Хресчен сасси 49 (3039) № 18.12.2024

18 Дек, 2024

«Пурнăçăн тĕп вăрттăнлăхĕ — нихăçан та парăнманнинче»

«Пурнăç çулĕ такăр мар, утса тухма çăмăл мар…» — таçтан пуçа килчĕç çак сăмахсем. Манăн сире пултаруллă та ĕçчен çынпа паллаштарас килет.

Александра Анисимовăна хăйĕн çулĕсене никам та памасть. Мĕншĕн тетĕр-и? Çак çула çитсе те Александра Федоровна ГТО нормативне ылтăн паллăлăх пурнăçлама пултарчĕ. Ветерансен канашĕнче хастар ĕçлесе пырать, яланах вырăнлă канаш-сĕнӳ парать. Малти вырăнта – ĕç, сăмах-юмах кайран, ĕç пĕтерсен, чей ĕçме ларсан… Александра Федоровна Шăмăршă районĕнчи Тури Чаткас ялĕнче çуралса ӳснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ те çак ялтанах. Вун тăхăр çултискерсем пĕрлешсе çемье çавăрсанах вăрçă тухса вĕсен ĕмĕчĕсене аркатнă. Ашшĕ йывăр аманса вилнĕ. Хĕр çуралнине мăшăрĕ ярса панă сăн ӳкерчĕк тăрăх çеç пĕлсе юлнă. Александрăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ: çимелли çитмен, ытларах фронта ăсатнă. Ĕнесемпе тата вăкăрсемпе суха тунă, колхоз ĕçĕнчен пăрăнса юлман. «Шкула кайман ачасене пучах пуçтарма уя илсе тухатчĕç. Мĕн пуçтарнине вара колхоза парса хăвармаллаччĕ, киле илсе кайма юраман, — каласа парать ветеран. – Тăватă класс хамăр ялта вĕреннĕ, малалла пĕлӳ илме сакăр çухрăмри яла çӳренĕ. Вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тӳлемелле пулнă. Эпĕ аттесĕр ӳснĕ пирки укçа тӳлемен. Вуннăмĕш класс пĕтерсен вĕренме каяс терĕм. Анне хирĕç пулчĕ. «Сенĕк йăтса çӳренипе пурнăç тăваймăпăр», — тесе унăн шăллĕ патне Куйбышева тухса кайрăм. Ял хуçалăх техникумне ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен яла таврăнтăм. Çамрăк чухне спортпа туслă пулнă пирки техникумра çамрăксемпе çăмăллăнах туслашрăм. Никам та мана чăваш тесе тиркемен. Ăмăртусенче малти вырăнсем çĕнсе илнипе юлташсем манпа мухтанатчĕç», — тăсрĕ ватă çын калаçу çăмхине. 1960 çулхи март уйăхĕнче хĕр тăван ялтан 40 çухрăмра вырнаçнă «Аврора» колхозра ĕçлеме пуçланă. Ырă çынсем пулăшса пынипе ĕç кал-кал пынă. Çулталăкран тăван колхоза таврăннă, агроном ĕçне кӳлĕннĕ. Часах парти ретне кĕме те тивĕçнĕ. Уйсем тăрăх ытларах лашапа çӳреме тивнĕ, кашни бригада хушши 12 километрпа танлашнă. Икĕ çултан Александрăн тăрăшулăхне кура колхоз пухăвĕнче механизаторсем ун валли мотоцикл илсе памалли пирки калаçса татăлнă. Ку вăхăта Александра Федоровна ăшă туйăмпа аса илчĕ. «Пурнăçăн тĕп вăрттăнлăхĕ ялан çĕнтерессинче мар, нихăçан та парăнманнинче», — йăл! кулчĕ хисеплĕ агроном. – Темĕнле йывăрлăх сиксе тухсан та çынсемпе канашланса чуна асаплантаракан ыйтусене сирсе яма тăрăшнă». 1964-1965 çулсенче Александра Анисимова ял хуçалăх институчĕ çумĕнчи колхозсемпе совхозсем валли ертӳçĕ кадрĕсене хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Çав хушăра трактористпа шофер прависене алла илнĕ. Çакăнта пулас упăшкине тĕл пулнă та. Ноябрьте Анатолий Анисимович Александра Федоровнăна Муркаш районĕнчи хăй ĕçлекен «Свобода» колхоза илсе килнĕ. Упăшки 5 çултах сĕм тăлăха юлнă: ашшĕ вăрçăра вилнĕ, амăшĕ чире пула çĕре кĕнĕ. «Çапла эпĕ 1966 çулта Муркаш районĕнче ĕçлеме пуçларăм. Ял хуçалăх управленийĕнче агроном-хмелевод, экономист, 1979-1995 çулсенче райком янипе районти вăрлăх тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕнче пуçлăхра тăрăшрăм.Тивĕçлĕ канăва тухрăм, анчах ĕçе пăрахасси пулмарĕ. Мана ял хуçалăх управленине тĕп агронома лартрĕç. 2000 çулта тинех тивĕçлĕ канăва тухрăм, — калаçăва тăсрĕ Александра Анисимова. – Эпĕ пурнăçра ырă çынсене çеç тĕл пулнă, пулăшса пынă, йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал панă. Халĕ нумайăшĕ çук çакă çутă тĕнчере. Пурне те ырăпа çеç асăнатăп. Кашни ертӳçĕ пиртен хытă ыйтатчĕ. Манăн К.К.Созонова, В.С.Краснова, Л.С.Софронова аса илес килет. Çуллахи вăхăтра 3-4 сехетре вĕсем уйсене тĕрĕслетчĕç, кайран фермăсене. Ирхи 8-9 сехетре пире «кавир» çине чĕнсе илсе çитменлĕхсем çинчен пĕлтеретчĕç. Пур ыйтăва та пĕрле сӳтсе яваттăмăр. Хама питĕ телейлĕ çын тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен манпа чи чаплă ертӳçĕсемпе агрономсем ĕçленĕ. Шăпа çапла килсе тухнишĕн Турра тав тăватăп», — пĕтĕмлетрĕ калаçăва ĕç ветеранĕ. <...>

Елена МАКСИМОВА. Муркаш округĕ.

♦   ♦   ♦


Проектсене хутшăнма кăмăл-туйăм пултăр

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче студентсем валли тĕрлĕ проект ĕçлет. Кашниех хутшăнма, хăйне палăртма, шухăш-кăмăлне пĕлтерме, çĕнĕ туссем шыраса тупма пултарать.

Акă, сăмахран, икĕ çул каялла университетра «Вместе мы победим» проект хута кайнă. Унăн ертӳçи — воспитани тата социаллă ĕçĕпе тимлекен пай пуçлăхĕ Алексей Леснов.

— Тĕп вырăнта — ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене тата вĕсен çемйисене пулăшасси. Çак тĕллевпе гуманитари пулăшăвĕ пухатпăр, окоп çуртисем ăсталатпăр, çыру çыратпăр, маскировка тетелĕсем çыхатпăр. «Раççей почти» гуманитари пулăшăвне салтаксем патне тӳлевсĕр яма май пани — пысăк пулăшу. Паянхи кун тĕлне эпир 300 килограмм ытла гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă, 500 ытла çыру шăрçаланă, волонтер ротине 500 ытла çурта янă. Чунăма мĕн ăшăтать-ха? Ырă кăмăллăх ĕçĕнчен никам та пăрăнса юлмасть. Студентсем, педагогсем, аслă шкултан вĕренсе тухнисем, ветерансем май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Ятарлă çар операцийĕнчи студентсемпе тачă çыхăну тытатпăр, хутшăнатпăр. Отпуска килекенсем тăван университета манмаççĕ, кĕрсе тухаççĕ, интересленеççĕ. Нумаях пулмасть Павел Кузьмин çар боецĕ пулчĕ. Университетри «Агровыбор» волонтер ушкăнĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Вĕсем ятарлă çар операцийĕнчи салтаксен çемйисене пулăшаççĕ: апат-çимĕç илсе килеççĕ, кил картинче, пахчара ĕçлеççĕ, юр тасатаççĕ… Пĕлтĕр, сăмахран, 20 ытла çемьене пулăшма май килчĕ. Пирĕн волонтерсем кашни округрах пур. Çак ĕçе «Агровыбор» ертӳçи Надежда Сергеева тимлесе тăрать. Палăртмалла: Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пĕр уйăха яхăн «Паттăр мăшăрĕ. Паттăр амăшĕ» фотокурав ĕçлерĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ чăнласах пысăк. Кăçалхи май уйăхĕнче «Барс» çарпа патриот клубĕпе пĕрле «Ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем» стенд уçрăмăр. Ăна пирĕн университетран вĕренсе тухнă, хирĕç тăру вырăнĕнче пуç хунă салтаксене халалларăмăр. Çамрăксенче патриотизм туйăмне вăйлатасси – чи кирли. Çак ĕçе малалла та тăсатпăр, çĕнтерĕве çывхартма тăрăшатпăр, — каласа пачĕ Алексей Леснов. Тепĕр проект — «Дай бумаге вторую жизнь» — ăнсăртран çуралнă. Алексей Александрович ун пирки студентсене пĕлтернĕ. Çамрăксем хăпартланса кайнине кура проект малалла ĕçлесе кайнă. «Пĕр мероприятире Светланăпа паллашрăм. Вăл усă курнă хутран илемлĕ открыткăсем ăсталани маншăн кăсăклă пулчĕ. Офис хучĕсене кунсерен усă куратпăр- çке, хăш-пĕр чухне кăларса та пăрахатпăр. Хаçат ку ĕç валли каймасть. Тĕлĕнмелле, вĕсенчен çав тери хӳхĕм япала ăсталама пулать иккен. Светланăна волонтер корпусне килме, ĕç вăрттăнлăхне уçса пама ыйтрăм. Çамрăксем пуçарăва ырларĕç, ĕçе пуçăнчĕç», — пĕлтерчĕ Алексей. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Диспансеризаци тух та сывă пул

Виçĕ çулта пĕрре кашнинех тӳлевсĕр диспансеризаци тухмалла. Хĕрĕх çул хыççăн сывлăха çулленех тĕрĕслеттермелле.

Диспансеризаци тухма ОМС полисĕпе паспорт, вырăнти поликлиника çумне çирĕплетни кирлĕ. Направление участокри терапевтран илме, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е регистратура урлă çырăнма, тӳрех медицина профилактикин кабинетне приема пыма юрать. Диспансеризацие поликлиникăра, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, амбулаторире, фельдшерпа акушер пунктĕнче, мобильлĕ комплексра, ĕç е вĕренӳ вырăнĕнче тухаççĕ. Тĕрĕсленни чире малтанхи тапхăрта тупса палăртма, вăхăтра сипленме май парать. Диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче кулленхи анализсене пама тивет. Яланхи йĕркепе онкоскрининг тумалла. Улшăнусене курсан тухтăр пациента хушма тĕпчеве ярать. Невролог, эндокринолог, хирург, уролог, колопроктолог, окулист, отоларинголог, дерматолог, онколог патĕнче консультаци илмелле, диагностика тĕпчевне ирттермелле. Тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн сывлăх ушкăнне палăртаççĕ. Пациента диспансер учетне илеççĕ, сăнав программине йĕркелеççĕ, сиплевпе реабилитаци ирттереççĕ. <...>

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.