- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 4 (1384) № 06.02.2025
Парикмахер ĕçĕ чунне çывăх
Патăрьелте çуралса ӳснĕ Людмила Алексеевăна ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкрен çирĕп тĕллевлĕ, кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама вĕрентнĕ. Çывăх çыннисем сĕннипех хастар хĕрарăм хăйĕн ĕçне пуçарса янă.
Людмила Александровна — хăй тĕллĕн тăрăшакан парикмахер. Ун аллинче хачăпа тура выляса çеç тăраççĕ, клиентсем вара унăн салонĕнчен чиперленсе тухаççĕ. — Шкулпа сыв пуллашсан куçăн мар майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экономист профессине илтĕм. Анчах дипломлă пулнă хыççăн ку ĕç патне чун туртмарĕ. Çавна май Канаша кайса парикмахера вĕрентĕм. Ирхине теори, каçхине практика пулнă. Клиентсене тӳлевсĕрех прическа тăваттăмăр. Пĕр уйăхран сертификат пачĕç. Эпĕ Канашрах ĕçлеме юлтăм. Унта пĕччен мар, икĕ пĕчĕк ачапа тата мăшăрпа Сашăпа кайнăччĕ. Çапла, университетра 4-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтрах пӳрнене венчет çĕрри тăхăнтăм. Мăшăрпа пĕр-пĕрне пĕрре курсах савнă эпир, ăна салтака ăсатса ярса кĕтсе илтĕм. Икĕ çулта миçе çыру вĕçтермен-ши? Канашра икĕ çул пурăннă хыççăн Патăрьеле таврăнтăмăр. Иккĕмĕш ача çуралсан çĕр лаптăкĕ туянса икĕ хутлă çурт çĕклерĕмĕр. Тăхăр çул эпĕ парикмахерскинче тăрăшрăм. Виççĕмĕш пепкене алла тытсан вара хамăн ĕçе пуçарасси пирки шухăшларăм. Виçĕ çул каялла патшалăхпа социаллă контракт çыртăм, 250 пин тенкĕ пачĕç. Çак укçапа салон валли сĕтел-пукан, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр, шкапсем туянтăм. Салонра пĕчченех ĕçлетĕп, çын тытман. Квалификацие те ӳстеретĕп, вĕренетĕп. Пĕр вырăнта тăмалла мар. Çак профессире чăннипех хама тупрăм. Тепĕр тесен, университетра илнĕ пĕлӳ те кирлĕ çак ĕçре, уйрăмах документсене йĕркеленĕ чухне, — каласа кăтартрĕ 43 çулти мастер. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Анне ĕçпе пиçĕхтерни пурнăçра та пулăшрĕ
Хĕвел самаях çӳлерех хăпарнă, кун тăршшĕ вăрăмланнă тапхăрта пĕр ĕмĕр каялла, шăпах уяв кунĕнче, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи Миштаковсен çемйинче хĕрача çуралнă. Ялти чиркӳре ăна Евстолия ятпа çыртарнă, ял çыннисем вара кĕскен Естуль тесе чĕннĕ. Вăл — манăн анне.
Вун çиччĕри бригадир Хĕрача аслашшĕ-асламăшĕпе, ашшĕамăшĕпе тата тетĕшĕпе çитĕннĕ. Пĕртăвансем шкулта лайăх ĕлкĕрсе пынă. 1941 çулта Тăван çĕршыва фашистла Германин çарĕсем тапăнса кĕрсен Естуль тетĕшне фронта ăсатнă. Хăй вара Патăрьелти Ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă. Анчах вĕренĕве вĕçлеме май килмен. Пурнăç вăрçа пула чылай йывăрланнăран хĕрĕн çемйине пулăшма тивнĕ. 17 çултискере бригадир тивĕçне шаннă. Хăйĕн ĕçне аван пурнăçланă вăл. Халăхпа пĕрле тыр-пул акса ӳстернĕ, ун чухне мĕн пур ĕçе хĕрарăмсен тума тивнĕ. Вĕсем салтаксем валли посылкăсем хатĕрлесе ăсатнă. Апат-çимĕç, тумтир… Ял çыннисем май килнĕ таран фронтрисене пулăшма тăрăшнă. Çăмăл пулман Естуля çавăн пек йывăр çулсенче ĕç стажне пуçлама. Пĕррехинче анне, бригадир пулнă май, колхозра ĕçлекенсене çăкăр валеçнĕ. Пĕр хĕрарăмăн вара ачи йывăр чирлесе ӳкнĕ. Ăна та анне çăкăрсăр хăварман. «Мĕншĕн çав хĕрарăма та çăкăр патăн? Вăл çав тапхăрта ĕçе тухман вĕт», — ятланă ăна уйрăмах çивĕч чĕлхеллисем. «Унăн ачи чирлĕ. Çăкăрсăр вĕсен мĕнле пурăнмалла?» — хуравланă анне. Амăшĕ вара ăна ырласа: «Естуль, эсĕ тĕрĕс турăн», — тенĕ. Тетĕшĕ Алексей Миштаков фронтран çырусем янă: «Естуль, чăт. Ак эпĕ киле таврăнсан çăмăлрах пулĕ…» — йăпатма тăрăшнă вăл. Анчах таврăнайман тăван тăрăха мăнтарăн. Естуль хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех тетĕшĕн вăхăт иртнĕçем сарăхнă виç кĕтеслĕ çырăвĕсене вуласа куççуль юхтарнă. Вăрçă хыççăн Естуль упăшкипе /вăл та Элекçей ятлă/, манăн аттепе, çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те «Гвардеец» колхозра мĕн ватăличчен вăй хунă. Пире, ачисене, çирĕп йĕркене, ĕçе хăнăхтарнă. Анне пур ĕçе те тĕплĕн тума хистетчĕ. Колхозри кăшман ани çинче ĕçленĕ чухне: «Лена, хушăран каялла çаврăнса пăх, çум курăк ларса ан юлтăр», — тесе асăрхаттаратчĕ. Мана вăл ĕçпе пиçĕхтерчĕ. Çакă кайран пурнăçри йывăрлăхсене çĕнме пулăшса пычĕ. <...>
Елена СОРОКИНА-ЧЕМЕНЕВА.
♦ ♦ ♦
Çураласлăх шайне ÿстересси – халăхăн тĕллевĕ
Эрнекун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Ăна итлеме «Волга Опера» театр залне Чăваш Ен парламенчĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, общество пĕрлешĕвĕсен, тĕрлĕ предприяти-учреждени, массăллă информаци хатĕрĕсен ертӳçисемпе представителĕсем, ыттисем хутшăнчĕç.
Иртнӗ ҫула Раҫҫей Президенчӗ Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Эпир ҫемьесене пулӑшу памалли тата вӗсене пулӑшса пымалли мелсен пӗтӗм комплексне ахальтен кӑна тишкерсе тухмарӑмӑр, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ пулӑшу мелӗсене ӗҫе кӗртесси е халь усӑ кураканнисене вӑйлатасси ҫинчен калакан йышӑнусем турӑмӑр. Ҫапла виҫҫӗмӗш ачашӑн паракан регионти амӑшӗн капиталне 200 пин тенкӗ таран ӳстернӗ, пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене, тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗр уйӑрса памалли черет, унччен чылай ҫул пухӑнса пынӑскер, палӑрмаллах чакать. Нумай ачаллă çемьесем валли ҫĕр лаптăкĕ вырӑнне пĕр хутчен паракан укҫа-тенкӗ тӳлевӗ илмелли май йӗркеленчӗ, 250 пин тенкĕ виҫепе танлашакан сертификата 801 çемье илнĕ. Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш хулисенче тата Вӑрмар поселокӗнче ӗҫлекен нумай функциллӗ ҫемье центрӗсем хӑйсен кирлӗлӗхне ӗненмелле ҫирӗплетсе пачӗҫ. Вӗсем ҫынсене усӑ кӳнине 20 пин ытла ҫемье ырласа палӑртнӑ. 2025 ҫултан тытӑнса Чӑваш Енре ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли пӗтӗм тӗп меле пӗрлештерекен «Ҫемье» наци проекчӗ хута каять. Ҫураласлӑх шайне ӳстересси – пӗтӗм халӑхӑн тӗп тӗллевӗ тата программа тухӑҫлӑхӗн шута илмелли тӗп кӑтартӑвӗ. 2023 ҫулта эпир регионӑн ҫураласлӑха ӳстермелли тата ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли программине йышӑнса хӑвартӑмӑр. Сӑмахран, ҫитес виҫӗ ҫулта тата 9 хӗрарӑм консультацийӗ йӗркелемелле. Республикӑри перинаталь центрне тата Шупашкарти хулари 1-мӗш клиника больницине ҫӗнетмелле. Тин ҫуралнӑ ачасем валли куллен кирлӗ япаласене проката тӳлевсӗр паракан пунктсем уҫмалла тата 3 ҫула ҫитичченхи ӳсӗмри ачасене кӗске вӑхӑтлӑха пӑхса усрамалли тата пӑхса тӑмалли ушкӑнсем туса хумалла. Студентсен ҫемйисем, ашшӗ-амӑшӗнчен иккӗшӗ те наука ӗҫченӗсем шутланакан ҫемьесем валли хушма пулӑшу майӗсем туса хатӗрлемелле. 2030 ҫул тӗлне, 2021 ҫулхипе танлаштарсан, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетес ӗç про¬дукцийӗн калӑпӑшне 2 хут ӳстерме, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗçе аталантарассине вара отрасле тӗпрен çӗнетнин шучӗпе хӑвӑртлатма палӑртнӑ. Кунта тата субсидилемелли çӗнӗ мел пӑхса хӑварнӑ: кайӑк-кӗшӗке усрама кирлӗ оборудовани тата ӑна турттарма контейнерсемпе ещӗксен комплекчӗпе тивӗҫтернӗ çурма прицепсем туянакан, мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе икӗ ҫулччен пӑхса ҫитӗнтерекен, ҫавӑн пекех аш-какая хайсем тирпейлекен предприятисем хӑйсен тӑкакӗсен пӗр пайне саплаштарма пултараҫҫӗ. Пирӗн тавар туса кӑларакансен продукцине вырнаçтармалли вырӑнӗсене анлӑлатма ял хуҫалӑх рынокӗсене, агрегаторсене, агроэкспорта аталантарассине малалла тӑсӑпӑр. Агрегаторсем ҫинчен темиçе сӑмах. Сӑмахӗ ку çӗнӗскер, анчах тӗллевшухӑшӗпе вӑл «çӗнетсе вӑйлатнӑ суту-илӳпе валеçӳ центрӗ» ӑнлавпа пӗр килет. Уйрӑмлӑхӗ те ял хуҫалӑх продукцийӗн пӗр-пӗр палӑртнӑ енӗпе специализациленнинче кӑна. Эпир пахча ҫимӗҫ, ӗнепе сысна ашӗ валли агрегаторсем туса хурас енӗпе пулӑшрӑмӑр та ӗнтӗ. Черетре – ҫӗр улми тата лаша ашӗ валли йӗркелекен агрегаторсем. Пирӗн агрегатор енӗпе ӗçлекен партнер хӑйӗн таварне сутма тата ӑна сарма та пӗлет. Пӗлтерӗшлӗ те системӑллӑ тепӗр проект – «хатӗр апат фабрики». Ӑна ҫавӑн пек майпа пурнӑҫласа эпир чи малтанах отраслӗн хушма хакне ӳстеретпӗр. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тавар туса кӑларакансен продукцийӗпе усӑ курса вӗрентӳ тата социаллӑ учрежденисенче апатланӑва йӗркелес ӗçе централизацилеме пултаратпӑр.
♦ ♦ ♦
Вăл пире йывăрлăхсен умĕнче парăнма вĕрентмен
40 çул ытла журналистикăра вăй хуракан Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вера Савельева çав тери сăпайлă та пурне те пулăшма васкакан çын. Пултаруллă çыравçă тата сăмах ăсти çак кунсенче 70 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Православи тĕнне ĕненекенсем ăна «Ырă хыпар» журнал редакторĕ пек пĕлеççĕ. Ку çеç те мар, Вера Мефодьевна нумай çул Чăваш патшалăх радиокомпанийĕнче ĕçленĕ. «Ăраскал» кăларăма пуçарса ертсе пынă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче те вăй хунăскер пулас журналистсене професси ăсталăхне алла илме пулăшнă, филологи наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Унсăр пуçне хастарскер 15 кĕнеке кăларнă: «Ытарми профессор!», «Тăвар сапнă суран», «Кунта шăпчăксем юрламаççĕ», «Юлашки Мăнкун» – кашни кăларăм чуна пырса тивет, тарăн шухăшсен авăрне путарать, пăшăрхантарать, йĕртет… Вера Мефодьевна ăс панă студентсем журналист, редактор, çыравçă тата тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен специалист пулса тăнине те палăртас килет. Эпĕ те унăн вĕренекенĕ. Вера Мефодьевнăн кăсăклă лекцийĕсем паянхи кун та асрах. Паллă писательсемпе пултаруллă журналистсем аслă шкула пырса пире пулас професси пирки каласа кăтартатчĕç. Сăмахран, Альбина Юрату çыравçă та хăй Чăваш Республикин Çут çанталăк министерствинче ĕçлени çинчен каласа кăтартнăччĕ. Шăпах çавăн чухне мана ку ĕç тата ытларах кăсăклантарчĕ. Çапла, журналистсем те патшалăх ĕçĕнче тимлеççĕ. Эпĕ те каярахпа 13 çул ытла Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-службинче вăй хутăм. Çав тери яваплă ĕç, анчах Вера Мефодьевна пире йывăрлăхсен умĕнче парăнма вĕрентмен. Паллă журналист Шупашкар тăрăхĕнчи Çатракасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Çак районтах «Ленинец» /халĕ «Тăван ен»/ хаçатра ĕçленĕ, çав вăхăтрах районти радиора та кăларăмсем хатĕрлесе пынă. Каярахпа вăл Чăваш патшалăх радиокомпанине куçнă. «Хресчен сасси» хаçат редакторĕ те пулнă, ун чухне уйрăмах çивĕч статьясем пичетленнĕ. Кунсăр пуçне «Республика» хаçатăн редакторĕнче, университетра преподавательте вăй хунă. 2016 çултанпа вара «Ырă хыпар» журнал кăларать. Вера Мефодьевна вулакана мĕн кирлине лайăх пĕлет. Журналта вăл тĕнпе çыхăннă ыйтусемпе пĕрлех кăмăл-сипет темине мала хурать. Вăл чăннипех чунпа çирĕп. Чăнчăн чăваш хĕрарăмĕ! Вера Савельевăн шăпи çăмăл тееймĕн. Çамрăклах мăшăрĕсĕр юлсан та вăл пуç усман, икĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлӳ илнĕ. Халĕ вара унăн мăнукĕ Александра та кукамăшĕн çулĕпе утать темелле – Чăваш патшалăх культура институтĕнче вĕренекенскер тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе палăрса тăрать. Артист пек выляма та, видео ӳкерсе клипсем тума та, сăвă хайлама та ăста вăл! Унсăр пуçне пике шăпăрлансене савăнтарма кăмăллать. Упа костюмне тăхăнса вĕсем патне хăйĕн хаваслă программипе васкать. Журналист, артист, çыравçă ĕçĕ те уншăн çывăх. Çакăнтан тĕлĕнмелли çук — ырă тĕслĕх, кукамăшĕ, юнашарах-çке! Савельева хушамат хăй вăхăтĕнче республикăра янăраса тăнă тесен те йăнăшмăп. Радиора тăрăшнă вăхăтра таçта та çитнĕ вăл, кăларăмĕсене чуна пырса тивмелле, кирек кама та пăлхатмалла хатĕрленĕ. Унсăр пуçне вĕсем «Ăраскал» фестивалĕсем йĕркелесе Чăваш Енри, ун тулашĕнчи çамрăксене пĕрлештернĕ, пĕр шухăшлă пулма çунатлантарнă. Паян Чăваш Ен çамрăкĕсен юхăмĕ пур, ун чухне вара яшсемпе хĕрсене «Ăраскал» пĕрлештернĕ. <...>
Людмила АЛЕКСАНДРОВА.
♦ ♦ ♦
Упăшкине ĕмĕр тăршшĕпех кĕтнĕ
Алексей Лукин Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче 1915 çулта çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан учительсен курсĕнче пĕлӳ илнĕ. Мăн Тукташри, Ураскилтри шкулсенче тата РОНОра ĕçленĕ. Шкулта истори предметне вĕрентнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1942 çулхи пуш уйăхĕнче тухса кайнă. Çапăçу хирне кĕрес умĕн ятарлă вĕренӳ витĕр тухнă вăл.
Вĕренĕве вĕçлесен каччă лейтенант званине тивĕçнĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулнă унăн — вăл 1943 çулхи авăнăн 21-мĕшĕнче çапăçура пуç хунă. Смоленск хулин çывăхĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Унăн фронтри пурнăçĕ çинчен вăл шăрçаланă çырусенчен пĕлме пулать. Тĕлĕнмелле, фронтовик пурнăçран уйрăлни 82 çул иртнĕ пулин те, унăн виç кĕтеслĕ çырăвĕсем халĕ те упранаççĕ… Алексей Григорьевич вăрçа кайнă чухне килĕнче мăшăрĕ Елена Флегентовнăпа виçĕ ачи юлнă. Кĕçĕнни Полина икĕ уйăхра çеç пулнă ун чухне. Çамрăк хĕрарăм çине пĕтĕм йывăрлăх тиеннĕ: ачисем те, выльăх-чĕрлĕхĕ те, хуçалăхĕ те. Мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши, миçе каç куç хупман-ши вăл?.. Упăшки виличчен Елена Флегентовна унăн çырăвĕсемпе ăшăнса пурăннă, вăл вĕсене пушă вăхăт тупăнсанах шăрçаланă. Çырусене типтерлĕн упранă, миçе хут алла тытман-ши? Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем тĕсне çухатнă, анчах та чи кирли — çырусем паянхи кунччен те упранни. Вĕсене Елена Флегентовна кĕçĕн хĕрне Полинăна парса хăварнă. Полина Алексеевна Ураскилтри шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Ялти тата Элĕкри шкулсенче 30 çул вăй хунă вăл. Полина Алексеевнăн хĕрĕ Маргарита та амăшĕн ĕçне малалла тăснă, чылай çул ачасене математика вĕрентнĕ. Шăпах Маргарита Зиновьевна халĕ кукашшĕн фронтран янă çырăвĕсене упрать. Вăл ирĕк панипе хăшĕ-пĕринпе паллаштарас килет. «Ырă кун пултăр, Елена!» Паян эпĕ батальонра каллех дежурнăй. Пушă вăхăтра шухăша кайса çыру çырма тытăнтăм. Кун умĕн çеç ик-виç çыру умлăн-хыçлăн шăрçаларăм пулас. Паян çыру çырма сăлтавĕ те çук. Пуçа усма хистекен шухăшсене сирес тесе кăна çыратăп. Вĕренсе тухнăранпа тинех лайăх пурăнатăп. Çапах та темшĕн юлашки вăхăтра пĕр сехетлĕхе те пулин киле каяс килет. Кил унашкал аса килекен марччĕ. Пĕччен чухне тем те пĕр шухăшлатăп. Пĕрле çӳренĕ, çитĕннĕ, ĕçнĕ-çинĕ вăхăтсем çухални… Хама та çавнашкал шăпах кĕтнĕн туйăнать. Тăван тăрăха, ял-йыша, çемьене курмасăр таçти аякри çĕршывра асапланса вилĕп-ши? Вăтăр çула çитичченех çутçанталăк çути сӳнĕ-шим? Çавнашкал шухăшсем çаврăнаççĕ пуçăмра. Иртнĕ кун-çул куç умне тухать. Тулăх пурнăç пулман пулин те япăх пурăнман. Пур чухне ĕçнĕ-çинĕ, çук чухне чăтнă. Паллах, ĕçке пула сана та чылай пăшăрхантармалла пулчĕ, ял-йыш та тĕрлĕ çăварпа тĕрлĕ сăмах вакларĕ. Ялта мана этемрен тухнă çын тесе шутлакан та сахал мар пулĕ. Эпĕ вилни пирки сăмах сарăлсан кам мĕн калĕ-ши тесе шухăшлатăп. Хăшĕ-пĕри эпĕ ку вăхăтчен чĕрĕ-сывă пулнишĕн те тарăхать-тĕр. Хăть качака пек ĕне пулсан килте ачасемшĕн лайăх пулĕччĕ. Пĕлме çук, тен, ачасене санăн пĕччен çитĕнтермелле пулĕ. Пурнăç ытлă-çитлĕ пулсан ача-пăчашăн ашшĕ çукки сисĕнмĕ. Хам та пĕччен çитĕннĕ пулсан та пурнăç йӳççине курсах кайман. Вилсен те мăнтăрпах çитĕнсе мăнтăрпах вилетĕп. Анчах манăн ачасем валли чĕптĕм мулăм та çук, ашшĕ те пулмĕ. Тен, вĕсен пурнăçăн тӳнтер енĕсене те пĕчĕклех курмалла пулĕ, вĕсен умĕнче парăмлă юлатăп. Сан пирки пăшăрханмастăп. Пĕрле пурăннă чухнехишĕн упкелешмелли çук манăн». Çак йĕркесене вулатăн та тĕлĕнетĕн: мĕн чухлĕ ăшăлăх, юрату пулнă вĕсен. Çав туйăмсене мĕн ватăлса пурнăçран уйрăличчен упрама ĕмĕтленнĕ мăшăр. Алексей Григорьевич çемйи пирки фронтра нумай шухăшланă, ачисемпе мăшăрне йывăр килнишĕн хĕрхеннĕ. «Ĕмĕре пĕрле ирттерме шухăшланă мăшăрăма — Еленăна. Сан умра — салтак гимнастерки тăхăннă пĕр хура этем. Вăл 16-17 çулта чухнех хăйĕн кун-çулне санпа çыхса, санпа ĕмĕрне вĕçлеме ĕмĕтленнĕскер. Пурнăç мĕнле шăпа тыттарĕ. Тен, сывă юлса чиперех киле çаврăнса çитĕп е сарăмсăр, каснă юман пек тӳнсе, çут тĕнчерен çухалăп. Эпĕ чĕрĕ чухне çак карточкăна тытмассерен, мана аса ил, аса ил те кĕт. Эпĕ çут тĕнчерен çухалсан… пĕрре те пулин вăл карточкăна хăв умна хурса, иксĕмĕр пĕрле ирттернĕ вăхăта аса ил. Эпĕ сана мĕн тери юратнине, мĕн чухлĕ кӳрентернине виçсе пăх. Кун иртĕ те çул иртĕ. Вăл карточка тусанпа витĕнĕ, çынни манăçа тухĕ… Анчах… Хăçан та пулин, пурнăç çулĕн пĕр-пĕр тумхахлă сыпăкĕнче çак карточка сана ман çинчен тепĕр хут аса илтерĕ. Ун чухне тин эпĕ сана мĕнле юратнине, эпĕ саншăн кам пулнине ăнланăн. Санăн мăшăру А.Лукин. 1942 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕ».
Çак çырăва вуланă чухне çурăм тăрăх сивĕ чупать, куç шывланать. Алексей Григорьевич салтак шăпи вăрçă вăхăтĕнче икĕ вĕçлĕ пулнине питĕ лайăх ăнланнă, çавăнпа чунтан юратнă мăшăрĕпе ĕмĕр пĕрле пулма ĕмĕтленнине пытарман. <...>
Лена ЛЕОНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
«Кашни ача — Турă парни»
Елена Грибовăпа эпĕ хула урамĕнче ăнсăртран паллашрăм. Вăл пĕчĕк ачине кӳмепе тĕксе пыратчĕ те… çамрăкскерĕн ку пĕрремĕш пепки тесе шухăшларăм. Епле йăнăшнă иккен! Елена çичĕ ача амăшĕ пулнине пĕлсен тĕлĕннине пытармарăм, вăр-варскерпе тĕплĕнрех паллашас килчĕ.
Чăваш Ене час хăнăхайман Хĕрарăм Ростов облаçĕнчи Батайск хулинче çуралса ӳснĕ, çапах та чăвашла шăкăртаттарса калаçрĕ. — Аттепе анне — Чăвашран. Çар училищинчен вĕренсе тухнă аттене тӳрех Батайск хулине ĕçлеме янă, анне вара, медицина енĕпе пĕлӳ илнĕскер, çав хулана практика тухма кайнă. Çапла паллашнă та. Кайран эпĕ çуралнă, чылай вăхăтран йăмăк кун çути курчĕ. Атте отставкăна тухсан çемйипех Чăваш Ене куçса килтĕмĕр. Чăваш чĕлхине вара эпĕ килте те, кунта кукамай-кукаçи, асатте-асанне патне килсен те ăса хывнă. Аттепе анне яланах чăвашла калаçнă. Пытармастăп: кунта куçнă хыççăнах çĕнĕ вырăна, çынсене хăнăхма çăмăл пулмарĕ. Уйрăмах çанталăк кăмăлсăрлататчĕ. Лере вăл ăшăрахчĕ, хĕлле те сивĕ пулман. Кунта вара шартлама сивĕ тăратчĕ ун чухне хĕлле. Ăна чăтма йывăрччĕ. 2006 çултанпа Шупашкарта пурăнатпăр. Çав çулхинех пулас мăшăрпа Александрпа паллашрăм. Ун чухне иксĕмĕр те аслă шкул студенчĕсемччĕ, диплом илме хатĕрленеттĕмĕр. Атăл хĕрринче уçăлса çӳренĕ чухне пĕр-пĕрне тĕл пултăмăр та тӳрех килĕштертĕмĕр. Пĕрлешсен çулталăкран пĕрремĕш ывăл Давид кун çути курчĕ. Ун чухне йышлă çемье пулĕ тесе шухăшлама та пултарайман эпир! Халĕ асли коопераци институтĕнче пĕлӳ илет. Иккĕмĕшĕпе виççĕмĕшĕ те ывăлсем — Матвейпа Дима. Вăтаммисем шкулта вĕренеççĕ, вĕсем тăваттăн. Икĕ кĕçĕн хĕр пĕрчи садике сукмак такăрлатаççĕ… Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче пирĕн йыш ӳсрĕ — ывăл Георгий çуралчĕ. Хамăн çемьешĕн упăшкана тав тăватăп., вăл мана яланах хавхалантарса пырать. Саша хăй те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Çавна май йывăрлăхсем çук. Çапах пурнăç яланах пĕр тикĕс килмест. Чылай вăхăт эпир общежитири пĕр пӳлĕмре пурăнтăмăр, хĕсĕкрех пулин те туслăччĕ, кăмăллăччĕ. Виçĕ çул каялла çурт туянтăмăр. Унччен ачасем яланах куç умĕнчеччĕ, халĕ вара пӳлĕмсене саланаççĕ. Иртни пирки çапла калатăп эпĕ: çапла майпа Турă пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕсленĕ пулинех. Вырсарникунсерен — чиркĕве Ачамсене питĕ юрататăп, вĕсем пĕрпĕринпе питĕ туслă. Уроксем хатĕрлеме, ытти ĕçре пулăшаççĕ. Кĕçĕннине пăхаççĕ, ăна нумаях пулмасть пĕрремĕш утăмсем тума вĕрентрĕç. Мăшăр Турă саккунĕпе пурăнать, çавна май вырсарникунсерен çемьепех чиркĕве çӳретпĕр. Ачасем кĕлĕсем вулаççĕ, типĕ тытаççĕ, чиркӳ праçникĕсене те пĕлеççĕ. Куншăн мăшăра ырлатăп кăна. 33 çулта вăл сухал ӳстерме пуçласан та хирĕçлемерĕм — кашни çыннăн суйлав тума ирĕк пулмаллах. Саша, пулă тытма юратаканскер, çулласерен вăлтапа шыв хĕррине утать, ачасем те унран юлмаççĕ. Пысăк çемьере çитĕнекен ывăл-хĕрсем ачаранах хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхаççĕ-тĕр. Пирĕн ачасем те çапла — йăлтах эпир аса илтермесĕрех пурнăçлаççĕ. Кружоксемпе секцисене хăйсемех хăçан каймаллине пĕлеççĕ. Ывăлсем спортпа туслă, кĕрешӳпе те кăсăкланаççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, кашни ачан чун киленĕçĕ пур. Мария хĕрĕмĕр стюардесса пулма ĕмĕтленет, çавна май акăлчан чĕлхине çине тăрсах ăса хывать. Настя вара ача садĕнчи кружокра çăмран тĕрлĕ картина ăсталать. Çак хăйне евĕрлĕ заняти питĕ килĕшет ăна. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать