- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 3 (1383) № 30.01.2025
Чи лайăх вĕрентекене палăртнă
— Чăваш чĕлхине хулари шкулта вĕрентме çăмăлах мар, мĕншĕн тесен халĕ çак предмета ашшĕ-амăшĕ суйласа илет. Тепĕр енчен ку лайăх та пулĕ, ача кун пек чухне хăй ирĕкĕпе, хăй кăмăлĕпе çĕнĕ предмета юратса вĕренни те тĕл пулать. Ытларах кĕçĕн классенчи ачасем кăмăлласах вĕренеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен шкулта та пĕлӳ илес килет вĕт-ха. Урок кăсăклă пулсан вĕсем татах та интересленсе каяççĕ. Вара ку вĕсен чи юратнă предмечĕ пулса тăма пултарать, — палăртать «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурса хутшăнакан Нина Егорова.
Асăннă тупăшу çулсеренех иртет, кăçал та йăлана кĕнĕ тăрăх педагогсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Хула шайĕнчи конкурса Шупашкарти 37-мĕш шкулта йĕркелерĕç: чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ, хăнасене илемлĕ тумланнă шкул ачисем тăван чĕлхепе сывлăх сунса кĕтсе илчĕç. Çĕнтерӳçĕ ятне илтессишĕн вун тăваттăн ăмăртрĕç. Пурте хулари шкулсенче, гимназисенче вăй хураççĕ. Вĕрентекенсем тĕрлĕ номинацире тупăшрĕç: кăсăклă урок, класс сехечĕпе ăсталăх класĕ ирттерме те, пултарулăх номерĕ кăтартма та тиврĕ. Палăртмалла: асăннă конкурса чăваш чĕлхине упраса хăварас, пултаруллă вĕрентекенсене тупса палăртас, тăван чĕлхе учителĕсен сумне ӳстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Педагогсен ăсталăхне хаклакансенчен пĕри, Елена Перепелкина, çак конкурсра мала тухнисен çĕршыв шайĕнче те палăрма май пуррине каларĕ. — Çак тупăшу чи пултаруллисене асăрхама май парать. Сăмахран, Александр Степанов пирки нумайăшĕ илтнĕ-тĕр. Пĕлтĕр Людмила Николаева çĕнтерчĕ. Пирĕн ачасен пуласлăхĕ чăваш чĕлхине кам тата мĕнле вĕрентнинчен питĕ нумай килет. Ача чăвашла калаçса каясси, паллах, çемьерен пуçланать. Анчах та шкул тӳпи те пысăк — ача мĕнле вĕрентнине кура хавхаланать, тăван чĕлхене хисеплет, — терĕ вăл. Вĕрентекенсем конкурспа килĕшӳллĕн иртекен занятисене Тăван çĕршыв темине тĕпе хурса йĕркелерĕç. Сăмахран, 62-мĕш шкулта 30 ытла çул вăй хуракан Нина Егорова ачасене Чăваш Ен тата унта пурăнакан халăхсем пирки каласа кăтартрĕ. Урока чăваш юррисемпе, сăввисемпе тата видеороликсемпе пуянлатрĕ. Чăваш Енĕн гербĕ çинче мĕнле кайăксене сăнланă? Чăваш Республикинчи театрсенчен хăшĕ чи асли? Кăсăклă çак тата ытти ыйтăва ачасем пĕрле 4-мĕш лицей вĕрентекенĕ Альбина Ильина йĕркеленĕ класс сехетĕнче хуравларĕç. Заняти «Своя игра» телевăйă евĕртерех иртни пушшех кăсăклă пулчĕ. <...>
Александра СИДОРОВА.
♦ ♦ ♦
«Хам валли анне тупрăм»
Кирек кам хăнана пырсан та ăна сĕтел хушшине лартса тутлă апатпа сăйламасăр кăларса ямасть 86 çулти Галина Лукьянова. Чи кирли — çыннăн выçă çӳремелле мар. Унăн выçлăха чăтса ирттерме тивнĕ-çке-ха. Ленинградра çуралнăскер ашшĕпе амăшне вуçех астумасть — амăшĕ выçăпа вилнĕ, ашшĕ вара, çар çынни пулнăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă. Виçĕ çула та çитмен Галя хăр тăлăха юлнă. Вăрçă ачи пуçарнă калаçăва сывламасăр итлерĕм.
«Ĕнер те, паян та çывăрать…»
— Пĕррехинче анне çывăрма выртрĕ те вăранмарĕ. Çывăрать те çывăрать. Эпĕ, пĕчĕкскер, ним ăнланман ĕнтĕ. Ун чухне çакăн пек лару-тăру тăтăшах пулнăран хваттерсене тĕрĕслесе çӳрекен ятарлă бригада пулнă Ленинградра. Вĕсем тăлăха юлнисене ача çуртне илсе кайнă. Килсене пырсан ачаран ашшĕ-амăшĕ ăçта пулни пирки ыйтнă. «Ав анне çывăрать», — тенĕ пĕчĕкскерсем. «Нумайранпа çывăрать-и?» — кăсăкланнă бригадăрисем. «Ĕнер те, паян та, питĕ нумай çывăрать», — каласа кăтартнă пепкесем. Çапла, пирĕн аннесем вырăн çинчен тăраймасăрах çут тĕнчерен уйрăлнă. Эпĕ те ача çуртне лекнĕ, мана та тăлăх шăпи кĕтнĕ. Унта Витя ятлă арçын ача пурччĕ, эпĕ пĕрмай ăна алăран çавăтса çӳреттĕм. Унăн нимĕнле документ та пулман, ятне çеç пĕлеттĕмĕр. Çавăнпа ача çуртĕнче ăна Неизвестный хушаматпа çыртарчĕç. Манăн хăть медицина карточки пулнă. 1942 çулта ача çуртне Владимир облаçне эвакуациленĕ. Эпир питĕ выçă, имшеркке пулнă, шăм-шакпа тир çеç юлнă-тăр. Черченкĕ кĕлетке çинчи пуç тем пысăкăш пек курăнатчĕ. Хамăр çине пăхма та хăрушăччĕ. Унччен те, эвакуаци хыççăн та ача нумай вилчĕ. Апат тӳрех нумай çиме юраманран-тăр пăтта пĕр ывăç çине хурса паратчĕç. Пĕррехинче эпир картише уçăлма тухнăччĕ. «Ачасем, килĕр-ха кунта. Çак хĕрарăм сирĕн аннĕр пулма пултарать», — терĕ воспитательница. Унпа пĕрле палламан хĕрарăма асăрхарăмăр. Вăл Тома ятлă хĕрачана илме пынă иккен. Анчах эпĕ правуртарах пулнă. Анне Анна Щербакова кайран çапла каласа кăтартатчĕ: «Эсĕ ыттисене тĕке-тĕке мала тухрăн та ман пата пытăн. Имшерккескер, кĕсйӳнтен кăшланă купăста çулçи курăнатчĕ. Кайран чĕрçи çине хăпарса ларса мăйран ыталарăн та ыттисене çапла каларăн: «Ку — манăн анне!» — терĕн». Çапла, хамăн аннене хамах тупрăм. Ăна тӳрех «анне» тесе чĕнме пуçланă. Мĕнлерех лайăх, ырă кăмăллă çынччĕ вăл! Хăй те йывăр шăпаллă пулнă, тăлăх çитĕннĕ. Хăй вăхăтĕнче унăн çемйине кулак тесе айăпласа Çĕпĕре ăсатнă, ашшĕпе амăшĕ унтан таврăнайман. Вăл маншăн нимĕн те хĕрхенместчĕ, юлашки çăкăр татăкне пама хатĕрччĕ. Эпĕ пуринчен лайăхрах тумланаттăм. Иксĕмĕр Владимир облаçĕнчи Мстера поселокĕнче анне ĕçлекен клеенка фабрикин общежитийĕнче пурăнтăмăр. Вăл маншăнах качча тухмарĕ. Евчĕ яма тăтăшах килетчĕç. Çитĕнсен унран мĕншĕн çемье çавăрманнине ыйтсан çапла хуравлатчĕ: «Мĕнле-ха качча тухăттăм? Ют арçын сана мĕнле йышăннине пĕлме çук- çке». Вăл маншăн çеç пурăнчĕ. Мана тăван тĕпренчĕкĕ пекех юрататчĕ. Анне манăн тăван аттене шыраса тупасшăнччĕ. 1945 çулта эпир Узбекистана кайрăмăр, унта вунă çул пурăнтăмăр. Кайран, Мстера поселокне таврăнсан, çурт лартма пикентĕмĕр. Ăна вăрман уйăрса пачĕç. Йывăрпа пулин те пӳрте лартрăмăрах. ГЭС тунă çĕрте тăрăшнă Шкул хыççăн, 16 çулта паспорт илсен, анне мана поселокри кондитер фабрикине вырнаçтарчĕ. Виçĕ çултан вăл хупăнсан Вязники хулинчи çип арламалли фабрикăна ĕçе кĕтĕм. Унта ман пек тăлăх çамрăк нумайччĕ, эвакуациленнисем ĕнтĕ. Çитĕннисемпе пĕр тан сакăр сехет, каçхи сменăра та тар тăкаттăмăр. Пĕррехинче хĕрсене комсомол путевки илме, тĕрлĕ хулари пысăк стройкăсене хутшăнма сĕнтĕм. Шăпах ун чухне çерем уçма пуçларĕç. Горький-Мускав хулине çыхăнтаракан чукун çула электрофикацилесе электровоз çӳретме пуçласшăнччĕ. Пиллĕкĕн путевка илтĕмĕр. Пире чаплă çынсем пек оркестрпах ăсатрĕç. Ятарлă автобус уйăрса пачĕç. Çапла Владимир хулине çитрĕмĕр, чукун çул çинче ĕçлерĕмĕр. Тĕрлĕ хулана çӳреттĕмĕр. Кировра командировкăра чухне ташă каçĕнче пулас мăшăрпа Сашăпа паллашрăм. Вăл Чулхула облаçĕнченччĕ. Тем вăхăтран пĕрлешрĕмĕр. Мăшăра анне патне кайса çурта йĕркене кĕртме пулăшма сĕнтĕм. Вăл килĕшрĕ. Çĕнĕ çурта пурăнма юрăхлă турăмăр. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Арçынсем те... депиляци тутараççĕ
«Арçыннăн упăтерен кăшт çеç илемлĕрех пулмалла», — тетчĕç унччен. Паянхи кун ку сăмахсене пăрахăçлама вăхăт çитрĕ-тĕр. Халĕ йĕкĕтсем те хĕрсенчен кая мар хăйсене пăхаççĕ — маникюр тăваççĕ, çӳçне арçынсен салонĕнче кастараççĕ тата… депиляци тутараççĕ. Урăхла каласан, çан-çурăмне çăмран тасатаççĕ. Мĕн хистет-ха вĕсене çынна курăнман вăрттăн вырăнсене тирпейлеме? Çак ыйтуран пуçларăм та калаçăва арçынсене депиляци тăвакан мастерпа Надежда Николаевăпа.
Хумханаççĕ, тарлаççĕ…
— Клиентсен ман пата килмелли пĕрремĕш сăлтав, хăйсем ăнлантарнă тăрăх — гигиена. Кĕлеткен кирек хăш пайĕ çинче те ӳт яка та таса пулни вĕсен савнийĕсемшĕн, мăшăрĕсемшĕн те кăмăллă. Депиляци тутаракансенчен ытларахăшĕ авланнă, çемьеллĕ. Хăшĕпĕри çан-çурăмне арăмĕ сĕннипе тирпейлеме килет. Темиçе вырăна кăна мар, пĕтĕм кĕлеткине тасаттаракан та пур. Ман патран телейлĕн, тав туса тухса каяççĕ. Мĕншĕн арçынсемпе кăна ĕçлетĕпха? Вĕсене ăнланма çăмăлрах. Ку эпĕ арçын ачасемпе çитĕннипе те çыхăннă-тăр — футбол вылянă, хĕрачасенчен шăл йĕрнĕ… Хĕрарăмсемпе танлаштарас тăк, арçынсем лăпкăрах, чăркăш мар.
— Клиентсене ăçтан тупатăр?
— Интернетра депиляци тăвасси пирки пĕлтерӳ патăм та… вара шăнкăравсем килме пуçларĕç. Клиентсене килтех йышăнатăп, пĕр пӳлĕме ĕç валли йĕркелерĕм. Малашне харпăр студи уçас кăмăл пур. Пĕрремĕш клиентпа икĕ сехет ытла аппалантăм — хулайĕнчи тата хырăмран аяларахри вырăна, купарчине депиляци турăм.
— Хăвăра çак самантра мĕнле туйрăр?
— Йĕркеллех. Аванмарланман. Ку ĕçе суйланă чухне хама мĕн кĕтнине пĕлмен мар эпĕ. Маншăн ĕç кăна вăл. — Клиентăн сирĕн умăрта хывăнмалла вĕт-ха…
— Çапла. Нумайăшĕ вăтанать, хăйне ирĕклĕн тытаймасть, хутланса выртать. Ытлашшипех хумханнăран тар та тапса тухать вĕсен. Лăпланмашкăн пӳлĕмре илемлĕ кĕвĕ янăрать, кирлĕ тĕк — калаçу пуçаратăп. Вĕсем çемйи, ачисем пирки каласа кăтартаççĕ.
— Хăш ӳсĕмри арçынсем ытларах килеççĕ?
— Чылайăшĕ 35-40 çулсенче. Çамрăкраххисем те пур. Чи аслă клиент 60 çултаччĕ. Вăл япăх утнăран мана хăй патне чĕнсе илчĕ, эпĕ клиентсем патне те тухса çӳретĕп. «Çур çул каялла арăмран уйрăлтăм. Халĕ хама йĕркене кĕртме шутларăм», — каласа кăтартрĕ вăл. Ун чухне пуçласа депиляци тутарчĕ, вăхăт иртсен тепĕр хут саккас пачĕ. Процедурăпа кăмăллă юлчĕ.
— Хăвăр пирки те тĕплĕнрех пĕлес килет.
— Элĕк округĕнчи Ишпарайккă ялĕнче сакăр ачаллă тулли çемьере çуралса ӳснĕ эпĕ. Шел, пĕр пичче халĕ ку тĕнчере çук. Тольяттире ĕçлетчĕ. Черетлĕ хут вахтăна вĕçлесен вăл, яла таврăнма хатĕрленнĕскер, шыва кĕме кайнă. Çавăн чухне путса вилнĕ... «Юлашки хут кайса килетĕп те…» — терĕ ун чухне. Чăннипех юлашки хут пулчĕ. Атте 24 çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, анне пурăнать. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе дояркăра вăй хучĕ. Атте комбайнерччĕ, каярахпа пилорамăра, арманçăра ĕçлерĕ. Çывăх çынсене кура-ши эпир те нумай ачаллă пултăмăр, пурте çемьеллĕ. Эпĕ виçĕ хĕр пĕрчине пĕчченех çитĕнтеретĕп. Пĕрре те качча тухман. Тĕрĕссипе, шур пĕркенчĕк тăхăнма нихăçан та ĕмĕтленмен. Ачасене вара хам валли çуратрăм, манăн тĕллев çавăн пек пулнă. Халĕ тинех, 42 çула çитсен, ЗАГСа çитме пиçсе çитрĕм, унта туй кĕпи тăхăнсах кайма шухăшлатăп /йăл кулать/.
— Ачана пĕччен ура çине тăратасси хăратмарĕ-и?
— Пĕрремĕш хĕрĕме çуратас умĕн пухнă укçа пурччĕ, çавăнпа пăшăрханмарăм. Хăй вăхăтĕнче Мускавра ĕçленĕ те. Аслă хĕр пĕрчи унтах кун çути курчĕ. Пытармасăр каласан, мана, чунпа çирĕпскере, хамран вăйлăрах арçынна тупма йывăр. Пĕрремĕш юрату пулнă-ха, пĕр класра вĕреннĕ качча саваттăм. Анчах унпа пĕрлешеймерĕмĕр. Шупашкара ĕçлеме кайсан ăна вĕлерчĕç… Чĕре суранĕ ытла та тарăн пулчĕ, тек никама та юратаймарăм. <...>
Александра СИДОРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать