Тантăш 44 (4915) № 14.11.2024

14 Ноя, 2024

«Пысăк тăхтавра» çĕнтернĕ

Пирĕн Чăваш Ен ачисем часчасах хăйсен çĕнтерĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче «Пысăк тăхтав» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсен (8-10-мĕш класс ачисен хушшинче) ячĕсем уçăмланчĕç. Вĕсем чылаййăн пулни питĕ савăнтарать. Конкурс «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать, вăл «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» флагман проекчĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем — 19-ăн. Пĕр миллион тенке çĕнсе илнисен йышĕнче — Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейри Софья Степанова, Шупашкарти 5-мĕш гимназири Екатерина Аврамова, Çĕрпÿри 1-мĕш шкулти Елена Ракчеева. Аслă классенче вĕренекенсенчен 9-шĕ — 200 пин тенке, тепĕр 7-шĕ 100 пин тенке тивĕçнĕ. Ачасен унпа хушма пĕлÿ илме, малалла аталанма май пур. Пирĕн çак кунсенче Софья Степановăпа çыхăнма май килчĕ.

Пур тапхăра та ăнăçлă тухнă

«Пысăк тăхтавра» пĕлĕве шкул программи тăрăх хакламаççĕ, командăра ĕçлеме пĕлнине, лидер пулнине пахалаççĕ. Асăннă конкурс яланах темиçе тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ — дистанци мелĕпе. Ун валли видеовизитка хатĕрлемелле, вĕренекенĕн хăйĕн пирки каласа кăтартмалла, ыйтусене хуравламалла. Вĕсем кашни çулах расна. Кăçал видеовизиткăра Софья хăйĕн çемйине, ĕмĕчĕсене çутатнă, «Пысăк тăхтав — манăн пурнăçăмра» темăпа эссе çырнă, электрон волонтер кĕнекипе паллаштарнă. Çаксемшĕн пысăк балл пухнă. Иккĕмĕш тапхăр та дистанци мелĕпех иртнĕ. Унта кейс ыйтăвĕсене хуравламалла, проект хатĕрлемелле пулнă. Вунă ыйтуран пĕрне кăна хускатма юранă. Софья шкул картишне тирпейлес, хăтлăлатас ыйтăва суйласа илнĕ, ăна пурнăçа кĕртесси пирки анлă проект çырса хатĕрленĕ. Виççĕмĕш тапхăр — çурма финал. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 3 пин ача хутшăннă. Вăл кăçал Пермьре иртнĕ. Паллах, Софья та унта çитнĕ. Ултă сехетре вăл темиçе кейс ĕçĕ пурнăçланă. Ачасем мĕнле ĕçленине, ушкăнра хăйсене епле тытнине экспертсем çирĕп тĕрĕсленĕ. Кашни командăна тата ачасене уйрăммăн балсем лартнă. Ку тапхăрта вĕренекенсем ыттисемпе мĕнле хутшăннине, лидерлăхне, креативлăхне хак панă. Финала тухнисене пурне те «Артекра» канма путевкăпа тивĕçтернĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Форум для активных родителей

Кто, если не родители, являются первой опорой, поддержкой, советчиком для своих детей? Ведь именно в семье закладываются главные ценности ребенка – это культура поведения, уважение к окружающим, любовь к Родине. С целью формирования единого воспитательного пространства, обĕединения усилий родительской общественности, государственных органов и общественных институтов по вопросам воспитания и обучения учащихся, по поручению Президента России Владимира Путина был создан Всероссийский родительский комитет. В нашей республике в состав комитета вошли 35 представителей родительских сообществ. А на прошлой неделе, 8 ноября, в Центре одаренных детей и молодежи «Эткер» состоялся родительский форум «Чувашская Республика – пространство развития».

Интересные мастерклассы, полезные лекции, выставки

– Очень здорово, что впервые собрались для того, чтобы обĕединить усилия родительских комитетов, – отметил Глава Чувашии Олег Николаев, поприветствовав участников первого заседания Республиканского родительского комитета. Также Олег Алексеевич подчеркнул, что активные родительские комитеты, которые вырабатывают идеи, участвуют в жизни школы, являются партнерами. Программа форума была обширной и насыщенной. На занимательных площадках участники форума получили ценную информацию о том, какова роль семьи в профессиональном самоопределении ребенка, как построить взаимопонимание и доверительные отношения с детьми в семье, поговорили о кризисе взаимоотношений между детьми и родителями и так далее. В рамках форума были представлены школьные театры, медиацентры, поисковый отряд, ЮИД, команды советников по воспитанию, движений «Орлята России» и «Движение первых», а также выставки и мастер-классы от организаций высшего образования и профессиональных образовательных учреждений. Поисковый отряд «Прометей» из 9-й школы города Новочебоксарск на форуме представил уникальную выставку, где гости смогли ознакомиться с интереснейшими экспозициями. – В нашей школе работает Музей Боевой славы. Там находятся экспонаты, привезенные из Тверской области, где проходила кровопролитная Ржевская битва. Кроме того, члены нашего отряда были на экспедиции в Ленинградской и Новгородской областях. А в июне ездили на Всероссийский фестиваль «На рубеже», который проходил в Козловском округе. Сейчас готовимся к слету, который должен пройти в лагере «Белые камни». Еще мы в школе устраиваем различные форумы, где не только ребята, но и родители посещают музей, знакомятся с экспонатами, интересуются. А в сентябре стартовал проект «Солдатский треугольник». Участвуя в нем, мы попросили принести письма, сохраненные с периода времен Великой Отечественной войны. И вот буквально на днях получили три экспоната, датируемые 1943 годом и принадлежавшие двум братьям. Сейчас начали расшифровку этих чувашских писем, – рассказала про деятельность десятиклассница Арина Сидоренкова. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Чăваш тĕррин илемĕ чуна тыткăнлать

Уроксем вĕçленсен эпĕ юлташсемпе ялти вулавăша васкатăп. Эпир унта чăваш тĕрри тĕрлетпĕр. Алиса Андачкова библиотекарь «Асамлă чăваш тĕрри» программăпа уроксене интереслĕ ирттерет.

Акă Нарспипе Сетнер валли тумтир, пушмак çĕлерĕмĕр, вĕсене чăваш тĕррипе илемлетрĕмĕр. Çак кунсенчех Нарспи валли тухья ăсталарăмăр, ăна шăрçасемпе, тенкĕсемпе капăрлатрăмăр. Илемлĕ пулчĕ. Халĕ алă тутрисене чăваш сĕмĕ кĕртетпĕр. Чăваш эрешĕ илемлĕ те пуян. Унта тăван халăхăн историйĕ упранать. Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ. Çавна май республикăра тĕрлĕ мероприяти иртет. Эпир «Чăваш тĕррин асамĕ» акцие хутшăнтăмăр. Ялти вулавăшра Алиса Андачкова библиотекарь çак уява халалласа «Упрар чăваш тĕррине» калаçу ирттерчĕ, «Ĕмĕрсен эрешĕ: аваллăхран паянлăха» кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ. Эпир чăваш тĕррипе паллашрăмăр, кĕпе-саппун çинчи эрешсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Мĕн тери ăста та пултаруллă пулнă пирĕн мăн асаннесемпе кукамайсем! Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев ахальтен мар: «Чăваш халăхĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ», — тенĕ. Чăваш тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Пирĕн эрешсем питĕ илемлĕ! <...>

Яна ПОРФИРЬЕВА, 5-мĕш класс. Элĕк округĕ, Мăн Вылă шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.