнсемпе паллашнă хыççăн йăмăкпа калаçрăм. Вăл кӳршĕ ялта пурăнать. Ăна салтаксем валли нуски çыхма сĕнтĕм. «Ой, манăн хатĕрлесе хунисем те пур», — терĕ вăл хавхаланса. Манăн та пурччĕ унашкаллисем. Анчах сахал-çке-ха. 10 мăшăр пуçтарăнчĕ. Йăмăкпа нуски çыхма пуçларăмăр. Пĕрремĕш партине Муркашри Быт çуртне леçсе патăм — унта салтаксем валли япаласем пухакан пункт пулнă. Ыр кăмăллăх фончĕсен социаллă сетьсенчи ушкăнĕсене тимлерĕм, кам еплерех ĕçленине сăнарăм. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак арăмĕ Елена Ершова йĕркеленĕ. «Зов Чувашии» фондпа çыхăнтăм. Елена хамăр округранах-мĕн». Пĕр кунхине çип туянмашкăн Муркаша кайма тухнă Нина Васильевна ăнсăртран тăванне тĕл пулнă. Хайхискер çула мĕнле сăлтавпа тухнине пĕлсен çип ытларах илсе килме ыйтнă. Нина Васильевна яла таврăннă тĕле ăна пархатарлă ĕçе пуçăнас шухăшлă хĕрарăмсен ушкăнĕ кĕтсе илнĕ. Кашнине çип валеçсе панă. Каярахпа ырă чунлă хĕрарăм нуски çыхасси пирки иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ-йăмăкне каланă. Вĕсем те алла çиппе йĕп тытнă, кунсăр пуçне хăйсен пĕлĕшĕсене пĕлтернĕ. Çапла майпа тĕрлĕ ял çыннисем пĕр пысăк ушкăна чăмăртаннă. Ĕç вĕреме пуçланă. Хăйсем çыхнă япаласене «Зов Чувашии» фонда параççĕ, унăн хастарĕсем вара нускисене салтаксем патне илсе çитереççĕ. Вăхăт иртнĕ май ял çыннисем кăна мар, Нина Васильевнăн республикăри тĕрлĕ хулара пурăнакан тус-пĕлĕшĕ те явăçнă пысăк ĕçе. «Пĕрремĕш çулхине эпир 900 ытла мăшăр нуски çыхнăччĕ, пĕлтĕр — 1547. Кăçал вара 1500 мăшăр нуски хатĕрлерĕмĕр. Халĕ ку ĕçе вĕçлерĕмĕр ĕнтĕ — çанталăк ăшăтрĕ. Пирĕн ушкăнра 200 ытла çын, халĕ, ахăртнех, тата нумайрах. Йăмăк та питĕ хастар ĕçлет — хăй уйрăм ушкăн чăмăртанă. Чылайăшĕ çак ĕçе явăçма кăмăл турĕ, Мускавра пурăнакан ентешсем, сăмахран, укçан пулăшаççĕ. Кăçал çемьепе окоп çуртисем ăсталама пуçларăмăр. Пĕлтĕр те аппаланнă-ха. Анчах кăçал ытларах хатĕрлерĕмĕр. Пурĕ 745 çурта ăсатрăмăр. Шкул ачисем те маттур, салтаксене пулăшма тăрăшаççĕ. Кăçал ашшĕ-амăшĕ тутли туянма панă укçа-тенке пуçтарса пачĕç. Унпа эпĕ салтаксем валли 8 упаковка пылак çимĕç туянтăм. Нуски çыхнăсăр пуçне эпир ытти япалана та пуçтаратпăр — вырăн таврашĕ, апат-çимĕç, эмел… Пахча çимĕç çитĕнсен ăна нӳхрепе хуриччен йывăр тиевлĕ машина чĕнсе илетпĕр те кузова тултаратпăр. Çав çимĕçсенчен «Зов Чувашии» хастарĕсем типĕ яшкасем хатĕрлеççĕ. Хĕл валли хупнă салатварени таврашне те пухатпăр. Эпĕ, тĕслĕхрен, консерваци тума çуркуннех пуçлатăп та мĕн кĕркуннеччен тăрмашатăп — кукша пуç чечекĕнчен пыл, сироп тăватăп. Кĕркунне вара чăрăш йĕпписемпе йĕкелĕнчен варени вĕрететĕп, — сăмахне малалла тăсрĕ тивĕçлĕ канури Нина Васильевна. — Пирĕн çынсенчен питĕ тĕлĕнетĕп. Хальхи лару-тăрура вĕсем тепĕр енчен уçăлаççĕ. Салтаксемшĕн пăшăрханни палăрать. Пулăшу ăсатнă чухне кашнинчех: «Мĕнле пурăнаççĕ-ши пирĕн ачасем?» — теççĕ ăшшăн та шухăшлăн. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, пысăк чĕреллĕскерсем-çке. «Пире ĕç тупса панăшăн тав тăватпăр», — теççĕ мана. Эпĕ вара хăйсене тав сăмахĕ калатăп. Чи пĕлтерĕшли çакă — эпĕ ку ĕçе явăçма никама та хистемен, пурте хăйсен кăмăлĕпе килчĕç. Нина Васильевна чăмăртанă ушкăнăн ячĕ те пур — «Юрласа çыхакансем». Алă ĕç тунă вăхăтра хĕрарăмсем юрă шăрантараççĕ, çакна видео ӳкерсе салтаксене те ярса параççĕ. Паттăрсенчен чылайăшĕ волонтерсене паллать ахăртнех — вĕсем ку видеона пĕр-пĕрин патне яраççĕ, темиçе те пăхаççĕ. «Амăшĕсен аллипе çыхнă нускисене йышăнса илĕр, тархасшăн. Пирĕн алă ăшши сире ăшăттăр. Киле хăвăр урăрсемпе утсах таврăнăр», — çавнашкал сăмахсем шăрçалать Нина Васильевна пирĕн хӳтĕлевçĕсем патне гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле парса ямалли пĕчĕк çырура. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


«Люба аппа, санпа мăнаçланатăп»

— Анне мана яланах пил панă май: «Люба, хĕрĕм, ман пекех вутра ан çун, шывра ан пут», — тетчĕ. Çавăнпа та эпĕ арçын ĕçĕ е хĕрарăмăн — тиркесе тăман. Халĕ те мотоблокпа ĕçлетĕп, бензокосилкăпа курăк çулатăп, — терĕ Шупашкар округĕнчи Шăнкасра пурăнакан Любовь Овчинникова.

Любовь Артемьевна ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш салтаксем валли маскировка тетелне килĕнче пĕчченех çыхать. Малтан çак ĕçе вырăнти клубра пурнăçланă, пĕлтĕрхи çу уйăхĕнчен вара пӳртре станок вырнаçтарнă та ĕçлеме пуçланă. Юрать, залĕ пысăк — 6 метр тăршшĕ. Станок тенĕрен, ăна кĕрӳшĕпе пĕрле ăсталанă вĕсем. — Пĕр сехетре туса лартрăмăр. Вăл 2 метр тăршшĕ, — хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма васкарĕ пултаруллă хĕрарăм. — Маскировка тетелне 3х6 метрлă виçепе çыхатăп. Салтаксем палăртнă тăрăх, çак виçе пур çĕре те юрăхлă иккен. Станок 2 метрлă пулнăран материала шутарса пыратăп, майне тупрăм. Хальхи вăхăтра çуллахи тĕспе — симĕспе — усă куратăп. Çак виçепе çыхнă тетеле 4 пин «бантик» вырнаçать. Хамах касатăп ăна, çыхатăп, унтан сетка çине вырнаçтаратăп. Унта-кунта каймалли тупăнмасан тетеле 4-5 кунра вĕçлетĕп. Ирех ĕçлеме пуçлатăп та 22-23 сехетчен тăрăшатăп. Çав хушăрах выльăхсене пăхма та, апат пĕçерме те ĕлкĕретĕп. Апат хатĕрленĕ вăхăтра тĕпелте «бантик» çыхатăп. Мăшăр та пулăшать. Ачасем, мăнуксем кану кунĕсене килсен вĕсем те манпа пĕрле тăрăшаççĕ. «Кукамай, эсĕ пире ĕлкĕрсе пыраймастăн. Эпир хăвăрт ĕçлетпĕр», — теççĕ вĕсем. «Эсир виççĕн-çке, эпĕ вара пĕччен», — хавхалантаратăп мăнуксене. Материалпа Любовь Артемьевнăна Апашра пурăнакан Денис Матросов волонтер тивĕçтерет. Ăна туянма уйăхсерен укçа уйăрать хĕрарăм. Сăваплă çак ĕçе пуçăнма ăна никам та хистемест. Вăл чунĕ ыйтнипе тăрăшать. Çитменнине, икĕ çывăх тăванĕ СВОра пуç хуни те ĕçе малалла тума хистет тейĕн. — Салтаксем кану кунĕсĕр, ирĕн-каçăн неонацистсемпе çапăçаççĕ. Лăпкă çывăрма май параççĕ пире. Çавăнпа та манăн та вĕсемшĕн ырă ĕç тăвас килет. Çакă пысăк сăвап шутланать. Эпĕ çыхнă маскировка тетелĕсем салтаксене пулăшчăр, вĕсене вилĕмрен хăтарччăр тесе тăрăшатăп. Пĕлтĕр эпĕ 30 тетел çыхнă. Кăçал виçĕ уйăхра — 15. Вăл хӳтĕлев хатĕрĕ çыхнисĕр пуçне салтаксене гуманитари пулăшăвĕпе те тивĕçтерет: ентешсем валли волонтерсенчен пахча çимĕç, йӳçĕтнĕ купăста парса ярать. — Ултă витре йӳçĕтнĕ купăста ăсатрăм, — терĕ Любовь Овчинникова. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Парашютпа сикме кайсан пулас мăшăрĕпе паллашнă

Унăн ĕмĕчĕсенчен пĕри полицире ĕçлесси пулнă. Тĕрĕслĕхе мала хунăранах Шупашкарти Татьяна Денисовăна илĕртнĕ ку професси. Çапах пурăна киле шухăшне улăштарнă вăл — бухгалтери тата экономика енĕпе пĕлӳ илнĕ. Алла диплом тытсанах пике бизнеса кĕрсе кайнă, суту-илӳ вырăнĕсем уçнă. Амăшĕ çак тытăмра ĕçленĕренех-тĕр Татьяна та унта хăйне шыври пулă пек туйнă. Вăхăт иртсен хулари «Ванильное небо» кафе хуçи пулса тăнă вăл. Çемйинче те йăлтах тĕрĕс-тĕкел, ĕçре те… Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

Чи хакли — хăнасен кулли

— Татьяна Юрьевна, мĕнле çемьере çитĕннĕ эсир?

— Анне хăй вăхăтĕнче сутуçăра вăй хунă, кайран тивĕçлĕ канăва тухиччен хулари Суту-илӳ çуртĕнче склад заведующийĕнче ĕçлерĕ. Вăл питĕ яваплă, тĕрĕслĕхе мала хураканскер. Пур енĕпе те йĕркеллĕ, тирпейлĕ çын. Ку енсем, ахăртнех мана та куçнă. Мана кăна мар пулĕ, икĕ йăмăка та. Вăталăхри — атă-пушмак фабрикин хуçи, хăй ĕçĕнче чăн-чăн мастер. Фабрика уçиччен йăмăкăн вăрăм та тумхахлă çула парăнтарма тиврĕ. Кĕçĕнни халĕ Мускавра пурăнать, ресторан тытса тăрать. Атте — пысăк опытлă ăста сварщик. «Ылтăн алăллăскер» вăл. Вăл яланах çирĕп япаласем хатĕрлетчĕ. Профессире кăна мар, пурнăçра та. Аттепе анне кĕçех ылтăн туйне паллă тăвĕç. Вĕсем пире çирĕп воспитани панă, юратура ӳстернĕ, çĕннине пĕлме, хамăра тĕрĕслеме май панă. Эпĕ, тĕслĕхрен, кирек хăш енĕпе те вĕренме, хăть хăш тытăмра ĕçлеме пултарнă. Вĕсем хамăр çула суйлама чарман. Кирек мĕн пулсан та аттепе анне ман майлă пуласса пĕлнĕ эпĕ. Çывăх çыннăмсен ĕçченлĕхĕ, çирĕплĕхĕ, пире шанни йăмăксемпе маншăн тĕслĕх пулса тăчĕç. Шăпах вĕсем пире яланах малалла утма, йывăрлăхсене парăнтарма, хамăр ĕçе чунпа пурнăçлама вĕрентнĕ. Пирĕн çитĕнӳре аттепе аннен тӳпи пысăк. Çемьере пурте мал ĕмĕтлĕ те хыт утăмлă. Çывăх çыннăмсемпе чăннипех мăнаçланатăп.

— Ĕçре тата пурнăçра мĕн хавхалантарать?

— Малтан ĕç пирки калас килет. Эпĕ тытса тăракан кафере уявра савăннă хăнасен кăмăллă сăнĕсем, телейлĕ куçĕсемпе йăл кулли хавхалантарать. Йăлтах палăртнă пек йĕркеленсен куçа телей куççулĕ тапса тухать. Кашни мероприяти хăйне евĕр-çке. Çавна май эпĕ ертӳçĕ пулнă май хам çинче çав кун кăлтăксăр иртес тĕлĕшпе яваплăх пысăк пулнине туятăп. Çемье çавăракансем е юбилярсем: «О, ку эпир ĕмĕтленнинчен лайăхрах та пулчĕ!» — тени темрен те паха. Çавăн пек сăмахсемшĕн тата та тата ĕçлес, уяв туса парас килет. Эпир банкет çеç йĕркелеместпĕр, çынсене пурнăçри чи ăшă самантсене туллин туйма май паратпăр. Çакă питĕ хаклă. Кунсăр пуçне мана чĕрĕ самантсемпе çутă туйăмсем, телейлĕ çынсем хавхалантараççĕ. Эпир туй йĕркелесе панă çамрăк мăшăрсен çиçекен сăнĕсем е юбилярсем мана ăшшăн ыталаса тав туни… Манăн ĕç çакнашкал самантсенчен тăрать те ĕнтĕ. Уяв «çанталăкне» йĕркелеме, çынсене савăнăç парнелеме питĕ килĕшет. Вĕсен ĕмĕчĕ чăна çаврăннине сăнама юрататăп. Унта эпĕ те тӳпе хыватăп-çке-ха.

— Ĕçсĕр пуçне вара?

— Эпĕ çул çӳреме кăмăллатăп, тĕнче касса çӳресе унăн тĕрлĕ кĕтесĕпе паллашас, тĕпчес килет. Уйрăмах пирĕн аслă Раççей кăсăклантарать. Эпир тĕлĕнмелле пуян культурăллă тата историллĕ çĕршывра пурăнатпăр. Анчах, веçех курман. Тĕрлĕ хулана кайни, авалхи урамсемпе уçăлса çӳрени, тинĕс хумĕсен шавĕ, çӳллĕ тусен мăнаçлăхĕ… — веçех чуна хумхатать, çĕнĕ туйăмсем парнелет. Ытларах Тольятти тата Иркутск хулисем тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем питĕ расна, иккĕшĕ те хăйне евĕрлĕ. Тольяттин хăйĕн характерĕ пур темелле. Унта хăватлă автозавод ĕçлет, анчах çутçанталăк та питĕ илемлĕ. Атăл вара… çав тери аслă та анлăн курăнать. Иркутск пирки калас тăк, вăл — Çĕпĕрĕн чунĕ. Эрешлĕ чӳрече хашакĕсемлĕ авалхи çуртсем çеç мĕне тăраççĕ. Ку хулан — хăйĕн энергетики. Чи пĕлтерĕшли вара Байкал кӳлли. Раççейри çутçанталăк калама çук илемлĕ, ăна курса çаврăнмаллах. Кунсăр пуçне эпĕ хĕвел хĕрелсе аннине сăнама шутсăр юрататăп. Ĕмĕт пур — чăн-чăн кита курас, вĕсен тыткаларăшне сăнас килет. Ку асра юлатех тесе шухăшлатăп. Хускалма хистекен илемлĕ юрă-кĕвĕ те çунат хушать. Çывăх çынсемпе пĕрле вăхăт ирттерни те, ăшă тĕлпулусем те кăмăла çĕклеççĕ.

Пушă вăхăтра — çул çӳреве

— Сирĕн чи пысăк çитĕнӳ.

— Манăн çемье. Мăшăрпа çирĕм çул ытла пĕр сукмакпа утатпăр. Пирĕн ывăл халĕ 19 çулта. Яланах ăнланупа татулăх хуçаланакан çирĕп çемье чăмăртасси манăн ĕмĕт пулнă. Вăл пурнăçланнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Çемье — манăн тĕрек, хавхаланупа вăй-хал çăлкуçĕ. Шăпах çывăх çынсем пулăшнипе эпĕ юратнă ĕçре çитĕнӳ тума, çынсем валли илемлĕ уявсем йĕркелесе пама пултаратăп.

— Бизнеса кĕрес шухăшлă пикесене мĕнле сĕнӳ парăттăр?

— Хăвăра шанăр. Ĕçе пуçăнма ан шикленĕр. Бизнес вăл эсĕ мĕн пултарнине кăтартмалли тытăм. Идея, кăмăл, çирĕп кăмăл пулсан йăлтах пурнăçланать. Çав вăхăтрах ĕçпе киленме те манмалла мар. Чуна парса пуçарнă ĕç укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май панисĕр пуçне савăнăç та парнелĕ.

— Мĕн вăл сирĕншĕн ăнăçу?

— Юратнă ĕçре тăрăшни, лайăх кăтартусемшĕн хавхаланни, киленни. Эпир йĕркеленĕ мероприятирен тухса каякан телейлĕ хăнасем те маншăн ăнăçу. Вăл кăна мар. Манпа пĕрле ĕçлекен профессионалсен ушкăнĕ те ку сăмахпа танлашать. Эпир пĕрле çĕнĕлĕхсене ăса хыватпăр, йывăрлăхсене парăнтаратпăр. Паллах, çемье пирки каламасăр май çук. Çывăх çыннăмсем мана яланах хавхалантараççĕ. Ĕçпе харпăр пурнăçри шайлашăва тытса пыма пултарни те ăнăçу мар-и-ха? Çавăн пекех чунри лăпкăлăх та пĕлтерĕшлĕ. — Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр? — Ĕçрен каннă вăхăтпа перезагрузка тумашкăн, вăй-хал пухмашкăн усă куратăп. Пушă чухне хамăр çĕршыври тĕрлĕ хулана çул çӳреве тухма тăрăшатăп. Курмалли, киленмелли питĕ нумай-ха тата. Тавра курăма анлăлатас енĕпе те ĕçлемелле, сăмахран, кĕнеке вуламалла, нумай енлĕн аталанмалла. Кĕлетке пирки те манмалла мар, паллах. Эпĕ спорт валли вăхăт уйăратăп, тренажер залне çӳретĕп. Вăл çирĕплĕхе аталантарма, кăмăла лайăхлатма пулăшать. Бассейнра ишни вара çăмăллăх кӳрет, хама ирĕклĕ туйма май парать. Йывăр ĕç кунĕ хыççăн йĕркене кĕмелли чи лайăх мел — бассейн. Кикбоксингпа та кăсăкланатăп. Ку спорт тĕсĕ маншăн — тĕрĕслев. Нумаях пулмасть сывлăх хавшанине пула тренировкăсене пăрахма тиврĕ, халĕ вара майĕпен ун патне таврăнатăп. Кикбоксинг мана кăмăл çирĕплĕхне туптама пулăшать, çакă манăн ĕçре питĕ кирлĕ. — Чи йывăрри мĕн-ши сирĕн ĕçĕрте? — Çынсен пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăмсемшĕн явап тытни. Туй, юбилей, шкулпа сыв пуллашнине паллă туни… Кусем уяв çеç мар, ĕмĕр тăршшĕне асра юлакан кунсем. Çавăнпа манăн тĕллев веçех аван, кăлтăксăр йĕркелесси. Паллах, хăнасен мĕн пур сĕнĕвне пурнăçлама çăмăл мар. Кашнин кăмăлĕ расна, йĕркелӳçĕсенчен кашни нумай кĕтет. Кĕтмен лару-тăру сиксе тухма та пултарать. Тепĕр чухне пĕр вăхăтрах темиçе задачăна пурнăçлама тивет. Йăлтах тимлĕхре тытмалла. Ĕç-пуç планпа килĕшӳллĕн пурнăçланма пăрахсан та чи кирли — лăпкăлăха çухатмалла мар. Шăпах çаксем ĕçĕме юратма та хаклама хистеççĕ. Мĕншĕн тесен уяв вĕçĕнче хăнасен телейлĕ сăнĕсене куратăп, тав сăмахĕ илтетĕп. Ун пек чухне вара йывăрлăхсем пĕлтерĕшне çухатаççĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


«Тĕллеве пурнăçлама ăнтăлатăп»

Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнче çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра Ĕпхӳре пурăнакан Ирина Сухарева Саригель — тĕрлĕ енлĕ пултаруллă хĕрарăм. Мĕн пур талантне вăл пĕр пек аталантарма тăрăшать. Ирина Витальевна — профессор, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, тĕпчевçĕ, сăвăç, композитор, юрăç…

Пилĕк чĕлхе пĕлет

«Эпир анне юррисене ăша хывса çитĕннĕ, — терĕ Ирина Витальевна çывăх çыннине аса илнĕ май.

— Вăл питĕ хитре юрлатчĕ. Тепĕр чухне ĕç пăрахса анне юрланине киленсе итлеттĕм. Çапла, эпĕ чăваш юррикĕввине юратса çитĕннĕ. Ташлама та кăмăллаттăм. Клубри сцена çинче 4 çулта чухне пĕрремĕш хут шейк ташланине астăватăп. Аслă аппа хут купăс калатчĕ. Эпĕ унран хăпмасăр шкула кайичченех купăс калама вĕрентĕм. 7-мĕш класра чухне аттепе анне мана çуралнă кун ячĕпе баян парнелерĕç. Çавна май унпа калама вĕрентĕм, каярахпа гитарăна та алла илтĕм. Ялта, шкулта иртекен концертсене пĕрмаях хутшăннă. Купăс каласа ачасене юрлаттарнă, ташлаттарнă». Ку вăхăтра Ирина сăвă та çырма тытăннă. Пĕрремĕш сăвви районти «Çĕршыв çулĕ» хаçатра 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне пичетленнĕ. Ăна амăшĕ Анастасия Михайловна пурнăçра питĕ хавхалантарса пынине палăртать. Сăмах май, Анастасия Михайловна Çтерлĕри педагогика институтĕнчен химипе биологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван ялĕнче, Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскӳльте, аслă пĕлӳ илнĕ пĕрремĕш хĕрарăм шутланнă. Пурнăçне учительте ĕçлесе ирттернĕ вăл. Иринăн ашшĕ Виталий Иванович — ĕçчен, сăпайлă арçын пулнă. Мăшăр 4 хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Шел те, Иринăн ашшĕпе амăшĕ тата аслă аппăшĕ Елена паян çут тĕнчере çук. Ирина Нукасакри вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Пушкăрт патшалăх университечĕн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. «Анчах тĕллеве туллин пурнăçланă тесе шухăшламан эпĕ. Мĕншĕн тесен кĕвве-çемме ачаранах юратнăран пултарулăха çав енĕпе аталантарма палăртса хунăччĕ. Тав Турра, каярахпа ку енĕпе те ятарлă пĕлӳ илме пултартăм: Мускав патшалăх искусствăсен музыка факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Студент çулĕсенчех Ĕпхӳри «Нарспи» ансамбльте аккомпаниаторта ĕçлерĕм. Çапах ĕç биографине наука анинчен пуçларăм. Пĕлĕве ӳстерме Пушкăрт патшалăх университечĕ çумĕнчи аспирантурăра вĕренме тиврĕ», — малалла сыпăнчĕ пирĕн калаçу. Истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Ирина Сухарева Пушкăртстанри халăхсен этнографи музейĕнче, унтан Пушкăртстан наци музейĕнче, Раççейри патшалăх суту-илӳпе экономика университечĕн Ĕпхӳри филиалĕнче, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн философи, истори тата экономика никĕсĕн кафедринче вăй хунă. Хальхи вăхăтра вăл Ĕпхӳри патшалăх нефтьпе техника университетĕнче ĕçлет, Хĕвел тухăç историйĕн, тĕнчери хутшăнусен кафедрин профессорĕ шутланать. «Пирĕн кафедра çав тери пысăк, — терĕ Ирина Витальевна. — Унта историксем çеç мар, политологсемпе социологсем те, культурологсемпе философсем те пур. Араб, китай чĕлхисене вĕрентеççĕ, паллă профессорсем ĕçлеççĕ. Эпĕ студентсемпе ĕçлеме кăмăллатăп. Вĕсем мана занятирен тав туса тухаççĕ. «2» паллă лартма тăрăшмастăп. «Эпĕ историе юрататăп, эсир те юратăр», — тесе хавхалантаратăп вĕсене. Çамрăксен чунне патриотизм туйăмне вырнаçтарма, вĕсен тĕнче курăмне аталантарма тăрăшатăп. «Арçыннăн пурнăçра арçын пулмалла», — тесе вĕрентетĕп. Мĕншĕн тесен халĕ Хĕвел анăçри çĕршывсенче мĕн кăна пулса иртмест: арçынсем арçын пек мар, хĕрарăмсем хĕрарăм мар. «Раççейре йăла-йĕрке яланах çирĕп пулнă. Хĕрарăм — кил ăшши, арçын — çемье тĕрекĕ пултăр, — çапла ăс паратăп студентсене. — Арçыннăн историе пĕлмеллех, мĕншĕн тесен влаçра ытларах — арçын. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕнчен, йышăнăвĕнчен пирĕн малашлăх килет». Ирина Витальевна пилĕк чĕлхепе ирĕклĕн калаçать. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, тутарла, пушкăртла юрлать, сăвă çырать. «Пушкăртла калаçнă чухне мана никам та чăваш темест. Ку чĕлхесемпе эпир ачаранах туслашнă. Чăваш, тутар, пушкăрт чĕлхисем — пĕр çемьерен, вĕсенче пĕр пеклĕх нумай. Çавăнпа вĕренме çăмăл. Студентсемпе вара вырăсла тата акăлчанла калаçатăп, лекцисем вулатăп», — терĕ вăл сăпайлăн. «Йывăрлăхсене çĕнтерме тăрăшатăп» Ирина Сухарева ăслăлăхра та палăрмаллах йĕр хăварнă. Халĕ те Пушкăртстан, Раççей, тĕнче шайĕнчи конференцисене, форумсене хутшăнать. Ăслăлăх ĕçĕсен шутĕнче чăвашлăхпа çыхăннисем чи нумай пулни савăнтарать. Унăн пурĕ 200 ăслăлăх ĕçĕ. Вĕсен йышĕнче — монографисем, вĕрентӳпе методика пособийĕсем, электрон учебниксем. Ăна ытларах чăвашсем Пушкăртстана мĕнле килсе вырнаçни, еплерех условисенче пурăнни кăсăклантарнă. Ун чухнехи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне те тĕпченĕ вăл. «Пушкăртстан çĕрне чăвашсем 1620 çултах куçса кайнă. Çак темăпа эпĕ кандидат диссертацийĕ те, монографи те çыртăм. Вĕсен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне, социаллă пурнăç тытăмне кăтартса пама тăрăшрăм. Çавна май архивсенче нумай ларма тиврĕ. Çак темăна анлăлатса доктор диссертацине те пĕрлех çыртăм. Унта чăваш ялĕсем йĕркеленнине, пĕчĕк ялсенчен пысăк ялсем пуçланса кайнине, тĕрлĕ ведомствăна пăхăнса тăракан шкулсем, чиркӳсем уçăлнине, çут ĕç тытăмĕ аталаннине, кĕнекесем кăларнине, куçару ĕçне, Иван Яковлев шкулĕнче пĕлӳ илнĕ вĕрентекенсен кун-çулне те тĕпчерĕм. Пĕр сăмахпа, чăвашсем Пушкăртстана куçса килнĕ тапхăртан пуçласа 1917 çул таран сăнларăм», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. «Çапах та сирĕншĕн истори-и, поэзи-и е музыка çывăхрах?» — ыйтмасăр тӳсеймерĕм эпĕ пултаруллă хĕрарăмран. Вăл пĕр шухăшламасăр çапла пĕлтерчĕ: «Маншăн пурте тан. Эпĕ вĕсене уйăрмастăп. Пур енĕпе те чуна парса ĕçлетĕп, тĕллевсене пурнăçлама тăрăшатăп. Ăслăлăх тĕнчинче 25 çул ытла «путса» пурăнтăм. Çынсем каннă вăхăтра эпĕ хутсенчен уйрăлаймастăм, тĕпчев ĕçĕ çыраттăм. Тепĕр чухне пăшăрханаттăм та. Çапах тĕллеве туллин пурнăçлама ăнтăлтăм. Çав вăхăтрах юрă-кĕвĕ те çырнă, унпа йăпаннă. Кăçал 56 çул тултартăм, умра — пенси çулĕсем. Çапах мана: «Эсĕ çамрăк», — теççĕ. Таçта та ĕлкĕрме, йывăрлăхсене çĕнтерме тăрăшатăп. Эпĕ — Пушкăртстан чăвашĕсен канашĕн ертӳçи те. Паллах, çак тиеве туртма та çăмăлах мар. Çапах малалла талпăнатăп». Ирина Саригелĕн пурĕ — 150 ытла юрă. Вĕсенчен 50-шне пухса «Тĕлпулăва мухтав» кĕнеке кăларма мехел çитернĕ. Вĕсен теми — пурнăç, атте-анне, Тăван çĕршыв, тăван чĕлхе… Çитес вăхăтра халăх патне тепĕр 20 юрă çитерме палăртать вăл. Вырăнти авторсемпе, Чăваш Енри сăвăçсемпе ĕçлет. Ытларах Альбина Юрату, Раиса Сарпи, Светлана Асамат сăввисене кăмăлланине пĕлтерчĕ. Унăн юррисене халăх юратать. Акă «Ютубри» «Ирина Саригель» каналта «Парнелетĕп сана» юрă 300 пин ытла сасă пухнă. Вăл — вырăнти сăвăç Зинаида Сурпан сăввипе çырнăскер. Çакна та калама кăмăллă: Ирина Витальевна хăйĕн юррисене хăех юрлать. Пĕлтĕр çурла уйăхĕнче Чăваш Наци вулавăшĕнче унăн «Манăн пурнăç утăмĕсем» пултарулăх каçĕ иртрĕ. Ăна 55 çулхи юбилейне халалларĕ. Унта Ирина Саригель куракансене хăйĕн сăвви-юррипе паллаштарчĕ. «Саригель» хушма ят мĕне пĕлтерет-ши? Кун пирки Ирина Витальевна çапларах пĕлтерчĕ: «Саригель» псевдонима эпĕ чи малтан авалхи чăваш ячĕсен йышĕнче асăрхарăм. Вăл мана килĕшрĕ, чуна пырса тиврĕ. «Сарă йĕкел» пек илтĕнчĕ. Хам та сарă пулнăран ку ят, чăн та, кăмăла кайрĕ. Йĕкел тесен «крепкий орешек» ăнлав пуçа килет. Мана çывăх вăл. Мĕншĕн тесен пурнăçăм çăмăл килмерĕ. Ăсчах ĕçне суйласа илнĕрен канма та вăхăт пулмарĕ. Кун-çул ĕçрех иртрĕ. Çапах та йĕкел пекех патвар эпĕ, йывăрлăха парăнмастăп. Пултарулăх витĕмĕ е юрра, е сăвва кĕрсе юлтăр тесе тăрăшатăп. Пĕррехинче Шупашкарта Альбина Юрату сăвăçпа паллашрăм. Вăл «Саригель» сăмаха «сарă кил» пек ăнланма пулнине пĕлтерчĕ. Урăхла каласан, кил ăшши, чун ăшши. Ку ăнлавпа та килĕшетĕп. Мĕншĕн тесен эпĕ, ырă, уçă чунлăскер, хам пек çынсем патне туртăнатăп. Маншăн кĕвĕçӳ, ăмсану туйăмĕсем ют. Çынна нихăçан та япăх сунмастăп». Паллах, çын ĕмĕт-тĕллевсĕр пурăнмасть. Ăна пурнăçлассишĕн талпăнать. «Мĕн пур юрра халăх умне кăларас килет. Çак шухăш патне ковидпа йывăр чирленĕ хыççăн пырса тухрăм. Çывăх çынсем те: «Юррусем хăвăнпа пĕрлех леш тĕнчене ăсанатчĕç вĕт. Сывă чухне вĕсене халăха парнеле», — терĕç. Çавна май каярахпа студие кайса тӳрех темиçе юрă çыртартăм. Малашне ыттисене те хатĕрлесе çитермелле. Халăхра юлччăр вĕсем. Унсăр пуçне сăвă кĕнеки кăларас шухăш пур. Ăслăлăх енĕпе те тепĕр икĕ кĕнекене кун çути кăтартасшăн. Палăртса хунă статьясем те пур. Пушкăртстанри чăвашсен юхăмĕ пуçланса кайнинчен тытăнса унăн паянхи кунчченхи ĕç-хĕлне çутатакан материала та вĕçленĕпе пĕрех. Ăна кĕнекепе кăларасшăн», — терĕ Ирина Витальевна малашлăхри ĕçсене палăртнă май. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.