Çамрăксен хаçачĕ 37 (6538) № 26.09.2024

26 Сен, 2024

Пĕрремĕш сайтсене «тавтапуçла» тунă

Паян Италире тинĕс хĕрринче канма, ыран Альп тăвĕсемпе киленме, çĕршывсем тăрăх чаплă машинăпа çÿреме пултарать вăл. Çакăн пек ирĕклĕх пирки чылайăшĕ ĕмĕтленет кăна. Петр Александров вара ăна пурнăçа кĕртнĕ. Унăн айти шниксен команди — Раççейри ТОП-11 йышĕнче.

Шанăçа çĕнсе илес тесе

— Петр, санпа епле паллаштармалла: профессипе эсĕ кам?

— Эпĕ — предприниматель, манăн професси — сео-оптимизатор, WPNEW блог тата çавăн ятлă веб-студи йĕркелӳçи. Эпир сайтсене интернетри шырав тытăмĕнче мала хăпартас, реклама, приложенисем шухăшласа кăларас енĕпе пĕтĕм Раççейĕпех ĕçлетпĕр. Пирĕн проектсен 70% — Питĕрпе Мускавран. Клиентсен йышĕнче завод, предприяти нумай. Кунсăр пуçне эпĕ сайтсене мала кăларассипе онлайн-курссем, марафонсем ирттеретĕп, спикер пулса SEO-конференцисене хутшăнатăп. 2009 çултанпа WPNEW.ru блог тытса пыратăп. Унтанпа тĕрлĕ темăпа — профессипе çыхăннă гайдсенчен (инструкцисем) пуçласа чунри пăшăрханусем таранах — статьясем кăлартăм. Шăпах çак блогран цифра технологийĕсен сферине манăн çул-йĕр хывăнчĕ.

— Эсĕ хăвăн блогунта, социаллă сетьре пурнăçу çинчен уççăн çыратăн. Мĕншĕн çакăн евĕр хутшăну суйларăн?

— Вулакансемпе чуна уçни мана вĕсен шанăçне çĕнсе илме пулăшрĕ. Вĕсемпе туслашас, хамăн статьясемпе вĕсене пулăшас килчĕ. Мăн кăмăллăха юратмастăп. Малтанах, хамăн ĕçе пуçариччен, паллă блогерсене пысăк çын вырăнне хураттăм, анчах ытлашши сăмса каçăртни килĕшместчĕ. Манăн вара пĕчĕк хулари ахаль каччă пулса юлса ăнăçу çĕнсе илес килетчĕ.

— Хăвăн ăнăçу çулне епле хаклатăн: йывăр пулнă-и вăл е çăмăл-и?

— Вăл питĕ йывăр пулнă тесе калас килмест. Пиçĕхтерекен, малалла талпăнма хистекен самантсем пек йышăнатăп. Предпринимательшĕн ку питĕ кирлĕ, унăн час-часах тĕрлĕ чăрмавпа тĕл пулма тивет. Опыт вара вĕсене çĕнтерме пулăшать. Эпĕ Елчĕк районĕнчи Кармал ялĕнче çуралнă. 6-мĕш класра чухне пирĕн çемье хулана куçса килнĕ. 9-мĕш класчен шĕкĕр «5»-пе вĕреннĕ. Эпĕ яланах итлекен ача пулнă. Пирĕн çемьере пурте шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Манăн та ăна илмелле тесе тĕллев лартрăм, анчах тивĕçеймерĕм. Кайран лайăх ача пулса йăлăхрăм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрсен манра пăлхавçă вăранчĕ. Пачах хирĕçле роле — япăх каччă сăнарне — вылярăм. Экзамен-зачета аран-аран паркаларăм. Кайран ку та ывăнтарчĕ. Хама шыраса тупрăм. Пĕтĕмлетӳ турăм: лайăх паллă хыççăн хăваламалла мар, чуна мĕн килĕшнине ăнланма тăрăшмалла. Çамрăк чухне тĕрлĕ ĕçе пикенсе пăхатăн, тĕрлĕ майпа канатăн. Мана сайт тăвас ĕç питĕ килĕшетчĕ. Эпĕ унпа иртен пуçласа каçчен лараяттăм.

— Анчах санăн ĕç опычĕ унран пуçланман вĕт…

— Эпĕ грузчикрен ĕçлеме тытăннă. 10-11-мĕш классем хыççăн çуллахи каникулта тавар курттăм сутакан складра сахăр, çăнăх миххисене йăтрăм. Кунĕпе 20 тоннăллă фурăсем пушататтăмăр. Юрать, кĕлеткерен аптăраман. 1-мĕш курс хыççăн каллех «юратнă» ĕçе кайрăм — хам валли çи-пуç туянмалла вĕт. Унта эпĕ ăс пухакан факультетран вĕренсе тухнă çынпа паллашрăм. «Эсĕ математик вĕт. Сана та çакăн пек пуласлăх кĕтет», — тени шиклентерчĕ. Кайран кӳршĕ арçынни Мускава стройкăна чĕнчĕ, кивĕ «девяткăлăх» та пулин ĕçлесе илес тесе тухса кайрăмăр. Хăтсăр вакунсенче йĕке хӳресемпе, хăнкăласемпе пурăнтăмăр. «Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн мана та çак пурнăç кĕтет-ши?» — шухăшлаттăм стройкăра нушаланакансем çине пăхса. Кунта чылайăшĕ аслă пĕлӳллĕччĕ. Вара йышăну турăм — тек алă вăйĕпе мар, ăспа ĕçлетĕп. Çавăн чухне 45 кун пилĕк авнăшăн укçа тӳлемерĕç… Кайран бармена вырнаçрăм. Урамра листовкăсем валеçекен промоутер та пултăм. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Йăлтах чĕре çывăхне илмелле мар»

Елчĕк округĕнче çуралса ӳснĕ Наталья Шакова ача чухнех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Икĕ çул каялла хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнчен тĕллевлĕ программăпа вĕренсе тухнă, кăçал ординатура пĕтернĕ. Халĕ çамрăк терапевт Елчĕк районĕн тĕп больницинче ĕçлет.

Иккĕленӳ пулман

— Наталья, мĕншĕн тухтăр профессине суйларăн? Хăвна урăх ĕçре шырас кăмăл пулман-и?

— Ача чухнех пуканесене укол тума, вĕсене сыватма юрататтăм. Анне Рената Николаевна Елчĕк районĕн тĕп больницинче психиатрнаркологра ĕçлет. Хреснаннепе хреснатте те медицинăра вăй хураççĕ. Çавăнпа шкултан вĕренсе тухсан мĕнле професси суйласси пирки пĕр иккĕленӳ те пулмарĕ. Елчĕк шкулĕнче аттестат илсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм.

— Студент çулĕсене аса ил-ха.

— Преподавательсем темăсене лайăх ăнлантарса паратчĕç. Яланах пулăшма тăрăшатчĕç. Çавăнпа эпĕ профессие тĕрĕс суйласа илнĕ тесе шухăшлатăп. Вĕреннĕ вăхăтрах Елчĕк районĕн тĕп больницинче 4 çул практикăра пултăм, çавăн пекех Хулари клиника больницинче ĕçлесе куртăм. Медсестрасене пулăшаттăмăр. Пире тĕрлĕ процедура ирттерме те шанатчĕç. «Хăвăр вĕренĕр, пурнăçра кирлĕ пулать», — тетчĕç. Ĕçре усă куракан программăсемпе те паллаштарчĕç. Пациентсем хăйсене лайăх пăхнăшăн тав тăватчĕç. Ватăсем калаçма питĕ юратаççĕ. Хăшĕ-пĕриншĕн çынпа кăштах калаçни те паха, ку вĕсене хăвăртрах сывалма пулăшать.

— Ĕç кунĕ мĕнлерех иртет?

— Ĕç вăхăчĕ ирхи 8 сехетре пуçланать те 15 сехет çурăра вĕçленет. Эрнере икĕ кун ФАПра пациентсене йышăнатăп, тепĕр 3 кунĕнче Елчĕк поликлиникинче ĕçлетĕп. Вырăнпа выртакан пациентсем патне киле çӳретпĕр. Унсăр пуçне дежурствăсене юлатпăр.

— Вырăнти çынсем сана палласа та çитрĕç пулĕ?

— Паллама тытăнчĕç. Мана пациентсем участок тухтăрĕ пек пĕлеççĕ ĕнтĕ. Йышăнăва ытларах ватă çынсем килеççĕ. Пырса кĕрсенех мана çамрăк пулнипе шанманнине асăрхатăп. Анчах кайран, калаçса кайсан, вĕсем уçăлса пынине куратăп. Тĕрĕс диагноз лартмашкăн пациента мĕн канăçсăрлантарнине, мĕн ыратнине тĕплĕн ыйтса пĕлетĕп. Хам çуралнă тăрăхра ĕçленĕрен чылай чухне çывăх пĕлекен çынсене тĕл пулатăп. Йышăнăва тăвансем те, кӳршĕсем те килнĕ. Вĕсен хушшинче манăн аттепе аннене паллакансем те пур. Пурне те пĕр пек пăхма тăрăшатăп. Çывăх-и вăл, е палламан çын-и — никама та уйăрмастăп.

— Тухтăр пурнăçĕнчи пĕр кăсăклă самант пирки каласа пар-ха.

— Пĕррехинче çыннăн пуç çаврăннă, юн пусăмĕ хăпарнă тесе шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Вырăна çитрĕмĕр. Пациента тĕрĕслерĕм. Унăн алă вăйĕ çукчĕ, вăл калаçаймастчĕ. Тӳрех ăнлантăм: ку — инсульт. Кун пек симптомсем çавăн чухне палăраççĕ. Тӳрех васкавлă медпулăшу чĕнтĕмĕр те пациента больницăна ăсатрăмăр. Каярахпа унăн чăнах та инсульт пулнине пĕлтĕм.

— Сан пата пациентсем ытларах мĕнле сăлтавпа килеççĕ? — Тĕрлĕ чир-чĕр аптăратнипе. Ытларах чухне — хырăм, пуç ыратнипе, юн пусăмĕ хăпарнипе. Кашнинпех ĕçлеме тăрăшатăп. — Тухтăрсен час-часах пациент патне васкаса кайма тивет. Кун пек чухне çул çинчех апатланма тивет-и?

— Çул çинче çиме тăрăшмастпăр. Васкаса апатланни сывлăхшăн сиенлĕ. Вăхăтра апатланаймасан таврăнсан çиетпĕр.

10 пин утăм, тĕрĕс апатлану

— Çирĕп сывлăхлă пулас тесен мĕн тумалла?

— Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла. «Сывлăха упрамалла, ăна Ача чухнех пуканесене укол тума: в.сене сыватма юрататтăм каялла тавăраймăн», — тетĕп пациентсене. Рациона тĕрлĕ апат- çимĕçпе пуянлатмалла: пахча çимĕç, аш-какай, пулă, сĕт-турăх... Тĕрĕс апатланни çын сывлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Фельдшертан — журналиста

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен тытăмĕнче вăй хуракан, блогер ĕçĕнче хăйсен пултарулăхне туптакан хĕр-хĕрарăм валли «Чăваш Енри масс-медиа илемĕ» конкурс пуçланни çинчен пĕлтернĕччĕ.

Пурĕ 100 ытла анкета йышăннă. Чи пултаруллă 16 çынна конкурсăн юлашки тапхăрне хутшăнма суйланă. Финал раштавăн 21-мĕшĕнче иртĕ. Хальхи вăхăтра конкурсçăсем унта хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ. Чиперккесемпе Анастасия Туйкачева фотограф пĕрремĕш фотосесси ирттернĕ, портфолио валли илемлĕ сăн ӳкерчĕксем хатĕрленĕ. Ăсталăх класĕсем те пуçланнă. Мария Тямейкина визажист, паллă косметика компанийĕн представителĕ Елена Михайлова ăсталăх класĕсем ирттернĕ, ӳте пăхма, тĕрĕс косметика суйлама вĕрентнĕ. Çав кунах конкурс пуçаруçисенчен пĕри «Хыпар» Издательство çурчĕ йĕркеленипе конкурсçăсен сăн ӳкерчĕкĕсен галерейи уçăлнă. Авăнăн 11-мĕшĕнче вĕсене Мускаври «Хĕрарăмсен планети» фонд ертӳçипе Алла Маркинăпа кăсăклă тĕлпулу кĕтнĕ. Масс-медиа конкурсне хутшăнакансемпе эпир те хамăр вулакансене паллаштарсах тăрăпăр. Татьяна Устинова 1-мĕш номерпе тăрать. Хальхи вăхăтра вăл Куславкка районĕн «Ялав» хаçачĕн редакторĕнче ĕçлет. Ку професси ăна ачаранах кăсăклантарнă, мĕншĕн тесен унăн ашшĕ журналистикăна 15 çул парнеленĕ. Хĕрĕ унăн статйисене, сăввисене вуласа çитĕннĕ. Хăй те шкулта вĕреннĕ чухнех çырма тытăннă. Унăн заметкисемпе сăввисем район хаçатĕнче кун çути курнă. Ашшĕ ăна сăн ӳкерме, интервью илнĕ чухне ыйтусене тĕрĕс пама вĕрентнĕ. Мĕнле кĕнекесем вуламаллине сĕннĕ, статйисене редакциленĕ, тĕрлĕ темăпа сочинени нумай çыртарнă. Татьяна 8 çултан сăвăсем хайлать. Вăл ашшĕн çулĕпе кайнă. Çапах журналистикăна тӳрех пырса кĕмен. Шупашкарти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн васкавлă медпулăшура тата ФАПра фельдшерта ĕçленĕ. Куславкка районĕн И.Е.Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн стоматологи уйрăмĕнче медсестра та пулнă. Ун чухне те вăл сăвăсем шăрçаланă. Çавна кура Чăваш Республикин, каярах Раççей писателĕсен союзне кĕнĕ. Унăн сăввисем Тая Еж псевдонимпа кун çути кураççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Юнпа тăван асатте мар, анчах пĕртен-пĕрре»

Çак пултаруллă журналистпа Шупашкар округĕнчи Вознесенское поселокĕнчи Иисус Христос Туррăмăр пĕлĕт çине çĕкленнĕ ятпа уçнă чиркӳре Савватий владыка паллаштарнăччĕ. Ун чухне эпĕ Савватий владыкăран интервью илес тесе пынăччĕ. «Ман çинчен пĕлес тесен Зинаида Викторовнăпа калаçăр, вăл мана хамран та лайăхрах пĕлет», — тесе владыка мана ун патне илсе кайрĕ. Çавăн чухне Зинаида Паршагина Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕн пресс-секретарĕ пулнине пĕлтĕм.

Зинаида Паршагина Канаш хулинче çуралнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс чĕлхипе литературин факультетĕнче вĕреннĕ, Горький ячĕллĕ библиотекăра, Электроприбор завочĕн радиохаçатĕнче, «Чăваш Ен» ПТРК корреспондентĕнче ĕçленĕ. 2013 çултанпа «Турă тата çын. Чăваш митрополийĕн хыпарĕсем» журналта вăй хурать. Çав вăхăтрах Шупашкар епархийĕн культурăпа çут ĕç центрĕшĕн яваплă. Шупашкар тата Чăваш Ен митрополийĕн пресс-секретарĕнче 2020 çултанпа ĕçлет. Унăн йăх-тымарĕ — Украинăран. Унăн аслашшĕ Валериан Берлинский пурнăçне чукун çул строительствипе çыхăнтарнă. Вăл Канашри вакунсем юсакан завода тума килнĕ. Çавăнта хĕрпе паллашса пĕрлешнĕ. Зинаида Чăваш Енрех качча тухнă. Мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Анчах, шел те, упăшки 13 çул каялла çĕре кĕнĕ. Хĕрĕсем амăшĕн çулне суйланă. Нумаях пулмасть социаллă сетьре Зинаида Паршагинăн страницинче асламăшне аса илсе çырнине вуларăм. Чуна хумхантаракан статьяна чăвашла куçартăм. Асанне ячĕпе «Манăн сайра тĕл пулакан ят. Халĕ ашшĕ-амăшĕ ачине çавăн пек ят панине курмастăп та. Эпĕ 1962 çулта çуралнă. Ун чухне хĕрачасене ытларах Ира, Лена, Лариса, Света… ятсем хунă. Анчах Зина мар… Мана аттепе анне асаннене халалласа Зина ят панă... Кăçалхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Зинаида Порфирьевна Берлинская çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. Эпĕ вара качча кайиччен Зинаида Викторовна Берлинская пулнă. Манăн — виçĕ асанне-кукамай Зинаида Берлинская манăн тăван асанне мар. Унăн хăйĕн ачисем те пулман. Вăл темиçе хутчен те тăлăх ачана усрава илме тăнă. Анчах 1939 çулта /Зинаида Порфирьевна ун чухне 35 çулта пулнă/ унăн 33-ри тăван шăллĕ, манăн асатте, Валериан Порфирьевич чахоткăпа чирлесе вилнĕ. Икĕ çулти ывăлĕ /манăн атте/ тăлăха юлнă. Ашшĕн пĕртăванĕ Лена, Турра ĕненекенскер, учительницăра ĕçлекен Зинаидăна шăллĕн ывăлне хăйĕн хӳттине илме ыйтнă. Зина Витенькăшăн амăшĕ пулса тăнă. Çапла шăллăмпа иксĕмĕрĕн виçĕ асанне-кукамай пулнă: Степанида, Валентина тата Зинаида. Манăн асăну… Манăн пурнăçра бабуся /çапла чĕннĕ эпир Зинаида Порфирьевнăна/ тарăн йĕр хăварнă. Вăл мана мĕне вĕрентнине нимпе те виçме çук, вăл каланă сăмахсем мана пурнăç çулне суйлама пулăшрĕç. Питĕ тирпейлĕ, ырă, çирĕп кăмăллă, таса чунлă, ĕçчен, çывăх çыннисене юратать — унра йăлтах пулнă, çаксем пĕтĕмпех куç умĕнче. Вăл Киев хулинче çуралнă. Вăрçă вăхăтĕнче эвакуацире пулнă виçĕ çулне шутламасан ĕмĕрне çавăнтах ирттернĕ. Унта, манăн иккĕмĕш Тăван çĕршывра, унăн вил тăприйĕ. Манăн пĕртен-пĕр асăну та халĕ — уншăн кĕл туни тата çак çырăннă сăмахсем. Киеври ачалăхпа çамрăклăх Унăн ашшĕ Порфирий хула управинче ĕçленĕ. Амăшĕ Христина ачисене пăхнă. Вĕсем гимназире вĕреннĕ. Ашшĕ Зиночкăна харпăр шкула панă. Унта йĕрке çирĕпех пулман, хĕрне вăл хĕрхеннĕ. Андреевский сĕвекĕнче, Булгаковсенчен инçех мар пурăннă. Бабуся каланă тăрăх, унăн амăшĕ паллă писатель тухнă çемьене, ахăртнех, пĕлнĕ, мĕншĕн тесен урамра пурте пĕр-пĕрне палланă. Вăл пире Андрей Первозванный чиркĕвне илсе кайсан Мăнкунра пачăшкă пысăк карçинккана çăмарта тултарса килĕрен валеçсе çӳренине каласа паратчĕ. Вĕсем патĕнчен те чарăнмасăр иртмен… <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


«Анне мана çуратман, вăл мана ачалăх парнеленĕ»

Шкулта Анне кунĕ ячĕпе сочинени çырма хушсан 8-мĕш класра вĕренекен Вероника çакăн пек йĕрке шăрçаланă: «Анне мана çуратман, вăл мана ачалăх парнеленĕ». Кайран çак сочинение ыттисеннипе пĕрле фойери хăма çине çакнă. «Ним те кирлĕ мар, ачасен пархатарне курни лайăх», — терĕ Улатăр округĕнчи Саланчăкри сывлăх енчен хавшак ачасен интернат шкулĕнче ĕçлекен Надежда Козлова. Андрей, Вероника, Катя, Артур. Вĕсемшĕн Надежда Николаевна педагог кăна мар, юратнă амăшĕ те пулса тăнă. Вĕсемсĕр пуçне Надеждăпа Сергей Козловсем ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ытти ачана опекăна илнĕ.

Интерната ĕçлеме килсен

«Саланчăкри интерната ĕçлеме килсенех ман пата ача пычĕ те: «Эсир кам патне?» — тесе ыйтрĕ. Вăл вăхăтра унта тăлăх нумайччĕ. Заведующи кашни ача хăйне çемьене илсе каясса кĕтнине, çавăнпа килекен кашни çынран çапла ыйтнине ăнлантарчĕ. Ачасене хӳтте илесси çавăнтан пуçланчĕ. Малтан интернатри шăпăрлансене канмалли кунсенче хамăр пата илсе килкелерĕмĕр. 4-5 ача таранах йышăнаттăмăр. Андрея чи малтан — Çĕнĕ çулти канмалли кунсенче, кайран çуркуннехи каникула илсе килтĕмĕр. Сăпайлă, чĕр чунсене юратакан ачаччĕ. Çуллахи каникулта вăл пире: «Манăн Çĕмĕрлери ача çуртĕнче йăмăк пур», — терĕ. Çавăн хыççăнах завуч патне кайса Андрейăн пурнăçĕ, çемйи пирки ыйтса пĕлтĕм. Чăнах та, йăмăкĕ пур. Андрейпа пĕрле Çĕмĕрлери ача çуртне кайрăмăр. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ пĕр-пĕрне пĕр çул курман. Пĕрремĕш тĕлпулу хумхануллă иртрĕ. Андрей Вероникăна ыталарĕ. Иккĕшĕ те макăрса ячĕç. Çулталăк хушшинче пиччĕшĕпе йăмăкĕ пĕр-пĕрне манман. Вероника ун чухне 5 çултаччĕ, калаçма пĕлместчĕ. Ăна çуллахи каникула хамăр пата илсе килтĕмĕр. Каялла леçме вăхăт çитсен упăшкапа, ывăлсемпе пĕрле ларса канашларăмăр. «Анне, атя ăна каялла памастпăр», — терĕç ачасем. Çапла вăл пирĕн патра юлчĕ. Пурăна киле калаçма вĕренчĕ. Эпĕ ун чухне воспитательте ĕçлеттĕм. Пĕрре хамăн ушкăнри арçын ача, 9-мĕш класра вĕренекен Женя, пычĕ те: «Атте-анне ĕçкелет. Йăмăка вĕсенчен туртса илесшĕн. Надежда Николаевна, сирĕн усрав ачасем пур, манăн йăмăка та, тархасшăн, илĕр-ха», — терĕ. Çапла Катьăна çемьене илтĕмĕр. Тепĕр икĕ çултан ача çурчĕсем хупăнкалама пуçларĕç. Пирĕн интернатра та юлашки тăлăхсене çемьесене вырнаçтартăмăр. Социаллă педагогра ĕçленĕ чухне 11 шăпăрлан валли çемье тупса патăм. 2012 çулта пулчĕ ку. 9-мĕш класра вĕренекен Артур директор патне кайса: «Мана Надежда Николаевна хăйĕн патне илтĕр-ха, ача çуртне каяс килмест», — тесе калаçнă. Вăл ун чухне 17-реччĕ. Артура 18 çул тултариччен опекăна илтĕмĕр. Вăл пирĕн хӳтте илнĕ тăваттăмĕш ача пулчĕ. Опекăран тухсан та канмалли кунсенче, каникулсенче пирĕн патах килсе çӳрерĕ. Унпа паянхи кун та хутшăнатпăр. Питĕ лайăх ача. Вăл — тăлăх, ашшĕ-амăшĕ çук. Амăшĕ ăна çуратсанах вилнĕ. «Манăн сирĕнтен çывăхрах çынсем çук», — тет вăл. Опекăна илнĕ ачасенчен Артур кăна мана «Надежда Николаевна» тесе чĕнет, ыттисем «анне» теççĕ. Инкек Артурăн Улатăрта хваттер пур. Хăй Етĕрне округĕнчи кану базинче ĕçлет. Андрей та унпа пĕрлехчĕ. Шел, нумаях пулмасть ăна юлашки çула ăсатрăмăр. 40 кунĕ те çитмен. Унăн ашшĕпе амăшĕ çук, ăна хамăр пата илсе килсе пытартăмăр /Надежда Николаевна куççульленчĕ. – Авт./. Çав кун вĕсем базăра мунча кĕнĕ. Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ унăн. Андрей эрех сыпкалатчĕ. Ман пата пĕр курупка канфет йăтса килетчĕ те: «Каçар, анне, эпĕ, санăн ывăлу, путсĕртерех пулнăшăн», — тетчĕ. Халĕ хама та айăплатăп. Андрей 21 çулта чухне тăван амăшĕ усал шыçăпа чирленине пĕлтĕмĕр. Ун патне хăнана кайса килтĕмĕр. «Андрей, аннӳне пулăшмалла», — терĕм унтан таврăнсан. Ăна вăхăтлăха ун патне пурăнма ятăм. Амăшĕ лавккана кайнă чухне те чарăна-чарăна тăни пирки каласа паратчĕ Андрей. Чир 4-мĕш тапхăра куçнăччĕ. «Киле хăçан килме юрать?» — тетчĕ шăнкăравласан. Тăван амăшне хĕрхенеттĕм. «Аннӳне пулăш-ха», — теттĕм. «Вăл кунĕпе чӳречерен пăхса макăрать. Эпĕ хăçан киле каясси пирки ыйтать», — тесе каласа паратчĕ. Амăшне юлашки кунĕсенче ывăлĕн пулăшăвĕ кирлĕ тесе Андрея унтах юлма ыйтрăм. «Шăллуна интернатран илсе килмелле, лавккана каймалла. Хальлĕхе аннӳпе юнашарах пул», — теттĕм ăна. Ашшĕ эрех ĕçкеленĕ. Унпа пĕрле Андрей та сыпкаланă пуль. Çавăн хыççăн усал йăлана хăнăхса кайрĕ. Андрейăн йăмăкĕ Вероника ун чухне пĕчĕкрехчĕ, шкулта вĕренетчĕ, ăна унта ямарăм. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.