- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 45 (6546) № 21.11.2024
«Апине ӳкĕтле-ӳкĕтле магнитофон туянтартăм»
Унăн ячĕ чăваш эстрадинче виçĕ çул каялла янăрама тытăннă. Вăл унччен тĕрлĕ çĕрте, пултарулăхпа пачах çыхăнман профессисенче, ĕçленĕ. Мĕншĕн-ха вăл хăйне чăваш эстрадинче шыраса пăхас тенĕ? Паянхи хăна — Петр Эткеров.
Турăран ыйтса илнĕ ача
— Петĕр, хушамату «еткер» сăмах евĕрлĕрех. Вăл мĕнле пулса кайнине ятарласа тĕпчемен-и?
— Пирĕн йăх — Шупашкар округĕнчи Кăшавăшран. Ял хитре тăрăхра вырнаçнă. Пахча хыçĕнчех — вăрман, юхан шыв. Хушамат пирки асаннерен те, аннерен те, тăвансенчен те ыйтнă. Шел, никам та хуравлаймарĕ. Асанне Клавдия Ильинична Эткерова пулнă. Унăн икĕ пиччĕшĕ те вăрçăра çухалнă. Асанне 5 çулта чухне суккăр тăрса юлнă. Вăрçă хыççăн ялта арçынсем пулманпа пĕрех. 40 çулта чухне качча тухмасăр хăйĕн валли тесе ача çуратнă. Пĕчченех пурăннă вăл. Куçĕ курманскере ялти çынсем хуçалăхра май пур таран пулăшнă. Атте 13 çултах Ишлей заводне слесарь-токаре ĕçлеме кĕнĕ. Асанне пире, виçĕ аппапа мана, пăхса çитĕнтерчĕ. Стенаран тытăнса утатчĕ, сĕтел-пукана алăпа тытса тĕрĕслетчĕ. Мăкăлтаннă алă-ура шăммине хăйĕн вырăнне лартатчĕ. Пирĕн килтен çын тухма пĕлмен. Шăмă сиксенех асанне патне çитетчĕç. Иккĕмĕш аппана Надьăна чылай вăрттăнлăха вĕрентсе хăварчĕ. Аппа массаж тума пĕлет. Асанне вăйлă хĕрарăм пулнă. Мăнукĕсене хăй ят панă: Вера, Надежда, Любовь. Вăл ирĕн-каçăн кĕлĕ вулатчĕ. Хĕр тусĕпе тĕл пулсан юмах яма ăстаччĕ. Эпир юлташсемпе хăлха тăратса итлесе лараттăмăр. Асатте хамăр ялтанах пулнă, атте хăйĕн ашшĕ камне пĕлнĕ, унпа хутшăннă. Çулсем иртсен атте «Приволжский» учхоза ĕçе куçнă. Самай вăй хучĕ унта. Анчах сывлăхĕ хавшакланчĕ. Кайран атте чире кайса çĕре кĕчĕ.
— Кашни çемьен — хăйĕн историйĕ. Çав истори юратуран пуçланать…
— Аттепе анне Мемешри клубра паллашнă. Анне ку ялтан. Атте хитре ташланă. Анне юрлама юратнă. Атте аннене курас тесе 7 çухрăмри яла утнă. Çемье çавăрсан 4 ача çуратнă вĕсем. Çапах çемьере асаннен сăмахĕ чи пĕлтерĕшли пулнă. Унран иртмен.
— Сана асаннӳ Турăран ыйтса илнĕ тетĕн…
— Çапла, эпĕ Турăран ыйтса илнĕ арçын ача. Асаннене эпир «апи» теттĕмĕр. Вăл питĕ ывăл мăнук кĕтнĕ. Анне умлăн-хыçлăн хĕр çуратнăшăн кăмăлсăрланнă имĕш. Атте мана Сергей ятлă хурасшăн пулнă. «Эпĕ тахçанах пирĕн киле ывăл килессе пĕлнĕ, ятне те тупса хунă», — тесе çине тăнă апи. Петр апостол ячĕпе мана Петр ят панă. Апи çирĕп ыйтакан çын пулнă. Анне тухса кайма та пуçланă-мĕн. Пĕрремĕш ача Вера çуралсан тин апи лăпланнă тет, хăйĕн пĕтĕм юратăвне шăпăрлана панă. Анне килтех ĕçленĕ, закройщица-çĕвĕç пулнă. Пĕтĕм ял ун патĕнче тумтир çĕлеттернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90- мĕш çулĕсенче анне çĕленĕ тумпа эпир çеç мар, пĕтĕм ял çӳренĕ.
— Сана ăннă темелле, сцена çине тухмашкăн хушма ят шырама тивмен, хăвăнах янăравлă илтĕнет.
— Чăваш Енре Эткеровсем сахал. Темиçе çемье кăна. Чун киленĕçĕ — Санпа Данила Ленский шоуменпа Наталия Яркеева юрăç пулăшнипе паллашрăм. Çулталăк каялла сусăр ачасен амăшĕсен ячĕпе йĕркеленĕ уява сăвă вулама шăп та лăп вĕсем йыхравларĕç. Эсĕ ун чухне Наталийăпа юрăсем шăрантартăн. Вăл санăн мăшăру пуль тенĕччĕ.
— Пĕрле юрланăран çынсем халĕ те çапла шухăшлаççĕ. Юрать, упăшки кĕвĕçмест. /кулать. — Авт./. Юрлама питĕ юрататăп. Ача чухне аппасем хĕр тусĕсем патĕнчен магнитофон йăтса килетчĕç. Кунĕн-çĕрĕн юрăсем итлеттĕм. Аппа Надя кăштахран укçа пухса хăй магнитофон туянчĕ. Юрă тĕнчине пуçĕпех путрăм. Çар комиссариачĕ урлă хыпарсăр çухалнă пĕр тетĕшĕн вил тăпри тупăнсан апине пенси пама тытăнчĕç. Вăл пире пĕр ывăç канфет илсе паратчĕ. Апине ӳкĕтле-ӳкĕтле магнитофон туянтартăм. «Электа» манăн алла лексен эпĕ чи телейлĕ ача пулса тăтăм. Вăл тапхăрти пур юрра та пăхмасăр вĕрентĕм. Çав магнитофон мана сцена çине тухма вăй-хăват пачĕ пуль. Тусăн çуралнă кунĕнче сцена çине тухса хамăн юратнă юрăçăн Юрий Шатуновăн юррине шăрантартăм. Сăмах май, çемьепе Мускава кайсан унăн вил тăпри çине çитсе куртăмăр. Уçă сасă мана йăхран куçнă. Анне Кăшавăшри «Шурăмпуç» ушкăна 10 çул юрлама çӳрерĕ. Мана та чĕнетчĕ. Ун чухне водительте ĕçлеттĕм, каçсерен таксистра вăй хураттăм. Ерçеймерĕм. Шкул хыççăн аслă пĕлӳ илес тесе вĕренме кĕтĕм. Икĕ çултан аттепе анне йывăр чирленĕрен пасарта грузчикра ĕçлеме пуçларăм. Çемьере лару-тăру йывăр пулнипе вĕренме пăрахрăм. Пуçĕпех ĕç ăшне путрăм. Чылай ĕç улăштартăм, темле должноçра та ĕçлесе куртăм. Мускава та, Чулхулана та çитрĕм. Акцизсене кĕленче çине çыпăçтаракан фирмăна вырнаçрăм. Каллех грузчик пулса тăтăм. Йывăрччĕ питĕ. Чирлерĕм. Çулсем иртсен тусăм çине тăнипе бухгалтерсен курсне вĕренсе тухрăм. Эрех ĕçменнине кура кладовщик ĕçне шанчĕç. Ку ĕçре те хастарлăх кăтартрăм, хуçасем пĕр иккĕленмесĕрех бухгалтер пуканĕ çине лартрĕç. Кунĕн-çĕрĕн компьютер умĕнче вăхăта ирттертĕм. Пуç ыратнипе, куç шывланнипе аптăрама пуçласан водительэкспедитора куçрăм. Хуçасем инкеке пула вилсен урăх фирмăна вырнаçма тиврĕ. Эх, пĕлесчĕ санăн! Алкоголь туса кăларакан чылай заводра пулса куртăм. Эрех алă айĕнче пулсан та ун енне туртăнмарăм. 2006 çулта каллех таксист пулса тăтăм. Питĕ хăйне евĕрлĕ ĕç: такампа та паллашатăн, çыхăнусем йĕркелетĕн. 2013 çултанпа пĕр фирмăра водитель-экспедиторта вăй хуратăп. Кӳршĕ регионсенчи лавккасене автоçу турттаратăп. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Ывăлсем кайнăранпа пĕр каç та шухăшсăр çывăрса курман»
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемшĕн чи çирĕп тĕрек — амăшĕ. Çак вăйлă та хăюллă, çав вăхăтрах черчен хĕрарăмсем, чунĕнче лăпкă мар пулсан та, салтаксене хавхалантаракан, çĕнтерĕве çывхартма пулăшакан çынсем. Мĕн чухлĕ йывăрлăх витĕр тухма тивет вĕсен! Миçе каç куç хупмасăр ирттермен-ши? Çапах хуçăлмаççĕ, ывăлĕ чĕрĕ-сывă таврăнасса кĕтеççĕ...
Повестка килсен
Патăрьел округĕнчи Вăтаел ялĕнче пурăнакан Роза Плечова — çавăн пек хĕрарăмсен йышĕнчен. Мăшăрĕпе Вячеслав Николаевичпа вĕсем икĕ ывăл, Игорь тата Руслан, çуратса ӳстернĕ. «Ывăлсен ӳсĕмĕ хушшинче — тăватă çул. Мĕн пĕчĕкренех ашшĕ пекех салтакра пулма ĕмĕтленетчĕç. Малтан аслă ывăл Игорь техникум пĕтерчĕ те салтака кайрĕ. Вăл Хусанта артиллерист пулса службăра тăчĕ. Тетĕшĕ çартан килсен Руслан питĕ хытă савăнчĕ. Хăйне салтака илессе чун пек кĕтрĕ. Вăл çар тивĕçне Чита хулинче пурнăçларĕ, танкистчĕ. Шăллĕ киле тап-таса та яп-яка салтак тумĕпе килсе кĕрсен тетĕшĕ мĕн тери савăнчĕ! Кайран иккĕшĕ калаçнине илтрĕм. «Тете, пирĕн пĕр салтак та киле çар тумĕпе таврăнмарĕ. Санран намăс тесе çар тумĕпех килтĕм», — терĕ Руслан. Иккĕшĕ пĕр-пĕриншĕн тем тума та хатĕрччĕ. Руслан тетĕшĕнчен маларах çемье çавăрчĕ. Мăшăрĕпе икĕ ача çуратрĕç. Игорь вĕсемшĕн пурпĕрех пăшăрханатчĕ. Кайран ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ. Малтанлăха ку вăраха тăсăлать тесе те шухăшламан. 2022 çулхи кĕркунне тулли мар мобилизаци пуçлансан кĕçĕн ывăла Руслана повестка пачĕç. Ăна чӳк уйăхĕнче ăсатрăмăр. Вăл çемйипе хулара пурăнатчĕ. Кин икĕ ачипе тăрса юлчĕ. Ачисем пĕринчен тепри пĕчĕк. «Руслан çемьеллĕ, икĕ ачи халĕ ашшĕсĕр ӳсет. Манăн каймаллаччĕ унăн вырăнне», — тетчĕ Игорь. Шăллĕн ачисем патĕнчен килетчĕ те: «Эпир ăшă вырăн çинче выртатпăр, килте пĕçернĕ апата çиетпĕр. Руслана вара йывăр унта. Килте миçен кĕтеççĕ ăна», — тесе пăшăрханатчĕ. Игорь хăйĕн ирĕкĕпе СВОна каять тесе шухăшлама та пултарайман. Ара, çемьере пĕр салтак пур вĕт. Арçын ача пулсан та вĕсем манпа питĕ çывăхчĕ. Хăйсем аякра чухне те мана курьер урлă чечек çыххи парнелетчĕç. Халĕ те уявсенче чечек çыххи ярса параççĕ. Арçын ачасен ашкăнасси те пулать ĕнтĕ. Ашшĕ мар, ытларах ман умра явап тытасран пăшăрханатчĕç. Тен, çавăнпах Игорь хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине каяссине мана малтан каламан. Ашшĕне пĕлтернĕ иккен. Мана маларах пăшăрхантарас мар тесе калама хушман вăл. 2023 çулхи кĕркунне, Амăшĕн кунĕнче, ыран СВОна каяссине пĕлтерчĕ. Амăшĕн чунĕ теме те сисет. Ачи сăмахпа каламаннине вăл унăн шухăшне темиçе çĕр çухрăмран та туять. Игорь СВОна каяс шухăшлă иккенне чунпа туяттăм. «Тен, шухăшне улăштарĕ», — текен туйăм та хампа пĕрлех çӳрерĕ. Çук, кăлăхах шантăм. Аслă ывăл çулталăк ĕнтĕ Донецк тăрăхĕнче çапăçать. Кĕçĕнни – Запорожье облаçĕнче. Вĕсем кайнăранпа эпĕ пĕр каç та шухăшсăр çывăрса курман. Асли мотострелоксен чаçĕнче минометчик пулса çапăçать. Халĕ вăл — отделени командирĕ. Вĕсем ялан малти ретре. Малтанхи вăхăтра икĕ эрнере пĕр хутчен те пулин телефонпа калаçма пулатчĕ. Хальхинче ав пĕр уйăх çурă нимĕнле хыпар та пулмарĕ. Халĕ маншăн мĕнле йывăр вăхăт пулнине ман вырăнта пулса курнă çын çеç ăнланать. Ашшĕ куляннине кăтартма тăрăшмасть. Анчах вăл та ман пекех пăшăрханнине туятăп. Паян кăна кăшт çăмăллăн сывласа ятăмăр. Аслă ывăлран шăнкăрав çитрĕ. «Веçех йĕркеллĕ. Ан пăшăрханăр. Хальхинче задание кайсан чылайрах тăма тиврĕ», — терĕ. Пире йăлтах каласа памасть, пăшăрхантарасшăн мар паллах. Эпир унта питĕ йывăр пулнине чунпа туятпăр. Кĕçĕн ывăлăн Русланăн çар заданийĕпе кунталла та килме тивет. Çавăнпа унпа курнăçкалатпăр. Мăшăрĕ те унпа калаçнă хыççăн пире шăнкăравласа пĕлтерет. Аслă ывăла кăçал çурла уйăхĕнче отпуска ячĕç. Шăллĕ те шăпах килнĕччĕ. Мăнуксем те çитрĕç. Çемьепе пĕрле пуçтарăнсан епле лайăх вĕт. Чăннипех те телейлĕ çынччĕ эпĕ ун чухне», — каласа кăтартрĕ салтаксен амăшĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Тӳрех мăйран ыталарĕ, ман çума йăпшăнчĕ…»
7 уйăхри Ваня пĕрремĕш хут курнă ют хĕрарăмран уйрăласшăн пулман
Йĕпреç округĕнчи Буинск поселокĕнче пурăнакан Еленăпа Вячеслав Зубовсем çемье çавăрнăранпа 42 çул çитнĕ. Мăшăр пĕр ялтах çуралса ӳснĕ, кунтах тĕпленнĕ.
Хăйсен тĕпренчĕкĕ пек ӳстернĕ
Вĕсене ĕç паллаштарнă. Елена вăл вăхăтра Буинскра йывăç тирпейлекен заводра контролерта вăй хунă. Вячеслав вара, тин кăна çартан таврăннăскер, станочнике ĕçлеме вырнаçнă. Заводра пĕр-пĕрне асăрханă та калаçса кайнă вĕсем. Вячеслав Еленăна пĕрре курсах килĕштернĕ. «Ку манăн арăм пулать», — тенĕ вăл хăйĕн ăшĕнче. Чăнах та, çапла пулса тухнă. Çур çул каччăпа хĕр пек çӳренĕ хыççăн çамрăксем пĕрлешнĕ. Елена Буинск шкулĕнче ăс пухнă, унтан Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш училищĕре вĕреннĕ. Пĕр вăхăт суту-илӳ тытăмĕнче ĕçленĕ. Йывăç тирпейлекен заводра вăй хунă чухне Зубовсене хваттер уйăрса панă. Каярахпа Елена Росгосстрахра, Водоканалта ĕçленĕ. Пушă вăхăтра кил ăшшин управçи ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшма тăрăшать, ялти ытти хĕрарăмпа пĕрле маскировка тетелĕ хатĕрлет. Алсиш-нуски çыхма та, тĕрлеме те юратать вăл. Кил хуçи Вячеслав Мускава стройкăна ĕçлеме çӳрет. Вăл электромонтажник профессине алла илнĕ. Зубовсем пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Ăна ашшĕ пекех Вячеслав ят панă. Вăл Мускавра ревизорта ĕçленĕ. Анчах çулталăк каялла Зубовсен çемйине пысăк инкек килнĕ: 40 çулти ывăлĕ йывăр чире пула çĕре кĕнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ку пысăк хуйха епле чăтса ирттернĕ-ши?.. «Халĕ пирĕн савăнăç — Ваня. Вăл пуррипе çак хуйха чăтса ирттертĕмĕр пуль. Аслă ывăл питĕ лăпкăччĕ. Ĕçĕнче те ăна питĕ хисеплетчĕç», — йывăр тапхăра аса илчĕ амăшĕ. Ваня Зубовсен çемийнче 13 çул каялла хӳтлĕх тупнă. Икĕ уйăхра чухне амăшĕ ăна пăхмастăп тесе больницăра хăварнă. Еленăпа Вячеслав Ваньăшăн ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă, ăна хăйсен тĕпренчĕкĕ пек ӳстереççĕ. «Эпир ача опекăна илесси пирки унччен пĕрре те шухăшламан. Пĕррехинче хăнана кин килчĕ. Çавăн чухне вăл пире унăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ пепке усрава илни çинчен пĕлтерчĕ. «Пире, ватлăх енне сулăннă çынсене, кам ача парĕ?» — хирĕçлерĕ ун чухне мăшăр. «Мĕнле вара памаççĕ? Сирĕн ача илме пĕтĕм услови пур», — малалла калаçрĕ кин. «Анчах пултарăпăр-ши?» — çавăн пек ыйту пуçра явăнчĕ. Эпĕ ун чухне 48 çултаччĕ. Тепĕр кунхине опека органне кайрăмăр. Заявленире пире çулталăкри пепке кирлине палăртрăмăр. Ачан ку вăхăтра характерĕ йĕркеленсе çитеймест-çке-ха. Шăпăрлана хамăрăн воспитани парса ӳстерес килчĕ. Эпир Мускавра ĕçлесе пурăнаттăмăр. Пĕррехинче опека органĕнчен шăнкăравларĕç, Вăрнар районĕн тĕп больницин ача-пăча уйрăмĕнче пирĕн валли 7 уйăхри ача пуррине пĕлтерчĕç. Арçын ачана амăшĕ пăхма хирĕçленине, çавăнпа хăварнине тӳрех каларĕç. Çав кунах Вăрнара килме тухрăм. Малтанах шиклентĕм, ачана пăхма вăй-хал çитереймесрен хăрарăм. Тухтăр пепкене алла тыттарчĕ. Ача мана тӳрех мăйран ыталарĕ, ман çума йăпшăнчĕ, алла вĕçертесшĕн пулмарĕ. Ăна тухтăр та манран уйăраймарĕ. Ваньăна çемьене илес терĕмĕр. Ун чухне юпа уйăхĕччĕ. Ачана тăхăнтартмашкăн пĕрле нимĕнле япала та илсе пыманччĕ. Эпĕ пăхма кăна килнĕччĕ-çке-ха. Больницăра япаласем тупса пачĕç. Çапла Ваня пирĕн патра пурăнма пуçларĕ. Хамăрăн ывăл та ăна тӳрех килĕштерчĕ. Ачана ятарлă хутăш çитерсе ӳстертĕмĕр. Ваня лăпкă çитĕнчĕ. Ачапа декретра виçĕ çул ларнă хыççăн Водоканалта кăшт ĕçлерĕм, кайран пенсие тухрăм. Ваньăна çемьене илсен, тепĕр темиçе çултан, тăван амăшĕ пурнăçран уйрăлнине пĕлтĕмĕр», — малалла сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. Çулсем малалла шунă, ача ашшĕ-амăшĕшĕн тăван мар ывăл пулнине ăнланма пуçланă. «Ваньăна кун пирки эпир тӳрех пĕлтермен. Вăл çакна хăех ăнланатчĕ пулмалла, пире ыйтусем паратчĕ. Пĕрре ача садĕнчен таврăнсан çапла ыйтрĕ: «Мĕншĕн пирĕн хушаматсем тĕрлĕрен? Ун пек пулмалла мар вĕт». Ача мĕншĕн çапла шухăшланине тĕпчерĕм. «Тухтăр манăн хушамата тĕрĕс мар çырса хунă пуль. Эпĕ нумай курнăçланнă та, çавăнпа «Ломакин» тесе çырма шухăшланă ĕнтĕ», — пĕчĕк чухнех питĕ ăслă калаçатчĕ Ваня. Ун чухне калаçу çапла вĕçленнĕччĕ. Иккĕмĕш класра чухне шкултан таврăнсан Ваня каллех кун пирки сăмах хускатрĕ. «Мана аттепе анне чăнах та пăрахса хăварнă-и?» — тесе ыйтрĕ тӳррĕн. Вăл мĕншĕн çапла шухăшланине пĕлесшĕн пултăм. «Çынсем çапла калаççĕ», — терĕ Ваня. Тӳрех ăнлантăм: ăна кун пирки такам каланă. Ачана тĕрĕссине пĕлтерме шухăшларăм. «Сана никам та пăрахса хăварман. Эсĕ больницăра пĕчченех выртаттăнччĕ. Эпĕ сана куртăм та хампа пĕрле илсе кайма шухăшларăм», — çапла каласа лăплантартăм ачана. «Суймастăн-и?» — ман çине шанчăкпа пăхрĕ вăл. Ваньăна опекăна илни çинчен çирĕплетекен хутсене кăтартрăм. Вăл вĕсене тишкерчĕ. Макăрчĕ. Унтан шăп ларчĕ. Лăплансан çапла каларĕ: «Вĕсем маншăн — ют çынсем. Эсĕ — манăн анне». <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Сана аппа мар, анне тесе чĕнĕп, эсĕ ун сăнлă»
Венерăпа Валерий Денисовсем пĕрлешнĕ хыççăн темиçе кунран тăванĕсем патне кайнă. Хăнара пулнă пĕр ватă хĕрарăм, юмăç пăхма пĕлекенскер, çамрăксен аллине пăхнă та: «Çирĕп мăшăр пулатăр, сире никам та уйăраймĕ. Турă пĕрле пулма пӳрнĕ», — тенĕ. Çирĕп кăна мар, нумай ачаллă та пулса тăнă вĕсем. Денисовсен туслă çемйинче виçĕ хĕрпе пĕр ывăл.
Юратушăн кĕрешнĕ Денисовсем пĕр çемье пулса тăнăранпа кăçал 24 çул çитнĕ. Кил хуçипе арăмĕ пĕр ялтах, Йĕпреç районĕнчи Эйпеçре, çуралса ӳснĕ, унтах пурăнаççĕ. Юратнă мăшăрне мĕнле куç хывнине, «çĕнсе илнине» Валерий Порфирьевич каласа кăтартрĕ: — Ун чухне манăн салтака кайма вăхăт çитнĕччĕ. Медкомисси тĕрĕслевĕ витĕр тухрăм. Çамрăк чухне юлташсемпе машинăпа ярăнма кăмăллаттăмăр. Пĕррехинче клуба кайма тухрăмăр. Çул хĕрринче икĕ пике тăнине асăрхаса чарăнтăмăр. Хамăр ялсемех, манран икĕ çул кĕçĕнрех хĕрсем. Вĕсенчен пĕри шăпах Венерăччĕ. Паллах, эпир пĕр шкулта вĕреннĕ май пĕр-пĕрне курнă, анчах хутшăнман. Пикесене хăйсем ыйтнă вырăна çити леçрĕмĕр. Кун хыççăн эпĕ Венерăпа калаçкалама тытăнтăм. Мана унăн уçă та çепĕç сасси тӳрех тыткăна илчĕ. Эпир хăçан паллашса çывăхрах калаçма тытăннине те астăватăп: 1995 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕ. Унтанпа эпĕ ăна вĕçертмен, уншăн кĕрешрĕм темелле. Венерăн савни пурччĕ. «Санăн манпа пулма шанчăк çук», — терĕ мана пике. «1 процент та-и?» — çапла ыйтсан та хуравĕ «çук» пулчĕ. Çавах майĕпен-майĕпен çавăрттарса 0 процентран 100 процента çитертĕм. «Эпĕ хамăн телее хамах тунă», — паянхи кун та çапла калатăп. — Юрату вăл сăмахпа ĕнентерни кăна мар, ĕçпе те çирĕплетсе пани. Валерка акă мĕнле план тунă: «Салтака кайса килетĕп те ман хыççăн Венерăн савнийĕ хĕсмете çул тытĕ, çав вăхăтра пикене хам майлă çавăрăп». Савни пулнă каччă чирленипе çара каяймарĕ, Валера вара çавах чĕрене çавăрчĕ, — калаçăва хутшăнчĕ кил ăшшин управçи Венера Александровна. — Туйăмсене пĕр вăхăт тĕрĕсленĕ хыççăн, 2000 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче, пĕрлешрĕмĕр. Вăл кун «Курск» кимĕ путнипе те асра юлчĕ. Çемье çавăрнă хыççăн ялтах тĕпленес терĕмĕр, эпир ял ачисем вĕт, пире хулара тăвăр. Хунямапа хуняçана хирĕçех пурăнтăмăр, уйрăм çурт лартрăмăр. Тӳрех çĕр ĕçĕпе аппаланма пуçларăмăр: купăста, хĕрлĕ кăшман, çĕр улми лартса сутма тытăнтăмăр. Хуняçа колхозран уйрăлса тухса 4 гектар çĕр илнĕччĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраса какай та сутнă. Халĕ те çав ĕçпех тăрмашатпăр. Анчах унччен йăлтах алăпа тунă пулсан халĕ — техникăпа. Паянхи кун 12 гектар çинче выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм туса илетпĕр. Курăк çулмалли, тавăрмалли тата ытти агрегат йăлтах пур. Çемьере малтан Арина çуралнă. 22 çулти хĕр кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Çулла вăл арăм пулса тăнă, Пучинке ялĕн каччипе пĕрлешнĕ. Мăшăрĕ — механик, Денисовсем пекех çĕр ĕçченĕ. Çамрăксем ялта тĕпленнĕ. Аринăн шăллĕ Егор 11-мĕш класра ăс пухать, «5»- пе кăна вĕренет. Район пуçлăхĕн стипендиачĕ вăл, халĕ ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Роман Алексеевăн стипендийĕпе хавхалантарнă. Денисовсен аслă ачисем спортпа туслă, уйрăмах волейболла, баскетболла выляма кăмăллаççĕ, çитĕнӳсем тăваççĕ. Сарă, кăтра çӳçлĕ хĕрача — Хуняçа /ăна «атте» тесе чĕнеттĕм/ чирлекелеме пуçларĕ те хамăр пата пурăнма илсе каçрăмăр. 2016 çулта пурнăçран уйрăлчĕ. Кун хыççăн çурт пушанса юлни сисĕнчĕ. «Ача усрава илер мар-и? Икĕ хутлă çурт туса лартрăмăр, ачасем хулана тухса кайсан иккĕн кăна юлатпăр вĕт. Çакăн пек пӳрт кам валли хăпартрăмăр?» — мăшăрпа çапларах калаçу пуçартăм, — иртнине аса илчĕ Венера Александровна. — Эпĕ чĕрепе чирлĕ. Тухтăрсем мана вуçех ача çураттарасшăн марччĕ. Çапах икĕ хут çăмăллантăм. Тепре нушаланас мар терĕм, çавăнпах ача усрава илесси пирки сăмах пуçартăм та. Аринăпа Егор амăшĕн шухăшне ырласа йышăннă. Валерий Порфирьевич вара малтан хирĕçрех пулнă. — «Венера, эпĕ ют ачана пăхаймастăп», — терĕм. Çак калаçу хыççăн вăхăт иртсен ĕçсемпе Йĕпреçе кайрăмăр. Мăшăрăм администрацине, опека пайне, кĕрсе тухма сĕнчĕ. Специалистсемпе калаçрăмăр. «Мĕнле ача кирлĕ сире?» — ыйтрĕç вĕсем. Хам пепке усрава илесшĕн мар-ха, çавах: «Сарă, кăтра çӳçлĕ, Элина пек хĕрача», — терĕм. Элина — Венерăн йăмăкĕн ачи. Специалистсем пире ача усрава илме хатĕрленекен ашшĕамăшĕн шкулне вĕренме каймашкăн направлени пачĕç. Унта мăшăра хавхалантарас, пулăшас тĕллевпе кăна çул тытрăм тĕрĕссипе. Çав шкулта пĕлӳ илнĕ чухне шухăш тĕпрен улшăнчĕ. Вĕренсе тухрăмăр та: «Венера, нивушлĕ эпир пĕр ачана та пулин телей парнелейместпĕр?» — терĕм. Кăштахран опека специалисчĕ шăнкăравласа пирĕн валли ача пуррине пĕлтерчĕ, — калаçăва тăсрĕ Валерий Порфирьевич. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Пурнăç япăххипе чикĕ урлă каçатчĕç»
Анатолий Шорников Чăваш Енри пограничниксен общество организацине 2014 çултанпа ертсе пырать. Вăл пирĕн вулакансемпе çар хĕсмечĕпе çыхăннă самантсемпе пайланма килĕшрĕ.
Савнийĕ кĕтсе илеймен
«Эпĕ Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Карачура ялĕнче çуралса ӳснĕ. Атте Борис Кириллович «Ленин çулĕпе» райхаçат корреспонденчĕ пулнă. Анне Валентина Андреевна колхозра дояркăра, бригадирта ĕçленĕ. Ассакасси шкулĕнче лайăх вĕреннĕ, юнкорсен конкурсĕсенче çĕнетсе 1976 çулта пĕтĕм Союзри «Орленок» пионерлагере кайма тивĕçрĕм. Пирĕн пата шкула вăрçă ветеранĕсем килетчĕç, Тăван çĕршыва сыхламалли пирки каласа кăтартатчĕç. Эпир çавăн пек воспитани илсе патриот пулса ӳснĕ. Салтака кайма ачаран хатĕрленнĕ, спортпа туслашса хул-çурăма пиçĕхтернĕ. 8-мĕш класс хыççăн, 16-ра чухне, Шупашкарти 8-мĕш профтехучилищĕре сантехнике вĕренме килтĕм. Эпир, ял ачисем, общежитире пурăнаттăмăр. Çитеретчĕç, тумлантаратчĕç. Пĕтĕмпех тӳлевсĕр пулнă — самани лайăхчĕ. 1980 çулта диплом илсен промышленноç тракторĕсен заводне кĕтĕм, тӳрех 4-мĕш разрядпа илчĕç мана, çавăнпа шалу та пысăкрахчĕ. Çамрăк чуне пурнăç интереслĕ: ялсене концертсемпе каяттăмăр, пластинка çавăрттарса «танцы» тăваттăмăр... Кӳршĕ яла хĕрсем патне çӳренине пĕлсен çав ял каччисем чалăшшăн пăхатчĕç ун чухне. Пикесемшĕн çапăçма та тӳр килнĕ. Салтака кайиччен радиотелеграфиста вĕренсе тухрăм. Çуркунне повестка илтĕм. Ялта çĕр ĕçĕсем пуçланнăччĕ. Эпир тус-тантăшпа тутăр вĕлкĕштерсе салтак юрри юрласа çӳрерĕмĕр, тăвансем патне кĕре-кĕре тухрăмăр. Вĕсем мăйран ал шăлли çакрĕç, укçа пачĕç. Килĕштерсе çӳренĕ хĕр те пурччĕ. Анчах кĕтсе илмерĕ, урăх каччă тупрĕ. Аслисен пилĕпе Шупашкарти çар комиссариатĕнчен салтака тухса кайрăм. Канашра призывниксен пунктĕнче пĕр каç выртрăмăр. Кайран вара пире, 18 чăваша, пуйăспа Хусана илсе кайрĕç. Унтан самолетпа ятарлă рейспа 320-ĕн, пурте чикĕ хуралçисем, Хабаровск крайне вĕçрĕмĕр. Пограничник пулма шăпа пӳрнишĕн савăнатăп, мăнаçланатăп. Чикĕ хураллама пурте лекеймен, çирĕп сывлăхлисене кăна суйланă. Унсăр пуçне КГБ пулас салтаксене кăна мар, тăванĕсене те шанчăклăх тĕлĕшĕнчен тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Тутарсем, пушкăртсем, чăвашсем, мăкшăсемпе çармăссем, Свердловск, Курган облаçĕсенче çитĕннĕ каччă ытларахчĕ. Йышра — спортсменсем, йĕлтĕрпе чупакансем, боксерсем, биатлонçăсем. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Китай чикки «питĕ хĕрӳ» шутланнă. Уссури шывĕ çинчи Даманский утравĕ таврашĕнчи хирĕç тăру ахрăмĕ те лăплансах çитейменччĕ. Эпир унтан 40 çухрăмра тăнă. Афган вăрçи пуçланнăранпа та вăхăт нумай иртменччĕ-ха... Эпĕ 1982-1984 çулсенче Хабаровск крайĕнче Бикин хулинче 2049-мĕш çар чаçĕнче службăра тăтăм. Çав çулсенче Вăтам Ази чикĕ округĕнче лăпках марччĕ. Совет Союзĕпе Китайăн хутшăнăвĕсем лайăх пулнă тесе калаймăн. Çавна май икĕ çĕршыв хушшинче кирек хăш самантра та «хĕлхем» ялкăшма пултарнă. Çанталăк кунта нӳрĕччĕ. Çăпан тухатчĕ. Ӳпре нумайччĕ, пуçа сетка тăхăнсан та, маç сĕрсен те çыртатчĕç. Китайла калаçма пĕлет Чикке пăсакансене яваплăхсăр хăварман. Сигнал системи час-часах ĕçлесе каятчĕ. Виçĕ минутра пуçтарăнса тухса каяттăмăр. Вырăна çитетĕн те... Унта вара пралук урлă е тигр, упа каçса кайнă, е йĕпе курăк лекет. Эпир «тăшмана» тĕрĕс тытма пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе застава пуçлăхĕ юриех системăна ĕçе кĕртетчĕ тата. Çĕр каçиччен виççĕ-тăваттă та тухса кайма тиветчĕ. Китайла калаçма та пĕлмеллеччĕ. Чарăн! Аллусене çĕкле! Пăшална пăрах! Вырт! Ку сăмахсене халĕ те манман. Пограничникăн никам куçĕ тĕлне лекмелле мар, хăйĕн вара йăлтах курса тата итлесе тăмалла. Чикĕ сыхлакансем Китай çыннисем мĕн тунине ятарлă журнала çырса пынă. Хĕлле вышка çинче тăнă май чикĕ хĕрринчи Жаохэ поселокĕнче пурăнакан Китай çыннисене сăнаттăмăр. Арçынĕ те, хĕрарăмĕ те яланах пулă тытатчĕç — питĕ ĕçчен çынсемччĕ. Хĕлĕн-çăвĕн пулă çисе пурăнатчĕç вĕсем. Пăр тăрăх велосипедпа çӳретчĕç. Ун чухнехи тата хальхи Китайри пурнăç çĕрпе пĕлĕт пек расна. Питĕ начар пурăнатчĕç. Леш енчен çил вĕрсен пирĕн пата чăтма çук йывăр шăршă килетчĕ. Вутă хутнипе юр хуралса ларатчĕ. Фанзăра пурăнатчĕç вĕсем. Кравать те çукчĕ, çĕр çине улăм сарса çывăратчĕç. Чикĕ урлă каçакан мирлĕ граждансем пурнăç япăххипе застава çывăхĕнчи яла каçатчĕç. Вĕсем пытанмастчĕç те. Çапах йĕркене пăсакансем шутланатчĕç. Çемйисемпе Ленин ячĕллĕ колхоза вырнаçтаратчĕç. Тытса чарсан отрядра вĕсем валли вăхăтлăх усрамалли вырăн пурччĕ, эпир хураллаттăмăр. Вĕсене те пире çитернĕ апата паратчĕç. Сăмах май, чикĕ хуралçисене апат лайăх çитеретчĕç. Китай çыннисем печени-канфет мĕнне пĕлместчĕç — шăршласа пăхатчĕç. Рис пулсан кунĕпе çиме хатĕрччĕ. Ăна кашăкпа мар, алăпа çиетчĕç. Пирĕн вĕсемпе калаçма юраман. Анчах хăйсем сывлăх сунатчĕç: «Страсте!» Кунĕн-çĕрĕн тун-тун! сасă илтĕнсе тăратчĕ тата. «Китай çыннисем пурнăç çулне хываççĕ», — тетчĕç. Чăнах та, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пурнăç шайĕпе пирĕнтен иртсе кайрĕç. Уявсен вăхăтĕнче чикĕ хуралне вăйлатнă. Анчах эпир нихăçан та китаецсем Совет Союзне тапăнса килме пултарасси çинчен шухăшламан, хатĕр тăнă пулин те — кĕтмен. Халĕ вара лару-тăру улшăннă, икĕ çĕршыв çыннисем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ. Чикĕ уçă. Китай çыннисем вырăсла лайăх калаçаççĕ», — каласа пачĕ Анатолий Борисович. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать