Çамрăксен хаçачĕ 42 (6543) № 31.10.2024

31 Окт, 2024

«Халăха ялан пĕр юрă-ташă кăтартмалла мар»

Паянхи хăна — Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн тĕп хормейстерĕ Марина Тарасова. Вăл унта ĕçлеме пуçланăранпа кăçал шăпах 20 çул çитнĕ. Апла каялла çаврăнса пăхса унчченхи ĕçсене пĕтĕмлетме, малашнехи плансем пирки калаçма вăхăт.

Пĕчĕк вăрттăнлăхсем пур

— Марина Юрьевна, çак кунсенче сирĕн ансамбль Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче черетлĕ сезона уçрĕ. Çак кун ансамбльпе пĕрле пулса чунпа кантăм. Тĕлĕнмелле чаплă концерт пулчĕ! Артистсем сцена çине тухиччен тĕплĕ хатĕрленни тӳрех сисĕнчĕ. Ку ĕçре сирĕн тӳпе те пур.

— Пытармастăп: ансамбльте манăн тӳпе самаях пысăк, мĕншĕн тесен репертуар валли юрă-кĕвĕ суйласси — манăн тивĕç. Сезон уçнă ятпа йĕркеленĕ концертра та эпĕ хамăн пултарулăха кăтартма пултарнăшăн хĕпĕртетĕп. Мĕнлерех попурри, тутар, вырăс, мари, мордва, пушкăрт юррисене суйласси манран нумай килчĕ. Ĕç калăпăшĕ пысăк пулчĕ. Концерта кĕске вăхăтра хатĕрлеме лекрĕ. Авăн уйăхĕнче отпуск хыççăн иккĕмĕш хормейстерпа Алла Тимофеевăпа çанă тавăрса ĕçлерĕмĕр.

— Юрăсене итленĕ чухне тĕрлĕ республикăран паллă артистсене чĕннĕ пулĕ тесе шухăшларăм малтанах. Урăх халăх юррисене чăваш артисчĕсемех акцентсăр юрланине сирĕнтен акă халь кăна пĕлтĕм.

— Концертра «Улица Семенова» юрă янăрарĕ. Артистсем акцентсăр юрланинче пĕчĕк вăрттăнлăхсем пур. Йĕпреç тăрăхĕнче кун çути курнă Лариса Ярукова — çурма мордва хĕрарăмĕ, çавăнпа ăна çак халăх юррине шăрантарма пĕрре те йывăр мар. «Ай, былбылым» тутар халăх юррине Федор Казановпа Ольга Дубинина шăрантарчĕç. «Чеверынатчеверын» çармăс халăх юррине Валентина Кокотанова хăйĕн илемлĕ сассипе уçса пачĕ. Валя общежитире çармăс хĕрĕпе пурăннă. «Выйду на улицу» вырăс халăх юррине Иван Николаев куракансем патне çитерчĕ. «Ландыша эп юрататăп» юрра вара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткипе Ольга Кирилловăпа Иван Николаев чунран юрласа çынсене çунатлантарчĕç. Çамрăк юрăçсем те юлмаççĕ, хорта юрлаççĕ, ерипен сцена çине пĕччен тухма хатĕрленеççĕ.

— Программăри юрăсен тематики шухăша пĕрин хыççăн тепри пуянлатса пыни питĕ килĕшрĕ.

— Ятарласа çапла турăмăр. Юрăсен шухăшĕ пĕр тематикăллă пулни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа ытти халăх юррисене суйланă чухне вĕсен куçарăвĕсене тупса унта мĕн çинчен каланине шута илтĕмĕр.

— «Калинка» сюитăна кăтартнă хыççăн халăх вăрахчен алă çупса артистсене сцена çинчен ямарĕ.

— Сюитăпа тĕплĕн ĕçлерĕмĕр. Çĕнĕ тумтире ятарласа çĕлеттертĕмĕр. Пуян шухăшлă юрăсемпе ташăсем пĕр хитре чечек çыххи пулса тăчĕç.

— «В семье единой» хореографи сюити тĕрлĕ халăх ташшипе пуян пулчĕ.

— Кунта Алексей Тимошенко хореографăн ĕçĕ туллин курăнать. Алексей Викторович ансамбльте виççĕмĕш çул вăй хурать. Вăл ташăсене хальхи вăхăтпа çыхăнтарса çĕнетрĕ, хăйĕн шухăшĕсене те кĕртрĕ. Ку концертри чылай ташă — унăн «ачи». Алексей Тимошенко ташăсенче хăйне евĕр техникăпа усă курать. Сăмахран, «Уточки» ташăра кĕвĕ илемлĕ янăратăр тесе Алексей Викторович кĕсле те кĕртрĕ. Пирĕн ансамбльте кĕсле çук. Вăл — ĕлĕкхи инструмент. Концертăн тĕп тĕллевĕ – Раççейре пурăнакан халăхсен пĕрлĕхне кăтартасси, темле йывăр самантра та, уйрăмах халĕ СВО вăхăтĕнче, эпир пурте пĕрле пулнине палăртасси. Кашни халăхăн — хăйĕн культури, юрри-ташши.

— Паллах, ташăсене çĕнетни аван. Ансамблĕн «ылтăн фондĕнчи» ташăсемпе юрăсене ытти чухне те кăтартатăрах ĕнтĕ.

— Халăха ялан пĕр юрă-ташă кăтартмалла мар. Çавна май костюмсене те пурнăçпа çыхăнтарса çĕнететпĕр. Кашни артистăн — хăйĕн курăмĕ, пăшăрханăвĕ, чун ыйтни. Çавăнпа номерсене хатĕрленĕ чухне артистсен шухăшне те шута илме тăрăшатпăр. Юрăсене суйланă чухне кашни юрăçпа уйрăм ĕçлетпĕр.

— Сăмахран, Чăваш халăх артисткине Ольга Луковăна илер.

— «Вăл — уйрăм экземпляр», — теме пулать ун пирки. Хăйне мĕн кирлине яланах тăвать. Ĕçрен киле кайнă чухне çул çинче палланă композитора курсан та хăйне мĕн кирлине тĕплĕн ăнлантарса памасăр ăна алăран вĕçертмест. Хăйне кирлĕ сăвва тупать, кĕвви пирки композиторпа калаçса татăлать, унтан ман пата пырса ăнлантарать… Ун пек çынсемпе ĕçлеме интереслĕ. Сцена çине мĕнле тумпа, эрешпе тухассине те пĕрле канашлатпăр. Ольгăпа çеç мар, пур артистпа та çапла ĕçлетпĕр.

— Ансамбль сцена çине илемлĕ чăваш тĕрриллĕ тумпа тухсан мăнаçланнипе куçра куççуль тумламĕсем пăчăртанчĕç.

— Тумтире ансамбль хăй çĕлеттерет. Кашни артист валли çи-пуçсăр пуçне пушмак та çĕлеттермелле. Ташăçăсен пушмакĕ вара хăвăрт çĕтĕлет. Кăçал пушмак çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Çĕнĕ постановкăпа ĕçлетпĕр. Чăваш Республикин Культура министерстви кăçал ансамблĕн 100 çулхи юбилейне уявлама укçа самай уйăрчĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Çемье тусĕ пулса тăтăмăр»

Эсĕ хăв та — ача, алăра вара — пепке. Никам та пулăшакан çук, ачан ашшĕ тарса çухалнă… Шел те, ку кинори сюжет мар, пурнăç чăнлăхĕ. Паянхи калаçу — çакнашкал пăтăрмаха лекнĕ çул çитмен çамрăк хĕрарăмсем (вĕсене хĕрарăм теме чĕлхе çаврăнмасть пулин те çаплах калама тивет) пирки. Пирĕн хăна — Шупашкарти халăха комплекслă майпа пулăшакан центрăн йывăр ларутăрăва лекнĕ хĕрарăмсемпе ĕçлекен уйрăмăн заведующийĕ Людмила Иванова

— Людмила Владиславовна, эсир ачасене йывăр лару-тăрура пулăшакан Раççейри фондăн конкурсĕнче грант çĕнсе илтĕр, пĕлтĕр тата кăçал «Пĕчĕк анне» проекта пурнăçласа пыратăр. Унăн тĕллевĕ пирки каласа кăтартăр-ха. Епле çуралчĕ вăл?

— Çул çитмен çамрăк хĕрарăмсем тин кăна çуратнă ачисене больницăра пăрахса ан хăварччăр тесе маларах эпир «Пĕрле пулатпăр!» проект пурнăçларăмăр. Кун хыççăн çул çитмен пулас амăшĕсене пулăшас тĕллев çуралчĕ.

— Çире пур çул çитмен хĕрсене епле тупса палăртатăр?

— Эпир республикăри больницăсемпе нумай çул çыхăнса ĕçлетпĕр. Хĕрарăмсен консультацине çул çитменнисем учета тăма килсен пире пĕлтереççĕ. Вара вĕсен çемйисемпе çыхăнатпăр. Ку проект тĕллевĕ — ачасене кăна мар, ашшĕ-амăшне те пулăшасси, мĕншĕн тесен 13-15 çулсенчи хĕр ача кĕтни — çемьешĕн шок. Ытларах чухне ашшĕ-амăшĕ хĕрĕ ача кĕтнине хырăм пысăклансан тин пĕлет. Çие юлнине хĕрсем хăйсем те ăнланмаççĕ. Кайран хăраса ӳкеççĕ. Аслисем те лару-тăрăва ăспа ăнланса йышăнаймасан та пултараççĕ. Вĕсене экстреннăй майпа пулăшма психологсен бригадине йĕркелерĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ валли «Çемье вăйĕ» проект пуçартăмăр. Лару-тăрăва кăштах çăмăллатма, малалла мĕн тумаллине ăнланса илме пулăшать вăл. Çемьесемпе паллашсанах вĕсен мĕнле ыйтусем, йывăрлăхсем пуррине шута илетпĕр. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хыпара йĕркеллех йышăнать. Тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп. Ачисем туслă çӳренине хĕрĕн те, каччăн та ашшĕ-амăшĕ пĕлнĕ, çие юласран профилактика калаçăвĕ те ирттернĕ вĕсем. Çапах 16-рискерĕн хырăм юлнă. Вара икĕ енĕ те çамрăксене пулăшма тытăннă. Хĕр техникумран вĕренсе тухрĕ, права илчĕ, машина туянса панă ăна. Ку çемьере веçех ăнăçлă вĕçленнĕ пулсан эрехпе айкашаканнисенче ун пек мар. Ашшĕ-амăшне хĕрĕн, мăнукĕн шăпи пăшăрхантармасть.

— Эсир калакан лару-тăрăва ытларах мĕнле çемьесенчи хĕрсем кĕрсе ӳкеççĕ?

— Ку ыйту ăнăçсăр çемьесене кăна пырса тивмест. Пирĕн хĕрсен пысăк пайĕ — лайăх çемьесенчен. Хĕрĕсем те лайăх. Çамрăк пулсан та амăшлăх туйăмĕ пур, ачине юратаççĕ, пăхаççĕ. Çапах эрехпе айкашакан çемьесенчисем те пур. Вĕсен амăшĕсем хăйсем шутра тăнă. Хĕрĕсем те çак çул çине пăрăнас хăрушлăх пур. Ку çемьесемпе татса памалли ыйту нумай.

— Эсир ĕçлекен ушкăнра çул çитмен миçе çамрăк хĕрарăм?

— Çире пуррисем, çуратнисем — пурĕ 20-ĕн. Ача çуратмалли çуртра пепкисене нихăшĕ те пăрахса хăварман. Иккĕшĕ качча кайнă, йĕркеллех пурăнаççĕ. Паллах, пĕтĕм йывăрлăх ашшĕ-амăшĕ çине тиенет. Вĕсем мăнукне пăхма пулăшсан хĕрĕ вĕренме тытăнать. Амăшĕсенчен чи çамрăкки — 13-реччĕ. Халĕ вăл çуратрĕ ĕнтĕ, сывă хĕрача çут тĕнчене килчĕ. Эпир ăна çире пур чухне тупса палăртрăмăр. — Эсир пулăшнин усси пур-и? Ăнăçлă тĕслĕхсемпе паллаштарăр-ха.

— Тăлăх хĕре кукамăшĕ опекăна илсе пăхса çитĕнтернĕ. 16-ра унăн çие юлнă. Кун пирки пĕлсен каччи ăна пăрахнă. Вăл 17-ре, ăнăçлă çемьерен, яшăн ашшĕ-амăшĕ те хĕре качча илтермен. «Ачи пирĕн ывăлтан мар», — тенĕ. Психолог вĕсемпе те ĕçлерĕ. Йывăрлăхра хĕр пĕччен тăрса юлчĕ. Мĕн тумаллине пĕлмерĕ. Эпир ăна пулăшма тытăнтăмăр. Уншăн ашшĕамăшĕ вырăнне те, юлташ вырăнне те пултăмăр. Çапах ку истори ăнăçлă вĕçленчĕ. Салтака кайса килнĕ хыççăн каччăн шухăшĕ улшăнчĕ. Вăл ачине йышăнчĕ, ун амăшĕпе çырăнчĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


40 пин сăмахран тăракан повеçрен пуçланă

Шкулта вĕреннĕ чухнех кĕнеке вулама юратнă вăл. Ал айне мĕн лекнĕ, çавна шĕкĕлченĕ. Уйрăмах килти ашшĕ-амăшĕн библиотекинчи кĕнекесене алла тытнă. Вăхăт иртнĕçемĕн Артем Евсеев хăй те çырма тытăннă. Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки ирттерекен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс çĕнтерӳçи те пулса тăнă.

— Артем, «Çамрăксен хаçачĕн» тусĕсене хăвăнпа çывăхрах паллаштарсам.

— Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнчен вĕренсе тухрăм, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн каçхи курсĕсенче тăлмачă специальноçне ăса хыврăм, акăлчан чĕлхине – Шотландири Каплан колледжĕнче, чех чĕлхине Прагăри университетра вĕрентĕм. Ялан мĕн те пулин çĕннине пĕлме ăнтăлнипех И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн радиоэлектроникăпа автоматика факультетĕнче те пĕлӳ илтĕм. Халĕ аслă шкулта студентсене вĕрентетĕп, проектсемпе ĕçлекен тытăмра та тăрăшатăп.

— Мĕнле çемьере ӳснĕ эсĕ?

— Йĕркеллĕ воспитани илессине пирĕн çывăхри тата йĕри-таврари çынсем те пысăк витĕм кӳреççĕ. Çак енчен мана ăнчĕ – эпĕ лайăх çемьере çуралса ӳсрĕм. Аттепе анне аппапа иксĕмĕре хăйсен юратăвне шеллемесĕр пачĕç.

— Ачалăха аса илсен куç умне мĕнле самантсем тухаççĕ?

— Тĕнчене курма тытăнни: вăл тĕрлĕрен иккен. Кашни пулăма хирĕçле тепĕр пулăм пуррине ăнланма пуçлатăн. Нумай япаларан тĕлĕнни, яваплăха туйма тытăнни асрах. Пĕчĕкренех ĕмĕтленме, шухăшласа кăларма, çырса хума юрататтăм. Акă, тĕслĕхрен, çакăн пек лару-тăру пулнăччĕ. Килти чĕр чунсем çинчен эссе çырма хушнăччĕ. Çав вăхăтра пирĕн килте вĕсем пулман. Анчах эпĕ вĕсем пур пек шухăшласа ĕçе пурнăçларăм: 8 такса йытта пăхнă пек илемлĕн, ĕнентерӳллĕн çырса кăтартрăм. Çитменнине, хам çыракан кашни сăмаха хам ĕненме пуçларăм. Манăн 8 такса мар, пĕрре те çуккине пĕр класра вĕренекенсем ман пата çур çултан хăнана килсен çеç пĕлчĕç.

— Апла шкул пурнăçĕ те тунсăхлă иртмен.

— Вăхăта ытларах вĕренӳпе спорт валли уйăраттăм. Ытти хастар шкул ачинни пекех: уроксем хыççăн килти ĕçсене пурнăçлаттăм, унтан картишре футболла выляттăм. Унсăр пуçне темиçе спорт секцине çӳреме ĕлкĕреттĕм. Хама мĕн кăмăла кайни пирки час-часах шухăшлаттăм: эпĕ физик е лирик… Чылай предмет килĕшетчĕ – математикăпа физика та, химипе биологи те, литературăпа истори те… Анчах вĕсенчен хăшне те пулин суйламалли çинчен аван пĕлеттĕм. Пурпĕрех вăхăт иртсен те пĕр енне çеç туртăнаймарăм, технарь пулма та, гуманитари енĕпе ĕçлеме те май пуррине вара ăнлантăм.

— Кам пулма ĕмĕтлентĕн? Вăл мĕнпе çыхăннă?

— Мĕнле професси килĕшни çинчен татăклăн калаймастăп та. Çапах маншăн ĕç кăсăклă, вăл пултарулăхпа çыхăнни пĕлтерĕшлĕччĕ.

— Хайлавсем хăçан çырма пуçларăн? Ку ĕçе кам витĕм кӳчĕ?

— Шупашкарта çуралса ӳснĕ май вырăсла çыратăп. Паллах, кунта аттепе аннен килти библиотеки пĕлтерĕшлĕ темелле. Кĕнеке хыççăн кĕнеке вуларăм, пĕр истори хыççăн теприне шĕкĕлчерĕм. Çĕнĕ сăнарсем, вĕсен пурнăçĕ тăрук улшăнни, çĕнĕ тĕнче тата ытти те... Вĕсене кура эпĕ те хамăн чăнлăха калăплама пуçларăм.

— Пĕрремĕш хайлав мĕнле кун çути курчĕ?

— Эпĕ пĕчĕккинчен мар, 40 пин сăмахран тăракан повеçрен тытăнтăм. Сюжетĕнче хĕрпе каччă пурнăç йывăрлăхĕсемпе тĕл пулаççĕ. Ăна çĕрлесерен пĕр уйăх çыртăм – шурă хут çине ручкăпа.

— Сюжечĕ ăçтан тупăнчĕ?

— Шухăшĕ çуралчĕ, анчах пуçра вара пурнăçран илнĕ хăш-пĕр сыпăк кăначчĕ. Геройсен кăмăлĕ, хутшăнăвĕ тата ытти çырнă чухне çуралса пычĕç.

— Çырма мĕн хавхалантарать? Хăш ӳсĕмри вулакан валли хайлатăн?

— Вулакана чăнлăх çинчен шухăшлаттарас, вĕсене йывăр лару-тăруран хăйсем тĕллĕн тухма хĕтĕртес килет. Алă усакан, тăрăшман çын: «Кун пек те тума пулатчĕ- çке», — тени патне çиттĕр. Хайлавсем çамрăксемшĕн усăллă пуласса шанатăп.

— Вĕсенчи сюжетсене ăçтан илетĕн: пурнăçран е шухăшласа кăларатăн?

— Калав-и, повеç-и е роман-и вăл – кирек хăшĕ те пурнăç тĕкĕрĕ. Хăш чухне — шухăшласа кăларни, тепринче чăн пурнăçран илни те пур. <...>

Елена ЛУКИНА, Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕ.

♦   ♦   ♦


Пиччĕшĕ хыççăн шăллĕ те СВОна кайнă

«Çичĕ пĕртăван ӳснĕ эпир. Пĕчĕк пулнă вăхăтра аслисем Ольгăпа Сергей аталаннăччĕ ĕнтĕ. Ыттисем, пиллĕкĕшĕ, пĕрин хыççăн тепри çуралнă. Мишăпа Саша — йĕкĕреш, эпĕ — чи кĕçĕнни. Пурте — ывăлсем, асли çеç хĕр», — хăйĕн çинчен каласа кăтартма пуçларĕ ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕ Эдуард Викторов.

Çара — контрактпа

Галина Пласкинăн ывăлĕсем ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Вĕсем Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче пурăнаççĕ. Ывăлĕсем тĕрлĕ ĕçре маттур. Ку тăрăхра чылай çын севок туса илет. Халĕ, паллах, çак ĕçе механизациленĕ. Унччен вара йăлтах алăпа тума тивнĕ. Çумлассинчен пуçласа сортировка тăвасси таранах. Ку, ай-яй, вăхăта нумай илетчĕ. Çак ĕçе йышсăр тума йывăрччĕ. Викторовсем ачаранах севокпа ĕçленĕ. Тăватă ывăлĕ халĕ те çак ĕçрех тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ, Эдуардпа Станислав, ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Эдуард отпуска килсен унпа курса калаçма тӳр килчĕ. Викторовсен ывăлĕсенчен пĕри те сăмах ваклама питех юратмасть. Эдуард 2000 çулта çуралнă. Тури Туçари шкулта 9-мĕш класс пĕтерсен Патăрьелти техникумра автомеханике вĕреннĕ. Шăп çавăнта ăс пухнă чухне вăл аслăрах юлташĕсем техникум пĕтернĕ хыççăн контракт çырса çар ретне тăнине курнă. Вăл та 2019 çулта диплом илсен çав майпах салтака кайнă, Мурманскри мотострелоксен бригадине лекнĕ. Çулталăкран контракт вĕçленсен вăл ăна малалла тăснă. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă вăхăтра Эдуард çарта пулнă. Вĕсен чаçне СВОна 2022 çулхи çу уйăхĕнче илсе кайнă. Малтанхи вăхăтра Херсон енче пулнă вĕсем. Пирвай çапăçусене те çавăнтах хутшăннă. Эдуард гранатометчик пулнă. Пĕр çапăçăва вăл нихăçан та манмĕ. «2022 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче ир-ирех тăшман тапăнчĕ, БМП танксемпе пире хирĕç тухрĕç. Хĕрӳ çапăçу пуçланчĕ. Çавăн чухне неонацистсемпе куçа-куçăн тăма тиврĕ. Çапах ун чухне эпир вĕсене каялла хăваласа ятăмăр. Унтанпа тĕрлĕ çĕрте пултăмăр. Халĕ Днепр шывĕ хĕрринче вырнаçнă утравсене неонацистсенчен хӳтĕлетпĕр», — аса илчĕ Эдуард. Хальхи вăхăтра вăл — штурм отрячĕн уйрăмĕн командирĕ. «Украина салтакĕсем кашни кун тенĕ пекех Днепр ку енне тĕрлĕ мелпе каçма хăтланаççĕ. Вĕсене пирĕн салтаксем кĕтсе илеççĕ. Çак тарана çитсе эпир вĕсене малалла ирттермен. Юлашки вăхăтра парăнса пирĕн енне каçакан салтак нумайланчĕ. Вĕсем малтан раципе парăннине пĕлтереççĕ. Вара эпир хамăр пата каçма ирĕк паратпăр, çийĕнчех малалла ăсататпăр. Пĕчченшерĕн те, йышпа та парăннисем пулчĕç. Мирлĕ халăха йывăр килет. Хăш-пĕр ялта халăх тăрса юлман. Юлнă пулсан та 7-8 çын кăна. Юрать, пирĕн патри пек çатăр сивĕ çанталăк пулмасть унта. Иртнĕ хĕлле 4-5 кун кăна юр çунине куртăм. Ялсенче юлнă халăх пахча çимĕç тукаласа илет. Эпир вĕсене ытлашши юлнă çимĕçсене паратпăр. Пирĕн апат-çимĕç енчен яланах çителĕклĕ. Гуманитари пулăшăвĕ килсех тăрать. Ытларах Мурманск тăрăхĕнчен. Пирĕн бригада çавăнта йĕркеленнĕ-ха та. Чăваш Енрен те, Çĕмĕрле тăрăхĕнчен, икĕ машина çитрĕ. Пирĕн хушăра чăваш ачисем те пур. Çĕмĕрле каччи машина çукки çинчен пĕлтернĕ те, ентешĕсем икĕ УАЗ пырса пачĕç. Пурте çĕнтерĕве çывхартасшăн. Пирĕн патра тĕрлĕ наци çынни пур: чăвашсем, вырăссем, тутарсем, дагестанецсем, белоруссем… Львов тăрăхĕнчи украин салтакĕсем те пирĕнпе неонацистсене хирĕç çапăçаççĕ. Воркутари вырăс, 67 çулти арçын, СВОна хăйĕн ирĕкĕпе килнĕ. Кунта эпир вăл е ку япала çитменнине курман. Килти апатшăн кăна тунсăхлатпăр: сĕт, çăмарта… Хăш чухне ун пеккисемпе вырăнти халăх тивĕçтерет. Пирĕн поварсем питĕ маттур. Таçтан газ плити, баллон тупаççĕ. Хăш чухне кукăль те пĕçерсе çитереççĕ. Курбан-байрам уявĕ вăхăтĕнче пĕрле çапăçакан дагестанецсен тăванĕсем пĕр тушка какай çитерсе пачĕç. Çавăн чухне ротăри салтаксемпе шашлăк çирĕмĕр. Кунта салтаксем тĕрлĕрен. Пĕррехинче тепĕр отрядри çар çыннине тĕл пултăмăр. Нимĕнле диверсант та мар, ахаль салтаках хăй. «Малашне мĕн пулассине курса тăратăп. Такам каласа тăрать мана — хам та пĕлместĕп. Ыран сирĕн пата тăшман 17 кимĕпе каçать, хатĕр тăрăр», — терĕ çакскер. Эпир, паллах, сисчĕвлентĕмĕр, хурала çирĕплетрĕмĕр. Тепĕр кунхине те, тата тепĕр кунхине те тăшман нимĕнле 17 кимĕпе те каçмарĕ. Салтакăн çапăçăва хутшăннисĕр пуçне куллен тумалли ĕç те нумай. Тĕслĕхрен, хамăрăн хĕç- пăшала яланах хӳтĕлев япалисемпе хуплатпăр. Чылай чухне вĕсем — йывăç турачĕсем. Анчах туратсем хăвăрт типеççĕ, çавăнпа час-часах улăштарма тивет. Маскировка тетелĕсем пулсан ун пек тума тивмест, анчах вĕсем çитмеççĕ. Тăван тăрăха ялан асра тытатпăр. Манăн позывной «Батыр» та унпах çыхăннă. СВО вĕçленсен яла таврăнса унтах тĕпленес шухăш пур», — калаçăва малалла тăсрĕ Эдуард. Вăл кӳршĕ ялти икĕ каччăпа пĕр бригадăна лекнĕ, тульккăш вĕсем тĕрлĕ полкра службăра тăраççĕ. Хăйĕн тетĕшĕ Станислав та унпа пĕр бригадăрах, анчах тĕрлĕ полкра. Çавăнпа пĕртăвансене пĕр-пĕрне курса калаçма йывăртарах. Станислав 2024 çулхи нарăс уйăхĕнче СВОна кайнă. Малтанах вăл кун пирки амăшне пĕлтермен, юлмашкăн ӳкĕте кĕртесрен хăранă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Кĕписенчен анне шăрши кĕретчĕ»

1941 çулхи кĕркунне Сăр хĕррине окоп чавма халăха пуçтарса ямашкăн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикассинче пуху иртнĕ. «Илья арăмне ямасан эпĕ те каймастăп!» — колхозра кăшкăрнă ватă хĕр. Илья арăмĕн Верăн виçĕ ача пулнă. Ун пек ĕçсене пĕчĕк ачаллисене яма тăрăшман-ха, анчах ку хутĕнче лару-тăру урăхларах килсе тухнă.

Йăваш чунĕ Вера Николаевнăна çынпа вăрçăнасран тытса чарнă. Çăвартан ытлашши сăмах вĕçсе тухасран та асăрханнă вăл. Ара, упăшки Илья Васильевич айăп тӳснĕ вĕт. Ял канашĕн председателĕнче тăрăшнăскер вĕреннĕ çын пулнă, çĕршывра пулса иртни пирки хăйĕн шухăшне калайнă. Анчах 30-мĕш çулсенче ку ырăпа вĕçленмен. Пĕр евит пулнă та — арçынна «халăх тăшманĕ» тесе тытса хупнă. Тĕрме /тен, поселени/ пит аякрах вырнаçманнине кура арăмĕ ун патне час-часах кайса çӳренĕ, йывăр çын пулса таврăннă. 40-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл хăй те киле вăрттăн пыркаланă. Ял ыйха путиччен мачча çинче пытаннă, çемйи патне çĕрле кăна аннă. Кӳршисем Илья килте пулнине тавçăрнă, анчах нихăшĕ те сутман. Вăрçă пуçланиччен кăшт маларах ăна ирĕке кăларнă. Вăл Мускавра çар заводĕнче ĕçленĕ, çемйине пулăшкаланă. Виçĕ ачине — 12-ри Мефодие /вăл 4-ра чухне жнейкăпа урине амантса сусăр пулса юлнă/, 10-ри Марийăна, 4-ри Лизăна — хунямăшĕпе хăварса пĕр уйăхлăха Сăр хĕррине окоп чавма тухса кайнă. Çав çулхине хĕл ир ларнă, сивĕ тăнă. Ĕç вырăнне çитмешкĕн çынсем хытсах çитеймен пăр çийĕн саккăршарăн ушкăнланса хырăмпа шуса каçнă. Пăр катăлсан путса вилме те пултарнă вĕсем. Кайран выçăллă-тутăллăскерсем çăпата сырса шартлама сивĕре шăннă çĕре лумпа, кĕреçепе катнă. Урана тăхăнмалли хăвăрт юрăхсăра тухнă, мĕншĕн тесен кунсерен 3 кубла метр тăпра кăларма норма палăртнă. Чул пек хытă çĕр чĕлпекленсе пĕрер сантиметр çеç катăлнă. Плана тултарма май çук пек туйăннă. Тăшман Мускав патнех çитнĕ. Ĕç-пуç япăхлансан шăпах çак чикĕ фашиста тытса чарма пултарнă. Пин-пин хĕрарăм алли палăртнă тĕллеве пурнăçланă. Пĕр уйăхран таврăнсан Вера Николаевна килте нумаях та пурăнайман, ăна чул кăларма янă. Унпа хӳтĕлев чиккисене тунă çĕрте усă курнă. Питĕ аякрах ĕçлемен пулас — канмалли кунсенче киле çăвăнма, çи-пуç улăштарма йăпăртлăха пырса кайнă. Ачисем унăн япалисене çума васкаман. Тарпа касăхнăскерсенчен «амăшĕн шăрши» кĕнĕ. Вĕсене шăршланă май ачасемшĕн амăшĕ çумра пек туйăннă. 1942 çул пуçламăшĕнче ашшĕ вăрçăран таврăннă. 10 çула яхăн этемле мар условисенче пурăннăскер питĕ йывăр чирленĕ. Сăпкара выртакан пепки патне пынă та: «Сана эпĕ ӳстереймĕп ĕнтĕ», — тенĕ. Чăнах та, çулталăкран вăл çĕре кĕнĕ. Вера Николаевна 76 çулччен пурăннă. Вăл утайми пулнă, шăмшакĕ кукăрăлнă. Мĕн виличчен ăна ывăлĕпе кинĕ пăхнă. Утса çӳреймесен те Мефодий питĕ ăслă каччă пулса тăнă. Парти шкулĕнче, педучилищĕре вĕреннĕ. «Атте çăкăрне çиеймерĕм, вăл туяннă кĕпесене тăхăнаймарăм», — хурланса чунне уçать Мария Ильинична. Ашшĕ пирки амăшĕ темех каласа кăтартман. «Инçетре вăл, часах килес çук», — тенĕ çеç. Килти ĕçсем ытларах Марийăн хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Вăрçă çулĕсенче вăл шкула кайманпа пĕрех. Хутран-ситрен пыркаласан тантăшĕсем унран кулнă. 12-ри хĕрача сусăр пиччĕшĕшĕн, икĕ йăмăкĕшĕн /1942 çулта Раиса çуралнă/ ашшĕ, амăшĕ вырăнне юлнă. Вера Николаевна ытти хĕрарăм пекех çĕрне-кунне пĕлмесĕр колхозра пилĕк авнă. Мария та аслисенчен кая мар тăрăшнă. Çуркуннепе çулла, кĕркунне — уйра, хĕлле — фермăра. Пĕр кун ĕçленĕшĕн пĕр стакан кантăр панă, вăл ытларах курăнтăр тесе ăна тăпрапа хутăштарнă. Çимелли енчен хĕлле уйрăмах йывăр килнĕ, çăва тухасса питĕ кĕтнĕ. Вĕсем çимен курăк та юлман. Ялти çерçи выçă вилмест теççĕ. Хуçалăх, ĕне пур-çке. Анчах вĕсем те фронтшăн «ĕçленĕ». Кашни килтен 100 çăмарта, 40 килограмм какай, 8 килограмм услам çу пуçтарнă. Килте çук тăк кивçен илнĕ. Ĕне вилнĕ хыççăн кăна ачасене шеллесе куланайран хăтарнă. Çимĕçсĕр пуçне укçа та ыйтнă. Пулмасан мĕнле те пулин хаклăрах япалана илсе тухса кайнă, кайран ăна каялла укçа тӳлесе илме тивнĕ. Пĕррехинче ачасем юлашки тӳшексĕр тăрса юлнă. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Çуралнă кунĕнче хăйĕн валли ача шыраса тупнă

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Надежда Такмакова пĕтĕм пурнăçне ывăлне халалланă. Опекăна илнĕ Стасике вăл тăван ывăлĕ пекех пăхса ӳстерет.

Пысăк ĕмĕт

«Эпĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Ишек ялĕнче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухне пирĕн çемье Çĕнĕ Шупашкара куçса килчĕ. Унта аннен пĕртăванĕсем пурăнатчĕç, вĕсем патне çывăхрах пулас тесе хулара тĕпленнĕ вĕсем. Çапла Çĕнĕ Шупашкарта ӳсрĕм. Атте Владимир Семенович коронавирус вăхăтĕнче чирлерĕ, больницăна вырттарчĕç, унтан тухаймарĕ, икĕ уйăхран пурнăçран уйрăлчĕ. 71 çултаччĕ, çирĕп çынччĕ. Шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн, училищĕре, техникумра, университетра вĕрентĕм. 2000 çулта качча кайрăм. Пулас упăшка пушарнăйĕнче ĕçлетчĕ, эпĕ студентчĕ. Пĕрлешсен мăшăрăн килĕнче, Шупашкар округĕнче, тĕплентĕмĕр. Пилĕк çул пурăнтăмăр, пирĕн ача пулмарĕ. Çавăнпа çемьере ăнланманлăхсем сиксе тухрĕç. Ача çук тăк пĕр-пĕрне мĕншĕн асаплантармалла? Уйрăлтăмăр. Эпĕ вара ачаллă пулма ĕмĕтленеттĕм. Яланах çапла шухăшлаттăм: ачасăр хĕрарăм — хĕрарăм мар. Упăшкапа япăх пурăннине манăн аттепе анне те курса тăнă. Арçын хăйĕн вăйне кăтартма пуçласан атте: «Вçо, çитет», — терĕ. Мана хăйсен килне илсе килчĕç. «Ачасăр пурăнмастăп», — терĕм аттене. «Паллах. Качча каяс тетĕн тĕк кай, çуратас тетĕн тĕк çурат. Анчах кун пек пурăнма юрамасть», — терĕ. Манăн ача пулмассине, тепĕр арçынпа та пурпĕрех пурăнаймассине пĕлеттĕм. Тухтăрсем эпĕ ЭКО тусан кăна амăшĕ пулаяссине каларĕç. Ун чухне вăл хаклăччĕ. Ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă шăпăрлана телейлĕрех тума шухăшларăм. Ача илес тĕк ăна пĕчченех ӳстермелле, 3 çул декретра лармалла, укçа кирлĕ тесе малтан Мускава ĕçлеме кайрăм. Çапла амăшĕ пулма хатĕрлентĕм. 2007 çулта мана Шупашкара хам ĕçленĕ фабрикăна каялла чĕнсе илчĕç. Декрет отпускне кайма май пултăр тесе таврăнтăм. Çав вăхăтрах документсем хатĕрлерĕм. Чылай кĕтме тиврĕ. Прописка Мускавра пулнăран судпа айăпланманнине ĕнентерекен справкăна 4 уйăхран тин туса пачĕç. Виçĕ уйăхри хĕрача тупса пачĕç. Анчах амăшĕ ачине «Малюткăрах» усраса хăйĕн прависенчен пăрăнасшăн марччĕ. Çапах кĕтрĕм, шантăм. Анчах васкама тиврĕ: документсен, справкăсен срокĕсем тухаççĕ-çке-ха. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче, хамăн çуралнă кунра, Шупашкара кайса хулари кашни район администрацине кĕрсе тухрăм. Администраци ĕçченĕсем мĕнле ача кирли пирки ыйтаççĕ: куçĕ мĕн тĕсли, çӳллĕшĕ, йывăрăшĕ… «Мана 2 çул тултарман ача кирлĕ», — терĕм. Ун чухне пĕчĕккисене илме черетчĕ. Атте-анне те манăн шухăшпа килĕшнĕччĕ. «Анчах пĕл: ача — тетте, кушак çури мар, вылясан-вылясан кăларса ывăтаймастăн. Вăй çитереетĕн-и?» — терĕ атте. «Паллах. Ку — манăн ĕмĕт», — терĕм çирĕппĕн. Çав кун Мускав районĕн администрацийĕнче арçын ача пуррине каларĕç. Анчах вăл Улатăрти ача çуртĕнчеччĕ. Каçхине киле эпĕ амăшĕ пулассине пĕлсе таврăнтăм. Уяв сĕтелĕ хушшине ларсан çывăх çыннăмсене те кун пирки пĕлтертĕм. Çавăн чухне хам валли пурнăçăмри чи пысăк парне турăм. Ун чухне пĕрремĕш тупса панă хĕрачапа та ыйту татăлманччĕ. Ăна та, кăна та илме май пулсан эпĕ хирĕç марччĕ. Яланах икĕ ача пирки ĕмĕтленнĕ. Аннепе автобуспа Улатăра арçын ачана курма кайрăмăр. 9 уйăхри Стасике чӳрече витĕр кăна кăтартрĕç, вăл ун чухне чирлетчĕ. Ача ман çине пысăк хăмăр куçĕпе айккинелле пăхмасăр тинкерни халĕ те асрах. Вăл амăшĕ тупăннине ăнланнă пекех туйăнчĕ. «Вăл манăн. Илсе каятăп», — терĕм тӳрех. Анчах каллех кĕтме хушрĕç. Каярахпа каллех унта кайрăмăр. Стасик çаплах карантинраччĕ. Ун патне кашни эрнере çӳрерĕм, апат-çимĕç, эмелсем килсе патăм. Пĕр уйăхран Стасик сывалчĕ, ăна пĕрремĕш хут алла тытрăм. Çав туйăмсем манăçми, аса илсен халĕ те çурăм тăрăх ăшă хум чупса иртет, куççуль тухать… Пысăк куçĕ хăп-хăмăр, ӳчĕ шап-шурă, алли çип-çинçе… Ӳпкепе чирлĕччĕ вăл, тухтăр сĕннипе вĕрмелли тетте илсе килнĕччĕ. Анчах вăл ăна интереслентермерĕ, пысăк куçĕпе пĕр вĕçĕм ман çине пăхрĕ. Стасике илме аннепе, йăмăкпа тата унăн упăшкипе машинăпа кайрăмăр. Таврăнсан уйрăм хваттерте карантинра çур çул лартăмăр. А4 хут çинче чир-чĕр списокĕ туллиехчĕ. Карантин хыççăн атте-анне хваттерне таврăнтăмăр. Алăран тытсан Стасик ури çинче тăма пултаратчĕ. Ача çуртĕнче пĕрмай ходунокпа çӳренĕрен ури çине тĕрĕс мар пусатчĕ. Тухтăрсен сĕнĕвĕсене шута илсе сиплентĕмĕр. Садиксенче черет пысăк пулсан та пире вырăн хăвăртах пачĕç. «Анне» сăмаха пĕрремĕш хутчен илсе килнĕ хыççăн виççĕмĕш кунхине каларĕ. Ун чухне Стасик çулталăк та 3 уйăхраччĕ. Кашăкпа пăтă çитереттĕм. Вĕсене ача çуртĕнче кĕленчепе çитернĕ. Кашăкпа апатланма вăрах вăхăт вĕренчĕ. Карантинра ларнă вăхăтра Стасик калаçма хăнăхрĕ. Питĕ тăрăшатчĕ. Стасике илсе килнĕренпе 17 çул иртрĕ. Ача ӳсет, ăна уйрăм пӳлĕм кирлĕ. Ĕçре шалăва ӳстерчĕç. Хамăн вăя шанса 5 çул каялла ипотекăпа икĕ пӳлĕмлĕ хваттер туянтăм. «Вăй çитереетĕн-и? Куратăп, пултаратăн» — каллех каларĕ атте. Халĕ атте-аннерен инçех мар пурăнатпăр. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.