Хресчен сасси 42 (3032) № 30.10.2024

30 Окт, 2024

Çĕр ĕçне пĕчĕкрен хăнăхтармалла

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Хыпар» Издательство çуртĕнче журналистсене панă интервьюпа малалла паллаштаратпăр.

Çамрăк специалистсем валли мĕнле çăмăлçăхсем пур?

Патшалăх тĕрев панипе çамрăксем ялта çурт çĕклеме е туянма пултараççĕ. Диплом илсе унта ĕçлеме таврăннă, ял хуçалăх организацийĕнче, хресчен-фермер хуçалăхĕнче, ФАПра, клубра е ытти учрежденире ĕçлекен специалистсене тăкакăн 70% патшалăх саплаштарать. Çулталăк ĕçленĕ хыççăн ял хуçалăх организацийĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерет. Пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн унăн хакĕнчен 10% тӳлесе харпăрлăха илме пулать. Республикăри АПК организацийĕсенче паянхи кун тĕлне 90 ытла специалист çитмест. Санкцисем ял хуÇалăхне епле витĕм кÿчĕç? Йывăрлăхпа пĕрле ял хуçалăхĕнче лайăхрах ĕçлеме, ӳсĕм тума хистерĕ. Çынсем ытларах импорт тавара мар, хамăр çĕршывра туса кăларнине туянма пуçларĕç. Çапах импортсăр та май çук. Тĕслĕхрен, сахăр кăшманĕн вăрлăхне халĕ те чикĕ леш енчен туянаççĕ. Республикăра пурăнакансене чăх ашĕпе туллин тивĕçтернĕ. Анчах çитес икĕ çулта ют патшалăх чĕп кăларма çăмарта е ăратлă чĕп памасан аш производстви пĕчĕкленме, чарăнса тăма пултарать. Çакна каламалла: 2014 çултанпа ют çĕршывсенчен нумай тавара туянма пăрахнă, хамăр туса кăларма тытăннă. Экспорт калăпăшĕ те ӳснĕ. Ял хуçалăх культурисенчен кăçал тырă, çĕр улми, севок сухан ăсатнă. Унсăр пуçне ют çĕршывра чăх аш-какайне, пылак апат-çимĕçе, çу кăларакан культурăна хапăл туса йышăннă. Чăваш Енри таварсен тĕп импортерĕ — Китай. Хыççăн — Азербайджан, Беларуç, Польша, Таджикистан.

АГРОКЛАССЕМ УÇНИН УССИ ПУР-И? Республикăри ача сачĕсенче 130 агролаборатори уçнă. Ял хуçалăх организацийĕсем вĕсене вĕрентӳ, сăнав, выляв хатĕрĕсем туянса панă. Ача садĕнче ял хуçалăх темипе пĕлӳ пама республикăн Вĕрентӳ министерствипе институчĕ пĕр методика хатĕрленĕ. Шкулсенче иртнĕ виçĕ çулта — 63, çав хушăра çуллен 21 агрокласс уçма палăртнă. Кăçал Етĕрне округĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем валли агрокласс уçнă. Хуçалăхсем вĕрентӳ оборудованийĕпе тивĕçтереççĕ, кашни шкула 5 миллион тенкĕ таран уйăрма пулать. Хуçалăхсем курнă тăкакăн 70% федераци бюджетĕнчен саплаштараççĕ. <...>

♦   ♦   ♦


Пурте пĕрле çут тĕнчене ырлăхпа илем кÿрер

Ял-салара хастар çынсем пурри ял тăрăхне илемлĕрех те хăтлăрах тума пулăшать. Красноармейски округĕнчи Алексей Кондратьев староста тăрăшнипе ял çыннисем Туканашри çăл куçа тирпейленĕ.

— Ку шухăш унччен те пулнă. Ял-йышпа пухăнса калаçса татăлнă хыççăн ĕçе пуçăнтăмăр. Çăл куç йĕри-тавра çӳп-çапа пуçтартăмăр, ӳссе кайнă йывăç-тĕме касрăмăр. Çăл куç вăй илнĕ тейĕн. Ун патне килекен çыннăн çӳп-çап пăрахма, вут-çулăм чĕртме, выльăх-чĕрлĕхе ирĕке яма юрамасть. Çăл куçри шыв пахалăхне Раççей географи обществин членĕсем тĕрĕсленĕ. Тĕпчев ку шыва чăнласах ĕçме юрăхлă тесе çирĕплетнĕ. Унпа ял çыннисем ĕлĕкех усă курнă. Паллах, кирек епле ĕçе те пĕччен ертсе пыма çăмăл мар. Красноармейски округĕнчи Ашшĕсен канашĕн ертӳçине Максим Никитина тата Александр Филиппова уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем инструментпа та, сăмахпа та, ĕçпе те пулăшма хатĕр. Шкул ачисем те, çамрăксем те юлмаççĕ. Малашнехи тĕллевсем пысăк. Пуласлăхра çак вырăнта купель лартасшăн. «Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнса ĕмĕте пурнăçа кĕртме тĕллев пур, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Алексей Кондратьев. Çулталăк каялла ăна Шупуç, Вăрманкасси тата Туканаш ялĕсен старости пулма шаннă. Ĕçе вăл яваплăн пурнăçлать. Çынсене итлеме, пулăшма яланах хатĕр. Ял пуласлăхĕшĕн тăрăшать. Хальлĕхе ялсенче 100 çын ытла пурăнать, çуллахи вăхăтра хуларан килекенсем те пур. Кăçал «Пуçаруллă бюджет» программа пулăшнипе 5 проект хута янă. Вырăнти халăх старостăпа пĕр шухăшлă пулни ĕçлеме хавхалантарать. Пурте пĕрле кар тăрса субботниксем йĕркелеççĕ, йывăç-тĕм лартаççĕ, çивĕч ыйтусене сӳтсе яваççĕ. Унсăр пуçне ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ, ыр кăмăллăх акцийĕсем йĕркелеççĕ. Алексей Кондратьев ял-йышпа хутшăнмашкăн социаллă сетьре ятарлă ушкăн та йĕркеленĕ. Унта 100 ытла çын. «Малтан халăхпа курнăçатпăр, проектсене сӳтсе яватпăр, йышăнсан пурнăçа кĕртетпĕр», — тет вăл. Сăмах май, Алексей Кондратьев пĕлтĕр «Чи лайăх староста» конкурсра çĕнтернĕ. Ял çыннисен вăйĕпе вырăнти çăл куçсене хăтлăлатнă тĕслĕхсем республикăра татах та пур. Тĕслĕхрен, Вăрнар округĕнчи Услапа Нурăс ялĕнчи çăла ял çыннисем, предпринимательсем тата «Броневик» хуçалăх пулăшнипе хăтлăлатма май килнĕ. Вырăнта карта тытнă, пурана сăрланă, йĕри-тавра плита сарнă. Купелĕн урайне тата картлашкине юсанă. Калинино территори уйрăмĕн ертӳçи Людмила Иванова сăмахĕпе çăл куçран таса шыв илме тата купельте шыва кĕме сахал мар çын килет. Вырăнти халăха тата хăнасене хăтлă вырăнта пулма кăмăллăрах. Çак вырăна тирпейлĕ тытмалли пирки те манмалла мар. Сиплĕ шывпа ытти ăру та усă курма пултартăр. Сăмах май, ку çăл «Чи хăтлă çăл куç» конкурсра мала тухнă. Ăна турист маршрутне тата «Уçă музей» программăна кĕртнĕ. «Пуçаруллă бюджет» программа пулăшнипе кăçал Куславкка округĕнчи Якунькă ялĕнчи çăл куçа юсама тата хăтлăлатма май килнĕ. Çурт тăррине улăштарнă, шыв патне çитме картлашкасем вырнаçтарнă. Çак ĕçе пурнăçлама пурĕ 100 пин тенкĕ уйăрнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленисене хавхалантарчĕç

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ĕçченĕсем кăçалхи 9 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. Канашлу Вăрнар округĕнче иртрĕ.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçи Сергей Павлов филиал ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, отрасльти çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Хальхи вăхăтра республикăри округсенче филиалăн 13 уйрăмĕ ĕçлет. Ведомство ĕçченĕсем ял хуçалăх продукцине туса илекенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кӳреççĕ: уй-хирти фитосанитари лару-тăрăвне тишкереççĕ, апробаци ирттереççĕ, вăрлăх пахалăхне тĕрĕслесе сертификатсем параççĕ... Филиалăн ертӳçин çумĕ Олег Исаев кăçал 84 пин тонна ытла вăрлăх тĕрĕслемеллине, пĕтĕмĕшле плана тултарнине палăртрĕ. Вăрмарсем, Патăрьелсем, Елчĕксем, Çĕрпӳсем ку енĕпе аван ĕçлесе пынине те каларĕ. Кая юлса пыракансене ĕçе вăйлатма ыйтрĕ. «Ял хуçалăх культурисен фитосанитари мониторингне кăçал 522 пин гектар çинче ирттернĕ, ĕçе 97 процент пурнăçланă. Çут çанталăк условийĕсене кура сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кăшлакан чĕр чунсенчен асăрханмалла. Ял хуçалăх ĕçченĕсен вăхăтра тĕпчевсем, профилактика мероприятийĕсем ирттермелле», — канаш пачĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçин çумĕ Ольга Белова. Республикăра вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ теме иртерех. Çĕр çинче ĕçлекенсен çу культурисене, çĕр улмине тата кая юлса пулакан пахча çимĕçе пуçтарса кĕртмелле. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ольга Егорова кăçал ака лаптăкĕ 546 пин гектар йышăннине, мĕн пурĕ 780 пин тонна тĕш тырă çапса илнине пĕлтерчĕ. Кашни гектартан 28 центнер тухăç илнĕ. Ку енĕпе Елчĕк, Çĕрпӳ, Куславкка, Патăрьел, Вăрмар, Канаш, Красноармейски тăрăхĕсенче кăтарту пысăк. Республикăра тĕш тырă туянассипе 2 предприяти ĕçлет. Тырă хакĕ те кăмăла тивĕçтерет. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çу кăларакан культурăсен лаптăкĕ ӳснĕ. Предприятисем ку культурăна экспорта ярассипе тимлеççĕ, тупăш илеççĕ. Паян çу кăларакан культурăн лаптăкĕ — 45 пин гектар. Ку культура Шăмăршă округĕнче анлă сарăлнă. Кăçал çĕр улми сахал лартнă, анчах тухăçĕ савăнтарать. Пĕр гектартан — 255 центнер. Вăрмар округĕ ку енĕпе малтисен йышĕнче. «Иккĕмĕш çăкăра» пĕр гектартан 344 центнер пуçтарнă. Уйра кая юлса пулакан купăста юлнă. Хăмлана регионти 6 округра çитĕнтереççĕ. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 138 гектар. Çитес çул «симĕс ылтăна» 300 гектара çитересшĕн. Канашлăва Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертӳçин çумĕ Николай Романов та хутшăнчĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕпе тачă çыхăнса ĕçленине, пĕр-пĕрне пулăшса пынипе, кирлĕ информаципе тивĕçтернине, продукцие экспорта ăсатассинче фитосанитари тĕпчевĕ вырăн йышăннине пĕлтерчĕ. Сентябрь уйăхĕнче «Семеноводство» патшалăх тытăмĕ ĕçлесе кайнă. Çакă ял хуçалăх предприятийĕсем продукцие экспорта ăсатас е туянас ĕç-хĕле уççăн кăтартма май парать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Ырă ĕçсем тума вĕрентеççĕ

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче профильлĕ Добро. Центр ĕçлеме пуçларĕ. Культура волонтерĕсене библиотека тавра пуçтарасси, ырă ĕçсем тума хăнăхтарасси тата тĕрлĕ мероприятие явăçтарасси унăн тĕп тĕллевĕ.

Республикăра халĕ çавнашкал 8 центр ĕçлет. Ку — 9-мĕш. Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин директорĕ Татьяна Вашуркина сăмахĕпе центра регионăн культура пурнăçне хутшăнакан çамрăксене пулăшма йĕркеленĕ. Кунта пĕлӳ илме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма тата çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме май пулĕ. Волонтерсен ĕç-хĕлне 14 çултан пуçласа чи аслă ӳсĕмрисем те хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем библиотека ĕçченĕсен пулăшуçисем пулса тăраççĕ. Кулленхи ĕçре фотограф, журналист, видеограф та кирлĕ. Добро.ру сайтра библиотекăн ятарлă страници пур. Чи малтанах унта регистрациленмелле. Кашни волонтерăн хăйĕн страници, унта вăл ырă ĕçсене хутшăнни пирки йăлтах паллă пулĕ. Çамрăксене çакă малашлăхра пулăшĕ. Вĕренме тата стипенди илме балл хушăнĕ. Библиотека ĕçченĕсем малтанах онлайн мелпе пĕлӳ илнĕ, проекта хӳтĕленĕ. Паянхи кун тĕлне 50 ытла çын культура волонтерĕ пуласси пирки пĕлтернĕ. Добро.Центра уçма ЧР культура министрĕ Светлана Каликова та хутшăнчĕ. «Паянхи кун библиотекăра кĕнеке тата хаçат-журнал кăна вуламаççĕ, пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, хутшăнаççĕ, çынсене ырă ĕçсем тума явăçтараççĕ. Республикăра 9 пин ытла культура волонтерĕ. Çакă çынсем интересленнине, ыттисене пулăшма хатĕр пулнине пĕлтерет. Вĕсен йышĕнче çамрăксем те, «кĕмĕл» волонтерсем те пур. «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе республикăра юлашки çулсенче 18 библиотекăна çĕнетме май килнĕ. Кăçал тата 10 библиотекăна. Федераци пулăшăвĕпе — Улатăрти тата Пăрачкав тăрăхĕнчи вулавăшсене, ыттисене — республика укçипе. Ĕç малалла пырĕ, ун валли укçа-тенкĕ уйăрнă. Кĕнеке фончĕ те çĕнелсе пырать. Сăмахран, пĕлтĕр 150 пин кĕнеке туяннă. Волонтерсене хутшăнма, тĕл пулма меллĕ те хăтлă пултăр тесе Добро.Центра кирлĕ хатĕрпе тивĕçтерме палăртатпăр. Хальхи вăхăтра компьютер та, интернет пурри те пĕлтерĕшлĕ. Культура волонтерĕсем ытларах пуласса шанатпăр», — палăртрĕ культура министрĕ. Библиотекăн профильлĕ Добро. Центрăн ертӳçи Наталия Петроградская малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Библиотека 30 ытла ырă ĕç йĕркеленĕ, унта 50 ытла волонтер хутшăннă. Галина Кузьминапа Ирина Емельяновăна çĕнĕ йыша илчĕç, парнесемпе чысларĕç. Раççейĕн тĕп волонтерĕ Андрей Медиков видеоçыхăнупа тухрĕ, центр уçнă ятпа саламларĕ. Волонтерсен ассоциаци центрĕ опытпа паллаштарма, пулăшма яланах хатĕр пулнине пĕлтерчĕ. Центрпа республикăри ытти волонтер та тачă çыхăнса ĕçлессине, культурăпа социаллă пурнăçа витĕм кӳрессине пытармарĕ. Библиотекăна нумай çул ертсе пынă ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Тамара Григорьева культура эткерлĕхне упраса хăварас ĕçре проект пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине каларĕ: «Библиотека пурнăçпа тан утса пынине курма, культурăна аталантармалли çĕнĕ майсем пуррине асăрхама питĕ кăмăллă. Добро.Центр библиотека аталанăвĕнчи — çĕнĕ тапхăр». <...>

Вера МИХАЙЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.