Чăваш хĕрарăмĕ 8 (1388) № 06.03.2025

6 Мар, 2025

Ятарлă çар операцийнче венчет тăнă

Çĕнĕ Шупашкарти Вера Азбукинăна çав тери хăюллă та çирĕп чунлă хĕрарăмсен йышне кĕртĕттĕм. Вăл Тăван çĕршыва ятарлă çар операцийĕнче хӳтĕлекен мăшăрĕ вăйлă амансан пĕр тăхтамасăр госпитале тухса кайнă, юратнă çыннине ура çине тăма пулăшнă. «Вера юратăва çăлса хăварчĕ», — теççĕ ун пирки халĕ.

Иккĕшĕ те — казак

Верăпа Владимира тусĕ паллаштарнă. Каччă — Владикавказра, хĕр Чăвашра пурăннăран малтанхи вăхăтра вĕсем интернет урлă çеç çыхăну тытнă. Тĕрĕссипе, çак мăшăрăн историйĕ çирĕп юратăва тĕпе хурса ӳкернĕ пĕр-пĕр фильма аса илтерет. Верăпа Владимир пĕр-пĕринчен аякра чухнех чĕрисенче ăшă туйăм çуралнине туйнă. Çавна май йĕкĕт икĕ уйăхран чылай çухрăма парăнтарса Чăваш Ене çитнĕ. Тĕлпулу хыççăн Верăна тӳрех качча тухма ыйтнă. Кайран вара пурăнмаллах килнĕ, çамрăксем çемье çавăрнă. — Мăшăр, унччен йĕрке хуралĕнче ĕçленĕскер, Чечняри хирĕç тăрăва хутшăннă, 2014 çулта Украинăра йĕркесĕрлĕх пуçлансан унта кайнă. Сакăр хут контузи пулнă унăн. Эпир иксĕмĕр те Владикавказри «Терек» казаксен пĕрлĕхĕнче тăратпăр. 2023 çулта Володя хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине тухса кайрĕ. Питĕ пăшăрхантăм, хирĕçлерĕм те. Пирĕн виçĕ ачана ура çине тăратмалла- çке-ха… Çапах иксĕмĕр те ăнлантăмăр: çĕршыв хăрушлăхра чухне айккинче юлма çук. Пĕлтĕр эпĕ волонтер ĕçне явăçрăм. Гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеме хутшăнатăп, ăна салтаксем патне леçме те каятăп, — чи пĕлтерĕшлинчен пуçарчĕ калаçăва «Химера» позывнойлă Вера Сергеевна. — Нумаях пулмасть çеç черетлĕ гуманитари тиевĕпе хăю леш енче пултăмăр. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ умĕн пулчĕ ку. Эпĕ салтаксем валли пĕремĕк пĕçернĕччĕ. Ăна валеçнĕ чухне пĕр каччă савăннипе куççульленчĕ: «Ку илеме çиместĕпех, асăнмалăх упрăп. Кĕçех отпуск çитет, ачасене илсе кайса кăтартăп», — терĕ телейлĕскер. Пире, волонтерсене, вĕсем яланах хĕпĕртесе кĕтсе илеççĕ, пулăшакансем пуррине туйни, пĕлни салтаксемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен савăнăçлă сăнĕсене курни хаклăран та хаклă. Çакăншăнах унта тухса каятăн ĕнтĕ: салтаксене савăнăç парнелемешкĕн, пулăшу илсе çитермешкĕн… «Санăн виçĕ ача, ăçта каясшăн эсĕ?» — тесе шĕвĕр пӳрнисене тăнлав патне тытса çавăракансем те пулчĕç. Пĕри, тепри, виççĕмĕшĕ алă усса ларсан, салтаксене кам пулăшĕ? Эпир мар пулсан çак ĕçе кам тăвĕ? Ятарлă çар операцине каясси — тĕплĕн шухăшласа тунă утăм, унта мĕн кĕтнине пĕлместпĕр мар. Тăшман дронĕсем сыхласах çӳреççĕ. Çавăнпах Шупашкарти «Звезда» çар хатĕрленĕвĕн курсĕсенче вĕрентĕм. Тактика медицинине те ăса хыврăм, пĕрремĕш пулăшу пама пултаратăп. Çакă питĕ кирлĕ унта. Хăвăн е теприн пурнăçне çăлса хăварас шанăç пур. Çула тухнă чухне аптечка, жгут çумра пулмаллах. Иртнинче эпĕ сых ятне бронежилет та тăхăннăччĕ. Снаряд юнашарах сирпĕнсен… Пĕр каçхине Вера патне палламан номертен шăнкăравланă та усал хыпар пĕлтернĕ: упăшки вăйлă аманнă-мĕн. Хĕрарăм тăхтамасăр тĕрлĕ телефон номерĕсемпе шăнкăравлама пуçланă, командирсенчен мăшăрĕ пирки ыйтса пĕлме ăнтăлнă. Таçта та шăнкăравласа çитнĕ, çав шутра хăй тăракан казаксен пĕрлĕхне те. Владимир суранланнине Верăна пиллĕкмĕш кунхине çеç пĕлтернĕ — вăл сывă юласса никам та ĕненмен… «Букварь» позывнойлăскер ятарлă çар операцийĕнче оруди командирĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Синкерлĕ çав кунхине «Баба-яга» текен дрон хăйсем патне çывхарнине асăрхасан Владимир юлташĕсене пытанма хушнă, хăй вара темиçе утăм çеç тума пултарнă — снаряд юнашар сирпĕннĕ. Ванчăксем унăн мăйне, урине тăрăннă, пĕр пӳрни çурмалла татăлнă… Чылай çынпа калаçнă хыççăн Вера пĕлнĕ: упăшкине малтан — Луганска, унтан — Ростова, хыççăн Питĕр хулине илсе кайнă. Тепĕртакран мăшăрĕпе çыхăнма пултарнă вăл, хăш госпитальте выртнине ыйтнă. Анчах Владимир каламан, арăмĕ ăна çавнашкал лару-тăрура ан куртăр тенĕ. Анчах хăюллă хĕрарăмшăн ку чăрмав пулман, вăл шырава малалла тăснă, упăшки ăçта сипленнине пĕлме тăрăшнă. Юлашкинчен тупнă-тупнах. Ăнсăртран, интернет пулăшнипе. — Госпитале çăмăллăн кĕме çук, виçĕ тĕрĕслевпе пропуск пункчĕ витĕр тухма тиврĕ, питĕ тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Эпĕ палатăна кĕрсе тăни Володьăшăн шок пулчĕ. Малтанах мана ятларĕ, кайран вара уйрăласшăн та марччĕ. Çĕнĕ Шупашкартан Питĕре мĕн чухлĕ çӳрерĕмши? Шучĕ çук. Госпитальте персонала та пулăшаттăм, «утка» илсе тухаттăм, салтаксен пуçĕсене те çăваттăм. Санитаркăсене ĕлкĕрме йывăрччĕ. Аманнисен кăмăлне çĕклес тесе вĕсемпе шӳтлеттĕм, палатăран тухсан вара куççуле тытса чараймастăм. Çавăн чухне волонтер ретне тăрас шухăш çуралчĕ. Телее, мăшăр хăвăрт çирĕпленсе пычĕ, çур çултан каллех строя тăчĕ. Килте реабилитаци тухнă чухне вăл шăплăхра çывăраймастчĕ, телевизор сассипе çеç лăпланатчĕ. Лере вăл пĕрмай шăв-шав тăнине хăнăхнă. «Таврара шăп мар тăк, эппин пирĕннисем ĕçлеççĕ — веçех йĕркеллĕ», — тет вăл. Урамра пĕрмай тавралăха сăнать. Çĕнĕ Шупашкарта самолет тăтăшах вĕçет, çав самантра мăшăр: «Шăп тăрăр. «Кайăк» /ятарлă çар операцийĕнче тăшман дронĕсене çапла калаççĕ салтаксем/ сассине итлемелле», — тесе асăрхаттаратчĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


«Безруков актер пек пулас килет»

Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Тяптушкин «Кинопоискра» чи лайăх актерсен ТОП-10 списокне кĕнĕ.

«Санăн Мускава вĕренме каймалла»

Владимир пĕлтĕр экран çине тухнă «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалта ӳкерĕннĕ. Халĕ ăна шăпах телекуравпа кăтартаççĕ. Çак фильм онлайн-кинотеатрсенче лидерсен позицине йышăнать. Амăшĕ Зинаида Михайловна каланă тăрăх, Володя ачаранах театрпа, литературăпа кăсăкланнă. — «Безруков артист пек пулас килет манăн», — тетчĕ вăл яланах. Çак шухăш унăн пуçне епле кĕрсе вырнаçнă? Пĕлместĕп. Вăл сăвă калама, кĕнеке вулама питĕ юрататчĕ. Ял, шкул библиотекисене тăтăшах çӳретчĕ. Ăна вĕрентекенсем сăвă конкурсĕсене илсе çӳретчĕç. Чылай чухне киле çĕнтерӳпе таврăнатчĕ. Хам шкул столовăйĕнче ĕçленĕрен ывăлăм пĕчĕкренех манпа юнашар пулнă. Астăватăп: ун чухне 5 çулта çеçчĕ вăл. Кĕçĕн класра вĕренекенсемпе урока кĕрсе ларма хăнăхрĕ. Çавăн чухнех шкул енне туртăнатчĕ вăл. Çавна май район хаçатĕнче «5 çулти Володя 2-мĕш класра вĕренет» заметка пичетленнĕччĕ. Ĕмĕтне пурнăçларĕ вăл. Хăйĕн ĕçне питĕ юратать, — калаçăва пуçарчĕ Зинаида Михайловна. Ялти шкултан, 9-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн, Владимир Тяптушкин режиссер-постановщик ĕçне алла илес тĕллевпе Шупашкарти культура училищине вĕренме кĕнĕ. Хăйĕн пултарулăхне вăл Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Панина патĕнче туптанă. Вĕреннĕ вăхăтрах И.С.МаксимовКошкинский ячĕллĕ Чăваш халăх театрне çӳренĕ, спектакльсене хутшăннă. Нина Трифоновна унăн ăсталăхне витĕр курса тăнă тейĕн. Ахальтен мар вăл ăна: «Володя, санăн Мускава вĕренме каймалла», — тесе хавхалантарнă. Çакна шута илсе каччă культура училищипе сыв пуллашсан Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищине пĕлӳ илме çул тытнă. — «Ан кай, пĕрех кĕрейместĕн. Унта сан пеккисене илмеççĕ», — терĕмĕр ун чухне ăна çемйипех. Анчах вăл пире хирĕçлесе: «Пурпĕрех каятăп», — терĕ. Çапла, ялтан виççĕн кайрĕç вĕсем Мускава, анчах иккĕшĕ кĕреймерĕç. Пирĕн Володьăна вара вĕренме илнĕ. Вăл мана кун пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕ», — аса илчĕ Зинаида Михайловна. Вĕреннĕ вăхăтрах студентсене Раççей патшалăх академи Пĕчĕк театрĕнче спектакльсенче рольсем калăплама явăçтарнă. Владимир Тяптушкин Юрий тата Ольга Соломинсем патĕнче ăсталăхне туптанă. Училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн виçĕ çамрăка асăннă театрта ĕçлеме суйласа илнĕ. Пĕри вĕсенчен пирĕн ентеш пулнă. «Чăвашла юрлама юрать-и?» Зинаидăпа Юрий Тяптушкинсем виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕсем халĕ Шупашкарта пурăнаççĕ, çемьеллĕ. Володя хальлĕхе авланман. «Савнийĕ пур, — малалла сӳтрĕ калаçăва пултаруллă артистăн амăшĕ. — Кăçал кăрлач уйăхĕнче пĕрле килсе кайрĕç. Çулла выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра та килсе çӳрет ывăлăм. Эпир выльăхчĕрлĕх чылай тытатпăр. Лаша та пур. Унпа пĕтĕм ĕçе пурнăçлатпăр. Мотоблок та, трактор-машина та пур. Çавах лашана пăрахас килмест. Ăна ачасем те юратаççĕ. Володя та яла килсен тӳрех лаша кӳлсе вăрмана кайма кăмăллать. Хальхинче те хĕрĕпе пĕрле унта çитсе килчĕç. Выльăх чылай тытнăран пирĕн 10 гектар çĕр пур. Унта нумай çул ӳсекен курăк çитĕнтеретпĕр. Юрать, ачасем килсе çӳреççĕ, пысăк ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Эпир ачасене пĕчĕкренех ĕçпе ӳстернĕ. Аслă ывăлсем яланах ашшĕ çумĕнчеччĕ. Вĕсем ачаранах техникăпа кăсăкланатчĕç. Володьăн вара техника енне питех туртăм çукчĕ. Вăл кĕнеке вулама, пулă тытма кăмăллатчĕ. Çавăн пекех йĕлтĕрпе ярăнма, футболла выляма юрататчĕ. Турник çинче йăтăнасси вара уншăн чун киленĕçĕ пулнă». Ывăлĕ Мускав сцени çинче вылянине, кинофильмсенче ӳкерĕннине ашшĕпе амăшĕ тепĕр чухне ĕненеймеççĕ те иккен. — Володя ӳкерĕннĕ пĕрремĕш фильма, «Склифосовский» ятлăскере, курсан савăннипе куççуль тухрĕ. Ун чухне питĕ хумхантăм. «Нивушлĕ пирĕн Володя калăплать çак сăнара?» — тесе шухăшларăм. Халĕ «Ландыши. Такая нежная любовь» сериала пĕр сиктермесĕр пăхатпăр. Тепĕр чухне ĕç-пуç мĕн çинчен пулнине те ăнкармастăп, ывăлăма пăхса ларатăп. Тăрăшса вылянине сăнатăп. Володя пире, мăшăрпа иксĕмĕре, тăтăшах Мускава спектакль курма чĕнет. Унта çитеймерĕмĕрха. Пиччĕшĕсем кайса курчĕç. «1941. Крылья над Берлином» фильма курма эпĕ Шупашкарти кинотеатра ятарласа кайрăм, — терĕ Зинаида Михайловна. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Килти фермăна туристсемшĕн те кăсăклă тăвасшăн

Марина Васильевăпа каçхине çеç, вăл клубран концерт репетицийĕнчен килне утнă чухне, калаçма май килчĕ. Пултаруллă çыннăн алăра яланах ĕç вĕрет. Çавнашкал хĕрарăм вăл — пĕр вырăнта ларма пĕлменскер, шухăшланине пурнăçа кĕртекенскер. Унсăр пуçне питĕ уçă кăмăллă та тарават.

Хĕр пĕрчи пирки ĕмĕтленнĕ

Тутарстанри Çĕпрел районĕнче çуралса çитĕннĕ Марина Александровнăшăн Чăваш Ен тăван тăрăх пекех çывăх. Вăл Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ илнĕ. Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче ăс пухаканскер эстрада артисчĕсене хатĕрлекен уйрăмра вĕреннĕ. Студент вăхăтĕнче пике пулас мăшăрне — Рудольфа — тĕл пулнă. Икĕ çамрăк çул çинче паллашнă. Марина ун чухне, укçасăр студентка, яла кайма тухнă. Каччă вара машинăпа лартса кайма сĕннĕ. Хĕре хапха умне çитиех леçсе янă вăл. Унтанпа шыв-шур сахал мар юхнă, мăшăр вун сакăр çул пĕр сукмакпа утать. Вăхăт иртнĕ май çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ — ывăл. Тем вăхăтран тепĕр пĕчĕк пăхаттир çут тĕнчене килнĕ. Çемье амăшĕн капиталĕпе усă курса Шăмăршă районĕнчи Çĕнĕ Шăмăршăра çурт туяннă. Кил хуçи шăпах çак тăрăхра çуралса ӳснĕ. Савăнса кăна пурăнмалла. Анчах пурнăç урапи ытларах чухне пĕр тикĕс чупмасть çав. Виççĕмĕш ачипе çăмăлланма кайсан хĕрарăмăн пепкине алла тытма пӳрмен — вăл вилĕ çуралнă… Ача хĕр пулнăран пушшех ӳкĕнмелле килсе тухнă-тăр. Марина Александровна хĕр пĕрчи утьăкка сиктерме ĕмĕтленнĕ-çке. Инкек хыççăн хĕрарăм хĕрача усрава илесси пирки шухăшланă, документсем хатĕрлеме тытăннă. Канашри ача усрава илекен ашшĕ-амăшĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Çулталăкран çемьере виççĕмĕш пăхаттир çут тĕнчене килнĕ. Çавах Марина Александровна пĕр-пĕр пепкене ашшĕ-амăшĕн юратăвне парнелемех тĕллевленĕ. Çапла майпа тем вăхăтран туслă çемьене виçĕ çулти Ксюша килнĕ. — Ксюша — атте енчи тăваттăмĕш сыпăкри йăмăкăн хĕрĕ. Унăн амăшĕ ĕçке ерчĕ те 15 çултах ача çуратрĕ, ăна 3 çулччен аран пăхрĕ, унтан Ксюшăна приюта илсе кайрĕç. Халĕ унăн амăшĕ ку тĕнчере çук. Хĕрачана хамăр пата илсе килсен пĕрремĕш кунхинех вăл мана «анне» тесе чĕнме пуçларĕ. Ун чухне ывăлсем пĕчĕкчĕ те, «анне» сăмах килте янăраса çеç тăратчĕ. Йывăрлăхсем те пулчĕç. Ксюша чĕмсĕртерехчĕ, çĕрле вăранса йĕрсе ларатчĕ, тепĕр чухне чӳрече умне тăрса куççульне шăлатчĕ. Приютра та çапла йĕнĕ вăл. Вăхăт иртнĕ май уçăлчĕ, халĕ ташă кружокне çӳрет. 9-мĕш класс хыççăн МЧСника вĕренме каясшăн, — каласа кăтартрĕ нумай ача амăшĕ. Тĕрлĕ конкурса хутшăнать Марина Александровна тĕрлĕ ĕçре хăйне тĕрĕсленĕ: вĕрентекенре, методистра, ревизорта та тăрăшнă. Пĕр вăхăт косметика сутнă. Çавна май хăйĕн телеграм каналне пуçарнă. Халĕ те ăна хастар тытса пырать, унта ял пурнăçĕ, хăйсен хуçалăхĕ пирки каласа кăтартать. Кăтартмалли вара тăрăшуллă хĕрарăмăн сахал мар. Подписчиксене тĕлĕнтермелли те пур. Ара, Васильевсем хуçалăхĕнче вун-вун тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк тытаççĕ-çке-ха. Вĕсен картишне ахаль тата декоративлă, унсăр пуçне мулард ăратĕнчи самăр кăвакалсем, цесаркăсем, темиçе тĕрлĕ чăх, павлинсем, сазансем тата икĕ Африка страусĕ илем кӳреççĕ. Чăн сăмахăн суйи çук. Павлинсем çеç мĕне тăраççĕ вĕт, тĕрлĕ тĕспе йăмăхса куçа илĕртеççĕ. Кун чухлĕ кайăка ăçтан тупнă-ха? Павлинсене, сăмахран Чăваш Енри тĕрлĕ регионтан пуçтарнă. Сăмах май, пĕррехинче мăшăр Канаш тăрăхне çăмарта туянма кайнă. Тĕрлĕ кайăк ĕрчетекен кил хуçи хĕрарăмĕ Марина Александровнăна та хавхалантарнă. Виççĕмĕш çул çемье кайăк-кĕшĕк ĕрчетес енĕпе тăрăшать. — Малтан инкубатор туянса кăрккасем кăларасшăнччĕ. Декоративлă кайăк-кĕшĕк пирки шухăшламан та. Чĕпĕсем тухсан хамăн телеграм канал пулни питĕ пулăшрĕ. Халĕ ăна 2 пин çын ытла сăнаса тăрать. Чылай ыйту килет унта. Пуçламăшĕнче 300-е яхăн чĕпĕ тухрĕ. Вĕсене сутмалла вĕт, — калаçăва тăсрĕ кил ăшшин управçи. — Эпир ялта пурăнатпăр, выльăх-чĕрлĕхсĕр май çук. Тепĕр тесен, ял çыннин ăçта ĕçлесе укçа тумалла-ха? Кĕçех аслă ывăл 15 тултарать, Шупашкара вĕренме каясшăн. Иккĕмĕшĕ те 14-ра, çывăх вăхăтра малалла пĕлӳ илме кайĕ. Хĕрĕмĕр те 12 тултарнă ĕнтĕ. Вĕсене вĕрентсе кăлармалла, пулăшмалла. Тен, ачасем кайран пирĕн ĕçе малалла тăсĕç? Кайăк-кĕшĕкпе ĕç çителĕклех — вĕсене пĕрмай тимлемелле. Чирлеме, вилме пултараççĕ. Тем те сиксе тухать. 2023 çулта Васильевсем страус туянма шухăшланă. Сутакансене тупса калаçса татăлнă, килĕшӳ тунă. Чĕпĕсем «пиçсе çитсен» вĕсене шăнкăравланă. — Страус туянма хăрушăччĕ, вăл йӳнĕ мар. Икĕ эрнери — 20 пин тенкĕ. Вĕсене Пушкăрт Республикине кайса илтĕмĕр, вун пĕр сехет çул çинче иртрĕ, каялла таврăнма та — çавăн чухлех. Ку кайăка Чăвашра сутмаççĕ. Эпир виçĕ чĕпĕ илтĕмĕр. Шел, пĕри хамăр килте çук чухне ĕçме шыв лартса панă витрене кĕрсе путса вилчĕ. Питĕ кулянтăмăр. Хальлĕхе 9 уйăхрискерсем çăмарта тумаççĕ-ха, çынсем вара ыйтаççĕ. 2-3 çулта кăна çăмарта тума пуçлĕç. «Декоративлă кайăксене мĕн тума усратăр? Апат çитерсе пурăнатăр», — тет хăшĕ-пĕри. Пусса çинипе кăна мар, чуншăн илемлĕ пулни те кирлĕ. Çывăх вăхăтра тепĕр икĕ страус илме каясшăн, — калаçрĕ ӳркенмен хĕрарăм. Кайăк-кĕшĕк ĕрчетме пуçласан Марина Александровна темиçе хут та социаллă контрактпа ĕçлемешкĕн документсем тăратнă. Анчах ăна кашнинчех хирĕçленĕ. Нумаях пулмасть вăл хуçалăха аталантарма патшалăхран пулăшу илмешкĕн черетлĕ хут документсем пуçтарнă. Мĕн тетĕр? Хальхинче ăнăçу унăн енче пулнă! Соцконтрактпа килĕшӳллĕн панă укçа-тенкĕпе çемье килти фермăна аталантарасшăн, ăна туристсемшĕн кăсăклă вырăна çавăрасшăн. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.