Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 1 (6552) № 16.01.2025
Кăмакана кĕрсе ларса тарлаççĕ
Мускавра пурăнакан Александр Таймаскин 33 çула çитсен этем çĕр çинче мĕншĕн пурăнни пирки пуç ватма тытăннă. Çак ыйтăвăн хуравне, икĕ çул каялла, 46-а çитсен, тинех тупнă: çут çанталăкшăн, Турăшăн, çынсемшĕн ырă ĕçсем туса пурăнассишĕн.
Офис ĕçĕ кăмăлне килмен
Александр Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕреннĕ. Ял хуçалăх енĕпе информаци службинче икĕ çул специалистра ĕçленĕ. 1999 çулта предприяти ăна квалификацие ӳстерме Мускава янă та каялла кĕтсе илеймен. Каччă çĕршывăн тĕп хулинчех пурăнма юлнă. Унти агрохолдингра ĕçе вырнаçнă. Тутар хĕрĕпе çемье çавăрнă, хĕр пĕрчи ӳстернĕ. Çиелтен пăхсан, пĕтĕмпех лайăх пек. Ăмсанмалăх та пур: лайăх çĕрте ĕçлет, мегаполисра пурăнать. Анчах Александрăн чунĕнчи лăпкăлăх çухалнă. Офис ĕçĕ ăна тăвăнтарнă. «Ку ман валли мар. Эпĕ — çутçанталăкăн пĕр пайĕ, технологисен тарçи мар», — кӳлешнĕ чунĕ. Ача чухне çутçанталăкра пулнă ырă самантсем — ашшĕ-амăшĕпе пĕрле похода кайни, Шупашкар районĕнчи Çĕньялти асламăшĕ патĕнче савăнни — куçĕ умне тухса тăнă. Вăл чунĕ мĕн ыйтнине шыраса тупса çав енĕпе вăй хума тĕв тытнă. Йăха тĕпчессинчен тытăннă. Тăванĕсемпе нумай калаçнă та çакна пĕлнĕ: мăн кукашшĕ те, мăн аслашшĕ те хурт-хăмăрçă пулнă. Акă мĕншĕн унра та çак туртăм çуралнă. Вара вăл та утарçăсен виçĕ уйăхлăх курсне кайнă. Килпе юнашарах ветеринар академийĕнче вĕренни уншăн питĕ меллĕ пулнă. Александр Шупашкарта ашшĕ-амăшĕн дачинче пыл хурчĕсем тытнă ĕнтĕ. Анчах унта вĕсене усрама меллех пулман. Ылтăн хурт кӳршĕсене чăрмантарнăран Çĕньяла илсе кайнă. Хăй аякра пурăннăран вĕсене лайăх пăхайман. Преподаватель занятире çапла калани унăн пуçĕнче тăрса юлнă: «Тахçан колхозсен пулнă утар вырăнĕсене илме тăрăшăр». «Мускавра ларсах интернет урлă кадастр карттине кĕтĕм. Асаттен тăван ялне — Муркаш районĕнчи Шашкара — шыраса тупас килчĕ. Çавăнтах 62 сотка лаптăк çинче «утар» тесе çырнине асăрхарăм», — каласа кăтартрĕ вăл. Унăн çав çĕре кайсах курас килнĕ. Кайран та пĕтĕмпех ăннă. Тĕрĕс çул-йĕр тытнине пĕлтернĕ ку. Район администрацийĕ çĕре сутма аукцион ирттернĕ. Унта шăпах Александр çĕнтернĕ. Ĕлĕк çав вырăнта пан улми сачĕ пулнă. Йывăçĕсем халĕ ватăлнă ĕнтĕ. Çапах çуркунне çеçкене лараççĕ. «Эпĕ ун пек хитре ял курман. Ик енĕпе — çырма, çăлкуç нумай. Электромагнит хумĕсем вăйлă кунта. Çавăн пек вырăнсенче чиркӳсем лартаççĕ», — терĕ çĕр хуçи. Пĕрле пыма килĕшмен «Мускавран яла пурăнма каясси пирки мăшăрпа калаçрăм. Хама пусахласа офиса ĕçлеме çӳретнĕрен сывлăх та хавшарĕ. Канмалли кунсене кĕтсе пурăннă эпĕ. Эрнипе пухăнса пынă «стреспа» кĕрешнĕ вара. Çут çанталăкшăн ĕçлес вырăнне эпир пуçлăха юрама тăрăшатпăр. Çавăнпа чун асапланать. Эрех-сăрапа айкашни, пирус туртни, усал ытти йăлапа туслашни ку сăлтавпа çыхăннă. Арăма каларăм: «Пирĕн суйламалла: компьютер умĕнче хама пытарас-и е чун туртнă çулпа каяс-и? Вăл манпа яла куçса килме килĕшмерĕ. Пирĕн çулсем уйрăлчĕç. Эпир çапах паянхи кун та лайăх хутшăнатпăр», — чунне уçрĕ арçын. Юрăхсăра тухнă омшаниксĕр пуçне утарта нимĕн те пулман. Ăна вăл юсаса хута янă. 490 метр кабель тăсса çутă кĕрттернĕ. Пурĕ 15 юпа, трансформатор подстанцийĕ лартнă. Ĕçшĕн хаклă ыйтман: 550 пин тенкĕ. Çĕрĕ те йӳнĕпех лекнĕ ăна. Анчах Александра унăн хакĕ мар, вăл тăван çĕр пулни ытларах савăнтарнă. Тахçанах çĕр туянас ĕмĕтпе пурăннăскер чикĕ леш енче те, Тверь облаçĕнче те, Крымра та лаптăксем пăхса хунă — ниçта та май килмен. Çĕнĕ вĕллесем, пыл хурчĕсен çемйисем туяннă вăл. Сада кивĕ туратсенчен тасатнă. Пан улми йӳçĕ ан пултăр тесе çамрăк хунавсене сыпнă. Çывăхри вăрманта çăка нумай — ку вĕлле хурчĕсемшĕн аван: пыл тутлă пулать. Шыва малтан çăлкуçран йăтнă, кайран пусă чавтарнă. «Çыннăн юн вылявĕ çуралнă вырăнти сывлăш хумĕсемпе пĕр килет. Çавăнпа ăна унта пурăнма çăмăлрах. Кунтах — тăвансем, пĕр юнлă çынсем. Вĕсем те, пускилсем те пулăшаççĕ. Малтанах эпĕ асаттен иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем патĕнче пурăнтăм. Омшанике юсасан унта куçрăм, икĕ хĕл каçрăм çавăнта. Ăна электричествăпа ăшăтма йӳнех марччĕ. Кайран мунча турăм та унта куçрăм. Мунча пăлтăрĕнче 5 çул пурăнтăм, ăна кăмака хутса ăшăтрăм. Кăмаки те манăн хăпарса выртма меллĕскер, çавăнта çывăрса пурăнтăм», — терĕ Саша. Пилĕк çул каялла вăл каркаслă пӳрт тума тытăннă. Нумаях пулмасть, Çĕнĕ çул умĕн, унта пурăнма кĕнĕ. Парк уçасшăн Малтанхи çулсенче Александра ялта пурăнма питĕ йывăр пулнă. «Пĕчĕккĕн хăнăхрăм. Хăвăрттăн юрамасть. Мускав хыççăн тăна кĕме виçĕ çул кирлĕ пулчĕ. Çынсене хăнăхрăм, шанма тытăнтăм. Ватă çынсем хулана «кăвайт» тесе ахальтен каламан. Унта чунсем çунаççĕ. Кăвайта вара пĕрмаях вутă пăрахса тăмалла. Çавăнпа çынсене хула илĕртет. Унта çуралса ӳснисен тăваттăмĕш ăрăвĕнче хĕсĕрлĕхпе аптăракансем пулаççĕ. Хула чунĕ çынсене хăйĕн патĕнчен йăпăр-япăрах кăларса ямасть», — çавăн пек тарăн шухăшлăн калаçрĕ Саша. Чунпа тасалмалли чи лайăх мел, унăн шухăшĕпе, мунча тата çутçанталăк. Ахальтен мар вăл ăслă пĕр çын каланине девиз вырăнне хурать: «Ачасене е хăвăра ырă тăвас тесен çут çанталăка илсе тухăр». Чун тĕрекне çухатнă этеме çутçанталăк, ваттисем парса тăракан вăй пулăшассине ĕненет вăл. Çичĕ çул кунта пурăннă май халĕ сывлăхĕ лайăхланнине туять. Хăш-пĕр кун — сăмахран, уйăх тулнă чухне, апат çимест. Какайпа та туслă мар. Ытларах пăтă, пахча çимĕç ăша ярать. «Мускавра чухне кăнтăрла яшка та, иккĕмĕш блюдо та çиеттĕм. Кайран ыйхă пусатчĕ, монитор умĕнче тĕлĕрсе лараттăм. Какая ирĕлтерме организма вăй нумай кирлĕ. Çавăнпа çыннăн çывăрас килет», — аса илет вăл халĕ. Хăй пурăнакан вырăна Александр Таймаскин илем кĕртесшĕн. Скульптурăсем лартса парк уçасшăн. Хăйĕншĕн те кăсăклă ку, туристсем те курма килессе шанать. Виçĕм çул çăвĕпех ун патĕнче чăваш скульпторĕ Алексей Исаев ĕçленĕ, тĕрлĕ кӳлепе, сĕтел-пукан, композици ăсталанă. Леш тĕнчене кайнă ваттисемпе çыхăнăва татас мар тесе «Çӳлти хăват» юпа лартнă. Çак ятпа чӳк те ирттернĕ вĕсем. «Пĕлтерĕш хывса ăсталанă япала вăй парса тăрать», — ĕнентерет Александр. Юпа варринче — юман, ку арçын палли, вăл мăн несĕлсен палли çинче тытăнса тăрать. Ун варринче — çăкаран тунă эрешсем. Кусем — хĕрарăм паллисем. Чи тăрринче пĕчĕк çăлтăрсем пек тĕрĕллĕ паллăсем. Кусем — пуласлăх, пирĕн ачасем. «Юрату» композици те арçынпа хĕрарăмăн пĕлтерĕшĕсене уçса парать. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать