Çамрăксен хаçачĕ 40 (6541) № 17.10.2024

17 Окт, 2024

70 çулта пурнăçа çĕнĕрен пуçланă

Димитрий Пикулевпа Роза Набиуллина пĕр-пĕрне 17 çул каялла тупнă. 70 çула çитсен те пурнăçа çĕнĕрен пуçламашкăн май пуррине ĕнентереççĕ вĕсем. Кил хуçи калеме кĕпе кĕсйинчех чиксе çӳрет. Чӳрече патĕнчи сĕтел хушшине ларса асаилӳ, калав çырать. Роза Каримулловна вара çав кĕске вăхăтра, хăйне тимлĕх уйăрман чухне, тунсăх авăрне путнине пытармасть.

Пиччĕшĕн килĕнче паллашнă

Шупашкар арçынĕпе Хусан хĕрарăмĕ пĕр-пĕринпе чылай маларах паллашнă. Заводра вăй хуракан Роза Набиуллина ĕçтешĕпе Маргаритăпа туслашнă. Пĕр-пĕрин патне хăнана çӳренĕ, канмалли кунсене пĕрле ирттернĕ вĕсем. Николайпа Маргарита Пикулевсем икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Шăллĕ Димитрий Александрович çемйипе пиччĕшĕ патне хăнана килнĕ. Килте çакăнса тăракан кивĕ сăн ӳкерчĕкре вăй питти икĕ арçын сăнланнă. Иккĕшĕ те çӳллĕ, сарлака хул-çурăмлă. Роза Набиуллина Шупашкар хăнисемпе ун чухнех туслашнă, çапах мăшăрлă арçынна юратма пултарасса шухăшламан. Кайран Димитрий Пикулевăн арăмĕ йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Çавăн чухне тин Димитрий Александровичпа Роза Каримулловна çывăх хутшăнма пуçланă. «35 çулта упăшкаран уйрăлнă хыççăн урăх арçынна çывăха та яман. Хăçан та пулсан хамăн телее тупасса ĕмĕтленмен те», — чунне уçрĕ хĕрарăм. Пĕрле пурăнма пуçласан вĕсем Атăла кимĕпе ярăнма кайнă. Роза Набиуллина çара уран ларнине, шывпа вылянине халĕ те аса илет. Иккĕшĕ Атăл леш енне кăмпа татма та çӳренĕ, Кавказа та çитнĕ. Пĕррехинче вĕсем Димитрий Пикулевăн хĕрĕ Анна патне Египета кайнă. Унта Шупашкар хăнисене çав тери ăшшăн кĕтсе илнĕ. «Розăна çынлăхĕшĕн килĕштертĕм. Çавăнпах урăх хĕрарăм еннелле пăхман», — ăнлантарчĕ 83-ри кил хуçи. 86 çулти Роза Каримулловна Шупашкара куçнишĕн, хăйĕн юратăвĕпе хут уйăрттармасăр пурăннишĕн пĕр чĕптĕм те ӳкĕнмест. Ачисем те арçынпа хĕрарăм ватлăхра пĕрпĕрне тĕрев панишĕн савăнаççĕ çеç. Кил хуçи 78 çула çитичченех йĕлтĕрпе ярăннă. Чун киленĕçĕ нумай юлташ тупма пулăшнă ăна. Çӳллĕшрен ярăнмашкăн республика тулашне те тухса çӳренĕ вĕсем. «Апат пĕçерсе нумай вăхăт иртет», — кулленхи пурнăç тавра сăмах хускатсан çапла палăртрĕ хĕрарăм. Пĕр çăвартан пурăнаканскерсем пушă вăхăтра телевизор кураççĕ. Тĕнчери лару-тăрăва сӳтсе яваççĕ. Ачисемпе, мăнукĕсемпе телефонпа çыхăнаççĕ, пĕр-пĕрне хыпар пĕлтерсех тăраççĕ. «Видеоçыхăну урлă мăнукăмсене Шупашкарти юрпа хупланнă тавралăха кăтартатăп. Вĕсемшĕн йăлтах кăсăклă, мĕншĕн тесен кунта пĕрре те килсе курман. Çула тухма хатĕрленеççĕ-ха», — калаçăва тăсрĕ Димитрий Александрович. «16 çул хушшинче пĕрре те вăрçăнман-и?» — мăшăртан ыйтмасăр чăтаймарăм. «Вăрçăнанçи тăватăп. Ытти хĕрарăм пекех ĕнтĕ. Сăмахран, ĕç хушнине пăхмасăрах хăйĕн тетрадьне уçса хурать. Сивĕ сăмахпа вара пĕрре те кӳрентермен», — ăнлантарчĕ хĕрарăм. «Манăçнине пула…» — сăлтавне çийĕнчех тупрĕ арçын. Кил хуçи хăйĕн айăпне йышăнса хĕрарăма ыталама хăтланчĕ. Лешĕ вара турткаланçи турĕ. «Малтанхи упăшка сăн-пичĕ, кĕлетки енчен хитреччĕ. Унпа пионер лагерĕнче вожатăйра ĕçленĕ чухне паллашнăччĕ. Вăл аккордеон ăста калатчĕ. Мана килĕштерни çинчен такама та калама ĕлкĕрнĕччĕ. Лагерь пуçлăхĕ пурнăçа унпа çыхăнтарма сĕнмерĕ. Сăлтавне пĕлме хăтлантăм. «Кайран хăвах курăн», — унăн хуравĕ кĕске пулчĕ. Чăнах, мăшăрлансан йăлтах уçăмланчĕ. Урăх хĕрарăмсем патне чупма, эрех ĕçме пуçларĕ. Сивĕ сăмах каласа чуна ыраттарчĕ. Темле пулсан та унпа пĕрле 14 çул пурăнтăм», — малалла калаçрĕ Роза Набиуллина. Савăнса «ура!» кăшкăрнă Димитрий Пикулевăн ашшĕ Александр Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче артиллеристсен шкулĕнче курсантсене вĕрентнĕ. Амăшĕ пĕчĕк ывăлне Шупашкартан хăй çуралнă Урюпинск тăрăхне илсе кайнă. Анчах вĕсем çитнĕ çĕре станицăна фашистсем йышăнма ĕлкĕрнĕ. «Нимĕç салтакĕ арпус тиенĕ урапа çинче ларса пыни, çав çимĕçе юратса çини, вăррине йĕри-тавралла вĕçтерни яланлăхах асра çырăнса юлчĕ», — ачалăхне куç умне кăларчĕ арçын. Çĕрле амăшĕпе ывăлĕ ытти çынпа пĕрле станицăран тухса тарнă. Атăл хĕррине çитсе баржăна ларма май килнĕ вĕсен. Унта суранланнисем те, тарса килекенсем те пулнă. Çапла майпа амăшĕпе ывăлĕ Шупашкара каялла таврăннă. Пиччĕшĕ Николай, унран чылай аслăрахскер, радист пулнă, палăртнă çĕре самолетпа илсе çитернĕ вĕсене. Ун çинчен, паллах, амăшĕ кĕçĕн ывăлне каласа кăтартнă. Çавăнпах самолет сассине илтсенех пĕчĕк Димитрий чӳрече патне чупнă. «Коля, мана та лартса кай!» — кăшкăрнă форточкăна уçса. «Ачалла хăтланнă. Вăрçă пĕтеспе тин ăс кĕме пуçларĕ», — терĕ Димитрий Александрович. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çамрăксене çул уçса парать

«Раççейри кире пуканĕн турнирне 7 çул хутшăнатпăр ĕнтĕ. Шупашкара килмеллине çулсеренех плана кĕртетпĕр. Кунта ăшшăн кĕтсе илни, ăмăртăва çӳллĕ шайра йĕркелени килĕшет. Командăпа ăмăртса малти вырăнсене йышăнас тĕллевпе тулли йышпа килетпĕр. Эпĕ «вăрăм цикл» тата «снаряда сулласа çĕклесси» дисциплинăсенче хутшăнтăм. Манăн рекорд — 149 хут çĕклени», — хăйĕнпе паллаштарчĕ Киров облаçĕн хăни, тĕнче класлă спорт мастерĕ Елена Матвеева.

Унчченхине аса илсе

Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун Шупашкарти маунтинбайк центрĕ 19 регионтан килнĕ тĕрлĕ ӳсĕмри пăхаттирсене тупăшмалли лапама çаврăнчĕ. Кунта «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри 39-мĕш турнир иртрĕ. Вăй питти арçынсемпе пĕрле яшсем те, ветерансем те, хĕрсемпе хĕрарăмсем те помост çине тăчĕç. Ăмăрту савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Спорт уявĕ сумлă хăнасене те пуçтарчĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Викторов, Юрий Попов, Юрий Зорин, Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Сергей Кириллов, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Леонтьев, кире спорчĕн федерацийĕн республикăри уйрăмĕн председателĕ Юрий Карпов тата ыттисем спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Анатолий Аксаков спортпа туслисен йышĕ ӳссе, спорт инфратытăмĕ çуллен лайăхланса пынине палăртрĕ. Сергей Кириллов шухăшĕпе, ку турнир ырă йăласене тытса пырать, çамрăксене çул уçса парать. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Виктория Вышинская турнира ирттерме пулăшнă спонсорсене Издательство çурчĕн Тав хутне пачĕ. Турнирта ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Николай Петрова аса илчĕç. Елчĕк округĕнчи Тӳскел каччи тимĕр вăййипе туслă пулнă. Спорт лапамĕнче ăсталăха туптаса спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ, республика чысне тĕрлĕ ăмăртура хӳтĕленĕ. «Хыпар» турнирĕнче те пьедестал çине пĕрре мар хăпарнă. Хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнăскер 2022 çулта ятарлă çар операцийĕ пуçлансан алла пăшал тытнă, анчах пĕлтĕр пĕр çапăçура ăна вилмеллех амантнă. Паттăр аслă лейтенанта Раççей Геройĕн ятне панă. Ăна асăнса пĕлтĕртенпе Елчĕкре кире пуканĕ йăтассипе ăмăрту ирттереççĕ. Помост çине ятарлă çар операцине хутшăннă пăхаттир те тухрĕ. Вăл — Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпа каччи Василий Кириллов. Салтак çар операцийĕнче пĕрремĕш кунсенченех тăшманпа кĕрешнĕ. Контракт вăхăчĕ вĕçленсен киле таврăннă. Пĕлтĕртенпе унта командировкăсене çӳрет. Унчченхине аса илсе пушă вăхăт тупăнсанах алла кире пуканĕ тытать. «Хыпар» турнирĕнче вăл лайăх çитĕнӳсем тунă, шăпах 2019 çулта спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. «Çар операцийĕ пуçланнă хыççăн спорт иккĕмĕш вырăна куçрĕ. Икĕ çула яхăн тренировкăсем те туман, ăмăртусене те хутшăнман. Паян хамăн вăя тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм», — терĕ Олег Федоровпа Борис Глинкинăн вĕренекенĕ. «Килни сая каймарĕ» Оренбург облаçĕнчи Ксения Кузьмичева хăйĕн тренерĕпе Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама килнĕ. «Хатĕрленӳ тапхăрĕ çăмăл пулмарĕ, аманнă хыççăн сиплентĕм. Норматива пурнăçлаймасран пăшăрхантăм. Тренерсем, тăвансем хавхалантарчĕç. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулчĕ. Килни сая каймарĕ. 10 минутра 24 килограмлă кире пуканне 147 хут çĕклерĕм — алă-ура сывах! Питĕ йывăр пулчĕ теместĕп. Çăмăллăнах парăнтартăм, анчах хумхантăм», — палăртрĕ тин кăна Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕскер. Пушкăртстанри Александр Иванов та хăйĕн результачĕпе кăмăллă. «Кунта эпĕ хам мĕн пултарнине кăтартрăм. Хамăн тренера питĕ юрататăп, вăл мана 3-мĕш класранпа воспитани парса ӳстерчĕ», — терĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланипе кăмăллă каччă. Йĕпреç округĕнчи Пучинкери Алексей Иванов кире пуканĕпе 13 çултанпа туслă. «Хыпар» турнирĕнче вăл кăçалхипе 8-мĕш хут ăмăртрĕ. Каллех пьедесталăн çӳллĕ картлашки çине хăпарчĕ. Çак турнирти 5-мĕш çĕнтерӳ ку уншăн. Хальхинче Алексей спорт хатĕрне 88 хут тĕртнĕ, 204 хут сулласа çĕкленĕ. «Ăмăрту хамăн вăя тĕрĕслеме май парать. Умра — тата çине тăрса хатĕрленмелли стартсем. Çитес çула Раççей чемпионатне хутшăнатăп», — хавхаланса калаçрĕ яш.\ Спорт мастерĕн кандидачĕсем Владимир Гусевпа Денис Пикуль Санкт-Петербург чысне хӳтĕлерĕç. Питĕрти çар институтĕнче пĕлӳ илекенскерсене Джони Бенидзе тренер спортра пысăк çитĕнӳсем тума пулăшать. «Атте йывăр атлетикăпа, пауэрлифтингпа туслăччĕ. Эпĕ те ăна кура штанга йăтма пуçларăм, кайран кире спортне куçрăм. Йывăр атлетика маншăн çăмăлах марччĕ. «Спорт тĕнчепе паллашма май парать», — тетчĕ атте. Хăй те çĕршыв тăрăх нумай çӳренĕ. Чăнах та, тĕрлĕ хулара пулса курни тавра курăма аталантарать. Шупашкара та хаваспах килтĕм. Кунта та кăтартăва лайăхлатрăм», — хыпарларĕ 20 çулти Владимир. Вăл Санкт-Петербург чемпионачĕсемпе кубокĕсенче палăрнă тăк Денис Пикулĕн çитĕнĕвĕсем пысăкрах. 21-ри яш çĕршыв ăмăртăвĕсенче, тĕнче кубокĕн тупăшăвĕсенче призерсен йышне лекнĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ — хам тĕллĕн вĕреннĕ мусăкçă»

Чăваш эстрада юрăçи Константин Рязанов юрă-кĕвĕ тĕнчинчи çул çине тăрас тесе чылай вăй хучĕ. Вăл сцена çине яланах хаваслă кăмăлпа тухать, халăх та унпа пĕрле ташлама тытăнать. Паян Константин — пирĕн хаçат хăни.

Пандеми вăхăтĕнче

— Константин, пĕрле ĕмĕтленер-ха: акă эсĕ чылай çул тар тăкса, пуçĕпех ĕç ăшне путса вăй хунă хыççăн пĕр ирхине вăранса каятăн та хăв питĕ паллă çын иккенне ăнланса илетĕн… «Эпĕ ахальтен мар ĕçленĕ иккен», — тесе шухăшлатăн.

— Çак шухăш патне 2010 çултанпа пĕчĕк-пĕчĕк утăмсемпе утатăп. Хальлĕхе эпĕ çав тери паллă çын теейместĕп-ха. Тата паллăрах пулас тесен çанă тавăрса ĕçлемелле.

— Мĕнрен пуçларăн?

— Чăваш эстрадине хамăн чунра мĕн пуррине кĕртес килчĕ. Пултарулăх çулĕн пуçламăшĕнче эпĕ атăсăр атăçă пулнă темелле. Çулталăкра хам валли пĕр юрă çырнă-ши? Ытларах ыттисем валли кĕвĕсем хайлаттăм. Пилĕк çул каялла пандеми вăхăтĕнче килте ларнă чухне 4 стена хушшинче ухмаха тухаттăм пуль. Мăшăр та мĕн тумаллине пĕлместчĕ. Музыка аппаратурине студирен киле илсе килтĕм. Пурте çывăрма выртсан кухньăра юрăсем калăплама пуçларăм. Шăплăхра ирччен пĕччен ларнă чухне тухăçлă ĕçлетĕп эпĕ. Мăшăрăм Юля пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмест, ахальтен мар хореограф профессине суйланă вăл. Эпĕ вара пĕр вырăнтан тăмасăр чылай вăхăт ĕçлеме пултаратăп. Юрăçсем патне шăнкăравласа пĕрле юрă хатĕрлеме сĕнеттĕм. «Ĕç çук, укçа çитсе пымасть», — тетчĕç. Манăн çав йывăр вăхăтра чуна пырса тивекен юрăсем çырас килетчĕ. Шăп та лăп çавăн чухне «Чунăм» юрра хатĕрлесе çитертĕм. Кĕвви пуçа ăнсăртран пырса кĕчĕ. Ăна малтан хам валли хайларăм. Пĕррехинче студие çитсен ăна дуэтпа юрламалла тесе шухăшларăм. Полина Борисова патне шăнкăравларăм. «Ярса пар интернетра, итлесе пăхăп», — терĕ.

— Пӳлсех калам-ха сана. Ĕçе лайăх тăвас тесен çынпа куçа-куçăн курса калаçмаллах çав…

— Тĕрĕсех. Куçран пăхса калаçнă чухне çыннăн шалти туйăмĕсене сăмахсăрах ăнланатăн. Полина турткаланса тăмарĕ, студие çитрĕ. Юрра пĕрле итленĕ чухне вăл ăна килĕшнине туйрăм. Часах кĕске роликсем хатĕрлерĕмĕр те вĕсене халăх умне кăлартăмăр. Юррăн тулли версине итлес текенсем ман пата интернетра çырма пуçларĕç.

— Кур-ха, Полина Борисова сана эстрада çулĕ çине çирĕп тăма пулăшнă.

— Веçех хире-хирĕçле. Полина хитлă пулса тăчĕ, мана вара унăн юррисене юратакансен аудиторийĕ асăрхарĕ. Вăл мана эстрадăра хамăн вырăна йышăнма майсем туса пачĕ.

«Çăлтăр» сăмах килĕшмест

— Паллă пуласси çынран хăйĕнчен те нумай килет… Эсĕ яштака та хитре арçын, сцена çинче хăйне евĕр ташлатăн. Манăн шухăшпа, халăх сцена çинче ытларах çамрăксене курасшăн. Ялан пĕр çăлтăрсем юрлани йăлăхтарать ахăртнех.

— Пĕлместĕп мĕншĕнне, анчах мана «çăлтăр» сăмах килĕшмест. Эпир те ахаль çынсемех. Юрланипе çеç ыттисенчен уйрăлса тăратпăр. Эпĕ паянхи кун хамăн итлекенсене тупрăм тесе шухăшлатăп. Малтан хамăн вăя пĕр шеллемесĕр артистсене патăм. Вĕсен чапĕшĕн ĕçлерĕм темелле. Хамăн карьерăна пуçличчен юрăçсем ман пата кĕвĕ çыртарас тесе черет тăратчĕç. Халĕ те пур вĕсем, анчах халь хама валли те вăхăт тупатăп. Артистсем ман пата черет йышăнасси акă мĕнрен пуçланчĕ. Сергей Марков композиторпа çыхăнса ĕçлекен Петр Ермолаевпа Андрей Шадриков манăн студие «вĕçсе» кĕчĕç. Вĕсем валли «Якăлти» юрă туса патăм. Кун хыççăн чылай артист вĕсенчен кĕввине кам хайлани пирки ыйтма тытăннă, «Кам вăл Рязанов?» — тесе тĕпченĕ. Ку юрăччен эпĕ çав тери паллă пулман.

— Çапла çав. Эпир — сăмахĕсен авторĕпе мусăкçă — чылай чухне «чаршав хыçĕнче» юлатпăр. Сцена çине тухнă юрăçсем пире аса илесшĕнех мар. Ята каламасан пире халăх епле пĕлтĕр?

— Чылай юрă авторĕ пулсан та, ятарлă музыка пĕлĕвĕ илменнипе, хама композитор теме именетĕп. Ман пирки «хам тĕллĕн вĕреннĕ мусăкçă» темелле пуль. Хама аранжировщик теме вара хăюллăнах пултаратăп.

— Константин, çынна кĕвĕ хайлас пултарулăха çут çанталăк паман пулсан ку енĕпе илнĕ виçĕ диплом та пулăшаймасть.

— Кунта тĕрĕслĕх пурах. Аттен сасси хитре, музыкăна лайăх ăнкарать, анчах вăл строитель профессине суйланă. Ача чухне аттен чи çывăх тăванĕ мана музыка шкулĕнче баян калама вĕрентрĕ. 4 çулта ку инструмента алла илтĕм. Чĕрене операци тунă хыççăн йывăр йăтма юраманнипе мана фортепианăпа вокал класне куçарчĕç. Анне ансамбльте юрланă. Эпĕ ялти культура керменĕнче унпа сцена çинче нумай хутчен юрăсем шăрантарнă. Шкулта вĕреннĕ чухне ушкăнпа Раççейри чылай хулара юрласа куртăм. Куншăн РФ Президенчĕн ятарлă стипендине те тивĕçрĕм.

— Аçупа аннӳ санăн пултарулăхна аталантарма пулăшнă. Халĕ ав çирĕп те тĕреклĕ «йывăç» çитĕннĕ.

— Тавах аттепе аннене. Хама музыкăра тупман тăк паянхи кун эпĕ мĕнле ĕçре вăй хума пултарассине ăнкармастăп. Мана вокал енĕпе иртнĕ конкурса хутшăнтарас тесе вĕсем çурт тумалли пурана та сутнă. Эпир çемьере виçĕ ывăл ӳсрĕмĕр. Эпĕ — чи асли. Мана, пĕрремĕшне, ытларах тимленĕ. Анне ĕçне пăрахсах манпа кружоксене, конкурссене çитетчĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Барберпа чуна уçса калаçма та пулать

«Мĕн ĕçетĕн: чей е кофе, сăра, шампань е ром?» — Шупашкарти барбершопа кĕрсен мана çак ыйтăва пачĕç. Журналист пулнишĕн мар, йăли кунта çапла — клиентсене пурне те сĕнеççĕ. Тĕрĕссипе, барбершопра хĕрарăмсене питех хапăл тумаççĕ. Кунта — арçынсен тĕнчи, хăйне евĕр сывлăш. Ăна пăсас мар тесе барберпа паллашса унăн ĕçĕ пирки ыйтма васкарăм.

Кунта ĕçлени — чăнкă. Самана хистенине кура çуралнă çĕнĕ професси шутне те кĕртме пулать ăна. «Барбер» акăлчанларан «сухал» тесе куçать. Вăл парикмахер мар. Арçынсен стилĕ тĕлĕшпе эксперт темелле ăна. Çӳç касать, сухала, бакенбарда хырать, унăн формине йĕркелет, вĕсене пăхма вĕрентет. Вăл клиента çур сăмахран ăнланать. Кашнине хальхи вăхăтпа килĕшӳллĕн курăнакан сăнар парнелет. «Арçыннăн упăтерен кăштах çеç хитре пулмалла» каларăш халĕ манăçа тухса пырать. Хăйне пăхакансем чипер курăнассишĕн укçа шеллемеççĕ, çӳçпе, сухалпа тĕрлĕ эксперимент тăваççĕ. Çавăн пеккисем барбершопа çӳреççĕ те. Çамрăксем ку модăпа килĕшӳллĕ професси пулнине, унта лайăх ĕçлесе илме май пуррине палăртаççĕ. Шупашкар каччи Павел Петров профессири пĕрремĕш утăмсене Мускавра тунă. «Тӳрех çак енĕпе ĕçлеме кайманшăн ӳкĕнетĕп. Хальччен чи пуян çын пулăттăм!» — тет вăл. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн каччă кам пулас килнине пĕлмен. Ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе техникума кĕнĕ. Чунĕ туртманнипе унта йĕркеллĕн вĕренмен. «Аттепе анне ĕмĕрĕпех заводра ĕçлеççĕ. Мана та хăйсен çулĕпе ярасшăнччĕ. Анчах килĕштермен çĕре каяс килмерĕ», — терĕ 28-ти Павел. Техникума пăрахса вăл юлташĕсемпе Мускава суту-илӳ енĕпе ĕçлеме кайнă. Хальхи вăхăтра специальноç илмесĕр аталанма май çуккине ăнланнă каччă. Вăл хăш енпе ĕçлеме пултарнине пĕлес тĕллевпе профориентаци тесчĕн ыйтăвĕсене хуравланă. Пĕтĕмлетӳ ăна питĕ тĕлĕнтернĕ. Пачăшкăра, стилистра, хальччен шухăшлама та пултарайман ытти профессире хăйне туптама пултарать иккен вăл. «Кунтан тĕлĕнмелли çук. Тен, ача чухне çав ĕç кăсăклантарнă сире», — ăнлантарнă тест ирттерекен. Павел куçĕ умне пĕчĕк чухне амăшĕпе парикмахерские кайни аса килнĕ. Маçтăр çӳçе епле каснине сăнама юратнă вăл. «Анне, епле арпашăнмасть вăл?» — ыйтнă парикмахер ĕçленине кура. Кайран социаллă сетьре паллă рэперăн Гуфăн сăн ӳкерчĕкне курнă. Хайхискер барбершопра ӳкерĕннĕ. Ссылка тăрăх пусса заведени аккаунтне кĕнĕ. Хăйĕн валли кăсăкли чылай тупнă унта. «Тен, манăн чуна килĕшекен ĕç — барбер?» — шухăш явăннă пуçĕнче. Каччă Мускавра çак енĕпе вĕрентекен рынока тишкерме тытăннă. 2017 çулта пĕр уйăхлăх курсшăн 50-113 пин тенкĕ тӳлемелле пулнă. Кунсăр пуçне ĕç хатĕрĕсене туянмалла. Вĕсем сахалтан та 70 пин тенкĕ тăнă. Павел урăхла çулпа кайнă. Вăл теорие вĕренмесĕр тӳрех практикăран тытăннă. Ку тĕлĕшпе ăна Мускаври юлташĕсем — узбексем — пулăшнă. Хачă вырăнне — шăпăрпа савук. Узбексен салонне ĕçлемешкĕн вырнаçма кайсан çак ĕç хатĕрĕсене тыттарнă ăна. Урай шăлнă май каччă барберсем мĕнле ĕçленине сăнанă. Çӳç каснине кăна мар, çынсемпе мĕнле калаçмаллине те, специалист хăйне мĕнле тытнине те ăса хывнă. Темиçе эрнерен кăна унăн аллине турапа хачă лекнĕ. «Тĕплĕн ăнлантарса ятарласа вĕрентмерĕç. «Мана сăна та апла ту, капла ту…» — терĕç. «Килти ĕç» пачĕç: турана пĕр алăпа ывăтса тепринпе куçа хупса тытмалла, çав самантра хачă та — алăрах. Трюка тума вĕренсенех ман ума чĕрĕ модель илсе пырса лартрĕç. Эпĕ ĕçтешсем пулăшасса шаннăччĕ… Пуçне картласа, ыраттарса пĕтертĕм. Кайран ман хыççăн çĕнĕрен юсарĕç-ха ĕнтĕ. Курссенче пĕлӳ илекенсене преподавательсем йăнăшсем пирки калаççĕ. Тусăмсене вырăсла лайăх ăнлантараймастчĕç те: «Тут!» — тесе кăтартатчĕç. Унта мĕн тумаллине, епле тӳрлетмеллине тавçăрасси çеç юлатчĕ. Алă ларма тытăниччен икĕ хут йӳнĕрех хакпа касрăм. Çынсем 1800 тенкĕ илетчĕç, эпĕ 900 тенкĕпе çырлахрăм. Онлайн урок нумай итлерĕм. Унта вĕрентнине клиентсем çинче тĕрĕслесе пăхаттăм. 2-3 уйăхран чиперех касма вĕрентĕм», — каласа тĕлĕнтерчĕ Павел. Кайран пандеми пуçланнă, илем салонĕсем хупăннă. Мускавра пурăнма тăкаклăран Павел Шупашкара таврăннă. Вăл халĕ ĕçлекен çĕре вырнаçнă. «Пирĕн профессире вĕренни çинчен калакан диплом, сертификат пуррипе çукки пĕлтерĕшлĕ мар. Ĕçе йышăниччен хăв мĕн пултарнине модель çинче кăтартмалла çеç», — ăнлантарчĕ барбер. Çапах ятарлă пĕлӳ илни кирлех тесе шухăшлать вăл. Барбера 1 уйăхран пуçласа 3 уйăх таран барберсен академийĕнче е барбершопсен çумĕнчи курссенче вĕрентеççĕ. Илем индустрийĕ пĕр вырăнта тăмасть. Барберăн пĕрмай аталанмалла. Павел тĕнче шайĕнчи маçтăрсем епле ĕçленипе, вĕсем мĕн шухăшласа кăларнипе интернет урлă паллашать. Вĕсем пек касса пăхать. «Узбек тусăмсем халĕ аталанса кайрĕç, хăйсем барбершоп уçрĕç. Чаплă мастерсене чĕнсе илеççĕ. Çывăх вăхăтра вĕсем патне ăсталăх класне каясшăн-ха», — терĕ вăл. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


«Пĕрмай ача çурчĕн сайтне кĕрсе сăн ӳкерчĕксене пăхаттăм»

«Эпĕ аттерен пĕр уйăх та икĕ кунра юлнă. Манран аслăрах аппа Валя пурччĕ. Вăл атте вилнĕ чухне 2-мĕш класра вĕреннĕ. Анне урăх çемье çавăрма шухăшламан. Икĕ хĕрне çитĕнтерме çăмăлах пулман ăна. Пире лайăх пăхас тесе темиçе ĕçре тăрăшатчĕ. Çавăнпах пулĕ эпир аттесĕр ӳснине туйсах кайман», — тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Марина Егорова.

Кучченеç парса янă

Валерипе Марина Егоровсем хăйсен ачисене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кайран виçĕ ачана хăйсен хӳттине илнĕ. Малтан пурнăç çапла килсе тухасса шухăшламан вĕсем. Икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ: асли — Владимир, кĕçĕнни — Андрей. Вĕсем, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çуралнăскерсем, халĕ пурнăç çулĕ çинче тăн-тăн çирĕп тăраççĕ. Андрей çемье çавăрнă, мăшăрĕпе иккĕшĕ аслашшĕпе асламăшне Ксюша ятлă мăнук парнеленĕ. «Володя юрласа çӳрет-ха. Çемье çавăрма вăхăчĕ çукрах», — шӳтлесе калаçрĕ амăшĕ. Марина Владимировна Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Шĕмшеш ялĕнче çуралнă, Мăн Этмен шкулне çӳренĕ. Кайран, аттестан илсен, Çĕмĕрлери техучилищĕре повара вĕреннĕ. Çавăнта вăл Иккĕмĕш Хурашаш хĕрĕпе Венерăпа туслашнă. Тусĕ качча кайнă чухне Маринăна хĕр çумĕ пулма ыйтнă. Çапла Иккĕмĕш Хурашаша туя кайсан хĕр тусĕн пиччĕшĕпе Валерипе паллашнă. Пурăна киле унпа туслă çӳреме тытăннă. 1992 çулта хĕрпе каччă çемье чăмăртанă. Çамрăк мăшăр Хĕрлĕ Чутай салинче тĕпленнĕ, çуртйĕр çавăрнă. Чылай çул поварта ĕçлесен Марина район больницин операци блокне санитаркăна вырнаçнă. Паянхи кун та çавăнта вăй хурать. Марина Владимировна епле майпа виçĕ ачана опекăна илме шухăшлани пирки каласа кăтартрĕ: «Ача чухнех тăлăхсене шеллеттĕм. Çĕмĕрлери ача çурчĕн сайтне пĕрмай кĕрсе пăхаттăм. Унта тăлăхсен сăн ӳкерчĕкĕсене курма пулатчĕ. Пĕрмай пăхнипе нумайăшне палласа та çитнĕччĕ. Мĕн тери шелччĕ вĕсене. Пĕррехинче упăшкана çынсене машинăпа Çĕмĕрлери ача çуртне илсе кайма ыйтрĕç. Эпĕ те вĕсемпе ларса кайрăм. Ун чухне çу уйăхĕн 22-мĕшĕччĕ, шăпах çуллахи Микула кунĕччĕ. Ача çуртне пырса кĕтĕмĕр. Ачасем картишре уçăлса çӳретчĕç. Хуралçăран вĕсем патне пыма ирĕк ыйтрăм. Вăл хирĕç пулмарĕ. Ачасем патне утрăм, çав вăхăтрах ăшра кама та пулин паллатăпши тесе шухăшласа пытăм. Ара, нумайăшне сăн ӳкерчĕкре курнă-çке-ха. Куççуль хăйне хăй тухрĕ. Сасартăк пĕр ача ман пата чупса пычĕ те ыталарĕ. Унтан сарă чечек татрĕ те: «Ку сана валли», — тесе мана тыттарчĕ. Çав самантра манăн чунра мĕн пулса иртнине сăмахпа каласа кăтартаймастăп. Унтан чупса кайрĕ те тепĕр ачана çавăтса килчĕ. «Ку манăн шăллăм», — терĕ. Иккĕшне те ыталарăм. Мĕн ятлă пулнине ыйтрăм: асли — Николай, шăллĕ — Саша. Микула кунĕнче Николая тĕл пулни ахальтен мар тесе шухăшларăм. Лавккана кайса кучченеçсем туянса ачасене парса хăвартăм. Коля 2008 çулта çуралнă, шăллĕ – 2009 çулта. Паллашнă чухне вĕсем 4-5 çулсенчи ачасемччĕ. Арçын ачасен тепĕр шăллĕ Юра пулнине пĕлтĕмĕр. Вăл Улатăрти ача çуртĕнче терĕç. Çĕмĕрлерен таврăнсан канăçсăр кунсем пуçланчĕç. Ачасем асран тухмарĕç. Мăшăрпа канашларăмăр та ачасене çемьене илме шухăшларăмăр. Ывăлсем те пирĕн шухăшпа килĕшрĕç. Анчах ачасене хӳтте илес тесен ĕçĕ нумай. Малтан опекăна илекен ашшĕ-амăшĕн шкулĕнче вĕренмелле, нумай хут пухмалла. Шупашкара кайса вĕренсе килтĕм. Хутсене пуçтарнă хыççăн, ачасене илсе килес тенĕ чухне, лайăх мар хыпар пĕлтерчĕç. Ачасене ют çĕршыври çемье усрава илесшĕн иккен. Ачасăрах таврăнтăмăр. Мĕн тумалла? Пире урăххисене илме сĕнчĕç. Епле-ха капла? Эпир вĕсене хамăрăн ачасем вырăннех йышăнма тытăннăччĕ вĕт-ха. Çапла 3-4 уйăх иртрĕ пуль. Юристсемпе канашларăмăр та, ачана ашшĕ-амăшĕ ирĕк памасăр ют çĕршыва илсе кайма пултарайманнине пĕлтĕмĕр. Пирĕн ачасен вара ашшĕ те, амăшĕ те пур, вĕсем Çĕмĕрлерех çуралнă. Анчах ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пыманшăн иккĕшне те праваран хăтарнă. Ача çуртне тепре шăнкăравларăмăр. Хальхинче ачасене килсе илме ыйтрĕç. Тульккăш вĕсен енчен документсене хатĕрлесе çитереймен-мĕн. Татах кĕтме тиврĕ. Çав хушăра пирĕн ачасене Вăрнар тăрăхĕнчи çемье илсе кайма ĕлкĕрнĕ. Анчах темле сăлтава пула каялла килсе панă. Эпир пĕр шухăшламасăр Çĕмĕрлене çитрĕмĕр. 2014 çулхи çĕртме уйăхĕнче малтан Кольăпа Сашăна илсе килтĕмĕр. Кăштах каярахпа Юрăна Улатăра илме кайрăмăр. Шăп çавăн чухне упăшка Çурçĕрте вахтăпа ĕçлетчĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.