Чăвашла верси
Русская версия
Тантăш 11 (4932) № 27.03.2025
Олег Николаев пилĕк хастара паспорт пачĕ
«Пĕрремĕшсен юхăмĕ» — ачасене пин-пин çитĕнӳ тума май паракан пĕрлешӳ. Ăна Раççейре 2022 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче пуçарчĕç. Çавăн хыççăнах вăл пур регионра та анлă сарăлса вăй илчĕ. Чăваш Ен те тӳрех лайăх ĕçлесе кайрĕ. Юхăмăн тĕллевĕ: ачасен тавра курăмне, пĕлĕвне аталантарасси, вĕсен вăхăтне усăллă ирттерме, пурнăçра кирлĕ те тĕрĕс професси суйласа илме пулăшасси, ушкăнпа туслăн ĕçлеме хăнăхтарасси тата ытти те.
УМРА — ÇУЛЛА, КАНИКУЛ…
Эрнекун ЧР Правительство çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен обществăпа патшалăх юхăмĕн Координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Олег Николаев, Чăваш Ен Пуçлăхĕ, ертсе пычĕ. Координаци канашĕн ларăвĕнче юхăмăн çитĕнĕвĕсем пирки калаçрĕç, малашнехи ыйтусене палăртрĕç. Умра — çулла, каникул, канупа пĕрлех шăпах çитĕнӳсем тумалли тапхăр. «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» тĕллевĕсем анлă та пысăк: çарпа патриотлăх проекчĕсем, грант конкурсĕсем, ача-пăча лагерĕсенчи профиль сменисем тата ыттисем те. Чи пысăк ыйту: çак пулăмсене республикăри тата та ытларах ачана явăçтарасси. Кăçалхи пуш уйăхĕн тĕлне Чăваш Енри «Пĕрремĕшсен юхăмĕнче» 72 пин ача регистрациленнĕ, 430 пуçламăш уйрăм уçăлнă. Çакна палăртмалла, юлашки вăхăтра шкулсенче кăна мар, юхăмсем ача сачĕсен никĕсĕ çинче те уçăлаççĕ. Кĕçĕннисем проектсене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хастар хутшăнни сисĕнме пуçланă. 2025 çулта «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» 12 енпе тĕрлĕ проект пурнăçлама палăртнă. Пĕтĕм Раççейри «Раççей шкул çуркунни» фестивале ачасен пултарулăхне аталантарма пуçарнă. Ăна кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине тата Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне халалланă. Вăл «Çĕнтерӳ çуркунни» слоганпа иртĕ. Проектпа килĕшӳллĕн ака уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн регион ачисен Ставрополь хулине çитсе килме те май пулĕ. 2025 çулта та, иртнĕ çулхи пекех, «Пĕрремĕшсен смени» профиль сменисем ирттерме палăртнă. Вăл 14-21 куна тăсăлĕ. Унта 7-17 çулсенчи ачасем канма пултараççĕ. Акă, тĕслĕхрен, пуш уйăхĕнче «Белые камни» кĕпĕрнаттăр лагерĕнче «Всегда в Движении!» профиль смени уçăлнă. Унта Чăваш Енри 100 шкул ачи канма, хăйсен пултарулăхне аталантарма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Сменăра тематика вăййисем, тренингсем, çавăн пекех ăсталăх класĕсем йĕркелесе ирттернĕ. Командăсем кунта волонтер, патриотлăх темисемпе çыхăннă анлă проектсем тăратнă. Кĕçех, пуш уйăхĕн вĕçĕнче — ака уйăхĕн пуçламăшĕнче, иккĕмĕш смена уçăлĕ. Юхăм хастарĕсем Чăваш Енре çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Истори управçисем» проект вăйлă аталаннине асăнчĕç. Кăçал унпа килĕшӳллĕн чи пултаруллă та маттуррисен регион слечĕ йĕркеленĕ, унта пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашма, вĕренме май килĕ. Çитĕнӳ тунисене «Истори управçисем» паллăпа наградăлĕç. «Трудовая доблесть. Лица Победы» проектра ачасем тылра, заводсенче, госпитальсенче, ял хуçалăхĕнче тăрăшнă тăванĕсем пирки каласа кăтартĕç. «По следам истории» экскурси маршручĕсен проекчĕ çулталăк тăршшĕпех тăсăлмалла. Ларура Олег Николаев «Тăвансем, юратнă çынсем» ашшĕ-амăшĕн пĕрлешĕвĕн «Несĕл йывăççи» проектне ырласа йышăнчĕ. «Питĕ лайăх шухăш ку, вăл пирĕн йăла-йĕркепе çыхăнса тăрать. Çемьесем урлă Чăваш Енĕн пысăк несĕл йывăççине йĕркелесен интереслĕ пулĕччĕ. Ку проекта ытларах çынна хутшăнтарма тăрăшмалла», — палăртса каларĕ Олег Алексеевич. Чăваш Енри «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» чăннипех те вăйлă аталанни куçкĕрет. Çакă пĕтĕмпех влаç тытăмĕнче тăрăшакансем пулăшса пынипе те çыхăннă. Пĕрле кăна воспитани ĕçне йĕркелеме пулать. Акă, тунтикун Чăваш Ен делегацийĕ Мускава тухса кайнă. Вĕсем пушăн 25-29-мĕшĕсенче «Россия» Наци центрĕн лапамĕнче иртекен Пĕрремĕшсен юхăмĕн 4-мĕш съездне хутшăнĕç.
ĔМĔРЛĔХЕ АСРА ЮЛĔ
Олег Николаев юлашкинчен ырă йăлапа, «Эпир — Раççей гражданĕсем» проектпа килĕшӳллĕн, 14 çул тултарнисене пĕрремĕш паспорта пачĕ. Республикăри пилĕк ача савăнăçлă лару-тăрура Олег Алексеевич аллинчен чи кирлĕ документа илме тивĕçрĕç. Вĕсем çаксем: Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕ Виктория Кудряшова, Шупашкарти 3-мĕш лицейри Дима Борисов, Вăрнарти 2-мĕш шкулти Кристина Осипова. Шупашкар округĕнчен иккĕн: Атайкасси шкулĕнчен — Егор Сеткин, Толиккасси шкулĕнчен — Люба Александрова. Лару хыççăн хастар хĕрачапа Любăпа калаçса илме те май килчĕ. Вăл шкулти медиаушкăнăн тĕп редакторĕ. Шăпах çакăнта хăйĕн пултарулăхне тата чăн-чăн йĕркелӳçĕ пулнине кăтартать. 2024 çултанпа Люба Александрова — Çĕнтерӳ волонтерĕ, патриот мероприятийĕсен хастарĕ. «МедиаЛаб» шкул медиацентрĕсен Пĕтĕм Раççейри хастарсен сменин конкурсне хутшăнни унăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă. Çакă ăна çул уçса панă тесен те юрать. Хĕрача шкул пурнăçĕн общество ĕçĕсене тата та хастартарах хутшăнма тытăннă. <...>
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать