Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 11 (1391) № 27.03.2025
Ялта ĕçлесе пурăнма май килнишĕн савăнать
«Тем тесен те ял йĕкĕтне качча тухмăп», — хăйне панă сăмаха Наталия Александрова тытайман. Çавах куншăн ним чухлĕ те ӳкĕнмест. Шăпаран килет-ши çакă е тата урăх сăлтавран-ши — тахçан каланă сăмах пач тепĕр май пурнăçланать. Пулас мăшăрĕпе Наталия лавккара сутуçăра ĕçленĕ чухне паллашнă. Техникăпа савăт-сапа уйрăмне пĕр каччă пырса кĕнĕ те унпа сăмах хушнă. Калаçу аван сыпăннă. Павел куç хывнă хĕре вĕçертес темен, телефон номерне, тепре тĕл пулмашкăн ирĕк илнĕ... Пĕррехинче лавккана çитнĕ те: «Ыран Мускава ĕçлеме каятăп, кĕтсе илĕн-и?» — ыйтнă. Пике килĕшнĕ. Пĕр уйăх ытла телефонпа калаçнă вĕсем. Хĕрпе каччă тăванĕ-пĕлĕшĕнчен пиччĕшĕпе йăмăкĕ пек пĕр сăнлăрах пулнине пĕрре мар илтнĕ. Çакăн хыççăн шăпана мĕнле ĕненмĕн-ха?
Хĕр ял йĕкĕтне качча тухмашкăн мĕншĕн хирĕç пулнă-ши? Ара, хăй те ялта çуралса ӳснĕскер-çке. «Унашкал шухăш аннепе калаçнă хыççăн çуралчĕ. Çывăх çыннăм хулара çитĕннĕ, анчах ял çыннине качча тухнă. Чăвашла лайăх калаçма вĕреннĕ, выльăх пăхма кăмăллать. «Эй-яй ма яла кайнăха? Эпĕ нихăçан та апла тăвас çук!» — тенĕччĕ ун чухне эпĕ», — кулчĕ Наталия. Вăл Канаш районĕнчи Энтрияль каччипе Павелпа çемье çавăрнă, виçĕ ачана ура çине тăратаççĕ. Компьютер енĕпе специальноç илнĕ Наталия сакăр çул каялла ялти клуб ертӳçинче тăрăшма тытăннă. Вăл çирĕплетсех каларĕ: çак ĕçре хăйне тупнă. 33-ри ертӳçĕн хавхаланăвĕпе хастарлăхĕ иксĕлми. Ахăртнех, ку енсем ăна амăшĕнченех куçнă. «Анне çав тери маттур, хăй вăхăтĕнче ларма-тăма пĕлмен. Мускавра пĕлӳ илнĕ, эрмен ташшисене ташланă, колхозра ĕç кунĕ вĕçленсен ялти клуба юрлама васканă. Халĕ те шăтăр-шатăр, выльăх-чĕрлĕхе юратнăрах ветеринарта вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Алă ĕç тăвас енĕпе те пултаруллă. Эпир пĕчĕк чухне кивĕ тумтире сӳтсе наччасра çĕннине çĕлесе-çыхса тăхăнтартнă», — каласа кăтартрĕ Наталия. Вăл тăрăшнипе клуб кĕрлесе тăрать, уявсемпе конкурссем, кружоксем иртеççĕ. Çак ĕç çамрăк специалистшăн чунне çывăх. Наталия мĕн пĕчĕкрен юрра-ташша юратса, мероприятисене хутшăнса çитĕннĕ. Садик, шкул ачисене те явăçтарать. Районсене коллективпа концертпа тухса çӳресе халăха савăнтараççĕ. Театр, ташă, алă ĕçĕн кружокĕсемсĕр пуçне «Пинер» фольклор ушкăнĕ палăрать. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ пултарулăх коллективĕ конкурс-фестивальте хастар, районти уявсенчен пĕри те унсăр иртмест-тĕр. «Тутарстанри Аксу поселокĕнче иртнĕ чăвашсен «Уявне» те çитсе савăнтăмăр, наци апат-çимĕçне сĕтел тулли хатĕрлерĕмĕр. Тĕрĕссипе, унччен «Пинер» ушкăнра тивĕçлĕ канăва тухнисем ытларахчĕ. Халĕ çамрăксене явăçтарма тăрăшатăп», — кĕскен паллаштарчĕ клуб ĕçĕпе Наталия Владимировна. Виçĕ ача амăшĕ ялта ĕçлесе пурăнма май пурришĕн савăнать çеç: «Çамрăк çемье чылай кунта, çĕнĕ çуртсем çĕклеççĕ, хулана тухса тармаççĕ. Тепĕр тесен, хуларинчен мĕнрен кая? Хăтлă, лăпкă, шавлă мар. Лайăхрах та мар-и? Ачасем урамра чухне вĕсемшĕн кулянса йĕп çинчи пек лармастăн. Урама тухсан палланă çынсемпе курса калаçса чуна лăплантаратăн. Хăть пахчана, картише тухса ĕçле. Пӳртре пĕтĕм услови пур: шывпа газ кĕртнĕ, канализаци тунă. Пахча çимĕç, аш-какай — хамăр туса илни, хими япалисемсĕр», — калаçăва тăсрĕ кил хуçи управçи. Вăл веçех ĕлкĕрет, çав вăхăтрах чун киленĕçĕпе аппаланма та май тупать. Наталия алă ĕçĕсĕр пурăнаймасть, хăй тĕллĕнех çыхма, çĕлеме вĕреннĕ. Интерьер пуканисем, атлас хăюсенчен чечек çыххи ăсталать, алмаз тĕррипе кăсăкланать. Интерьер пуканипе виçĕ çул каялла интересленме тытăннă, çиппе йĕп алла тытнă. Пушмакĕ çеç — лавккаран туянни, ытти çи-пуçĕ — алăпа ăсталани. Пуканен стильне автор хăй палăртать, пуçра сăнар çуралать. Материалсене хулари ятарлă лавккара е интернетра туянать. Пуканесем — илемлĕ кĕпепе, калпакпа, пушмакпа. Пĕр пекки çук, кашниех хăйне евĕр. Чи юратнă пуканесене Наталия ĕçре, хăйĕнпе юнашар тытать. Нихăшне те автор ят памасть. Пĕрне ăсталамашкăн укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ тăкакланать-ши? 1 пин тенкĕрен те сахалрах-мĕн. Чи кăткăсси — пукане кĕлеткине çĕлесси. Наталия пытармарĕ: хавхалану çук тăк ĕçе пуçăнмасть. Кăмăл пур чухне пĕр пуканене темиçе сехетрех хатĕрлеме пултарать. Паллах, ку пушă вăхăт пуррипе çуккинчен те килет. Хальлĕхе Наталия виççĕмĕш пепкипе декрет отпускĕнче пулнă май чун киленĕçĕпе аппаланмашкăн кăткăсрах. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Çуралман чунăн – хăйĕн кулянăвĕ
Кашни çемьерех кулянмалли те, савăнмалли те тупăнать. Анчах кирек епле йывăрлăха та пĕрле çĕнтерни, пĕр-пĕрне тĕрев пани пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн çемье карапĕ çырана пырса çапăнасси те инçе мар. Шăпах çемье хаклăхĕсемпе хутшăну ыйтăвĕсем тĕпре пулчĕç те нумаях пулмасть Чăваш патшалăх пукане театрĕнче пĕрремĕш хут лартнă «Пурнăç. Хытаркăч. Çуралман чун шăпи» спектакльте.
14 çултан аслăраххисем валли хатĕрленĕ ĕçĕн премьерине курма пынисен шутĕнче ытларах студентсем пулчĕç. Спектакле Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн Ыркăмăллăх фончĕпе, Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви тата Президент фончĕсен гранчĕ пулăшнипе хатĕрленĕ.
— Театрсем, концерт йĕркелӳçисем тата ялсенчи культура çурчĕсем çемьепе ачасем валли ĕçлени пирĕншĕн питĕ хаклă. Пукане театрĕ ăрусене пĕрлештерет, çемье çыхăнăвне çирĕплетет, ӳсекен ăрăва йăлана кĕнĕ хаклăхсене хăнăхтарать, — терĕ Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова.
Спектакль пуçламăшĕнчех хăйĕн асамлăхĕпе тыткăнларĕ — çакă çутă, кĕвĕ хăйне евĕрлĕхĕнче палăрчĕ. Сюжет тĕп сăнарсен — Алешăн тата Аленăн — юратăвĕ çинче йĕркеленет. Çемье пурнăçĕ телейлĕ пултăр тесен пĕр-пĕрне ăнланни те, яваплăха туйни те кирлĕ — çакна çамрăк мăшăр тӳрех тавçăраймасть, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн, тĕрлĕрен кăткăс лару-тăрăва çакланнă хыççăн тин туйса илет. Тата тепĕр кăсăклă самант — çак историе çуралман чун каласа пани. Мĕнле ун пек пулса тухнă-ши? Çакна спектакле тимлĕ курнисем ăнланчĕçех ĕнтĕ.
— Спектакль çав тери шухăша ячĕ. Эпĕ халĕ 21-ре. Манăн та çак пысăк çул çине тухмалла, «Çемье» ятлă пысăк кимме тытса пымалла. Чăнах та, юратушăн хĕрарăмăн çеç мар, арçыннăн та тăрăшмалла, — терĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Анна Павлова спектакль вĕçленнĕ хыççăн.
Игорь Крейтон протоиерей — нумай ача ашшĕ. Çавăнпа унăн сăмахĕсем çамрăксемшĕн çеç мар, аслăрах ӳсĕмрисемшĕн те усăллă. Вăл пурнăçри пĕр тĕслĕхпе паллаштарчĕ. Больницăна кайсан хĕрарăм тухтăрпа калаçнă, хайхискер икĕ çул каялла пĕртен-пĕр ывăлне çухатнă иккен. «Пурнăçра пуринчен ытла пĕр ача çеç çуратнишĕн ӳкĕнетĕп» тенĕ хĕрарăм. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева палăртнă тăрăх, çакнашкал спектакль хатĕрлес шухăш Çемье çулталăкĕнчех çуралнă.
— Çамрăксем каларĕç ĕнтĕ, хăш-пĕр вырăнта хытăрах каланисем те пур. Анчах ку спектакль пурнăç чăнлăхне кăтартать, ун çинчен çамрăксене пĕлтерес килчĕ. Пурнăç вăл кăткăс ĕç пулнине, çапах унта савăнмалли те пуррине туйса тăччăр вĕсем. Грант проекчĕпе килĕшӳллĕн спектакль темиçе муниципалитета çитĕ, — терĕ Наталья Алексеевна. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пĕве кĕмен хĕрсен тĕнче тăрăх асап курса çÿреме тиврĕ»
Васелиса Ильина Красноармейски округĕнчи Алманч ялĕнче капмар çуртра пĕчченех пурăнать. Эпĕ мĕн сăлтавпа пынине пĕлсен калаçма ӳркенменскер сăмах çăмхине сӳтме тытăнчĕ.
Çăкăр шырама кайсан
Васелиса Ильинична чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Илья Васильевич колхоз йĕркеленĕ тапхăрта районти финанс пайĕнче ĕçленĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнман, ăна броньпе хăварнă. Кил хуçине Горький хулинчи автозавода вăрçă хатĕрĕсем тунă çĕре илсе кайнă. Мирлĕ пурнăç пуçлансан тăван колхозра бригадирта, ферма заведующийĕнче, ял канашĕн председателĕнче вăй хунă вăл. Амăшĕ Феодосия Мокеева колхозри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама хутшăннă. Ильинсем 12 ача çуратнă, анчах та пиллĕкĕшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Вăрçă çулĕсенче ир пуçласа каçченех тар тăкнă пулсан та апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен хĕсĕк пурăннă. Пӳрте ăшăтма вут-шанкă та пулман. Çынсем тĕрлĕ чирчĕрпе, выçăпа вилнĕ. 90 çулти Васелиса Ильинична çав вăхăтри пурнăçа куççульпе аса илчĕ. Пĕррехинче амăшĕ ял хĕрарăмĕсемпе пĕрле Вăрнара тырă леçме кайнă. Унти вăрманта салтаксем фронт валли вутă хатĕрленĕ. Килне пушă каяс мар тесе хĕрарăмсем çатрака тиесе çула тухнă. Вĕçелюк амăшĕн ырхан лаши çул çинче ывăннă, утайми пулнă. Çавна май хĕрарăм вутта пушатса Матьшӳ тăвайккинчен йăтса хăпартнă, килне аран-аран çитнĕ. Килĕнче ăна тата та пысăк инкек кĕтнĕ: утма та вĕренеймен Вĕçелюк выçăпа макăракан йĕкĕреш шăллĕсем — Алюшпа Çеруш — валли çăкăр шырама тухса кайнă. Вĕсене ĕмкĕч парса лăплантарасшăн пулнă, анчах чылайран тин таврăннă. Пепкесем аппăшне кĕтсе алăк патне упаленсе пынă, ăна уçса çенĕке тухнă. Алăк вара хупăннă, пĕчĕкскерсем каялла кĕреймен, иккĕшĕ те шăнса вилнĕ. Вĕçелюк çемьере асли пулнă. Ачаранах ĕçе хăнăхнă: пир тĕртнĕ, алса-чăлха çыхнă, тĕрленĕ, выльăх-чĕрлĕх патĕнчен уйрăлман. Çичĕ çулта вăл ялти пуçламăш шкула çӳреме пуçланă. Супарти 7 çул вĕренмелли шкултан та лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Малалла Упири вăтам шкула пĕлӳ илме кайнă, анчах çити-çитми пурнăçа пула вĕренме пăрахнă. Ун чухне пĕлӳ илнĕшĕн укçа тӳлемелле пулнă-çке. Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче аслисемпе пĕрле ĕçе кӳлĕннĕ хĕр. Çынран юлас мар тесе тăрăшнă. Ялта вăй питти арçынсем те, лашасем те юлман. Мĕн пур ака-суха ĕçне ачасемпе хĕрарăмсем пурнăçланă. Кăнтăрла тырă вырнă, каçхине авăн çапнă. Тыр-пула кашни кун патшалăха ăсатнă. Темĕнле йывăрлăха та тӳсме тивнĕ çынсен. Ывăлĕ те хастар Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче хĕрсене торф кăларма илсе кайнă. Вĕçелюкăн та унта кайма тивнĕ. Малтанах ăçта илсе каясси паллă пулман. Килтен, тăван ялтан уйрăлма йывăр пулнă. Тумтирĕ кивĕ, апат-çимĕç çукпа пĕрех. «Пĕве кĕмен хĕрсен тĕнче тăрăх асап курса çӳреме тиврĕ», — аса илет иртнине ватă. Васелиса Ильинична Свердловск облаçĕнче торф кăларнă çĕрте çуркуннерен пуçласа хĕл лариччен вăй хунă. Çавна май чылай асапланнине аса илет вăл: «Ирхине виçĕ сехетрен пуçласа тĕттĕм пуличченех ĕçлеттеретчĕç, урара брезентран çĕленĕ пушмак çеçчĕ». 1964 çулта вăл Мускаври Лужники стадиона тунă çĕрте çулталăк ĕçленĕ. Каярах комсомол путевкипе Коми Республикине чукун çул хывнă çĕре кайнă, унта 3 çул тăрăшнă. Ĕçри хастарлăхшăн темиçе хутчен те укçан преми илме тивĕçнĕ. Ĕçчен хĕре Вăрнар районĕнчи Кӳстӳмĕр каччи Василий килĕштернĕ. Çемье çавăрнă май вĕсем Казахстана ĕçлеме тухса кайнă. 1960 çулта ывăлĕ Юрий çуралнă. Унти пурнăç килĕшменрен Вĕçелюк упăшкинчен уйрăлса пĕчĕк ачипе тăван ялне таврăннă. Колхозра ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн вăл Хисеп хучĕсем, кану çуртне кайма путевка та тивĕçнĕ. Ывăлĕ Юрий Трофимов вăтам шкул хыççăн хĕсметре çар тивĕçне пурнăçланă. Унтан Шупашкарти милици уйрăмĕнче ĕçленĕ. Минск хулинчи милицин аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă. 1999-2012 çулсенче Чулхулари Шалти ĕçсен министерствин Шупашкарти филиалĕнче оперативлă шырав ĕçĕсен кафедра пуçлăхĕнче тăрăшнă. Ун хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче студентсене вĕрентнĕ. Юрий Васильевич Чернобыльти атом электростанци аварийĕнче ишĕлнĕ çуртсене те тасатма хутшăннă. Ĕçри хастарлăхшăн ăна ултă медальпе чысланă. Вăл — чылай кĕнеке авторĕ те. Юрий Васильевич мăшăрĕпе икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлӳ илнĕ, çемьеллĕ. Васелиса Ильиничнăна çичĕ кĕçĕн мăнукĕ тунсăхлама памаççĕ, тăтăшах килсе çӳреççĕ. Ялта тĕпленнĕ шăллĕ Геннадий, Шупашкарта пурăнакан шăллĕ Владимир тата ывăлĕ Юрий черетлесе пăхса тăраççĕ ăна. <...>
Аврам НИКОЛАЕВ. Красноармейски округĕ.
♦ ♦ ♦
«Юрă чуна сиплет»
Паян хаçат тĕпелне Зоя Васильева юрăçа чĕнтĕмĕр. Вулакансене унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратпăр.
Купăс калаттарман
— Зоя Витальевна, ентешсем сире чи малтан юрăç пек пĕлеççĕ. Эсир «Уяв» ансамбльте те юрлатăр, тĕрлĕ концертра куракансен умне пĕччен те тухатăр. Юрă-кĕвĕпе хăçан кăсăкланма пуçланă эсир?
— Эпĕ ачаранах юрра-кĕвве юратнă. Атте те, анне те питĕ хитре юрлатчĕç. Анне юрра çинçе сасăпа шăрантаратчĕ. Сăмах май, эпĕ Красноармейски районĕнчи Санькасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Аттепе аннен çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче иртнĕ. Атте Виталий Тимофеев 14 çултах бригадирта тăрăшнă, анне Раиса Никитина — ферма ертӳçинче. Хăйсем юрлакан юрăсемпе пире, ачисене, паллаштаратчĕç. Вĕсенчен пĕри — «Таврари шур чечексем» — халĕ те халăхра пурăнать. Ăна аппа Альбина Пăрчăкана панă, вăл юрлать. Эпир улттăн пĕртăван. Шел те, аслă пичче пиртен уйрăлса кайрĕ. Пурте юрлама юрататпăр. Пиччесемпе шăллăмсем купăс калаççĕ. Эпĕ те кăштах вĕреннĕ. Пĕррехинче ĕçрен таврăннă атте эпĕ купăс тытса ларнине курчĕ те: «Хĕрача купăс каламасть, ăна айккине хур, — терĕ асăрхаттарса.
— Пиччӳсем купăспа туслă, шăллусем калама вĕренсе пыраççĕ. Вĕсем купăс каланă чухне санăн юрласа ташламалла». Çакăн хыççăн эпĕ ăна алла тытман. Атте-анне сăмахĕ пирĕншĕн саккун пулнă. Юрă-кĕвĕ тĕнчине эпĕ пĕчĕккĕллех кĕнĕ. 5-6 çулта чухнех ялти концертсене хутшăннă. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне Зоя Романова вĕрентекен пирĕн шкула ĕçлеме килчĕ. Каярахпа юнашар ялсене концертпа çӳреме пуçларăмăр унпа. Техникумра ĕçлеме пуçласан вара Николай Карлин композитор пирĕн патра «Пикесем» ушкăн йĕркелерĕ. Вăл Самар тăрăхне куçса кайсан эпĕ «Уява» куçрăм. Мĕншĕн тесен юрăсăр пурăнма пултараймассине туйрăм. Унта кайма аппа та сĕнӳ-канаш пачĕ. Мĕншĕн тесен вăл хăй те «Уява» çӳренĕ. Çак ушкăнра 21 çул юрлатăп. Хампа пĕрле тантăшăма Светлана Терентьевăна та илсе кайрăм.
— Чылай çĕршывра пулса курнă эсир. Асра юлнă самантсемпе вулакансене паллаштарсамăр.
— Темиçе çул каярах «Уяв» ансамбльтен пире, пилĕк çынна, Беларуçри Гродно хулине мероприятие ячĕç. Унта 80 ытла ушкăн хутшăнчĕ. Эпир 2-3 кун хамăр пултарулăха кăтартрăмăр. «Ыран ниçта та каймалла мар сирĕн. Çавна май пасара кайма, япаласем туянма пултаратăр», — терĕç асăрхаттарса. Анчах ирех гала-концерта хутшăнмаллине пĕлтерчĕç. Кайрăмăр. Черет кĕтсе кун ирттертĕмĕр. 16 сехетре çеç сцена çине тухрăмăр. «Сар хĕвел» юрра шăрантартăмăр. Фотографсем пире сцена çинчен анма памаççĕ, хĕвĕшеççĕ анчах. Унсăр пуçне темиçе видеокамера вырнаçтарнă. Сцена — уçă вырăнта. Эпĕ çӳлелле пăхрăм та тĕлĕнтĕм: пуç тӳпи тĕлĕнче — çутă ункă. «Пире, чăвашсене, Турă пулăшать. Вăл пирĕн пултарулăха курса тăрать», — шухăшларăм эпĕ. Çак тĕлĕнтермĕш пулăма эпĕ ӳкерсе те илнĕччĕ. Турцире пулни те асрах. 2009 çулта «Уяв» ушкăнпа пĕрремĕш хут кайрăм унта. Пире икĕ тĕрĕк çынни кĕтсе илчĕ. Пĕри — Огузхан, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕскер, тепри — Бюленд доцент. Вĕсем чăвашла питĕ хитре калаçаççĕ. Чăваш чĕлхипе тĕрĕк чĕлхине танлаштарса нумай ĕç çырнă. «Эпир сирĕнпе тăванлă, — терĕм эпĕ.
— Пирĕн чĕлхе сирĕн чĕлхерен пуçланса кайнă». Огузхан çакна хирĕçлесе: «Тĕрĕс мар калатăр, сирĕн чĕлхерен пирĕн чĕлхе пуçланса кайнă», — терĕ. Малтан тĕрĕк чĕлхипе питех кăсăкланман эпĕ. Уйрăм сăмахсене вĕренкеленĕ. Каярахпа вара интересленме пуçларăм. Елизавета Васильева педагогăн кĕнеки алла лекрĕ. Ун тăрăх эпĕ нумай сăмах вĕрентĕм. Троллейбусра ларса пыратăп-и е çуран утатăп — манас мар тесе тĕрĕк чĕлхипе калаçаттăм. Унсăр пуçне Анкарари университетра вĕреннĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Татьяна патне вĕренме çӳрерĕм. Халĕ эпĕ чылай сăмах пĕлетĕп. Тĕрĕксемпе калаçма та пултаратăп.
Ял çамрăкĕсем те вырăсланаççĕ
— Эсир чылай концертра пĕччен юрлатăр. Хăш авторсемпе çыхăну тытатăр? Репертуарта ытларах мĕнле юрăсем?
— Эпĕ юрăсене — сăввине те, кĕввине те — хам çыратăп. Вĕсене хамах шăрантаратăп. Манăн пурĕ 300 ытла юрă, фонограмма туса çыртарнисем — 14. Малашне кĕнеке кăларма шухăш пур. Ентешсем ытларах «Турă панă сывлăхпа», «Ял çинче куккук авăтать» тата атте-анне çинчен çырнă юрăсене кăмăллаççĕ. Ун пеккисем нумай манăн. Вĕсене радиокăларăмсенче те час-часах янăраттараççĕ. — Сире сăвă-юрă çырма, паллах, вĕрентекенре ĕçлени те пулăшать. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче миçе çул ĕçлетĕр? Студентсене чăваш литературине вĕрентме кăткăс мар-и? — Çак вĕренӳ заведенийĕнче 41 çула яхăн тăрăшатăп, 30 çул ытла тăван литературăна вĕрентетĕп. Ĕçленĕ вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухрăм. Пирĕн техникумра ял çамрăкĕсем те, хула ачисем те пĕлӳ илеççĕ. Вĕсем Чăваш Енрен çеç мар, Тутар тата Мари республикисенчен те килеççĕ. Пурте чăваш литература урокне кĕрсе лараççĕ. Кĕнекесене халĕ çапла хатĕрлеççĕ: пĕр енче чăвашла çыраççĕ, тепĕр енче — вырăсла. Чăвашла калаçакан ача сахалланса пырать. Ялти çамрăксем те вырăсларах калаçасшăн. Вĕсемпе ĕçлеме çăмăлах мар, чăвашла-вырăсла калаçмалла. Ытларах классиксен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне вĕренетпĕр, унтан вĕсен хайлавĕсене тишкеретпĕр. — Чăваш чĕлхипе кăсăкланакан çамрăксем пур-и? — Пур. Пĕрремĕш урокрах эпĕ техникумра хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ăнлантаратăп та кам чăвашла пĕлни пирки ыйтатăп. Пĕлекенсем алă тăратаççĕ. Вĕсене зачетра 1 балл пысăкрах лартасси çинчен калатăп. «Эпĕ те кăштах пĕлетĕп, калаçма пултаратăп», — тет хăшĕ-пĕри. Е тата: «Зоя Витальевна, чăваш чĕлхине лайăх пĕлес тесен мĕн тумалла?» — тесе кăсăкланаççĕ теприсем. Эпĕ вара чăвашла кĕнеке нумай вуламаллине, словарьсемпе усă курмаллине, чĕлхене аталантарма час-часах калаçмаллине пĕлтеретĕп. Зачетсем тыттаратăп. Чăвашла ятлаçсан куççульленеççĕ — Зоя Витальевна, эсир — чăваш чунĕллĕ çын. Сирĕн ачăрсем чăвашла пĕлеççĕ-и? — Манăн ывăлпа хĕр чăвашла питĕ хитре калаçаççĕ. Вĕсем пĕчĕкренех яла çӳренĕ. Вĕсене никам та ятарласа вĕрентмен, хăйсемех хăнăхнă. Иккĕшĕ те ачаранах «Эревет» ансамбле /ертӳçи — Сергей Федотов/ çӳренĕ: Валериан купăс каланă, Люба — балалайка. Кунтан вĕренсе тухнă хыççăн свидетельствăсем илчĕç, ансамбльпе сыв пуллашрĕç. Каярахпа питĕ тунсăхларĕç. «Манăн юрлас-ташлас, балалайка калас килет», — тетчĕ хĕрĕм. «Кам чарать сана — кала», — хуравлаттăм эпĕ. «Пĕччен мар, юлташсемпе пĕрле юрлас килет», — пăшăрханнине пĕлтеретчĕ вăл. — Ачасене чăвашла вĕрентни вĕренӳре чăрмав кӳнине палăртать хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ. Эсир мĕнле шухăшлатăр? — Чĕлхе епле чăрмав кӳтĕр-ха? Ахальтен мар Геннадий Волков ăсчах: «Пĕр чĕлхе — пĕр ăс, икĕ чĕлхе — икĕ ăс», — тенĕ. Виççĕмĕш чĕлхе вара çынна тата та ăслăлантарать. Мĕншĕн тесен кашни чĕлхере — ваттисен сăмахĕсем, сăнавсем, тупмалли юмахсем… Мĕн кăна çук! Çаксене шута илсессĕн кашни халăх чĕлхи çынна мĕне те пулин вĕрентет. Эпĕ вĕренекенсене малтан хытăрах вăрçаттăм. «Зоя Витальевна, тавах сире, эсир çавăн чухне вăрçман пулсан эпир урăхла çитĕнеттĕмĕр», — теççĕ халĕ тĕл пулсан. Студентсене вырăсла каласа вăрçсан пуçĕсене чиксе лараççĕ. Чăвашла вăрçсан куççулĕсем те юхаççĕ. Ачасене чăвашла воспитани пама çăмăлрах тесшĕн эпĕ. Мĕншĕн тесен чĕлхепе чун пĕрлешнĕ. Вĕсем курăнман çиппелен пĕр-пĕрне туртса тăраççĕ, ашшĕ-амăшĕ патне туртса тăнă евĕр. Туртăм, тăванлăх кашни çемьерех пур, анчах вĕсене вăхăтра аталантармасан тăванлăх туртăмĕ çухалать. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать