Хресчен сасси 45 (3035) № 20.11.2024

20 Ноя, 2024

Аталанма майсем çителĕклĕ

«Библиотека мана тавра курăма аталантарма, хутшăнма, вăй-хал илме пулăшать. Кунта 1972 çултанпа çӳретĕп. Чылай улшăну туятăп.

Малтанах Брайль шрифчĕпе çырнă тата аудиокĕнекесемччĕ, халĕ электронлисем нумай, библиотека хăй те кĕнеке кăларать, ытти региона ăсатать. Пуçласа кунта компьютер ăсталăхне алла илнĕ. Маларах тăтăш çӳренĕ, халĕ сахалтарах. Чылай информацие интернетра, онлайн вулавăшра шыраса тупма пулать. Çав-çавах библиотекăсăр тунсăхлатăп», — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне вулавăша çӳрекен Алексей Филиппов. Кăçал Чăваш Енри Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотека йĕркеленнĕренпе 65 çул çитрĕ. Унăн пĕрремĕш директорĕ Ася Шимарева пулнă. Хыççăн 14 çул ертӳçĕ тилхепине Нина Егорова, 1998-2022 çулсенче Лилия Васильева тытса пынă. Библиотекăна çĕнетес, хальхи вăхăтри технологисене пурнăçа кĕртес енĕпе сахал мар ĕçленĕ. Сăмахран, 2000 çулта ИРБИС тытăма хута янă, электронлă каталог йĕркеленĕ, интернет уçлăхне тухса мĕн пур компьютера пĕр тĕвве çыхăнтарнă. Библиотека япăх куç курманнисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кӳрет. Фондра вырăсла тата чăвашла çырнă 200 пин кĕнеке упранать. Пĕлтĕр сывлăх енчен хавшак çынсем валли компьютер класĕ уçăлнă. Культура министерстви «Ансат анлăш» программăпа килĕшӳллĕн 4 миллион та 300 пин тенкĕлĕх ятарлă техника туяннă. Класра япăх куракансем валли 5 вырăн йĕркеленĕ тата тепĕр вырăнĕ — куç курманнисем тата хăлха илтменнисем валли. Пĕлӳ илес текенсен йышĕ самай ӳснĕ. Цифра пĕлĕвне Николай Парахин библиотека ĕçченĕ вĕрентет. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 100 ытла çын пĕлӳ илнĕ, ку шутра — ачасем те. Тепĕр курăмлă пулăм. Ачасем валли мультипликаци студийĕ хута кайни. Занятисенче шăпăрлансем мультфильмсем ӳкерме вĕренеççĕ. «Улăп ачисем» проект вара гранта тивĕçнĕ. Пултарулăх студине çӳрекенсем — япăх тата пачах куç курманнисем — сасă çыртаракан пӳлĕмре чăваш халăх юмах-халапĕсене вуланă. Кăçал «Нескучный тур с семьей «Чувашия на ощупь» проект Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне — 200 пин тенке — тивĕçнĕ. «Ку проект пулăшнипе çемьепе пĕрле 26 муниципалитетри паллă вырăнсене çитсе килме пулать. Ăна нумай енлĕ форматпа хатĕрленĕ. Кунта иллюстраци те, рельеф графики те, видеопа аудио та пур. Хăш-пĕр паллă вырăна библиотека ĕçченĕсем хăйсем те çитсе курнă. Çул çӳрев карттине республикăри библиотекăсене салатĕç. Хальлĕхе пĕр экземпляр», — пĕлтерчĕ куç курманнисен библиотека директорĕ Наталия Перевезенцева. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Инкексен йышне пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр»

Чăваш Республикин Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертӳçи Алексей Метелкин «Хыпар» Издательство çуртĕнче интервьюна хутшăнчĕ. Вулакансене ĕç инспекцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата унăн тĕп тĕллевĕ пирки каласа пачĕ. Хăшпĕр ыйтăва «Хресчен сассинче» çутатас терĕмĕр.

— Алексей Игоревич, хăш отрасльте инкексен йышĕ ытларах тата вĕсен йышне пĕтерес тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?

— Производствăра çын вилнине е суранланнине час-часах тĕл пулатпăр. Калăпăр, кăçалхи 10 уйăхра кăна инкексен йышĕ 13% ӳснĕ. Сăмахран, пĕлтĕр, çак тапхăрта 30 инкек пулнă тăк кăçал — 34. Çав хушăрах вилекенсен шучĕ чакнă. Пĕлтĕр 8 çын пурнăçран уйрăлнă, кăçал — 4, йывăр суранланнисем вара 29 çын. Ытларах строительствăра ĕçлекенсем шар кураççĕ. Унта ку кăтарту 2 хут ӳснĕ. Кăçал çак тытăмра 11 инкеке регистрациленĕ: пĕр çын вилнĕ, 10 çын йывăр суранланнă. Çав йышра шута илменнисем те пур. Ĕçпе тивĕçтерекенпе ĕçлекен хушшинче килĕшӳ çырманнисем. Кăçал, сăмахран, июль уйăхĕнче Богдан Хмельницкий урамĕнчи çурт-йĕр строительствине пурнăçланă чухне рабочи ӳкнĕ. Тепĕр тĕслĕх Çĕнĕ Шупашкарта пулнă. Мунча юсанă чухне хĕрарăм çӳллĕшрен ӳкнĕ те суранланнă. Икĕ тĕслĕхре те ĕçпе тивĕçтерекенпе килĕшӳ çырман. Паянхи кун патшалăх ĕçре пурнăçран уйрăлнисен тăванĕсене 2 миллион тенкĕ таран компенсаци тӳлет. Малтанах тӳлеве илме çывăх тăванĕсем суда çитнĕ пулсан, халĕ ку ыйтупа хамăр тĕллĕнех ĕçлеме пултаратпăр. Компенсацие темиçе çул иртсен те илме пулать. Суранланни сене те пулăшу килет: сиплев, реабилитаци, хатĕрсем.

— Инкек сăлтавĕсем еплерех?

— Инкексен тĕп сăлтавĕ — ĕçе пурнăçланă чухне харпăр хăй хӳтĕлев хатĕрĕпе усă курманни, хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнта карта тытманни тата ытти те. Сăмахран, 2021 çулта çурт тăррине улăштарнă чухне республикăра 4 çын ӳкнĕччĕ. Нихăшĕ те страхлав тросĕпе çыхăнман. Çавăн пекех шалти йĕркене пăхăнманни куçкĕрет. Тепĕр чухне ĕçпе тивĕçтерекен пысăк тупăш илес тесе ĕçлекенсене хӳтĕлев хатĕрĕпе тивĕçтересси пирки шухăшламасть. Ку енĕпе пысăк предприятисемпе йывăрлăх çук, ытларах пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх енчен пур. Каламалла, хальхи вăхăтра Социаллă фонд предприятисене хӳтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ тăкаксене саплаштарать. Тепĕр сăлтав — ĕçе ӳсĕрле пуçăнни. Кун пек чухне çынна тӳрех ĕçрен хăтармалла, объекта кĕртмелле мар. Ятарлă комисси тĕпчев ирттерет. Тепĕр чухне ĕçпе тивĕçтерекен инкек пулса иртни пирки пĕлтермест, суранланнă çынпа калаçса татăлать. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн шар тӳснĕскер патшалăх инспекцине пулăшу ыйтма килет. Паллах, вăхăт енчен чару çук. Практикăра 1970 çулта колхозра суранланнипе çыхăннă лару-тăрăва тишкерни те пулнă. Медицина организацийĕсем те информаципе тивĕçтереççĕ. Кунта Социаллă фонд тата профсоюз ĕçченĕсене явăçтаратпăр, результатсемпе паллаштаратпăр. Инкексен шутне чакарас тесе инспекци тĕрĕслевсем ирттерет. Республикăра строительство обћекчĕ нумай, хăрушсăрлăх йĕркине пăснă тĕслĕх чылай. Çавна май строительство пыракан вырăнсене çитетпĕр, сăн ӳкеретпĕр, йĕркене пăснă тĕслĕхсене шута илетпĕр, ĕçе прокуратурăна ярса паратпăр. Кăçал инспекци 37 тĕрĕслев ирттернĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Çамрăк ăрăва çĕр культурине вĕрентесчĕ

Республикăри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен Союзĕн тĕп тĕллевĕ — çĕр ĕçĕнчен писнĕ çамрăк ăрăва çĕр ĕç культурине вĕрентесси, ăна юратма хăнăхтарасси.

Çав тĕллевпе нумаях пулмасть Элĕк округĕн АПК ветеранĕсем унăн ертӳçи Николай Сергеев йĕркеленипе Шупашкар округĕнчи Евгений Шалеев фермер хуçалăхĕн производствинче экскурсире пулчĕç. Унта АПК ветеранĕсен Союзĕн президиум членĕсем: И.Аверьянов, С.Егоров, Н.Сергеев, И.Архипов, тĕп специалистсем хутшăнчĕç. Хуçалăхăн сĕт-çу ферми Шупашкар округĕнчи Курак Чурачăк ялĕнче сăртлă, çырмаллă вырăнта вырнаçнă. Евгений Шалеев — çӳллĕ, кĕрнеклĕ кĕлеткеллĕ, 60 çултан иртнĕ, калаçма ӳркенмен çын. Вăл Чулхула облаçĕнче çуралса ӳснĕ вырăс, аслă пĕлӳ илнĕ, çемьеллĕ, хуçалăха 20 çул ытла ертсе пырать. Малалла хуçалăхпа паллашрăмăр. 70-мĕш çулсенче Ишлейри совхоза Иван Архипов ертсе пынă. Ертӳçĕ тилхепине вăл 10 çул тытнă. Хуçалăх район тата республика шайĕнче малтисен ретĕнче пулнă. Паянхи кун та хуçалăх кăтартупа ирттерет. Аш-пăш, сĕт туса илессипе ĕçлет. Хуçалăхра 2600 пуç мăйракаллă шултра выльăх, ку шутран сумалли ĕнесем — 1 пин пуç. Пĕр ĕнерен вăтамран 29 литр сĕт суса илеççĕ, фермипе — 29 тонна. Патшалăха 27 тонна ăсатаççĕ, ыттине пăрусене çитереççĕ. Сыснасем те ĕрчетеççĕ. Хуçалăха юсаса çĕнетнĕ. Выльăх витисем пысăк та капмар, таса, çутă та ăшă. Ĕнесем апатран татăк тăмаççĕ, кунта тислĕке те вăхăтра тасатаççĕ. Сĕтне кунне 3-4 хут сăваççĕ. Фермăра техника çӳремелли çулсене пĕтĕмпех асфальт сарса хытарнă, пылчăк çăрса çӳремелле мар. Техника ĕç тухăçлăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе палăрать. Хĕл каçмалăх выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрленĕ. Силос, сенаж, улăм хутăштарса авăртаççĕ те çав техникăпах витене кĕрсе валеçсе параççĕ. Ĕне ферминче 30 ытла çын ĕçлет. Пурте вĕсем 25-35 çулсенчи ялта пурăнакан çамрăксем. Дояркăсем пĕр талăк ĕçленĕ хыççăн икĕ талăк канаççĕ. Фермăра вĕсене выртса канма общежити пур. Ĕçленĕ кунсенче хуçалăх шучĕпе тӳлевсĕр 3 хут апат çитереççĕ. Вырăнта кадрсем çитмеççĕ. Ытти округсенчен автобуспа илсе килме те тивет. Ĕçлекенсен йышĕнче Элĕксем те пур. <...>

Вениамин АРХИПОВ. Элĕк округĕ. Мартынкасси.

♦   ♦   ♦


Хăмла чапне тавăрма шухăшлани савăнтарать

Шупашкарта «Раççей симĕс ылтăнĕ» фестиваль çулсерен анлă иртет. Кăçал унта Чăваш Енсĕр пуçне тата ултă регион хутшăннă.

Уяв Юхан шыв порчĕ çумĕнчи тӳремре тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Кăçал вăл 3-мĕш хут пулчĕ. Унта çĕршывăн сăра вĕретекен 20 компанийĕпе 14 регион делегацийĕ килсе çитнĕ, 48 пин çын хутшăннă. Сăра, чăваш наци апачĕ… Шел, вĕсен хушшинче чăваш уйранĕ курăнмарĕ. Уяв чуна хăпартлантарчĕ. Чăвашсен хăмлин чапĕ иртнĕ ĕмĕрте тĕнчипех паллă пулнă. Совет Союзĕнче ӳстерекен пĕтĕм хăмлан 90 процентне Чăваш Республикинче туса илни, республика ку енĕпе çĕршывра пĕрремĕш вырăнта пулни çамрăк чухнехи çулсене аса илтерчĕ.1985 çул хыççăн Горбачев тапхăрĕнче алкогольпе кĕрешес политикăна пула хăмла плантацийĕсене пĕтернĕ. Хăмла чапĕ чылай сӳннĕ. Эпĕ астăвасса иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче кашни колхозпа совхозăн хăмла плантацийĕсем пурччĕ. Манăн тăван ялта, Вăрнар районĕнчи Пăртасра, Мичурин ячĕллĕ хуçалăхăн хăмла плантацийĕ пысăк лаптăк йышăнатчĕ. Халĕ вăл вырăнта Молодежная урам ӳссе ларчĕ. Паянхи кун 10-12 шалчаллă хăмла уйрăм хуçалăхсенче кăна тĕл пулать. Вăл та пулин пурин пахчинче те мар. Эпĕ хамăн пахчара хăмла ӳстерме пăрахман-ха. Кăçал та акă 22 шалча лартса виçĕ пысăках мар михĕ хăмла туса илтĕм. Сăнанă тăрăх, килти хăмла çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне тулса çитет. Ăна татнă кун вара праçник евĕр туйăнать. Мачча çине типĕтме саратăн та ырă шăрши мĕне тăрать! Ача чухнех пĕр хаçатра вулани асăма килет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн çарсем Германи çĕрĕ çине пырса кĕрсен пĕр чăваш салтакĕ нимĕçсен сăра завочĕн хуçи патне çитнĕ. Унăн пӳлĕмĕнчи пысăк карттă çинче Чăваш АССР тĕлĕнче ăнланмалла мар паллă ӳкерсе хунине курсан: «Ку мĕне пĕлтерет?» — хурав панă лешĕ. «Çакăнта Совет Союзĕн чи нумай та техĕмлĕ хăмла ӳстерекен вырăнĕ», — хурав панă лешĕ. Чăваш хăмли республика чапне çĕкленине хам та туйса илтĕм. 1988 çулхи кĕркунне мана ун чухнехи апат-çимĕç промышленноçсен министрĕпе Л.И. Вавиловăпа пĕрле Мускаври ВДНХри ял хуçалăх продукчĕсен куравне хутшăнма йыхравларĕç. Людмила Вавиловăна Шупашкара чĕнсе илнĕ хыççăн пĕчченех юлтăм. Пăхатăп: грузинсем хăйсен павильонне СССР Министрсен Канашĕн ертӳçи Н.И. Рыжков пырас умĕн иçĕм çырлин тураттине çакаççĕ. «Мĕншĕн пирĕн те хăмла шерепине çакмалла мар?» — пуçра ыйту çуралчĕ. Çав шухăша пĕлтернĕ хыççăн тепĕр кун сип-симĕс хăмла шерепине илсе çитерчĕç. Куракансен йышĕ Чăваш Ен стенчĕ тавра йышланчĕ. Мăнтăр хăмла курланкисене хăшĕсем тытса пăхрĕç, теприсем шăршипе киленчĕç е сăн ӳкерĕнчĕç. Николай Рыжков та пирĕн стенд умĕнче чарăнса тăчĕ. Куракансене ытларах хăмлапа илĕртрĕ. Кун хыççăн ытти мероприятисене тăтăш хутшăннă. Çакă уйрăмах асра юлнă. <...>

Геннадий ИВАНОВ, Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен Союзĕн членĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.