Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 3 (6554) № 30.01.2025
«Пирĕншĕн çăкăр пурнăç хакĕпе танлашнă»
1941 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем Ленинграда блокадăна илнĕ. 872 кунпа çĕр хула тамăкра пурăннă. Çынсем выçлăха, сивве чăтнă... Фашистсем хула çине бомбăсем пăрахнă… Блокада пин-пин шăпăрлана хаваслă ачалăхсăр хăварнă. Çынсем выçса, шăнса вилнĕ. Ленинграда нимĕç фашисчĕсем çавăрса илнĕ чухне Наталия Крюковская 3 çулти ача пулнă. Нумай çул иртнĕ пулин те вăл çав хăрушă вăхăта ĕнерхи пекех астăвать.
Выçлăха чăтса ирттернĕ
Наталия Крюковская 1938 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче Ленинград хулинче Василеостров районĕнче çуралнă. Ачалăхĕ питĕ йывăр килни те, выçлăха чăтса ирттерни те Наталия Сергеевнăн ырă та ăшă кăмăлне хытарман. Вăрçă вăхăтĕнче унăн амăшĕ çар госпиталĕнче ĕçленĕ. Ашшĕ Ленинграда хӳтĕлеме хутшăннă та хыпарсăр çухалнă. Килте пиллĕкĕн юлнă: кукамăшĕ, амăшĕ, инкĕшĕ Тамара, Наталия тата унăн 6 çулти пиччĕшĕ. Хăлхи илтмен, калаçайман инкĕшĕ йывăрлăха нумай чăтайман — вăрçă пуçланнă çулах пурнăçран уйрăлнă. Аслисем ĕçленĕ вăхăтра ачасене кукамăшĕ пăхнă. «Нимĕçсем хула çине каçхине те, ирхине те бомбăсем пăрахатчĕç. Вĕсем çĕр çине ӳксе сирпĕнсен пирĕн чӳрече карри силленетчĕ. Çар самолечĕсен сасси халĕ те хăлхара янăрать», – аса илме пуçларĕ Наталия Крюковская. Анчах пуринчен те ытла выçлăх унăн асĕнче юлнă. Ун чухне вĕсемшĕн кашни çăкăр тĕпренчĕкĕ хаклă пулнă, çавăнпа Наталия Крюковская паянхи кун та апат-çимĕçе перекетлĕ тытать, ăна хисеплет. Çăкăра хакламаннине, ăна пăрахнине курсан унăн чунĕ хурланать. «Шкулта вĕрентнĕ чухне çăкăр татăкĕсене пенине час-часах кураттăм. Çакă пăшăрхантаратчĕ. Пирĕншĕн, вăрçă ачисемшĕн, çăкăр пурнăç хакĕпе танлашнă», — терĕ вăл. Блокадăра пурăннă чухне вĕсем çăкăр валеçессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Кунне 125 грамм… Нумай мар вăл, анчах нумай çын пурнăçне çăлнă. Ачасем выçă пулсан та, тем пек çиес килсен те çыннăн çăкăрне туртса илмен. Наталия Крюковская вăрçă вăхăтĕнче амăшĕ çемьере камăн миçе грамм апат çимеллине çырса пынă хутсене халĕ те упрать. Кукамăшĕ калани халĕ те унăн асĕнчен тухмасть: «Алăк çывăхĕнче тăрăр, ан хускалăр». Бомба пăрахнă вăхăтра мачча каштисем хăйсем çине ӳкесрен сыхланма вĕрентнĕ вăл мăнукĕсене. Чăваш Енре хӳтлĕх тупнă 1942 çулта Василеостров районĕнче пурăнакансене чи малтан эвакуацилеме пуçланă. Çав çулах утă уйăхĕнче Наталийăсен çемйи Ладога кӳлли урлă каçнă, вĕсене Чăваш Ене илсе килнĕ. «Кӳлĕ урлă каçнă чухне кукамайпа анне пиччепе иксĕмĕре хăйсен кĕлеткипе хупласа пычĕç. Пире тăшман бомбинчен хӳтĕлес тенĕ ĕнтĕ вĕсем», — малалла калаçрĕ кинемей. Ладога урлă каçсан вĕсене пуйăса лартнă. Çавăн чухне Наталия кăвак куçлă хĕрача юлашки вăйне пухса амăшне пуйăса хăпарма пулăшнине курнă. Çак самант 3-ри Наташăн асĕнче нихăçан çухалмасла çырăнса юлнă. Чăваш Ене çитсен вĕсем Шорчекассинче пурăнма пуçланă. 1943 çулта Наталийăн амăшĕ тепĕр хут качча тухнă. Кун хыççăн вĕсем Кӳкеçе куçса килнĕ. Вăрçă пĕтсен, 1945 çулта, Наталья пĕрремĕш класа кайнă. Унта 10 класс вĕреннĕ. Кайран И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Диплом илсен тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ: Канаш районĕнчи Сиккасси шкулĕнче, Кӳкеçри интернат шкулта воспитательте, каярахпа унтах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çатракассипе Лапсар шкулĕсенче те вăй хунă, Кӳкеçри 1-мĕш шкулта тата Кӳкеç лицейĕнче учительте тăрăшнă. 1999 çултанпа вăл — тивĕçлĕ канура. Унăн ĕç стажĕ — 40 çул. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Артист пултарулăхне институтра мар, театрта вĕрентĕм»
Театр сцени çинче — 29 çул. Вăл выляман тата мĕнле роль юлнă-ши? Хĕр рольне калăплать-и, сцена çине карчăк пек тумланса тухать-и — кашнине чун витĕр кăларса куракансен чунне хускатать. Сăмах — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артистки, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Венера Пайгильдина пирки. Нумаях пулмасть 50 çул тултарнă ентешĕмĕр хыçа юлнă тапхăра аса илчĕ.
Çухату
«Эпĕ Элĕк районĕнчи Тури Татмăш ялĕнче кăрлачăн 7-мĕшĕнче, Раштавра, çуралнă. Çав çулах чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Михала кунĕнче, шăллăм çут тĕнчене килнĕ. Пĕр çулта икĕ ача çуратнă анне. Мĕн тери йывăр пулнă ăна. Кайран йăмăк çут тĕнчене килнĕ. Шăллăмпа шкула пĕрле кайрăмăр. Иксĕмĕрĕн пĕр портфельччĕ. Паллах, сумкине йăтаканни эпĕ пулнă. Кайран каласа панăччĕ кун пирки: шăллăмпа класа кĕрсе тăнă, вĕрентекен ăна — малти парта хушшине, мана кайрине лартасшăн пулнă. «Эпир пĕрле», — тенĕ эпĕ ăна алăран тытса. Кайран шăллăма та сумка илсе пачĕç. Вăл ăна шкулта пĕр вĕçĕм манса хăваратчĕ. Аппăшĕ йăтса çӳренине хăнăхнă-ха та. Анне Алевтина Сорокина колхозра ĕçленĕ, атте Иван Сорокин шофер пулнă. Вăл ларса курман техника çук. Анне пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа чылай çул иртрĕ, 39 çулта çĕре кĕчĕ. Усал шыçăпа 9 çул кĕрешрĕ. Шел, парăнтараймарĕ. Эпĕ ун чухне 18-таччĕ. Тĕрĕссипе, çав юлашки 9 çулта аннесĕр пурăнтăмăр темелле. Вăл пĕрмай больницăра выртатчĕ, кăштах çăмăллансан киле яратчĕç. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче 1-мĕш курса вĕренсе пĕтерсен çуллахи каникула яла килтĕм. Аннен юлашки кунĕсем пулнине атте пĕлнĕ-ха ĕнтĕ. Эпир, ачасем, вăл сӳнсе пынине курсан та ĕненесшĕн пулман. Пĕрремĕш курса лайăх паллăсемпе вĕçленĕччĕ те киле савăнăçлă пырса кĕтĕм. Аттене каласа кăтартрăм, унтан анне патне пытăм. Пăхатăп: ăна япăх. Ытти чухне ăна больницăран кăшт лайăхлансан илсе килетчĕç. «Мĕншĕн вăл килте?» — ыйтрăм аттерен. «Больницăра юсав ĕçĕсем пуçланнă, тусан вĕçет, сăрă шăрши кĕрет, çавăнпа илсе килтĕм», — терĕ. Ĕнентĕм. Ăна киле вилме янă иккен. Аннене пытарсан килте атте йăмăкпа юлчĕ. Эпир шăллăмпа хулара вĕренеттĕмĕр. Йăмăка йывăр килчĕ паллах, хуçалăхри чылай ĕç ун çине тиенчĕ. Кайран атте киле хĕрарăм илсе килчĕ. Эпир хирĕçлемен. Атте çамрăк пулнă, 40 çулта кăна. Йĕркеллĕ çын кăна килтĕр тесе шухăшланă. Тавах Турра, Люся аппа питĕ маттур: аттене пăхать, кил- çурта тытса пырать, пире кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатса ярать. Пирĕншĕн анне пек пулма тăрăшать. Шел те, çулталăк каялла йăмăка та пытартăмăр. Ăна та çав усал чирех пĕтерчĕ. Нумай асапланчĕ, 4 ача юлчĕ. Шкулта юрлама-ташлама юрататтăм. Ялта спектакльсем лартатчĕç, унта хутшăнкалаттăм. «Венера, артистка пулăн», — тетчĕç. Анчах хам артиста каясси пирки нихăçан та шухăшламан. Ун пекки çинчен ĕмĕтленме хăюлăх та çитмен. Кам пулас килнине пĕлместĕм. Астăватăп-ха: яла «Анне ăшши» спектакльпе килчĕç. Валерий Молодцыгин артист «Вăт параç! Вăт параç!» тесе вылянине пăхса хамăн та кăсăклану çуралнине туйрăм. Ача чухнех темĕнле туртăм пулнах-тăр: тĕкĕр умне пырса хама сăнама юрататтăм. Кулсан, макăрсан пит мĕнле улшăннине сăнаттăм. Хăш чухне йĕнĕ чухне юри тĕкĕр патне пыраттăм. Музыка училищинче вĕреннĕ чухне Çамрăксен театрне лекесси пирки шухăшлама та пултарайман. Специальноçсене пайланă чухне Зоя Ярдыкова патне лекрĕм. Пӳлĕме кĕрсе тăтăм. Куçлăх тăхăннă хĕрарăм тӳп-тӳрĕ ларать. «Ну, каласа пар: кам эсĕ, ăçтан», — терĕ. Каласа кăтартрăм. Итлерĕитлерĕ те куçлăх çийĕн пăхса: «Сана театра сутатăп-ха», — терĕ. Ой-ой, хăш театра, мĕн хакпа сутаççĕ-ши мана тесе аптăрарăм. Зоя Дмитриевна хуллен-майĕпен мана хатĕрлеме пуçларĕ, çак çул çине илсе çитерчĕ. 4-мĕш курсра Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне часовик пулса çӳрерĕм. Унта та юлма пулатчĕ, анчах театра суйларăм. Троллейбусри паллашу Училище пĕтерсен çулталăкран качча кайрăм. Пулас упăшкапа троллейбусра паллашрăм. Хăнана кайсан çĕр «Эй: Венера артисткăра тем сиккелет: тем ташлакалать? Çамрăк в.т»: – тетч. атте выртмалла юлнăччĕ, тепĕр кунхине училищĕне кайма тухрăм. Шартлама сивĕччĕ, транспорт пĕр вăхăт пулмарĕ, нумай кĕтрĕм. Кайран троллейбуса хирĕнсе кĕрсе тăтăм. Ман умра икĕ каччă ларатчĕ. Халăх лăк тулли, çак каччăсем çине сулăнса кайкаларăм пулмалла. Пĕри ман çине пăхса илчĕ те калаçма пуçларĕ, хăйĕн вырăнне лартрĕ. Сăмах çине сăмах… Тĕл пулма сĕнчĕ. Çук тееймерĕм. Училищĕре концерт пулмаллаччĕ, çавăнта пырса курма чĕнтĕм. Хам çапла каланă та манса кайнă. Каччă вара манман. Пычĕ. Çапла Пашăпа туслашрăмăр, кинона çӳреме пуçларăмăр. Çулталăк çурăран пĕрлешрĕмĕр. Упăшка — Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Çĕнĕ Ирчемесрен. Çемье çавăрсан хваттер тара илсе пурăнтăмăр, ача çуратрăмăр. Кайран упăшка ĕçрен пулăшнипе пӳлĕм илчĕ. Общежитире самай пурăнтăмăр. Пурăна киле пĕлĕшĕ мăшăра Шупашкар округĕнчи Çĕньялта пӳрт сутнине пĕлтернĕ. Кайса пăхрăмăр. Пӳрт хыçнелле тухрăм та хурăнлăх курăнса кайрĕ. Мĕн тери хитре! Пӳртне çĕнĕрен тумаллаччĕ паллах, анчах чун канăçлăхĕшĕн çак яла пурăнма куçас терĕмĕр. Аслă хĕрĕм Василиса качча кайнă ĕнтĕ, Шупашкарта пурăнаççĕ. Кĕçĕнни Варвара вĕренсе пĕтерчĕ. Нихăшĕ те ман çулпа каймарĕç. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Çĕр улми кăларнă чухне те мана юрлаттаратчĕç»
Чăваш чĕлхине, йăлине ачаран юратса ÿснĕ çын кирек ăçта кайсан та — Мускава-и, Магадана-и, — чăвашах пулса юлать. Татьяна Суханова пирки те çакнах калама пулать. Унпа малтан Тула облаçĕнчи Александровка ялĕнче курнăçрăм, унтан — Мускавра.
Пĕртăванĕсенчен юлман
— Татьяна, эсĕ — Мускаври чăвашсен культура обществи çумĕнче йĕркеленнĕ «Ентеш» фольклор ушкăнĕн хастар юрăçи. Телей шыраса Чăваш Енрен тухса кайнăранпа чылай çул пулать. Хăвăнпа паллаштар-ха.
— Эпĕ Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнче кун çути курнă. Унта 18 çулччен пурăнтăм.
— «Пиçсе çитнĕ» хĕр пулсан Мускава çул тытнă эсĕ. Мĕншĕн?
— 1988 çулччĕ ун чухне. Мускавра манăн пĕртăвансем тĕпленнĕччĕ. Аппасем Люба, Валя тата тете Василий. Вĕсенчен юлас килмерĕ. Ир качча тухрăм, 17 çултах хĕр çуратрăм. Мускавра ун чухне ĕçе кĕме лимитчĕ. Ниçта та вырнаçаймарăм. Аслисем сĕннипе Мускав облаçĕнчи хуласенче ĕç шырарăм. Унта ĕçе кĕме йывăрччĕ. Çапла Тула облаçне çитрĕм, дояркăна вырнаçрăм. Манăн ачана ура çине тăратмаллаччĕ, унран çын тумаллаччĕ. Колхоз çурт пачĕ. Ерипен хамăн ĕçе юратма пуçларăм, çак пурнăçа хăнăхса колхозрах пурăнса кайрăм. Çав çулсем никамшăн та çăмăл пулман. Веçех талонпа паратчĕç. Лавккасенче япаласем тупса илме çукчĕ. Çапах хуçăлса ӳкмен. Кӳршĕаршăпа лайăх пурăннă. Мĕн пуррине çурмалла пайланă, выçă ларман. Ĕне, сыснасем усраттăм, чăх-чĕп, хур-кăвакал картиш тулличчĕ. Хама телейлĕ çын тесе шухăшлатăп. Пурăна киле çемьере йыш хушăнчĕ, ывăл çуралчĕ. Аннене ача пăхма тесе хам пата илсе килтĕм. Мăшăрпа кил хуçалăхне тытса пытăмăр. Аша тăварлаттăмăр, холодильника тин пусса тирпейленĕ какайпа тултараттăмăр. Кĕр çитсен кашни кун тенĕ пек кăвакал пусаттăмăр. Çĕршывра йывăр лару-тăру пулсан апатран аптăраман. Эпир чăвашсем вĕт.
— Кăвакалĕсемпе чăххисене кам пусатчĕ вара?
— Хамах. Упăшка пуртă тытма хăратчĕ. Пурăнас тесен тем те тума вĕренĕн. Çав тапхăрта колхозра стройка ĕçĕсем пуçланчĕç. Магаданран килнĕ строительсем пирĕн тăрăхра çурт-йĕр тума тытăнчĕç. Эпĕ шалу лайăх илес тесе стройкăна куçрăм. Бухгалтера вĕрентĕм. Çулталăкран ку ĕçе пăрахрăм. Ун чухне бухгалтерсене 120 тенкĕ тӳлетчĕç. Штукатур-маляра куçрăм. Вĕсен ĕç укçи 500 тенкĕччĕ. Тинех çемьере укçа çитсе пыма пуçларĕ. Магадан курма тесе пуçлăхсем мана 10 кунлăха отпуска ячĕç. Ку хулана чунпа килĕштертĕм. Яла таврăнсан 10 кунра пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе сутрăм та ачасене пуçтарса Магадана тухса кайрăм.
— Кур-ха, еплерех хăюллă эсĕ…
— Çурта сутмарăм. Килсе çӳреме пултăр терĕм. Магадана çитсенех пĕр пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Нумай шухăшласа тăмарăм, кăштах укçа хушса ăна 2 пӳлĕмлĕ хваттерпе улăштартăм. Унта стройкăра 7 çул ĕçлерĕм.
— Алăпа пулă тытаттăмăр тени тĕлĕнтерчĕ.
— Çапла. Охотск тинĕсĕ хĕрринче тытаттăмăр. Ытларах — мойва, кета, горбуша. Пĕр витре ним мар тулатчĕ. Пулăран тем тĕрлĕ апат та хатĕрлеме хăнăхрăм. Унта çут çанталăк питĕ илемлĕ. Кăнтăрла вăрман хĕррине апатланма тухса лараттăмăр. Миххи-миххипе кăмпа пуçтарса тăварлаттăмăр, типĕтеттĕмĕр. Çулла çиллĕ пулнипе çӳхе курткăпа çӳреттĕмĕр. Хĕрĕм хореографа вĕренчĕ. Ывăл баян калама хăнăхрĕ. Хам хулари культура пурнăçне хастар хутшăнтăм. Хора юрлама çӳреттĕм.
— Шкулта вĕреннĕ чухне те сцена çинчен анман эсĕ.
— Пирĕн атте маттур. Вăл гитара, баян, тăмра каланă. Нотăсене пĕлмен пулсан та кĕвве лайăх туйнă. Аслă тете Василий та музыка инструменчĕсене аван калама хăнăхнă. Анне аттерен 5 çул аслă пулнă. Вĕсем пĕрлешсенех аттене салтака 3 çуллăха илсе кайнă. Ун чухне салтак арăмĕсене çурт лартма йывăç панă. Анне хуралтă çавăрмалла тесе атте таврăннă çĕре мĕн кирлине веçех хатĕрлесе хунă. Вăл килсен çурт çĕкленĕ.
— Арçынсем ывăл кĕтеççĕ пулсан та хĕрĕсене ытларах юратаççĕ пуль. Хăть мĕн кала та, анчах каччă авлансан ытларах мăшăрĕ енне сулăнать. Хĕр вара кĕрӳ илсе килет.
— Атте мана питĕ юратнă. Эпĕ 5 ачаран чи кĕçĕнни. Çывăх çыннăмсем килте кăçатă йăваласа Буинск пасарне кайса сутатчĕç. Сурăхсем тытаттăмăр. Кăçатă йăвалас ĕçе пире те хутшăнтаратчĕç. Çемйипех кĕнеке вулама кăмăллаттăмăр. Ытларах эпĕ вулаттăм. Сĕтел тавра ларса пурте мана тимлĕн итлетчĕç. Юлашкинчен тав туса алă çупатчĕç. Юрласа та параттăм. Çĕр улми кăларнă чухне кӳршĕсем те пулăшма каçатчĕç. Мана ĕçлеттерместчĕç, юрлаттаратчĕç. «Как родная меня мать провожала» тесе пĕр пахча шăрантараттăм.
— Татьяна, епле телейлĕ эсĕ: ача чухне сана музыка педагогĕ Геннадий Борисов юрлама вĕрентнĕ.
— 4-мĕш класра Патреккел шкулне çӳреме тытăнтăм. Музыка предметне ун чухне хăй сăвă шăрçаласа чылай юрă кĕвĕленĕ Геннадий Борисов вĕрентетчĕ. Сасса тĕрĕс лартрĕ. Паянхи кун та ăна аса илсен чунчĕре хавхаланать. Атте пӳрт умне купăспа тухса ларатчĕ те, пĕтĕм кӳршĕ ăна итлеме пухăнатчĕ. Çамрăксем пирĕн пӳрт умĕнчех ташласа ӳсрĕç. Атте кирпĕч заводĕнче кочегарта вăй хуратчĕ. Ăста платникчĕ. Анне ĕмĕрĕпех колхозра вăй хунă. Чĕкĕнтĕр пайне илетчĕ. Ах тур, пысăкчĕ. «Анне, ун чухлĕ ан ил-ха, çу каçипе уй-хирте ĕçлесе канса та кураймастпăр», — теттĕмĕр. 5-мĕш класран вĕренсе тухсан кирпĕч заводне ĕçлеме çӳрерĕм. Эх, кирпĕч хĕртекен кăмакасенче питĕ шăрăхчĕ, мунчари пекчĕ. Анне пире юратса пуçран ачашлатчĕ. «Эх, хĕрĕм, телейлĕ пул», — тетчĕ. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Центрта илнĕ пĕлӳ хĕрачан пурнăçне çăлма пулăшнă
Çамрăксен çарпа спорт хатĕрлевĕн «Воин» центрне Чăваш Енре РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшӳллĕн пĕлтĕр ака уйăхĕнче уçнă. Вăл — Раççейри 21 филиалтан пĕри. Центрта Тăван çĕршыва юратакан, ăна хӳтĕлес текен патриотсене хатĕрлеççĕ. Курсантсем центрта мĕн тума вĕренеççĕ-ха? Çак пĕлӳ вĕсене пурнăçра мĕнле пулăшса пырать?
Опытлă инструкторсем вĕрентеççĕ Центрта 14 çултан аслăрах çамрăксем çар ĕçне хăнăхаççĕ. Вĕренӳ темиçе уйăх пырать. Арçын ачасемпе пĕрле хĕрсем те çак курссене çӳреççĕ. Çамрăксене опытлă инструкторсем вĕрентеççĕ. Вĕсем ятарлă хатĕрленӳ курсĕ витĕр тухнă. Центр ĕçченĕсенчен чылайăшĕ — ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем. Инструкторсем шкулсене, техникумсемпе колледжсене, аслă шкулсене те çитеççĕ. Иртнĕ çулăн раштав уйăхĕ тĕлне 17 вĕренӳ организацийĕнче 1500 курсант хушма пĕлӳ илнĕ. Кăçал кăрлач уйăхĕнче тепĕр 700 курсант вĕренĕве пуçăннă. Ку йышра Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕн студенчĕсем те пур. Çак вĕрентӳ учрежденийĕ «Воин» центрпа иртнĕ çултанпах тачă çыхăнса ĕçлет. Инструкторсем çамрăксене занятисенче пилотсăр вĕçекен хатĕрсемпе ĕçлеме, пĕрремĕш пулăшу пама, пăшал салатса пуçтарма тата тĕл пеме вĕрентеççĕ. «Чи малтанах эпир занятисене виçĕ ушкăнра йĕркелес терĕмĕр. Халĕ вĕсен шутне ӳстертĕмĕр. Техникумра пурĕ 150 ытла студент çар пĕлĕвне илет. Паллах, ку пĕлӳ вĕсене пурнăçра кирлĕ пулĕ. Çынна çăлма, пĕрремĕш медпулăшу пама пĕлни пурнăçра питĕ кирлĕ», — пĕлтерчĕ Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕн директорĕн канашçи Оксана Кириллова. Павел Кнутов çак техникумра 1-мĕш курсра вĕренет. Вăл — пулас автомеханик. Пĕлтĕр çулла Павел «Воин» центр йĕркеленĕ «Çамрăк паттăрсен вăхăчĕ» çарпа патриотлăх сменине кайма питĕ ĕмĕтленнĕ. Кăçал вара «Воин» центрăн курсанчĕ пулса тăнă. «Çак центрта пĕлӳ илме сĕнсенех килĕшрĕм. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен çар темипе кăсăкланатăп. Мана çар форми яланах килĕшнĕ. Атте те хăй салтакра пулнă вăхăт пирки каласа паратчĕ. Ăна тимлĕн итлеттĕм. Вăл тинĕс пехотинче службăра тăнă. Эпĕ те унта лекме ĕмĕтленетĕп», — палăртрĕ студент. Вĕренме кĕме — 3 балл Курс вĕçленсен çамрăксене сертификат параççĕ. Ку документ аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне хушма 3 балл парать. Студентсем вĕренӳ çулĕ тăршшĕпех центрта пĕлӳ илĕç. Çулла вара кану лагерĕсенче çарпа патриотлăх сменисем иртеççĕ. Иртнĕ çулла унта 14-17 çулсенчи 700 ытла çамрăк хутшăннă. Кăçал та кану лагерĕсенче кун йышши сменăсем йĕркелеме палăртнă. Вĕренӳ тӳлевсĕр. Сменăна лекес тесен «Воин» центрăн «Контактри» ушкăнĕнче çырăнма пулать. Центрта 20 инструктор вăй хурать. Игорь Семенов инструктор-методист пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçлеме вĕрентет. Унччен вăл йĕрке хуралĕн органĕсенче вăй хунă. Хушма пĕлĕве вăл Тюменьри аслă шкулта илнĕ. «Пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçлеме 5 инструктор вĕрентет. Кашни кун тенĕ пекех эпир тĕрлĕ шкула çитетпĕр. Çамрăксемпе лекцисем ирттеретпĕр. Хăрушсăрлăх техникине пăхăнассине уйрăмах тимлĕх уйăратпăр. Пилотсăр вĕçекен хатĕрсемпе ăçта усă курма май пуррине каласа кăтартатпăр: ял хуçалăхĕнче, тĕрлĕ мероприятире, çар ĕçĕнче… Çавăн пекех техникăна юсама вĕрентетпĕр. Пирĕн патра каччăсем те, хĕрсем те вĕренеççĕ», — пĕлтерчĕ Игорь Владимирович. Унăн хĕрĕ София та «Воин» центрта ăс пухать. Вĕренĕве вăл нумаях пулмасть пуçăннă. Софийăна ытларах тактика медицини тата пилотсăр вĕçекен аппаратсен курсĕсем килĕшеççĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Кофе лайăх кăмăлпа пĕçерсен кăна тутлă пулать»
Эсир тин кăна хатĕрленĕ тутлă шăршăллă кофе юрататăр-и? Ăна сире хитре саппун çакнă йăл кулăллă каччă е хĕр тыттарсан епле кăмăллă вĕт! Паян сире хальхи вăхăтра модăна кĕрекен профессипе — баристăпа — паллаштарăпăр. Хăйĕн ĕçĕ çинчен пĕтĕм тĕнчери кофейньăсен паллă сетĕнче шеф-баристăра ĕçлекен Даниэль Сахабутдинов каласа кăтартма кăмăл турĕ.
Кам-ха вăл — бариста?
Бар сĕтелĕ хушшинче тăрса кофе хатĕрлекен специалист. Хăнасем вăл мĕн ĕçленине курма, сăнама, унпа калаçма пултараççĕ. Килекенсене вăл яланах хапăл. Бариста — вĕсем кăмăллă юлччăр тесе тăрăшакан уçă кăмăллă çын. Унăн тĕрлĕ енлĕ аталаннă специалист пулмалла: хăнасемпе калаçмалла, саккас йышăнмалла, чуна килĕшекен напитока суйлама пулăшмалла, хатĕрлемелле, пĕрчĕллĕ кофĕсем пирки каласа кăтартмалла, килте хатĕрлес текенсене сĕнӳ памалла, залри йĕркене тытса тăмалла. Чи пĕлтерĕшли — çынсен кăмăлне çĕклесси. Ĕçе вăл çур сехет малтан килет те кофейньăна уçма хатĕрленет. Оборудованисене çутать, кофе авăртмалли хатĕре эспрессо валли майлаштарать. Кун каçипе çынсене йышăнмашкăн кирлĕ япаласене хатĕрлет. Даниэль повар-кондитера вĕреннĕ. Çав вăхăтрах ĕçе те çӳренĕ. «Эпĕ вĕренекен техникумра баристăсен курсĕ уçăлчĕ те унта çырăнтăм. Мана ку професси тӳрех килĕшрĕ. Çавăнпах ĕçе вырнаçма шухăшларăм. 2021 çулхи ака уйăхĕнче халĕ эпĕ ĕçлекен çĕрте ваканси пурччĕ те стажировкăна килтĕм. Курсра кофе сфери пирки çиелтен кăна вĕрентетчĕç. Компани ĕçченсене хăй хатĕрлет. Опытсăррисене те илеççĕ, пĕтĕмпех тĕплĕн ăнлантараççĕ, кăтартаççĕ. Пĕр эрнене яхăн вĕрентнĕ хыççăн ĕçлеме тытăнтăм. Пĕтĕмпех килĕшрĕ. Ку манăн ĕç пулнине туйрăм», — палăртрĕ 21 çулти яш. Камсем бариста пулаймаççĕ-ха? Кĕлеткене, сăн-пите пăхса суйламаççĕ-и? «Çук паллах! Çыннăн хăйĕн ĕçлес кăмăлĕ пулмалла. Тата, чи кирли, çынпа калаçма пĕлмелле. Уçă чун, ырă кăмăл та кирлĕ», — терĕ Даниэль. Çынна юрамалли ĕç. Ку — йывăрлăхсенчен пĕри. Палламан çынпа пурте татти-сыпписĕр калаçма, чуна кăларса пама хатĕр мар. Вĕсен кăмăлне туймалла, диалог йĕркелеме яланах хатĕр пулмалла. Баристăн тĕллевĕ тутлă кофе пĕçересси кăна мар, хăнан кăмăлне çĕклесси те. Çынсем вара тĕрлĕрен. Кашнин чунне уçма уйрăм уçă кирлĕ. Хăшĕ-пĕринпе калаçнă хыççăн ывăннине туятăн, пуç ыратма тытăнать, тепринпе калаçсан вăй хушăнать… Даниэль каланă тăрăх, ĕçре пăтăрмах пулманпа пĕрех, лăпкăлăх хуçаланать. Кунта яланах тенĕ пек пĕр çынсем килеççĕ. Сăмах вакласси каччăшăн пĕртте йывăр мар, киленӳ кăна кӳрет ку. Вăл ĕçленине пăхса тăрсан та алли-ури çыхланмасть — хăйне çирĕп туять. Вăл хатĕрленĕ кофе хăнана килĕшсен, унăн кăмăлĕ çĕкленнине курсан, тутлă ĕçмешĕн тав тусан вара пушшех савăнать. Çакăншăн ĕçлеме те юрать. «Пирĕн патра ларса ĕçмелли вырăнсем те пур. Ирхине, ыйхă сирĕлсе пĕтмен чухне, килеççĕ те кофе ĕçсе уçăлаççĕ. Çын вăранать те палăртнă ĕçсене тума хаваслăн тухса чупать. Куна пуçламашкăн 100 проценчĕпех лайăх кăмăл парнелемелле», — терĕ бариста. Ĕçме тути мĕнрен килет? Чылай япаларан. Çапах чи пĕлтерĕшли — авăртакан хатĕре тĕрĕс ĕçлеттернинчен. Кофемолкăна пĕрчĕллĕ кофе сортне, сывлăш температурине, нӳрĕке кура хута яраççĕ. Кофе тути эспрессăна /вĕрекен шыва авăртнă кофе фильтрĕ витĕр пусăрăнтарса кăларни/ мĕнле хатĕрленинчен тата бариста ĕçĕнчен ытларах килет. Эспрессо 24-27 çеккунтра хатĕр пулать: 34-36 грамм тулать. Паллах, сехет çине пăхса тăраймăн, пĕтĕмпех туйăм шайĕнче пурнăçламалла. Баристăн алли шĕвексен температурине лайăх туймалла. Сĕте вĕрилентерсе ямалла мар сăмахран. «Кофĕне лайăх кăмăлпа пĕçермелле, вара тин вăл тутлă пулать», — тĕп вăрттăнлăха уçрĕ Даниэль. Ĕçме тутине кофе-машина витĕм кӳрет-и? Лайăх тата япăх машинăсем пулаççĕ-и? Чылай вăхăт усă куракан автомата та вĕçĕмех тĕрĕслеççĕ, тасатаççĕ, техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ — пĕтĕмпех лайăх ĕçлет. Кăлтăк тупăнсанах специалистсем килсе юсаççĕ. Кофе-машина та тĕрлĕрен пулать. Бариста ĕнентернĕ тăрăх, кирек епле машинăпа та тутлă кофе хатĕрлеме пулать. Е тата тем пек хаклă автоматпа ĕçлекен кофейньăра та, баристăн ăсталăхĕ çук тăк, напиток тути савăнтармасть. Хура кофе Американо, сĕтпе Флейт уайт… Даниэль çаксене юратать. Хăй кунне икĕ куркаран ытла ĕçмест. Напитока ытти заведенире те туянать. Ыттисем мĕнле ĕçлени, вĕсенчен мĕнпе уйрăлса тăни уншăн питĕ кăсăклă. Автор напитокĕсемпе те хаваспах паллашать. Кашни çĕрте тĕрлĕ пĕрчĕллĕ кофĕпе усă кураççĕ. Çавăнпа тути те расна. Ку тавара Ижевскран илсе килеççĕ. Унти завод пĕтĕм тĕнчипех производительсенчен тӳррĕн тырă /кофе пирки/ туянать, хăйĕн цехĕнче ăшаласа сутать. Даниэль ĕçлекен сетĕн кофейнисенче пĕрчĕллĕ кофе те сутаççĕ — туянса килте те хатĕрлеме пулать. Пĕрчĕллĕ çак культура Бразилин Суль-де-Минас регионĕнче ӳснĕскер — 100 процентлă арабика. Даниэль ĕçлекен компанире капинг /кофе пахалăхне тĕрĕсленине çапла калаççĕ/ иртнĕ. Тĕрлĕ сорта пĕçерсе кашнин тутине пахаланă. Пĕрчĕсем пăхма пурин те пĕрешкел — техĕмлĕхĕ, тути расна. Меню икĕ пайран тăрать: фирма тата çулталăк вăхăтне кура хатĕрлекен напитоксем. Тĕрлĕ сироп /топинг/ хушаççĕ: мăйăр, шăккалат, банан, ваниль, карамель… Суйламалăх пур. Даниэль классика напитокĕсене, пылаках маррисене, хатĕрлеме кăмăллать. Ĕне сĕчĕ вырăнне вăл ӳсен-тăран — кокос, миндаль, фундук — сĕткенне хушма кăмăллать. Вĕсене ятарласа бариста валли шухăшласа кăларнă. Ку кофĕпе лайăх шайлашать, тутине техĕмлетме пулăшать. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать