Çамрăксен хаçачĕ 4 (6555) № 06.02.2025

6 Фев, 2025

«Ентешре» пĕр çемьери пек пурăнатпăр»

Мускава куçса кайнă чăвашсем унта та чăваш пулма пăрахманни савăнтарать. Çĕршывăн тĕп хулинче пĕр чăмăра пухăнса хамăрăн культурăна малалла аталантараççĕ вĕсем. Сире «Ентеш» халăх ушкăнĕн юрăçисемпе паллаштарас тĕллевпе Мускава çитрĕм.

Алевтина ТЕЛЬЦОВА: Эпĕ — «Ентеш» ушкăн ертӳçи. Патăрьел тăрăхĕнче кун çути курнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Елена Соловьева юрăç, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕрле вĕреннĕ тусăм, мана 4 çул каялла Мускава килсен фольклор ушкăнĕ йĕркелемелли, ун валли ертӳçĕ кирли çинчен пĕлтерчĕ. «Шевле» йĕркелерĕмĕр. Пĕр уйăхран Чăваш чĕлхин кунне халалланă концерта хутшăнтăмăр. Çулталăкран «Шевлене» «Ентеш» ят парас терĕмĕр. Ушкăнра — 18-20 çын. Пирĕн ушкăнра медицина ĕçченĕсем, строительсем, педагогсем, воспитательсем те пур. Кашниех тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕрен репетицие пĕтĕм ушкăнпа пухăнма йывăртарах. Репертуарта ытларах — анат енчи чăвашсен юррисем. Çапах вирьял юрриташшине те кăмăллатпăр. Музыка енĕпе культура институтĕнче аслă пĕлӳ те илтĕм. Шупашкарта пурăннă чухне Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» ансамбле юрлама çӳрерĕм. Çакă та витĕм кӳчĕ пулмалла. Пĕр вăхăт Шупашкарта «Мерчен» ушкăна ертсе пытăм. Шкулта ачасене вĕрентрĕм. «Ентеш» ушкăнпа кашни çулах тĕрлĕ уявра халăх юррисене юрлатпăр. Кăçал Мускаври чăвашсен культура обществи 35 çул тултарнă май сцена çинче Патăрьел округĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнчи туя кăтартрăмăр. Унсăр пуçне пирĕн репертуарта вăйă, Кĕр сăри, Хĕр сăри, Сурхури, Çăварни, Мăнкун, улах юрри-ташши те пур. Раççейри тĕрлĕ фестивале хутшăнатпăр. Калининграда, Санкт-Петербурга çитсе унти чăвашсене савăнтартăмăр. Чылай йăлана Сител хĕрĕ пулнă, кайран Пăлапуç Пашьеле качча тухнă кукамайран вĕренсе юлтăм. Атте купăс каланă, анне фольклор ушкăнне çӳренĕ. Вĕсем те мана халăх юррисене юратма хăнăхтарчĕç.

Рудольф КОРТУНОВ: Çĕмĕрле районĕнчи Янташ ялĕнче çуралнă эпĕ. Музыкăри малтанхи утăмсене тума Клара Осокина педагог пулăшрĕ. Музыка шкулĕнче баян вăрттăнлăхĕсене ăнлантăм. Педучилищĕре ăс пухрăм. Унти оркестра музыка инструменчĕсене калама çӳрерĕм. Шкулта ачасене ăс патăм. Йывăрлăхсем килсе çапсан Мускава çул тытрăм, стройкăра электрикре ĕçлеме пуçларăм. Мускаври чăваш Акатуйĕ пирки пĕлтерӳ урлă пĕлтĕм. Кайран тĕлпулусем ирттерекен Татьяна Расторгуевăпа паллашрăм. Майĕпен кунти чăвашсемпе туслашрăм. Пурăна киле шăпа «Шевле» ушкăна илсе çитерчĕ. Купăс калама пĕлетĕп, сцена çинче алла параппан та, бубен та тытатăп. Репертуар кăмăла каять. Мускаври чăвашсем пĕр-пĕрин патне туртăнни, йăла-йĕркене упрани килĕшет. Хама Чăвашра пурăннă пекех туятăп.

Марина ДЕНЬГИНА: Канаш районĕнчи Вăтапуç ялĕнчен эпĕ. Шупашкарта педучилищĕре пĕлӳ илтĕм, унтан аслă пĕлӳллĕ пултăм. Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче чылай çул вăй хутăм. Мускава 2020 çулта ĕçлеме килтĕм. Ушкăн ертӳçипе Алевтина Тельцовăпа Шупашкарта паллашнăччĕ. Мускавра унпа çыхăнтăм. Çапла тĕл пултăмăр. Ентешĕмсем пухăннă пӳлĕме кукăльпе пырса кĕтĕм. Çавăн чухне мана ушкăна илчĕç. Репетицисене канмалли кунсенче çеç каятăп. Мускавра чăвашсене курсан тăвана курнă пекех туйăнать. Вара чуна уçса калаçатпăр. Ку ушкăнра сцена çине тухса чăвашлăха кăтартас кăмăллисем пухăннă. Тĕнче чемпионĕн ятне темиçе хут тивĕçнĕ Олег Захаров пире чăваш спортсменĕсем хутшăнакан ăмăртусене юрлама пĕрре мар чĕнчĕ. Надежда ШАГАРОВА: Эпĕ — Патăрьел округĕнчи Пăлапуç Пашьелтен. Канашри педагогика колледжĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра ăс пухрăм. Юрий Кудаков композитор баян калама вĕрентрĕ. Садикре музыка ертӳçинче 16 çул ĕçлерĕм. Мускав облаçĕнчи садикре хамăн специальноçпах 2018 çултанпа вăй хуратăп. Ачасене пианино калама вĕрентетĕп. «Ентешре» туссем тупнăшăн савăнатăп. Репертуара ытларах ертӳçĕ хатĕрлет. Эпĕ пĕлмен-илтмен юрă нумай. Халăх юррисене итлеме кăмăллă, анчах вĕсене юрлама вĕреннĕ чух чылай тăрăшмалла. Ушкăн баянисчĕ репетицие е концерта килеймесен хамах алла баян тытатăп. Алевтинăпа эпир пĕр ялтан. Мускав пире тата çывăхлатрĕ.

Зоя ФЕНЬКИНА: Мускавра 2000 çултанпах пурăнатăп. Тĕрĕссипе, кунта хваттер валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе килнĕччĕ. Çемьере ача пăхаттăм. Кунта 10 çул пурăнса та чăвашсем уявсене пуçтарăннине пĕлмен. Пĕррехинче автобус алăкĕ çинче Измайлов паркĕнче чăваш Акатуйĕ пулни пирки вуласа пĕлтĕм. Хĕрĕмпе пĕрле кайса куртăмăр. Çавăнта Геннадий Архипов журналистăн йăмăкĕпе Галинăпа паллашрăм. Вăл теветне, хушпăвне, ытти эрешне хыврĕ те мана тыттарчĕ. Тăхăнса сăн ӳкерĕнтĕм. Кайран Валентна Попова юрăçпа паллашрăм. «Шуçăмра» юрланăскер çак ансамблĕн юррисене мана вĕрентрĕ. Ун хыççăн юрлама çӳрес килчĕ. Пĕрремĕш каналпа Елена Малышева ертсе пыракан кăларăма хутшăнма чĕнчĕç. Упăшка чăваш тумне туянса пачĕ. Хĕр-хĕрарăмпа чăваш тумĕ тăхăнса кафере тĕл пулаттăмăр. Галина Никитина ертсе пыракан «Атăл» хора çырăнтăм. Пĕрре Валентина Поповăн çуралнă кунне уявлама кайрăм та «Шевлене» çӳреме пуçларăм. Кайран вăл «Ентеш» пулса тăчĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Пĕрле кар тăрса утсан эпир çĕнеймен йывăрлăхсем çук»

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Олег Алексеевич иртнĕ тапхăрти ĕçе пĕтĕмлетрĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи тĕллевсене палăртрĕ. Çырури хăш-пĕр самантпа паллаштаратпăр.

Правительство кунĕсем

Кăçал муниципалитетсенче Правительство кунне ирттерме тытăннă. Унта пайăр муниципалитет тĕлĕшпе çирĕплетнĕ плансене сӳтсе яваççĕ, çынсен ыйтăвĕсене уçăмлатаççĕ. «Çакăн пек сӳтсе явнин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх муниципаллă пĕрлĕхсен управлени командисем территори аталанăвне комплекслăн усă курма май паракан хатĕр материал илеççĕ. Çулталăк вĕçĕ тĕлне ăна тĕпе хурса кашни муниципалитет хăйĕн комплекслă аталану планне туса хатĕрлени тĕрĕс пулĕ тесе шутлатăп. Тĕрĕссипе, вăл пайăр муниципаллă пĕрлĕхĕн мастер-планĕ пулать те. Çавнашкал муниципаллă программăсене йышăннин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх эпĕ маларах асăннă отрасль стратегийĕсенче шута илмелли хушма резервсем тупса палăртасси пирки иккĕленместĕп», — терĕ Олег Николаев. Çемьесене — пулăшу Кăçалтан Раççейре çĕнĕ наци проекчĕсем ĕçлеме пуçланă. Çав шутра — «Çемье» наци проекчĕ те. «Çураласлăх шайне ӳстересси — пĕтĕм халăхăн тĕп тĕллевĕ тата программа тухăçлăхĕн шута илмелли тĕп кăтартăвĕ. 2023 çулта эпир регионăн çураласлăха ӳстермелли тата ачаллă çемьесене пулăшмалли программине йышăнса хăвартăмăр. Ку енĕпе тумалли ĕçе хăйсен кирлĕлĕхне кăтартса панă пулăшу мелĕсене аталантарса та, çĕнĕ пулăшу мелĕсене йышăнса та малалла тăсмалла тесе шутлатăп. Сăмахран, çитес виçĕ çулта 9 хĕрарăм консультацийĕ йĕркелемелле. Республикăри перинаталь центрне тата Хулари 1-мĕш клиника больницине çĕнетмелле. Тин çуралнă ачасем валли куллен кирлĕ япаласене проката тӳлевсĕр паракан пунктсем уçмалла тата 3 çула çитичченхи ӳсĕмри ачасене кĕске вăхăтлăха пăхса усрамалли ушкăнсем туса хумалла. Студентсен çемйисем, ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшĕ те наука ĕçченĕсем шутланакан çемьесем валли хушма пулăшу майĕсем туса хатĕрлемелле», — çапла палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Туризм Олег Николаев регионти туризма аталантарасси çинче те чарăнса тăчĕ. Аса илтерер: 2023 çулта Чăваш Ен Тутарстанри тата Мари Элти ĕçтешĕсемпе пĕрле «Аслă Атăл çулĕ» наци туризмĕн маршрутне хӳтĕленĕ. Олег Алексеевич республикăн çĕнĕ туризм маршручĕсене хутшăнмалли майсем тата пуррине палăртрĕ. «Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерствине туризм рынокне хутшăнакансемпе тата муниципалитетсен администрацийĕсемпе пĕрле наци туризмĕн маршручĕсене туса хатĕрлеме ыйтатăп. Çакă пире туризм инфратытăмне аталантарма май парать», — терĕ вăл. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Малтанхи тапхăрта хăйĕн пирки систермест

Усал шыççа вăхăтра тупса палăртасси пациентран хăйĕнчен те нумай килет. Организм кăлтăксем сиксе тухнине хăех систерет. Ăна тимлĕ сăнамалла кăна. Мĕн те пулин канăçсăрлантарсан тӳрех тухтăр патне каймалла. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологĕ Сергей АЛЕКСЕЕВ усал шыçă аталаннă чухне мĕнле симптомсем пулнине уçăмлатрĕ.

— Сергей Владимирович, онкологинчен хӳтĕленме пулать-и?

— Усал шыçă аталанас хăрушлăх мĕнле пулнине пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Çавна кура профилактика тумалла. Çывăх тăвансен усал шыçă пулнă-и? Апла сирĕн те ун пек хăрушлăх пур. Тĕслĕхрен, аннĕрĕн е кукамун сĕт парĕн ракĕ пулнă. Апла сирĕн те çав органа тĕрĕслесех тăмалла. Усал шыççа аталанма май паракан тепĕр сăлтав — ӳсĕм. Шел те, çакна витĕм кӳме çук. Çын мĕн чухлĕ аслăрах, усал шыçă аталанас хăрушлăх çавăн чухлĕ пысăкрах. Çавăнпа ӳсĕм пысăкланнă май профилактика тĕрĕслевĕн списокĕ нумайланать. Тĕслĕхрен, хĕрарăмăн 40 çул тултарсан маммографи тумалла, 45 çултан аслăрах арçынсен ПСА валли юн памалла. Пирус туртни, эрех-сăра, мăнтăр пулни — кусем те усал шыççа аталанма май параççĕ.

— Усал тата лайăх шыçăсем пĕрпĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

— Вĕсен хушшинче питех вăйлă уйрăмлăхсем çук. Лайăх шыçă майĕпен ӳсет, чылай чухне таврари тĕртĕмсене сирсе пысăкланать. Вăл капсула пек, метастазăна сарăлмасть, каснă хыççăн та рецедив пулмасть. Чылай чухне, пĕлтерĕшлĕ органсемпе юнашар мар тăк, ун пек шыçă пурнăçшăн хăрушă мар. Усал шыçă таврари тĕртĕмсене ӳссе кĕрсе организмра метастаза евĕр сарăлать. Вăл хăвăрт ӳсет, каснă хыççăн рецедив пулас хăрушлăх та пур. Вăл мĕнле пулнине кура епле шыçă аталаннине калама пулать. Хăш-пĕр шыçă /липома, папиллома/ яланах лайăх шыçă шутланать.

— Усал шыçă аталаннине мĕнле пĕлме пулать?

— Чи малтан организма сăнамалла. Чылай чухне вăл сигнал парать, анчах нумайăшĕ çакна шута хумасть, вăйлă симптомсем пулсан тин тухтăр патне каять. Пĕтĕм онкологин пĕтĕмĕшле паллисем пур. Мĕнле симптомсем сисчĕвлентермелле-ха? <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Салтаксем пире те савăнтарма тăрăшаççĕ»

Вĕсем курьер е тăванĕ урлă волонтерсем патне кучченеç çитереççĕ

Анжелика Назарова, Алена Шашкина тата Татьяна Алексеева риэлторта ĕçлеççĕ. Анчах ку вĕсене ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнма пĕрре те чăрмантармасть. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăн тепĕр уйăхранах вĕсем Раççей салтакĕсене пулăшас тĕллевпе пĕр çĕре чăмăртаннă.

Паттăр ятне панă

Анжеликăпа Алена — Вăрнар тăрăхĕнчен, Татьяна — Йĕпреçрен. Вĕсем пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ çĕршыва хӳтĕлекен ентешсене пулăшаççĕ. «Малтан Белгородри ушкăн урлă хамăр салтаксене пулăшса тăтăмăр. Каярахпа, тулли мар мобилизаци пуçлансан, хамăр патра ушкăн йĕркелеме шухăшларăм. Хамăрпа пĕр шухăшлă çынсене тупрăмăр», — пуçларĕ калаçăва хастарсенчен пĕри Анжелика Назарова. «Шкулта мĕн пĕчĕкрен пире Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ, атте-анне те пире патриотлăх воспитанине панă. Мана урăх çĕршывра пурăнма сĕнсен те килĕшмĕп, мĕншĕн тесен эпĕ Раççее юрататăп, — мăнаçланса пĕлтерчĕ Анжелика. — Çывăх тăванăмсем пурте — çар çыннисем. Кукка — полковник, Чечня вăрçинче çапăçнă. Тăвансем Чечняра, Сирире пулнă. Халĕ иккĕмĕш сыпăкри пичче ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлет. Аленăн та иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ унта. Татьянăн тăванĕсенчен никам та ятарлă çар операцине хутшăнмасть. Вăл хăйĕн ирĕкĕпе, чунĕ ыйтнипе пулăшать», — малалла калаçрĕ волонтер. Вĕсем соцсетьре «ZOV Победы» волонтерсен ушкăнне 2023 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Хастарсем кашни çул çак кун ушкăнăн çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Ăна виçĕ кун уявлаççĕ. Мĕншĕнне Анжелика уçăмлатрĕ: «Пĕрремĕш кунĕнче ушкăн йĕркелес шухăш çуралнă. Малтан ушкăна пĕлĕшсене кĕртрĕмĕр. Çапла йыш хушăнса пычĕ. Виçĕ кунра пирĕн ушкăн йĕркеленсе кайрĕ. Ушкăнăн çуралнă кунĕнче çанталăка пăхмасăрах урамра маскировка тетелĕ çыхатпăр. Фотозона йĕркелетпĕр, юрă-кĕвĕ яратпăр. Ушкăн çуралнă кунне тортпа, пловпа паллă тăватпăр. Урамра иртен-çӳрен салтаксем валли çыру çырма пултарать. Кун валли ятарласа çар стилĕпе илемлетнĕ почта ещĕкĕ вырнаçтартăмăр». Волонтер ушкăнĕн штабĕ Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 29-мĕш çуртра вырнаçнă. Вăл Серафим Куделин ячĕпе хисепленет. Ахальтен мар ушкăна паттăр ятне пама шухăшланă. Серафим Патăрьелте çуралнă. Мотострелоксен 200-мĕш уйрăмĕн гварди бригадинче çапăçнă. Унран украинецсем хăраса кăна тăнă, Серафима «Гроза 200-ой бригады» тесе чĕннĕ. Шел те, паттăр салтак пĕлтĕр çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. «Пирĕн ушкăн унччен «ZOV Победы» ятлăччĕ. Ентеш паттăрла пуç хунине пĕлсен унăн ятне парас шухăш çуралчĕ. Пире пулăшакансем те ку сĕнĕве ырларĕç», — малалла калаçрĕ Анжелика Назарова волонтер. Куделинсем 4 ывăл çитĕнтернĕ. Халĕ иккĕшĕ ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ хулара вĕренет. Волонтерсем салтаксене кирлĕ техникăпа тивĕçтереççĕ. Квадрокоптерсем, генераторсем, çыхăну хатĕрĕсем, мотокроссем, машинăсем, fpv-дронпа ĕçлемелли пультсем… ярса параççĕ. Акă нумаях пулмасть вĕсем машина, мотоциклсем ăсатнă. «Эпир чăвашсене кăна пулăшмастпăр. Хăш халăх çынни пулнине пăхмастпăр — пурне те алă тăсса паратпăр. Уйрăмах — малти ретре çапăçакансене. Вĕсене пуринчен те ытларах пулăшу кирлĕ. Ку таранччен 40 миллион тенкĕлĕх гуманитари пулăшăвĕ ăсатрăмăр. Соцсетьри /телеграм, «Контактра»/ ушкăнсенче пирĕн пĕтĕм ĕçе курма пулать. Миçе тенкĕ пуçтарнине, мĕн туяннине, гуманитари пулăшăвне ăсатнине… — йăлтах пĕлтерсе тăратпăр. Пирĕн ушкăнсенче ятарлă çар операцине хутшăнакансем те пур. Вĕсем эпир мĕн тунине курса тăраççĕ, мĕн кирлине пĕлтереççĕ, пулăшнăшăн тав тăваççĕ. Пирĕннисем Авдеевкăри «Сиськи» çӳллĕшне илнĕ. Çав 20 салтак йышĕнче пирĕн ентеш те пулнă. Вăл — «Барс-21» отряд хастарĕ, ăна Хусантан мобилизациленĕ. 61-мĕш бригада Херсонти утравсене илнĕ. Салтаксем хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлтерсех тăраççĕ. Паттăрсен йышĕнче пирĕн ентешсем пуррине пĕлсен мăнаçланатпăр. «Нервный» позывнойлă 29 çулти яш пирки те каласа хăварас килет. Вăл, Серафим Куделин пекех, мотострелоксен 200-мĕш уйрăмĕн гварди бригадинче çапăçнă. Малтанах гуманитари пулăшăвне ăсатнă çĕре хутшăннă. Каярахпа генетика чирне ªвăл ача чухне ӳсме пăрахнăº пăхмасăрах хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайнă. Вăл та çав çӳллĕше илме хутшăннă, паттăрла пуç хунă. Волонтер пулнă май çар ĕçĕнче кирлĕ хальхи йышши техникăсемпе паллашатăп. Эпĕ Шупашкарти электромеханика колледжĕнче вĕреннĕ, техник-программист пĕлĕвне илнĕ. Çакă та мана волонтер ĕçĕнче пулăшса пырать. Салтаксене кирлĕ техникăна Китайран, хамăр патри поставщиксенчен туянатпăр. Пире тĕрлĕ регионтан пулăшаççĕ. Пĕрисем дронсем параççĕ, теприсем — генераторсем. Спонсорсем те тупăнаççĕ, ахаль çынсем те айккинче юлмаççĕ. 100, 200 тенкĕ куçарса пани те салтаксемшĕн самай пысăк пулăшу. Чăвашсем ку енĕпе мĕнле ĕçленипе мухтанма пулать. Лере те çапла сăмах çӳрет: батальонра чăваш пур тăк ентешĕсем ун валли «гуманитарка» ярса параççех. Пирĕн регион пĕрлĕхре. Чăваш Енре кашни районта, хулара волонтерсен ушкăнĕсем йĕркеленнĕ. Кашни тăрăхрах ентешсене пулăшма тăрăшаççĕ», — хавхаланса калаçăва малалла тăсрĕ Анжелика. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


Алăсăр, çапах ишет

Сусăр çуралнă Кирилл Паралимпиадăна хутшăнма хатĕрленет

Кирилл Александров алăсăр çуралнă. Унăн икĕ алли те хулпуççи таран çук. Çапах ыттисенчен вăл нимпе те уйрăлса тăмасть: вĕренет, пурнăçпа киленет, савăнать… Ку кăна мар, Кирилл ишме те пултарать.

3 çулта — бассейна Шупашкарта çуралнă Кирилл Александров ишессипе 3 çулта чухне кăсăкланма тытăннă. Пĕлтĕр 13 çулти арçын ача спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçласа Раççейĕн пĕрлештернĕ командин юниорсен резервне кĕме пултарнă. Халĕ вăл çине тăрсах 2028 çулта иртекен Паралимпиадăна хутшăнма хатĕрленет. Паллах, çак утăмсем патне çитме Кирила, ай-ай, çăмăл пулман. Унăн ашшĕпе Евгений Александровпа калаçма май килчĕ. «Пирĕн çемьере ултă ача çитĕнет. Чи асли – Аня, вăл — 21 çулта, хальхи вăхăтра аслă шкулта вĕренет. Унтан Михаил, Кирилл, Мария, Ева, Ростислав пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç. Кирилл 2011 çулта çут тĕнчене килчĕ. Вăл алăсăр çуралнине кура тухтăрсем пире ывăла больницăрах хăварма нумай ӳкĕтлерĕç. Анчах хăвăн тĕпренчĕкне епле пăрахса хăварăн? Пире малашне йывăр пулассине мăшăрпа иксĕмĕр питĕ лайăх ăнланаттăмăр. Йывăрлăха лекнĕ çынна çывăх тăванĕсемсĕр пуçне камах ăнланайĕ-ши, камах пулăшайĕши? Çавăнпа мăшăрпа пĕртăван нумай пултăр тесе тата ача çуратмалла тесе шухăшларăмăр. Пурăна киле тепĕр виçĕ тĕпренчĕк кун çути курчĕ. Кирилл çуралсанах ун пек ачасем епле пурăнни çинчен интернетра вуласа пĕлме тытăнтăмăр. Ишес енĕпе Олимп чемпионĕ пулнă, икĕ алли те çук Игорь Плотников кун-çулĕ çинчен пĕлсен эпир те Кирила çак енĕпе аталантарас терĕмĕр. Кирила 3 çулта чухне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн бассейне илсе çӳреме тытăнтăмăр. Тренировкăсем эрнере ултă кун иртетчĕç. Пĕчĕк пулсан та Кирилл ирхине 4 сехетре тăма вĕреннĕччĕ. Мĕншĕн тесен тренировкăна студентсем киличчен ирттермеллеччĕ. Унтан 8 сехет валли садике леçеттĕмĕр. Унта ытти ача пекех çӳрерĕ. Кайран хулари 5-мĕш гимназие вĕренме кайрĕ. Унта бассейнра тренировкăсем тума тытăнчĕ. Ку хăйне те питĕ килĕшетчĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн спортри çитĕнĕвĕсем курăнма тытăнчĕç. Кирилл питĕ кӳнĕ ача. Шкулта та унăн юлташ нумай. Вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пырать. Ытларах обществоведени предметне кăмăллать. Акăлчан чĕлхине те вĕренме çӳрет. Килте амăшĕн пулăшаканĕ вăл. Шăллĕсене тата йăмăкĕсене пăхма та ӳркенмест. Вĕсене кĕнеке вуласа парать, вылять. Икĕ алли çук пулсан та икĕ ура пур вĕт унăн. Урапа çырать, ӳкерет вăл. Кирлех пулсан амăшне йĕтĕрпе чуста та якатса парать. Компьютер клавиатурине те урапах пусать. Çак тарана çитсе Кирилл пĕр тренировкăна та сиктерсе курман. Эрнере ултă кун ик сехет шывра ишет вăл. Паллах, ăна питĕ йывăррине те, вăл ывăннине те туятпăр. Шывра ишнисĕр пуçне уроксем те тумалла-çке-ха. Анчах вăл мĕн ачаран хăйĕн вăхăчĕпе тĕрĕс усă курма хăнăхнă. Хăш-пĕр аслă çын та çав йĕркене тытса пыраймасть, Кирилшăн вара вăл норма шутланать. Тренировка хыççăн шăллĕсемпе тата йăмăкĕсемпе пулни кану тесе шутлать вăл. Çемьепе яла кайни те уншăн пысăк кану», — ывăлĕ пирки каласа кăтартрĕ Евгений Александров. Евгений Шупашкар хулинче çуралнă. Хальхи вăхăтра Трактор тăвакансен заводĕнче вăй хурать. Тĕрĕссипе, çемьере ĕçлекенни вăл кăна. Амăшĕ Светлана Николаевна ачисемпе килте ларать. Кирила тренировкăна, ăмăртусене илсе çӳрекенни те вăлах. Вăл нумай ачаллă çемьере пĕр-пĕрне тĕрек парса ӳснине пĕчĕк чухнех ăнланнă. Унăн ачалăхĕ Шăмăршă тăрăхĕнче йышлă çемьере иртнĕ. Александровсем çемйипе тăван тăрăхне час-часах çитсе килеççĕ. Унта вара кушакĕ те, йытти те, ытти выльăх-чĕрлĕх те пур. Ачасем вĕсемпе мĕнле йăпаннине пăхса савăнаççĕ Светланăпа Евгений. Укçа çитсе пыманнипе Кирилăн çитĕнĕвĕсем ашшĕпе амăшне питĕ савăнтараççĕ. 2023 çулхи çĕртме уйăхĕнче Дзержинск хулинче инвалидсен хушшинче ишессипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура вĕсем патне Таганрог хулин пĕрлештернĕ командин тренерĕ пынă. Вăл Кирилăн ишес техникинче йăнăш пуррине палăртнă, пысăк çитĕнӳсем тăвас тесен вĕсене тӳрлетмеллине каланă. Çавăн хыççăн Александровсем чăннипех те пăшăрханма тытăннă. Чăваш Республикинче Кирилл пек сусăрсемпе ĕçлекен пĕр тренер та çук-çке-ха. Тепĕр тесен, республикăра кун пек сусăр ачасемпе ĕçлес опыт та çук. Çавăн хыççăн Александровсем РФ тава тивĕçлĕ тренерĕпе Сергей Жилкинпа тĕл пулса калаçнă. Вăл 4 Паралимпиада чемпионне хатĕрленĕ. Сергей Валентинович Кирилпа ĕçлеме хирĕç пулман. Анчах… вăл Мускавра пурăнать, Кирилл – Шупашкарта. Ачана Мускавра пĕччен пурăнтараймăн-çке-ха. Килте тата 3 пĕчĕк ача пур. Амăшĕ вĕсене пăрахса ниепле те Мускава каяймасть. Пĕртен-пĕр мел пулнă вĕсен — Кирила Мускава илсе çӳресси. Александровсем шутланă та: унта уйăхра пĕрре кайса килме, 10 кун тренировкăра пулма 110 пин тенкĕрен сахал мар кирлĕ. Ун чухлĕ укçа ăçтан тупăн? Йышлă çемьешĕн ку пысăк чăрмав. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.