Шупашкар юрăçисене МУЗ-ТВ телеканалĕпе кăтартаççĕ!

16 Окт, 2014

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче МУЗ-ТВ Раççей телеканалĕпе "Kinder МУЗ Awards" преми чыславне кăтартрĕç. Пултаруллă çамрăк юрăçсен концертне кăсăклансах пăхрăм. Ертÿçĕ сцена çине тухакансемпе паллаштарнă май сасартăк: «Антон Самойлов тата Мария Тихонова, Шупашкартан килнĕ дуэт!» - тесен вара телевизор умне тата çывăхарах лартăм. Пултаруллă ентешсемшĕн чунтан хĕпĕртерĕм, мăнаçлантăм та. Вĕсен «If nobоdy knows» юррин клипĕ куракансен кăмăлне кайнă, «турилккене» тивĕçнĕ. Антон Самойлова вара «Чи лайăх юрăç» номинацире «турилккепе» чысларĕç.

"Kinder МУЗ Awards" ача-пăча премийĕн чыславĕ кăçалхипе иккĕмĕш хут иртрĕ. Унта 18 çул тултарман çамрăк юрăçсем хутшăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕ-сене МУЗ-ТВ премийĕн йăлана кĕнĕ «турилккипе» чыслаççĕ.

Çамрăк талантсемпе пĕрле Филипп Киркоров, Валерия, Леонид Агутин, А-Студио, Дискотека Авария, Влад Топалов, Егор KREED тата ытти «çăлтăрсем» те сцена çине тухрĕç.

Антонпа Мария мĕн пĕчĕкрен юрлаççĕ. Акă тăваттăмĕш çул ĕнтĕ вĕсем вокал енĕпе вĕренеççĕ. Çак вăхăтра чылай концерта, конкурса хутшăннă. Анчах дуэтпа мар, пĕчченшер. 2012 çулта республика телекура- вĕнчи «Star-trek» конкурсра Марийăна «Çулталăк çĕнĕлĕхĕ» ятпа чысланă. Антон вара Питĕрти «Чаршавăн асамлă тĕнчи» пĕтĕм тĕнчери конкурс призерĕсен йышне кĕнĕ. Раççейри чылай хулана çитсе пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ ачасем кашнинчех çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Кăçал Сочире Олимп вăййисене уçнă çĕре те юрлама чĕннĕ вĕсене.

- «If nobоdy knows» («Никам та пĕлмесен») юрă ăнсăртран тупăнчĕ темелле, - каласа пачĕ Маша Тихонова. - 2013 çулхи чÿк уйăхĕнче эпир Останкино ирттерекен пултарулăх конкурсне хутшăнтăмăр. Жюрире Иосиф Кобзон, Ирина Отиева тата «Сасă» проект артисчĕсем ларатчĕç. Эпир юрларăмăр та киле кайрăмăр. Икĕ эрне иртсен вара МУЗ-ТВ каналăн «Чи лайăх вунă юррине» хутшăнма чĕнчĕç. Антонпа иксĕмĕр Яна Рудковскаян академине çитрĕмĕр. Унта ăсталăха малалла аталантартăмăр, юрăпа ĕçлерĕмĕр. Хамăрăн вокал вĕрентекенĕпе Ольга Александровна Малеевăпа кашни кунах телефонпа çыхăнаттăмăр. Пирĕн çинчен шухăшламасăр унăн пĕр минут та иртмен пулĕ, çак юрă пирки те чылай ĕçлерĕмĕр унпа. Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер шкулĕсен ытти педагогĕсем те пире тăтăшах пулăшатчĕç. Пурне те тав!

Тăххăрмĕш класа çÿрекен Маша Тихоновăпа вуннăмĕшĕнчи Антон Самойлов акăлчанла питĕ аван пĕлеççĕ. Çавăнпа «If nobоdy knows» юрра шăрантарма вĕсене пĕрре те йывăр килмен. Халĕ вара ÿнер шкулĕнче юрлас ăсталăхне малалла туптаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем - Яна Рудковскаян Мускаври "Stars" академийĕн вĕренекенĕсем те, унта каникул вăхăтĕнче çÿреççĕ.

Вăхăт сахал, пур çĕре те ĕлкĕр-мелле пулин те Машăпа Антон вĕренÿ çинчен манмаççĕ, яваплăха çухатмаççĕ. Арçын ача медицинăра вăй хурасшăн, çавăнпа çуллахи вăхăтсенче сыватмăшра ĕçлет. Çав вăхăтрах теннисла выляма та ăста. Çирĕп тĕллевлĕ пулни, ниме пăхмасăр малалла талпăнни ăна пурнăçра чылай пулăшать. «Чи лайăх юрăç» номинацире çĕнтерни те çакнах çирĕп-летет. Хĕр ача вара пĕтĕм тĕнче шайĕнчи журналист пуласшăн. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче вăл Мускав патшалăх университечĕн çамрăк журналист шкулĕн факультетне вĕренме кĕме экзаменсене ăнăçлă тытнă. Çич çĕр ачаран ик çĕрĕшне кăна суйласа илнĕ, вĕсен шутĕнче Машăпа шăллĕ Дима та пур. Мĕн тери телей!

- «Куракансен кăмăлне кайни» - пирĕншĕн чи хаклă преми. Сасăлакансене пурне те-пурне те пысăк тав! Чи пысăк ăнăçу вара - пире çак ĕçе юратма вĕрентнĕ педагогсем. Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер шкулĕнче яланах ырă та ăшă сывлăш хуçаланать, интереслĕ çынсем ĕçлеççĕ. Пирĕн çĕнтерÿ вăл - пурте пĕрле тăрăшнин кăтартăвĕ, - тет Маша.

Çамрăк юрăçсем хăйсене пĕрре те «çăлтăрланнăн» туймаççĕ. Юлташĕ-семпе те унчченхиллех хутшăнаççĕ. Ку çĕнтерÿ вĕсен пурнăçĕнчи пĕр тапхăр çеç иккен. Пурнăçа кĕртме палăртнă ытти шухăш-тĕллев те чылай. Эппин, çамрăк талантсене малашне те ăнăçу сунар!

Лариса ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.