- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 38 (1368) № 03.10.2024
Амăшĕ патне — чечек çыххипе
Красноармейски тăрăхĕнчи Дмитрий Михайлов 2022 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче мобилизаци йĕркипе çар ретне тăнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче ăна РФ Оборона министерстви «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальпе чысланă. Вăл çапăçу хирĕнчи самантсем пирки калаçма юратмасть. «Манăн йăлтах йĕркеллĕ», — тет кĕскен.
Дмитрий Красноармейски шкулне пĕтернĕ, Мускав гуманитари академийĕн Шупашкарти филиалĕнче программист профессине алла илнĕ. Салтакран таврăнсан предприниматель ĕçне кӳлĕннĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Дмитрие повестка панă. Тăван çĕршыв умне хăрушлăх тухнăран пĕр иккĕленмесĕр хӳтĕлевçĕсен ретне тăнă вăл. Кăçал çу уйăхĕнче салтак амăшĕ патне çыру килнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн паттăр ывăлне çуратса ӳстернĕшĕн тав туса Дмитрий Валериевич тăракан çар чаçĕн командирĕ И.Романов подполковник çырнă. «Сирĕн ывăл Запорожье облаçĕнче алăран хĕç-пăшал ямасăр пирĕн ума лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçлать. Эсир тивĕçлĕ воспитани панипе Тăван çĕршыва хӳтĕлет, тăнăç пуласлăхшăн пурнăçне шеллемесĕр паттăрла ĕç тăвать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн асаттесем фашист çĕлен-калтине тĕп турĕç. Вĕсен паттăрлăхĕпе пĕр ăру кăна мар мăнаçланать! Паян вара сирĕн ывăл вĕсем пекех мирлĕ пурнăçа сыхласа историре йĕр хăварать. Эсир чăн-чăн паттăра çитĕнтернĕ. Сирĕн ывăлăр — чăн-чăн патриот, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх. Командовани тата чаç ятĕнчен ывăлăра тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, телей сунатăп», — тенĕ çырура. Елена Валериановна тăватă ачине пĕччен ура çине тăратнă. Мăшăрĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Димăн, арçын ача пулнă май, çемьешĕн тĕрев пулса тăма тивнĕ. Амăшне яланах пулăшма тăрăшнă вăл. Елена Михайлова тивĕçлĕ канăва кайичченех Заволжски магистраль газопровочĕсен управленийĕн ача садĕнче воспитательте вăй хунă. Ачисене вĕрентме укçа-тенкĕ çителĕксĕртен икĕ сменăпа та ĕçлеме килĕшнĕ. Ĕçтешĕсем отпускра чухне е чирленĕрен ĕçе тухаймасан ертӳçĕ Еленăран вĕсене улăштарма ыйтнă. Ĕçчен хĕрарăм яланах килĕшнĕ. Йывăр пулсан та нихăçан та пуç усман. Акă нумаях пулмасть Дмитрий отпуска килсе кайнă. Сăмах май, тăватă хутчен килнĕ вăл тăванĕсене курма. Кашнинчех амăшне чечек çыххи парнеленĕ. Ку хутĕнче те вазăри шурă кĕл чечексем ывăлĕ килсе кайнине аса илтереççĕ. Амăшĕ пăшăрханать пулин те хăйне çирĕп тытать, малашлăха шанса пурăнать. Димăн икĕ аппăшĕ те çемьеллĕ. Надежда Мускав çывăхĕнчи Подольск хулинче тĕпленнĕ, мăшăрĕпе виçĕ ача ӳстереççĕ. <...>
Мария РОМАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Выçлăх вăхăтĕнче курăк, йĕкел чылай çирĕмĕр»
Пурнăçа вĕсем никамран лайăхрах ăнланаççĕ. Мĕншĕн тесен вăрçă çулĕсене кĕнеке вуланă, кино курнă тăрăх хакламаççĕ, терт-нушана хăйсем чăтса ирттернĕ. Çапла, вĕсен ачалăх та пулман: аслисемпе тан уй-хирте ĕçленĕ, вăрман каснă, торф кăларнă, фронт валли алса-чăлха çыхнă…
«Анне йĕрсе юлчĕ»
«Вăрçă тухнине питĕ лайăх астăватăп. Эпĕ ун чухне вунă çултаччĕ, — пуçларĕ калаçăва Патăрьел тăрăхĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Матрена Павлова. — Ял халăхĕ хирте çум çумлатчĕ. Вăрçă пуçланнине илтрĕмĕр те хĕрарăмсем кăшкăрса йĕме пуçларĕç. Пурте ĕçе пăрахса яла васкарăмăр. Çав кунах арçынсен фронта кайма ят тухрĕ. Вĕсем ял тăрăх юрласа çӳренине те лайăх астăватăп: «Аслати авăтать, çиçĕм çиçет, Ворошилов лаши кĕçенет. Эпир вăхăтра çитмесен Военком çилленет…» Ун чухне район центрĕ Аслă Арапуçраччĕ. Кунĕн-çĕрĕн салтаксем унталла утатчĕç. Вĕсене ăсатма нумай çын пуçтарăнатчĕ. Эпир, ача-пăча, сывпуллашу самантне курас тесе пахча юписем çине хăпарса пăхса лараттăмăр. Мĕншĕн тесен салтаксем патне пыма май çукчĕ, пурте хĕвĕшетчĕç. Атте Лаврентий Чернов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнман. Вăл Граждан вăрçинче 7 çул пулнă, йывăр аманнă. Микуль тетене, хăрах куçлăскере, салтака илчĕç. Тăхăр уйăх хыççăн каялла ячĕç. Малтан крахмал заводĕнче, унтан районта налук пуçтарнă çĕрте ĕçлерĕ вăл. Вăрçă нушине чылай тӳсрĕмĕр. Хуйха ӳкнĕ ял çыннисем пăлханма тытăнчĕç, çум çумлама та тухмарĕç малтан. Кайран тыр-пула ана пыйти пусса илчĕ. Çамрăксене ФЗОна вăйпа тенĕ пекех яма пуçларĕç. Унта каяс мар тесе 2-3 ача хăй çине алă хучĕ. 7-мĕш класран вĕренсе тухсан мана та Улатăр районĕнчи Кирене вăрман касма ячĕç. Анчах унта йышăнмарĕç, каялла килтĕмĕр. Ун хыççăн Эйпеçе ячĕç. Унта 4 çул вăрман касрăм. Хĕллехи вăхăтра çак ĕçре вăй хунă. Çулла вара Владимир тăрăхне колхоз килĕшĕвĕпе торф кăларма кайнă. Колхоз килĕшĕвĕпе кайсан çăмăллăхсем паратчĕç. Сăмахран, патшалăха 300 литр ытла сĕт тӳлевсĕр парассинчен хăтаратчĕç. Каярахпа пире Михайлов Куçма тетепе иксĕмĕре пĕрене юхтарма вăрман варринчи пĕр поселока ячĕç. Анне йĕрсех юлчĕ. Атте ун чухне Алтышевăра аэродром тунă çĕрте ĕçлетчĕ. Эпир пуйăспа çĕрĕпе кайрăмăр, ирхине çитрĕмĕр. Телее, пире йышăнмарĕç. Мĕншĕн тесен эпĕ — çамрăк, Куçма тете — ватă. Унта тĕрме çыннисем ĕçлетчĕç. Вĕсене вара темиçе милици çынни хураллатчĕ. Вăрăм, йывăр пакурсене йăтма вăй та çитмен манăн. Çавăнпах пире каялла ячĕç». Шалу илсен йĕм çĕленĕ Вăрçă çулĕсенче терт-нуша курнă çулсене пĕрин хыççăн теприне куç умне кăларчĕ Матрена Лаврентьевна. «Ун чухне çанталăк питĕ сивĕ тăратчĕ. Тăхăнма йĕркеллĕ çи-пуç та пулман, — малалла сыпăнчĕ калаçу. — Эпир хваттерте чылаййăн пурăнаттăмăр. Кил хуçине Сергей Петров тетчĕç пулас. Унăн мăшăрне «Нятя аппа» тесе чĕнеттĕмĕр. Мана вĕсем хăйсемпе пĕрле апат çитеретчĕç. Эпĕ ыттисем пек урайĕнче выртса пурăнман, кравать çинчех çывăраттăм. Килтен илсе килнĕ ашпăша хуçасемпе пайлаттăм. Хĕрарăмсем ĕç хыççăн арçынсем валли апат пĕçеретчĕç. Йĕпреç вăрманĕнчи вĕтлĕхре йывăç касаттăмăр эпир. Хурăнсене, витре пек сарлакисене, 1 метр та 30 сантиметр хатĕрлемеллеччĕ. Мана пăчкă хăйрама яратчĕç час-часах. Пĕррехинче йывăç çапрĕ те çĕре ӳкрĕм — юлташсем эпĕ вилнĕ пулĕ тесе шухăшланă. Юрать, сывлăха сиен кӳмерĕ ку. Пăчкă хăйракан Петя тете йывăç айĕнчен туртса кăларчĕ. Каярахпа унпа туслашсах кайрăмăр. Çавна май вăл мана пăчка черетсĕрех хăйраса паратчĕ. Çанталăк сивĕрен ал-ура шăнса кӳтетчĕ. Ĕçленĕшĕн кăштах шалу паратчĕç. Пĕррехинче 200 тенкĕ ытла илтĕм. Лавккана кайса пусма туянтăм та вăрăм йĕм çĕлесе тăхăнтăм. Мĕнле йывăр пулсан та пурăнас килетчĕ. Выçлăх çулĕсене те чăтса ирттертĕмĕр. Ун чухне нимĕн те çитĕнмерĕ: çĕр улми те, тыр-пул та. Çанталăк шăрăх тăчĕ, çумăр çумарĕ. Тырă хăшпĕр лапамра çеç ӳсрĕ. Ăна вырса илтĕмĕр, хамăр валли тырă вăрттăн шĕкĕлчеттĕмĕр. Ăна ярса килме пĕчĕк сумка илсе каяттăмăр. Эвакуаципе килнĕ вырăссене хуралçă вырăнне сыхлама хушатчĕç. Вĕсем яла кĕнĕ çĕрте тĕрĕслетчĕç. Пĕррехинче пире кун пирки маларах систерчĕç. Эпир сумкăсене çул хĕрринчи хура тул ăшне пытартăмăр. Çĕрле çумăр çума пуçларĕ. Çиçĕм çутипе хамăрăн сумкăсене шыра-шыра анана тап-такăр турăмăр. Выçлăх вăхăтĕнче курăк, йĕкел чылай çирĕмĕр. Ăна шĕкĕлченĕ хыççăн çурмалла çурса кăмакара типĕтнĕ. Ун хыççăн тулăпа, ырашпа пĕрле авăртса çăнăх тунă, çăкăр пĕçернĕ. Хура çăкăр пулатчĕ. Ун чухне вăрманта йĕкел нумайччĕ. Çуркунне вара ăна сутса укçа тăваттăмăр. Тутарсем килĕрен шыраса çӳретчĕç ăна. Çывăхра вăрман пулни пире выçлăхра чылай пулăшнă. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ачасене çут çанталăка упрама вĕрентет
Ангелина Потаповăн килĕнче полиэтилен хутаç таврашĕ, пластик савăт-сапа асăрхаймăн. Усă курма юрăхсăр хута, батарейкăсене хăй ĕçлекен тĕп хулари 1-мĕш гимназие илсе каять вăл. Урокра эксперимент кăтартас тĕллевпе мар. Биологипе хими вĕрентекен Ангелина Витальевна пуçарнипе пĕлӳ çуртĕнче çӳп-çапа уйрăммăн пуçтараççĕ. Çакăн валли унта тĕрлĕ тĕслĕ контейнерсем вырнаçтарнă. Çамрăк педагог ачасене çут çанталăка упрама хăнăхтарать.
Ангелина Витальевна гимназие аслă шкулпа сыв пуллашсанах ĕçлеме килнĕ. Педагогика тата юридици енĕпе професси илнĕскере ачасемпе юнашар пулас туртăм пĕлӳ çуртне çитернĕ. Хăй каланă тăрăх, юридици пĕлĕвĕ ăна вĕрентекен ĕçĕнче те, кулленхи пурнăçра та пулăшса пырать. Ĕçе вырнаçнă çулхинех пике ачасемпе тата экологипе çыхăннă проект çырасси пирки шухăшланă. «Диплома та ку темăпах хатĕрленĕччĕ. Кайран ăна нумай тӳрлетрĕм, хушрăм, Хусана стажировкăна та кайса килтĕм. Çапла «ЭКО тавралăх» проект çуралчĕ. Пĕрремĕшĕнчен — вăл çут çанталăка упрассипе, иккĕмĕшĕнчен ачасене ырă ĕçе явăçтарассипе çыхăннă. Мана таврари экологи ыйтăвĕсем питĕ пăшăрхантараççĕ. Çавăнпа шкул ачисене мĕн пĕчĕкрен хамăр пурăнакан вырăна тасалăхра тытма вĕрентесчĕ. Пирĕн гимназире экоотряд пур. Вăл мероприятисене хастар хутшăнать, хулари каяш уйăрмалли станцие, музейсене экскурсие çӳретпĕр. Ботаника садне те çитсе килесшĕн-ха. Вăл — хулари манăн чи юратнă вырăн», — каласа кăтартрĕ хăйĕн проектне пурнăçламашкăн 2020 çулта Росмолодежь грантне çĕнсе илнĕ автор. Вăл 200 пин тенке тивĕçнĕ. Ангелина Витальевна пуçарнă ĕçе Шупашкарти 12 шкул тата Шупашкар районĕнчи Çĕньялти пĕлӳ çурчĕ хутшăннă. Унта çӳп-çапа уйрăммăн пухмашкăн контейнерсем лартнă, пурĕ — 45 савăт. «ЭКО тавралăх!» проект тĕллевĕсенчен пĕри — ачасенче экологи культурине аталантарасси тата тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшасси. Паллă ĕнтĕ, хăш-пĕр каяш, тĕслĕхрен, пластик, нумай çул çĕр айĕнче выртсан та çĕрмест. Батарейкăсем вара тăпрашăн сиенлĕ. Шăпах унашкал каяшсем валли шкулсенче контейнерсем вырнаçтарнă та. Пĕринче — пластик, тепринче — батарейка, виççĕмĕшĕнче — хут-хăмăр. Кунсăр пуçне пластик савăтсен пăккисене уйрăммăн пухаççĕ. Ку Пĕтĕм Раççейри «Ырă хупкăчсем» акципе килĕшӳллĕн те пурнăçланать. Пухнă пăкăсенчен иккĕмĕш хут усă курма юрăхлă япаласем хатĕрлеççĕ, ăна сутнă укçапа сывлăх енчен хавшак тăлăх ачасем валли кӳмесем туянас тĕллевпе усă кураççĕ. «Пирĕн тĕллев ытларах çӳп-çап пуçтарассипе çыхăнман. Чи кирли ачасем çакă мĕн тума кирлине ăнланччăр. Ку енĕпе ятарлă экозанятисем те пулăшаççĕ, вĕсене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем, пулас биологсем, ирттерчĕç. Субботниксем те йĕркелерĕç. Вĕсем татах пулĕç», — паллаштарчĕ Тăвай округĕнчи Киччĕ ялĕнче çуралнă вĕрентекен. Çамрăк педагог проекта мĕншĕн шăпах ачасене явăçтарни шкулта ĕçленипе çеç çыхăнман. Хăй те мĕн пĕчĕкрен субботниксене хутшăннă. Çут çанталăка упрас енĕпе иртекен конкурс-фестивальтен те юлман. Студент чухне волонтер юхăмĕнче тăнă вăл. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Машинăрах çăмăлланма пулăшнă
«1972 çулта пĕрремĕш класс ачи пулса тăтăм. Тантăшсемпе юнашар парта хушшине ларса сас паллисем вĕренмеллеччĕ манăн. Анчах савăнăçлă çав тапхăрта йывăр чир сырăнчĕ. Вунă кун вĕрентĕм те больницăна лекрĕм. Икĕ уйăх инфекци уйрăмĕнче сиплентĕм. Нина Лебедева тухтăра паянхи кун та тав тăватăп. Ăна кура медицина ĕçченĕ пулас ĕмĕт çуралчĕ. Манăн та чирлисене пулăшас, пациентсене сыватас килчĕ», — каласа кăтартрĕ Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Карапашри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Надежда Абрамова. «Земство тухтăрĕ» программăпа усă курнăскер вăл кăçалхи нарăс уйăхĕнче кунта ĕçлеме пуçланă.
Тăванĕсем те тухтăрсем
Надежда Геннадьевна Кукашни ялĕнче çуралнă. Тăрăшуллăскер шкулта «пиллĕксемпе» çеç вĕреннĕ. Кайран Шупашкарти медицина училищине çул тытнă. 1984 çултанпа вăл сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хурать. «Училищĕрен вĕренсе тухсанах Сĕнтĕрвăрри больницине килтĕм. Тĕп тухтăр мана Пĕчченхыр ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕн должноçне шанса пачĕ. Унта çур çул вăй хурсан васкавлă медицина пулăшăвĕнче ĕçлерĕм. 1984 çултан пуçласа 2016 çулччен фельдшерта тăрăшрăм. 2022 çулта кăшт тăхтав пулчĕ — çур çул килте лартăм. Унтан Сĕнтĕрвăрри районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмĕнче вăй хутăм. 2023 çулхи раштав уйăхĕнче район больницин тĕп тухтăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Албутова шăнкăравларĕ те пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ паракан пӳлĕме ĕçлеме чĕнчĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче вара шăпа Карапаша илсе çитерчĕ», — каласа кăтартрĕ Надежда Геннадьевна. Фельдшерăн пĕртăванĕсем те сывлăх тытăмĕнче тăрăшаççĕ. Аппăшĕ Лидия Беларуçра пурăнать. Вăл хĕрĕх çул ытла акушеркăра ĕçленĕ. Надежда Геннадьевнăн йăмăкĕ Президент перинаталь центрĕнче хирург-гинекологра ĕçлет. «Манăн кинĕм медсестра специальноçне илчĕ. Халĕ Хуракассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлет. Çемьепе пухăнсан сывлăх сыхлавĕн темине çĕклетпĕрех. Тăванăмсемпе медицинăри çĕнĕлĕхсене сӳтсе яватпăр», — терĕ Надежда Геннадьевна. Унăн участокĕнче — 350 çын. Вĕсенчен ытларахăшĕ — аслă ăрурисем. «Пациентсенчен нумайăшĕ юн пусăмĕ ӳснĕрен, чĕрепе юн тымарĕсен амакĕсем аптăратнăран ФАПа килет. Вĕсене пулăшмашкăн веçех пур — дефибрилляторпа тивĕçтернĕ, кардиограмма ӳкеретпĕр, анализ илетпĕр, халăха диспансеризаци валли хатĕрлетпĕр», — пĕлтерчĕ Надежда Геннадьевна. Кĕркунне чирлекен йышланать Чылай çул сывлăх сыхлавĕнче тăрăшаканскерĕн аса илмелли темĕн чухлех. Пурнăçпа вилĕм хушшинчи çынна пулăшнă самантсем асран тухмĕç. «Пĕррехинче ир енне Нерядово ялне чĕнчĕç. Васкавлă медицина пулăшăвне шăнкăравлакан аптăраса ӳкнĕ çын сывлăш пӳлĕннине пĕлтернĕ. Водительпе тухса кайрăмăр. Вырăна çитрĕм те пациент сывлăхне тĕрĕслеме пуçларăм. Диагноза хăвăртах палăртрăм — инфаркт. Ăна Çĕнĕ Шупашкарти больницăна çитертĕмĕр, тухтăрсен аллине патăмăр. Унăн малашнехи шăпине пĕлместĕп. Чи пĕлтерĕшли — эпĕ ăна çăлтăм, больницăна чĕрĕ çитертĕм. Васкавлă медицина пулăшăвĕнче ĕçленĕ чухне хĕрарăмсене ача çураттарни те пулнă. Пĕрре Пĕчченхыр ялне чĕнчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче районта çулсем япăхрахчĕ. Яла вăрман витĕр çитрĕмĕр. Ача çуратма хатĕрленекенскере илсе тухрăмăр, анчах больницăна çитме ĕлкĕреймерĕмĕр. Машинăна чартăм та хĕрарăма çăмăлланма пулăшрăм», — каласа кăтартрĕ Надежда Геннадьевна. Пепке чĕрĕ те сывă çуралнă. <...>
Ольга НЕСТЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пулăран ташă каçне васкаттăм»
Шупашкарта пурăнакан Наталья Касеевăшăн чи лайăх кану — пулă тытасси. Ирхи икĕ сехетре ăшă вырăн çинчен тăрса пушă хула урамĕсемпе вăлтапа Атăл хĕррине утни хăех ăна чăн-чăн киленӳ кӳрет. Йăлтăркка шыв çийĕн ишекен хулккана сăнаса ларни — пушшех те. Епле майпа-ха вăл, хулара çитĕннĕскер, пулăçă пулса тăнă?
«Летчик мăнукĕ»
Мĕн пĕчĕкренех Наталья çулласерен кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче Çĕрпӳ районĕнчи Виçикасси ялĕнче вăхăт чылай ирттернĕ. «Пирĕн пахча хыçĕнчех кӳлĕ пурччĕ те кукаçипе пĕрмай унта пулă тытма çӳреттĕмĕр. Эпĕ ун чухне шкула каймастăм-ха. Ӳсерехпе килтен аяккарах çӳреме пуçларăмăр. Сăмах май, кукаçи Андриян Степанович летчик пулнă, миçе хут катапультпа сикмен-ши вăл? Çавăнпах 63 çулта чĕри тапма чарăнчĕ пулĕ. Вăл Андриян Николаев космонавта та палланă. Тĕрлĕ хулара служба тăнăскер тивĕçлĕ канăва тухсан Чăваш Ене таврăнас тенĕ, анчах Шупашкарта ăна пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухнă. Кукаçи вара Андриян Григорьевич патне çыру янă. Çапла мухтавлă космонавт пулăшнипе çывăх çыннăм хваттере тивĕçнĕ. Кукаçине таврара пурте паллатчĕç. Халĕ, вăл çĕре кĕнĕренпе 30 çула яхăн иртнĕ пулин те, астăваççĕ. Хам пирки «летчик мăнукĕ» тесен эпĕ камне ăнкараççĕ. Каллех чун киленĕçĕ патнех таврăнам-ха. Кукаçи пиртен уйрăлнă хыççăн та эпĕ кӳлĕ хĕррине утма чарăнмарăм. Пĕве кĕрсен те хĕвел аничченех унта лараттăм. Юлташсем клуба кайма йыхăрма чупса килетчĕç — эпĕ вара пулăран ташă каçне васкаттăм. Çак хобби чăннипех пурнăçăмра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Манăн аттепе пулас мăшăр та пулăра паллашрĕç вĕт! Ун чухне хĕллеччĕ. Эпĕ юратнă çыннăмпа Владпа Атăла пулă тытма кайма хатĕрлентĕм. Тем сăлтавпа атте патне шăнкăравларăм, ăçта каяссине пĕлтертĕм. Вăл Владпа та калаçрĕ. Унтан хăй те пирĕнпе пыма кăмăл турĕ. Пулла эпĕ качча тухсан та, ача кĕтнĕ чухне те çӳренĕ. Ăмăртусене те хутшăннă», — иртнине куç умне кăларнă май йăл кулчĕ çамрăк хĕрарăм. Сăмах май, Наталья сăнĕпе, хăй каланă тăрăх, каснă-лартнă кукамăшĕ пек. Вăл, Тамара Степанова, Кубань казакĕсен йăхĕнчен тухнă-мĕн. Унпа пикен кукашшĕ Уссурийск хулинче паллашнă. Çавна май тусĕсем Натальйăн хастарлăхне кура унра та казаксен юнĕ чупни пирки шӳтлеççĕ. Ырă кăмăллă Наталья педагог профессине илни тĕлĕнтермерĕ. Ачасен юратнă вĕрентекенĕ пулатчех ĕнтĕ вăл. Анчах ку тытăмра вăй хума тӳр килмен ăна. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлӳ илнĕ вăхăтра хĕр çĕрлехи клубра маркăрта — бильярд сĕтелĕсене тимлекенре — ĕçлеме май тупнă. Кашни каç вăй хуман паллах, унсăрăн вĕренме те хĕн пулĕччĕ. Пулас мăшăрĕпе Наталья шăпах клубра паллашнă. Владислав час-часах бильярд выляма килнĕ унта. Илемлĕ те симĕс куçлă хĕре вăл тӳрех асăрханă пулинех, унпа темиçе те паллашма пынă. Анчах Наталья хирĕçленĕ. Пĕррехинче ĕçтешĕсене, хăй пекех çамрăк хĕрсене, çапла каланă: «Хăть пĕри те пулин кинона кайма чĕнесчĕ. Тӳрех килĕшĕттĕм». Унăн сăмахĕсене илтнĕ пекех тепĕртакран Владислав Натальйăна кинотеатра кайма сĕннĕ. Пике тек турткалашман. Ахăртнех унăн кăмăлне каччă парăнманни, çине тăни çавăрнă. «Пĕрле кино курма кайнă хыççăн эпир текех уйрăлман темелле. Эпĕ 3-мĕш курсра чухне çемье çавăртăмăр та упăшкан хваттерне пурăнма куçрăм. Владпа тĕл пулма пуçласанах клубра ĕçлеме пăрахрăм. Диплом илсен пирĕн аслă хĕр пĕрчи Злата çут тĕнчене килчĕ. Хыççăн — Арина, унтан Ясна çуралчĕ», — каласа кăтартрĕ виçĕ ача амăшĕ. Хĕр пĕрчисем те вăлта тытма вĕреннĕ, амăшĕнчен кая мар пулă туртса кăларма пултараççĕ. Уйрăмах Арина ку енĕпе шухă. Пулăçсен ăмăртăвĕсене хутшăнма кăмăллаканскер тăтăшах мала тухать. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать