Çамрăксен хаçачĕ 38 (6539) № 03.10.2024

3 Окт, 2024

Историе тĕрĕс кăтартма пулăшаççĕ

Республикăра 68 шырав отрячĕ ĕçлет. Вĕсем çапăçусем пынă вырăнсене çитеççĕ, тылри паттăрсен, çав шутра Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисенче окоп чавакансенне те, ячĕсене тупса палăртаççĕ. Çамрăксене çак ĕçе хутшăнтарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем салтакăн шăпи, хальччен никам та пĕлмен паттăрлăхĕ çинчен каласа параççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вăхăтĕнчи документсене тĕпчеççĕ.

Чăн-чăн патриотсем

Авăнăн 26-29-мĕшĕсенче Шупашкарта Роспатриотцентр, Раççейри шырав юхăмĕ тата Чăваш Ен Правительстви пуçарнипе истори эткерĕн форумĕ иртрĕ. Пĕтĕм Раççейри студентсен шырав отрячĕсен слетне 43 регион делегацийĕ — шырав ĕçĕпе кăсăкланакан 200 çын — килсе çитрĕ. Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитес умĕнхи форум тĕллевĕ — пирĕн халăхăн паттăрлăхне çутатас ĕçе студентсен шырав отрячĕсене хутшăнтарасси. Экспертсемпе пĕрле çамрăксем истори тĕрĕслĕхне епле упрасси, музей йĕркелесси, салтак ятне-шывне тупса палăртас ĕçри хăйне евĕрлĕхсем пирки калаçнă. Хальхи саманара пирĕнпе туслă мар çĕршывсем историе хăйсене кирлĕ пек урăхлатса, улăштарса халăх патне илсе çитереççĕ, уйрăмах çамрăксен пуçне пăтратаççĕ. Шыравçăсем чăнлăха çиеле кăларма, историе упрама пулăшаççĕ. Çак шухăша форумра Чăваш патшалăх филармонийĕнче уçнă чухне РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн пулăшуçи Владимир Колчин та палăртрĕ. «Иртнине тĕрĕс те об±ективлă кăтартас ĕçре пысăк тӳпе хыватăр. Хамăрăн çухатусемпе çĕнтерӳсем, хаклăхсем çинчен пĕлмесен малашлăх çук. Паянхи кун шыравçăсем çамрăксене патриот ĕçне хутшăнтарассипе кăна мар, СВОна пулăшассипе те малта», — терĕ вăл. Ку паллă ĕнтĕ: шыравçăсем — Тăван çĕршыва юратакан çынсем, чăн-чăн патриотсем. Ку ĕç çыннăн чи лайăх енĕсене — ырă кăмăллăха, чунлăха — аталантарни пирки каларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров журналистсене çапла пĕлтерчĕ: «Пирĕн республикăра шырав ĕçне шкул ачисем те хутшăнаççĕ. Регионта 50 шкулта шырав клубĕ ĕçлет. Çитес çул Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейлă дати çывхарнă май Беларуçа ирĕке кăларни, Брест крепоçне хӳтĕлени çинчен пусăм туса вĕрентĕç. Фронтри çырусене уйрăмах тимлĕç. Кайран вĕсем тăрăх кĕнеке те кăларма палăртнă». Студентсемпе шкул ачисен шырав отрячĕсем çапăçусен хирне, хӳтĕлев чиккисен строительстви пынă вырăна экспедицие тухса çӳреççĕ, палăксене тирпейлеççĕ, вăрçа хутшăннисем пирки информаци пухаççĕ. Экспедицире тупса килнĕ экспонатсем вĕренӳ çурчĕн музейĕсене пуянлатаççĕ. Сăмах май, слет уçăлнă кунхине филармони фойинче те артефактсен куравĕ ĕçлерĕ. Кашни çемьен — хăйĕн паттăрĕ Слета килнисем валли пуян та тухăçлă программа, ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Авăнăн 27-мĕшĕнче Наци библиотекинче çамрăксем РФ Патшалăх Думин депутачĕпе, Раççейри шырав юхăмĕн яваплă секретарĕпе Елена Цунаевăпа тĕл пулчĕç. «Истори эткерне упрасси — пирĕн пурин тĕллевĕ те. Çĕршыв малашлăхĕ пирĕнтен килет», — палăртрĕ Елена Моисеевна. Вăл форумра çитĕнекен ăрăва истори пĕлĕвне мĕнлерех парасси пирки калаçрĕ. Кăсăклă пултăр тесе çĕнĕ технологисемпе усă курма, çĕнĕ горизонтсем уçма сĕнчĕ. Шупашкар — ахальтен мар Ĕç мухтавĕн хули. Çĕнтерĕве çывхартас тесе тылра ырми-канми ĕçленĕ, хӳтĕлев чиккисен строительствине пысăк тӳпе хывнă. Тата кашни çемьере хăйсен паттăрĕсене астуса пурăнаççĕ. Паян та тыл пулăшнинчен ятарлă çар операцине хутшăнакансен ăнăçăвĕ нумай килет. Наци хăрушсăрлăхĕн стратегийĕнче кăмăл-сипет хаклăхĕсене, çав шутра истори астăвăмне те, ăрусен çыхăнăвне упрассипе çыхăннă самантсене те шута илнĕ. Шыравçăсем çак ĕçе тĕллевлĕн пурнăçласа пыраççĕ. Халĕ, информаци вăрçин саманинче пурăннă май, çĕршывăн наци хăрушсăрлăхне тимлесех тăмалла. Раççей — нумай нациллĕ çĕршыв, пирĕн халăхсем пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ, йывăр самантра пĕр-пĕрне алă параççĕ. Анчах хĕвел анăçри çĕршывсем халăхсене хирĕçтерсе пĕрлĕхе аркатасшăн, Раççей вăйне хавшатасшăн. Эпир пĕрле пулнипе, тĕрлĕ халăх çынни пăшал тытса çума-çумăн çапăçнипе 1941-1945 çулсенче тăшмана аркатнă. Паянхи кун та пĕр-пĕрне шăллĕ-пиччĕшĕ вырăнне хурса йышăнакан тĕрлĕ наци салтакĕ СВОра нацизмпа кĕрешет. Кирек мĕнле лару-тăрура пурăнсан та Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене манмалла мар, паянхи çамрăксен вĕсене тĕслĕх вырăнне хурса ӳсмелле. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Ачасен çитĕнĕвĕсем пĕлтерĕшлĕрех»

«Математика пире пурнăçра кирлĕ мар», — текенсем Ксения Коллэ патне вĕренме килсенех хăйсен шухăшне улăштараççĕ. Çамрăк педагог Шупашкарти 1-мĕш гимназире математикăпа информатика предмечĕсене 10 çул вĕрентет.

Шкултах учитель пулма шухăшланă

«Ачасемпе уроксенче теоремăсемпе формулăсем кăна ăса хывмастпăр. «Эпир чи малтан шухăшлама вĕренетпĕр», — тетĕп вĕсене. Математика вара пуçа ĕçлеттерет. Вăл кирек мĕнле вăхăтра та кирлĕ», — калаçăва пуçларĕ Ксения Валентиновна. Ксения Коллэ — Етĕрне хĕрĕ. Пуçламăш пĕлĕве вăл унти шкулта илнĕ. Вĕрентекенсем мĕн хушнине вăхăтра пурнăçланă, лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Аслă пĕлĕве вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче илнĕ. Хĕр физикăпа математика факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Кайран вăл çавăнтах магистратурăра, аспирантурăра ăс пухнă. Ксения Валентиновна шкулта вĕреннĕ чухнех учитель пулма çирĕп шухăш тытнă. Пĕрремĕш учителĕ Лариса Сапожникова уншăн тĕслĕх пулнă. «Лариса Александровна ачасемпе мĕнле хутшăнни, пире епле вĕрентни килĕшетчĕ. Вăл пулăшнипе çак професси пĕлтерĕшлĕ тата интереслĕ пулнине курса ӳсрĕм. Аслă классенче педагогика ĕçне тата ытларах юратма тытăнтăм. Шкулта мана уйрăмах математикăпа информатика предмечĕсем килĕшетчĕç. Çавăнпа çак енпех малалла вĕренме каяс терĕм. Аттепе анне, Лариса Викторовнăпа Валентин Васильевич, экономистсем. Вĕсем халĕ тивĕçлĕ канура. Атте хăй вăхăтĕнче олимпиада задачисене шĕкĕлчеме юратнă, ку енĕпе мана вăл кăсăклантарса янă тесен те йăнăш мар. Пирĕн çемьере пурте техника специальноçне алла илнĕ. Пичче Роман Шупашкарти электроаппарат заводĕнче ĕçлет», — малалла калаçрĕ Ксения Валентиновна. Хальхи технологисемпе усă курать Ксения Коллэн вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри, регионти конкурссенче, олимпиадăсенче çĕнтереççĕ. «Манăн тĕллев — ачасене хамăн предметсене юратма вĕрентесси. Ахаль задачăсене шутлаттарнипе кăна çырлахмастăп, хăйне евĕрлĕ меслетсем шухăшласа кăларатăп. Ачасемпе пĕр шайра пулма тăрăшатăп. Вĕсемшĕн хальхи вăхăтра мĕн интереслĕ пулнипе кăсăкланатăп. Паянхи ачасем вăхăта ытларах гаджетсемпе ирттереççĕ. Вĕсемсĕр эпир те, аслисем, хамăрăн пурнăçа курмастпăр-тăр. Хальхи технологисем кашни утăмрах пур темелле. Çавăнпа вĕсемпе хамăн ĕçре те анлă усă курма тăрăшатăп. Çав шутра — VR/ AR-хатĕрсем, тĕрлĕ программа. Çавăн пекех ĕлĕкхи сĕтелçи вăййисене çĕнĕлле вылятпăр. Сăмахран, «Ходилки» вăййа илер. Унпа килĕшӳллĕн эпир задачăсене йывăрлăхне кура 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш… пусăмсем çине пайлатпăр. Кубика персен миçе пăнчă çиеле тухать — ача çав шайри хăнăхтарусене пурнăçлать. Вĕрентекене тĕрĕс хурав парсан малалла каять, тĕрĕс мар тăк — пĕр утăм каялла тăвать. Пĕр сăмахпа, ачасем вăхăта интереслĕ ирттернипе пĕрле пуçа та ĕçлеттереççĕ. Вĕренекенсене хăйсене те цифра технологийĕсемпе ĕçлеме интереслĕ. Сăмахран, геометри урокĕсенче ачасем геометри фигурисене «чĕртме» май пуррине пĕлтерчĕç. Ку шухăша хаваспах йышăнтăм. Вĕсемпе çĕнĕ меслетсене пĕрле ăса хыватпăр. Çапла майпа ачасем хăйсен куçĕпе курса урокри материала хăвăртах астуса юлаççĕ. Паянхи кун искусствăлла интеллект питĕ анлă сарăлнă. Хальхи пурнăçпа тан утма тăрăшатпăр, эпир те хушма занятисенче ку программăпа усă куратпăр. Ачасем тĕрлĕ чат-бот тăваççĕ, калаçмалли пулăшуçăсем шухăшласа кăлараççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: манăн вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри «Пысăк чĕнӳсем» конкурсра тата Наци технологи олимпиадин «Искусствăлла интеллект» профилĕнче призерсем пулса тăчĕç», — хăпартланса каласа кăтартрĕ çамрăк педагог. Ксения Коллэ професси ăсталăхне ӳстерме тăрăшать: курссенче ăс пухать, лекцисем итлет. Çамрăк педагог ЧР Вĕренӳ институтĕнчи «Ашмарин-центрта» методистра та ĕçлет, «Знание» Раççей обществинче лекцисем те ирттерет. Кунсăр пуçне вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи С.А.Абруков ячĕллĕ ăслăлăх коллаборацийĕн çуртĕнче хушма занятисем ирттерет. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Утма пуçличченех юрă-кĕвĕ итлеме юратнă

Унăн Людмила Зыкина автограф лартса парнеленĕ кĕнеке, Людмила Гурченко хăй алăран тыттарнă пластинка пур. Вăл Георгий Вицина, Евгений Моргунова, Юрий Никулина палланă. Сăмах — Раççейри паллă артист мар, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кержеманкин пирки.

Чăваш Ен тăван кĕтес пулса тăнă

— Геннадий Петрович, хальхи вăхăтра интернетра темĕн те тупма пулать. Сирĕн пирки тĕплĕнрех вуласа пĕлес терĕм те — информаци çук. Эсир «çăлтăр» пулма юратмастăр-и?

— Ман пирки Совет Союзĕнче, интернет пулман чухне, çырнă. «Тава тивĕçлĕ колхозник» ята виçĕ хутчен илнĕ эпĕ. Совет Союзĕнче тĕрлĕ хулара Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ валли чăвашла концертсем йĕркелеттĕм. Паллах, чылай председателе палланă. Гастрольсем хыççăн концертсем йĕркеленĕшĕн панă мана çак ята. Кунта, Чăваш Ене, килсен ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн ятне тивĕçрĕм. Унтанпа республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ман пирки çырман та пулĕ. Пушкăртстанра, Тутарстанра статьясем тухкаланă.

— Пĕлетĕп: эсир Чăваш Енре çуралса ӳсмен, кунта нумай çул пурăнатăр.

— Эпĕ — 62 çулта, Чăваш Енре 40 çул пурăнатăп. Вăл маншăн тăван кĕтес пулса тăчĕ. Эпĕ Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевск хулинче çуралнă. Интеллигентсен çемйинче ӳснĕ тесен те юрать. Анне Раиса Прокопьевна шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ, атте Петр Степанович инженер пулнă, шахтăра ĕçленĕ. Анне — 83 çулта, Самар облаçĕнче пурăнать. Атте, шел те, çĕре кĕчĕ. Çемьере виçĕ ывăл ӳсрĕмĕр. Эпĕ — чи асли.

— Лайăх çемьере ачалăх та телейлĕ иртнĕ ахăртнех.

— Эпĕ 6 çулта чухне Самар облаçне куçса кайрăмăр. Анне чĕре чирĕпе аптăратчĕ те, тухтăрсем ăна климата улăштарма, Раççейĕн тĕп пайĕнчи региона куçма сĕннĕ. Аттепе анне йăлтах пăрахса икĕ ывăлĕпе /виççĕмĕшĕ кайран çуралнă/ çула тухнă. Самар облаçĕнче аттене электричество подстанцийĕн пуçлăхĕн должноçне пачĕç. Шкулта ун чухне учитель вакансийĕ çукчĕ, анне çĕнĕ специальноç алла илчĕ те атте патĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Эпир çурла уйăхĕнче куçса килтĕмĕр. Пĕрремĕш юр ӳксен киле чупса кĕтĕм те: «Анне, юр шурă иккен», — терĕм тĕлĕнсе. Эпĕ ун пеккине курман, мĕншĕн тесен Кемĕр облаçĕнче шахтăсенчен кăмрăк тусанĕ тухать. Пирĕн унта юр хура тĕслĕччĕ.

«Баян калас килетчĕ»

— Эсир мĕншĕн музыкăна суйланă? Çемьере ку енĕпе пултаруллă çынсем пулнă-и?

— Эпир ача чухне телевизор пурин те пулман. Анне хăй вăхăтĕнче мандолина каланă. Пирĕн килте пластинка лартса итлемелли проигрыватель пулнă. Анне каланă тăрăх, эпĕ, утма та пĕлмен ача, ун патне упаленсе пынă та пуçа каçăртса итленĕ. Самар облаçне куçса килсен пĕррехинче аттепе уçăлма тухрăмăр. Музыка шкулне ачасене вĕренме илесси пирки пĕлтерӳ куртăмăр. «Каяс килет-и?» — ыйтрĕ атте. «Паллах», — терĕм. Пĕтĕм класа кĕрсе паллашрăмăр, баян суйларăм. Унччен эпĕ пĕр инструмент та каламан, юрламан, юрă-кĕвĕ итлесе киленнĕ çеç. Шкулта кружоксене çӳренĕ-ха, музыка предмечĕпе те яланах «5» пулнă. Музыка шкулĕнче 5 мар, 4 класс вĕрентĕм. Учительсем манăн пултарулăх пуррине асăрханă-тăр. 8-мĕш класс хыççăн Сызраньти музыка училищине вĕренме кĕтĕм. Пĕр çултан манăн педагог çемйипе Пензăна куçса кайрĕ. «Саншăн çавах пуль, кунта эсĕ пурпĕрех килте мар. Хăть кунта, хăть Пензăра. Атя пĕрле», — терĕ. Пензăра 4 çул вĕрентĕм. Диплом илсен мана направленипе унтах музыка шкулĕн директорĕнче ĕçлеме хăварчĕç. Çав вăхăтрах Горькинчи консерваторие куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Директорта çур çул кăна вăй хутăм. Хутсемпе, документсемпе ĕçлеме питĕ юратмастăп. Манăн баян калас килетчĕ. Самар облаçĕнчи Жигулевск хулине куçса кайрăм, унта культура керменне ĕçе вырнаçрăм. Консерваторире 1-мĕш курс пĕтерсен пĕрле вĕренекенсенчен: «Атьсем, ăçта та пулин баянист кирлине пĕлместĕр-и?» — тесе ыйтрăм. Пирĕнпе пĕрле Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Виктор /вăл çемйипе Самар облаçĕнче тĕпленнĕччĕ/ вĕренетчĕ. Вăл Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонийĕнче баянист кирлине каларĕ. Ун чухнехи директорĕпе Алексей Сергеевпа шăнкăравласа калаçрăм. Вăл вăхăтра хальхи пек телефонсем çук. Татăлса каять, япăх илтĕнет… «Килĕр», — терĕ. Эпĕ ун чухне 20 çул та тултарманччĕ. Шупашкар питĕ килĕшрĕ. «Çавал» ансамбльте икĕ çул ĕçлесен мана Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне чĕнчĕç. Çавăнтанпа, 1984 çултанпа, унта ĕçлетĕп. Унта оркестр артисчĕ пек кăна мар, оркестрăн илемлĕх ертӳçи пек те килтĕм. Пурăна киле Валентин Сизов концертмейстер хăйĕн вырăнне сĕнчĕ. Унпа должноçсемпе улшăнтăмăр. Халĕ эпĕ оркестр артисчĕ тата балет концертмейстерĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ чи малтан хĕрарăм мар, офицер»

«Эпĕ ачаранах юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Килтисем те, шкулти вĕрентекенсем те çаплах шухăшланă-тăр. Лайăх юрланăран мана тĕрлĕ конкурса илсе çӳретчĕç. Яланах малти вырăнсене йышăнаттăм. Аслă классенче шухăш улшăнчĕ. Пирĕн йăхри арçынсем салтак тивĕçне пурнăçланă, анчах никам та çар çынни пулман. Шăпа мана офицер пулма пӳрчĕ», — калаçăвне пуçларĕ Кристина Слаповская аслă лейтенант.

Çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă Патăрьел тăрăхĕнчи Сител ялĕнче çуралса ӳснĕ Кристина Слаповская паянхи кун ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçлать. Вăл Василипе Нина Кондратьевсен çемйинче 1999 çулта çуралнă. Амăшĕ юрă-кĕвĕпе кăсăкланакан хĕрĕ урăх професси суйлать тесе шухăшламан та. 13 çулта чухне Кристинăна ашшĕпе амăшĕ гитара илсе панă. Хĕрача ăна хăй тĕллĕнех калама вĕреннĕ. Ашшĕ те çамрăкранах гитара калама пĕлнĕ, ачисене унпа юрлаттарнă. Кристина ăна кура çак инструмента кăмăлланă. Çапах ашшĕ хĕрĕ спортпа интересленнине кура вăл çав енĕпе каясса вăрттăн ĕмĕтленнĕ. Кристинăн ашшĕ Василий Кондратьев çамрăклах тăлăха юлнă. Пилĕк пĕртăван çитĕннĕ вĕсем. Амăшĕ вилнĕ чухне Василипе шăллĕ шкул ачисем çеç пулнă. Тетĕшĕпе инкĕшĕ икĕ арçын ачана хăйсен хӳттине йышăннă. Кайран вĕсене салтака ăсатса кĕтсе илнĕ. Çартан таврăнсан Василий Пӳртлĕ ялĕн хĕрĕпе Нинăпа çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр кил-çурт хăпартма çĕр лаптăкĕ илнĕ, тĕп килтен уйрăлса тухнă. Ачисене те ĕçе юратма, пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме вĕрентсе ӳстернĕ. Кристина шăллĕпе Сергейпа çуллахи каникулта кĕтĕве çӳренĕ, севок кăларнă çĕрте тăрăшса шкула каймашкăн укçа ĕçлесе илнĕ. Телевизорпа парад е çар çыннисем çинчен ӳкернĕ кăларăмсене пăхнă чухне ашшĕ хĕрне вĕсемпе кăсăклантарма тăрăшнă. Сител ачисем Пăлапуç Пашьелти вăтам шкула çӳренĕ. 2016 çулта 11-мĕш класс пĕтерсен хĕр ашшĕпе канашланă та çар училищине кайма шухăшланă. Çарта хĕрсем валли те ĕç сахал мар вĕт. Çар училищине каяс тесен нумай тĕрĕслев витĕр тухмалла. Çав вăхăтрах патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене те хатĕрленмелле. Кристина пĕтĕмпех парăнтарнă. Тухтăрсем сывлăхĕ çирĕп пулнине ĕнентерсен хĕрĕпе ашшĕ Вольск хулинчи А.В.Хрулев ячĕллĕ Пурлăхпа техника енчен тивĕçтерекен çар академине çул тытнă. Унта 630 абитуриент пулнă. Вĕсенчен 30-шне çеç курсантсен йышне илнĕ. Вĕренме кĕрес текенсем унта та экзаменсем тытнă, хăйсене спорт енĕпе кăтартнă. Тĕрĕслев икĕ эрнене яхăн пынă. «Вĕренме кĕрес текенсен йышĕнче офицерсемпе генералсен хĕрĕсем пурччĕ. Эпĕ — тĕттĕм чăваш ялĕнчен пынă хĕрача. Вĕренме кĕрейместĕп, аттепе пĕрле каялла каймаллаччĕ пулĕ тесе шухăшларăм. Хăшĕ-пĕри тĕрĕслеве чăтаймасăр пăрахса кайрĕ. Питĕ çирĕп ыйтрĕç. Шăрăх çанталăкра вăрăм дистанцие чупма тиврĕ. Эпĕ яланах малтисен ретĕнче пултăм. Çатăр сивĕ шывра мĕнле ишнине те тĕрĕслерĕç. Дистанцирен пăрăнсан, шăнăр хутлатсан тĕрĕслеврен кăларатчĕç. Мана ачаранпах спортпа туслă пулни пулăшрĕ. Вĕренме кĕнисен списокĕнче эпĕ 24-мĕш пулнине курсан питĕ савăнтăм. Мана тӳрех çăмăл атлетика енĕпе пĕрлештернĕ командăна илчĕç. Вĕренме çăмăл пулмарĕ. Пирĕнтен ахаль салтаксем мар, чăн-чăн офицерсем хатĕрлерĕç. Дисциплина питĕ çирĕпчĕ. Пĕрремĕш курсра уйрăмах йывăр пулчĕ. Анчах хĕрсенчен пĕри те пăрахса каймарĕ. Каччăсен хушшинче ун пеккисем пулкаларĕç. Йывăрлăхра хĕрарăм тӳсĕмлĕрех пулĕ. Пирĕн командир хĕрарăмччĕ, çапах çирĕп ыйтатчĕ. Каччăсем казармăра пурăнатчĕç, эпир вара — общежитире. Вĕреннĕ вăхăтра виçĕ хутчен — 2017, 2018, 2019 çулсенче — Мускаври Çĕнтерӳ парадне хутшăнма тивĕçлĕ пултăмăр. Çĕнĕ çулччен виçĕ уйăх маларах хамăрăн академире репетицисем ирттереттĕмĕр. Çĕнĕ çул хыççăн Мускава çар университетне илсе каятчĕç. Унта кашни кун виçĕ уйăх хатĕрленеттĕмĕр. Академири çăмăл атлетика енĕпе пĕрлештернĕ командăпа ăçта кăна çитмен-ши эпир? Каярахпа мана Раççейĕн пĕрлештернĕ командине те кĕртрĕç», — калаçăвне малалла тăсрĕ Слаповская аслă лейтенант. 2021 çулта академи пĕтернĕ çамрăк офицера Самар облаçĕнчи радиаципе хими тата биологи хӳтĕлев полкĕн апат-çимĕçпе, япаласемпе тивĕçтерекен службăн пуçлăхне лартнă. 2022 çулта ăна Самара хулинче вырнаçнă радиобатальона куçарнă, çур çултан тыл енĕпе ĕçлекен батальон командирĕн çумне лартнă. 2024 çулта вĕсен батольонне тепĕр полкпа пĕрлештернĕ, унтанпа вăл — радиотехника полкĕн апат-çимĕçпе, япаласемпе тивĕçтерекен службăн пуçлăхĕ. Çар çыннин кирек хăш вăхăтра та Тăван çĕршыва хӳтĕлеме хатĕр пулмалла. Мĕншĕн тесен вĕсен ку — чи пĕрремĕш тивĕçĕ. Ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра чылай çар çынни СВОра командировкăна каять. Вĕсен чаçĕнчи салтаксем те малтанхи кунранпах унта хутшăнаççĕ. Кристина СВОна командировкăна 2023 çулхи ака уйăхĕнче кайнă. Вĕсен полкĕ ытларах радиоразведкăпа ĕçлет. Пурĕ вĕсен 13 ушкăн. Кашнин — хăйĕн задачисем. Слаповская аслă лейтенантăн ушкăнĕ салтаксене апат-çимĕçе, япаласене еплерех тивĕçтернине тĕрĕслесе, йĕркелесе тăрать. Вĕсем вăрманта çĕр айĕнчи блиндажра пурăнаççĕ.

Упăшки те — ятарлă çар операцийĕнче «Малтанах хĕрарăм тесе мана СВОна командировкăна ямарĕç. Пурте каяççĕ — эпĕ вара çук. Штаб пуçлăхĕ патне кĕрсе мана та командировкăна яма ыйтрăм. «Санпа мĕн те пулин пулас тăк аçупа аннӳне мĕн калас?» — терĕ вăл. «Эпĕ — офицер. Эпĕ те çĕршыв умĕнче присяга тытнă», — тесен виçĕ эрнелĕхе кайма ирĕк пачĕ. Унтанпа эпĕ — СВОра. Паллах, малтанхи вăхăтра унти пурнăçа хăнăхма çăмăл пулмарĕ. Эпир малти ретре мар, çапах снаряд çурăлнă сасăсем пирвайхи вăхăтра аванах хăратрĕç. Халĕ хăнăхса çитрĕм те нимех те мар пек. Унта кайнăранпа çулталăк иртрĕ, хальхине шутласан отпуска виççĕмĕш хут килтĕм. Манăн позывной — «Заря». Ку ята хам суйларăм. Темшĕн килĕшет вăл мана. Лере медицина ĕçченĕсемсĕр пуçне пĕр хĕрарăм салтака та курмарăм. Пĕрле вĕреннĕ хĕрсенчен нихăшĕ те СВОра командировкăра мар. «Эсĕ — хĕрарăм. Сана унта йывăр мар-и? Упăшку çакна мĕнле йышăнать?» — тесе ыйтать манран нумайăшĕ. Эпĕ чи малтан хĕрарăм мар, офицер. Мана çар тивĕçне пĕрле пурнăçлакансем пуçлăх пек йышăнаççĕ, хисеплеççĕ. Урлăпирлĕ калаçнине нихăçан та илтмен. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Вăхăтсăр çуралнă йĕкĕреше хӳтте илнĕ

«Туссем каланă тăрăх, эпĕ ача чухне качча кайсан йĕкĕреш хĕрача çуратма ĕмĕтленнĕ. Хам çакна астусах каймастăп. Турă мĕн ыйтнине парать тет. Хам çуратман пулсан та, паянхи кун мăшăрпа йĕкĕреш хĕрача ӳстеретпĕр», — калаçăва пуçларĕ Фания Шайдуллина.

Хаçатра курсан Фанияпа Фанияр Шайдуллинсем Патăрьел округĕнчи Ксыл-Чишма ялĕнче пурăнаççĕ. Кунта тутарсем кун кунлаççĕ. Фанияпа Фанияр вара чăвашла та питĕ яка калаçаççĕ. Иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ӳснĕ. Фания мăшăрĕнчен 5 çул кĕçĕнрех. Фанияр унăн пиччĕшĕпе пĕр класра вĕреннĕ. Хĕре вăл шкул пĕтерсенех качча илнĕ. «Нимĕнле специальноç та илсе ĕлкĕрейменччĕ. Качча тухсан Патăрьелти училищĕне ветеринара вĕренме кайрăм. Диплом илсен мăшăрпа Тутарстанри Çыр Чаллă хулине пурăнма куçрăмăр. Учхозра веттехникра ĕçлерĕм. 1998 çулта ывăл Айнур çут тĕнчене килчĕ. Питĕ йывăррăн çуратрăм. Хам 18-та кăначчĕ. Çуратнă хыççăн депресси пуçланчĕ. Больницăра çур çул выртма тиврĕ. Ачана анне, тăвансем пăхрĕç. Фанияр — йышлă çемьерен, вĕсем 10 пĕртăван ӳснĕ. Вăл — чи кĕçĕнни. Пирĕншĕн куляннипе хуняман инфаркт пулчĕ, нумай пурăнаймарĕ — вилчĕ. Эпĕ больницăран тухсан яла куçса килтĕмĕр. Кил-çурт çукчĕ. Ăçта кăна пурăнма тивмерĕ-ши? Ун чухне кредит памастчĕç. Ялти пĕр кивĕ çурта туянтăмăр. Колхозсем аванах ĕçлесе пыратчĕç. «Ленинец» колхоза дояркăна вырнаçрăм. Çурта, хуралтăсене пĕчĕккĕн тума тытăнтăмăр. Тăватă çултан колхоз арканчĕ. Кӳршĕ чăваш ялне, Алманчăна, сĕт пуçтаракана вырнаçрăм. Çавăнта ĕçленĕ чухне чăвашла таса калаçма вĕрентĕм. Кайран унти колхоз та саланчĕ. Вара килте выльăх-чĕрлĕх усрама пуçларăмăр. Çуртйĕре çĕнетсе пĕтернĕ тĕле ывăл кăштах аталанчĕ. Манăн çав тери хĕрача çуратас килетчĕ. Анчах тухтăрсем урăх çуратма хушмарĕç. Мĕн тумалла? Фаниярпа шухăшларăмăр та, тăлăх хĕрачана хӳтте илес терĕмĕр. Документсене пуçтарсан Хусана кайрăмăр. Ай-уй, унта черет! Пĕр 10 çулсăр та кĕтсе илейместпĕр терĕç. Документсене пурпĕрех парса хăвартăмăр. Киле таврăнсан: «Хĕрача илеймерĕмĕр, хăть хур туянас», — тесе шухăшларăм. Тепĕр кунхинех кайса туянтăмăр. Чĕпĕсене кашни кун урама ярса сыхласа лартăм. Пĕрре почтальонка район хаçачĕн çĕнĕ номерне парса хăварчĕ. Пĕрремĕш страницăрах пĕчĕк икĕ хĕрачан сăн ӳкерчĕкне вырнаçтарнă, «Çак икĕ хĕр пĕрчи Патăрьел больницинче ашшĕпе амăшне кĕтеççĕ», — тесе çырнă. /Ку хаçата эпир паянхи кун та упратпăр/. Яш! чиксе илчĕ чĕре. Пĕр тăхтамасăр çак ачасене курас килчĕ. Малтан опека органне кайса ирĕк ыйтрăмăр. «Ачасем ытла ир çуралнăран питĕ вăйсăр», — терĕç пире тӳрех. Вĕсем 900 грамм тайнă, 33 сантиметр тăршшĕ пулнă. Пире нимĕнле йывăрлăх та хăратмарĕ. Больницăна çитрĕмĕр, икĕ пĕчĕк хĕр пĕрчине куртăмăр. Çичĕ уйăха çитнĕ пулсан та ытла та пĕчĕкчĕ, айванччĕ вĕсем. Питĕ хĕрхентĕм. Амăшĕ çуратсанах вилнĕ. Ашшĕ йышăнман. 2009 çулхи çулла упăшкапа 7 уйăхри ачасене илсе килтĕмĕр. Киле çитсенех çак икĕ пĕчĕк «чăмаккана» шыва кĕртрĕмĕр. Вара çĕр çывăрайман каçсем пуçланчĕç. Вăхăтсăр çуралнăран вĕсен ДЦП та пулнă иккен. Çук, каялла кайса пама пĕрре те шухăшламан. Йывăр пулассине пĕлсех тăнă. «Ку ачасене ӳстерме çăмăл пулмĕ. Вĕсене нумай вăхăт сиплеме тивĕ. Эсир хатĕр-и?» — терĕç ун чухнех тухтăрсем. Эпир хатĕрччĕ. Анчах чи йывăрри пирĕншĕн хĕрачасене хамăр çине çыртарасси пулчĕ. Вĕсене çуратнă хĕрарăм малтан Ростов облаçĕнче пурăннă, качча кайнă. Кайран вăл мăшăрĕнчен уйрăлмасăрах çавăнта ĕçлеме пынă чăваш арçыннипе пурăнма тытăннă-мĕн. Иккĕшĕ Чăваш Ене, арçыннин ялне, куçса килнĕ. Çав вăхăтра хĕрарăм ача çуратнă. Вăл упăшкинчен уйрăлманнипе ачасене тӳрех хамăр çине çыртарма май пулмарĕ. Суда кайма тиврĕ. Ачасем утма, калаçма часах хăнăхаймарĕç. Больница хыççăн больницăна чупрăмăр, хула хыççăн хулана кайрăмăр. Алли-урине, куçне темиçе хутчен те операци турĕç. Кашни операци хыççăн ырă улшăнусем пулса пычĕç. Е ларма тытăнатчĕç, е утма… 3 çул та 8 уйăхра чухне пĕри утма тытăнчĕ, кайран — тепри. Ывăл Айнур нумай пулăшрĕ. Вăл вĕсене илсе килсенех тăван йăмăкĕсем вырăнне йышăнчĕ. Мунчана малтан пĕрне илсе каяттăм, Айнур ăна илсе теприне килсе паратчĕ. Фанияр та вĕсемшĕн тем тума та хатĕрччĕ. Ĕçрен пушă вăхăтра яланах пире пулăшма тăрăшатчĕ. Вăл кӳршĕ яла ĕçе çӳретчĕ. Ун пек чухне манпа юнашар анне Наримя Шамеева пулатчĕ. Пире чи пысăк пулăшу параканĕ вăл. Анне ĕмĕр тăршшĕпех шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Ачасене пăхнă, воспитани панă çĕрте тӳпи вышкайсăр пысăк. Тĕрĕссипе, ывăл çуралсанах пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме пулăшрĕ: ун чухне хамăр çурт-йĕр çавăратпăр, ĕçе çӳретпĕр, укçи-тенки çитсе пымасть… Хĕрачасене тӳрех хăйĕн тăван мăнукĕсем вырăнне йышăнчĕ. Кӳршĕрех пурăнать, ачасем паянхи кун та ун патĕнчен тухма пĕлмеççĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.