Кавăн сĕткенĕ

17 Окт, 2014

Хамăра яланах лайăх туяс тесен тăтăшах витамин апачĕ çимелле. Анчах улма-çырлапа пахча çимĕçĕ сахал чухне кĕркуннепе хĕлле йывăрлăхран мĕнле тухмалла-ха? Кун пек чухне сывлăхĕ пирки пăшăрханакансене кавăн сĕткенĕ пулăшĕ. Мĕнрен усăллă-ха вăл?

Унта В, С, Р, РР, Е, К ушкăнри витаминсем, кали, магни, кальци, пăхăр, кобальт, цинк, йод пур.

Кавăн сĕткенĕ хырăмлăхпа пыршăлăх, чĕре ĕçне лайăхлатать, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен пулăшать, шыççа ирттерме пулăшнипе тата температурăна чакарнипе паллă, çавăнпах шăнса пăсăлсан тата грипп чухне усă кураççĕ унпа.

Кавăн сĕткенĕ юнра гемоглобин сахаллансан, иммунитет чаксан, час-часах вар хытсан, пĕверпе ват хăмпи чирĕсенчен те пулăшать.

Мĕнле хатĕрлемелле?

Хуппинчен тата вăрринчен тасатнă кавăна соковыжималка витĕр кăлармалла. Е теркăпа хырса сĕткенне темиçе хут хутлатнă марля витĕр сăрăхтармалла. Кавăн тутине лайăхлатма лимон е апельсин сĕткенĕ хушма юрать, пĕр тан виçепе илнĕ кишĕр е пан улми сĕткенĕпе хутăштармалла.

Кавăнпа кишĕр сĕткенĕ куç çивĕчлĕхне ÿстерет, юна лайăхлатать. Кавăнпа пан улми сĕткенне гиповитаминоз, анеми, аппетит япăх чухне ĕçме сĕнеççĕ.

Кавăн сĕткенне ĕçес умĕн çеç кăлармалла, çийĕнчех консервламасан кăшт ларнипех витаминсем арканаççĕ.

Консервласси

Тин кăларнă кавăн сĕткенне вĕреме кĕнĕ хыççăн çулăм çинче 4-5 минут тытмалла.

Стерилизациленĕ литр банкисене ярса вĕретнĕ хупăлчапа витмелле. «Шыв мунчинче» 7-10 минут тытнă хыççăн хупмалла. Сивĕ вырăнта упрамалла.

Мĕн чухлĕ ĕçмелле, мĕнле усă курмалла?

Пÿрепе пĕвер чирĕсенчен. Кунне 3 хут, апат умĕн çур сехет маларах, çуршар стакан ĕçмелле. Хăвăра лайăх туйма пуçличчен.

Гипертонирен, вар хытсан ?запор%. Кунне 3 хут, апат умĕн 20 минут маларах, стаканăн пĕрре тăваттăмĕш пайĕ таран.

Простата. Кунне 3-4 хут, апат умĕн 30 минут маларах, çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев тапхăрĕ - 1 уйăх.

Пите шатрашка тухса тулсан, ÿте пĕçертсен. Пир пусмана кавăн сĕткенĕпе йĕпетмелле. Сиенленнĕ вырăнсене унпа кунне икĕ-виçĕ хут ?5-10 минут майлă% тытмалла.

Асăрхаттарни: пĕчĕк йÿçеклĕ гастрит, хырăмлăх язви, юн хăвăрт çывăрсан, тромбофлебит, сахăр диабечĕ, инсульт, миокард инфаркчĕ пулсан кавăн сĕткенĕпе асăрханса çеç усă курмалла.

Дина Балясова, фитотерапевт.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.